Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа, Турӑ панӑ парне тесе, хисеплӗр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа, Турӑ панӑ парне тесе, хисеплӗр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа, Турӑ панӑ парне тесе, хисеплӗр

«Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ» (ПУЛТ. 2:24).

1. Мӗншӗн Иегова пирӗн хисепе тивӗҫлӗ?

 ИЕГОВА ТУРӐ — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Никӗслекен — пирӗн хисепе тивӗҫлӗ. Вӑл пире Пултаракан, пирӗн Аслӑ Патша, ҫӳлти Аттемӗр, ҫавӑнпа та «кирек епле пархатар та, паха парне те» — Унран (Иак. 1:17, ҪХ; Ӳлӗм. 4:11). Ҫапла вӑл хӑйӗн пысӑк юратӑвне кӑтартать (1 Иоан. 4:8). Вӑл пире мӗне вӗрентет, вӑл пирӗнтен мӗн ыйтать, вӑл пире мӗн парать, ҫавсем пурте пире усӑ парса тӑраҫҫӗ кӑна (Ис. 48:17).

2. Иегова пӗрремӗш мӑшӑра мӗнле хушусем панӑ?

2 Библи мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Турӑ панӑ паха парнесенчен пӗри тесе калать. Пӗрремӗш мӑшӑрлану йӗркелесен — Адампа Евӑна мӑшӑрлантарсан — Иегова ҫынсене телейлӗ пулма пулӑшакан ятарлӑ хушусем панӑ. (Матфей 19:4—6 вуласа пар.) Турӑ мӗн тума хушнине тытса пынипе Адампа Ева яланах телейлӗ пулнӑ пулӗччӗҫ. Анчах та вӗсем ӑссӑрла хӑтланӑ та Турӑ мӗн тума хушнине сирсе янӑ, ҫакӑ вара вӗсемшӗн питӗ начар вӗҫленнӗ (Пулт. 3:6—13, 16—19, 23).

3, 4. а) Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫа тата Иеговӑна хисеплеменнине мӗнле кӑтартать? ӑ) Эпир ҫак статьяра мӗнле тӗслӗхсене пӑхса тухӑпӑр?

3 Чи малтанхи мӑшӑр пекех, хальхи вӑхӑтра нумай ҫын йышӑнусем тунӑ чухне Иегова мӗн тума хушнине итлесех каймасть е пачах та шута илмест. Хӑш-пӗрисем хут ҫыртармасӑрах пӗрле пурӑнма юрать тесе шутлаҫҫӗ, теприсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн никӗсне, хӑйсене килӗшнӗ пек тӑвас тесе, улӑштарма хӑтланаҫҫӗ (Рим 1:24—32; 2 Тим. 3:1—5). Вӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки Турӑ панӑ парне тесе шутламаҫҫӗ тата ҫак парнене хисеплеменнипе ҫав парнене Паракана, Иегова Турра, хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ.

4 Хутран-ситрен Турӑ халӑхӗ хушшинче те кам та пулин Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнине манать. Хӑш-пӗр христиансем хӑйсен мӑшӑрӗсенчен уйрӑм пурӑнма е Библи тӑрӑх уйӑрӑлма нимле сӑлтав ҫуккине пӑхмасӑрах хут уйӑрттарма шут тытаҫҫӗ. Ҫакӑн пекки ан пултӑр тесен мӗн тума пулать? Пултарни 2:24-мӗш сӑвӑ йӗркинче Турӑ мӗн тума хушни авланнӑ, качча кайнӑ христиансене хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетес енчен мӗнле пулӑшма пултарать? Кам авланасси е качча каясси пирки шутлать, ҫавсем ҫав утӑма тумашкӑн мӗнле хатӗрленме пултараҫҫӗ? Библире каланӑ вӑхӑтри мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа телейлӗ пурӑннӑ виҫӗ мӑшӑр ҫине пӑхар. Вӗсен тӗслӗхӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ пуласси Иеговӑна хисепленинчен килнине кӑтартса парать.

Чунтан парӑнассине аталантарӑр

5, 6. Мӗне пула Захарияпа Елизаветӑна йывӑр пулнӑ пулас тата вӗсем чунтан парӑнса пурӑнни мӗнле пиллӗх панӑ?

5 Захарияпа Елисавета Турӑ умӗнче мӗн тӗрӗс пулнӑ, ҫавна туса тӑнӑ. Вӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн мӑшӑрӗ пулма Иеговӑна чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑракана суйласа илнӗ. Захария священник тивӗҫне шанчӑклӑ туса тӑнӑ, ҫавӑн пекех вӗсем иккӗшӗ те Турӑ саккунӗпе йӗркисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшнӑ. Паллах ӗнтӗ, пархатарлӑ пулма вӗсен нумай сӑлтав пулнӑ. Ҫапах та эсир Иудейӑри вӗсен килне пынӑччӗ пулсассӑн, унта темскер ҫитменнине кӗҫех асӑрханӑ пулӑттӑр. Вӗсен ача-пӑча пулман. Елисавета ача туман тата вӗсем иккӗшӗ те ҫамрӑках пулман (Лука 1:5—7).

6 Авалхи Израильте ача ҫуратасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, час-часах ҫемьесем те самаях йышлӑ пулнӑ (1 Патш. 1:2, 6, 10; Пс. 126:3, 4). Вӑл вӑхӑтра Израильте пурӑнакан арҫын сутӑнчӑкла хӑтланса хӑйӗн арӑмӗпе, вӑл ӑна ача ҫуратса паман пулсан, уйрӑлма пултарнӑ. Анчах та Захария Елисаветӑна пӑрахман. Вӑл, хӑйӗн арӑмӗ пекех, уйӑрӑлма май шыраман. Ача-пӑча пулманни вӗсене хурлантарнӑ пулин те, вӗсем малалла та пӗрле Иеговӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, Иегова вӗсене ватлӑх кунӗнче ывӑл ача ҫуралмалла туса парса туллин пилленӗ (Лука 1:8—14).

7. Елисавета хӑйӗн упӑшкине чунтан парӑннине тата мӗнле майпа кӑтартнӑ?

7 Елисавета чунтан парӑннине тата тепӗр майпа та кӑтартнӑ. Вӗсен ывӑл, Иоанн, ҫуралсан Захария, Турӑ янӑ ангелӑн сӑмӑхӗсем пирки иккӗленнӗрен, чӗнейми, калаҫайми пулнӑ. Ҫапах та, Захария хӑйӗн арӑмне Иегова ангелӗ ачана Иоанн ятлӑ хумалла тесе каланине темле майпа ӑнлантарса панӑ пулас. Кӳршисемпе тӑванӗсем ачана ашшӗн ятне парасшӑн пулнӑ. Анчах та Елисавета хӑйӗн упӑшки мӗн хушнине чунтан парӑнса тытса тӑнӑ. Вӑл каланӑ: «Ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хумалла» (Лука 1:59—63).

8, 9. а) Чунтан парӑнни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле майпа ҫирӗплетме пултарать? ӑ) Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне чунтан парӑннине кӑтартмалли мӗнле-мӗнле майсем пур?

8 Захарияпа Елисавета пекех, упӑшкисемпе арӑмӗсем паян хурлантаракан япаласемпе тата йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне чунтан парӑнни ҫук пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пулаймасть. Якӑлтатни, порнографи, мӑшӑра улталасси тата ҫемьене сиен кӳрекен ытти япаласем пӗр-пӗрне шанас кӑмӑла яланлӑхах пӗтерсе хума пултараҫҫӗ. Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне шанма пӑрахсан юрату сивӗнме пуҫлать. Тепӗр енчен илес пулсан, чунтан парӑнни вӑл пӳрт тавра тытса ҫаврӑннӑ карта евӗрлӗ, вӑл чӗнмен хӑнасенчен тата хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлет, ун ӑшӗнче вара килтисем хӑйсене канӑҫлӑ туяҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне чунтан парӑнса пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен чӗринчи шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене пӗр-пӗрне ним хӑрамасӑр уҫса пама пултараҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсен хушшинчи юратӑва ҫирӗплетет. Ҫапла, чунтан парӑнни питӗ кирлӗ.

9 Иегова Адама каланӑ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ» (Пулт. 2:24). Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Авланнӑ е качча кайнӑ хыҫҫӑн ҫыннӑн тусӗсемпе тата тӑван-хурӑнташӗсемпе хутшӑнасси улшӑнмалла. Хӑлӗ вара упӑшкин те, арӑмӗн те хӑйӗн вӑхӑтне тата тимлӗхне чи малтан мӑшӑрӗ валли уйӑрмалла. Вӗсем анчах йӗркеленнӗ ҫемье валли уйӑрма кирлӗ вӑхӑта туссемпе тӑван-хурӑнташсем валли уйӑрма пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен ҫемйинчи ӗҫсене ашшӗ-амӑшне те хутшӑнма памалла мар, калӑпӑр, мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне е харкашу сиксе тухсан. Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнмалла. Ҫакӑ — Турӑ тума хушнӑ йӗрке.

10. Упӑшкипе арӑмне чунтан парӑнса пурӑнассине аталантарма мӗн пулӑшма пултарать?

10 Ҫемьере упӑшки е арӑмӗ Иегова Турра ӗненмест пулсан та чунтан парӑнни усӑ парать. Сӑмахран, ӗненмен упӑшкапа пурӑнакан хӗрарӑм-тӑван калать: «Упӑшкана пӑхӑнма тата чӗререн хисеплеме вӗрентнӗшӗн эпӗ Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Эпир пӗр-пӗрне чунтан парӑнса пурӑннӑран 47 ҫул ытла ӗнтӗ пӗр-пӗрне юратса, хисеплесе пурӑнатпӑр» (1 Кор. 7:10, 11; 1 Пет. 3:1, 2). Упӑшку е арӑму эсир шанчӑклӑ ҫын пулни пирки пачах та ан иккӗлентӗр тесе мӗн тумаллине пурне те ту. Хӑвӑрӑн сӑмахусемпе тата ӗҫӳсемпе мӑшӑрна вӑл сирӗншӗн ҫӗр ҫинче чи хаклӑ ҫын пулни ҫинчен шантарма тӑрӑшӑр. Хӑвӑртан мӗн килнине пурне те туса никама та, нихӑҫан та хӑвӑрпа хӑвӑр мӑшӑру хушшине тӑма ан парӑр. (Ытарӑшсем 5:15—20 вуласа пар.) Ронпа Жаннетт, 35 ҫул ытла мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа телейлӗ пурӑнаканскерсем, ҫапла каласа параҫҫӗ: «Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтнине эпир чунтан парӑнса туса тӑратпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир пӗрле телейлӗ пурӑнатпӑр та».

Пӗрлӗх мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетет

11, 12. Акилӑпа Прискилла а) килте, ӑ) ӗҫре, тата б) христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫре пӗр-пӗринпе мӗнле килӗштерсе ӗҫленӗ?

11 Павел апостол хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем, Акилӑпа Прискилла, ҫинчен каланӑ чухне вӗсен ячӗсене яланах пӗрле асӑннӑ. Вӗсен тӗслӗхӗнчен Турӑ, упӑшкипе арӑмӗн «пӗр ӳт» пулмалла тенипе, мӗн каласшӑн пулни лайӑх курӑнса тӑрать (Пулт. 2:24). Вӗсем килте те, ӗҫре те, ҫавӑн пекех христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫӗнче те яланах пӗрле ӗҫленӗ. Сӑмахран, Павел пӗрремӗш хут Коринфа пырсан Акилӑпа Прискилла хапӑл тусах ӑна хӑйсен килӗнче чарӑнса тӑма сӗннӗ. Павел хӑйӗн ӗҫне туса тӑмашкӑн вӗсен ҫурчӗпе пӗр вӑхӑт хушши усӑ курнӑ пулас. Каярахпа, Эфесра, вӗсен килӗнче пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ирттернӗ тата вӗсем иккӗшӗ пӗрле ҫӗннисене, калӑпӑр Аполлоса, чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 18:2, 18—26). Ун хыҫҫӑн ҫак хастарлӑ мӑшӑр Рима кайнӑ, унта та вӗсем хӑйсен килне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ирттерме панӑ. Каярахпа вӗсем, христиан-тӑвансене ҫирӗплетес тесе, Эфеса таврӑннӑ (Рим 16:3—5).

12 Акилӑпа Прискилла пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илмешкӗн пӗр вӑхӑт хушши Павелпа пӗрле чатӑрсем, е палаткӑсем, тунӑ. Каллех эпир вӗсем пӗр-пӗринпе харкашмасӑр, тавлашмасӑр пӗрле ӗҫленине куратпӑр (Ап. ӗҫ. 18:3). Христиансен ӗҫне пӗрле тума нумай вӑхӑт уйӑрни шӑпах ӗнтӗ вӗсене хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче Иеговӑшӑн ӗҫлессине чи мала хума пулӑшнӑ, ҫавна пула вӗсен ҫемйи ҫирӗп те телейлӗ пулнӑ. Вӗсем кирек ӑҫта пулсан та, Коринфра-и, Эфесра-и е Римра, вӗсене «Христос Иисусшӑн ӗҫлесе» пурӑнакан ҫынсем пек пӗле пуҫланӑ (Рим 16:3). Ӑҫта вӗсем сӑваплӑ ӗҫ тунӑ, ҫавӑнта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе сарас тесе ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ.

13, 14. а) Мӑшӑрлӑ пурнӑҫри пӗрлӗхе мӗн аркатма пултарать? ӑ) Упӑшкипе арӑмӗ пӗрлӗхе ҫирӗплетес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

13 Чӑнах та, пӗр пек тӗллевсем, пӗрле тӑвакан ӗҫсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетеҫҫӗ (Еккл. 4:9, 10). Шел пулин те, нумай мӑшӑр паян пӗрле сахал вӑхӑт ирттерет. Вӗсенчен кашнийӗ нумай сехет хушши хӑйӗн ӗҫӗсенче ӗҫлет. Теприсем час-часах командировкӑсене ҫӳреҫҫӗ е ют ҫӗршыва, ӗҫ укҫине киле ярса парас тесе, ӗҫлеме каяҫҫӗ. Хӑш-пӗр мӑшӑрсем килте те кашни хӑй тӗллӗн, мӗншӗн тесен телевизор, хобби, спорт, видеовӑйӑсем е Интернет валли нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Сирӗн килӳнте те ҫавӑн пек-и? Ку ҫапла пулсан, ытларах вӑхӑт пӗрле пулас тесе хӑвӑрӑн лару-тӑрӑва улӑштарма пултаратӑр-и? Эсир кулленхи ӗҫсене пӗрле тума, калӑпӑр, апат хатӗрлеме, кашӑк-чашӑк ҫума е пахчара ӗҫлеме пултаратӑр-и? Эсир пӗрле ачусене пӑхса ӳстерме е ватӑ аҫу-аннӳне пулӑшса тӑма пултаратӑр-и?

14 Пуринчен ытларах Иеговӑна пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пӗрле тума яланах вӑхӑта уйӑрни кирлӗ. Кулленхи Библи сӑвӑ йӗркине пӗрле сӳтсе явни тата ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнинче хутшӑнни — ҫемьене пӗр шухӑшлӑ тата пӗр тӗллевлӗ пулма паракан чаплӑ майсем. Ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе пӗрле тӑвӑр. Май пулсан, иксӗр те пионер пулса ӗҫлесе пӑхӑр, ҫавна эсир, хӑвӑр лару-тӑрӑва шута илсе, пӗр уйӑх е ҫулталӑк хушши кӑна тума пултаратӑр пулсан та. (1 Коринф 15:58 вуласа пар.) Упӑшкипе пӗрле пионер пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм-тӑван калать: «Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни пире пӗрле пулма тата пӗр-пӗринпе чунтан калаҫма паракан май пулса тӑчӗ. Пирӗн иксӗмӗрӗн те пӗр тӗллев — сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсене пулӑшас тӗллев — пулнӑран эпир пӗр команда пулнине туйрӑм. Эпир пӗр-пӗринпе, упӑшкипе арӑмӗ пек кӑна мар, чӑн-чӑн туссем пек ҫывӑхлантӑмӑр». Тивӗҫлӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе эсир пӗрле ӗҫлетӗр пулсан, сирӗн интерессем, йӑла-йӗркесем тата сирӗншӗн чи кирлӗ япаласем майӗпен пӗрпекленсе пырӗҫ те эсир, Акилӑпа Прискилла евӗр, ытларах та ытларах «пӗр ӳт» пек шухӑшлама, туйма, ӗҫлеме пуҫлӑр.

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра Турра мала хурӑр

15. Мӗнле фактор мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тӑвать? Ӑнлантарса парӑр.

15 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра Турра мала хуни питӗ кирлине Иисус пӗлнӗ. Вӑл Иегова пӗрремӗш мӑшӑра мӗнле пӗрлештернине курнӑ. Адампа Ева Турӑ мӗн тума хушнине тытса пынӑ чухне мӗн тери телейлӗ пулнине вӑл сӑнаса тӑнӑ, ҫавӑн пекех ҫав хушусене тытса тӑма пӑрахсан вӗсен мӗн чухлӗ йывӑрлӑх сиксе тухнине вӑл хӑй курнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус ыттисене вӗрентнӗ чухне хӑйӗн Ашшӗ ӑса вӗрентнине, Пултарни 2:24-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫырса хунине, тепӗр хут каланӑ. Вӑл тата ҫак шухӑша та хушса каланӑ: «Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матф. 19:6). Иеговӑна чӗререн хисеплени — паянхи кун та мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ, ӑнӑҫлӑ тума пулӑшакан кирлӗ фактор. Ҫав тӗлӗшрен Иисусӑн ҫӗр ҫинчи ашшӗпе амӑшӗ, Иосифпа Мария, чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.

16. Иосифпа Мария хӑйсен ҫемйинче Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене мала хуни мӗнрен курӑнса тӑрать?

16 Иосиф Марийӑпа ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ тата ӑна хисепленӗ. Мария йывӑр ҫын пулнине пӗлсен, Иосиф хӑйне унпа — Марийӑпа мӗн пулса тухни ҫинчен Туррӑн ангелӗ ӑнлантарса паричченех — хӗрхенӳллӗ тытасшӑн пулнӑ (Матф. 1:18—20). Мӑшӑрлансан та вӗсем кесарь хушӑвне итленӗ тата Моисей саккунне те ҫирӗп тытса тӑнӑ (Лука 2:1—5, 21, 22). Иерусалима тӗнпе ҫыхӑннӑ тӗп уявсене арҫынсен кӑна каймалла пулнӑ пулин те, Иосифпа Мария хӑйсен пӗтӗм ҫемйипе унта ҫулсерен ҫӳренӗ (Сакк. аст. 16:16; Лука 2:41). Ҫак тата ытти майсемпе вӗсем Иеговӑна юрама тӑрӑшнӑ тата Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене чӗререн хисепленине кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн Ывӑлне, унӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн чи малтанхи тапхӑрӗнче, пӑхса ӳстерттермешкӗн Турӑран хӑракан ҫав мӑшӑра суйласа илнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

17, 18. а) Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен ҫемйинче мӗнле майпа Турра мала хума пултараҫҫӗ? ӑ) Ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ парӗ?

17 Эсир хӑвӑрӑн ҫемьере Турӑ мӗн тума хушнине тытса тӑратӑр-и? Сӑмахран, пӗр-пӗр питӗ кирлӗ йышӑну тунӑ чухне эсир малтан Библи принципӗсене тӗпчетӗр-и, ҫавӑн пирки кӗлӗ тӑватӑр-и тата Иеговӑпа хӑйсем хушшинче ҫирӗп хутшӑнусене аталантарнӑ христиансенчен канаш ыйтатӑр-и? Е йывӑрлӑхсене сирӗн хӑвӑр мӗн шутланӑ тӑрӑх е ҫемйӳпе туссем мӗн калани тӑрӑх татса парас йӑла пур? Эсир шанчӑклӑ чура мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа ҫемье пирки паракан канашсене тытса пыма тӑрӑшатӑр-и? Е эсир хӑвӑр вырӑнти йӑласене е ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ канашсене тытса пурӑнатӑр кӑна? Эсир яланах пӗрле кӗлӗ тӑватӑр-и тата вӗренетӗр-и, хӑвӑр умна Туррӑн ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗллевсем лартатӑр-и тата ҫемьере мӗне мала хумалли ҫинчен калаҫатӑр-и?

18 Христианин Рей 50 ҫул хушши пыракан хӑйӗн телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ пирки ҫапла калать: «Пирӗн нихӑҫан та татса пама пултарайман йывӑрлӑхсем пулман, мӗншӗн тесен Иегова яланах пирӗн „виҫҫӗлле явнӑ ҫипӗн“ пайӗ пулнӑ». (Екклесиаст 4:12 вуласа пар.) Дэннипе Трина та, 34 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа савӑнса пурӑнаканскерсем, ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ: «Турӑшӑн пӗрле ӗҫлесе тӑни пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетрӗ». Эсир хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫра Иеговӑна мала хуратӑр пулсан, вӑл сире пулӑшӗ те туп-тулли пиллесе тӑрӗ (Пс. 126:1).

Туррӑн парнине малалла та хисеплӗр

19. Мӗншӗн Иегова ҫынсене мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнмалли парне панӑ?

19 Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсен телейӗ пирки кӑна шутлать. Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗ пачах урӑхла шухӑшлать. Турӑ хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӑшӑрлӑ пурнӑҫа парне пек панине вӑл пӗлет (Пулт. 1:26—28). Адампа Ева ҫак парнене хисепленӗччӗ пулсан, пӗтӗм ҫӗр Туррӑн тӳрӗ те телейлӗ ӗҫлекенӗсемпе тулнӑ рай пулса тӑнӑ пулӗччӗ.

20, 21. а) Мӗншӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине пирӗн сӑваплӑ йӗрке ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла? ӑ) Тепӗр эрнере эпир мӗнле парне ҫинчен вӗренӗпӗр?

20 Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑма паракан май тесе шутлаҫҫӗ. (1 Коринф 10:31 вуласа пар.) Чунтан парӑнни, пӗрлӗх тата Турра ҫемьере мала хуни Иеговӑна юрӑхлӑ пулнине тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетнине эпир куртӑмӑр. Ҫавӑнпа та эпир авланма е качча кайма хатӗрленетпӗр-и, хамӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетесшӗн-и е сыхласа хӑварасшӑн, пирӗн чи малтан мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Турӑ панӑ сӑваплӑ йӗрке ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла. Ҫакӑ пире ҫемьере мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне, ҫавна Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх тума хавхалантарӗ. Ҫапла эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫа кӑна мар, Иегова Турра та, ҫав парнене Паракана, хисепленине кӑтартатпӑр.

21 Паллах ӗнтӗ, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑл — Иегова пире панӑ пӗртен-пӗр парне кӑна мар, телей патне илсе пыракан пӗртен-пӗр ҫул та кӑна мар. Тепӗр статьяра эпир Турӑ панӑ тата тепӗр хаклӑ парнене — мӑшӑрланмасӑр пурӑннине — пӑхса тухӑпӑр.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Авланнӑ е качча кайнӑ христиансем ҫине чунтан парӑнни мӗнле витӗм кӳмелле?

• Мӗншӗн пӗрле ӗҫлени мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетет?

• Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен пурнӑҫӗнче мӗнле майсемпе Турра мала хума пултараҫҫӗ?

• Мӗнле майпа эпир Иеговӑна, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Никӗслекене, хисепленине кӑтартма пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]