Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗтесси ҫывхарнӑҫемӗн Иеговӑна шанӑр

Пӗтесси ҫывхарнӑҫемӗн Иеговӑна шанӑр

Пӗтесси ҫывхарнӑҫемӗн Иеговӑна шанӑр

«Ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнӑр» (ИС. 26:4).

1. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫак тӗнчери ҫынсенчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ?

 ЭПИР пурӑнакан тӗнчере миллион-миллион ҫын, хӑйсене час-часах кӳрентернӗрен е хӑйсен шанчӑкне тӑтӑшах татнӑран пулас, кама е мӗне шанмаллине пӗлмеҫҫӗ ӗнтӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вара вӗсенчен ҫав тери уйрӑлса тӑраҫҫӗ! Туррӑн ӑслӑлӑхне тытса пынине пула ҫак тӗнчене е унӑн «пуҫлӑхӗсене» шанма кирлӗ маррине вӗсем ӑнланаҫҫӗ (Пс. 145:3). Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗпе пуласлӑхне Иеговӑн аллине шанса параҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене юратнине тата хӑйӗн Сӑмахне яланах пурнӑҫланине пӗлеҫҫӗ (Рим 3:4; 8:38, 39).

2. Турӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине Иисус Навин мӗнле ҫирӗплетсе каланӑ?

2 Турӑ шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине Иисус Навин ӗлӗк-авалах ҫирӗплетсе каланӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗ вӗҫнелле вӑл израильсене каланӑ: «Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ» (Иис.Н 23:14).

3. Туррӑн ячӗ пире Турӑ пирки мӗн уҫса парать?

3 Иегова хӑйӗн сӑмахне хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратнӑран кӑна мар, тӗпрен илсен, хӑйӗн ячӗшӗн пурнӑҫласа тӑрать (Тух. 3:14; 1 Патш. 12:22). Дж. Б. Ротергам куҫарнӑ Библири умсӑмахра Туррӑн ячӗ пирки Турӑ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлас тесе кам пулас тет, ҫавӑ пулма пултарнине пӗлтерет тесе ӑнлантарса панӑ. Эпир унӑн ятне илтнӗ чухне вӑл хӑй мӗн каланине яланах тунине асра тытатпӑр. Вӑл хӑйне кирлине кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек хӑш вырӑнта та тума пултарать. Турӑшӑн ним тума та йывӑр мар. Турӑ хӑйне яланах хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗ тытӗ.

4. а) Исаия 26:4-мӗш сӑвӑ йӗрки пире мӗн тума чӗнет? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Иеговӑна пур енчен те шанмашкӑн ӑна ҫителӗклӗ пӗлетӗп-и? Турӑ пурне те курса-пӗлсе тӑнине пӗлнӗрен эпӗ пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхатӑп-и?» Исаия 26:4-мӗшӗнче каланӑ: «Ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнӑр: Ҫӳлхуҫа Турӑ — ӗмӗрлӗх тӗрек». Турӑ хальхи вӑхӑтра, Библире каланӑ вӑхӑтри пек, ҫынсен пурнӑҫне тӗлӗнмелле майпа хутшӑнмасть пулин те, вӑл унчченхи пекех «ӗмӗрлӗх тӗрек» тата ӑна «ӗмӗрӗпех» шанса пурӑнма пулать. Шанӑҫа тивӗҫлӗ Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене халӗ мӗнле пулӑшса тӑрать? Айтӑр виҫӗ май пӑхса тухар: илӗртӳсене хирӗҫ тӑма унра пулӑшу шыранӑ чухне вӑл пире тӗреклетет; ҫынсем итлемен тата тӳррӗн хирӗҫ тӑнӑ чухне вӑл пире пулӑшать; тата пире пӑшӑрханусем пусса илнӗ чухне вӑй парса тӑрать. Ҫав енсене пӑхса тухнӑ май Иеговӑна тата хытӑрах шанас тесе эсир мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр.

Япӑххине тӑвас илӗртӳ сиксе тухсан Турра шанӑр

5. Турра шанма пире хӑҫан йывӑртарах пулма пултарать?

5 Чӑтма ҫук кӗтекен Рая туса хурасси е вилнисене чӗртесси ҫинчен сӑмах пынӑ чухне Иеговӑна шанасси — пӗр ӗҫ. Анчах унӑн нравственность нормисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче ӑна шанасси — ку пачах урӑхла ӗҫ, урӑхла каласан унӑн ҫулӗсемпе нормисене пӑхӑнса тӑни тӗрӗс пулнине тата ҫавӑ пысӑк телей панине хамӑр чӗрере ҫирӗп шанса тӑни пулмалла. Соломон патша чӗнсе каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытар. 3:5, 6). Пирӗн пур «ҫул» тата «сукмак» тенине асӑрхӑр-ха. Ҫапла, хамӑр пурнӑҫӑн пур ҫулӗ ҫинче те, христиансен шанчӑкӗнче кӑна мар, эпир Иеговӑна шанса тӑни курӑнса тӑмалла. Тӗрлӗ илӗртӳ сиксе тухсан, эпир ҫавна мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

6. Япӑх шухӑшсене сирсе ямашкӑн ҫирӗп шут тытма пире мӗн пулӑшӗ?

6 Усалтан пӑрӑнас тесен чи малтан хамӑр шухӑшсене тасатмалла. (Рим 8:5; Эфес 2:3 вуласа пар.) Япӑх шухӑшсене сирсе ямашкӑн ҫирӗп шут тытма пире мӗн пулӑшӗ? Ҫавӑн валли пилӗк май пур: 1) Туррӑн пулӑшӑвне илме кӗлӗ тӑвӑр (Матф. 6:9, 13). 2) Библире каласа панӑ Иеговӑна итлекенсен тата итлеменнисен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. Унтан вӗсем хӑйсене мӗнле тытни мӗнпе вӗҫленнине танлаштарса пӑхӑр a (1 Кор. 10:8—11). 3) Ӑс-тӑнпа туйӑм ҫине — сирӗнни ҫине те, ҫывӑх ҫыннусенни ҫине те — ҫылӑх мӗнле витӗм кӳме пултарни пирки шухӑшласа пӑхӑр. 4) Хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗ те пулин пысӑк ҫылӑх тусан, Турӑ хӑйне мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. (Псалом 77:40, 41 вуласа пар.) 5) Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫынсем умӗнче те, пӗччен чухне те усала сирсе ярса хӑйне тӗрӗс тытнине кура Иеговӑн чӗри мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (Пс. 14:1, 2; Ытар. 27:11). Хӑвӑра тӗрӗс тытнипе эсир Иеговӑна шанса тӑнине кӑтартма пултаратӑр.

Ҫынсем итлемен тата хирӗҫ тӑнӑ чухне Турра шанӑр

7. Иеремийӑн мӗнле йывӑрлӑхсене тӳсме тивнӗ тата вӑл хӑйне хӑш-пӗр чухне мӗнле туйнӑ?

7 Пирӗн тӑвансенчен нумайӑшӗ сӑваплӑ ӗҫе питӗ йывӑр территорисенче туса тӑрать. Иеремия пророк шӑпах ҫавнашкал лару-тӑрура — Иуда патшалӑхӗ хӑйӗн юлашки кунӗсенче пӑтранса тӑнӑ вӑхӑтра — ӗҫлесе тӑнӑ. Туррӑн сучӗ ҫинчен калакан хыпарсене пӗлтерсе тӑнӑран, Иеремийӑн ӗненӗвӗ кашни кун тӗрӗсленсе тӑнӑ. Пӗррехинче унӑн шанчӑклӑ ҫыруҫи Варух та халран кайрӑм тесе ӳпкелешнӗ (Иер. 45:2, 3). Иеремия хуйха ӳкнӗ-ши? Чӑнах та, ӑна пӗр самант хуйхӑ пусса тӑнӑ. «Эпӗ ҫуралнӑ кун ылханлӑ пултӑр!» — тенӗ вӑл. Унтан хушса каланӑ: «Мӗншӗн вартан тухнӑ-ха эпӗ — ӗҫпе хӗн-асап курма-и, кунӑмсене чыссӑр вӗҫлеме-и?» (Иер. 20:14, 15, 18).

8, 9. Малалла та лайӑх ҫимӗҫ парса тӑрас тесен Иеремия 17:7, 8 тата Псалом 1:1—3-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланипе килӗшӳллӗ пирӗн мӗн тумалла?

8 Анчах та Иеремия парӑнман. Вӑл малалла та Иеговӑна шанса тӑнӑ. Юлашкинчен ҫав шанчӑклӑ пророк Иеремия 17:7, 8-мӗшӗнче каланӑ Иеговӑн сӑмахӑсем пурнӑҫланнине курнӑ: «Ҫӳлхуҫана ӗненекен, Ҫӳлхуҫана шанакан ҫын пиллӗхлӗ. Вӑл шыв хӗррине лартнӑ, тымарне юхӑм еннелле янӑ йывӑҫ пек пулӗ; вӑл шӑрӑхран хӑрамасть, ҫӑра ҫулҫӑллӑ вӑл, типӗ ҫул килесрен те шикленмест, ҫимӗҫ пама та пӑрахмасть».

9 Шыв хӗррине, е шӑварӑнса тӑракан садра, лартнӑ улма-ҫырла парса тӑракан ҫӑра ҫулҫӑллӑ йывӑҫ евӗрлӗ Иеремия нихӑҫан та «ҫимӗҫ пама» пӑрахман. Вӑл хӑй пурӑнакан вырӑнти усал мӑшкӑлҫӑсене хӑйне витӗм кӳме паман. Ун вырӑнне вӑл пурнӑҫ паракан шывӑн Ҫӑлкуҫӗнчен тытӑнса тӑнӑ та Иегова хӑйне мӗн каланине пурне те чӗрене хунӑ. (Псалом 1:1—3 вуласа пар; Иер. 20:9) Иеремия пире, уйрӑмах йывӑр территорисенче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракансене, мӗн тери паха тӗслӗх кӑтартнӑ! Эсир ҫавӑн пек территоринче сӑваплӑ ӗҫе туса тӑратӑр пулсан, малалла та Иеговӑна шанса тӑрӑр, вӑл вара хӑйӗн ятне пӗлтерсе тӑма пулӑшас тесе сире чӑтӑмлӑх парӗ (Евр. 13:15).

10. Пирӗн мӗнле пиллӗхсем пур тата хамӑра мӗнле ыйту памалла?

10 Ҫак кунсенче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарччӑр тесе Иегова пире нумай япала панӑ. Вӗсенчен пӗри — Турӑ Сӑмахӗ, ӑна вара нумайрах та нумайрах чӗлхе ҫине тӗплӗн куҫарса тӑраҫҫӗ. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» ушкӑнӗ урлӑ вӑл Библие ӑнланма пулӑшакан питӗ нумай публикацие вӑхӑтра парса тӑрать. Ҫавӑн пекех вӑл пире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсемпе конгрессенче пӗрле ӗненекенсем урлӑ пулӑшу парса тӑрать. Эсир ҫавсемпе пуринпе те туллин усӑ куратӑр-и? Ҫавна тӑвакансем пурте «чӗререн хавасланса юрлӗҫ». Анчах Турра итлеменнисем «чӗререн хуйхӑрса кӑшкӑрӗҫ, чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех йӗрӗҫ» (Ис. 65:13, 14).

Пӑшӑрханусем пусса тӑнӑ чухне Турра шанӑр

11, 12. Ҫак тӗнчери йывӑрлӑхсене шута илнӗ май хамӑра мӗнле тытни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ?

11 Малтанах каласа хунӑ пекех этемлӗх ҫине пӗр хуйхӑ хыҫҫӑн тепри йӑтӑна-йӑтӑна анать (Матф. 24:6—8; Ӳлӗм. 12:12). Шыв илме пуҫласан, ҫынсем ялан тенӗ пекех ҫӳллӗ ҫӗре чупаҫҫӗ, ҫурт тӑрне хӑпарса лараҫҫӗ, урӑхла каласан, ҫӳллӗрех те ҫӳллӗрех вырӑна хӑпарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавнашкалах тӗнчере йывӑрлӑхсем нумайланса пынӑ май миллион-миллион ҫын ҫӳллӗ вырӑн пек туйӑнакан финанс, политика тата тӗн системисенче, ҫавӑн пекех наукӑпа технологире хӳтлӗх шырать. Анчах та ҫавсенчен нихӑшӗ те чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ параймасть (Иер. 17:5, 6). Иеговӑн ӗҫлекенӗсен вара шанчӑклӑ хӳтлӗх пур — «ӗмӗрлӗх тӗрек» (Ис. 26:4). Псалом юрлакан юрланӑ: «[Иегова]... манӑн тӗрекӗм, ҫӑлӑнӑҫӑм, тарса хӑтӑлмалли [«ҫӳллӗ», ҪТ] вырӑнӑм». (Псалом 61:7—10 вуласа пар.) Ҫав Тӗрек мӗнле майпа пирӗншӗн хӳтлӗх пулса тӑма пултарать?

12 Эпир Иегова ҫумне унӑн Сӑмахне — час-часах ҫынсен ӑслӑлӑхӗнчен уйрӑлса тӑракан Сӑмахне — тытса пынӑ чухне ҫыпҫӑнатпӑр (Пс. 72:23, 24). Сӑмахран, ҫынсен ӑслӑлӑхӗ витӗм кӳнине пула нумайӑшӗ ҫапла калама пултарать: «Пӗрре кӑна пурӑнатпӑр, пурнӑҫран пурне те ил»; «Хӑвна валли карьера ту»; «Нумай укҫа ӗҫлесе ил»; «Куна туян, ӑна туян»; «Пур ҫӗре те ҫитсе кур, тӗнче кур». Анчах та Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫак канашра курӑнать: «Ку тӗнче уссине куракансе[м] усӑ курман пек пул[ччӑр]... мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать» (1 Кор. 7:31). Иисус та пире Иеговӑна пуҫҫапассине яланах мала хума, ҫапла вара «тӳпере пурлӑх» пухма чӗнсе калать, ҫав пурлӑх вара унта тӗрӗс-тӗкелех упранӗ (Матф. 6:19, 20).

13. 1 Иоанн 2:15—17-мӗшӗнче ҫырса хунине шута илнӗ май хамӑра мӗнле ыйту памалла?

13 Эсир «тӗнче» тата «тӗнчере мӗн пурри» ҫине мӗнле пӑхни Турра пӗтӗмпех шаннине кӑтартса тӑрать-и? (1 Иоан. 2:15—17). Сирӗншӗн мӗн кирлӗрех: Иегова пире паракан пиллӗхсем-и, Иеговӑшӑн ытларах та ытларах ӗҫлесси-и е ҫак тӗнче сӗнекен япаласем? (Флп. 3:8.) Эсир хӑвӑр «куҫа таса» упрама тӑрӑшатӑр-и? (Матф. 6:22.) Паллах ӗнтӗ, Турӑ пире ӑссӑрла е ҫӑмӑлттайла хӑтлантарасшӑн мар, уйрӑмах пирӗн хамӑр ҫемьене тӑрантарса усрамалла пулсан (1 Тим. 5:8). Анчах вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсем Сатанан пӗтсе пыракан тӗнчине мар, хӑйне пӗтӗмпех шанасса кӗтет (Евр. 13:5).

14—16. «Куҫа таса» упрани тата Турра пуҫҫапассине мала хуни хӑш-пӗр христиан-тӑвансене мӗнле усӑ панӑ?

14 Виҫӗ пӗчӗк ача пӑхса ӳстерекен Ричардпа Рут тӗслӗхне пӑхса тухар. «Иеговӑшӑн ытларах тума пултарнӑ пулӑттӑн тесе мана чӗре калатчӗ,— калать Ричард.— Эпӗ хӑтлӑ пурӑнаттӑм, анчах та Турра хамӑн мӗн тӑрса юлнине ҫеҫ панӑ пек туйӑнатчӗ мана. Эпир Рутпа ҫавӑн пирки кӗлӗ туса тӑтӑмӑр. Пурӑнмалӑх мӗн чухлӗ кирлине шутласа хунӑ хыҫҫӑн эпӗ начальникрен эрнере тӑватӑ кун ӗҫлемелли график туса патӑр тесе ыйтӑп тесе калаҫса татӑлтӑмӑр. Вӑл вӑхӑтра ҫӗршывра экономика кризисӗччӗ. Эпӗ мӗн ыйтнипе килӗшрӗҫ, вара пӗр уйӑх та иртмерӗ ӗнтӗ эпӗ ҫӗнӗ графикпе ӗҫлеме пуҫларӑм». Ҫавӑн пек тума шут тытни пирки Ричард халӗ мӗн шутлать?

15 «Эпӗ унчченхинчен 20 процент сахалрах укҫа илетӗп,— калать вӑл,— анчах ҫемьепе пӗрле пулмашкӑн тата ачасене вӗрентмешкӗн ҫулталӑкра манӑн тепӗр 50 кун хутшӑнчӗ. Ырӑ хыпар сармалли ӗҫ валли халӗ эпӗ икӗ хут нумайрах вӑхӑт уйӑратӑп тата Библи вӗренӗвӗсем виҫӗ хут нумайрах ирттеретӗп, пухушӑн та ытларах тума пултаратӑп. Эпӗ ачасемпе пӗрле ытларах пулма пултарнӑран Рут вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшакан пионер пулса ӗҫлет. Эпӗ хамӑн вӑхӑтпа май ҫитнӗ таран малашне те ҫавнашкалах усӑ курасшӑн».

16 Ройпа Петина, хӗрӗ те вӗсемпе пӗрле пурӑнать, хӑйсен ӗҫне лайӑх майлаштарнӑ, ҫавна пула вӗсем сахалтарах ӗҫлеме тата тулли вӑхӑтпа сӑваплӑ ӗҫе тума пултарнӑ. «Эпӗ эрнере виҫӗ кун ӗҫлетӗп,— калать Рой,— Петина вара — икӗ кун. Эпир хамӑр пӳртрен хваттере куҫрӑмӑр, ӑна вара пӑхса тӑма ҫӑмӑлтарах. Эпир ывӑлпа хӗр ҫураличчен пионерсем пулса ӗҫлеттӗмӗр, пионер пулса ӗҫлес шухӑша эпир нихӑҫан та пӑрахман. Ҫавӑнпа та ачасем ӳссе ҫитсен, эпир сӑваплӑ ӗҫе каллех тулли вӑхӑтпа тума пуҫларӑмӑр. Эпир илсе тӑракан пиллӗхсемпе нимле укҫа та танлашма пултараймасть».

Турӑ паракан канӑҫлӑх сирӗн чӗрене сыхласа усратӑр

17. Пурнӑҫра мӗн пулассине пӗлменнине шута илнӗ май Библи сире мӗнле йӑпатать?

17 Ыран мӗн пуласса пирӗнтен никам та пӗлмест, мӗншӗн тесен «пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Еккл. 9:11). Ыран мӗн пуласса пӗлменрен пирӗн хамӑрӑн чун канӑҫлӑхне паян ҫухатма памалла мар, ун пекки час-часах хӑйсене хӳтлӗх ҫук пек туякансемпе пулать, мӗншӗн тесен Турӑпа вӗсен ҫывӑх хутшӑнусем ҫук (Матф. 6:34). Павел апостол ҫырнӑ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Флп. 4:6, 7).

18, 19. Иегова пире мӗнле майпа йӑпатать? Тӗслӗх илсе парӑр.

18 Христиан-тӑвансенчен нумайӑшӗ йывӑр лару-тӑрура хӑйсен ӑшӗнче лӑпкӑлӑх тата Иеговӑран килекен канӑҫлӑха туйнӑ. Пӗр хӗрарӑм-тӑван каласа парать: «Хирург мана юн ярас тӗллевпе темиҫе хут та хӑратса пӑхрӗ. „Юн пирки мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн?“ — пулчӗҫ унӑн малтанхи сӑмахӗсем. Ҫавӑн чухне те, каярахпа та эпӗ хамӑн ӑшра Иеговӑна кӗлӗ туса тӑтӑм та унран килекен канӑҫлӑха туйрӑм. Эпӗ хама, чул хысакӗ пек, вӑйлӑ пулнине туйрӑм. Юн кӑтартӑвӗсем начар пулнӑран питӗ вӑйсӑр пулнине пӑхмасӑрах, эпӗ хама мӗншӗн ҫавӑн пек тытнине Библипе усӑ курса лайӑх ӑнлантарса пама пултартӑм».

19 Хӑш-пӗр чухне Турӑ пире йӑпатма пултаракан христиан-тӑван урлӑ е Библие ӑнлантарса паракан публикацисене вӑхӑтра тивӗҫтернипе кирлӗ пулӑшӑва парса тӑрать. Тен, эсир пухури пӗр-пӗр тӑван ҫапла каланине илтнӗ пулӗ: «Ҫак статья — шӑпах мана кирлӗскер. Ӑна ман валлиех ҫырнӑ!» Пирӗн лару-тӑру е пире мӗн кирли кирек мӗнле пулсан та, Иегова пире, эпир ӑна шанатпӑр пулсан, юратнине кӑтартӗ. Эпир унӑн «сурӑхӗсем» вӗт тата вӑл пире хӑйӗн ячӗпе чӗнет (Пс. 99:3; Иоан. 10:16; Ап. ӗҫ. 15:14, 17).

20. Сатана тӗнчийӗн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитсен мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑрамасӑр, шанчӑклӑ пурӑнӗҫ?

20 Хӑвӑрт ҫывхарса килекен «Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитнӗ» кунӗнче Сатанан тӗнчи мӗне шанса тӑрать, ҫавсем пурте тӗп пулӗҫ. Ылтӑн, кӗмӗл тата ытти хаклӑ япаласем хӳтлӗх пама пултараймӗҫ (Соф. 1:18; Ытар. 11:4). Пирӗн «ӗмӗрлӗх тӗрек» пӗртен пӗр хӳтлӗх пулӗ (Ис. 26:4). Ҫавӑнпа та унӑн тӳрӗлӗх ҫулӗпе пӑхӑнса пынипе, ҫынсем итлеменнине тата хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳренипе тата хамӑр пур пӑшӑрханӑва ӑна шанса панипе Иеговӑна пӗтӗмпех шаннине халех кӑтартса тӑрар. Ҫавсене тунипе эпир чӑннипех те «усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӑпӑр» (Ытар. 1:33).

[Сноска]

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

• Япӑххине тӑвас илӗртӳ сиксе тухсан...

• Ҫынсем итлемен тата хирӗҫ тӑнӑ чухне...

• Пӑшӑрханусем пусса илсен...

Турра эпир мӗнле шанма пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]