Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫамрӑксем, Турӑ Сӑмахӗ кӑтартнӑ тӑрӑх пурӑнӑр

Ҫамрӑксем, Турӑ Сӑмахӗ кӑтартнӑ тӑрӑх пурӑнӑр

Ҫамрӑксем, Турӑ Сӑмахӗ кӑтартнӑ тӑрӑх пурӑнӑр

«Ӑслӑлӑха вӗрен, пӗлӳ [е ӑнлану] пух» (ЫТАР. 4:5).

1, 2. а) Павел апостола хӑйӗн ӑшӗнчи кӗрешӗве ҫӗнтерме мӗн пулӑшса тӑнӑ? ӑ) Мӗнле майпа эсӗ ӑслӑлӑхпа ӑнлану илме пултаратӑн?

 «ЫРӐ тӑвас тенӗ чухне манӑн усал пулса тӑрать». Ҫак сӑмахсене Павел апостол каланине эсӗ пӗлетӗн-и? Павел Иеговӑна юратнӑ пулсан та, хӑш-пӗр чухне унӑн ырӑ тӑвас тесе хӑйӗнпе кӗрешме тивнӗ. Хӑйӗн ӑшӗнче ҫавӑн пек кӗрешӳ пулнӑ чухне вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ? «Мӗскӗн этем эпӗ!» — тесе ҫырнӑ вӑл (Рим 7:21—24). Хӑвна эсӗ, Павел туйнӑ пекех, туйман-и? Тӗрӗссине тума сана йывӑр пулкаланӑ-и? Ҫавӑ сана Павела кулянтарнӑ пекех кулянтарать-и? Ҫавӑн пек пулсан, ан пӑшӑрхан. Павел ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ӑнӑҫлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа эсӗ те ӑнӑҫлӑ пулма пултаратӑн.

2 Павел ыррине тума пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл «тӗрӗс вӗрентӗвӗн» сӑмахӗсене тытса пурӑннӑ (2 Тим. 1:13, 14). Ҫавна пула вӑл ӑслӑлӑхпа ӑнлану илнӗ, вӗсем вара ӑна йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшнӑ. Иегова Турӑ сана ӑслӑлӑхпа ӑнлану илес енчен пулӑшма пултарать (Ытар. 4:5). Вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, чи лайӑх канашсене парать. (2 Тимофей 3:16, 17 вуласа пар.) Библири принципсем сана аҫу-аннӳпе хутшӑннӑ чухне, укҫа-тенкӗпе епле усӑ курас тесе шутланӑ чухне, ҫавӑн пекех пӗччен пулнӑ чухне мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

Ҫемьере

3, 4. Мӗншӗн аҫу-аннӳ хунӑ йӗркесене тытса тӑма йывӑр пулма пултарать, анчах мӗншӗн аҫу-аннӳ йӗркесем парать?

3 Аҫу-аннӳ хунӑ йӗркесене тытса тӑма йывӑр-и сана? Мӗншӗн ҫавнашкал пулма пултарать? Тен, санӑн ирӗклӗрех пулас килет. Ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук. Ҫакӑ вӑл эсӗ ҫитӗнсе пынине кӑтартса парать. Анчах та эсӗ халӗ аҫу-аннӳ килӗнче пурӑнатӑн пулсан, санӑн вӗсене пӑхӑнса тӑмалли яваплӑх пур (Еф. 6:1—3).

4 Мӗншӗн аҫу-аннӳ сан валли йӗркесем панине тата мӗншӗн вӗсем мӗн те пулин тума ыйтнине ӑнлансан, сана вара ҫав йӗркесене тытса тӑма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр чухне эсӗ хӑвна 18 ҫулхи Берта a пекех туйма пултаратӑн, вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ пирки ҫапла каланӑ: «Вӗсем ман ҫулта пулманпа пӗрех. Манӑн хам мӗн шутлани ҫинчен калама та, суйласа илме те ирӗк ҫук. Вӗсем мана ҫитӗнсе пыма парасшӑн мар». Сана, Берта пекех, аҫу-аннӳ ӑна та, кӑна та тума ирӗк памасть пек туйӑнма пултарать. Анчах та вӗсем саншӑн хумханаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫавнашкал йӗркесем параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, санӑн аҫу-аннӳ христиансем пулнӑ май сана мӗнле пӑхса ӳстернишӗн Иегова умӗнче яваплӑ пулнине пӗлет (1 Тим. 5:8).

5. Аҫу-аннӳне итлесе тӑнинче мӗнле усӑ пур?

5 Чӑннипе вара, аҫу-аннӳ хунӑ йӗркесене пӑхӑнса тӑнине банкран илнӗ укҫана тӳлесе татнипе танлаштарма пулать — парӑма тӳлесе татас енчен эсӗ мӗн чухлӗ шанчӑклӑрах, ҫавӑн чухлӗ хатӗр пулса банк сана кредит парса тӑрӗ. Ҫавнашкалах, санӑн хӑвӑн аҫу-аннӳ умӗнче парӑм пур — санӑн вӗсене хисеплемелле тата итлесе тӑмалла. (Ытарӑшсем 1:8 вуласа пар.) Мӗн чухлӗ ытларах итлесе тӑратӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах, тен, вӗсем сана ирӗк парӗҫ (Лука 16:10). Анчах та, эсӗ аҫу-аннӳ хунӑ йӗркесене ҫине-ҫинех пӑсатӑн пулсан, вӗсем сана «кредит» сахалтарах панинчен е пачах пама пӑрахнинчен ан тӗлӗн.

6. Ачисем итлекен пулччӑр тесен, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене мӗнле пулӑшма пултарать?

6 Лайӑх тӗслӗх парса тӑнипе, ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӗсем валли хунӑ йӗркесене тытса пырас енчен пулӑшма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗ Иегова мӗн тума хушнине пӑхӑнса тӑма хатӗр пулни Турӑ хунӑ йӗркесем тӗрӗс пулнине кӑтартса тӑмалла. Вара ҫамрӑксене ашшӗ-амӑшӗ хунӑ йӗркесене пӑхӑнса тӑни тӗрӗс пулнине ӑнланма ҫӑмӑлтарах пулать (1 Иоан. 5:3). Унсӑр пуҫне тата, Библире Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӗсем хӑш-пӗр ыйтусем пирки мӗн шутланине калама май пани ҫинчен калакан тӗслӗхсем те пур (Пулт. 18:22—32; 1 Патш. 22:19—22). Ҫакнашкал вӑхӑт пулатех — хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ун пирки е кун пирки мӗн шутлани ҫинчен калама май пама пултарнӑ пулӗччӗҫ.

7, 8. а) Хӑш-пӗр яшсемпе хӗрсем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ? ӑ) Тӳрлетнинчен усӑ илме сана мӗне ӑнланни пулӑшма пултарать?

7 Ҫамрӑксем тӗл пулма пултаракан йывӑрлӑх вӑл — ашшӗ-амӑшӗсем, ҫамрӑксен шучӗпе, вӗсене тӗрӗс мар ятлани. Хушӑран, тен, эсӗ те хӑвна Крейг ятлӑ ҫамрӑк пекех туйнӑ пулӗ, вӑл каланӑ: «Манӑн анне хӑйне сыщик пекех тытать. Ӑҫта эпӗ йӑнӑш тунине кӑна шырать».

8 Час-часах пире тӳрлетнӗ е тӑна кӗртнӗ чухне эпир хамӑра ятланӑ пек туятпӑр. Тӑна кӗртни, е наказани пани, тӗрӗс пулсан та, вӗсене йышӑнма йывӑр пулать тесе Библире те каланӑ (Евр. 12:11). Сана тӳрлетеҫҫӗ пулсан, ҫавӑнтан усӑ илме сана мӗн пулӑшма пултарӗ? Аҫу-аннӳ сана юратнӑран, паллах, канаш парать, ҫакна яланах асра тыт (Ытар. 3:12). Вӗсем санра япӑх йӑласене пулма парасшӑн мар, лӑйӑххисене аталантарма пулӑшасшӑн. Сана тӳрлетмеҫҫӗ пулсан — ҫакӑ сана курайманнипе пӗрех пулнине санӑн аҫу-аннӳ ӑнланать пулас! (Ытарӑшсем 13:25 вуласа пар.) Ҫакна та ӑнланмалла: вӗрентнӗ чухне йӑнӑшсем пулаҫҫех. Ҫавӑнпа та сана тӳрлетнӗ чухне каланӑ сӑмахсенче мӗншӗн-ха ӑслӑлӑх шырас мар? «Ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах» (Ытар. 3:13, 14).

9. Тӗрӗс мар пек туйӑнакан япаласем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшлас вырӑнне ҫамрӑксемшӗн мӗн туни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ?

9 Анчах та атте-анне те йӑнӑш тӑвать (Иак. 3:2). Сана ӑса кӗртнӗ чухне вӗсем хушӑран шутламасӑр калама пултараҫҫӗ. Мӗншӗн вӗсем ҫавнашкал тума пултараҫҫӗ? Тен, вӗсен кӑмӑлне темскер питӗ пӑлхантарса тӑрать, е вӗсем эсӗ тунӑ йӑнӑшсемшӗн хӑйсене айӑплаҫҫӗ. Саншӑн тӗрӗс мар пек туйӑнакан япаласем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшлас вырӑнне, мӗншӗн-ха вӗсем сана пулӑшас тесе чун-чӗререн тӑрӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулас мар? Тӳрлетнине йышӑнма пӗлни сана ҫитӗнсе ҫитсен те кирлӗ пулӗ.

10. Аҫу-аннӳ хунӑ йӗркесене тата вӗсем тӳрлетнине йышӑнма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесен, ҫавӑн пекех ҫакӑ сана ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

10 Аҫу-аннӳ хунӑ йӗркесене тата тӳрлетнисене ҫӑмӑллӑнах йышӑнас килет-и тата вӗсенчен ытларах усӑ илес килет-и? Апла пулсан, санӑн ҫынсемпе лайӑх калаҫма вӗренмелле. Ҫакна мӗнле тума пулать? Пуринчен малтан итлеме вӗрен. «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр»,— тесе каланӑ Библире (Иак. 1:19). Хӑвна тӳрре кӑларма ан васка, хӑвӑн туйӑмусене тытса чарма тата аҫу-аннӳ мӗн каласшӑн пулнине итлесе пӗтерме тӑрӑш. Вӗсем мӗнле калани ҫинчен мар, мӗн калани ҫинчен шухӑшла. Ун хыҫҫӑн, хисепленине кӑтартса, аҫу-аннӳ сана мӗн каланине хӑвӑн сӑмахусемпе вӗсене тепӗр хут каласа пар. Ҫапла вӗсем эсӗ вӗсене илтнине ӑнланӗҫ. Эсӗ хӑвӑн сӑмахусене тата мӗншӗн хӑвна ун пек е кун пек тытнине ӑнлантарса парасшӑн пулсан, вара мӗн тумалла? Чылай чухне чӗлхене чарма пӗлни тата аҫупа аннӳ мӗн тума ыйтнине туни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Ытар. 10:19). Эсӗ вӗсене итленине кура вӗсем сана итлеме ытларах хатӗр пулӗҫ. Ҫакӑн ҫине ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пек пӑхни эсӗ Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх пурӑннине кӑтартса парать.

Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен

11, 12. а) Турӑ Сӑмахӗ пире укҫа-тенкӗ ҫине мӗнле пӑхмалла тет тата мӗншӗн? ӑ) Мӗнле майпа аҫу-аннӳ сана укҫа-тенкӗпе тӗрӗс усӑ курма вӗрентме пултарать?

11 Библире пӗр сӑвӑ йӗркинче укҫа-тенкӗ хӳтлӗх парать тесе каланӑ. Анчах та ҫав сӑвӑ йӗркиех ӑслӑлӑх укҫа-тенкӗрен хаклӑрах пулнине кӑтартать (Еккл. 7:12). Турӑ Сӑмахӗ пире укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхмалла, ӑна юратмалла мар тет. Мӗншӗн санӑн хӑвӑн ӑшунта укҫа-тенкӗне юратас кӑмӑла пулма памалла мар? Тӗслӗх пӑхса тухар. Ҫивӗч ҫӗҫӗ ӑста повар аллинче — усӑ паракан хатӗр. Анчах та тирпейсӗр е тимсӗр ҫын аллинче ҫак ҫӗҫӗ пысӑк сиен кӳме пултарать. Тӗрӗс усӑ курсан укҫа-тенкӗ те усӑ пама пултарать. Анчах та «пуяс текенсем» час-часах туслӑха, ҫемьери телее, ҫавӑн пекех Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене аркатаҫҫӗ. Юлашкинчен вара вӗсен «нумай хуйхӑ» (ҪС) курмалла пулать. (1 Тимофей 6:8—10 вуласа пар.)

12 Укҫа-тенкӗпе тӗрӗс усӑ курма эсӗ мӗнле вӗренме пултаратӑн? Мӗншӗн укҫа-тӗнкӗне перекетлӗ тыткалама вӗренес пирки аҫӑр-аннӗртен канаш ыйтас мар? «Ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ, тӑнлӑ ҫын та ӑслӑ канаш тупӗ»,— ҫырнӑ Соломон (Ытар. 1:5). Анна ятлӑ ҫамрӑк хӗр ашшӗ-амӑшӗнчен ҫавна вӗрентме ыйтнӑ. Вӑл каласа парать: «Атте мана укҫа-тенкӗне мӗн-мӗн валли уйӑрма кирлине вӗрентрӗ. Ҫемьери укҫа-тенкӗне тӑкакланӑ чухне йӗркеллӗ, тирпейлӗ пулни питӗ кирлине вӑл кӑтартрӗ». Амӑшӗ те ӑна нумайӑшне вӗрентнӗ. «Мӗн те пулин туянас умӗн анне япаласен хакӗсене танлаштаратчӗ»,— каласа парать Анна. Ҫакӑ Аннӑна мӗнле усӑ панӑ? Вӑл хуравлать: «Халӗ эпӗ хамӑн укҫа-тенкӗне хамах тӗрӗс тыткалама пултаратӑп. Эпӗ мӗнле тӑкаксем тунине асӑрхасах тӑратӑп тата кирлӗ-кирлӗ маршӑн кивҫене кӗместӗп, ҫавӑнпа та ӑшра манӑн канӑҫ та лӑпкӑлӑх».

13. Укҫа-тенкӗне тӑкаклас енчен хӑвна мӗнле тытса чарма пултаратӑн?

13 Кӑмӑл туртни хыҫҫӑн кайса е тусусене тӗлӗнтерес тесе кӑна япаласем туянатӑн пулсан, эсӗ хӑвӑртах кивҫене кӗрсе пӗтме пултаратӑн. Ҫакӑн пек танатасенчен мӗнле сыхланмалла? Укҫа-тенкӗне мӗнле тӑкаклас енчен санӑн хӑвна тытса чарма вӗренмелле. Шӑп ҫапла тӑвать те Елена, ҫирӗмрен кӑшт кӑна иртнӗскер. «Вӑхӑта туссемпе ирттерме каяс умӗн,— каласа парать вӑл,— мӗн чухлӗ тӑкаклама пултарни ҫинчен шутласа хуратӑп... Ҫавӑн пекех эпӗ лаввкасене укҫа-тенкӗне перекетлӗ тыткалакан тата пӗрремӗш мӗн куран, ҫав япалана тӳрех туянас вырӑнне хаксене танлаштарса пӑхма сӗнекен туссемпе кӑна ҫӳретӗп».

14. Мӗншӗн санӑн «пуянлӑх илӗртни» тӗлӗшӗнчен асӑрхануллӑ пулмалла?

14 Укҫа-тенкӗ пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Анчах та «мӗскӗн кӑмӑллисем [«Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланакансем», ҪТ]» чӑннипе телейлӗ пулаҫҫӗ тесе каланӑ Иисус (Матф. 5:3). «Пуянлӑх илӗртнине» пула ҫын Турӑпа ҫывӑхланма кирли ҫинчен шутлама пӑрахма пултарать тесе асӑрхаттарнӑ вӑл (Марк 4:19). Ҫавӑнпа та, эсӗ Турӑ Сӑмахӗ кӑтартнӑ тӑрӑх пурӑнни тата укҫа-тенкӗ ҫине малалла та тӗрӗс пӑхни питӗ кирлӗ!

Пӗччен чухне

15. Турра чун-чӗререн парӑнса пурӑнни санӑн хӑҫан ытларах тӗрӗсленме пултарать?

15 Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Турра чун-чӗререн парӑнса пурӑнасси хӑҫан ытларах тӗрӗсленет: сан тавра ҫынсем пур чухне е пӗччен, ҫумра никам ҫук чухне? Шкулта е ӗҫре эсӗ, паллах ӗнтӗ, Турӑпа хӑвӑн хушшинчи хутшӑнусене ниме те сиен кӳме парас мар тесе ытларах та ытларах сыхӑ тӑратӑн. Анчах та каннӑ чухне эсӗ ним ҫинчен те шутласах каймастӑн, вара ҫавӑн чухне санӑн нравственность нормисем ҫине тапӑнсан, эсӗ уйрӑмах хӳтлӗхсӗр.

16. Мӗншӗн санӑн пӗччен чухне те Иеговӑна итлес кӑмӑл пулмалла?

16 Мӗншӗн санӑн Иеговӑна пӗччен, ҫумра никам ҫук чухне те итлесе тӑрас кӑмӑл пулмалла? Ҫакна асра тыт: эсӗ Иеговӑна е хытӑ кулянтарма, е унӑн чӗрине савӑнтарма пултаратӑн (Пулт. 6:5, 6; Ытар. 27:11). Эсӗ хӑвна мӗнле тытни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар, мӗншӗн тесен вӑл саншӑн тӑрӑшать (1 Пет. 5:7). Вӑл сана хӑйне итлеттересшӗн тата ҫакӑнтан усӑ илтерттересшӗн (Ис. 48:17, 18). Авалхи Израильте Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем Иеговӑн канашне ним вырӑнне те хуман, ҫакӑ вара ӑна питӗ хурлантарнӑ (Пс. 77:40, 41). Тепӗр енчен илес пулсан, Иегова Даниил пророка хытӑ юратнӑ. Ҫакӑ ангел ӑна «суйласа илнӗскер [«хаклӑ ҫыннӑм», ҪТ]» тесе каланинчен курӑнать (Дан. 10:11). Мӗншӗн? Даниил ыттисем курнӑ чухне кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫумра никам пулман чухне те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. (Даниил 6:10 вуласа пар.)

17. Вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне эсӗ хӑвна мӗнле ыйтусем пама пултаратӑн?

17 Пӗччен, ҫумра никам ҫук чухне те Турра чун-чӗререн парӑнса тӑрас тесен, санӑн хӑвӑн чӗрӳне, е туйӑмусене, «ырӑпа усала уйӑрма» вӗрентмелле те унтан ҫав туйӑмсене, хӑвна ялан тӗрӗс тытнипе, «хӑнӑхтарса ҫитерсе» тӑмалла (Евр. 5:14). Тӗслӗхрен, мӗнле кӗвӗ итлес, мӗнле фильм пӑхас е Интернетри мӗнле сайта кӗрес тесе шутланӑ чухне аяларах илсе панӑ ыйтусене хӑвна пар, вара вӗсем сана «усаллине» мар, «ыррине» суйласа илме пулӑшӗҫ. Ҫакӑн пек вӑйӑ-кулӑ мана мӗн тума хистесе тӑрӗ: ҫын хуйхи-суйхине ӑнланма е «ҫын инкекӗшӗн савӑнма»? (Ытар. 17:5). Ҫакӑн хыҫҫӑн мана «ырра юратма» ҫӑмӑлтарах е «усала курайми» пулмашкӑн йывӑртарах пулӗ? (Ам. 5:15). Пӗччен, ҫумра никам та ҫук чухне эсӗ мӗнле ӗҫсем туни саншӑн чӑннипех мӗн хаклӑ пулнине кӑтартса парать (Лука 6:45).

18. Эсӗ пӗр-пӗр ӗҫе, вӑл тӗрӗс мар пулнине пӗлсе тӑрсах, вӑрттӑн туса пурӑнатӑн пулсан, мӗн тумалла тата мӗншӗн?

18 Эсӗ пӗр-пӗр ӗҫе, вӑл тӗрӗс мар пулнине пӗлсе тӑрсах, вӑрттӑн туса пурӑнатӑн пулсан, мӗн тумалла? «Усал ӗҫӗсене пытарса пурӑнаканӑн ӑнӑҫу пулмӗ; вӗсенчен ӳкӗнекене, вӗсене пӑрахакана — каҫарӗҫ» тенине асра тыт (Ытар. 28:13). Тӗрӗс мар ӗҫсене туса тӑни тата Туррӑн святой сывлӑшне хурлантарса тӑни калама ҫук ӑссӑр пулнӑ пулӗччӗ! (Еф. 4:30). Турӑ, аҫу-аннӳ умӗнче тата хӑвӑн умӑнта та санӑн яваплӑх пур: кирек мӗнле тӗрӗс мар ӗҫ туни ҫинчен каласа парас яваплӑх. «Чиркӳ пресвитерӗсем [«пухури старейшинӑсем», ҪТ]» пысӑк пулӑшу пама пултараҫҫӗ. Иаков вӗренекен калать: «Ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе... [ҫылӑх тӑваканшӑн] кӗлтуччӑр. Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ» (Иак. 5:14, 15). Тен, сана намӑс та пулӗ, каярахпа саншӑн ҫакӑ хӑш-пӗр енчен начар та вӗҫленӗ. Анчах та хӑюлӑх илсе пулӑшма ыйтсан, эсӗ хӑвна малашне сиен кӳрессинчен хӑтарӑн тата совесть каллех таса пулнӑшӑн хӑвӑн ӑшра ҫӑмӑллӑх туйӑн (Пс. 31:1—5).

Иеговӑн чӗрине савӑнтар

19, 20. Иегова сана мӗн сунать тата санӑн мӗн тумалла?

19 Иегова «телейлӗ Турӑ», ҫавӑнпа та вӑл сана телейлӗ тӑвасшӑн (1 Тим. 1:11, ҪТ). Вӑл сана ырӑ кӑна сунать. Эсӗ тӗрӗссине тума вӑй хунине никам та асӑрхамарӗ пулсан та, вӑл ҫавна курса тӑрать. Иегова куҫӗ умӗнче нимӗн те пытарӑнаймасть. Вӑл сан ҫине йӑнӑшсем тупас тесе мар, эсӗ ырӑ тӑвас тесе вӑй хунӑ чухне сана пулӑшас тесе пӑхса тӑрать. Турӑ «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн... пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать» (2 Ҫулс. 16:9).

20 Ҫавӑнпа та Турӑ Сӑмахӗ кӑтартнӑ тӑрӑх пурӑн тата унӑн канашӗсене тытса пыр. Ҫапла эсӗ ӑслӑлӑхпа ӑнлану илӗн те вӗсем вара сана йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата ҫӑмӑлах мар лару-тӑрусенче тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗҫ. Эсӗ хӑвӑн аҫу-аннӳпе Иеговӑна кӑна мар савӑнтарӑн, хӑв та чӑннипех телейлӗ пулӑн.

[Сноска]

a Ячӗсене улӑштарнӑ.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Ашшӗ-амӑшӗ хунӑ йӗркесемпе тӳрлетнисене йышӑнма ҫӑмӑл пултӑр тесен тата ҫакӑ усӑ патӑр тесен яшсемпе хӗрсен мӗн тумалла?

• Мӗншӗн укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренмелле?

• Мӗнле майпа пӗччен, ҫумра никам ҫук чухне те Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнма пултаратӑн?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]