Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрланмасӑр пурӑннипе тӗрӗс усӑ курӑр

Мӑшӑрланмасӑр пурӑннипе тӗрӗс усӑ курӑр

Мӑшӑрланмасӑр пурӑннипе тӗрӗс усӑ курӑр

«Кам ҫакна йышӑнаять — йышӑнтӑр» (МАТФ. 19:12).

1, 2. а) Иисус, Павел тата ыттисем те мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси пирки парне тесе шутламаҫҫӗ?

 МӐШӐРЛӐ пурнӑҫпа пурӑнасси, паллах ӗнтӗ, Турӑ ҫынсене панӑ хаклӑ парнесенчен пӗри (Ытар. 19:14). Ҫапах та авланман е качча кайман христиансенчен нумайӑшӗ кӑмӑла ҫырлахтаракан тулли пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Харолд, 95 ҫулхи арҫын-тӑван, нихӑҫан та авланманскер, калать: «Эпӗ ҫынсемпе пӗрле пулма е хӑналама юрататӑп пулин те, пӗччен чухне те эпӗ хама тӑр пӗччен тӑрса юлнӑн туймастӑп. Ман пирки ҫакна калама пулать: манӑн авланмасӑр пурӑнма панӑ парне пур пулас».

2 Чӑнах та, Иисус Христос та, Павел апостол та мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫинчен ырласа каланӑ, Павел вара ҫавӑн пирки, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пекех, Турӑран илнӗ хастар, е парне, тенӗ. (Матфей 19:11, 12; 1 Коринф 7:7 вуласа пар.) Ҫакна та палӑртмалла: авланманнисене е качча кайманнисене илес пулсан, вӗсем пурте ҫав пурнӑҫа хӑйсем суйласа илнӗ теме ҫук. Хӑш чухне хӑйне килӗшекен мӑшӑр тупма тӗрлӗ лару-тӑру чӑрмантарма пултарать. Е тепӗр чухне ҫын чылай ҫул хушши ҫемьеллӗ пурӑннӑ хыҫҫӑн хут уйӑрттарнӑран е мӑшӑрӗ вилнӗрен кӗтмен ҫӗртен пӗччен тӑрса юлать. Ҫавӑн пек чухне мӑшӑрланмасӑр пурӑнни мӗнле майпа парне пулма пултарать? Ҫавӑн пекех христианин мӑшӑрланмасӑр пурӑнассипе пур енчен те лайӑх усӑ курас тесе мӗн тума пултарать?

Хаклӑ парне

3. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнакан христиансен час-часах мӗнле лайӑх майсем пур?

3 Авланман е качча кайман ҫыннӑн, мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнаканпа танлаштарсан, час-часах вӑхӑчӗ те нумайтарах тата вӑл ирӗклӗрех те (1 Кор. 7:32—35). Ҫавна пула вӑл сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма, ыттисене ытларах юрату кӑтартма, ҫавӑн пекех Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пултарать. Ҫавӑнпа та сахал мар христианин авланмасӑр е качча каймасӑр пурӑнни усӑ панине ӑнланнӑран тата хакланӑран сахалтан та пӗр вӑхӑт хушши мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытнӑ. Теприсем, тен, мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытман та пулӗ, анчах та, лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑран, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗ пирки кӗлӗ туса шухӑшласа пӑхнӑ. Вара вӗсем хӑйсен лару-тӑрӑвне шута илнӗ те Иегова пулӑшнипе авланмасӑр е качча каймасӑр пурӑнма пултарнине ӑнланнӑ (1 Кор. 7:37, 38).

4. Мӗншӗн мӑшӑрланман христиансем хӑйсем пирки Туррӑн тивӗҫлӗ ӗҫлекенӗсем тесе шутлама пултараҫҫӗ?

4 Мӑшӑрланман христиансем, Иеговӑшӑн тата унӑн организацийӗшӗн хаклӑ пулас тесе вӗсен авланма е качча кайма кирлӗ маррине пӗлеҫҫӗ. Турӑ пире кашнинех юратать (Матф. 10:29—31). Никам та, нимӗн те пире Туррӑн юратӑвӗнчен уйӑрма пултараймасть (Рим 8:38, 39). Эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр-и е ҫук, пирӗн хамӑр пирки Туррӑн тивӗҫлӗ ӗҫлекенӗ тесе шутлама пур сӑлтав та пур.

5. Мӑшӑрланмасӑр пурӑннин пахалӑхӗпе туллин усӑ курас тесен мӗн тумалла?

5 Ҫапах та мӑшӑрланмасӑр пурӑннин пахалӑхне пӗтӗмпех ӑнланса илес тесен, ҫав парнепе тӗрӗс усӑ курмалла. Мӑшӑрланман христианин — арҫын-тӑван е хӗрарӑм-тӑван, ҫамрӑк е ҫамрӑк мар, мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытнӑскер е мӗнле те пулин лару-тӑрӑва пула пӗччӗн юлнӑскер — хӑйӗн пурнӑҫӗнчи ҫав лару-тӑрупа мӗнле майпа туллин усӑ курма пултарать? Айтӑр, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи хӑш-пӗр хавхалантаракан тӗслӗхсене пӑхса тухар та вӗсенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

Ҫамрӑк чухне мӑшӑрланмасӑр пурӑнни

6, 7. а) Филипӑн хӗрӗсем Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче мӗнле чыса тивӗҫлӗ пулнӑ? ӑ) Мӗнле майпа Тимофей авланмасӑр пурӑнассипе тӗрӗс усӑ курнӑ тата ҫамрӑклах сӑваплӑ ӗҫе тума хатӗр пулнӑшӑн вӑл мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

6 Ырӑ хыпар саракан Филипӑн тӑватӑ хӗр пулнӑ. Вӗсем хӑйсен ашшӗ пекех ырӑ хыпара хастарлӑ сарнӑ (Ап. ӗҫ. 21:8, 9). Пророкла калаҫасси святой сывлӑшран килекен паха парнесем шутне кӗнӗ, ҫапла вара ҫак хӗрсем, Иоиль 2:28, 29-мӗш сӑвӑ йӗркисене пурнӑҫа килтермешкӗн, ҫав парнепе усӑ курнӑ.

7 Тимофей авланмасӑр пурӑннипе тӗрӗс усӑ курнӑ ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Вӑл мӗн ачаранах хӑйӗн амӑшӗ Евника тата асламӑшӗ Лоида пулӑшнине пула «Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑнӑ» (2 Тим. 1:5; 3:14, 15). Анчах та вӗсем пирӗн эрӑри 47-мӗш ҫул тӗлнелле кӑна, Павел Листрӑна, вӗсем пурӑнакан хулана, пӗрремӗш хут пырсан, христиансем пулса тӑнӑ пулас. Тепӗр икӗ ҫултан, Павел иккӗмӗш хут пырсан, Тимофей пӗр 20 ҫулта пулнӑ, тен. Вӑл самаях ҫамрӑк пулнине тата чӑнлӑхра та нумаях пулманнине пӑхмасӑрах, ун ҫинчен Листрӑри тата ун ҫумӗнчи Иконири старейшинӑсем «ырӑласа калаҫнӑ» (Ап. ӗҫ. 16:1, 2). Ҫавӑнпа та Павел Тимофее хӑйӗнпе пӗрле сӑваплӑ ӗҫе тумалли ҫулҫӳреве тухма чӗннӗ (1 Тим. 1:18; 4:14). Тимофей нихӑҫан та авланман тесе калама пултараймастпӑр. Анчах та ӑна ҫамрӑк чухне Павел чӗнсен, ҫавна вӑл хапӑл тусах йышӑннӑ та ҫавӑнтанпа вара авланмасӑр нумай ҫул хушши миссионер тата надзиратель пулса ӗҫленине эпир пӗлетпӗр (Флп. 2:20—22).

8. Мӗне пула Марк теекен Иоанн сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ тӗллевсене лартма пултарнӑ тата ҫавӑншӑн вӑл мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

8 Ҫамрӑк Марк теекен Иоанн та авланмасӑр пурӑннипе тӗрӗс усӑ курнӑ. Вӑл тата унӑн амӑшӗ Мария, ҫавӑн пекех Варнава, вӗсен иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ, Иерусалимри пухӑвӑн ҫыннисенчен чи малтанхисем пулнӑ. Маркӑн ҫемйи ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннӑ пулас, мӗншӗн тесен хулара вӗсен ҫурт та пулнӑ, вӗсем тарҫӑ та тытса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 12:12, 13). Анчах та тулӑх пурнӑҫпа пурӑннине пӑхмасӑрах Марк, ҫамрӑк чухне те, хӑйӗн ҫинчен кӑна тата хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарасси ҫинчен кӑна шухӑшламан. Вӑл хӑйӗн умне ҫемье ҫавӑрса ҫемьеллӗ пурнӑҫпа лӑпкӑ пурӑнас тӗллев лартман. Ҫамрӑк чухне апостолсемпе хутшӑнни унра миссионер пулса ӗҫлес кӑмӑла чӗртнӗ пулас. Ҫавӑнпа та вӑл Павелпа Варнавӑн пӗрремӗш миссионерла ҫулҫӳревне хатӗр пулсах хутшӑннӑ та вӗсене пулӑшса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 13:5). Каярахпа вӑл Варнавӑпа пӗрле ӗҫленӗ, татах та каярахпа Петрпа пӗрле Вавилонра сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 15:39; 1 Пет. 5:13). Мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши Марк авланмасӑр пурӑннине эпир пӗлместпӗр. Анчах та вӑл ыттисемшӗн кӑмӑл тусах ӗҫлекен тата Туррӑн ӗҫне хастарлӑ туса тӑракан ҫын ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

9, 10. Мӑшӑрланман ҫамрӑк христиансем валли сӑваплӑ ӗҫе ытларах тума паян мӗнле майсем пур? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Хальхи вӑхӑтра та пухури мӑшӑрланман ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ Туррӑн ӗҫне ытларах хутшӑнас тесе савӑнса тӑрӑшать. Маркпа Тимофей пекех, вӗсем, мӑшӑрланмасӑр пурӑннине пула, «Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса [«Ҫӳлхуҫашӑн пӗр чӑрмавсӑр», ҪТ] ӗҫлесе тӑма» пултарнине хаклаҫҫӗ (1 Кор. 7:35). Ҫакӑ питӗ пысӑк усӑ парать. Вӗсем валли Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма питӗ нумай май уҫӑлать — пионер пулса ӗҫлесси, хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑнта ӗҫлесси, ют чӗлхе вӗренесси, Турӑ Патшалӑхӗн Залӗсене е филиалсене тунӑ ҫӗртре пулӑшасси, Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулта вӗренесси тата Вефильте ӗҫлесси. Эсир ҫамрӑк тата мӑшӑрланман пулсан, хӑвӑрӑн мӗнле майсем пур, ҫавсемпе туллин усӑ куратӑр-и?

10 Марк ятлӑ арҫын-тӑван ҫамрӑклах пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, унтан вӑл Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкула пӗтернӗ те пӗтӗм тӗнчипе тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ ӗҫ туса тӑнӑ. Сӑваплӑ ӗҫе 25 ҫул хушши тулли вӑхӑтпа туса тӑни ҫинчен аса илнӗ май вӑл калать: «Эпӗ пухури пур тӑванпа та ӗҫлеме тӑрӑшрӑм: вӗсемпе сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнтӑм, вӗсем патне кӗтӳҫӗ ӗҫӗпе кайса ҫӳрерӗм, вӗсене хам пата хӑнана чӗнтӗм тата пухури тӑвансене ҫирӗплетме пулӑшакан тӗлпулусем йӗркелерӗм. Ҫаксем пурте мана питӗ пысӑк савӑнӑҫ пачӗҫ». Марк каланӑ сӑмахсем тӑрӑх ҫын ыттисене мӗн те пулин парса тӑнӑ чухне пысӑк савӑнӑҫ илет, сӑваплӑ ӗҫре тулли пурнӑҫпа пурӑнни вара ҫавна тума нумай май уҫса парать (Ап. ӗҫ. 20:35). Сирӗн интерессем, пултарулӑхсем кирек мӗнле пулсан та, тата эсир пурнӑҫ тутине мӗн таран пӗлнине пӑхмасӑрах, сирӗн валли, ҫамрӑксем, паян Ҫӳлхуҫан ӗҫне тӑрӑшса тума нумай май пур (1 Кор. 15:58).

11. Мӗншӗн мӑшӑрланмашкӑн васкаманни усӑллӑ?

11 Ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ пурӑна киле мӑшӑрланас та тейӗ, анчах та авланма е качча кайма васкама кирлӗ маррине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Павел ҫамрӑксене — ҫамрӑк чухнехи ар хутшӑнӑвне кӗрес вӑйлӑ туртӑм иртсе кайиччен те пулин — кӗтме сӗннӗ (1 Кор. 7:36). Хамӑра ӑнланмашкӑн тата килӗшекен мӑшӑр суйласа илмешкӗн пурнӑҫ опытне пухма вӑхӑт кирлӗ. Мӑшӑрланнӑ чухне пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма сӑмах пани вӑл — тӗплӗн шутласа тунӑ ӗҫ, ҫав панӑ сӑмаха вара мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе тытса тӑмалла (Еккл. 5:1—4).

Ҫамрӑклӑх ҫулӗсем иртсен мӑшӑрланмасӑр пурӑнни

12. а) Анна хӑйӗн пурнӑҫӗнчи лару-тӑрӑвӗ улшӑннипе мӗнле усӑ курнӑ? ӑ) Вӑл мӗнле чыса тивӗҫлӗ пулнӑ?

12 Лука ҫырнӑ Еванигелире асӑннӑ Анна упӑшкипе ҫичӗ ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн вӑл сарӑмсӑр вилнӗшӗн питӗ хуйхӑрнӑ пулас. Вӗсен ача-пӑча пулнипе пулманнине е вӑл тепӗр хут качча каясси ҫинчен шутланипе шутламаннине эпир пӗлместпӗр. Анчах та Библи Анна сакӑрвун тӑваттӑра та тӑлӑх арӑм пулнӑ тесе пӗлтерет. Библире каланӑ тӑрӑх, Анна хӑйӗн пурнӑҫӗнчи улшӑнусемпе Иеговӑпа ҫывӑхланма усӑ курнӑ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать. Вӑл «Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ» (Лука 2:36, 37). Турра пуҫҫапасси унӑн пурнӑҫӗнче чи кирли пулнӑ. Ҫакна тума ҫирӗп шухӑшлӑ пулмалла тата вӑй хумалла пулнӑ, анчах та вӑл пурӑна киле пиллӗх илнӗ. Вӑл пӗчӗк Иисуса курас чыса илме тивӗҫлӗ пулнӑ тата ыттисене Мессия илсе килекен ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ (Лука 2:38).

13. а) Тавифа пухура хастарлӑ христианка пулнине мӗн кӑтартса парать? ӑ) Тавифа хӑйӗн ырӑлӑхӗшӗн тата ырӑ тунӑшӑн мӗнле пиллӗх илнӗ?

13 Тавифа, е Дорка, ятлӑ хӗрарӑм, Иоппире — Иерусалимран ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫалла вырнаҫнӑ авалхи портлӑ хулара — пурӑннӑ. Библире унӑн упӑшки ҫинчен ним те каламан, ҫавӑнпа та вӑл ҫав вӑхӑтра качча кайман пулнӑ пулас. Тавифа «нумай ырӑ ӗҫ туса... пурӑннӑ». Вӑл ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнакан тӑлӑх арӑмсемпе ытти ҫынсене нумай тумтир ҫӗлесе панӑ пулас, ҫавӑншӑн ӑна нумайӑшӗ питӗ юратнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл сасартӑк чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн вилсен, пӗтӗм пуху Петра, вӑл килсе хӑйсен хаклӑ хӗрарӑм-тӑванне вилӗмрен чӗртсе тӑраттӑр тесе, чӗнме янӑ. Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен пӗтӗм Иоппие хыпар сарӑлнӑ, ҫавна пула нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 9:36—42). Тен, ҫав ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисене Тавифа хӑй ырӑ ӗҫсем туса пулӑшса тӑнӑ.

14. Мӑшӑрланман христиансене Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗн хавхалантарать?

14 Аннӑпа Тавифа пекех, пухусенче нумайӑшӗ паян, ҫамрӑклӑх иртсен те мӑшӑрланмасӑр пурӑнаҫҫӗ. Тен, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене килӗшекен мӑшӑр тупайман. Теприсем уйрӑлнӑ е вӗсен мӑшӑрӗ вилнӗ. Мӑшӑр ҫук пирки, ҫавӑнпа та ун ҫине шанма май ҫукран, авланман е качча кайман христиансем час-часах Иеговӑна ытларах та ытларах шанма вӗренеҫҫӗ (Ытар. 16:3). Сильвия, качча кайман хӗрарӑм-тӑван, Вефильте 38 ҫул хушши ӗҫлекенскер, ҫакна пиллӗх тесе шутлать. «Хӑш-пӗр чухне эпӗ ыттисене хавхалантарса тӑракан ҫын пулма ывӑнатӑп,— калать вӑл,— вара шухӑшлатӑп: „Кам-ши мана пулӑшӗ?“» Унтан вӑл хушса калать: «Иегова мана мӗн кирлине манран лайӑхрах пӗлнине ӗненни унпа ҫывӑхланма пулӑшать. Эпӗ яланах хавхалану илетӗп, хӑш чухне, пачах кӗтмен ҫӗртен». Эпир Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл яланах хуравлать. Вӑл мӗнле хуравланинче пирӗншӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшни курӑнса тӑрать.

15. Мӑшӑрланман христиансем юратас тӗлӗшрен хӑйсен чӗрине мӗнле майпа уҫма пултараҫҫӗ?

15 Мӑшӑрланмасӑр пурӑнни юратас тӗлӗшрен «чӗрӗре уҫма» май парать. (2 Коринф 6:11—13 вуласа пар.) Качча кайман Джолин, 34 ҫул хушши тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенскер, калать: «Эпӗ хампа пӗр ҫулхи ҫынсемпе кӑна мар, тӗрлӗ йышши ҫынпа туслӑ пулма тӑрӑшрӑм. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнни — Иеговӑна, хамӑр ҫемьене, христиан-тӑвансене, ҫавӑн пекех ҫывӑх ҫынсене памалли питӗ лайӑх май. Мӗн чухлӗ аслӑрах пулса пыратӑп, ҫавӑн чухлӗ нумайрах качча каймасӑр пурӑннинче савӑнӑҫ тупатӑп». Пухура ваттисем, вӑйсӑррисем, ачисене пӗччен пӑхса ӳстерекенсем, ҫамрӑксем тата ыттисем те хӑйсене чун-чӗререн пулӑшса тӑнӑшӑн мӑшӑрланман христиансене, паллах ӗнтӗ, хаклаҫҫӗ. Ыттисене юрату кӑтартнипе эпир хамӑра та лайӑх туятпӑр. Эсир юратас тӗлӗшрен хӑвӑр чӗрӳне уҫма пултаратӑр-и?

Нихӑҫан та мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытни

16. а) Мӗншӗн Иисус нихӑҫан та авланман? ӑ) Павел мӑшӑрланмасӑр пурӑннипе мӗнле усӑ курнӑ?

16 Иисус нихӑҫан та авланман; унӑн хӑйне хушса панӑ ӗҫне тума хатӗрленмелле тата ӑна туса пӗтермелле пулнӑ. Вӑл нумай ҫӗре ҫӳренӗ, иртен пуҫласа сӗм каҫчен ӗҫленӗ, юлашкинчен вара хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. Авланманни ӑна хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерме пулӑшнӑ. Павел апостол хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне пиншер ҫухрӑм ҫӳренӗ тата пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ (2 Кор. 11:23—27). Павел, тен, малтан авланнӑ ҫын пулнӑ пулин те, апостол пулма лартнӑ хыҫҫӑн вӑл авланмасӑр пурӑнма шут тытнӑ (1 Кор. 7:7, 8; 9:5). Иисус та, Павел та сӑваплӑ ӗҫе тумашкӑн ыттисене, вӗсем пултараяҫҫӗ пулсан, хӑйсем пек пулма хавхалантарнӑ. Анчах та вӗсенчен нихӑшӗ те целибат йӗркелемен, урӑхла каласан Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӑшӑрланмасӑр пурӑнмалла темен (1 Тим. 4:1—3).

17. Паян хӑшӗ-пӗрисем мӗнле майпа Иисуспа Павел пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ тата мӗншӗн хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлесе тӑракансене Иегова хаклать тесе ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

17 Ҫавӑн пекех паян та хӑшӗ-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫре нумайрах тӑвас тесе мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытнӑ. Харолд, ун ҫинчен маларах каланӑччӗ, 56 ҫул ӗнтӗ Вефильте ӗҫлет. «Вефильте вунӑ ҫул ӗҫлесен,— калать вӑл,— нумай мӑшӑр чирленӗрен е ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхса усрамалла пулнӑран Вефильтен кайнине асӑрхарӑм. Манӑн аттепе анне вилнӗ ӗнтӗ. Вефиле ҫав тери юратнӑран, хамӑн сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе, авланмасӑр пурӑнма шут тытрӑм». Ҫавӑн пекех, нумай ҫул хушши пионер пулса ӗҫлекен Маргарет та каланӑ: «Качча кайма манӑн майсем пулкаланӑ, анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт та пулман. Качча кайманнине пула ирӗклӗрех пулнӑран эпӗ сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма пултартӑм, ҫакӑ вара мана нумай савӑнӑҫ пачӗ». Турра тӗрӗс пуҫҫапассишӗн хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлесе тӑракансене Иегова, паллах, нихӑҫан та манса каймӗ. (Исаия 56:4, 5 вуласа пар.)

Хӑвӑрӑн лару-тӑрупа туллин усӑ курӑр

18. Мӑшӑрланман христиансене ыттисем мӗнле майпа хавхалантарма тата пулӑшма пултараҫҫӗ?

18 Мӑшӑрланман христиансене пурне те, Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫлесе тӑракансене, пирӗн пӗтӗм чӗререн хавхалантармалла тата пулӑшмалла, вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ. Эпир вӗсене лайӑх енсем кӑтартнӑшӑн юрататпӑр тата пухушӑн вӗсем мӗн тунине пурне те хаклатпӑр. Эпир вӗсемшӗн чӑн-чӑн «тӑванӗсем... амӑшӗ[сем]... ачисем» пулса тӑрсан, вӗсем хӑйсене нихӑҫан та пӗчченӗн туймӗҫ. (Марк 10:28—30 вуласа пар.)

19. Мӑшӑрланмасӑр пурӑннин пахалӑхӗпе лайӑхрах усӑ курас тесен мӗн тумалла?

19 Эсир хӑвӑр ирӗкӳпе-и е мӗнле те пулин лару-тӑрӑва пула мӑшӑрланман, ҫавна пӑхмасӑрах Библире каланӑ е хальхи вӑхӑтри ҫав тӗслӗхсем сире телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнма пултаратӑр тесе шантарса тӑччӑр. Хӑш-пӗр парнесене питӗ илес килет, ҫав вӑхӑтрах вара теприсене кӗтмен ҫӗртенех илетпӗр. Пӗрисен пахалӑхӗ тӳрех курӑнать, теприсен пахалӑхне вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫеҫ курма пулать. Ҫавӑнпа та эпир мӗнле шухӑшланинчен, япаласем ҫине мӗнле пӑхнинчен нумай килет. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнассин пахалӑхӗпе лайӑхрах усӑ курас тесе мӗн тума пулать? Иеговӑпа ҫывӑхланӑр, Туррӑн ӗҫӗнче нумай ӗҫлӗр тата ыттисене юратмашкӑн чӗрӗрсене уҫӑр. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнни, ун ҫине Турӑ пӑхнӑ пекех пӑхатпӑр пулсан тата ҫав парнепе тӗрӗс усӑ куратпӑр пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пекех, пире савӑнӑҫ пама пултарать.

Астӑватӑр-и эсир?

• Мӑшӑрланмасӑр пурӑнни пирки мӗншӗн парне теме пулать?

• Ҫамрӑк чухне мӑшӑрланмасӑр пурӑнни мӗнле майпа пиллӗх пулса тӑма пултарать?

• Мӑшӑрланман христиансен Иеговӑпа ҫывӑхланма тата юратас тӗлӗшрен хӑйсен чӗрине уҫма мӗнле майсем пур?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]