Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«[Иеговӑн] ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?»

«[Иеговӑн] ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?»

«[Иеговӑн] ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?»

«„Ҫӳлхуҫана вӗрентмешкӗн Унӑн [Иеговӑн] ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?“ Пирӗнте Христос ӑсӗ» (1 КОР. 2:16).

1, 2. а) Ҫынсенчен нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулать? ӑ) Хамӑр шухӑшсемпе Иеговӑн шухӑшӗсем тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗн асра тытмалла?

 ПӖР-ПӖР ҫын мӗнле шухӑшланине ӑнланса илме сире хӑҫан та пулин йывӑр пулкаланӑ-и? Тен, эсир нумаях пулмасть авланнӑ е качча тухнӑ пулсан хӑвӑр мӑшӑрӑн шухӑшӗсене сире ӑнланса пӗтерме ҫӑмӑлах мар пек туйӑнать. Чӑнах та, арҫынсемпе хӗрарӑмсем шухӑшлаҫҫӗ кӑна мар, калаҫаҫҫӗ те тӗрлӗ майлӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗр культурӑра арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӗр чӗлхен тӗрлӗ диалекчӗпе калаҫаҫҫӗ! Ҫавӑн пекех ҫынсем мӗнле шухӑшласси, хӑйсене мӗнле тытасси ҫине культурӑри тата чӗлхери уйрӑмлӑхсем витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ. Анчах та, мӗн чухлӗ ытларах эпир ыттисене пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсем мӗнле шухӑшланине ӑнланма пуҫлатпӑр.

2 Ҫавӑнпа та эпир мӗнле шухӑшлани Иеговӑннинчен уйрӑлса тӑни пире тӗлӗнтермелле мар. Исаия пророк урлӑ Иегова Израиль халӑхне каланӑ: «Сирӗн шухӑшӑр — Манӑн шухӑшӑм мар, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм — сирӗн ҫулӑрсем мар». Ҫакна тӗслӗх илсе парса Вӑл ӑнлантарса панӑ: «Тӳпе ҫӗртен ҫӳлерех пулнӑ пек, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм те сирӗн ҫулӑрсенчен ҫӳлерех, Манӑн шухӑшӑм та сирӗн шухӑшӑртан ҫӳлерех» (Ис. 55:8, 9).

3. Мӗнле икӗ майпа Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пулать?

3 Анчах та ҫакӑ Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланас тесе вӑй хума та кирлӗ мар тенине пӗлтерет-и? Ҫук, ун пек мар. Эпир Иеговӑн шухӑшӗсене пурне те пӗтӗмпех нихӑҫан та ӑнланса пӗтерейместпӗр пулин те, Библире пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аталантармашкӑн хавхалантарать. (Ытарӑшсем 3:32 вуласа пар.) Иеговӑпа ҫывӑхланмалли пӗр май вӑл — унӑн Сӑмахӗнче, Библире, унӑн ӗҫӗсем ҫинчен мӗн каланине тишкерни (Пс. 27:5). Тепӗр май вӑл — «Христос ӑсне» пӗлсе пырасси, мӗншӗн тесен вӑл — «курӑнми Туррӑн сӑнӗ» (1 Кор. 2:16; Кол. 1:15). Библире хыпара тӗпчеме тата ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрсан эпир Иегова мӗнле Турӑ пулнине тата вӑл мӗнле шухӑшланине ӑнланма пуҫлӑпӑр.

Тӗрӗс мар туртӑм

4, 5. а) Мӗнле тӗрӗс мар туртӑмран пирӗн пӑрӑнмалла? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Израиль халӑхӗн мӗнле тӗрӗс мар шухӑшсем аталанма пуҫланӑ?

4 Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне Турра ҫынсен виҫипе виҫсе айӑплассинчен пирӗн асӑрханмалла. Ҫыннӑн ҫакӑн пек туртӑм пурри ҫинчен Псалом 49:21-мӗш сӑвӑ йӗркинчи каланӑ Иеговӑн сӑмахӗсем кӑтартса параҫҫӗ: «Эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн». Ҫакӑн ҫинченех пӗр библеист 175 ҫул ытла каяллах ҫапла палӑртнӑ: «Ҫынсен Турра хӑйсен виҫипе виҫсе хак парас тата вӗсем пӑхӑнса тӑракан законсене Туррӑн та тытса тӑмалла тесе шутлас йӑла пур».

5 Иегова ҫине мӗнле пӑхасси эпир мӗнле шухӑшланинчен, мӗне кӑмӑлланинчен ан килтӗр тесе асӑрханса тӑмалла. Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ? Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗреннӗ чухне Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсем пире — ҫитменлӗхсем пур, пурне те пӗлме пултарайман ҫынсене — тӗрӗсех мар пек туйӑнма пултараҫҫӗ. Авалхи Израиль халӑхӗ шӑп ҫапла шухӑшлама пуҫланӑ та Иегова хӑйне вӗсемпе тӗрӗс мар тытать тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Асӑрхӑр-ха, мӗн каланӑ Иегова вӗсене: «Эсир: „Ҫӳлхуҫа ҫулӗ тӗрӗс мар!“ тетӗр. Израиль килӗ, итле-ха! Манӑн ҫул тӗрӗс мар-и? сирӗн ҫулӑрсем тӗрӗс мар мар-и?» (Иез. 18:25).

6. Иов мӗне вӗреннӗ тата унпа мӗн пулса иртнинчен эпир усӑ мӗнле илме пултаратпӑр?

6 Иеговӑна хамӑрӑн виҫепе айӑплас мар тесен ҫын пурне те ӑнланма пултарайманнине тата пирӗн шухӑшсем хӑш-пӗр чухне питӗ тӗрӗс мар пулма пултарнине йышӑнмалла. Ҫакна Иовӑн хӑйӗн ҫинче курма тивнӗ. Хӗн-асап тӳснӗ чухне Иов пӗтӗмпех хуйха кӗрсе ӳкес мар тесе тӑрӑшнӑ та хӑйӗн ҫинчен ытлашши шутлама пуҫланӑ. Вӑл кирлӗрех ыйтусене асра тытман. Анчах та Иегова юратса ӑна ҫак лару-тӑрӑва лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ. Вӑл Иова 70 ытла ыйту панӑ, анчах та Иов пӗрин ҫине те хурав парайман, ҫапла Иегова вӑл пурне те ӑнланса пӗтерейменнине кӑтартса панӑ. Иов хӑйне кӗҫӗне хунӑ та хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарнӑ. (Иов 42:1—6 вуласа пар.)

«Христос ӑсӗ» пек ӑс илмелле

7. Мӗншӗн Иисусӑн ӗҫӗсене тӗпчени пире Иегова шухӑшӗсене ӑнланма пулӑшать?

7 Иисус сӑмахпа та, ӗҫпе те яланах хӑйӗн Ашшӗ пекех тунӑ (Иоан. 14:9). Ҫавӑнпа та Иисусӑн ӗҫӗсене тӗпченӗ май Иегова мӗнле шухӑшланине лайӑхрах ӑнланма пултарӑпӑр (Рим 15:5; Флп. 2:5). Айтӑр, Евангелири икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.

8, 9. Иоанн 6:1—5-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, мӗнле лару-тӑрура Иисус Филипа ыйту панӑ тата мӗншӗн вӑл ҫакна тунӑ?

8 Хӑвӑн куҫу умне ҫакӑн пек ӳкерчӗк кӑларса тӑрат. Пирӗн эрӑри 32 ҫулхи Пасха ҫывхарса килет. Иисусӑн вӗренекенӗсем тин ҫеҫ Галилея тӑрӑхӗнче ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑ сарса ҫӳренӗ хыҫҫӑн таврӑннӑ. Иисус хӑйӗн ывӑннӑ вӗренекенӗсене Галилея тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ ҫыранӗ енне никам ҫук вырӑна илсе каять. Анчах та вӗсем хыҫҫӑн темиҫе пин ҫын пырать. Иисус вӗсенчен нумайӑшне сыватсан тата вӗсене нумай япаласем ҫинчен каласа парсан пӗр йывӑрлӑх сиксе тухать. Ҫак пуш вырӑнта ҫынсен апат мӗнле тупмалла-ха? Ҫынсене апат кирлине ӑнланса Иисус Филипран, ҫав тавралӑхран пулнӑскертен, ыйтнӑ: «Вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илес-ши пирӗн?» (Иоан. 6:1—5).

9 Мӗншӗн Иисус Филипа ҫакӑн пек ыйту панӑ? Иисус мӗн тумаллине пӗлмен-им? Паллах пӗлнӗ. Чӑннипе вара вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Унта мӗн пулса иртнине курса тӑнӑ Иоанн апостол ӑнлантарса парать: «Ҫакна [Иисус] сӑнаса каланӑ, мӗншӗн тесен мӗн тӑвассине Вӑл пӗлсе тӑнӑ» (Иоан. 6:6). Ҫапла майпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ӗненӳре мӗнле ӳсӗмсем тунине тӗрӗсленӗ. Ҫав ыйтӑва парса вӑл ҫынсене мӗнле тӑрантармалли ҫинчен шухӑшлаттарнӑ тата вӑл ҫавна тума пултарнине ӗненнине кӑтартма май панӑ. Анчах та вӗсем хӑйсен ӗненӗвне кӑтартас майпа усӑ курман, ҫавӑнтан вӗсем пурне те ӑнланманни курӑнса тӑрать. (Иоанн 6:7—9 вуласа пар.) Ун хыҫҫӑн вара Иисус вӗсем мӗн ҫинчен шутлама та пултарайман, ҫавна тума пултарнине кӑтартнӑ. Вӑл темиҫе пин выҫӑ ҫынна тӗлӗнмелле майпа тӑрантарнӑ (Иоан. 6:10—13).

10—12. а) Мӗншӗн Иисус грек хӗрарӑмӗ мӗн ыйтнине тӳрех пурнӑҫламан? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Халӗ мӗн сӳтсе явӑпӑр?

10 Ҫак тӗслӗх пире Иисус тепрехинче мӗншӗн ҫавна тунине ӑнланма пулӑшать. Ҫав пысӑк ушкӑна тӑрантарнӑ хыҫҫӑнах Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе пӗрле Израилӗн ҫурҫӗр чиккинелле, Тирпа Сидон тӑрӑхне кайнӑ. Унта вӗсене грек хӗрарӑмӗ тӗл пулнӑ. Вӑл Иисуса хӑйӗн хӗрне сыватма йӑлӑнса ыйта пуҫланӑ. Малтан Иисус хӗрарӑм мӗн ыйтни ҫине нимӗн те каламан. Анчах та вӑл ҫине тӑрсах ыйтма тытӑнсан, Иисус ӑна калать: «Малтан ачасене тӑрантармалла; ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе [«пӗчӗк», ҪТ] йытӑсене пӑрахса пани аван мар» (Марк 7:24—27; Матф. 15:21—26).

11 Мӗншӗн Иисус ҫак хӗрарӑма тӳрех пулӑшасшӑн пулман? Ҫав хӗрарӑм хӑйне мӗнле тытнине курас тесе, ӑна хӑйӗн ӗненӗвне кӑтартма май парас тесе Иисус ӑна Филипа тӗрӗсленӗ пекех тӗрӗслес тенӗ-ши? Иисус мӗнле сасӑпа калани ҫырнӑ текстра курӑнмасть пулин те ҫакӑ хӗрарӑма аптратса ӳкермен. Вӑл усӑ курнӑ «пӗчӗк йытӑсем» тенӗ сӑмах танлаштарӑва ҫемҫетнӗ. Иисус хӑйне, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе мӗнле тытнӑ, ҫавӑн пек тытнӑ пулас — вӗсем ачи мӗн ыйтнине парасшӑн, анчах та ҫавна кӑтартмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ачин мӗн ыйтнине илес кӑмӑл чӑнах та вӑйлӑ пулнине пӗлесшӗн. Кирек мӗнле пулсан та, хӗрарӑм хӑйӗн ӗненӗвне кӑтартнӑ хыҫҫӑн Иисус вӑл мӗн ыйтнине хаваспах пурнӑҫланӑ. (Марк 7:28—30 вуласа пар.)

12 Евангелири ҫак икӗ тӗслӗх пире «Христос ӑсне» уҫса парать. Халӗ вара ҫаксем Иеговӑн ӑсне лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.

Иегова хӑйне Моисейпе мӗнле тытнӑ

13. Иисус мӗнле шухӑшланине ӑнланни пире епле пулӑшать?

13 Иисус мӗнле шухӑшланине пӗлни пире Библири хӑш-пӗр ӑнланма йывӑр вырӑнсене ӑнланма пулӑшать. Сӑмахран, Израиль халӑхӗ пуҫҫапас тӗллевпе ылтӑн пӑру тусан Иегова Моисее мӗн каланине пӑхса тухар. Турӑ каланӑ: «Эпӗ ку халӑха куратӑп, акӑ вӑл — чурӑс халӑх; эппин Ман патӑмран кай, Манӑн ҫиллӗм вӗсем ҫине тӑвӑлса ҫиттӗр, вӗсене пӗтерем те санран йышлӑ халӑх ӗрчетем» (Тух. 32:9, 10).

14. Иеговӑн сӑмахӗсем ҫине Моисей мӗнле хуравланӑ?

14 Библире малалла каланӑ: «Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ. Ҫӳлхуҫа вара Хӑй халӑхӗ ҫине сехмет ярӑп тесе каланине улӑштарнӑ» (Тух. 32:11—14) a.

15, 16. а) Иегова каланӑ сӑмахсем Моисее мӗнле май уҫса панӑ? ӑ) Иегова хӑй мӗн тума шутланине «улӑштарнӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

15 Моисейӑн Иеговӑн шухӑшӗсене чӑннипех тӳрлетмелле пулнӑ-и? Паллах ҫук! Иегова ҫакна тума шухӑшлани ҫинчен каланӑ пулсан та, ҫакӑ татӑклӑн шутласа хуни пулман. Тӗрӗссипе вара, Иегова Моисее, каярах Иисус Филиппа грек хӗрарӑмне тӗрӗсленӗ пекех, тӗрӗслесе пӑхасшӑн пулнӑ. Моисея хӑй мӗн шутлани ҫинчен калама май панӑ пулнӑ b. Иегова Моисее Израильпе Хӑйӗн хушшинче хута кӗрекен пулма лартнӑ тата Хӑй Моисее тума хушнӑ ӗҫе хисепленӗ. Моисей хӑраса ӳкӗ-ши? Ҫавӑн пек майпа усӑ курса вӑл Иеговӑна Израиле манмалла та хӑйӗн арӑвӗнчен вӑйлӑ халӑх тумалла тесе ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ-ши?

16 Моисей мӗнле хуравланинче унӑн ӗненӗвӗ тата Иеговӑн тӗрӗслӗхне шанни палӑрнӑ. Иегова каланӑ сӑмахӗсене илтнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйне мӗнле тытнипе хӑйӗншӗн мар, Иегова ячӗ пирки пӑшӑрханнине кӑтартса панӑ. Вӑл унӑн ятне чыссӑрлатасшӑн пулман. Моисей ҫав ыйту тӗлӗшӗпе «[Турӑ] ӑсне» ӑнланнине кӑтартнӑ (1 Кор. 2:16). Ҫакӑ мӗн панӑ? Иегова ҫавӑн пирки татӑклӑн шутласа хуман, ҫавӑнпа та вӑл, Библире каланӑ тӑрӑх, «Хӑй халӑхӗ ҫине сехмет ярӑп тесе каланине улӑштарнӑ». «Улӑштарнӑ» тенӗ сӑмах авалхи еврей чӗлхинче Иегова хӑйӗн халӑхӗ ҫине яма шутланӑ инкеке яманнине пӗлтерме пултарать.

Иегова хӑйне Авраампа мӗнле тытнӑ

17. Иегова Авраампа калаҫнӑ чухне мӗнле майпа пысӑк чӑтӑмлӑх кӑтартнӑ?

17 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйсен ӗненӗвне тата ӑна шаннине кӑтартма май панине уҫса паракан тепӗр тӗслӗх вӑл — Авраам Содом пирки ыйтни. Ҫавӑн чухне Иегова Авраама хӑйне сакӑр ыйту пама ирӗк панипе пысӑк чӑтӑмлӑх кӑтартнӑ. Ҫав ыйтусенчен пӗринче Авраам Турӑран хумхануллӑн йӑлӑнса ыйтнӑ: «Эсӗ ун пек тӑвас ҫук, тӳрӗ ҫынна усал ҫынпа пӗрле пӗтерес ҫук, тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулмӗ; Эсӗ ун пек тума пултараймастӑн! Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара?» (Пулт. 18:22—33).

18. Иегова хӑйне Авраампа мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

18 Ҫак тӗслӗхрен Иеговӑн шухӑшӗсем ҫинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Тӗрӗс йышӑну тӑвас тесе Иеговӑн Авраампа канашламалла пулнӑ-и? Ҫук. Мӗншӗн ҫавӑн пек тума шут тытнине Иегова, паллах, чи малтанах ӑнлантарса пама пултарнӑ. Анчах та Авраама ҫав ыйтусене пама ирӗк парса Иегова ӑна Хӑй мӗн тума шутласа хуни тӗрӗс пулнине тата Хӑйӗн шухӑшӗсене ӑнланма вӑхӑт панӑ. Ҫавӑн пекех ҫакӑ Авраама Иеговӑн пысӑк хӗрхенӗвӗпе тӗрӗслӗхне ӑнланса илме пулӑшнӑ. Ҫапла, Иегова хӑйне Авраампа хӑйӗн тусӗ пек тытнӑ (Ис. 41:8; Иак. 2:23).

Вӗренмелли уроксем

19. Хӑш енчен эпир Иов евӗрлӗ пулма пултаратпӑр?

19 «[Турӑ] ӑсӗ» ҫинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иеговӑн шухӑшӗсене тӗрӗс ӑнланма вӗренес тесен пирӗн Турӑ Сӑмахӗ ҫине пӑхмалла. Иегова пирӗн пекех пурне те пӗлме пултараймасть тесе шутламалла мар тата ӑна хамӑр шухӑшсем тӑрӑх, хамӑр виҫепе виҫмелле мар. Иов каланӑ: «[Турӑ] ман пек этем мар ҫав: Ӑна хирӗҫ хуравлаймастӑн, Унпа пӗрле сута каяймастӑн!» (Иов 9:32). Эпир Иеговӑн ӑсне ӑнланма пуҫласан Иов пекех калама пултаратпӑр: «Ку — Унӑн ӗҫӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ-ха! Эпир Ун ҫинчен питӗ сахал пӗлетпӗр, Ун хӑвачӗн кӗрлевне кам ӑнкарса илейӗ?» (Иов 26:14).

20. Библире ӑнланма йывӑр вырӑн тӗл пултӑмӑр пулсан пирӗн мӗн тумалла?

20 Библие вуланӑ май ӑнланма йывӑр вырӑна, уйрӑмах Иеговӑн шухӑшӗсемпе ҫыхӑннӑ вырӑна, тӗл пултӑмӑр пулсан, мӗн тумалла? Ҫав вырӑна тӗпченӗ хыҫҫӑн та эпир ӑна лайӑх ӑнланаймарӑмӑр пулсан, ҫакӑнпа эпир Иеговӑна шанни тӗрӗсленет тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫакна асра тытӑр: Библири ҫавӑн пек хӑш-пӗр вырӑнсем пире Иеговӑн лайӑх енӗсене ӗненнине кӑтартма май параҫҫӗ. Айтӑр хамӑра кӗҫӗне хурса унӑн ӗҫӗсене пурне те пӗтӗмпех пӗлсе ҫитме пултарайманнине йышӑнар (Еккл. 11:5). Вара эпир Павел апостол пекех калама пултаратпӑр: «Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине те пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнласа илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук! Ҫӳлхуҫа [Иеговӑн] ӑсне кам пӗлейӗ? Ӑна кам канаш панӑ? Каялла тавӑрса памашкӑн Ӑна кам малтан парса хунӑ? Ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и? Пурте — Унран, пурте — Ун урлӑ, пурте — Унра. Вӑл ӗмӗрех мухтавлӑ. Аминь» (Рим 11:33—36).

[Сноскӑсем]

a Ҫакӑн пек каласа панине Йыша шутлани 14:11—20-мӗш сӑвӑ йӗркисенче курма пулать.

b Хӑш-пӗр учёнӑйсем каланӑ тӑрӑх Тухни 32:10-мӗш сӑвӑ йӗркинчи авалхи еврей чӗлхинче «Ман патӑмран кай» тесе куҫарнӑ идиомӑна чӗнсе калани вырӑнне хумалла е сӗнӳ теме пулать, ҫакӑ Моисее хута кӗме, е Иеговӑпа халӑх хушшине, «хӳмери хушӑк» хушшине тӑнӑ пек, тӑма сӗнни (Пс. 105:23; Иез. 22:30). Кирек мӗнле пулсан та, Моисей хӑй мӗн шутланине Иеговӑна ирӗккӗн каласа пама пултарнине туйнӑ пулмалла.

Астӑватӑр-и эсир?

• Иеговӑна хамӑр виҫепе виҫсе хак парассинчен пӑрӑнма пире мӗн пулӑшма пултарать?

• Иисус ӗҫӗсене ӑнланни мӗнле майпа Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене аталантарас енчен пулӑшма пултарать?

• Иегова Моисейпе тата Авраампа мӗнле калаҫнинчен эсир мӗне вӗрентӗр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]