Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пурне те пултарнинче святой сывлӑшӑн пӗлтерӗшӗ

Пурне те пултарнинче святой сывлӑшӑн пӗлтерӗшӗ

Пурне те пултарнинче святой сывлӑшӑн пӗлтерӗшӗ

«Ҫӳлхуҫа Сӑмахӗпе — тӳпе, Унӑн Сывлӑшӗпе ҫӳлти пӗтӗм ҫар пулса тӑнӑ» (ПС. 32:6).

1, 2. а) Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсем тӳпепе ҫӗр ҫинчен мӗнле майпа нумайтарах пӗле пуҫланӑ? ӑ) Мӗнле ыйту ҫине хурав памалла?

 ПӖР 100 ҫула яхӑн каялла ученӑйсенчен нумайӑшӗ Ҫут тӗнче пӗртен-пӗр галактикӑран — Кайӑк хур Ҫулӗнчен — тӑрать тесе ӗненнӗ. Ученӑйсем Ҫут тӗнчен пысӑкӑшӗ ҫинчен ҫав тери сахал пӗлнӗ! Халӗ вӗсен шучӗпе, ҫӗр миллиард ытла галактика пур, вӗсенчен хӑш-пӗрисенче ҫӑлтӑрсем — миллиарчӗ-миллиарчӗпе. Хӑватлӑ телескопсене ҫӗр ҫинче усӑ курнӑҫемӗн тата ҫӗр таврашӗнчи орбитӑна янӑҫемӗн галактикӑсен шучӗ тата нумайрах пулнине куратпӑр.

2 Пӗр 100 ҫула яхӑн каялла наука тӳпе ҫинчен те, ҫӗр ҫинчен те сахал пӗлнӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫӗр ҫул каялла пурӑннӑ ҫынсем хӑйсенчен маларах пурӑннисенчен нумайтарах пӗлнӗ. Анчах та халӗ эпир чӗрӗ организмсен илемӗпе кӑткӑслӑхне тата лайӑхрах ӑнланатпӑр; ҫавӑн пекех ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнле тытӑнса тӑни ҫинчен те нумайрах пӗлетпӗр. Малашне, паллах, эпир ҫӗрпе космос ҫинчен тата ытларах пӗлсе пырӑпӑр. Анчах хамӑра ҫакӑн пек ыйту пани питӗ кирлӗ: «Ҫаксем пурте мӗнле пулса кайнӑ?» Ҫав ыйту ҫине Пултаракан кӑна хурав пама пултарать. Ҫавна вӑл Сӑваплӑ Ҫыру урлӑ тӑвать.

Пурне те пултарни — тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет

3, 4. Турӑ Ҫут тӗнчене мӗнле пултарнӑ тата унӑн ӗҫӗсем ӑна мухтав епле кӳрсе тӑраҫҫӗ?

3 Ҫут тӗнче мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Библири чи малтанхи йӗркерех ҫапла каланӑ: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (Пулт. 1:1). Нимӗнле матери те пулман чухнех, Иегова тӳпепе ҫӗре тӑвас тесе хӑйӗн святой сывлӑшӗпе — хӑйӗн хӑватлӑ ӗҫ тӑвакан вӑйӗпе — усӑ курнӑ. Ҫын хӑйӗн аллипе тата ӗҫ хатӗрӗсемпе япаласем тӑвать, анчах Турӑ хӑйӗн аслӑ ӗҫӗсене тӑвас тесе святой сывлӑшне ярать.

4 Сӑваплӑ Ҫырура святой сывлӑш пирки Туррӑн «алли» тесе каланӑ (Пс. 101:26). «Унӑн алли пултарнӑ ӗҫсем» вара — Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса мӗн пултарнӑ, ҫавсем пурте — Ӑна пысӑк мухтав кӳрсе тӑраҫҫӗ. «Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать,— тесе юрланӑ псалом юрлакан Давид,— пӗлӗт Унӑн алли пултарнӑ ӗҫсем ҫинчен хыпарлать» (Пс. 18:2). Ҫут тӗнчере мӗн пурри Туррӑн святой сывлӑшӗн капашсӑр пысӑк хӑвачӗ ҫинчен калать (Рим 1:20). Мӗнле майпа?

Туррӑн виҫесӗр вӑйӗ

5. Иеговӑн святой сывлӑшӗн пурне те тума мӗнле вӑй пурри ҫинчен каласа парӑр.

5 Пирӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр Ҫут тӗнче Иеговӑн иксӗлми вӑйпа энерги пуррине кӑтартса тӑрать. (Исаия 40:26 вуласа пар.) Хальхи наукӑна ҫакӑ паллӑ: материрен энерги, энергирен матери тума пулать. Матери мӗнле майпа энерги пулса тӑнине Хӗвел, ҫӑлтӑрсенчен пӗри, кӑтартса парать. Кашни ҫеккунтра Хӗвел тӑватӑ миллион тонна яхӑн материрен хӗвел ҫути, ӑшши тата ытти йышши энерги тӑвать. Ҫӗр ҫине ҫав энергин пӗчӗк пайӗ ҫеҫ ҫитет, анчах та пирӗн планета ҫинчи пурнӑҫа тытса тӑма вӑл ҫителӗклӗ. Хӗвеле кӑна мар, ҫавӑн пекех миллиард-миллиард ҫӑлтӑра та тума, паллах ӗнтӗ, питӗ нумай энергипе вӑй кирлӗ пулнӑ. Иеговӑн ҫавсем валли энергийӗ ҫителӗклӗ ҫеҫ мар, ытлашшипех те.

6, 7. а) Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗпе тунӑ япаласенче йӗрке пур тесе мӗншӗн калама пулать? ӑ) Ҫут тӗнче ӑнсӑртран пулса кайманнине мӗн кӑтартса парать?

6 Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса тунӑ япаласенче питӗ пысӑк йӗрке пур. Эпир ҫавна хамӑр тавра пур ҫӗрте те курса тӑратпӑр. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар: сирӗн тӗрлӗ тӗслӗ мечӗк тултарнӑ ещӗк пур тейӗпӗр. Эсир ещӗке силлесе мечӗксене пӑтраштаратӑр. Унтан вӗсене пурне те урайне тӑкатӑр. Мечӗксем тӗссем тӑрӑх уйрӑлса ушкӑнӑн-ушкӑнӑн — калӑпӑр, кӑваккисем пӗр ушкӑна, саррисем тепӗр ушкӑна — пуҫтарӑнасса кӗтме пулать-ши? Ҫук ӗнтӗ! Ӗҫе йӗркелемесен, ялан тенӗ пекех, йӗрке мар, йӗркесӗрлӗх пулать. Ҫав факта ҫутҫанталӑкри тӗп закон тесе йышӑннӑ a.

7 Эпир ҫӗрле тӳпене пӑхсан мӗн куратпӑр? Галактикӑсен, ҫӑлтӑрсен, планетӑсен питӗ пысӑк тата лайӑх йӗркелесе хунӑ системине. Вӗсем пурте тӗп-тӗрӗс куҫса пыраҫҫӗ. Ҫавсем пурте ӑнсӑртран е шутласа хумасӑр тата ним йӗркелемесӗр пулса кайма пултарайман. Эппин, пирӗн Ҫут тӗнчене тата унти йӗркене тӑвас тесе чи малтан мӗнле вӑйпа усӑ курни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Эпир наука сӑнавӗсемпе тӗпчевӗсем тӑрӑх кӑна ҫав вӑй мӗнле вӑй пулнине пӗлме пултараймастпӑр. Анчах та Библирен эпир ҫавӑ Туррӑн святой сывлӑшӗ — Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ вӑй — пулнине пӗлтӗмӗр. Псалом юрлакан юрланӑ: «Ҫӳлхуҫан Сӑмахӗпе — тӳпе, Унӑн Сывлӑшӗпе ҫӳлти пӗтӗм ҫар пулса тӑнӑ» (Пс. 32:6). Ҫӗрле тӳпене пӑхнӑ чухне пирӗн куҫ ҫав ҫӑлтӑрсен «ҫарӗн» пӗчӗк пайне кӑна курма пултарать!

Святой сывлӑш тата Ҫӗр

8. Туррӑн ӗҫӗсем ҫинчен тӗрӗссипе эпир мӗн чухлӗ пӗлетпӗр?

8 Эпир ҫутҫанталӑк ҫинчен халӗ мӗн чухлӗ пӗлнине мӗн чухлӗ пӗлменнипе танлаштарсан, ҫав пӗлӳ калама ҫук пӗчӗк. Турӑ пултарнӑ япаласем ҫинчен эпир питӗ сахал пӗлетпӗр. Иов ятлӑ Турра шанчӑклӑ ҫын каланӑ: «Ку — Унӑн ӗҫӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ-ха! Эпир Ун ҫинчен питӗ сахал пӗлетпӗр» (Иов 26:14). Иов пурӑннӑранпа тепӗр темиҫе ӗмӗр иртсен, Соломон патша Иегова пултарнӑ япаласене тӗплӗн тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест» (Еккл. 3:11; 8:17).

9, 10. а) Ҫӗре тунӑ чухне Турӑ мӗнле вӑйпа усӑ курнӑ? ӑ) Малтанхи виҫӗ пултарулӑх кунӗнче пулса иртнӗ хӑш-пӗр улшӑнусем ҫинчен каласа парӑр.

9 Иегова пире хӑйӗн ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ кирлӗ вак-тӗвексем ҫинчен пӗлтернӗ. Сӑмахран, Сӑваплӑ Ҫырура Туррӑн сывлӑшӗ ҫӗр ҫинче шутласа кӑларайми ҫул хушши ӗнтӗ ӗҫ туса тӑнӑ тесе каланӑ. (Пултарни 1:2 вуласа пар.) Вӑл вӑхӑтра ҫӗр ҫинче типӗ вырӑн та, ҫутӑ та пулман, сывлама юрӑхлӑ сывлӑш та пулман пулас.

10 Малалла Библи Турӑ темиҫе пултарулӑх кунӗнче мӗн-мӗн тунине каласа парать. Ҫав кунсем — 24 сехетлӗ кунсем мар, чылая пыракан тапхӑрсем. Пӗрремӗш пултарулӑх кунӗнче Иегова ҫӗр ҫийӗ ҫине ҫутӑ ҫутатса тӑмалла тунӑ. Ҫав ӗҫ каярахпа, хӗвелпе уйӑх ҫӗр ҫинчен курӑнма пуҫласан, вӗҫленнӗ (Пулт. 1:3, 14). Иккӗмӗш кунӗнче атмосфера йӗркеленме пуҫланӑ (Пулт. 1:6). Ҫапла вара ҫӗр ҫинче шыв, ҫутӑ тата сывлӑш пулса тӑнӑ, анчах та типӗ вырӑн пулман-ха. Виҫҫӗмӗш пултарулӑх кунӗн пуҫламӑшӗнче Иегова типӗ вырӑн тӑвас тесе хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курнӑ. Вӑл пӗтӗм ҫӗре хупласа тӑракан океанран континентсем тухчӗр тесе ҫӗр ҫинчи хӑватлӑ геологи вӑйӗсене хускатма пуҫланӑ пулас (Пулт. 1:9). Виҫҫӗмӗш кунӗнче, ун хыҫҫӑнхи пултарулӑх тапхӑрӗсенчи пекех, тата ытти тӗлӗнмелле улшӑнусем пулса иртнӗ.

Святой сывлӑш тата чӗрӗ ҫутҫанталӑк

11. Чӗрӗ ҫутҫанталӑкра кӑткӑслӑх, симметри тата илемлӗх пурри мӗн ҫинчен калать?

11 Туррӑн святой сывлӑшӗ питӗ кӑткӑс чӗрӗ организмсене те туса кӑларнӑ. Святой сывлӑш витӗм кӳнине пула виҫҫӗмӗш пултарулӑх кунӗнчен пуҫласа улттӑмӗш кунӗ таран Турӑ тӗрлӗрен те тӗрлӗ ӳсентӑранпа чӗрчуна пултарнӑ (Пулт. 1:11, 20—25). Чӗрӗ ҫутҫанталӑкри кӑткӑслӑха, симметрие тата илемлӗхе кӑтартса тӑракан тӗслӗхсене шутласа кӑларма ҫук. Вӗсем пурте хӑйсене калама ҫук пысӑк пултарулӑхпа тунине кӑтартса тӑраҫҫӗ.

12. а) ДНК мӗнле ӗҫ туса тӑрать? ӑ) ДНК хӑйӗн ӗҫне малалла та ӑнӑҫлӑ туса тӑни мӗн кӑтартса парать?

12 Айтӑр ДНК (дезоксирибонуклеин кислотине) пӑхса тухар. Ӑна пула организмсен паллӑ уйрӑмлӑхӗсем йӑхран йӑха куҫса пыраҫҫӗ. Мӗн чӗрри пур ҫӗр ҫинче, ҫавсем пурте — микробсем, курӑк, сӑлансем, кӑвак китсем тата ҫынсем — ӗрченӗ-хунанӑ чухне ДНКпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи чӗрӗ чунсем пӗр-пӗринчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулин те, йӑхран йӑха куҫакан паллӑ уйрӑмлӑхсене тӗрӗслесе тӑракан код улшӑнмасть. Ҫавна пула чӗрӗ чунсен тӗп тӗсӗ-ушкӑнӗсем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ӗмӗрсем хушши улшӑнмасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫавӑнпа та, Иегова Турӑ шутласа хунипе килӗшӳллӗн, ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ йышши организмсем, ҫутҫанталӑкӑн кӑткӑс ҫыхӑнӑвӗсенче, малалла та хӑйсен ӗҫне туса тӑраҫҫӗ (Пс. 138:16). Ҫав питӗ ӑнӑҫлӑ та йӗркелесе хунӑ механизм ҫакна кӑтартса парать: пур пултарнӑ япала — Туррӑн «алли», е унӑн святой сывлӑшӗ, тунӑ ӗҫӗ.

Ҫӗр ҫинче пултарнисенчен чи чапли

13. Турӑ ҫынна мӗнле пултарнӑ?

13 Калама ҫук нумай вӑхӑт иртнӗ. Турӑ чӗрӗ тата чӗрӗ мар япаласем пултарнӑ, ҫавӑнпа та ҫӗр пирки унӑн «сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те пулман» тесе тек калама пултарайман. Анчах та Иегова хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса ӗҫ тума пӑрахман-ха. Вӑл ҫӗр ҫинче пултарнисенчен чи чаплине тума шут тытнӑ. Улттӑмӗш кун вӗҫӗнче Турӑ ҫынна пултарнӑ. Иегова ҫавна мӗнле тунӑ? Святой сывлӑшпа тата ҫӗр ҫинчи хими элеменчӗсемпе усӑ курса (Пулт. 2:7).

14. Чӗрчунсемпе танлаштарсан, этемӗн мӗнле кирлӗ уйрӑмлӑх пур?

14 Пултарни 1:27-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ вара хӑй сӑнарлӑ этем пултарнӑ, ӑна Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ; вӗсене арҫыннине, хӗрарӑмне пултарнӑ». Пире Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ, ҫакӑ вара Иегова пире тунӑ чухне пултарулӑхсем панине пӗлтерет, ҫавна пула эпир суйласа илме, юрату кӑтартма, ҫитменнине тата хамӑра Пултараканпа хутшӑнусем аталантарма пултаратпӑр. Эппин, пирӗн пуҫ мими чӗрчунсен пуҫ миминчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать. Иегова этемӗн пуҫ мимине, пирӗн Ун ҫинчен тата Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен ӗмӗр-ӗмӗрӗпе савӑнса пӗлсе тӑмалла пултӑр тесе, тунӑ.

15. Адампа Евӑн мӗнле пуласлӑх пулма пултарнӑ?

15 Этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнче, Турӑ пӗтӗм ҫӗре тата унти мӗнпур илеме Адампа Евӑна, вӗсем ӑна тӗпчеччӗр тата ун ҫине пӑхса савӑнччӑр тесе, панӑ (Пулт. 1:28). Иегова вӗсене нумай апат-ҫимӗҫ тата рай пек кил панӑ. Вӗсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тата миллиард-миллиард пӗр ҫитменлӗхсӗр ӑрӑвӗн юратнӑ ашшӗпе амӑшӗ пулма май пулнӑ. Анчах пачах урӑхла пулса тухнӑ.

Святой сывлӑш пӗлтерӗшне йышӑнӑр

16. Чи малтанхи ҫынсем пӑлхав ҫӗкленине пӑхмасӑрах пирӗн мӗнле шанчӑк пур?

16 Пархатарлӑ пулса хӑйсене Пултаракана пӑхӑнса тӑрас вырӑнне, Адампа Ева хӑйсем ҫинчен кӑна шухӑшланӑ та Ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Ҫавна пула вӗсен ҫитменлӗхлӗ пӗтӗм ӑрӑвӗ асап курнӑ. Анчах та Библире пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ ҫылӑх ҫулне суйласа илнине пула сиксе тухнӑ пур сиене те Турӑ мӗнле пӗтересси ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Сӑваплӑ Ҫыру Иегова хӑй чи малтан мӗн шутласа хунине пурнӑҫлассине те кӑтартса парать. Ҫӗр рай пулса тӑрӗ те унта телейлӗ тата ҫирӗп сывлӑхлӑ ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпе савӑнса пурӑнӗҫ (Пулт. 3:15). Ҫав телейлӗ шанчӑка ӗненме пӑрахас мар тесен, пире Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшни кирлӗ.

17. Мӗнле шухӑшсенчен пирӗн пӑрӑнмалла?

17 Иегова пире святой сывлӑш патӑр тесе пирӗн ӑна кӗлӗ тумалла (Лука 11:13). Ҫакӑ пире пур пултарнӑ япала та Туррӑн алли тунӑ ӗҫ пулнине хытӑрах та хытӑрах ӗненме пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра нимпе те ҫирӗплетсе паман суя шухӑшсем ҫинче никӗсленсе тӑракан атеистсен тата эволюционистсен пропоганди анлӑ сарӑлса пырать. Ҫавӑн пек тӗрӗс мар шухӑшсен юхӑмне хамӑра хӑратма е аптратса ӳкерме памалла мар. Пур христианинӑн та ҫавӑн пек тапӑннине тата ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑма хатӗрленмелле. (Колоссӑ 2:8 вуласа пар.)

18. Ҫут тӗнчепе этемлӗх мӗнле пулса кайни ҫинчен шухӑшланӑ май, мӗншӗн Пултаракан пулман тесе калани тӗрӗс мар?

18 Тӗнчене пултарнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене хамӑра хамӑр улталамасӑр тӗпчетпӗр пулсан, Библие тата Турра ӗненесси пирӗн ҫирӗпленетех. Нумайӑшӗ Ҫут тӗнчепе этемлӗх мӗнле пулса кайни ҫинчен шухӑшланӑ май, Ҫут тӗнче пулса кайнинче наука ӑнлантарса пама пултарайман вӑй хутшӑнма пултарнине сирсе ярасшӑн. Ҫавӑн пек шухӑшлама пуҫларӑмӑр пулсан, эпир пур ҫирӗплетӗве тӗрӗс пӑхса тухма пултарайман пулӑттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, шутласа кӑларма ҫук пултарнӑ япаласенче йӗркепе тӗллев уҫҫӑн курӑнса тӑнине эпир шута илмен пулӑттӑмӑр (Иов 9:10; Пс. 103:25). Эпир, христиансем пулнӑ май, ҫакна ҫирӗп ӗненетпӗр: тӗнчене пултарнӑ чухне усӑ курнӑ вӑй вӑл — Иегова ярса тӑракан святой сывлӑш.

Святой сывлӑш тата эпир Турра ӗненни

19. Турӑ чӑнах та пуррине тата унӑн святой сывлӑшӗ ӗҫлесе тӑнине сире мӗн ӗнентерет?

19 Турра ӗненес, ҫавӑн пекех ӑна юратас тата чунтан хисеплес тесен, пултарнӑ япаласем ҫинчен пурне те пӗлни кирлӗ мар. Пӗр-пӗр ҫын пирки мӗн те пулин пӗлни пире унпа туслӑ пулма памасть. Анчах та туссем хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесен, вӗсен пӗр-пӗрне питӗ лайӑх пӗлмелле. Эпир Турра ӗненни пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир ун ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлӗпӗр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӑна ӗненӗпӗр. Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав парса тӑнине тата унӑн принципӗсене хамӑр пурнӑҫра тытса пыни усӑ панине курса тӑратпӑр пулсан, Вӑл чӑнах та пуррине ӗненме пуҫлатпӑр. Иегова пире ертсе пынине, хӳтӗленине, уншӑн ӗҫлес тесе вӑй хунине пилленине тата пире мӗн кирлипе тивӗҫтернине ытларах та ытларах курнӑҫемӗн эпир Унпа ҫывӑхланнӑҫемӗн ҫывӑхланса пыратпӑр. Ҫавсем пурте Турӑ пуррине тата унӑн святой сывлӑшӗ ӗҫлесе тӑнине тӗплӗн ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

20. а) Мӗншӗн Турӑ Ҫут тӗнчене тата ҫынна пултарнӑ? ӑ) Туррӑн сывлӑшне хамӑра ертсе пыма малалла та ирӗк паратпӑр пулсан, эпир мӗнле чыса тивӗҫлӗ пулӑпӑр?

20 Библи — Иегова хӑйӗн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗпе мӗнле усӑ курнине кӑтартакан чаплӑ тӗслӗх, вӗт ӑна ҫыракансем «Таса [святой] Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ» (2 Пет. 1:21). Библие тӗплӗн вӗренни Турӑ пурне те Пултаракан пулнине хытӑрах та хытӑрах ӗненме пулӑшӗ (Ӳлӗм. 4:11). Иегова хӑйӗн чаплӑ енне — юратӑва — кӑтартас тесе Пултаракан пулса тӑнӑ (1 Иоан. 4:8). Ҫавӑнпа та ыттисене пирӗн юратакан ҫӳлти Аттемӗр тата Тус ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвар. Хамӑр пирки вара мӗн калама пулать? Эпир хамӑра Туррӑн сывлӑшне ертсе пыма паратпӑр пулсан, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе Иегова ҫинчен пӗлсе пырас чыса тивӗҫлӗ пулӑпӑр (Гал. 5:16, 25). Пирӗнтен кашнийӗ Иеговӑпа унӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен малалла та вӗренсе пытӑр. Турӑ тӳпене, ҫӗре тата этемлӗхе пултарас тесе хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курнӑ чухне кӑтартнӑ виҫесӗр юратӑвне, айтӑр хамӑр пурнӑҫра та кӑтартса тӑрар.

[Сноска]

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

• Святой сывлӑш ҫинчен эпир тӳпепе ҫӗртен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

• Пире Турӑ евӗрлӗ пултарнӑран пирӗн мӗнле пултарулӑхсем пур?

• Тӗнчене пултарни ҫинчен калакан ҫирӗплетӳсене пирӗн мӗншӗн тӗпчемелле?

• Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем мӗнле ҫирӗпленме пултараҫҫӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]