Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеремия пек сыхӑ тӑрӑр

Иеремия пек сыхӑ тӑрӑр

Иеремия пек сыхӑ тӑрӑр

«Эпӗ [Иегова]... тӗлӗрместӗп [е сыхӑ тӑратӑп], Хамӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫа килтеретӗп» (ИЕР. 1:12).

1, 2. Иегова сыхӑ тӑнине мӗншӗн миндаль йывӑҫӗпе танлаштарнӑ?

 ЛИВАНРИ тата Израильти сӑртсем ҫинче чи малтан чечеке ларакан йывӑҫсенчен пӗри — миндаль. Унӑн шупка кӗрен тата шурӑ чечекӗсем январь вӗҫӗнчех е февраль пуҫламӑшӗнче ҫурӑлма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав йывӑҫӑн ячӗ авалхи еврей чӗлхинче «вӑранаканскер» тенине пӗлтерет.

2 Иегова Иеремийӑна хӑйӗн пророкӗ пулма лартнӑ чухне пӗр питӗ кирлӗ чӑнлӑха палӑртас тесе миндаль йывӑҫӗн ҫав уйрӑмлӑхӗпе усӑ курнӑ. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче пророк курӑнура миндаль тураттине курнӑ. Ҫавӑ мӗне пӗлтернӗ? Иегова ӑна ӑнлантарнӑ: «Эпӗ те тӗлӗрместӗп [е сыхӑ тӑратӑп], Хамӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫа килтеретӗп» (Иер. 1:11, 12). Миндаль ирех вӑраннӑ пекех, Иегова пуласлӑхра хӑй мӗн тӑвасси ҫинчен ҫынсене ирех, е малтанах, каласа хунӑ. Итлеменни хӑйӗн халӑхне мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен асӑрхаттарма вӑл ӗлӗк хӑйӗн пророкӗсене ярса тӑнӑ (Иер. 7:25). Хӑйӗн пророкла каланӑ сӑмахӗсем пурнӑҫланичченех вӑл сыхӑ тӑнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта, шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Иуда халӑхне Иегова суд тунӑ.

3. Иегова пирки эпир мӗне ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

3 Паянхи кун та Иегова сыхӑ тӑрать; хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлассине вӑл тимлӗ сӑнаса тӑрать. Вӑл хӑйӗн сӑмахне тытманни пулма пултараймасть. Турӑ хӑйӗн сӑмахӗ ҫине ҫапла пӑхни сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурнӑҫлас тесе халӗ те, 2011-мӗш ҫулта та, сыхӑ тӑнине эсир ӗненетӗр-и? Иеговӑн шанчӑка тивӗҫлӗ сӑмах панисем пирки сирӗн мӗнле те пулин иккӗленӳ пур пулсан, халӗ, вӑхӑт пур чухне, ыйхӑран вӑранмалла — Турӑ ӗҫне тӑвас енчен ҫывӑрмалла мар (Рим 13:11). Иеговӑн пророкӗ пулнӑ май Иеремия сыхӑ тӑнӑ. Туррӑн ӗҫне тунӑ чухне Иеремия мӗнле тата мӗншӗн сыхӑ тӑнине пӑхса тухни пире Иегова хушса панӑ ӗҫе малалла мӗнле туса тӑмаллине курма пулӑшӗ.

Васкавлӑ хыпар

4. Иеговӑн хыпарне пӗлтерме Иеремийӑна мӗншӗн йывӑр пулнӑ тата мӗншӗн унӑн ҫав ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалла пулнӑ?

4 Иегова Иеремийӑна хуралҫӑ пулма лартнӑ чухне вӑл 25 ҫула ҫитсе пыракан ҫын пулнӑ пулас (Иер. 1:1, 2). Вӑл хӑйне арҫын ача пек туйнӑ, халӑхӑн старейшинисемпе, ҫамрӑках мар тата влаҫа тытса тӑракан арҫынсемпе, калаҫма пачах пултараймастӑп тесе шутланӑ (Иер. 1:6). Унӑн питӗ хытӑ питлемелле тата хаяр приговорсем ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ, уйрӑмах священниксене, суя пророксене тата пуҫлӑхсене, ҫавӑн пекех кам «хӑйӗн ҫулӗпе» пырассине суйласа илнӗ тата «ӗмӗрӗпех аташать», ҫавсене (Иер. 6:13; 8:5, 6). Соломон патша туса лартнӑ чаплӑ храмӑн, тӑватҫӗр ҫула яхӑн Турра тӗрӗс пуҫҫапмалли тӗп вырӑн пулнӑскерӗн, тӗп пулмалла пулнӑ. Иерусалимпа Иудӑн пушанса юлмалла, унта пурӑнакансен тыткӑна лекмелле пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн ҫав хыпарне Иеремийӑн вӑраха ямасӑр пӗлтерсе тӑмалла пулнӑ!

5, 6. а) Иегова Турӑ Иеремия ушкӑнӗпе хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ курать? ӑ) Вӗреннӗ чухне мӗн ҫине эпир ытларах тимлӗпӗр?

5 Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ҫӗр ҫинче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен ушкӑнӗ пур, вӗсем, хуралҫӑсем пек, ҫак тӗнче пирки йышӑннӑ Туррӑн суд приговорӗ ҫинчен ҫынсене асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ. Иеремия ушкӑнӗ ҫынсене, вӗсем мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ан манччӑр тесе, вун-вун ҫул хушши ӳкӗтлесе тӑрать (Иер. 6:17). Иегова, вӑхӑтӑн Аслӑ Хуҫи, вӑраха ямасть тесе палӑртнӑ Библире. Унӑн кунӗ вӑхӑтра, ҫынсем кӗтмен сехетре ҫитӗ (Соф. 3:8; Марк 13:33; 2 Пет. 3:9, 10).

6 Иеремия ушкӑнӗ те, хӑйсене Турра халалланӑ вӗсен юлташӗсем те Иегова сыхӑ тӑнине тата тӳрӗлӗхпе тӑракан ҫӗнӗ тӗнчене шӑп хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра туса хурассине пӗлеҫҫӗ. Ырӑ хыпара сарма вӗсен вӑхӑт сахалтарах та сахалтарах юлнине тата халӗ ҫынсене Иеговӑн хыпарне пӗлтерсе ҫӳреме питӗ кирлине вӗсем ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑ сирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ? Ырӑ хыпар сарас ӗҫре пире тата ытларах вӑй хума хавхалантармалла мар-и? Ҫавӑн пек вӑй хунипе, Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, эпир кашнине Иеговӑшӑн ӗҫлессине суйласа илме май паратпӑр. Хӑйне хушса панӑ ӗҫе тунӑ чухне Иеремийӑна сыхӑ тӑма пулӑшакан виҫӗ лайӑх ене пӑхса тухар. Ҫав лайӑх енсем пире те пулӑшӗҫ.

Ҫынсене юратни

7. Йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӗрентсе-пӗлтерсе ҫӳреме Иеремийӑна юрату мӗнле хавхалантарса тӑнине ӑнлантарса парӑр.

7 Йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӗрентсе-пӗлтерсе ҫӳреме Иеремийӑна мӗн хавхалантарса тӑнӑ? Ҫынсене юратни. Ҫынсем куракан инкексемшӗн чылай чухне суя кӗтӳҫсем айӑплӑ пулнине Иеремия пӗлнӗ (Иер. 23:1, 2). Ҫавна пӗлни ӑна хӑйӗн ӗҫне тунӑ чухне юратупа хӗрхенӳ кӑтартма пулӑшнӑ. Вӑл хӑйӗн ентешӗсем Туррӑн сӑмахне илтчӗр те чӗрӗ юлччӑр тенӗ. Вӗсем ҫине йӑтӑнса анакан пулас инкек ҫинчен шухӑшласа питӗ пӑшӑрханнӑ, ҫавна пула йӗнӗ те. (Иеремия 8:21; 9:1 вуласа пар.) Иеремия хӳхлевӗ кӗнекере пророк Иеговӑн ятне тата унӑн халӑхне хытӑ юратни, ҫавӑн пекех халӑхпа мӗн пулӗ-ши тесе хуйхӑрни уҫҫӑн курӑнса тӑрать (Хӳхлев 4:6, 9). «Кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ» ҫынсене курсан, сирӗн вӗсене Турӑ Патшалӑхӗн чуна йӑпатакан хыпарне каласа парас кӑмӑл ҫуралмасть-и? (Матф. 9:36.)

8. Асапсем Иеремийӑна усаллантарса ярайманни ӑҫтан курӑнса тӑрать?

8 Иеремия кама пулӑшасшӑн пулнӑ, ҫавсен аллинчен асап курнӑ пулин те, вӑл хирӗҫ тавӑрман тата усалланса та кайман. Вӑл вӑрах тӳсӗмлӗ тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, йӗркесӗр патша Седекия тӗлӗшӗнчен те! Седекия Иеремийӑна вӗлерме ирӗк панӑ хыҫҫӑн та пророк унчченхи пекех ӑна Иеговӑн сӑмахне итле тесе йӑлӑннӑ (Иер. 38:4, 5, 19, 20). Эпир ҫынсене Иеремия пекех хытӑ юрататпӑр-и?

Турӑ хӑюлӑх парать

9. Иеремийӑн хӑюлӑхӗ Турӑран пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

9 Иегова Турӑ Иеремийӑна ӗҫ хушса парасси пирки унпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне, лешӗ ҫав ӗҫе йышӑнасшӑн пулман. Ҫакӑнтан Иеремия каярахпа кӑтартнӑ хӑюлӑхпа чӑтӑмлӑх унӑн малтанах пулманни курӑнать. Пророк пулса ӗҫленӗ вӑхӑтра кӑтартнӑ калама ҫук пысӑк хӑвата Иеремия Турра пӗтӗмпех шанса тӑнӑран илнӗ. Иегова пророкпа пӗрле «паттӑр ҫар ҫынни пек» пулнӑ — вӑл Иеремийӑна пулӑшса тӑнӑ тата хушса панӑ ӗҫе тумашкӑн вӑй парса тӑнӑ (Иер. 20:11). Иеремия хӑюллӑ та хастар пулни ҫинчен питӗ лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Иисус сӑваплӑ ӗҫе ҫӗр ҫинче тунӑ чухне ӑна хӑш-пӗрисем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иеремия вырӑнне хунӑ (Матф. 16:13, 14).

10. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене «халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне» лартнӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

10 «Халӑхсенӗн Патши» пулнӑран Иегова халӑхсемпе патшалӑхсем пирки йышӑннӑ приговора пӗлтерме Иеремийӑна хушнӑ (Иер. 10:6, 7). Анчах та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене «халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне» лартнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла? (Иер. 1:10.) Авалхи пророка Ҫут тӗнчен Аслӑ Патши ӗҫ хушса панӑ пекех, Иеремия ушкӑнне те Вӑлах ӗҫ шанса панӑ. Ҫавӑнпа та Туррӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ӗҫлекенӗсен пӗтӗм тӗнчипе халӑхсемпе патшалӑхсене хирӗҫ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме право пур. Ҫӳлти Турӑран власть илсе тата Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ Сӑмахӑн таса чӗлхипе усӑ курса Иеремия ушкӑнӗ хальхи халӑхсемпе патшалӑхсене, Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра тата Вӑл суйласа хунӑ майпа, кӑкласа пӑрахӗҫ те пӗтерӗҫ тесе пӗлтерсе тӑрать (Иер. 18:7—10; Ӳлӗм. 11:18). Иеремия ушкӑнӗ Турӑ хушнӑ ӗҫе, Иеговӑн приговорӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе, малалла та туса тӑма ҫирӗп шут тытнӑ.

11. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах малалла та вӗрентсе-пӗлтерсе ҫӳреме пире мӗн пулӑшӗ?

11 Ҫынсем хирӗҫ тӑнӑран, итлеменрен тата йывӑрлӑхсем пулнӑран вӑхӑтран вӑхӑта хурланасси пурин те пулкалать (2 Кор. 1:8). Анчах та, Иеремия пекех, пирӗн чарӑнса тӑмалла мар. Ҫавӑнпа эпир Турра пулӑшу пама ыйтатпӑр, ӑна шанатпӑр та хӑюлӑх илетпӗр (1 Фес. 2:2). Ҫавна эпир сыхӑ тӑрас тесе тӑватпӑр, мӗншӗн тесен эпир Турӑ шанса панӑ ӗҫсене тумаллине асра тытатпӑр. Ҫав ӗҫсем шутне христиан тӗнчине тӗп тӑвасси ҫинчен — ӑна шанчӑкран тухнӑ Иерусалима тӗп туни сӑнласа парать — куллен кун пӗлтерсе ҫӳрени те кӗрет. Иеремия ушкӑнӗ «Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ» ҫинчен пӗлтернисӗр пуҫне «Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ» пирки те пӗлтерсе тӑрӗ (Ис. 61:1, 2; 2 Кор. 6:2).

Чӗререн савӑнни

12. Иеремия савӑнӑҫне ҫухатман тесе мӗншӗн калама пултаратпӑр тата ҫавӑн пек пулма ӑна ытларах мӗн пулӑшнӑ?

12 Иеремия хӑйне хушса панӑ ӗҫе тунинче савӑнӑҫ тупнӑ. Вӑл Иеговӑна каланӑ: «Санӑн сӑмаху ҫитсех тӑчӗ, вӑл маншӑн апат вырӑнне пулчӗ; Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм» (Иер. 15:16). Иеремия чӑн Туррӑн представителӗ пулассине тата унӑн сӑмахне пӗлтерсе ҫӳрессине чыс тесе шутланӑ. Ҫакна палӑртмалла: Иеремия ҫынсем мӑшкӑлани ҫинчен шухӑшлама пуҫласан савӑнӑҫне ҫухатнӑ. Хӑй калакан хыпарӑн пахалӑхӗпе кирлӗлӗхӗ ҫинчен шухӑшлама пуҫласан Иеремия каллех савӑнма пуҫланӑ (Иер. 20:8, 9).

13. Савӑнӑҫа ҫухатас мар тесен Туррӑн Сӑмахӗнчи тарӑн чӑнлӑхсене вӗренни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

13 Хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпар сарас ӗҫре савӑнӑҫа ҫухатас мар тесен, пирӗн «хытӑ ҫимӗҫ» ҫимелле, урӑхла каласан, Туррӑн Сӑмахӗнчи тарӑн чӑнлӑхсене вӗренмелле (Евр. 5:14). Тӗплӗн вӗренни ӗненӗве ҫирӗплетет (Кол. 2:6, 7). Ҫавӑн пек вӗренни пирӗн ӗҫсем Иеговӑн чӗрине мӗнле пырса тивнине ӑнланма пулӑшать. Библие вулама тата тӗпчеме вӑхӑт тупма йывӑр пулсассӑн, вӑхӑта мӗн туса ирттерни ҫинчен пирӗн шухӑшласа пӑхмалла. Кунне темиҫе минут та пулин тӗпчени тата шухӑшлани пире Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма тата, Иеремия пекех, хамӑр «чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх» ытларах кӳме пулӑшӗ.

14, 15. а) Иеремия хӑйне шанса панӑ ӗҫе шанчӑклӑ туса тӑни мӗнле усӑ панӑ? ӑ) Ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен Туррӑн халӑхӗ хальхи вӑхӑтра мӗн ӑнланать?

14 Иеремия Иеговӑн асӑрхаттаракан хыпарне тата приговорӗсене пӗр чарӑнмасӑр пӗлтерсе тӑнӑ пулин те, вӑл «пултарса та ӗрчетсе» тӑрас ӗҫ ҫинчен те манман (Иер. 1:10). Ҫав ӗҫ усӑ парса тӑнӑ. Хӑш-пӗр иудейсем, ҫав шутрах Израиль ҫынни пулманнисем те, пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Иерусалима тӗп тунине пурӑнса ирттернӗ. Вӗсен хушшинче рехавитсем, Авдемелех тата Варух пулнӑ (Иер. 35:19; 39:15—18; 43:5—7). Иеремийӑн Турӑран хӑракан шанчӑклӑ тусӗсем, камӑн хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинчен пурӑнма шанчӑк пур тата кам Иеремия ушкӑнне пулӑшса тӑрать, ҫавсене шутсӑр лайӑх сӑнласа параҫҫӗ. Иеремия ушкӑнне «имсӗр-сумсӑр ҫын» ӗненӗвне ҫирӗплетсе тӑни пысӑк савӑнӑҫ парать (Ӳлӗм. 7:9). Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен шанчӑклӑ юлташӗсене вара тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене чӑнлӑха пӗлсе пыма пулӑшни кӑмӑлне ҫырлахтарать.

15 Туррӑн халӑхӗ ҫакна ӑнланать: ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳресси вӑл — ӑна итлекенсене ырӑлӑх кӳрекен сӑваплӑ ӗҫ кӑна мар, ҫавӑн пекех хамӑр Турра пуҫҫапни те. Эпир хамӑра итлекен ҫынсене тупатпӑр-и е ҫук, ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренипе Иеговӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ туса тӑни пире пысӑк савӑнӑҫ парать (Пс. 70:23; Рим 1:9 вуласа пар).

Хамӑра шанса панӑ ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине ӑнланса сыхӑ тӑрӑр!

16, 17. Ӳлӗмхине 17:10 тата Аввакум 2:3-мӗш сӑвӑ йӗркисем пире хушса панӑ ӗҫе туса пӗтерме сахал вӑхӑт юлнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

16 Ӳлӗмхине 17:10-мӗшӗнче Турӑ пӗлтернипе каланӑ пророкла сӑмахсене пӑхса тухсан, пире хушса панӑ ӗҫе туса пӗтерме питӗ сахал вӑхӑт юлни тата уҫҫӑнрах курӑнма пуҫлать. Ҫиччӗмӗш патша, Англо-Америка тӗнче держави, халӗ пур ӗнтӗ. Ун ҫинчен эпир вулатпӑр: «Килсессӗн те вӑл нумаях тӑмӗ». «Нумаях тӑмӗ» текен вӑхӑт халӗ вӗҫленсе пырать пулас. Аввакум пророк пире ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтесси ҫинчен ҫапла шантарса калать: «Сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла... Ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть» (Авв. 2:3).

17 Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпир хӑйне евӗрлӗ вӑхӑтра пурӑнни манӑн пурнӑҫра курӑнса тӑрать-и? Эпӗ мӗнле пурӑнни пӗтес вӑхӑт кӗҫ-вӗҫ ҫитессине кӗтсе тӑнине кӑтартать-и? Е эпӗ тунӑ йышӑнусем тата мӗне мала хуни пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине ӗненменни ҫинчен калаҫҫӗ, е вӑл хӑҫан та пулин пуласси пирки иккӗленнине те кӑтартса параҫҫӗ?»

18, 19. Мӗншӗн халӗ ӗҫе вӑраххӑн тумалли вӑхӑт мар?

18 Хуралҫӑ ушкӑнӗн ӗҫӗ вӗҫленмен-ха. (Иеремия 1:17—​19 вуласа пар.) Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем «тӗреклӗлетнӗ хула пек» тата «тимӗр юпа пек» ҫирӗп тӑни питӗ савӑнтарать! Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсен «пилӗкӗсене чӑнлӑх ҫыхнӑ», урӑхла каласан, вӗсем хӑйсене хушса панӑ ӗҫе туса ҫитериччен Туррӑн Сӑмахне хӑйсене ҫирӗплетме параҫҫӗ (Эф. 6:14). Иеремия ушкӑнне Турӑ шанса панӑ ӗҫе тума пулӑшас тесе имсӗр-сумсӑр ҫын мӗн тумаллине пурне те туса тӑрать.

19 Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне вӑраххӑн тумалли вӑхӑт мар халь. Иеремия 12:5-мӗшӗнчи сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. (Вуласа пар.) Пирӗн пурин те йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ, вӗсене вара чӑтса ирттермелле. Ӗненӗве ҫавӑн пек тӗрӗсленине «ҫуран ҫынсемпе» чупмалли ӑмӑртупа танлаштарма пулать. Анчах та «хӑрушла асап» ҫывхарса килнӗҫемӗн йывӑрлӑхсем тата нумайрах пуласса кӗтме пулать (Матф. 24:21). Пуласлӑхра ӳссех-ӳссех пыракан йывӑрлӑхсемпе кӗрешни вӑл «урхамахсемпе... тупӑшнипе» пӗрех пулӗ. Сиккипе чупакан лашасем хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пырас тесен ҫынна тӳсӗмлӗхпе вӑй чылайрах кирлӗ. Ҫавӑнпа та хальхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынипе эпир пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме хатӗрленетпӗр.

20. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

20 Эпир пурте Иеремия евӗрлӗ пулма тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе ӑнӑҫлӑ тума пултаратпӑр! Ҫакӑн пек лайӑх енсем, сӑмахран, юрату, хӑюлӑх тата савӑнӑҫ Иеремийӑна 67 ҫул хушши пророк ӗҫне шанчӑклӑ туса тӑма хавхалантарнӑ. Чечеке ларнӑ миндаль пире Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлас тесе сыхӑ тӑни ҫинчен аса илтерсе тӑрать. Ҫавнах туса тӑма пирӗн те сӑлтав пур. Иеремия сыхӑ тӑнӑ, эппин, эпир те ҫавна тума пултаратпӑр.

Астӑватӑр-и эсир?

• Иеремийӑна сыхӑ тӑма тата хӑйне хушса панӑ ӗҫе тума юрату мӗнле пулӑшнӑ?

• Турӑ паракан хӑюлӑх мӗншӗн пире кирлӗ?

• Савӑнӑҫа сыхласа хӑварма Иеремийӑна мӗн пулӑшнӑ?

• Эсир мӗншӗн сыхӑ тӑрасшӑн?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]