Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн ӑслӑлӑхне пӗлсе ҫитме ҫук!

Туррӑн ӑслӑлӑхне пӗлсе ҫитме ҫук!

Туррӑн ӑслӑлӑхне пӗлсе ҫитме ҫук!

«Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнланса илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук!» (РИМ 11:33).

1. Шыва кӗнӗ христиансемшӗн чи пысӑк чыс мӗн вӑл?

 МӖНЕ эсир хӑвӑршӑн чи пысӑк чыс тесе шутлатӑр? Тен, чи малтан эсир пухура илнӗ тивӗҫсем ҫинчен, шкулта е ӗҫре хисепе тивӗҫлӗ пулни ҫинчен шухӑшларӑр пулӗ. Анчах та шыва кӗнӗ христиансемшӗн чи пысӑк чыс вӑл — чӑн Турӑ, Иегова, пире хӑйӗнпе ҫывӑх хутшӑнусенче пулма пани. Ҫавна пула эпир, кама «Турӑ пӗлет», ҫавсем пулса тӑтӑмӑр (1 Кор. 8:3; Гал. 4:9).

2. Мӗншӗн Иеговӑна пӗлни тата вӑл пӗлекен ҫын пулни — пысӑк чыс?

2 Иеговӑна пӗлни тата вӑл пӗлекен ҫынсем пулни мӗншӗн пирӗншӗн пысӑк чыс? Мӗншӗн тесен Иегова Ҫут тӗнчере Чи Асли пулнисӗр пуҫне, хӑйне юратакансене Хӳтӗлекенӗ те. Наум пророк Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа — ырӑ, Вӑл — хуйхӑ кунӗнче тарса хӑтӑлмалли вырӑн, Вӑл Хӑйне шанакансене пӗлсе тӑрать» (Наум 1:7; Пс. 1:6). Тӗрӗссипе каласан, эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнасси чӑн Турӑпа унӑн Ывӑлне, Иисус Христоса, пӗлнинчен килет (Иоанн 17:3).

3. Турра пӗлни тени мӗн вӑл?

3 Турра пӗлни вӑл — унӑн ятне пӗлни кӑна мар. Пирӗн ӑна пӗлессе те Тус тесе пӗлмелле, ӑна мӗн килӗшнипе килӗшменнине ӑнланмалла. Ҫав пӗлӳпе килӗшӳллӗ пурӑнни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑ унпа пирӗн хушӑри хутшӑнусем мӗн тери ҫирӗп пулнине кӑтартса парать (1 Иоанн 2:4). Анчах та эпир Иеговӑна чӑннипех пӗлесшӗн пулсан, тата темскер кирлӗ. Пирӗн вӑл мӗн тунине кӑна мар, ҫавна вӑл мӗнле тата мӗншӗн тунине те пӗлмелле. Иегова мӗн тума шутласа хунине эпир мӗн чухлӗ лайӑхрах ӑнланса пырӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах Туррӑн вӗҫӗмсӗр ӑслӑлӑхне кура савӑнса тӗлӗнӗпӗр (Рим 11:33).

Хӑй шутласа хунине пурнӑҫа кӗртекен Турӑ

4, 5. а) Библире «шутласа хуни» тени мӗне пӗлтерет? ӑ) Тӗллеве тӗрлӗ майпа пурнӑҫа кӗртме пултарнине тӗслӗх тӑрӑх ӑнлантарса парӑр.

4 Иегова — хӑй шутласа хунине пурнӑҫа кӗртекен Турӑ, ҫавӑнпа та Библире «Турӑ ӗмӗртен малтанах хушни [«шутласа хуни», ҪТ]» ҫинчен каланӑ (Эф. 3:10, 11). Ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? «Шутласа хуни» тени, Библире унпа мӗнле усӑ курнине шута илсен, пӗр-пӗр палӑртса хунӑ тӗллеве пӗлтерет — ҫав тӗллеве вара тӗрлӗ майпа пурнӑҫа кӗртме пулать.

5 Тӗслӗх илер: ҫын пӗр-пӗр вырӑна каясшӑн тейӗпӗр. Унта ҫитесси — унӑн тӗллевӗ, е шутласа хуни. Мӗнле транспортпа, мӗнле ҫулпа каяс тӗлӗшрен унӑн, тен, темиҫе май та пур. Хӑй суйласа илнӗ ҫул ҫинче ҫанталӑка, ҫула юсанине е машинсем пӳлсе лартнине пула чӑрмавсем пулма пултарӗҫ, ҫавӑнпа та унӑн маршрута улӑштарма тивӗ. Анчах та унӑн кирек мӗнле улшӑнусем тумалла пулсан та, вӑл палӑртса хунӑ вырӑна ҫитнипе хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртетех.

6. Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшрен мӗнле улшӑнусем тунӑ?

6 Ҫула тухнӑ ҫын хӑйӗн маршрутне улӑштарнӑ пекех, Иегова та ӗмӗртен малтанах шутласа хунине пурнӑҫа кӗртес тесе самаях пысӑк улшӑнусем тӑвать. Хӑй пултарнисен суйласа илме ирӗк пуррине шута илсе вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртмелли майсене улӑштарать. Сӑмахран, пама пулнӑ Вӑрлӑх тӗслӗхне илсе Иегова хӑй шутласа хунине мӗнле пурнӑҫланине пӑхса тухар. Чи малтанах Иегова ҫынсен пӗрремӗш мӑшӑрне каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗклени Турӑ мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарнӑ-и? Ҫук, паллах! Лару-тӑру улшӑннине Иегова тӳрех шута илнӗ те хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫламашкӑн тепӗр «маршрутпа» усӑ курнӑ. Ҫав пӑлхав кӳнӗ сиене пӗтерекен «вӑрлӑх» пуласси пирки вӑл малтанах каласа хунӑ (Пулт. 3:15; Евр. 2:14—17; 1 Иоанн 3:8).

7. Иегова хӑйӗн ҫинчен Тухни 3:14-мӗшӗнче каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

7 Ҫӗнӗ лару-тӑрура Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртмелли майсене улӑштарма пултарни Вӑл хӑйӗн ҫинчен мӗн каланипе килӗшӳллӗ. Моисей хӑйне хушса панӑ ӗҫе тума мӗн чӑрмантарма пултарни ҫинчен Иеговӑна каласан, Иегова ӑна ҫапла шантарнӑ: «Эпӗ Ӗмӗрех Пурри [«кам пулас тетӗп, ҫавӑ пулатӑп», ҪТ], тенӗ. Тата каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ӗмӗрех Пурри [«Эпӗ пулатӑп», ҪТ] мана сирӗн патӑра ячӗ тесе кала» (Тух. 3:14). Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртес тесе кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑма пултарать! Ҫавна Павел апостол римлянсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра питӗ лайӑх кӑтартнӑ. Унта вӑл сӑнарлӑ ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калать. Ҫав тӗслӗхе пӑхса тухни пире пурне те — пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пуррисене те, ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма шанакансене те — Иеговӑн виҫесӗр ӑслӑлӑхне тата ытларах хаклама пулӑшӗ.

Малтанах каласа хунӑ вӑрлӑх тӗлӗшӗнчен Иегова мӗн тума шутласа хуни

8, 9. а) Мӗнле тӑватӑ факт пире ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан тӗслӗхе ӑнланма пулӑшӗ? ӑ) Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫа кӗртес енчен улшӑнусем тума пултарнине мӗнле ыйтӑвӑн хуравӗ кӑтартса парать?

8 Ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан тӗслӗхе ӑнланас тесен, малтанах каласа хунӑ вӑрлӑх пирки Иегова мӗн шутласа хуни майӗпен пурнӑҫланса пынипе ҫыхӑннӑ тӑватӑ факта пӗлмелле. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова Авраама, унӑн вӑрлӑхӗ урлӑ «ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ» тесе сӑмах панӑ (Пулт. 22:17, 18). Иккӗмӗшӗнчен, Израиль халӑхӗн, Авраамран пуҫланса кайнӑскерӗн, «священниксен патшалӑхӗ» пулма май пулнӑ (Тух. 19:5, 6). Виҫҫӗмӗшӗнчен, Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ Мессийӑна йышӑнманран «священниксен патшалӑхӗ» тӑвас тесе Иегова урӑх утӑмсем тунӑ (Матф. 21:43; Рим 9:27—29). Тӑваттӑмӗшӗнчен, Иисус Авраам «ачисен», е вӑрлӑхӗн, тӗп пайӗ пулин те, ыттисене те ҫав вӑрлӑхӑн пайӗ пулма май панӑ (Гал. 3:16, 29).

9 Ҫак тӑватӑ факта тӗпе хурса, эпир Ӳлӗмхине кӗнекерен 144 000-шӗ пурте пӗлӗтре Иисуспа пӗрле патшасемпе священниксем пулса ӗҫлессе пӗлетпӗр (Ӳлӗм. 14:1—4). Вӗсем пирки те «Израиль ывӑлӗсем» тенӗ (Ӳлӗм. 7:4—8). Анчах та 144 000-шӗ шутне кӗрекенсем пурте еврейсем-и? Ҫав ыйтӑвӑн хуравне эпир Павел апостол римлянсем патне янӑ ҫырура тупатпӑр. Ҫав хурав Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫа кӗртес енчен улшӑнусем тума пултарнине кӑтартса парать.

«Священниксен патшалӑхӗ»

10. Израиль халӑхне кӑна мӗнле май панӑ пулнӑ?

10 Израиль халӑхне кӑна «священниксен патшалӑхӗ... сӑваплӑ халӑх» пулма май пани ҫинчен унччентерех каланӑччӗ. (Рим 9:4, 5 вуласа пар.) Пама пулнӑ Вӑрлӑх килсен мӗн пулса тухнӑ-ха? Израиль ҫыннисенчен 144 000-шне — «Турӑ Израилӗ» тата Авраам вӑрлӑхӗн кӗҫӗн пайӗ пулмаллисене — пурне те пухнӑ-и? (Гал. 6:16.)

11, 12. а) Камӑн пӗлӗтри Патшалӑх шутне кӗмелле пулнӑ, ҫавсене хӑҫан пухма пуҫланӑ тата ҫавӑн ҫине вӑл вӑхӑтри еврейсенчен нумайӑшӗ мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Камӑн Авраамӑн вӑрлӑхӗ пулмалла пулнӑ, ҫавсене пурне те пухас тесе Иегова мӗн тунӑ?

11 Рим 11:7—10 вуласа пар. Еврей халӑхӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, пӗрремӗш ӗмӗрте Иисуса йышӑнман. Ҫавӑнпа та Авраам вӑрлӑхӗ шутне кӗрес май вӗсенӗн кӑна пулма пӑрахнӑ. Анчах та камӑн пӗлӗтри «священниксен патшалӑхӗ» шутне кӗмелле пулнӑ, ҫавсене пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пухма пуҫласан, хӑш-пӗр тӳрӗ кӑмӑллӑ еврейсем ҫавна йышӑннӑ. Вӗсен шучӗ темиҫе пин кӑна пулнӑран, вӗсем пирки «йӑлкӑм [«юлашкийӗ, ҪС]» тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, пӗтӗм Израиль халӑхӗпе танлаштарсан, сахаллӑн пулнӑ (Рим 11:5).

12 Камӑн Авраам вӑрлӑхӗ пулмалла пулнӑ, ҫавсен «хисепӗ тултӑр» тесе, урӑхла каласан, вӗсене пурне те пухас тесе Иегова мӗн тунӑ? (Рим 11:12, 25, ҪС.) Ҫав ыйту ҫине Павел апостол акӑ мӗнле хуравланӑ: «Турӑ сӑмахӗ вырӑна килмерӗ темелле мар, мӗншӗн тесессӗн Израильрен ҫуралнисем пуртех Израиль ҫыннисем мар; Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пуртех Авраам ачисем [Авраам вӑрлӑхӗн пайӗ] мар... Урӑхла каласассӑн, ӳт ачисем пуртех Турӑ ачи мар, пама пулнине илес ачасем ҫеҫ йӑх [е вӑрлӑх] йышне кӗреҫҫӗ» (Рим 9:6—8). Апла пулсан, вӑрлӑх тӗлӗшӗнчен Иегова мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлантӑр тесе Авраам йӑхӗнчен тухнӑ ҫын пулни кӑна кирлӗ пулман.

Сӑнарлӑ ҫу йывӑҫӗ

13. а) Ҫу йывӑҫӗпе, ӑ) унӑн тымарӗпе, б) унӑн вуллипе тата в) унӑн турачӗсемпе мӗн сӑнарласа панӑ?

13 Авраам вӑрлӑхӗн пайӗ пулса тӑракансене Павел апостол сӑнарлӑ ҫу йывӑҫӗн тураттисемпе танлаштарать a (Рим 11:21). Ҫав пахчари ҫу йывӑҫӗ Турӑ мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртнине пӗлтерет, ҫавна Турӑ Авраампа тунӑ килӗшӳ чухне шута илнӗ. Йывӑҫӑн тымарӗ таса, е сӑваплӑ, тата Иеговӑна «Турӑ Израильне» пурнӑҫ паракан пек сӑнарласа парать (Ис. 10:20; Рим 11:16). Йывӑҫ вулли Иисуса Авраам вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ пек сӑнарласа парать. Пӗтӗм турачӗ Авраамӑн кӗҫӗн пайне кӗрекенсене пурне те пӗлтерет.

14, 15. Пахчари ҫу йывӑҫӗнчен мӗнле туратсене хуҫса илнӗ тата мӗнлисене ун ҫумне сыпӑнтарнӑ?

14 Ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан тӗслӗхре Иисуса йышӑнман еврейсене хуҫса илнӗ туратсемпе танлаштарнӑ (Рим 11:17). Вӗсем Авраамӑн пайӗ пулас мая ҫухатнӑ. Анчах та вӗсем вырӑнне кам пулма пултарӗ-ши? Авраам йӑхӗнчен тухнипе мухтанакан еврейсене, хӑйсене ытти халӑх ҫыннисемпе улӑштарасси пачах та пулма пултараймасть пек туйӑннӑ. Анчах та Шыва кӗртекен Иоанн Иегова, кӑмӑл тусан, чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать тесе унчченех асӑрхаттарнӑ (Лука 3:8).

15 Иегова хӑй шутласа хунине пурнӑҫлас тесе мӗн тунӑ вара? Вӑрманти ҫу йывӑҫӗн турачӗсене пахчари ҫу йывӑҫӗн хуҫса илнӗ турачӗсем вырӑнне сыпӑнтарнӑ тесе ӑнлантарса парать Павел. (Рим 11:17, 18 вуласа пар.) Ҫапла вара ытти халӑхран тухнӑ, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, сӑмахран, Рим пухӑвӗнчи хӑш-пӗрисене, ытарлӑ каласан, сӑнарлӑ ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтарнӑ. Ҫапла вӗсем Авраам вӑрлӑхӗн пайӗ пулса тӑнӑ. Чи малтан вӗсем вӑрманти ҫу йывӑҫӗн турачӗсем евӗрлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен ҫав ятарлӑ килӗшӳре тӑма нимле шанчӑк та пулман. Анчах вӗсем «Турӑ Израилӗ» пулса тӑччӑр тесе Иегова вӗсем валли ҫул уҫнӑ (Рим 2:28, 29).

16. «Турӑ Израилӗ» йӗркеленсе кайнине Петр апостол мӗнле ӑнлантарса панӑ?

16 Ҫав лару-тӑрӑва Петр апостол ҫапла ӑнлантарса парать: «Вӑл [Иисус Христос] сирӗншӗн [«Турӑ Израилӗшӗн», ҫав шутра ытти халӑхран тухнӑ христиансемшӗн те], ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул. [...] Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире; ӗлӗк эсир халӑх марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр; ӗлӗк сире каҫарманччӗ, халӗ сире каҫарнӑ» (1 Петр 2:7—10).

17. Иегова мӗн туни мӗншӗн «ҫут ҫанталӑк йӗркине пӑхмасӑрах» туни пулнӑ?

17 Иегова мӗн туни нумайӑшӗшӗн пачах кӗтмен ҫӗртен пулнӑ. Ҫавӑ «ҫут ҫанталӑк йӗркине пӑхмасӑрах» пулнӑ тенӗ Павел (Рим 11:24, ҪХ). Мӗнле майпа ҫавӑн пек пулма пултарнӑ? Вӑрманти ҫу йывӑҫӗн туратне пахчари ҫумне сыпӑнтарасси пулма пултараймасть пек, ҫитменнине ҫут ҫанталӑк йӗркине хирӗҫ пырать пек туйӑнать, анчах пӗрремӗш ӗмӗрти ҫӗр ӗҫченӗсем шӑп ҫавӑн пек тунӑ та b. Иегова та ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япала тунӑ. Еврейсен шучӗпе ытти халӑхри ҫынсем тивӗҫлӗ ҫимӗҫсем кӳрсе тӑма пултарайман. Анчах Иегова шӑп вӗсенчен ӗнтӗ Патшалӑх ҫимӗҫне кӳрекен «халӑхӑн» пайӗ туса хунӑ (Матф. 21:43). Ытти халӑхран тухнӑ ӳтне кастарман Корнилие — христиан тӗнне йышӑннӑ пӗрремӗш ҫынна — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑранпа ӳтне кастарман, еврей халӑхӗ шутне кӗмен ҫынсем валли пирӗн эрӑри 36-мӗш ҫулта сӑнарлӑ ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнмалли май уҫӑлнӑ (Ап. ӗҫ. 10:44—48) c.

18. Еврейсен пирӗн эрӑри 36-мӗш ҫул хыҫҫӑн та мӗнле май тӑрса юлнӑ?

18 Ҫакӑ вара еврейсем пирӗн эрӑри 36-мӗш ҫул хыҫҫӑн Авраам вӑрлӑхӗн пайӗ пачах та пулма пултарайманнине пӗлтерет-и? Ҫук. Павел ӑнлантарса парать: «Лешӗсем те [еврейсем], ӗненмен халлӗнех тӑмасан, сыпӑнӗҫ, Туррӑн вӗсене каялла сыпмалӑх хӑват пур. Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ» (Рим 11:23, 24).

Пӗтӗм Израиль ҫӑлӑнӗ

19, 20. Вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан тӗслӗхре кӑтартнӑ пек, Иегова мӗн туса ҫитерӗ?

19 Чӑнах та, «Турӑ Израилӗ» тӗлӗшӗнчен Иегова мӗн тума шутласа хуни тӗлӗнмелле майпа пурнӑҫланса пырать (Гал. 6:16). Пӗтӗм Израиль ҫӑлӑнӗ тесе каланӑ Павел (Рим 11:26). Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑтра пӗтӗм Израиль — «Турӑ Израилӗ» шутне кӗрекенсем пурте — пӗлӗтре патшасем тата священниксем пулса ӗҫлӗҫ. Иеговӑна хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть!

20 Малтанах каласа хунӑ пекех, Авраам «вӑрлӑхӗ» урлӑ — Иисус Христоспа 144 000-шӗ урлӑ — «ҫӗр ҫинчи пур халӑх та» пиллӗх илӗ (Пулт. 22:18). Ҫапла майпа Туррӑн пӗтӗм халӑхӗ ҫав йӗркерен усӑ илсе тӑрать. Иегова ӗмӗртен малтанах шутласа хуни мӗнле пурнӑҫланса пынине тимлӗ тӗпченӗ май эпир «Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫуккине» кура тӗлӗнсе тӑрӑпӑр кӑна (Рим 11:33).

[Сноскӑсем]

a Павел каланӑ тӗслӗхри ҫу йывӑҫӗ Израиль халӑхне сӑнарласа памасть. Ҫав халӑхра патшасемпе священниксем пулнӑ пулин те, халӑх священниксен патшалӑхӗ пулса тӑрайман. Патшасем Моисей саккунӗ тӑрӑх священниксем пулма пултарайман. Эппин, ҫу йывӑҫӗ ҫав халӑха сӑнарласа пама пултарайман. Павел, ҫу йывӑҫӗн тӗслӗхне илсе парса, Иегова «священниксен патшалӑхне» тума шутласа хуни «Турӑ Израилӗ» ҫинче пурнӑҫланса пынине кӑтартнӑ. Павелӑн тӗслӗхне унччен 1983 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (акӑл.) журналти 14—19-мӗш страницӑсенче ӑнлантарса панӑ.

c Ҫавӑ еврейсене, вӗсем «Турӑ Израилӗн» пайӗ пулса тӑччӑр тесе, уйӑрса панӑ виҫӗ ҫул ҫурӑ вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ӗҫсем ҫавӑн пек пулса пырасси пирки 70 ҫичӗҫуллӑх ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем кӑтартса параҫҫӗ (Дан. 9:27).

Астӑватӑр-и эсир?

• Иегова ҫинчен эпир, вӑл хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫласа пынинчен мӗн пӗлетпӗр?

Римлянсем патне янӑ ҫырӑвӑн 11-мӗш сыпӑкӗнче...

ҫу йывӑҫӗ мӗне пӗлтерет?

унӑн тымарӗ мӗне пӗлтерет?

унӑн вулли мӗне пӗлтерет?

унӑн турачӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

• Мӗншӗн вӑрманти ҫу йывӑҫӗн хунавне сыпӑнтарни пирки «ҫут ҫанталӑк йӗркине пӑхмасӑрах» сыпӑнтарнӑ теме пулать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[26-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Вӑрманти ҫу йывӑҫӗн туратне мӗншӗн сыпӑнтармалла?

▪ Луций Юний Модерат Колумелла пирӗн эрӑри I ӗмӗрте пурӑннӑ. Вӑл Рим ҫар ҫынни тата ҫӗр ӗҫченӗ пулнӑ. Ӑна ял пурнӑҫӗпе ялхуҫалӑх ҫинчен ҫырнӑ 12 кӗнекерен пӗлеҫҫӗ.

Хӑйӗн пиллӗкӗмӗш кӗнекинче вӑл авалхи ваттисен сӑмахне илсе парать: «Кам ҫу йывӑҫ пахчине сухалать, вӑл ҫимӗҫ пирки ыйтать; кам тислӗк хурса ҫемҫетет — ҫимӗҫ пирки йӑлӑнать; кам йывӑҫа хӑш-пӗр туратсенчен тасатать — ҫимӗҫсем пуҫтарать».

Лайӑх ӳсекен, анчах та сахал ҫимӗҫ паракан йывӑҫсем пирки каласа панӑ хыҫҫӑн вӑл ҫакна тума сӗнет: «Галлсен пӑрипе [йывӑҫ ҫинче] шӑтӑк шӑтарӑр та вӑрманти ҫу йывӑҫӗн симӗс хунавне ҫав шӑтӑка кӗртсе лартса тачӑ ҫыпҫӑнтарӑр; ҫавна пула йывӑҫ нумайрах ҫимӗҫ пама пуҫлӗ».