Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх тупӑр

Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх тупӑр

Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх тупӑр

«[Эпӗ]... йӑваш ахаль халӑха хӑварӑп, вӗсем вара Ҫӳлхуҫа ятне шанса тарӗҫ [«Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх тупӗҫ», ҪТ]» (СОФ. 3:12).

1, 2. Этемлӗх ҫине кӗҫех мӗнле сӑнарлӑ ҫил-тӑвӑл йӑтӑнса анӗ?

 СИРӖН чашлаттарса ҫӑвакан е пӑрлӑ ҫумӑртан кӗпер айӗнче пытанма тӳр килнӗ пулӗ. Кӗпер, тен, ҫумӑртан е пӑрлӑ ҫумӑртан шанчӑклӑ хӳтӗленӗ пулӗччӗ, анчах та ҫавӑн пек пытанмалли вырӑн вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлтан е ҫавраҫилтен хӳтӗлеймӗ пуль.

2 Анчах халӗ урӑх йышши ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килет — вӑл пӗтӗм этемлӗхе пӗтерме пултарать. Ӑна, сӑнарлӑ каласан, «тустару кунӗ» теме пулать. Ҫав кун — «Ҫӳлхуҫанӑн [«Иеговӑн», ҪТ] аслӑ кунӗ» — пӗтӗм этемлӗхе пырса тивӗ. Ҫапах та эпир хамӑра кирлӗ хӳтлӗх тупма пултаратпӑр. (Софония 1:14—18 вуласа пар.) Кӗҫех пуҫланакан «Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗ кунра» пирӗн ӑҫта пытанмалла?

Библире каланӑ «тустару кунӗсем»

3. Вунӑ ӑруран тӑракан Израилӗн патшалӑхӗ ҫине мӗнле «аркатакан ҫавраҫил» йӑтӑнса аннӑ?

3 Иеговӑн кунӗ ҫӗр ҫинчи пӗтӗм суя тӗне пӗтернинчен пуҫланать. Анчах та ҫав вӑхӑтра хӳтлӗх мӗнле тупмалла? Ҫавна эпир Туррӑн авалхи халӑхӗн историнчен пӗлме пултаратпӑр. Исаия, пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте пурӑннӑскер, Иегова Израилӗн чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ вунӑ ӑрӑвӗ пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫланине ҫынсем тытса чарма пултарайман «аркатакан ҫавраҫилпе» танлаштарнӑ. (Исаия 28:1, 2 вуласа пар.) Ҫав пророкла каланӑ сӑмахсем пирӗн эрӑчченхи 740 ҫулта пурнӑҫланнӑ. Ун чухне Ассири Израилӗн ҫав ӑрӑвӗсен ҫӗрӗсене (вӗсенчен чи паллӑраххи Ефрем ӑрӑвӗ пулнӑ) хӑйӗн аллине туртса илнӗ.

4. Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта «Иеговӑн аслӑ кунӗ» Иерусалимшӑн мӗнле майпа ҫитнӗ?

4 Шанчӑкран тухнӑ Израиле наказани панӑ хыҫҫӑн «Иеговӑн аслӑ кунӗ» Иерусалимпа Иудӑшӑн ҫитнӗ. Ҫавӑ пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта пулса иртнӗ. Ҫак событи Иуда халӑхӗ те Турӑран пӑрӑнса кайнӑран пулса тухнӑ. Навуходоносор патша ертсе пынипе Вавилон ҫыннисем Иудӑпа унӑн тӗп хули, Иерусалим, ҫине тапӑнассипе хӑратнӑ. Иудейсем пулӑшу «суя хӳтлӗхре» — Египетпа политикӑлла килӗшӳ тунинче — шырама тытӑннӑ. Анчах та Вавилон ҫыннисем, пӑрлӑ та аркатакан ҫил-тӑвӑл евӗр, ҫав «хӳтлӗхе» тӗп тунӑ (Ис. 28:14, 17).

5. Пӗтӗм суя тӗне тӗп тунӑ чухне Туррӑн халӑхӗпе мӗн пулӗ?

5 Иерусалима тӗп тӑвакан Иеговӑн аслӑ кунӗ пирӗн вӑхӑтри чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христианствӑна мӗнле наказани пулассине сӑнласа панӑ. Унсӑр пуҫне «Аслӑ Вавилонӑн», пӗтӗм тӗнчери суя тӗнӗн империйӗн, тӑрса юлнӑ пайӗсене тӗп тӑвӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Сатанан усал тӗнчин юлнӑ пайӗсене тӗппипех пӗтерӗҫ. Анчах та Туррӑн халӑхӗ, пӗтӗмӗшле илсен, ҫӑлӑнса юлӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӳтлӗх Иеговӑра тупать (Ӳлӗм. 7:14; 18:2, 8; 19:19—21).

Сӑнарлӑ тата пурнӑҫа сыхлакан хӳтлӗх

6. Иеговӑн халӑхӗ мӗнле майпа хӳтлӗх тупма пултарать?

6 Мӗнле майпа Туррӑн халӑхӗ халӗ те, пӗтес вӑхӑтра, хӳтлӗх тупма пултарать? Эпир «Унӑн ятне [хисеплесе]», урӑхла каласан Туррӑн ячӗ ҫинчен шухӑшласа кӗлӗ тунипе тата уншӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑнипе сӑнарлӑ хӳтлӗх — Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене сыхласа хӑварма пулӑшакан хӳтлӗх — тупатпӑр. (Малахия 3:16—18 вуласа пар.) Анчах та Туррӑн ячӗ ҫинчен кӑна шухӑшлани ҫителӗклӗ мар. Библире эпир вулатпӑр: «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» (Рим 10:13). Иеговӑн ятне асӑннипе вӑл паракан ҫӑлӑнӑҫ хушшинче ҫыхӑну пур. Тӳрӗ кӑмӑллӑ нумай ҫын чӑн христиансемпе — Туррӑн ятне хисеплесе ҫав ят ҫинчен шухӑшлакансемпе, ҫавӑн пекех унӑн Свидетелӗсем пулса ӗҫлесе тӑракансемпе — Турӑшӑн ӗҫлесе тӑманнисем хушшинчи уйрӑмлӑха курса тӑрать.

7, 8. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хӑйсен пурнӑҫне мӗнле майпа ҫӑлса хӑварнӑ тата хальхи вӑхӑтпа мӗнле пӗрпеклӗх пур?

7 Пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ илесси вӑл сӑнарлӑ хӳтлӗх тупасси кӑна мар. Туррӑн халӑхне пурнӑҫне сыхласа хӑварма сӑмах панӑ. Эпир ҫакна пирӗн эрӑри 66 ҫулта Цестий Галл ертсе пыракан Рим ҫарӗ Иерусалим ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн мӗн пулса иртнинчен куратпӑр. Иисус хӑрушла асап кунӗсем «чакасси» ҫинчен малтанах каласа хунӑ (Матф. 24:15, 16, 21, 22). Вӑл каланӑ пекех пулса тухнӑ та: Рим ҫарӗсем хулана хупӑрласа илнӗ хыҫҫӑн кӗтмен ҫӗртен хӑварнӑ. Ҫакӑ чӑн христиансене «ҫӑлӑнса юлма» май панӑ. Вӗсем хуларан тата ун таврашӗнчен тухса тарма пултарнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем Иордан урлӑ каҫнӑ та ҫак юханшывӑн тухӑҫ енчи тусем ҫинче пытаннӑ.

8 Ҫав вӑхӑтри христиансемпе хальхи Туррӑн халӑхӗ хушшинче пӗрпеклӗх пур. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем хӳтлӗх шыранӑ, хальхи вӑхӑтра та Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫавнах тӑвӗҫ. Анчах та хальхинче ҫакӑ мӗнле те пулин ятарлӑ вырӑна тармаллине пӗлтермест, мӗншӗн тесен чӑн христиансем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнаҫҫӗ. Ҫапах та «суйласа илнисем» те, вӗсен шанчӑклӑ юлташӗсем те, пӗр халӑх пулса, Иеговӑра тата унӑн ту евӗрлӗ организацийӗнче хӳтлӗх тупса чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христианствӑна пӗтернӗ чухне, ҫӑлӑнса юлӗҫ.

9. Туррӑн ятне манӑҫа кӑларма кам тӑрӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Тепӗр енчен илес пулсан, христиан тӗнчи пулас инкекре тӗппипех пӗтерессине тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен вӗсен духовенстви чиркӳсене ҫӳрекенсене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха тата унӑн принципӗсене вӗрентмест, унсӑр пуҫне Туррӑн ятне курайманнине уҫҫӑн кӑтартать. Вӑтам ӗмӗрсенче Европӑра Турӑ ячӗ ҫинчен пӗлнӗ. Ҫав ят — еврей чӗлхинчи тӑватӑ саспаллипе (тетраграмматон теекеннипе) кӑтартнӑскер тата ялан тенӗ пекех ЙХВХ (YHWH) е ИГВГ (JHVH) тесе усӑ кураканскер — тимӗр укҫасемпе ҫуртсем ҫинче, нумай кӗнекепе Библире, католиксемпе протестантсен хӑш-пӗр чиркӗвӗсем ҫинче тӗл пулнӑ. Анчах та юлашки вӑхӑтра Туррӑн ятне Библи куҫарӑвӗсенчен кӑларса пӑрахас тата унпа пачах та усӑ курас мар йӑла кӗре пуҫларӗ. Ҫакна Римри католиксен чиркӗвӗ 2008 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнче ҫырса янӑ официаллӑ ҫыру питӗ лайӑх кӑтартса парать. Ҫав ҫырура тетраграмматона — ӑна кирек мӗнле формӑпа панӑ пулсан та — «Ҫӳлхуҫа» тесе куҫарма хушнӑ. Ватикан Туррӑн ятне чиркӳ кӗллисене ирттернӗ чухне те, чиркӳ юррисене юрланӑ чухне те калама та, асӑнма та юрамасть тесе йышӑннӑ. Ытти тӗнсен пуҫлӑхӗсем, христиан тӗнӗнчен-и вӗсем е ҫук, миллионшар-миллионшар ҫынна чӑн Турӑ кам пулнине пӗлме памаҫҫӗ.

Турӑ ятне сӑваплӑ тӑвакансем валли хӳтлӗх

10. Мӗнле майпа халӗ Туррӑн ятне хисепленине кӑтартаҫҫӗ?

10 Ытти тӗнсемпе танлаштарсан, Иегова Свидетелӗсем Туррӑн ятне хисеплеҫҫӗ тата мухтава кӑлараҫҫӗ. Вӗсем ҫав ята Иеговӑна юрӑхлӑ майсемпе усӑ курса сӑваплӑ тӑваҫҫӗ. Иегова хӑйне шанса тӑракансене ырлать тата вӑл хӑйӗн халӑхне пиллес тата хӳтӗлес тесе кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑрать. «Вӑл Хӑйне шанакансене [«хӑйӗнче хӳтлӗх шыракансене», ҪТ] пӗлсе тӑрать» (Наум 1:7; Ап. ӗҫ. 15:14).

11, 12. Авалхи Иудӑра Иеговӑна кам шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата хальхи вӑхӑтра кам ӑна шанчӑклӑ?

11 Авалхи Иуда ҫыннисенчен нумайӑшӗ чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ пулин те, ҫав вӑхӑтрах «Турӑ ячӗ ҫине шанса тӑнӑ [«Иегова ятӗнче хӳтлӗх тупнӑ», ҪТ]» иудейсем те пулнӑ. (Софония 3:12, 13 вуласа пар.) Турӑ шанчӑкран тухнӑ Иудӑна — Вавилон ҫыннисене Иудӑн ҫӗрне хӑйсен аллине туртса илме тата иудейсене тыткӑна илсе кайма парса — наказани парсан, хӑш-пӗрисем, калӑпӑр, Иеремия, Варух тата Авдемелех ҫав шӑпаран хӑтӑлса юлнӑ. Вӗсен чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ халӑх «хушшинче» пурӑнма тивнӗ пулин те, вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Теприсем вара тыткӑнра чухне шанчӑклӑ пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 539 ҫулта Миди тата Перс ҫыннисем Кир ертсе пынипе Вавилона ҫӗнсе илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӗҫех Кир Иуда халӑхӗнчен тӑрса юлнисене тӑван ҫӗршывне таврӑнма ирӗк паракан хушу кӑларнӑ.

12 Турра тӗрӗс пуҫҫапассине камӑн курмалла пулнӑ, ҫавсем пирки каланӑ май вӗсене Иегова ҫӑлӗ те вӗсем ҫине пӑхса савӑнӗ тесе Софония малтанах каласа хунӑ. (Софония 3:14—17 вуласа пар.) Ҫав сӑмахсем хальхи вӑхӑтра та пурнӑҫланчӗҫ. Тӳпере Турӑ Патшалӑхне йӗркеленӗ хыҫҫӑн Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене аслӑ Вавилонӑн тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ. Вӑл паян кун та вӗсем ҫине пӑхса савӑнать.

13. Пур халӑхран тухнӑ ҫынсем мӗнрен ирӗке тухаҫҫӗ?

13 Ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пуррисем те аслӑ Вавилонран тухнӑ та суя тӗн вӗрентӗвӗсенчен тасалнӑ (Ӳлӗм. 18:4). Апла пулсан Софония 2:3-мӗшӗнче: «Ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑваш кӑмӑллисем... Ҫӳлхуҫана шырӑр»,— тенӗ сӑмахсем, тӗпрен илсен, хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Пур халӑхран тухнӑ йӑваш кӑмӑллисем — пӗлӗтре пурӑнма шанаҫҫӗ-и вӗсем е ҫӗр ҫинче — халӗ Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх тупаҫҫӗ.

Туррӑн ячӗ — талисман мар

14, 15. а) Хӑш-пӗрисем мӗне талисман вырӑнне хурса усӑ кураҫҫӗ? ӑ) Мӗне амулет вырӑнне хурса усӑ курмалла мар?

14 Хӑш-пӗр израильсем Турӑ ҫуртне тӑшмансенчен сыхланма пулӑшакан талисман тесе шутланӑ (Иер. 7:1—4). Унччентерех израильсем халал арчи ҫине вӗсене ҫапӑҫура хӳтӗлеме пултаракан талисман ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ (1 Патш. 4:3, 10, 11). Аслӑ Константин хӑйӗн салтакӗсене ҫапӑҫура хӳтӗлес шанчӑкпа вӗсем щичӗсем ҫине хи тата ро текен грек саспаллисене — «Христос» сӑмахӑн чи малтанхи икӗ саспаллине — ҫырса хунӑ. Швеци королӗ Густав Адольф II-мӗш те, Вӑтӑр ҫул хушши пынӑ вӑрҫӑна хутшӑннӑскер, вӑрҫӑ хатӗрне, вырӑсла брошюра 7-мӗш страницӑра кӑтартнӑскерне, тӑхӑнса ҫӳренӗ теҫҫӗ. Пӑхӑр-ха, Иегова текен ята тимӗр ҫухав варрине ҫырса хунӑ.

15 Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем, камсем ҫине демонсем тапӑннӑ пулнӑ, Иеговӑн ятне сасӑпа чӗнсе Унра хӳтлӗх тупнӑ. Анчах та Туррӑн ятне ҫырса хунӑ япалана талисман тесе шутламалла мар е унӑн хӳтӗлеме асамлӑ вӑй пур пек тесе шутласа, амулет вырӑнне хурса усӑ курмалла мар. Иегова ятӗнче хӳтлӗх тупасси вӑл пачах урӑххине пӗлтерет.

Хальхи вӑхӑтра хӳтлӗх мӗнле тупмалла

16. Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене упрас енчен мӗнле майпа эпир паян хӳтлӗх тупма пултаратпӑр?

16 Эпир халӗ хӳтлӗх Турӑ хӑйӗн пӗтӗм халӑхне парса тӑракан хӑрушсӑрлӑхра тупатпӑр (Пс. 90:1). «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» тата пухури старейшинӑсем урлӑ эпир тӗнчере анлӑ сарӑлма пуҫланӑ йӑласем, ҫав хӑрушсӑрлӑха пӗтерме пултараканскерсем, пирки асӑрхаттарса каланисене илсе тӑратпӑр (Матф. 24:45—47; Ис. 32:1, 2). Укҫа-тенкӗпе пурлӑхшӑн ҫунни хӑрушӑ пулни ҫинчен час-часах асӑрхаттарса калани пирки, ҫавӑн пекех ҫав асӑрхаттарса каланисем Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗнле упраса хӑварни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Турӑшӑн ӗҫлессине хавшатса яма пултаракан ҫӑмӑлттайлӑ шухӑш-кӑмӑл пирки те эпир пӗлетпӗр. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Вӗсене... ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ» (Ытар. 1:32, 33). Мораль тӗлӗшӗнчен таса пулас тесе вӑй хуни те Турӑ паракан хӑрушсӑрлӑхра тӑрса юлма пулӑшать.

17, 18. Миллионшар ҫынна хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх тупма мӗн пулӑшать?

17 Иисус Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерме хушса хӑварнине тытса пыма шанчӑклӑ чура мӗнле хавхалантарса тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр-ха (Матф. 24:14; 28:19, 20). Софония ҫынсене Туррӑн ятӗнче хӳтлӗх тупма мӗн пулӑшни пирки каланӑ. Эпир вулатпӑр: «Пурте Ҫӳлхуҫа ятне асӑнччӑр, Ӑна пӗр кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑччӑр тесе, ун чухне Эпӗ халӑхсене каллех таса чӗлхе-ҫӑвар парӑп» (Соф. 3:9).

18 Таса чӗлхе-ҫӑвар мӗн вӑл? Таса чӗлхе вӑл — Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ Иегова Турӑ ҫинчен тата вӑл мӗн тума шутласа хуни ҫинчен калакан чӑнлӑх. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх пирки тата ҫав Патшалӑх Туррӑн ятне мӗнле сӑваплӑ тӑвасси ҫинчен ҫынсене пӗлтернӗ чухне, ҫавӑн пекех Туррӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси питӗ кирлӗ пулнине палӑртнӑ чухне тата шанчӑклӑ ҫынсене кӗтсе тӑракан ӗмӗрлӗх пиллӗхсем ҫинчен савӑнса каласа панӑ чухне эсир ҫав чӗлхепе усӑ куратӑр теме пулать. Нумайӑшӗ ҫак сӑнарлӑ чӗлхепе калаҫнӑ пирки Иеговӑн ятне асӑнакансен тата ӑна пӗр кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑракансен йышӗ ӳссех-ӳссех пырать. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчери миллионшар ҫын Иеговӑра хӳтлӗх тупать (Пс. 1:1, 3).

19, 20. Библире каланӑ вӑхӑтра «суя хӳтлӗхе» шанса тӑни мӗнле майпа усӑсӑр пулнӑ?

19 Ҫынсен ҫак тӗнчере чӑннипех те татса пама пултарайман йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивет. Хӑйсен йывӑрлӑхӗсене татса парас тесе нумайӑшӗ ҫитменлӗхлӗ ҫынсенче пулӑшу шырать. Е вӗсем, авалхи Израиль ҫыннисем вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшу ыйтма кӳршӗллӗ пурӑнакан халӑхсем патне кайса вӗсемпе килӗшӳ тунӑ пекех, хӑйсен йывӑрлӑхӗсене политикӑлла майсемпе усӑ курса татса пама пулать тесе шанаҫҫӗ. Анчах та ҫавӑ Израиль халӑхне пулӑшманнине эсир пӗлетӗр. Нимӗнле патшалӑх та, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ те ҫынсен йывӑрлӑхӗсене паян пӗтӗмпех татса параймасть. Ҫавӑнпа та политикӑлла майсене тата килӗшӳсене хӳтлӗх тесе шутлама кирлӗ-ши? Библи вӗсем пирки пророкла каласа «суя хӳтлӗх» тет. Вӗсем пирки чӑн та суя хӳтлӗх тесе калама пулать, мӗншӗн тесен вӗсене шанакансем намӑса юлмаллипех юлӗҫ. (Исаия 28:15, 17 вуласа пар.)

20 Кӗҫех сӑнарлӑ пӑрлӑ ҫил-тӑвӑл — Иеговӑн кунӗ — ҫӗр ҫине йӑтӑнса анӗ. Ҫынсем йӗркеленӗ нимле тытӑм та хӳтлӗх параймӗ; ядерлӑ хӗҫпӑшалтан хӑтӑлас тесе тунӑ бункерсем те, пуянлӑх та пулӑшаймӗ. Исаия 28:17-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Суя хӳтлӗхне пӑр ҫапса аркатӗ, пытанса лармалли вырӑна шыв путарӗ» (Ис. 28:17).

21. 2011 ҫул валли панӑ ҫулталӑк текстӗнчи канаша тытса пыни пире мӗнле усӑ пама пултарать?

21 Халӗ те, пулас событисем вӑхӑтӗнче те Туррӑн халӑхӗ хӑйӗн Иегова Турринче чӑн-чӑн хӑрушсӑрлӑх тупӗ. Софония ят «Иегова пытарса хӑварчӗ» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ тарса пытанмалли чӑн-чӑн вырӑн ӑҫта пулнине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа та 2011 ҫулта ҫулталӑк тексчӗ валли «Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх [тупӑр]» текен ӑслӑ канаш пулни питӗ вырӑнлӑ (Соф. 3:12, ҪТ). Эпир паянах Иеговӑн ятӗнче, Ӑна пӗтӗмпех шанса тӑнипе, хӳтлӗх тупма пултаратпӑр тата пирӗн ӑна тупмаллах (Пс. 9:11). Айтӑр Турӑ пӗлтернипе: «Ҫӳлхуҫа ячӗ — тӗреклӗ пашне: тӳрӗ ҫын ҫавӑнта тарса пытанать те — хӑтӑлать»,— тесе шантарнине кашни кун асра тытар (Ытар. 18:10).

Эсир астӑватӑр-и?

• Мӗнле майпа эпир паян Иеговӑн ятӗнче хӳтлӗх тупма пултаратпӑр?

• Мӗншӗн «суя хӳтлӗх» ҫине пирӗн шанмалла мар?

• Пуласлӑхра пире мӗнле хӳтлӗх пама сӑмах панӑ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[8-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

2011 ҫул валли панӑ ҫулталӑк текстчӗ: «Иегова ятӗнче хӳтлӗх [тупӑр]» (Софония 3:12, ҪТ).