Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Тӳрӗлӗхе пӗтӗм чӗререн юратӑр

Тӳрӗлӗхе пӗтӗм чӗререн юратӑр

Тӳрӗлӗхе пӗтӗм чӗререн юратӑр

«Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн» (ПС. 44:8).

1. «Тӳрӗлӗх ҫулӗпе» пыма пире мӗн пулӑшӗ?

 ХӐЙӖН Сӑмахӗпе святой сывлӑшӗ урлӑ Иегова хӑйӗн халӑхне «тӳрӗлӗх ҫулӗпе» ертсе пырать (Пс. 22:3). Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑран пирӗн тӳрӗлӗх ҫулӗнчен пӑрӑнасси пур. Ҫав ҫул ҫине таврӑнас тесен ҫине тӑрса вӑй хумалла. Ҫавна тунӑ чухне ӑнӑҫлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ? Иисус пекех пирӗн мӗн тӗрӗс, ҫавна юратмалла. (Псалом 44:8 вуласа пар.)

2. «Тӳрӗлӗх ҫулӗпе» пырасси мӗне пӗлтерет?

2 «Тӳрӗлӗх ҫулӗпе» пырасси мӗне пӗлтерет? Ҫакӑ вӑл Иегова хунӑ тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑмаллине пӗлтерет. Еврей тата грек чӗлхинче «тӳрӗлӗх» текен сӑмах «мӗн ултавсӑр, тӗрӗс», ҫавна пӗлтерет, ҫавӑн пекех ун шутне нравственность принципӗсене ҫирӗп тытса тӑни кӗрет. Иегова пирки «тӳрӗлӗх ҫурчӗ» тесе каланӑран, унӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен каймалли тӗрӗс ҫула тупас тесе Унран ыйтаҫҫӗ (Иер. 50:7).

3. Туррӑн тӳрӗлӗхӗ ҫинчен нумайрах эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

3 Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнас тесе пӗтӗм чӗререн тӑрӑшатпӑр пулсан кӑна Ӑна пур тӗлӗшрен те юрӑхлӑ пулма пултаратпӑр (Сакк. аст. 32:4). Ҫавна тӑвас тесе чи малтан Иегова Турӑ пирки унӑн Сӑмахӗнчен, Библирен, ытларах та ытларах пӗлсе пымалла. Мӗн чухлӗ нумайрах ун ҫинчен пӗлсе унпа кунсерен ҫывӑхланса пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир унӑн тӳрӗлӗхне юратма пуҫлӑпӑр (Иак. 4:8). Пурнӑҫра кирлӗ йышӑнусем тунӑ чухне вара пирӗн ҫавна Туррӑн Сӑмахӗнчи принципсем тӑрӑх тумалла.

Туррӑн тӳрӗлӗхне шырӑр

4. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырамалла тени мӗне пӗлтерет?

4 Матфей 6:33 вуласа пар a. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырасси вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳресси кӑна мар. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ Иеговӑна юрӑхлӑ пултӑр тесен, пирӗн хамӑра кулленхи пурнӑҫра унӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан нормисемпе килӗшӳллӗ тытмалла. Иеговӑн тӳрӗлӗхне шыракансен пурин те мӗн тумалла? Вӗсен «тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем» пулмалла (Эф. 4:24).

5. Пусӑрӑнчӑк кӑмӑла ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшать?

5 Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшнӑ май эпир хӑш-пӗр чухне хамӑр ҫитменлӗхсене пула кулянма пултаратпӑр. Хамӑра халран яракан кӑмӑл-туйӑма ҫӗнтермешкӗн, ҫавӑн пекех тӳрӗлӗхе юратма вӗренмешкӗн тата хамӑра тӳрӗ тытмашкӑн пире мӗн пулӑшма пултарать? (Ытар. 24:10.) Пирӗн «таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе» Иеговӑна ялан кӗлӗ тумалла (Евр. 10:19—22). Пирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та — пӗлӗтре пурӑнмалли-и е ҫӗр ҫинче — эпир пурте Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине тата вӑл Аслӑ Священник пулса ӗҫлени пире усӑ панине ӗненетпӗр (Рим 5:8; Евр. 4:14—16). Иисус тӑкнӑ юн питӗ витӗмлӗ пулнине ҫак журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗнчех палӑртнӑ пулнӑ (1 Иоан. 1:6, 7). Унта каланӑ: «Хӗп-хӗрлӗ е йӑмӑх хӗрлӗ тӗслӗ япала ҫине ҫутӑ ҫӗрте хӗрлӗ кантӑк витӗр пӑхсан, ҫав япала шурӑ тӗслӗ пек курӑнать; пирӗн ҫылӑхсемпе те ҫавнашкалах: вӗсем хӗп-хӗрлӗ е йӑмӑх хӗрлӗ пулсан та, эпир вӗсем ҫине Туррӑн куҫӗпе пӑхатпӑр пулсан — вӑл вара вӗсем ҫине Христос юнӗ витӗр пӑхать — вӗсем шурӑ тӗслӗ курӑнаҫҫӗ» (1879 ҫулхи июль, 6-мӗш страница, акӑл.). Иегова хӑйӗн хаклӑ Ывӑлне пире тӳлесе илме пани мӗн тери паха! (Ис. 1:18.)

Турӑ пире панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене тӗрӗслесе тӑрӑр

6. Турӑ пире панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене тӗрӗслени мӗншӗн питӗ кирлӗ?

6 «Тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне» пирӗн яланах тӑхӑнса ҫӳремелле. Ҫавӑ Турӑ панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсен питӗ кирлӗ пайӗ (Эф. 6:11, 14). Эпир хамӑра Иеговӑна халалланӑранпа нумаях мар вӑхӑт иртнӗ е сӑваплӑ ӗҫе вуншар ҫул хушши туса тӑратпӑр, Турӑ пире панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене пирӗн кашни кунах тӗрӗслесе тӑмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Шуйттанпа унӑн демонӗсене ҫӗр таврашне сирпӗтсе антарнӑ (Ӳлӗм. 12:7—12). Сатана хаярлӑхпа тулса ҫитнӗрен ниҫта кайса кӗреймест тата вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл Туррӑн халӑхӗ ҫине хытӑрах та хытӑрах тапӑнать. «Тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне» яланах тӑхӑнса ҫӳреме кирлине эпир ӑнланатпӑр-и?

7. «Тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне» тӑхӑнса ҫӳреме питӗ кирлине ӑнланатпӑр пулсан, эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр?

7 Ҫапса витерме ҫук, е тимӗр, тумтир чӗрене хӳтӗлет. Эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑран, пирӗн сӑнарлӑ чӗре ултавлӑ тата пӑсӑк, урӑхла каласан ӑссӑрла хӑтланма хӗтӗртет (Иер. 17:9). Вӑл пире япӑх ӗҫсем тума тӗксе тӑнӑран, ӑна вӗрентмелле тата пӑхӑнтармалла (Пулт. 8:21). «Тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне» тӑхӑнса ҫӳреме питӗ кирлине ӑнланатпӑр пулсан, эпир ӑна — Турӑ курайман вӑйӑ-кулӑ суйласа илнипе тата аскӑнлӑх ҫинчен шухӑшланипе — вӑхӑтлӑха та хывмӑпӑр. Ҫавӑн пекех телевизор умӗнче чылайччен ларса хамӑрӑн хаклӑ вӑхӑта сая ямӑпӑр. Ун вырӑнне эпир Иеговӑна юрӑхлӑ тӑрса юлас тесе малалла та кӗрешӗпӗр. Тӗрӗс мар шухӑшланӑран тата тӗрӗс мар ӗҫсем тунӑран эпир хӑш-пӗр чухне такӑнма пултаратпӑр пулин те, эпир парӑнмастпӑр. Иегова пулӑшнипе каллех тӑма пултаратпӑр. (Ытарӑшсем 24:16 вуласа пар.)

8. Мӗншӗн пире «ӗненӗвӗн хулканӗ» кирлӗ?

8 Турӑ пире панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсем шутне «ӗненӗвӗн хулканӗ» кӗрет. Унпа эпир «шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те» сӳнтеретпӗр (Эф. 6:16). Ӗненӳ тата Иеговӑна чунтан юратни вара пире хамӑра тӗрӗс тытма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинче тӑрса юлма пулӑшать. Иеговӑна юратасси мӗн чухлӗ нумайрах ӳссе пырать, ҫавӑн чухлӗ ытларах унӑн тӳрӗлӗхне хаклӑпӑр. Хамӑр совесть пирки вара мӗн калама пулать? Тӳрӗлӗхе юратас тесе вӑй хунинче вӑл пире мӗнле пулӑшса тӑрать?

Совеҫе таса упрӑр

9. Совеҫе таса упрани пире мӗнле пулӑшать?

9 Шыва кӗнипе эпир Иеговӑран «таса чун-чӗре [«совесть», ҪТ]» ыйтнӑ (1 Пет. 3:21). Тӳлесе илнине ӗненнӗрен, Иисусӑн юнне пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ, вара эпир Турӑпа ҫывӑхланма пултаратпӑр. Ҫӑлӑнӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесен, совеҫе пирӗн таса упрамалла. Хӑш-пӗр чухне совесть пире мӗн те пулин тунӑшӑн айӑплать е мӗн пирки те пулин асӑрхаттарать пулсан, ҫакӑ вӑл лайӑх ӗҫленине кӑтартать. Совесть мӗн каланине илтетпӗр пулсан, эппин, вӑл чулланса ларман тата унчченхи пекех пире Иеговӑн тӳрӗлӗх ҫулӗсем ҫинчен аса илтерсе тӑрать (1 Тим. 4:2). Анчах та совесть тӳрӗлӗхе юратас текенсене урӑх енчен те пулӑшать.

10, 11. а) Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫе итлесе тӑни мӗншӗн кирлине кӑтартакан тӗслӗх ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Тӳрӗлӗхе юратни мӗншӗн пире питӗ савӑнтарать?

10 Хамӑра тӗрӗс мар тытнӑ чухне совесть пире айӑплать е асаплантарать. Пӗр ҫамрӑк «тӳрӗлӗх ҫулӗнчен» аташса кайнӑ пулнӑ. Вӑл порнографи пӑхма тата марихуана туртма пуҫланӑ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренӗ чухне ӑна намӑс пулнӑ, ырӑ хыпар сарнӑ чухне вара вӑл хӑйне икӗ питлӗ ҫын пек туйнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл христиансем тӑвакан ҫав ӗҫсене хутшӑнма пӑрахнӑ. «Анчах та — каласа парать ҫав ҫамрӑк,— эпӗ совесть мана канӑҫ парас ҫуккине пӗлмен». Вӑл татах калать: «Манӑн ӑссӑрлӑх тӑватӑ ҫула яхӑн тӑсӑлчӗ». Унтан ҫав ҫамрӑк чӑнлӑха таврӑнас пирки шухӑшлама пуҫланӑ. Хӑйӗн кӗллине итлессе шанмасӑрах вӑл пурпӗрех Иеговӑна кӗлӗ тунӑ та каҫару ыйтнӑ. Пӗр вунӑ минут та иртеймен, ун патне амӑшӗ кӗнӗ. Амӑшӗ ӑна тӗлпулусене каллех ҫӳреме пуҫла тесе йӑлӑннӑ. Вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Залне кайнӑ та старейшинӑна хӑйӗнпе Библи вӗренме ыйтнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ҫамрӑк шыва кӗнӗ. Вӑл Иеговӑна хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑшӑн питӗ пархатарлӑ.

11 Хамӑра тӗрӗс тытнӑ чухне эпир пысӑк савӑнӑҫпа савӑнмастпӑр-и-мӗн? Тӳрӗлӗхе юратма вӗренсе пынӑҫемӗн тата тӳрӗлӗх ҫулӗпе тӗрӗсрех те тӗрӗсрех утнӑҫемӗн, эпир хамӑр ҫӳлти Аттемӗре юраса пурӑнас енчен нумайрах та нумайрах савӑнӑҫ тупӑпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: кӗҫех ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитет, ун чухне вара совесть ҫынсене ырӑ туйӑмсем кӑна парса тӑрӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, Турӑ евӗрлӗ пултарнӑскерсем, Унӑн лайӑх енӗсене пур тӗлӗшрен те пӗр кӑлтӑксӑр кӑтартса тӑрӗҫ. Ҫавӑнпа та хамӑр чӗрере тӳрӗлӗхе чунтан юратассине аталантарса тӑрар та Иеговӑна савӑнтарар (Ытар. 23:15, 16).

12, 13. Совеҫе мӗнле вӗрентмелле?

12 Совеҫе мӗнле вӗрентме пулать? Библие тата ун тӑрӑх хатӗрленӗ публикацисене вӗреннӗ чухне ҫакна асра тытни кирлӗ: «тӳрӗ ҫын чӗри мӗнле хуравламаллине вӗрентет [«шухӑшлать», ҪТ]» (Ытар. 15:28). Ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса панӑ чухне ҫакӑ мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Мӗнле те пулин ӗҫ Библире мӗн тума хушнине хирӗҫле пулни уҫҫӑн курӑнать пулсан, пирӗнтен нумайӑшӗ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура панӑ ӳкӗтсене тӳрех тытса тӑма пуҫлӗ. Анчах та пурне те ӑнлансах каймастпӑр пулсан, пирӗн ҫав ӗҫпе ҫыхӑннӑ Библири принципсене тупса вӗсем ҫинчен кӗлӗ туса шухӑшламалла b. Ҫавӑн шутне, сӑмахран, ҫак принцип кӗрет: пирӗн ыттисен совеҫне амантмалла мар (1 Кор. 10:31—33). Пуринчен ытла пире Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ принципсем интереслентермелле. Эпир Иегова чӑнах та пур тесе ӗненетпӗр пулсан, чи малтан эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйту парӑпӑр: «Ҫав ӗҫе тума килӗшнипе эпӗ Иеговӑна кӳрентермӗп-ши тата хурлантармӑп-ши?» (Пс. 77:40, 41).

13 «Хурал башнине» е пухура Библи вӗренессине хатӗрленнӗ чухне пӑхса тухмалли материал ҫинчен шухӑшлама кирлине асра тытмалла. Ҫырса хунӑ ыйтӑвӑн хуравӗсене тупса аялтан хӑвӑртрах туртса хурас та тӳрех тепӗр абзаца куҫас йӑла ҫук-ши пирӗн? Ҫавӑн пек хатӗрленни пире тӳрӗлӗхе хытӑрах юратма тата совеҫе лайӑх туякан тума памӗ пуль. Тӳрӗлӗхе чӑннипех юратас тесен пирӗн Туррӑн Сӑмахне тӑрӑшса вӗренмелле те мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Тӳрӗлӗхе пӗтӗм чӗререн юратма вӗренмелли ҫӑмӑл май ҫук!

Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунатпӑр

14. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ тӗлӗшӗнчен Иегова Турӑпа Иисус Христос пире мӗн сунаҫҫӗ?

14 Иегова Турӑпа Иисус Христос пире сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне телейлӗ тӑвасшӑн. Телейлӗ пулма мӗн пулӑшӗ? Тӳрӗлӗхе юратни! Ту ҫинче каланӑ проповедьре Иисус ҫакна палӑртнӑ: «Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ» (Матф. 5:6). Тӳрӗлӗхе юратма тӑрӑшакансемшӗн ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

15, 16. Тӳрӗлӗхе юратакансен Турӑпа ҫывӑхланасшӑн ҫунакан кӑмӑлне мӗнле майпа ҫырлахтарӗҫ?

15 Эпир пурӑнакан тӗнчене Усал хӑйӗн аллинче тытса тӑрать (1 Иоан. 5:19). Пур ҫӗршывра тухса тӑракан хаҫатсене пӑхсан, эпир ҫӗр ҫинче пур ҫӗрте те халӗ нихҫан пулман хаярлӑхпа пусмӑрлӑх анлӑ сарӑлни ҫинчен калакан хыпарсем куратпӑр. Ҫынсем пӗр-пӗринпе чунсӑрла хӑтланни тӳрӗ ҫынсене питӗ хумхантарать (Еккл. 8:9). Эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа кам тӳрӗлӗхе вӗренес тет, ҫавсен Турӑпа ҫывӑхланасшӑн ҫунакан кӑмӑлне Вӑл кӑна ҫырлахтарма пултарнине пӗлетпӗр. Кӗҫех йӗркесӗр ҫынсене тӗп тӑвӗҫ. Вара тӳрӗлӗхе юратакансем саккуна пӑсакансенчен тата вӗсен усал ӗҫӗсенчен тек асап курмӗҫ (2 Пет. 2:7, 8). Мӗн тери ҫӑмӑл пулӗ ун чухне!

16 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тата Иисус Христосӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май эпир ҫакна ӑнланатпӑр: тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем пурте «тӑранӗҫ». Турӑ «тӳрӗлӗх вырӑнаҫ[нӑ]» ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр йӗркелесен, вӗсене мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерӗҫ (2 Пет. 3:13). Ҫавӑнпа та ҫак Сатанан тӗнчинче пусмӑрлӑхпа хаярлӑх тӳрӗлӗхе путарсах пынӑшӑн хуйха ӳкер мар е аптраса тӑрар мар (Еккл. 5:8). Иегова, Ҫӳлти Турӑ, пурне те курса тӑрать тата тӳрӗлӗхе юратакансене пурне те кӗҫех хӑтарӗ.

Тӳрӗлӗхе юратни пире усӑ парать

17. Тӳрӗлӗхе юратни хӑш-хӑш енчен усӑ парать?

17 Псалом 145:8-мӗш сӑвӑ йӗрки тӳрӗлӗх ҫулӗпе пыни ҫав тери усӑллӑ пулнине уҫҫӑн кӑтартса парать. Псалом юрлакан юрланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынсене юратать». Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Ҫут тӗнчен Аслӑ Патши пире, эпир тӳрӗлӗхе юратнӑшӑн, юратать! Иеговӑн юратӑвне пула эпир Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсене малалла та хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр пулсан, вӑл пирӗншӗн тӑрӑшасса ҫирӗп шанатпӑр. (Псалом 36:25; Ытарӑшсем 10:3 вуласа пар.) Юлашкинчен вара тӳрӗлӗхе юратакан ҫынсем ҫӗре еткерлӗхе илӗҫ (Ытар. 13:23). Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ тӳрӗлӗхе тытса пурӑннӑшӑн ҫӗр ҫинчи илемлӗ райри сӑмахпа каласа пама ҫук савӑнӑҫпа ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ. Туррӑн тӳрӗлӗхне юратакансем хальхи вӑхӑтрах чун канӑҫлӑхне илеҫҫӗ, ҫакӑ вара ҫемьере те, пухура та мирлӗ пурӑнма парать (Флп. 4:6, 7).

18. Иеговӑн кунне кӗтнӗ май пирӗн малалла та мӗн туса тӑмалла?

18 Иеговӑн аслӑ кунне кӗтнӗ май пирӗн унӑн тӳрӗлӗхне малалла та шырамалла (Соф. 2:2, 3). Ҫавӑнпа та айтӑр Иегова Туррӑн тӗрӗслӗх ҫулне чӗререн юратар. Ҫавна тӑвас тесен «тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирӗ» пирӗн кӑкӑр ҫинче ҫирӗп ҫакӑнса тӑмалла та пирӗн сӑнарлӑ чӗрене шанчӑклӑ хӳтӗлемелле. Совеҫе те пирӗн таса упрамалла. Ҫакӑ пире хамӑра та, хамӑр Туррӑн чӗрине те савӑнтарӗ (Ытар. 27:11).

19. Мӗн тума пирӗн ҫирӗп шут тытмалла тата тепӗр статьяра мӗн пирки сӑмах пырӗ?

19 «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать» (2 Ҫулс. 16:9). Ҫак канӑҫсӑр тӗнчере пӑтрану, пусмӑрлӑх тата йӗркесӗрлӗх ӳссе пынине пӑхмасӑрах пире, тӗрӗс тума тӑрӑшакансене, ҫав сӑмахсем калама ҫук йӑпатаҫҫӗ! Чӑнах та, пирӗн тӳрӗлӗх ҫулӗ Турӑран ютшӑннӑ ҫынсене тӗлӗнтерме те пултарать. Анчах та Иеговӑн тӳрӗлӗхне тытса пынипе эпир питӗ нумай пиллӗх илетпӗр (Ис. 48:17; 1 Пет. 4:4). Ҫавӑнпа та айтӑр тӳрӗлӗхе пӗтӗм чӗререн юратнинче тата тӳрӗ ӗҫсем тунинче малалла та савӑнӑҫ тупас тесе ҫирӗп шут тытар. Анчах та пӗтӗм чӗререн туса тӑрас тесен йӗркесӗрлӗхе те курайми пулмалла. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Ҫавна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

[Сноскӑсем]

a Матфей 6:33 («Ҫӗнӗ Халал»): «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ».

b Ӗҫпе ҫыхӑннӑ Библи принципӗсем ҫинчен ытларах 1999 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (выр.) журналта, 28—30-мӗш страницӑсенче тупма пулать.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Тӳрӗлӗхе юратас тесен мӗншӗн тӳлесе илнине хакламалла?

• Мӗншӗн «тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтир- не» тӑхӑнса ҫӳрени питӗ кирлӗ?

• Совеҫе мӗнле вӗрентмелле?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]