Илӗртӳсемпе кӗрешме тата хуйха ӳкнине ҫӗнтерме хӑват илнӗ
Илӗртӳсемпе кӗрешме тата хуйха ӳкнине ҫӗнтерме хӑват илнӗ
«Хӑвӑр ҫине Таса [е святой] Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр» (АП. ӖҪ. 1:8).
1, 2. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле пулӑшу пама сӑмах панӑ тата мӗншӗн вӗсене ҫавӑн пек пулӑшу кирлӗ пулнӑ?
ИИСУС, хӑй мӗн тума хушнине пурне те, вӗренекенӗсем хӑйсен вӑйӗпе туса ҫитерме пултарайманнине пӗлнӗ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫав тери анлӑ сарӑлмалла пулнине, ҫавӑн пекех вӗсен тӑшманӗсем мӗн тери вӑйлӑ тата вӗренекенӗсен ӳт-пӗвӗ мӗн тери хавшак пулнине шута илес пулсан, вӗсене ҫынсенне ирттерекен вӑй кирлӗ пулни уҫҫӑн курӑннӑ. Ҫавӑнпа та Иисус, пӗлӗте хӑпарас умӗн, хӑйӗн вӗренекенӗсене шантарса каланӑ: «Хӑвӑр ҫине Таса [е святой] Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудеяра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» (Ап. ӗҫ. 1:8).
2 Ҫав сӑмах пани пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче, святой сывлӑш Иисус Христосӑн вӗренекенӗсене хӑват парсан, пурнӑҫланма пуҫланӑ. Ҫав хӑват вара вӗсене ырӑ хыпара пӗтӗм Иерусалима сарма май панӑ. Хирӗҫ тӑракансенчен никам та ҫак ӗҫе чарса лартма пултарайман (Ап. ӗҫ. 4:20). Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене, ҫав шутрах пире те, Турӑ паракан хӑват «тӗнче пӗтичченех куллен» кун питӗ кирлӗ (Матф. 28:20).
3. а) Святой сывлӑшпа хӑват пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнлантарса парӑр. ӑ) Иеговӑн вӑйӗ пире хӑш енчен пулӑшма пултарать?
3 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсем ҫине святой сывлӑш ансан хӑват илӗҫ тесе, сӑмах панӑ. «Хӑват» тенипе «сывлӑш» тени пӗр пӗлтерӗшлӗ мар. Туррӑн сывлӑшӗ вӑл — Турӑ, хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тӗллевпе ҫынсем тата чӗрӗ мар япаласем ҫине витӗм кӳрес тесе, тӑвакан энерги. Анчах та хӑват вӑл — ӗҫ тӑвакан е результат паракан пултарулӑх. Ҫав хӑват, унпа мӗн те пулин тумашкӑн усӑ куриччен, камра та пулин е мӗнре те пулин ӗҫсӗр тӑма пултарать. Ҫапла вара святой сывлӑша батарейкӑна зарядлакан электричество токӗпе, хӑвата вара зарядланӑ батарейка ӑшӗнчи пӗтӗм энергипе танлаштарма пулать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене святой сывлӑш урлӑ паракан хӑват пире кашнине хамӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата, кирлӗ пулсан, пирӗн ҫине витӗм кӳрсе тӑракан япӑх вӑйсене хирӗҫ тӑма пулӑшать. (Михей 3:8; Эфес 3:16 вуласа пар.)
4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн?
4 Святой сывлӑш урлӑ илсе тӑракан хӑват пирӗнте мӗнле курӑнса тӑма пултарать? Святой сывлӑш витӗм кӳнине пула эпир тӗрлӗ лару-тӑрура хамӑра мӗнле тытма тата мӗнле шухӑшлама пултаратпӑр? Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрас тесе тӑрӑшнӑ чухне эпир тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулатпӑр — вӗсем Сатанана, ҫак усал тӗнчене, ҫавӑн пекех ӳт-пӳри ҫитменлӗхсене пула сиксе тухаҫҫӗ. Христианин пулма пӑрахас мар, сӑваплӑ ӗҫе яланах хутшӑнас тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри лайӑх хутшӑнусене ҫухатас мар тесен ҫавӑн пек йывӑрлӑхсене ҫӗнтермелле. Святой сывлӑш пире илӗртӳсемпе кӗрешме, ҫавӑн пекех ывӑннине тата хуйха ӳкнине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.
Илӗртӳсемпе кӗрешме хӑват илнӗ
5. Мӗнле майпа кӗлӗ туни пире хӑват пама пултарать?
5 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Ҫылӑха ан кӗрт [е илӗртмӗш хыҫҫӑн кайма ан пар] пире, усалтан хӑтар пире»,— тесе кӗлӗ тума вӗрентнӗ (Матф. 6:13). Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене, хӑйӗнчен ҫапла ыйтакансене, хӑвармасть. Тепрехинче Иисус «Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса [е святой] Сывлӑшне паратех» тенӗ (Лука 11:13). Иегова пире тӳрӗлӗхе тытса пыма пулӑшакан хӑват парӑп тесе сӑмах пани калама ҫук хавхалантарать. Ҫакӑ, паллах ӗнтӗ, Иегова пире илӗртӳсенчен картласа тӑнине пӗлтермест (1 Кор. 10:13). Анчах та илӗртӳсем сиксе тухсан пирӗн тата хытӑрах кӗлӗ тумалла (Матф. 26:42).
6. Сатана илӗртӗвӗсене хирӗҫ тӑнӑ чухне Иисус мӗн тӑрӑх хуравланӑ?
6 Шуйттан илӗртсе каланисем ҫине Иисус Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсемпе хуравланӑ. Турӑ Сӑмахне Иисус питӗ лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл каланӑ: «Тесе ҫырнӑ... [...] Тесе те ҫырнӑ... [...] кай Ман патӑмран, шуйттан; „Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн“ тесе ҫырнӑ». Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне юратни Иисуса Илӗртӳҫӗ сӗнекен илӗртӳсене хирӗҫ тӑма хавхалантарнӑ (Матф. 4:1—10). Иисус илӗртӳсене темиҫе хут сирсе янӑ хыҫҫӑн Сатана ун патӗнчен кайнӑ.
7. Библи пире илӗртӳсене хирӗҫ тӑма мӗнле пулӑшать?
7 Шуйттан илӗртӗвӗсене хирӗҫ тӑнӑ чухне Иисус Сӑваплӑ Ҫыру ҫине шаннӑ пулсан, пирӗн вара ҫавна тата ытларах тумалла вӗт! Шуйттана тата унӑн илӗртӗвӗсене хирӗҫ тӑрас тесен, пирӗн, чи малтан, Туррӑн нормисене пӗлме тата пур енчен те вӗсем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытмалла. Ҫынсенчен нумайӑшӗ Библие вӗренсе Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе тӳрӗлӗхне ӑнланма тата хаклама пуҫласан Библи нормисем тӑрӑх пурӑнма тытӑннӑ. Чӑнах та, «Турӑ Сӑмахӗ», ҫав тери витӗмлӗ пулнӑран, «чӗрери шухӑш-ӗмӗт» мӗнлерех пулнине уйӑрса илме пултарать (Евр. 4:12). Ҫын Сӑваплӑ Ҫырӑва мӗн чухлӗ ытларах вулать тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлать, ҫавӑн чухлӗ ытларах «Ҫӳлхуҫа ҫулӗсем — пурте... чӑнлӑх» пулнине ӑнланса пыма пуҫлать (Пс. 24:10). Ҫавӑнпа та хамӑрӑн ҫитменлӗхсем ҫинчен — хӑшӗсемпе пирӗн кӗрешмеллисем ҫинчен — калакан Библи сӑвӑ йӗркисем пирки шухӑшлани питӗ кирлӗ.
8. Мӗнле майпа эпир святой сывлӑш илме пултаратпӑр?
8 Ҫырӑва пӗлнисӗр пуҫне, Иисус святой сывлӑшпа хӑватлӑланнӑран та илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пултарнӑ (Лука 4:1). Эпир ҫавӑн пек хӑватпа пултарулӑх илес тетпӗр пулсан, пирӗн Иегова патне ҫывхармалла. Ҫавна тӑвас тесе пирӗн вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшне мӗнле майсемпе парса тӑрать, ҫавсемпе туллин усӑ курмалла (Иак. 4:7, 8). Вӑл хӑйӗн сывлӑшне эпир Библи вӗреннӗ чухне, кӗлӗ тунӑ чухне тата пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне парать. Ҫавӑн пекех христиансем тӑвакан ӗҫсене туллин хутшӑнни Турӑпа ҫывӑхланма паракан шухӑшсем ҫинчен шухӑшлама пулӑшнине нумайӑшӗ асӑрханӑ.
9, 10. а) Христиансене мӗн-мӗн илӗртме пултарать? ӑ) Эсир ывӑннӑ пулсан та, шухӑшлани тата кӗлӗ туни мӗнле майпа илӗртӳсемпе кӗрешме вӑй пама пултарать?
9 Мӗнле илӗртӳсемпе сирӗн кӗрешме тивет? Сирӗн кампа та пулин якӑлтатса ҫӳрес илӗртӳ пулкаланӑ-и? Авланман е качча кайман пулсан Иеговӑна ӗненмен ҫынпа тӗл пулас кӑмӑл пулман-и сирӗн? Христиансем телевизор пӑхнӑ е Интернетпа усӑ курнӑ чухне вӗсене пӗр-пӗр ирсӗр япала пӑхас шухӑш илӗртме пултарать. Сирӗнпе те ҫавӑн пекки пулнӑ пулсан, эсир вара хӑвӑра мӗнле тытрӑр? Пӗр тӗрӗс мар утӑм тепри патне, унтан ҫылӑх патне илсе пыма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Иак. 1:14, 15). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: эсир тӗрӗс мар ӗҫ турӑр пулсан Иегова, пуху тата сирӗн ҫемье мӗн тери хурланнӑ пулӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах Туррӑн принципӗсене ҫирӗп тытса пурӑнатпӑр пулсан пирӗн совесть таса пулать. (Псалом 118:37; Ытарӑшсем 22:3 вуласа пар.) Ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне вӗсене хирӗҫ тӑма хӑват илес тесе кӗлӗ тӑвӑр.
10 Ҫакна палӑртмалла: Иисус пушхирте 40 кун хушши типӗ тытнӑ хыҫҫӑн Сатана ӑна илӗртме пуҫланӑ. Паллах ӗнтӗ, Шуйттан ҫав вӑхӑта Иисусӑн айӑпсӑрлӑхне тӗрӗслемелли чи «майлӑ вӑхӑт» тесе шутланӑ (Лука 4:13, Ҫ Х). Сатана пирӗн айӑпсӑрлӑха та тӗрӗслесе пӑхма майлӑ вӑхӑт шырать. Ҫавӑнпа та пирӗн Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсех-ҫирӗплетсех тӑмалла. Сатана час-часах ҫын ҫине, вӑл вӑйсӑр пулнӑ чухне, тапӑнать. Ҫавӑнпа ывӑнтӑмӑр е хуйха ӳкрӗмӗр пулсан пирӗн ҫине-ҫине тӑрсах Иеговӑран хӳтлӗхпе святой сывлӑш пирки ыйтмалла (2 Кор. 12:8—10).
Ывӑннине тата хуйха ӳкнине ҫӗнтерме хӑват илнӗ
11, 12. а) Мӗншӗн паян нумайӑшӗ хуйха ӳкет? ӑ) Хуйха ӳкнипе кӗрешме пире вӑй мӗн пама пултарать?
11 Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑ май пирӗн вӑхӑтран вӑхӑта хуйха ӳкесси пулать. Уйрӑмах халӗ, мӗншӗн тесен хальхи вӑхӑтра пурнӑҫ пур енчен те хӗссе тӑрать. Эпир халӗ этемлӗх историнчи чи йывӑр саманара пурӑнатпӑр пулас (2 Тим. 3:1—5). Армагеддон ҫывхарса килнӗҫемӗн экономикӑпа, кӑмӑл-туйӑмпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем тата ытти пӑтӑрмахсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кама та пулин ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерме тата ҫемье валли пурӑнмалӑх ӗҫлесе илме йывӑртарах та йывӑртарах пулса пыни пире тӗлӗнтермелле мар. Ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсене ывӑннӑ, халран кайнӑ, ҫитменнине тата пӗр вӑй та юлман пек туяҫҫӗ. Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать пулсан, сире мӗн пулӑшма пултарать?
12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене лӑплантаракан, е пулӑшакан — Туррӑн святой сывлӑшне — парӑп тесе шантарса каланине манса ан кай. (Иоанн 14:16, 17 вуласа пар.) Ҫак вӑй вӑл — Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ вӑй. Ун урлӑ Иегова пире, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарччӑр тесе, вӑйлӑ тума пултарать (Эф. 3:20, 21). Павел апостол каларӑшле, пире «пур енчен те хӗстереҫҫӗ» пулсан та, эпир святой сывлӑш ҫине шаннипе «ытла та пысӑк хӑват» илетпӗр (2 Кор. 4:7, 8). Пурнӑҫ пире пур енчен те хӗстерет пулсан та, Иегова ҫавна пӗтерӗп тесе сӑмах памасть, анчах та вӑл ҫав йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме святой сывлӑш урлӑ хӑват парӑп тесе шантарса калать (Флп. 4:13, ҪТ).
13. а) Хӑйӗн йывӑр лару-тӑрӑвӗпе кӗрешме пӗр хӗре мӗн вӑй парса тӑрать? ӑ) Эсир ҫавнашкал тӗслӗхсем пӗлетӗр-и?
13 Тулли пионер пулса ӗҫлекен 19 ҫулхи Стефани тӗслӗхне пӑхса тухар. 12 ҫулта унӑн инсульт пулнӑ тата унӑн пуҫ миминче шыҫӑ тупнӑ. Унтанпа ӑна икӗ операци тунӑ, рентген пайӑркисемпе сипленӗ, унӑн тата икӗ инсульт пулнӑ, ҫавна пула кӗлеткин сулахай енӗ ылташши ӗҫлесех каймасть, куҫӗ те унӑн япӑх курать. Стефанин мӗне кирлӗ тесе шутлать, ҫавсем валли — калӑпӑр, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма — вӑй юлтӑр тесе хӑйӗн вӑйне перекетлеме тивет. Анчах та Стефани хӑйне Иегова, нумай йывӑрлӑха чӑтӑмлӑ пулса ҫӗнтерме пулӑшнипе, тӗреклетсе тӑнине туять. Хуйха кӗрсе ӳксен ӑна Библи тӑрӑх ҫырнӑ публикацисенчи христиансен биографийӗсем пулӑшаҫҫӗ. Пухури тӑвансем ун патне ҫырусем ҫырса, пуху умӗн те, хыҫҫӑн та унпа калаҫса ӑна хавхалантараҫҫӗ. Интересленекен ҫынсем, Стефани вӗсене Библири чӑнлӑха вӗрентнӗшӗн пархатарлӑ пулнипе, Библи вӗренме Стефани патне килне пыраҫҫӗ. Ҫаксемшӗн пуриншӗн те Стефани Иеговӑна питӗ тав тӑвать. Библири юратнӑ сӑвӑ йӗрки унӑн — Псалом 40:4, ҫав псалом хӑй ҫинче пурнӑҫланни пирки вӑл пӗртте иккӗленмест.
14. Ывӑннӑ е хуйха ӳкнӗ чухне пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла тата мӗншӗн?
14 Эпир ывӑнтӑмӑр е хуйха ӳкрӗмӗр пулсан, Туррӑн ӗҫне сахалтарах туса тӑрсан ывӑннипе хуйха ӳкни иртсе кайӗ тесе нихӑҫан та ан шутлӑр. Ҫакӑ эпир мӗн тума пултарнисенчен чи тӗрӗс марри. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫсем урлӑ — хамӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле вӗренни, ырӑ хыпар пӗлтерни тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени урлӑ — эпир кӑмӑла ҫӗклекен святой сывлӑш илетпӗр. Турӑ ӗҫне туса тӑни пире вӑй парса тӑрать. (Матфей 11:28, 29 вуласа пар.) Час-часах христиан-тӑвансем ывӑннӑ пулсан та пухӑва килсен килӗсене вара ҫӗнӗ вӑйпа таврӑнаҫҫӗ.
15. а) Христианинӑн пурнӑҫне ҫӑмӑл тӑвӑп тесе Иегова сӑмах панӑ-и? Библи тӑрӑх ӑнлантарса парӑр. ӑ) Турӑ пире мӗн пирки сӑмах парать тата ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтӑва пирӗн хамӑра памалла?
15 Ҫакӑ, паллах, христианла вӗренекенӗн ҫӗклемӗ питӗ ҫӑмӑл пулнине пӗлтермест. Шанчӑклӑ христианин пулас тесен вӑй хумалла (Матф. 16:24—26; Лука 13:24). Ҫапах та Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ ӗшеннӗ ҫынна та вӑй пама пултарать. «Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ,— тесе ҫырнӑ Исаия пророк,— ҫунаттине ӑмӑрткайӑк пек ҫӗклеҫҫӗ те юхнӑ пек вӗҫеҫҫӗ — ывӑнмаҫҫӗ, каяҫҫӗ — ӗшенмеҫҫӗ» (Ис. 40:29—31). Ҫавӑнпа та хамӑртан ыйтмалла: «Туррӑн ӗҫне тунӑ чухне мӗншӗн эпӗ ывӑнма пуҫларӑм?»
16. Ывӑннине тата хуйха ӳкнин сӑлтавӗсене пӗтерес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
16 Иеговӑн Сӑмахӗ пире «мӗн аваннине пӗлсе пурӑнма» хавхалантарать (Флп. 1:10). Христианинӑн пурнӑҫне ӑмӑртура вӑрӑм дистанци чупнипе танлаштарса Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе ҫакӑн пек канаш панӑ: «Эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та... ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар» (Евр. 12:1, 2). Ҫапла вара вӑл пире халран яракан ӗҫсенчен — кирлех мар, пусса тӑракан усӑсӑр ӗҫсенчен — пӑрӑнмаллине кӑтартнӑ. Тен, кам та пулин, хӑйӗн пурнӑҫӗнче ӗҫсем капла та нумаййине пӑхмасӑрах, пурне те туса ҫитересшӗн тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та ывӑнтӑр е хуйха ӳкрӗр пулсан, ӗҫ валли эсир мӗн чухлӗ вӑхӑтпа вӑй панине, отпуска час-часах кайнине, спортпа кану валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрнине пӑхса тухни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Виҫине пӗлни пире, эпир мӗн тума пултарнипе мӗн тума пултарайманнине шута илме тата хамӑр ҫине илнӗ кирлех мар ӗҫсен шутне май пур таран чакарма хавхалантармалла.
17. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем хуйха ӳкеҫҫӗ тата ҫавӑн пирки Иегова мӗн тесе шантарса калать?
17 Хӑшӗ-пӗрисем ҫак усал тӗнче пӗтесси хӑйсем кӗтнӗ пек хӑвӑрт килменнине пула хуйха ӳкме пултараҫҫӗ (Ытар. 13:12). Анчах та хӑйсене ҫавӑн пек туякансем пурте Аввакум 2:3-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ сӑмахсенче йӑпату тупма пултараҫҫӗ. Унта каланӑ: «Сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть». Иегова пире ҫапла шантарса калать: ҫак тӗнче пӗтесси шӑп та лӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитет!
18. а) Мӗн пирки сӑмах панисем сире вӑй парса тӑраҫҫӗ? ӑ) Тепӗр статья пирӗншӗн хӑш енчен усӑллӑ пулӗ?
18 Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн пур шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ те ҫав куна — хӑҫан ывӑннипе хуйха ӳкесси пӗтес, пур ҫын та ҫамрӑк чухнехи вӑя илес куна — чӑтма ҫук кӗтет (Иов 33:25). Хальхи вӑхӑтра та, Туррӑн кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫне туса тӑрса, эпир святой сывлӑш витӗм кӳнине пула шалти ӑс-хакӑла тӗреклентерме вӑй илме пултаратпӑр (2 Кор. 4:16; Эф. 3:16). Пуласлӑхри ӗмӗрлӗх пурнӑҫӑн пиллӗхӗсене илме ывӑннине чӑрмантарса тӑма ан парӑр. Кирек мӗнле йывӑрлӑх та — илӗртӗве, ывӑннине е хуйха ӳкнине пула сиксе тухнӑ-и вӑл — иртсе кайӗ, халӗ мар пулсан Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче. Святой сывлӑш христиансене хӗсӗрленине чӑтса ирттерме, ыттисем хӗснине сирсе яма тата пурнӑҫри тӗрлӗ йышши йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле майпа пулӑшнине тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Библи вулани мӗнле майпа пире вӑй парса тӑрать?
• Кӗлӗ туни тата шухӑшлани мӗнле майпа пире вӑй парса тӑрать?
• Пире мӗн хуйха ӳкерме пултарать, ҫавсенчен мӗнле хӑтӑлмалла?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]