Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме вӑй илнӗ

Кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме вӑй илнӗ

Кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме вӑй илнӗ

«Хама хӑват парса тӑракана пула мӑнӑн пурне те тума вӑй пур» (ФЛП. 4:13, ҪТ).

1. Мӗншӗн Иеговӑн халӑхӗ нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулать?

 ИЕГОВА халӑхӗ тӗрлӗ йышши йывӑрлӑхпа тӗл пулать. Хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем хамӑр ҫитменлӗхсене пула е йӗркесӗр тӗнчере пурӑннине пула сиксе тухаҫҫӗ. Теприсем — Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракансемпе тата уншӑн ӗҫлеменнисем хушшинче тӑшманлӑх пулнӑран (Пулт. 3:15). Этемлӗх историнче чи малтанах Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене тӗне тытса тӑнӑшӑн хӗсӗрленине тӳссе ирттерме, ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑма тата пурнӑҫри тӗрлӗ йышши йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Унӑн святой сывлӑшӗ пире те йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй пама пултарать.

Тӗне тытса тӑнӑшӑн хӗсӗрленине чӑтса ирттерме вӑй илнӗ

2. Тӗне тытса тӑнӑшӑн хӗсӗрленӗ чухне ҫавна мӗнле тӗллевпе тӑваҫҫӗ тата хӗсӗрлесси мӗнлерех пулма пултарать?

2 Тӗне тытса тӑнӑшӑн хӗсӗрлени вӑл — тӗне е тӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑнӑшӑн ҫыннӑн прависене пӗлсе тӑрсах пӑсни е ӑна сиен туни. Унӑн тӗллевӗ — ҫавӑн пек тӗн вӗрентӗвӗсене пӗтересси, сарӑлма парас марри тата ӗненекен ҫынсене хӑйсем мӗне ӗненнине пӑрахма хистени. Хӗсӗрлесси тӗрлӗрен пулма пултарать — тӳррӗн е вӑрттӑн. Библи Сатана тапӑннине ҫамрӑк арӑслан тата аспид, е кобра, мӗнле тапӑннипе танлаштарать. (Псалом 90:13 вуласа пар.)

3. Арӑсланпа кобра тапӑннипе танлаштарнӑ хӗсӗрленисен мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?

3 Сатана пусмӑрланипе, тӗрмене хупнипе тата эпир тӑвакан сӑваплӑ ӗҫе чарса лартнипе час-часах, хаяр арӑслан пек, тӳррӗн тапӑнать (Пс. 93:20). Иегова Свидетелӗсен ежегодникӗсенче — унта Турӑ халӑхӗн хальхи вӑхӑтри историне каласа панӑ — Сатанан ҫав меслечӗ ҫинчен калакан тӗслӗхсене илсе панӑ. Нумай ҫӗрте Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине ҫынсем ушкӑнпа — час-часах духовенство е политика фаначӗсем хӗтӗртсе тӑнӑран — тапӑннӑ. Ҫавӑн пек тапӑннӑран хӑшӗ-пӗри Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавӑн пекех Шуйттан ҫынсен ӑстӑнне пӑсса ярас тата вӗсене хӑйӗн ирӗкне тутармашкӑн хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе вӗсем ҫине, кобра евӗр, вӑрттӑн тапӑнать. Ҫав меслетӗн тӗллевӗ — пирӗн ӗненӗве хавшатасси е пӗтересси. Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир тӳррӗн тата вӑрттӑн хӗсӗрленине те чӑтса ирттерме пултаратпӑр.

4, 5. Хӗсӗрленине чӑтса ирттерме лайӑх хатӗрленес тесен мӗн тумалла тата мӗншӗн? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Пуласлӑхра хӗсӗрлесси мӗнлерех пулма пултарни ҫинчен шухӑшлани — вӗсене хатӗрленмелли чи лайӑх меслет мар. Пуласлӑхра пирӗнпе мӗн пулассине эпир пӗлместпӗр, ҫавӑнпа та, тен, нихӑҫан та пулса иртес ҫук япаласем ҫинчен пӑшӑрханнинче усси сахал. Ҫапах та, эпир пӗр япала тума пултаратпӑр. Хӗсӗрленине ӑнӑҫлӑ чӑтса ирттернисенчен нумайӑшӗ ҫирӗп тӑма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Библире ҫырса панӑ Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен, ҫавӑн пекех Иисусӑн вӗрентӗвӗсемпе тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫавна пула Турра юратасси вӗсен ӳссех-ӳссех пынӑ. Турра юратни вара вӗсене хӑйсен пурнӑҫӗнче тӗл пулнӑ пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшнӑ.

5 Малавинче пулса иртнӗ пирӗн икӗ хӗрарӑм-тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Парти билетне укҫа тӳлесе илтерттерес тесе урса кайнӑ ушкӑн вӗсене хӗнесе пӗтернӗ, хывӑнтарнӑ та ирӗксӗррӗн мӑшкӑл тӑвассипе хӑратнӑ. Вӗсем хӗрарӑм-тӑвансене Вефиль ҫемйинчисем те партбилет илчӗҫ тесе суйнӑ. Хӗрарӑм-тӑвансем мӗнле хуравланӑ? «Эпир Иегова Турӑшӑн кӑна ӗҫлетпӗр. Филиалри христиан-тӑвансем партбилет илнӗ-и е илмен, пирӗншӗн пурпӗрех. Пире вӗлерес пулсан та эпир ҫакна тумастпӑр!» Юлашкинчен вара хӗрарӑм-тӑвансене урӑх тытса тӑман.

6, 7. Хӗсӗрленине чӑтса ирттерме Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле майпа вӑй парса тӑрать?

6 Павел апостол Фессалоникӑри христиансем, «хӗн-хур тӳсме лексен те», чӑнлӑхӑн сӑмахне «Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа» йышӑннӑ тесе палӑртнӑ (1 Фес. 1:6, ҪХ). Хальхи вӑхӑтра, унчченхи пекех, хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ тата ӑна чӑтса ирттернӗ нумай христианин каласа панӑ тӑрӑх, чи йывӑр самантра вӗсем хӑйсен ӑшӗнче канӑҫлӑх туйнӑ, канӑҫлӑх вӑл — Турӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗн пайӗ (Гал. 5:22). Ҫав канӑҫлӑх вара вӗсене хӑйсен чӗрисемпе ӑстӑнӗсене сыхласа усрама пулӑшнӑ. Иегова святой сывлӑшӗпе усӑ курса хӑйӗн ӗҫлекенӗсене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата йывӑр лару-тӑрура ӑслӑ-тӑнлӑ пулма вӑй парать a.

7 Пире сӑнаса тӑракан ҫынсене, Иеговӑн халӑхӗ хаяррӑн хӗсӗрленине чӑтса ирттернӗ чухне те Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма ҫирӗп шут тытни, час-часах тӗлӗнтерет. Вӗсене Иегова Свидетелӗсен ҫынсен вӑйне ирттерекен хӑват пур пек туйӑнать, ку вара чӑнах та ҫапла. Петр апостол пире шантарса калать: «Христос ячӗшӗн сире хӑртаҫҫӗ пулсассӑн, эсир телейлӗ: сирӗнпе пӗрле — мухтавлӑ Сывлӑш, Турӑ Сывлӑшӗ» (1 Пет. 4:14). Пире тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑнӑшӑн хӗсӗрлени Турӑ пире ырланине кӑтартса парать (Матф. 5:10—12; Иоан. 15:20). Иегова пире пилленине ӑнланни калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать!

Ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑма вӑй илнӗ

8. а) Иисус Навинпа Халева ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Иисус Навинпа Халев тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Христиансен мӗне хирӗҫ тӑмалла, ҫавсенчен вирлӗреххи — ыттисем хӗсни. Анчах та Иеговӑн сывлӑшӗ тӗнчен сывлӑшӗнчен чылай вӑйлӑрах пулнӑран эпир пирӗнтен мӑшкӑлласа кулакан, пирӗн пирки суя саракан е пире хӑйсем пек пурӑнтарма хистекен ҫынсене хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Сӑмахран, мӗншӗн Иисус Навинпа Халев хӑйсемпе пӗрле Ханаан ҫӗрне пӑхма кайнӑ вунӑ ҫыннӑн шухӑшӗпе килӗшменни ҫинчен калама хӑраман? Туррӑн сывлӑшне пула вӗсем хӑйсен «ӑшӗнче урӑх шухӑш тытман», урӑхла каласан вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ вуннӑшӗнчен уйӑрӑлса тӑнӑ. (Йыша шутлани 13:31; 14:6—10, 24 вуласа пар.)

9. Мӗншӗн христиансен нумайӑшӗнчен уйрӑлса тӑма хӑрамалла мар?

9 Святой сывлӑш Иисусӑн апостолӗсене те, ҫынсенчен нумайӑшӗ кама чӑн тӗнӗн паллӑ вӗрентекенӗсем тесе шутланӑ, ҫавсенчен ытларах Турра пӑхӑнса тӑма вӑй парса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 4:21, 31; 5:29, 32). Ҫынсенчен нумайӑшӗ хирӗҫес-тавлашас мар тесе ыттисем тунӑ пек тума тӑрашать. Анчах та чӑн христиансен час-часах хӑйсен ӗненӗвне хӳтӗлеме тивет. Ҫакна пӑхмасӑрах вӗсем ыттисенчен уйрӑлса тӑма хӑрамаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Туррӑн святой сывлӑшӗ вӗсене вӑй парса тӑрать (2 Тим. 1:7). Ыттисем хӗснине парӑнма кирлӗ маррипе ҫыхӑннӑ пӗр лару-тӑрӑва пӑхса тухар.

10. Хӑш-пӗр христиансене мӗн суйласа илме питӗ йывӑр пулма пултарать?

10 Хӑш-пӗр ҫамрӑк христиансем хӑйсен тусӗ Библи принципӗсене пӑсса пурӑнни ҫинчен пӗлсен, мӗн тумаллине суйласа илме вӗсене час-часах питӗ йывӑр пулма пултарать. Старейшинӑсене хӑйӗн тусне пулӑшма ыйтсан унпа сутӑнчӑкла хӑтланнӑ пек туйӑнма пултарать вӗсене. Ҫавӑнпа та чунтан парӑнни пирки тӗрӗс мар шутланине пула вӗсем каласа памасан лайӑхрах пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Тӗрӗс мар хӑтланакан христианин хӑй тунӑ ҫылӑхӗ ҫинчен тусӗсем никама та каласа ан паччӑр тесе, тен, вӗсене хӗсме те пултарать. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек йывӑрлӑхпа ҫамрӑксем кӑна мар тӗл пулаҫҫӗ. Ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисене те хӑйсен тусӗ е ҫемйинче кам та пулин хӑйне тӗрӗс мар тытни ҫинчен пухури старейшинӑсем патне пырса каласа пама йывӑр пулма пултарать. Анчах та чӑн христиансен ун пек чухне хӑйсене мӗнле тытмалла?

11, 12. Пухури христианин сире хӑйӗн ҫылӑхӗ ҫинчен никама та каласа ан пар тесе ыйтать пулсан, мӗн туни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тата мӗншӗн?

11 Ҫакӑн пек лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Алексей, ҫамрӑк арҫын-тӑван, пухури хӑйӗн тусӗн, Стасӑн, порнографи пӑхас йӑла пуррине пӗлчӗ тейӗпӗр. Алексей Стаса саншӑн питӗ пӑшӑрханатӑп тесе калать. Анчах та Стас унӑн сӑмахӗсене тимлешӗнех мар. Алексей хӑйӗн тусне ҫакӑн пирки старейшинӑсемпе калаҫса пӑхма сӗнет, анчах та Стас ӑна хуравлать: «Эсӗ манӑн чӑн-чӑн тус пулсан ҫакӑн пирки старейшинӑсене каласа памӑн». Алексейӑн хӑйӗн тусне ҫухатасран хӑраса тӑмалла-и? Стас эпӗ ун пек хӑтланман тесе калама пуҫларӗ пулсан, старейшинӑсем кама ӗненӗҫ-ши тесе шутлать, тен, вӑл. Алексей каласа паманран нимӗн те лайӑхланмӗ. Ун вырӑнне Стас хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫеҫ аркатӗ. «Ҫынсенчен хӑрани — серепе карни; Ҫӳлхуҫана шанакан вара хӑрамасӑр пурӑнать»,— текен сӑмахсен аса илни Алексейшӑн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Ытар. 29:25). Алексей тата мӗн тума пултарнӑ пулӗччӗ? Стас патне тепӗр хут пырса вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытать тесе ыррӑн та тӳррӗн калани аван пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакна тума хӑюлӑх кирлӗ. Тен, хальхинче Стас ҫавӑн пирки калаҫма килӗшӗ. Алексей Стаса старейшинӑсем патне кайма тепӗр хут сӗнме пултарнӑ пулӗччӗ, ҫавӑн пекех Стас ҫакна пӗр-пӗр вӑхӑт хушшинче тумасан, вӑл хӑй старейшинӑсемпе калаҫӑп теме пултарать (Лев. 5:1).

12 Сирӗнпе хӑҫан та пулин ҫавӑн пекки пулса тухсан, сирӗн тусу эсир ӑна пулӑшас тесе тӑрӑшнине малтанах хакламасан та пултарать. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл, тен, эсир ӑна лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшнине ӑнланса илӗ. Ҫылӑх тӑвакана пулӑшу парсан тата вӑл ӑна йышӑнсан, вӑл сире, тен, хӑюллӑ та шанчӑклӑ пулнӑшӑн яланах пархатарлӑ пулӗ. Енчен те эсир ун ҫинчен старейшинӑсене каласа панӑшӑн вӑл тарӑхма пӑрахмасть пулсан, эсир туслӑ пулас текен ҫын-ши вӑл? Пуринчен ытла чи лайӑх Туса, Иеговӑна, юрӑхлӑ пулмалла. Турра хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр пулсан, Ӑна юратакансем эпир Турра чунтан парӑннине кура пире хисеплеме пуҫлӗҫ те пирӗншӗн чӑн-чӑн туссем пулса тӑрӗҫ. Пирӗн нихӑҫан та христиансен пухӑвӗнче Шуйттана вырӑн памалла мар. Патӑмӑр пулсан, эпир Иеговӑн святой сывлӑшне хурлантарнӑ пулӑттӑмӑр. Христиансен пухӑвӗ таса пултӑр тесе тӑрӑшса эпир сывлӑш хушнипе пурӑнатпӑр (Еф. 4:27, 30).

Пурнӑҫри пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме вӑй илнӗ

13. Иеговӑн халӑхӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать тата мӗншӗн вӗсем ҫав тери нумай?

13 Йывӑрлӑхсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ — укҫа-тенкӗ ҫитменни, ӗҫ ҫухатни, ҫутҫанталӑк инкекӗсем, юратнӑ ҫывӑх ҫын вилни, сывлӑх япӑхланса пыни тата ытти те. Эпир «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та пирӗнтен кашнийӗн халӗ-и е каярахпа мӗнле те пулин йывӑрлӑх пулатех (2 Тим. 3:1). Ҫавӑн пекки пулсан аптраса ӳкме кирлӗ мар. Святой сывлӑш пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме вӑй пама пултарать.

14. Иова хӑйӗн ҫине йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн вӑй панӑ?

14 Иов ҫине пӗр инкек хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса аннӑ. Вӑл хӑйӗн пурӑнмалӑх пурлӑхне, ачисене, тусӗсене ҫухатнӑ тата унӑн сывлӑхӗ те хавшанӑ. Унӑн арӑмӗ Иеговӑна шанма пӑрахнӑ (Иов 1:13—19; 2:7—9). Анчах та Елиуй сӑмахӗсем Иова чӑннипех йӑпатнӑ. Вӑл Иова каланӑ: «Чарӑн... Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшла» (Иов 37:14). Елиуйӑн ҫав сӑмахӗсенче Иегова Иова каланӑ сӑмахӗсен тӗп шухӑшӗ курӑнса тӑрать. Иова йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ? Пире те хамӑр йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшма пултарать? Иов Иеговӑн святой сывлӑшӗпе вӑйӗ тӗрлӗ майпа палӑрса тӑнине аса илсе вӗсем ҫинчен шухӑшланӑ (Иов 38:1—41; 42:1, 2). Пирӗн те ҫавнах тумалла. Тен, эпир хамӑр пурнӑҫри пӗр-пӗр вӑхӑта — ун чухне Турӑ пире мӗнле пулӑшнине — аса илӗпӗр. Вӑл унчченхи пекех пирӗншӗн тӑрӑшать.

15. Павел апостола йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн вӑй парса тӑнӑ?

15 Павел апостол хӑйӗн ӗненӗвӗшӗн пурнӑҫа татма пултаракан нумай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ (2 Кор. 11:23—28). Ҫавӑн пек ҫӑмӑлах мар лару-тӑрусенче виҫине пӗлсе тума тата туйӑмӗсене алра тытма ӑна мӗн пулӑшнӑ? Иеговӑна кӗлӗ туса шанни. Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ чухне (унӑн йывӑрлӑхӗсем ӑна асаплантарса вӗлернипе вӗҫленнӗ пулас) Павел ҫырнӑ: «Ырӑ Хыпар ман урлӑ тӗреклӗленсе ҫиттӗр, ӑна суя тӗнлисем пурте илтчӗр тесе, мана Ҫӳлхуҫа килсе тӗрек пачӗ; эпӗ вара арӑслан ҫӑварӗнчен хӑтӑлтӑм» (2 Тим. 4:17). Ҫавӑнпа та хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн курма тивни ҫинчен каланӑ май Павел пӗрле ӗненекенсене «нимӗншӗн те ан чӑрманӑр» тесе шантарса калама пултарнӑ. (Филиппӑ 4:6, 7, 13 вуласа пар.)

16, 17. Иегова мӗнле майпа паян хӑйӗн ӗҫлекенӗсене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.

16 Роксана ятлӑ пионер — Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшнине хӑйӗн ҫинче курса тӑракансенчен пӗри. Конгреса кайма темиҫе кун патӑр тесе ӗҫ хуҫинчен ыйтсан, вӑл Роксанӑна ӗҫе тухмасан ӗҫрен кӑларса яратӑп тесе ҫилленсе каланӑ. Роксана ӗҫӗнче пурте йӗркелентӗр тесе хӗрӳллӗ кӗлӗ тунӑ та пурпӗрӗх конгреса кайнӑ. Кӗлӗ туни ӑна лӑпланма пулӑшнӑ. Анчах та конгресс хыҫҫӑн тунтикун хуҫи ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ. Роксана питӗ куляннӑ. Ӗҫ укҫи унӑн пысӑках мар пулнӑ пулин те, ҫав ӗҫ ӑна ҫемйи валли пурӑнмалӑх ӗҫлесе илмешкӗн кирлӗ пулнӑ. Вӑл каллех кӗлӗ тума пуҫланӑ, ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн кирлине ӑна конгресра пачӗ пулсан, паллах ӗнтӗ, пурӑнмалӑх мӗн кирлипе те тивӗҫтерӗ тесе шухӑшланӑ. Килелле утнӑ май Роксана пӗлтерӳ курах каять, унта вара промышленноҫри ҫӗвӗ машинисемпе ӗҫлекен опытлӑ операторсем кирлӗ тенӗ пулнӑ. Вӑл ҫав ӗҫе вырнаҫса пӑхас тесе шутланӑ. Роксанӑн опыт ҫитменнине пӑхмасӑрах менеджер ӑна ӗҫе илме килӗшнӗ те ӑна унчченхи ӗҫре илнинчен икӗ хут нумайрах ӗҫ укҫи памалла тунӑ. Ҫакӑ хӑйӗн кӗллисем ҫине хурав пани пулнине Роксана ӑнланнӑ. Анчах та пиллӗхсенчен чи пысӑкки вӑл — пӗрле ӗҫлекенсенчен хӑшӗ-пӗрисене ырӑ хыпар каласа пама пултарни. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ, ҫав шутра менеджер та, чӑнлӑха йышӑннӑ та шыва кӗнӗ.

17 Хӑш-пӗр чухне пире хамӑр кӗлӗсем ҫине хурав паман пек туйӑнма пултарать — сахалтан та, тӳрех е хамӑр кӗтнӗ пек хуравламаҫҫӗ. Ку ҫапла пулсан, паллах ӗнтӗ, ҫакӑн сӑлтавӗ пур. Ҫав сӑлтава Иегова пӗлет, анчах та эпир ӑна, тен, пуласлӑхра ҫеҫ ӑнланса илӗпӗр. Пӗр япала пирки эпир нихӑҫан та иккеленмӗпӗр — Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та пӑрахмасть (Евр. 6:10).

Йывӑрлӑхсемпе илӗртӳсене ҫӗнтерме вӑй илнӗ

18, 19. а) Эпир йывӑрлӑхсемпе тата илӗртӳсемпе тӗл пулма пултарнине мӗншӗн кӗтме пулать? ӑ) Мӗнле майпа йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑ ҫӗнтерме пулать?

18 Илӗртӳсемпе, хуйха ӳкнипе, хӗсӗрленипе тата ыттисем хӗснипе тӗл пулнинчен Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӗлӗнмеҫҫӗ. Тӗнче, пӗтӗмӗшле илсен — пире хирӗҫ (Иоан. 15:17—19). Ҫапах та святой сывлӑш пире Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чухне тӗл пулма пултаракан кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшма пултарать. Иегова пире эпир чӑтса ирттерме пултарайман илӗртӗве пулма памӗ (1 Кор. 10:13). Вӑл пире нихӑҫан та манмӗ тата пӑрахмӗ (Евр. 13:5). Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ Сӑмаха итлени пирӗншӗн хӳтлӗх пулса тӑрать тата пире тӗреклетет. Унсӑр пуҫне Туррӑн сывлӑшӗ, пире пулӑшу уйрӑмах кирлӗ чухне, пӗрле ӗненекенсене, вӗсем пире пулӑшчӑр тесе, хавхалантарма пултарать.

19 Пирӗнтен кашнийӗ малалла та кӗлӗ туса тата Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗренсе святой сывлӑшӑн пулӑшӑвне шыратӑр. Айтӑр малалла та «мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса... пурне те савӑнса чӑтса» ирттерер (Кол. 1:11).

[Сноска]

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Хӗсӗрленине хирӗҫ тӑма мӗнле майпа хатӗрленме пулать?

• Кам та пулин сире хӑйӗн ҫылӑхӗ ҫинчен никама та каласа ан пар тесе ыйтсан, мӗн тумалла?

• Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан мӗн пирки иккӗленмелле мар?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]