Иеговӑна пӗтӗмпех шаннипе иккӗленми пулатпӑр
Иеговӑна пӗтӗмпех шаннипе иккӗленми пулатпӑр
«Ҫӳлхуҫана тархаслатӑп та — Вӑл мана илтет» (ПС. 4:4).
1, 2. а) Давид мӗнле хӑрушлӑха лекнӗ? ӑ) Мӗнле псаломсене эпир пӑхса тухӑпӑр?
ДАВИД Израильте нумай ҫул хушши ӗнтӗ патшара ларать. Акӑ вара вӑл хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекет. Унӑн каварҫӑ ывӑлӗ Авессалом хӑй пирки патша тесе пӗлтерет, Давидӑн вара Иерусалимран тарма тивет. Ҫавӑн пекех шанса пурӑннӑ ҫывӑх тусӗ те сутӑнчӑк пулса тӑрать. Питӗ вӑйлӑ хуйхӑрса Давид хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннисенчен сахалӑшӗпе Елеон тӑвӗ ҫинче ҫара уран, йӗрсе пырать. Каярахпа Семей, Саул ҫемйинчи ҫын, Давид еннелле чул ывӑтма, тусан вӗҫтерме тата ӑна ылханма пуҫлать (2 Патш. 15:30, 31; 16:5—14).
2 Ҫавӑн пек хаяр йывӑрлӑх Давида путлантарса хурӗ-и, ҫапла вара унӑн хуйхӑрса чыссӑр вилӗмпе вилме тивӗ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна шанать. Ҫавӑ 3-мӗш Псаломран курӑнать, Давид ӑна Авессаломран тарнӑ пирки ҫырнӑ. Вӑл 4-мӗш Псалома та ҫырнӑ. Ҫав икӗ хайлав Турӑ кӗлӗсене чӑннипех илтет тата вӗсем ҫине хурав парать тесе шантарать (Пс. 3:5; 4:4). Ҫав псаломсем Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ир те, каҫ та хӑвармасть тесе шантараҫҫӗ; вӑл вӗсене пулӑшу, ҫавӑн пекех канлӗх тата ӑшра хӑрушсӑрлӑх туйӑмне парса пиллет (Пс. 3:6; 4:9). Ҫавӑнпа та ҫав псаломсене пӑхса тухар та вӗсем пире иккӗленми пулма тата Турра пӗтӗмпех шанса тӑма мӗнле пулӑшнине курар.
Нумайӑшӗ пире хирӗҫ тӑрсан
3. Псалом 3:2, 3-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх Давидӑн лару-тӑрӑвӗ пирки мӗн калама пулать?
3 «Израильсен чӗри Авессалом еннелле сулӑнчӗ»,— пӗлтерет хыпарҫӑ (2 Патш. 15:13). Авессалом мӗнле майпа ҫавӑн чухлӗ ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрма пултарни пирки тӗлӗнсе Давид Турра йӑлӑнать: «Эй Ҫӳлхуҫа! тӑшманӑмсем мӗнле йышлӑланчӗҫ! Нумайӑшӗ мана тапӑнать; нумайӑшӗ манӑн чунӑма: „ӑна Турӑ ҫӑлмасть ӗнтӗ“ тет» (Пс. 3:2, 3). Израильсенчен нумайӑшӗ Иегова Давида Авессаломпа ун майлисен аллинчен ҫӑлмӗ тесе шутлать.
4, 5. а) Мӗн пирки Давид пӗртте иккӗленмен? ӑ) «Эсӗ манӑн пуҫӑма ҫӗклентеретӗн» текен сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
4 Анчах Давидӑн иккӗленесси ҫук, мӗншӗн тесен вӑл Турра пӗтӗмпех шанать. Вӑл юрлать: «Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — ман умри хулканӑм, манӑн мухтавӑм, Эсӗ манӑн пуҫӑма ҫӗклентеретӗн» (Пс. 3:4). Салтака хулкан, е щит, хӳтӗленӗ пек, Иегова хӳтӗлессе ҫирӗп шанать Давид. Ватӑ патша ҫӑлӑнас тесе тарать, мӑшкӑл тӳснӗрен вӑл хӑйӗн пуҫне хупланӑ тата уснӑ. Анчах та Ҫӳлти Турӑ Давида мухтавне каялла тавӑрса парӗ. Иегова ӑна каллех тӳрӗ тӑма тата пуҫне ҫӗклеме, ҫӳллӗ тытма парӗ. Иегова хурав парасса ҫирӗп шанса Давид Турра кӗлӗ тӑвать. Эсир Иеговӑна ҫавнашкалах шанса тӑратӑр-и?
5 «Эсӗ манӑн пуҫӑма ҫӗклентеретӗн» тенипе Иегова пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленменнине кӑтартать Давид. «Смысловой перевод» куҫарӑвӗнче ҫав сӑвӑ йӗркинче ҫапла каланӑ: «Анчах Эсӗ, Ӗмӗрхи, манӑн щит, Эсӗ мана мухтав парнелетӗн, Эсӗ мана вӑй паратӑн». «Манӑн пуҫӑма ҫӗклентеретӗн» текен сӑмахсем пирки пӗр справочникра: «Турӑ... камӑн та пулин „пуҫне“ ҫӗкленӗ чухне, Вӑл ӑна шанчӑк парать тата иккӗленми тӑвать»,— тенӗ. Патшаран хӑваласа кӑларса янӑ Давидӑн хуйха ӳкме сӑлтав чӑнах та пур. Анчах Турӑ унӑн пуҫне ҫӗклентерсен, вӑл ҫӗнӗрен вӑй илӗ, иккӗленме пӑрахӗ те Турра тата хытӑрах шанма пуҫлӗ.
Иегова хурав парӗ!
6. Мӗншӗн Давид хӑйӗн кӗлли ҫине Иегова сӑваплӑ тӑвӗ ҫинчен хуравлать тесе каланӑ?
6 Иеговӑна шанса тӑнӑран тата вӑл кӗлӗсем ҫине хурав панине пӗлнӗрен Давид малалла калать: «Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнетӗп те — мана сӑваплӑ тӑвӗ ҫинчен илтет [«хуравлать», ҪТ] Вӑл» (Пс. 3:5). Давид хушнипе халал арчине, Турӑ пуррине символлакан арчана, Сион тӑвӗ ҫине каялла йӑтса кайнӑ. (2 Патшасен 15:23—25 вуласа пар.) Ҫакӑ Давид хӑйӗн кӗлли ҫине Иегова мӗншӗн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинчен хуравлать тенине ӑнланма пулӑшать.
7. Мӗншӗн Давидӑн хӑрасси пулман?
7 Давидӑн хӑрасси ҫук, мӗншӗн тесен хӑйӗн кӗллине илтессе вӑл пӗлет. Вӑл юрлать: «Выртатӑп эпӗ, ҫывӑратӑп, тӑратӑп: мана Ҫӳлхуҫа хӳтӗлет» (Пс. 3:6). Ҫӗрле те, хӑҫан тӑшмансем тапӑнас хӑрушлӑх чылай пысӑк, Давид ҫывӑрса кайма хӑрамасть. Вӑл хӑйӗнпе нимӗн те пулмасть тата ҫывӑрса тӑратӑп тесе хытӑ ӗненет, мӗншӗн тесен унччен хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине кура вӑл Турӑ пулӑшасса пӗтӗмпех шанма пултарнине пӗлет. «Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе» ҫӳретпӗр тата Унран нихӑҫан та пӑрӑнмастпӑр пулсан, эпир те Турра шанма пултаратпӑр. (2 Патшасен 22:21, 22 вуласа пар.)
8. Давид Турра шанни Псалом 26:1—4-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗнле курӑнса тӑрать?
8 Давид иккӗленменни, ҫавӑн пекех Турра пӗтӗмпех шанса тӑни вӑл ҫырнӑ тепӗр псаломран курӑнать. Ҫав псаломра Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Ҫӳлхуҫа — манӑн ҫуттӑм, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: манӑн камран хӑрас? Ҫӳлхуҫа — пурӑнӑҫӑмӑн тӗрекӗ: манӑн камран сехӗрленес? [...] Мана ҫар тапӑнас пулсассӑн та чӗрем шикленмӗ; [...] Эпӗ Ҫӳлхуҫаран пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтрӑм, ҫакна ҫеҫ ӗмӗтленетӗп: ӗмӗрӗм тӑршшӗпе куллен-кунах Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пуласчӗ, Ҫӳлхуҫа илемне курса тӑрасчӗ, Унӑн [сӑваплӑ] Керменне ҫӳресчӗ» (Пс. 26:1—4). Сирӗн туйӑмсем те ҫавнашкалах пулсан тата сире хӑвӑрӑн лару-тӑру май парать пулсан, эсир Иеговӑна пуҫҫакансемпе пӗрле пуҫтарӑнас тесе тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшнӑ пулӑттӑр (Евр. 10:23—25).
9, 10. Псалом 3:7, 8-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене пӑхмасӑрах, Давидӑн тавӑрас шухӑш пулман тесе мӗншӗн калама пулать?
9 Авессаломӑн каварлӑхне тата ытти нумай ҫыннӑн шанчӑксӑрлӑхне курма тивнӗ пулин те Давид юрлать: «Хама пур енчен те тапӑнакан пин-пин халӑхран эп хӑрамӑп. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен! ҫӑлсам мана, Турӑҫӑм! Эсӗ манӑн тӑшманӑмсене пурне те питӗнчен ҫупатӑн, йӗркесӗр ҫынсен шӑлӗсене вататӑн» (Пс. 3:7, 8).
10 Давидӑн тавӑрас шухӑш ҫук. Унӑн тӑшманӗсене питӗнчен ҫупаҫҫӗ пулсан, ҫавна Турӑ тӑвӗ. Давид хӑйне валли Саккуна ҫырса илнӗ, ҫавӑнпа та унта Иегова: «Тавӑрасси — Манра»,— тенине пӗлет (Сак. аст. 17:14, 15, 18; 32:35). Ҫавӑн пекех «йӗркесӗр ҫынсен шӑлӗсене» ватасси те — Туррӑн ирӗкӗ. Вӗсен шӑлӑсене ватни вӑл вӗсем урӑх сиен тума пултарайманнине пӗлтерет. Йӗркесӗр ҫынсем шутне кам-кам кӗнине Иегова пӗлет, мӗншӗн тесен вӑл ҫын чӗрине витӗр курать (1 Патш. 16:7). Пире йӗркесӗррисенчен чи аслине, Сатанана, хирӗҫ тӑма ӗненӳпе вӑй панӑшӑн эпир Турра питӗ пархатарлӑ! Вӗт Сатанана — ахӑрса ҫӳрекен, анчах тӗп тума кӑна юрӑхлӑ шӑлсӑр арӑслана — кӗҫех тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗҫ (1 Петр 5:8, 9; Ӳлӗм. 20:1, 2, 7—10).
«Ҫӑлӑнӑҫ Ҫӳлхуҫаран килет»
11. Пӗрле ӗненекенсемшӗн мӗншӗн пирӗн кӗлӗ тумалла?
11 Давид хӑйне кирлӗ ҫӑлӑнӑҫа Иегова кӑна пама пултарнине ӑнланать. Анчах та псалом юрлакан хӑйӗн ҫинчен кӑна мар, Иегова суйласа илнӗ халӑх ҫинчен те шухӑшлать. Ҫавӑнпа та вӑл Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ хайлава ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫлет: «Ҫӑлӑнӑҫ Ҫӳлхуҫаран килет. Санӑн пиллӗхӳ Хӑвӑн халӑхна ҫиттӗр» (Пс. 3:9). Давидӑн пысӑк йывӑрлӑхсем пулин те, вӑл Иеговӑн пӗтӗм халӑхӗ пирки шухӑшлать тата Турӑ хӑйӗн халӑхне пиллессе шанать. Пирӗн те пӗрле ӗненекенсемшӗн шухӑшламалла мар-и вара? Кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене асра тытар та вӗсем хӑюллӑ пулччӑр тата ырӑ хыпара пӗр иккӗленмесӗр пӗлтерсе ҫӳреме пултарччӑр тесе Иеговӑран, вӑл вӗсене святой сывлӑшне патӑр тесе ыйтар (Эф. 6:17—20).
12, 13. Авессаломпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫавна пӗлсен Давид хӑйне мӗнле тытнӑ?
12 Авессалом чыссӑр вилӗмпе вилет — ҫакӑ кам хӑйне ыттисемпе, уйрӑмах Турӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе, Давид пеккисемпе, япӑх тытать, ҫавсемшӗн пуриншӗн те асӑрхаттару. (Ытарӑшсем 3:31—35 вуласа пар.) Пӗр ҫапӑҫура Авессалом ҫарне ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ. Авессалом ҫӑлӑнас тесе мул ҫине утланса тарнӑ чухне унӑн ҫӑра ҫӳҫӗ пысӑк йывӑҫӑн тураттисенчен ҫакланса ларать. Ҫав йывӑҫ ҫинче вӑл — чӗрӗскер, анчах та нимӗн те тума пултарайманскер — Иоав ӑна чӗринчен виҫӗ ҫӗмрене лектерсе вӗлериччен ҫакӑнса тӑрать (2 Патш. 18:6—17).
13 Ывӑлӗпе мӗн пулса тухнине пӗлсен Давид савӑнать-и? Ҫук. Ниҫта кайса кӗрейменрен вӑл каллӗ-маллӗ утса ҫапла каласа йӗрет: «Авессалом ывӑлӑмҫӑм! Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑмҫӑм! ах, сан вырӑнна манӑн вилес пулсанччӗ, Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм!» (2 Патш. 18:24—33.) Хуйха путнӑ Давида Иоавӑн сӑмахӗсем кӑна тӑна кӗртеҫҫӗ. Авессаломӑн пурнӑҫӗ калама ҫук начар вӗҫленнӗ, вӗт вӑл чапшӑн шутсӑр ҫуннӑран хӑйӗн ашшӗне — Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскере — хирӗҫ кайнӑ та хӑйне валли инкек тупнӑ! (2 Патш. 19:1—8; Ытар. 12:21; 24:21, 22.)
Давид каллех Турра шаннине кӑтартать
14. Тӑваттӑмӗш Псалома мӗншӗн ҫырни пирки мӗн калама пулать?
14 Виҫҫӗмӗш Псалом пекех, 4-мӗш Псалом вӑл — Давидӑн чӗререн каланӑ кӗлли, вӑл Иеговӑна пӗтӗмпех шанни унта курӑнса тӑрать (Пс. 3:5; 4:4). Ҫав юрра Давид Авессаломӑн каварӗ путланса ларнӑ хыҫҫӑн хӑйне мӗнле ҫӑмӑллӑн туйнине тата Турра пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе хывнӑ пулас. Е, тен, ҫав юрра левит юрӑҫсем каярахпа юрлама пултарччӑр тесе ҫырнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, ҫав псалом ҫинчен шухӑшлани пире Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах шанса тӑма пулӑшӗ.
15. Мӗншӗн эпир Иеговӑна унӑн Ывӑлӗ урлӑ пӗр иккӗленмесӗр кӗлӗ тума пултаратпӑр?
15 Давид каллех Турра пӗтӗмпех шаннине, ҫавӑн пекех хӑйӗн кӗллисене Турӑ итленине тата хурав панине ҫирӗп ӗненнине кӑтартать. Вӑл юрлать: «Эй тӳрӗлӗхӗмӗн Турри! Хӑвна тархасланӑ чухне илтсемччӗ мана! Йывӑр килнӗ чухне Эсӗ мана ҫӑмӑллӑх параттӑн. Хӗрхенсемччӗ мана, манӑн кӗллӗме илтсемччӗ» (Пс. 4:2). Тӳрӗлӗхе тытса пурӑнатпӑр пулсан, эпир те ҫавӑн пекех пӗртте иккӗленмӗпӗр. Иегова, «тӳрӗлӗхӗмӗн Турри», хӑйӗн тӳрӗ халӑхне пилленине пӗлнӗрен эпир унӑн Ывӑлӗ урлӑ, Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненсе, пӗр иккӗленмесӗр ӑна кӗлӗ тума пултаратпӑр (Иоанн 3:16, 36). Ҫавӑ вара пире канӑҫлӑх парать!
16. Мӗншӗн Давид хуйха ӳкме пултарнӑ?
16 Хӑш-пӗр чухне пире питӗ йывӑр килме пултарать, ҫавна пула эпир канӑҫлӑха ҫухатма пултаратпӑр. Давид та, тен, пӗр вӑхӑтлӑха канӑҫне ҫухатнӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл юрлать: «Эй ар ывӑлӗсем! манӑн ятӑма хӑҫанччен таптӑр-ши эсир? хӑҫанччен ӑҫтиҫука савӑр-ши, ултав шырӑр-ши?» (Пс. 4:3.) «Ар ывӑлӗсем» тени вӑл пӗтӗм этемлӗхе, ӑна ырласах кайман шухӑша палӑртса каланине, пӗлтерет пулмалла. Давидӑн тӑшманӗсем «ӑҫтиҫука» юратнӑ. «Смысловой перевод» куҫарура ҫав сӑвӑ йӗркин иккӗмӗш пайне ҫапла куҫарнӑ: «Хӑҫанччен эсир суяна юратӑр-ши, ултав шырӑр-ши?» Ыттисем тӑвакан ӗҫсене кура эпир хуйха ӳксен те, чӗререн кӗлӗ тума тата пӗртен-пӗр чӑн Турра пӗтӗмпех шанса тӑма пӑрахар мар.
17. Эпир хамӑра Псалом 4:4-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек тытас тесе мӗн тума пултарнине ӑнлантарса парӑр.
17 Давид Турра шанса тӑни ҫак сӑмахсенчен те уҫҫӑн курӑнать: «Пӗлсе тӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн сӑваплӑ [«чунтан парӑннӑ», ҪТ] ҫыннине уйӑрса илчӗ; Ҫӳлхуҫана тархаслатӑп та — Вӑл мана илтет» (Пс. 4:4). Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнас тесен хӑюлӑх тата ӑна пӗтӗмпех шанса тӑни кирлӗ. Сӑмахран, ҫав лайӑх енсем христиансен ҫемйисене, ӳкӗнмен тӑван-хурӑнташне пухуран кӑларса янӑ чухне, кирлӗ. Турӑ хӑйне тата хӑйӗн ҫулӗсене чунтан парӑнса пурӑнакансене пиллет. Ҫав вӑхӑтрах, Иеговӑна чунтан парӑнни тата пӗтӗмпех шанни вара унӑн халӑхӗн савӑнӑҫне ӳстерет (Пс. 83:12, 13).
18. Пире мӗн те пулин ырӑ маррине каларӗҫ е турӗҫ пулсан, Псалом 4:5-мӗшӗнчи сӑмахсем тӑрӑх, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?
18 Пӗр-пӗр ҫын мӗн те пулин каланипе е тунипе пире кӳрентерет пулсан, мӗн тумалла? Давид панӑ канаша тытса тӑнипе эпир савӑнӑҫа ҫухатмӑпӑр, вӑл каланӑ: «Ҫиллӗр килсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: вырӑнӑр ҫине ҫывӑрма выртсассӑн ӑшӑрта шухӑшласа пӑхӑр та — лӑпланӑр» (Пс. 4:5). Пире мӗн те пулин ырӑ маррине каларӗҫ е турӗҫ пулсан, ҫавӑншӑн тавӑрар мар, вӗт ҫавӑ ҫылӑх туни пулнӑ пулӗччӗ (Рим 12:17—19). Эпир ҫывӑрма выртсассӑн ҫавӑн пирки мӗн шухӑшланине кӗлӗре каласа пама пултаратпӑр. Хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни пирки кӗлӗ тӑватпӑр пулсан, вара эпир, тен, ҫавӑн ҫине урӑхла пӑхма пуҫлӑпӑр та юратнӑран каҫарма хатӗр пулӑпӑр (1 Петр 4:8). Ҫав тӗлӗшрен Павел апостол панӑ канаша палӑртма пулать — ӑна вӑл Псалом 4:5-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх панӑ пулас: «Ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр: ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр; хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр» (Эф. 4:26, 27).
19. Псалом 4:6-мӗш пире Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен мӗнле пулӑшать?
19 Турра шанса тӑма кирлине палӑртса Давид юрлать: «Тӳрӗлӗх парнийӗ кӳрӗр, Ҫӳлхуҫана шанса тӑрӑр» (Пс. 4:6). Израильсем кӳрекен парнесем, вӗсене тӗрӗс кӑмӑл-туйӑмпа панӑ чухне кӑна хаклӑ шутланнӑ (Ис. 1:11—17). Эпир пуҫҫапни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен, пирӗн тӗрӗс кӑмӑл-туйӑм пулмалла тата Ӑна пӗтӗмпех шанса тӑмалла. (Ытарӑшсем 3:5, 6; Еврейсем 13:15, 16 вуласа пар.)
20. «Иегова сӑнӗн ҫути» тенине мӗнле ӑнланмалла?
20 Давид малалла юрлать: «Нумайӑшӗ: „кам пире ырӑлӑх кӑтартӗ? тет. Эй Ҫӳлхуҫа, пире Хӑвӑн сӑну ҫутине кӑтартсам!“» (Пс. 4:7.) «Иегова сӑнӗн ҫути» тени вӑл Турӑ ырланине пӗлтерет (Пс. 88:16). Ҫавӑнпа та Давид, «пире Хӑвӑн сӑну ҫутине кӑтартсам» тесе кӗлӗ тунӑ чухне, Турӑран ырланине кӑтартсам тесе ыйтать. Иеговӑна шанатпӑр пулсан, вӑл пире ырлать, эпир вара унӑн ирӗкне туса тӑнипе пысӑк савӑнӑҫпа савӑнӑпӑр.
21. Халӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе туллин хутшӑннӑ май эпир мӗн пирки иккӗленместпӗр?
21 Турӑ паракан савӑнӑҫа — тыр-пул пухакансен савӑнӑҫне те ирттерекен савӑнӑҫа — чӑтма ҫук кӗтнӗ май Давид Иеговӑна мухтаса юрлать: «Вӗсем ҫӑкӑр, эрех [тата ҫу] хушӑннипе савӑнчӗҫ, манӑн чӗрене вара вӗсенчен те ытларах савӑнтартӑн» (Пс. 4:8). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе туллин хутшӑнатпӑр пулсан эпир, паллах, чӗререн савӑнӑпӑр (Лука 10:2). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ырӑ хыпар сарас ӗҫре ертсе пырассине хӑйсем ҫине илеҫҫӗ, эпир вара ҫав ӗҫе хутшӑнакансен шучӗ ӳссе пынине кура савӑнатпӑр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе, савӑнӑҫ парса тӑракан ӗҫе, эсир хутшӑнатӑр-и, тата ҫавӑ сирӗн кӑмӑлӑра ҫырлахтарать-и?
Малашне те Турра пӗтӗмпех шанса тӑрӑр
22. Турӑ Саккунне тытса тӑнӑ чухне израильсен пурнӑҫӗ, Псалом 4:9-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, мӗнле пулнӑ?
22 Давид ҫав Псалома ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫлет: «Канлӗ выртатӑп та ҫывӑратӑп: эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӗр Эсӗ анчах шанчӑклӑ усратӑн» (Пс. 4:9). Иегова Саккунне тытса тӑнӑ чухне израильсем Унпа мирлӗ пурӑннӑ та хӑйсене канлӗ туйнӑ. Сӑмахран, Соломон патшана ларсассӑн малтанхи ҫулӗсенче «Иудӑпа Израиль... тӑнӑҫлӑн... пурӑннӑ» (3 Патш. 4:25). Кӳршӗ халӑхсем хӑйсене тӑшманла тытнӑ чухне те Турра шанса тӑракансем канлӗ пурӑннӑ. Давид пекех эпир канлӗ ҫывӑратпӑр, мӗншӗн тесен Турӑ шанчӑклӑ усранӑран эпир хӑрамасӑр пурӑнатпӑр.
23. Турра пӗтӗмпех шанса тӑратпӑр пулсан, эпир мӗн кӗтме пултаратпӑр?
23 Айтӑр малашне те Иеговӑшӑн пӗр иккӗленмесӗр ӗҫлесе тӑрар. Ҫавӑн пекех ӗненсе кӗлӗ тӑвар, ҫапла вара «Туррӑн этем ӑнланайми канӑҫлӑхне» ӑшра туяр (Флп. 4:6, 7, ҪХ). Ҫакӑ пысӑк савӑнӑҫ парать! Эпир малашне те Иеговӑна пӗтӗмпех шанса тӑрсан, паллах ӗнтӗ, пуласлӑх ҫине пӗр иккӗленмесӗр пӑхӑпӑр.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Авессалома пула Давидӑн мӗнле йывӑрлӑхсем курма тивнӗ?
• 3-мӗш Псалом пире иккӗленми пулма мӗнле пулӑшать?
• Мӗнле майпа 4-мӗш Псалом пире Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах шанма пулӑшӗ?
• Турра пӗтӗмпех шанса тӑнине пула мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]