Христиансен хушшинчи пӗрлӗх турра мухтава кӑларать
Христиансен хушшинчи пӗрлӗх турра мухтава кӑларать
«Килӗштерсе пӗр кӑмӑлпа пурӑнма тӑрӑшӑр» (ЕФ. 4:3, 4).
1. Мӗнле майпа пӗрремӗш ӗмӗрте Ефесри христиансем Турра мухтава кӑларнӑ?
АВАЛХИ Ефес пухӑвӗнчи христиансем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни чӑн Турра, Иеговӑна, мухтава кӑларнӑ. Суту-илӳ питӗ аталаннӑ ҫак вырӑнта христиансенчен хӑш-пӗрисем чурасем тытса тӑракан пуян ҫынсем пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах теприсем хӑйсем чурасем пулнӑ тата, тен, питӗ чухӑн пурӑннӑ пулас (Еф. 6:5, 9). Хӑш-пӗрисем еврейсем пулнӑ, вӗсем чӑнлӑх ҫинчен Павел виҫӗ уйӑх хушши синагогӑра вӗрентнӗ чухне илтнӗ. Теприсем чӑнлӑха пӗличчен Артемидӑна пуҫҫапнӑ тата асам туса пурӑннӑ (Апост. ӗҫ. 19:8, 19, 26). Ҫакӑ чӑн христиансем хушшинче тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫынсем пулнине кӑтартса парать. Пухура пӗр-пӗрин хушшинчи пӗрлӗх Иеговӑна мухтава кӑларнине Павел ӑнланнӑ. Апостол ҫырнӑ: «Ӗненекен ушкӑн [е пуху]... урлӑ... [Ӑна] мухтаса тӑнӑ» (Еф. 3:20).
2. Ефесри христиансем хушшинчи пӗрлӗхе мӗн аркатма пултарнӑ?
2 Анчах та Ефес пухӑвӗнчи питӗ хаклӑ пӗрлӗх арканма пултарнӑ. Павел старейшинӑсене асӑрхаттарнӑ: «Хӑвӑр хушшӑртанах тата, вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн, урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ» (Апост. ӗҫ. 20:30). Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр христиан-тӑвансем хирӗҫес кӑмӑла — Павел асӑрхаттарнӑ пек, «хирӗҫекен ҫынсем ӑшӑнче... хӗтӗртсе тӑракан» кӑмӑла — пӗтӗмпех пӑрахман пулнӑ (Еф. 2:2; 4:22).
Пӗрлӗх питӗ кирлине палӑртакан ҫыру
3, 4. Ефессем патне янӑ ҫырура Павел пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалли пирки мӗнле палӑртать?
3 Христиансен малалла та пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесе тӑрас тесен пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетес тесе вӗсенчен кашнийӗ чун-чӗререн вӑй хумаллине Павел ӑнланнӑ. Турӑ Павела Ефесри христиансем патне ҫыру ҫырма хавхалантарнӑ, ҫак ҫырура питӗ кирлӗ темӑсем хушшинче пӗрлӗх пирки калани те пулнӑ. Сӑмахран, Турӑ Христос урлӑ «пурне те... пӗрлештерме» шут тытни ҫинчен ҫырнӑ Павел (Еф. 1:8—10). Вӑл ҫавӑн пекех святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене ҫурт тунӑ чухне усӑ куракан тӗрлӗ чулсемпе танлаштарнӑ: «Лайӑх ҫыпҫӑнса тӑнипе пӗтӗм ҫурт... таса Чиркӳ [«Иеговӑн таса храмӗ», ҪТ]» пулса ӳссе пырать» (Еф. 2:20, 21). Унсӑр пуҫне Павел еврейсемпе ытти халӑхсем хушшинчи христиансен пӗрлӗхӗн пӗлтерӗшне палӑртнӑ, ҫавӑн пекех пур ҫынна та Турӑ пултарни ҫинчен христиан-тӑвансене аса илтернӗ. Вӑл Иегова пирки «ҫӳл тӳпери тата ҫӗр ҫинчи кирек епле йӑх-ӑрӑва та ят паракан» Атте тенӗ (Еф. 3:5, 6, 14, 15, Ҫ Х).
4 Ефессем патне янӑ ҫырӑвӑн тӑваттӑмӗш сыпӑкне пӑхса тухнӑ чухне эпир ҫакна курӑпӑр: пӗрлӗх пултӑр тесен мӗншӗн вӑй хумалла, мӗнле майпа Иегова пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать тата мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулни хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшать. Ҫак статьяна вӗреннинчен ытларах усӑ илес тесен ҫав сыпӑка пӗтӗмпех вуласа тухма сӗнетпӗр.
Пӗрлӗх пултӑр тесен мӗншӗн чун-чӗререн вӑй хуни кирлӗ
5. Мӗншӗн Туррӑн ангелӗсем Уншӑн пӗрлешсе пуҫҫапса тӑраҫҫӗ тата мӗншӗн пире хамӑр хушӑри пӗрлӗхе тума йывӑртарах пулма пултарать?
5 Павел Ефесри христиан-тӑвансене «пӗрлӗхе пӗр-пӗринпе килӗштерсе упрама тӑрӑшӑр» тесе йӑлӑнса ыйтнӑ (Еф. 4:3, 4, ҪХ). Ҫакна тӑвас тесе вӑй хума кирлине ӑнланас тесе Туррӑн ангелӗсен тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫӗр ҫинче пур енчен те пӗр пек икӗ япала тупма ҫук, ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн миллионшар ангелне кашнине хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑх панӑ тени тӗрӗс (Дан. 7:10). Анчах та вӗсем пурте Иеговӑна пӗрлешсе пуҫҫапса тӑма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ӑна итлесе унӑн ирӗкне туса тӑраҫҫӗ. (Псалом 102:20, 21 вуласа пар.) Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсемпе танлаштарсан, христиансен вара, хӑйсен характерӗсӗр пуҫне тӗрлӗ ҫитменлӗхсем пур. Ҫавна пула пӗр-пӗрин хушшинчи пӗрлӗхе тума йывӑртарах пулма пултарать.
6. Пухури тӑвансен ҫитменлӗхӗсем пирӗннинчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулсан та вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлеме пире мӗнле кӑмӑл-туйӑм пулӑшать?
6 Ҫитменлӗхсем пур ҫынсем пӗрле мӗн те пулин тума пуҫласан, вӗсен ҫӑмӑллӑнах йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, хӑйне кӗҫӗне хуракан, анчах та час-часах кая юлса килекен христиан-тӑван тепӗр тӑванпа — яланах вӑхӑтра килекен, анчах та часах тарӑхса каяканскерпе — Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлет пулсан, вара мӗн? Вӗсенчен пӗри теприн пирки, унӑн хӑш-пӗр лайӑх енсем ҫук тесе шутлама пултарать, анчах та ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн ҫитменлӗхсем пуррине те манса кайма пултарать. Мӗнле майпа ҫак икӗ тӑван Турӑшӑн пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесе тӑма пултараҫҫӗ? Библире тепӗр сӑвӑ йӗркинче Павел каланӑ мӗнле лайӑх енсем вӗсене пулӑшма пултарнине асӑрхӑр-ха. Ун хыҫҫӑн ҫак лайӑх енсене аталантарни мӗнле майпа хамӑр хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Павел ҫырнӑ: «Сире йӑлӑнатӑп: эсир... юрӑхлӑ пурӑнӑр: кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, нумай тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса пӑхӑр, килӗштерсе пӗр кӑмӑлпа пурӑнма тӑрӑшӑр» (Еф. 4:1—4).
7. Ҫитменлӗхсем пур ытти христиан-тӑвансемпе Турӑшӑн пӗрлӗхре ӗҫлесе тӑма тӑрӑшни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
7 Ҫитменлӗхсем пур ҫынсемпе пӗрле Турӑшӑн пӗрлӗхре ӗҫлесе тӑма вӗренни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Турра тӗрӗс пуҫҫапакансен организацийӗ пӗрре кӑна. Библире каланӑ: «Пӗр тӑл-пӳ, пӗр сывлӑш, ҫавӑн пекех сире пӗр ӗмӗтпе тӑма чӗнсе илнӗ. Пӗр Ҫӑлакан, ӗненни пӗрре, тӗне кӗни те пӗрре (шыва кӗресси); пӗр Турӑ, Вӑл пуринӗн те Ашшӗ» (Еф. 4:3—6). Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне тата пиллӗхӗсене хӑй усӑ куракан тӑвансен пӗрлешӗвне парать. Пухура кам та пулин пире кӳрентерет пулсан та, пирӗн урӑх ӑҫта каяс? Ниҫта та эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫӑн сӑмахӗсене илтме пултараймастпӑр (Иоан. 6:68).
Парне пек панӑ ҫынсем пӗрлӗхе ҫирӗплетеҫҫӗ
8. Уйӑрса ярассин витӗмне хирӗҫ тӑма пулӑшас тесе Христос мӗнпе усӑ курать?
8 Павел авалхи ҫар ҫыннисен хушшинче сарӑлнӑ йӑлан тӗслӗхӗпе усӑ курса Иисус пухуна ҫирӗплетме пулӑшас тесе арҫынсене «парне» пек мӗнле панине кӑтартса панӑ. Ҫӗнтерсе илнӗ ҫарӑн ҫынни тыткӑна илнӗ ҫынна, хӑйӗн килне илсе килсе арӑмне хуҫалӑхра пулӑшса тӑтӑр тесе чура тума пултарнӑ (Пс. 67:2, 13, 19). Ҫавӑн пекех Иисус ҫак тӗнчене ҫӗнтерсе хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлесе тӑракан чурасене туяннӑ. (Ефес 4:7, 8 вуласа пар.) «Тыткӑна илнӗ» ҫак ҫынсемпе вӑл мӗн тӑвать? «Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ. Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне... тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ» (Еф. 4:11—13).
9. а) Парне пек панӑ ҫынсем мӗнле майпа пире хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшса тӑраҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн кашни христианинӑн пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетме тӑрӑшмалла?
9 Юратакан кӗтӗҫӳсем пулса, ҫак «парне» пек панӑ ҫынсем пирӗн хушӑри пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, пухури пӗр-пӗр старейшина икӗ христиан-тӑван пӗр-пӗрне тупӑшма хӗтӗртсе тӑнине курчӗ пулсан, вӑл кашнине уйрӑммӑн «йӑваш кӑмӑлпа йӗркене кӗртес» тесе вӗсене канаш парса пухури пӗрлӗхе вӑйлӑрах ҫирӗплетме пултарать (Гал. 5:26—6:1). Вӗрентекенсем пулса ҫак парне пек панӑ ҫынсем Библи вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем пирӗн хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетеҫҫӗ тата пире аталанса ҫитнӗ христиансем пулма пулӑшаҫҫӗ. Павел ҫырнӑ: «Вара эпир ачасем пек пулмӑпӑр: ҫын улталанипе, чее илӗртнипе, ҫилпе хумханнӑ пек, тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн кайса ҫӳремӗпӗр» (Еф. 4:13, 14). Пирӗн кӗлеткен кашни пайӗ пӗр-пӗрне мӗн кирлине парса пулӑшса тӑнӑ пекех, кашни христианинӑн пӗтӗм тӗнчери тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетме тӑрӑшмалла. (Ефес 4:15, 16 вуласа пар.)
Ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑм аталантарӑр
10. Намӑссӑр ӗҫсем мӗнле майпа пӗрлӗхе аркатма пултараҫҫӗ?
10 Павел Ефессем патне янӑ ҫырӑвӑн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗнче каланӑ тӑрӑх юрату кӑтартни вӑл — аталанса ҫитнӗ христиансене пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшакан уҫӑ. Ҫак сыпӑка малалла вуланӑ май юрату шутне мӗн-мӗн кӗнине курма пулать. Юрату ҫулӗпе ҫӳресен ҫын аскӑн тата намӑссӑр ӗҫ тумӗ. Павел пӗрле ӗненекен тӑвансене «ытти халӑхсем... пурӑннӑ пек» ан пурӑнӑр тесе чӗнсе каланӑ. Ҫав ҫынсем «туйми пулса ҫитсе... намӑс ӗҫе ярӑннӑ» (Еф. 4:17—19). Эпир пурӑнакан тӗнче — мораль тӗлӗшӗнчен ирсӗрленсе кайнӑ тӗнче — пирӗн хушӑри пӗрлӗхе аркатма пултарать. Аскӑн ӗҫ тӑвасси ҫынсемшӗн шӳт пулса тӑнӑ, ун ҫинчен юрлаҫҫӗ, ун ҫине вӑйӑ-кулӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ҫак ӗҫе вӑрттӑн та, ҫынсен умӗнче те тӑваҫҫӗ. Анчах та якӑлтатни те — ҫын мӑшӑрланас шухӑшсемсӗрех кам патне те пулин юратуллӑ туртӑмсем пур пек кӑтартни — ҫынна Иеговӑран та, пухуран та пӑрса яма пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен якӑлтатни ҫӑмӑллӑнах аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑн пекех якӑлтатни — упӑшкаллӑ, арӑмлӑ ҫынна мӑшӑрне улталама хӗтӗртсе тӑрать — ачасене хӑйсен ашшӗ-амӑшӗнчен тата айӑпсӑр мӑшӑрне хӑйӗн мӑшӑрӗнчен уйӑрса яма пултарать. Ҫакӑ чӑнах та пӗр-пӗринчен ютшӑнтармасть-и вара?! «Эсир Христоса ҫавӑн пек пурӑнма ӗненмен»,— тесе Павел каланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар! (Еф 4:20, 21).
11. Библи христиансене мӗнле улшӑнусем тума хавхалантарать?
11 Ирсӗрлентерсе яма пултаракан шухӑшсенчен тасалмалли пирки тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшакан кӑмӑл-туйӑм аталантармалли пирки палӑртнӑ Павел. «Ӳт хыҫҫӑн кайнӑран ҫӗрнӗҫемӗн ҫӗрекен авалхи этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахса, ӑсӑр ҫуттипе ҫӗнелес пулать, сирӗн тӳрӗлӗхпе, тасалӑхпа Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ ҫын пулас пулать»,— тесе каланӑ вӑл (Еф. 4:22—24). Мӗнле майпа эпир ӑс ҫуттипе ҫӗнелме пултаратпӑр? Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлни ҫинчен тата Турӑпа хӑйсен хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ христиансен лайӑх тӗслӗхӗсем ҫинчен пархатарлӑн шухӑшлатпӑр пулсан, вара вӑй хунипе «Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ» ҫӗнӗ ҫын пулма пултаратпӑр.
Чӗлхе-ҫӑварпа мӗнле усӑ курмалли ҫине урӑхла пӑхма вӗренӗр
12. Улталамасӑр калаҫни мӗнле майпа пирӗн хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетет тата мӗншӗн хӑш-пӗрисене тӗрӗссине кӑна калама йывӑр?
12 Камсем ҫемьере е пухура «пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем», ҫавсем пӗр-пӗрне тӗрӗссине калани питӗ кирлӗ. Кӑмӑла уҫса, тӳррӗн, ыррӑн калаҫни ҫынсене пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшать (Иоан. 15:15). Ҫын хӑйӗн ҫемьери тата пухури тӑванне суять пулсан, мӗн пулма пултарать? Суйнине ӑнланса илекен текех ӑна унчченхи пекех шанса тӑмӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Павел ҫырнӑ: «Хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калӑр, эпир пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем» (Еф. 4:25). Мӗн ачаранах суйма хӑнӑхнӑ ҫынна тӗрӗссине кӑна калама йывӑр пулма пултарать. Анчах та улшӑнас тесе вӑй хунине Иегова хаклать тата ҫакӑн пек ҫынсене пулӑшать.
13. Сӑмахпа хӑртасси сиртен аякра тӑтӑр тени мӗн вӑл?
13 Иегова пире мӗн-мӗн каламаллине, мӗнле калаҫмаллине кӑтартса тӑрса пухура та, хамӑр ҫемьере те, пӗр-пӗрне хисеплесе тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма вӗрентет. «Сирӗн ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр (ҫӗрӗк) сӑмах та ан тухтӑр... Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланса ҫитесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сиртен аякра тӑтӑр» (Еф. 4:29, 31). Сӑмахпа хӑртассинчен пӑрӑнма пулӑшакан пӗр май вӑл — ыттисене ытларах хисеплеме вӗренесси. Сӑмахран, хӑйӗн арӑмне сӑмахпа хӑртакан арҫыннӑн, уйрӑмах, Иегова хӗрарӑмсене мӗнле чыс тунине пӗлсе пынӑ май, хӑйӗн арӑмӗ ҫине урӑхла пӑхма вӗренмелле. Турӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсене святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем пулма чыс тунӑ, ҫапла вӗсем Христоспа пӗрле патшасем пулса ертсе пырӗҫ (Гал. 3:28; 1 Пет. 3:7). Ҫавӑн пекех, хӑйӗн упӑшки ҫине кӑшкӑрма хӑнӑхнӑ хӗрарӑмӑн та, Иисус хӑйне сӑмахпа хӑртнӑ чухне хӑйне тытса чарнине пӗлсе пынӑҫемӗн хӑйӗн упӑшки ҫине урӑхла пӑхма вӗренмелле (1 Пет. 2:21—23).
14. Мӗншӗн ҫилӗне тытса чарманни питӗ хӑрушӑ?
14 Сӑмахпа хӑртасси ҫилӗне тытса чарма пӗлменнипе ҫыхӑннӑ. Вӑл ҫавӑн пекех «пӗр тӑл-пӳ пайӑсене» уйӑрса яма пултарать. Ҫилӗ вут-ҫулӑм пекех. Вӑл питӗ хӑвӑрттӑн сарӑлса кайса инкек кӳме пултарать (Ытар. 29:22). Тарӑхнине ҫакӑн пек кӑларса яраканӑн тата хӑйне тӳрре кӑлараканӑн ыттисемпе хӑйсен хушшинчи питӗ хаклӑ хутшӑнусене аркатас мар тесен хӑйӗн ҫиллине тытса чармалла. Христиансен пӗр-пӗрне каҫарма вӗренмелле, ҫавна тӑвас тесен вӗсен тарӑхса ҫӳремелле мар тата унчченхине аса илмелле мар (Пс. 36:8; 102:8, 9; Ытар. 17:9). Павел Ефесри христиансене ҫакӑн пек канаш панӑ: «Ҫилленсе, ҫылӑха ан кӗрӗр; сирӗн ҫиллӗр иртиччен хӗвел анса ан лартӑр; хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр» (Еф. 4:26, 27). Кам та пулин хӑйӗн ҫиллине тытса чармасть пулсан, ҫакӑ Шуйттана пухӑва пайласа яма тата тӑвансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яма май панӑ пулӗччӗ.
15. Эпир урӑх ҫыннӑн япалине ыйтмасӑр илтӗмӗр пулсан ҫакӑ мӗн патне илсе пыма пултарать?
15 Ыттисен харпӑрлӑхне хисеплени пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Ефес 4:28-мӗш сӑвӑ йӗркинче вулатпӑр: «Вӑрласа пурӑнни малашне ан вӑрлатӑр». Иегова халӑхӗ хушшинче пӗр-пӗрне шанма питӗ кӑмӑллӑ. Христианин ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхса урӑх ҫыннӑн япалине ыйтмасӑр илчӗ пулсан, вӑл пухури пӗрлӗхе пӑснӑ пулӗччӗ.
Турра юратни пӗрлештерет
16. Эпир ырӑ сӑмахсемпе калаҫни пухури пӗрлӗхе мӗнле майпа ҫирӗплетме пултарать?
16 Пухура кашнийӗ Турра юратнӑран хӑйне ыттисемпе юратса тытать пулсан, христиансен пухӑвӗнче пӗрлӗх пулать. Иеговӑна, вӑл кӑтартнӑ ырлӑхшӑн пархатарлӑ пулни пире Павел панӑ канаша тытса пырас тесе чун-чӗререн вӑй хума хавхалантарать. Вӑл ҫырнӑ: «Ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракан ҫынна вӑл ырӑлӑх кӳмелле пултӑр. Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, пӗр-пӗрне каҫарӑр, Турӑ та сире Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ» (Еф. 4:29, 32). Иегова пирӗн пекех ҫитменлӗхсем пур ҫынсене чун-чӗререн каҫарать. Пирӗн те ыттисен ҫитменлӗхӗсене курсан вӗсене каҫармалла мар-и вара?
17. Пӗрлӗхе ҫирӗплетес тесе мӗншӗн пирӗн чун-чӗререн тӑрӑшмалла?
17 Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗх Иеговӑна мухтава кӑларать. Унӑн сывлӑшӗ пире ҫак пӗрлӗхе пур енчен те ҫирӗплетме хавхалантарать. Павел ҫырнӑ: «Туррӑн Святой Сывлӑшне ан кӳрентерӗр» (Еф. 4:30). Пӗрлӗх вӑл — питӗ паха мул, ӑна пирӗн хакламалла. Камсем ӑна ҫирӗплетеҫҫӗ тата Иеговӑна мухтава кӑлараҫҫӗ, ҫавсем пурте хӑйсем ҫинче савӑнӑҫ туяҫҫӗ. «Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр, эсир Унӑн юратнӑ ачисем, пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр» (Еф. 5:1, 2).
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Мӗнле кӑмӑл-туйӑм христиансен хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетме пултарать?
• Хамӑра мӗнле тытни пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетме пултарать?
• Мӗнле майпа пирӗн калаҫу ыттисемпе пӗрле ӗҫлесе тӑма пулӑшать?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]