Христиансен ҫемйисем, сыхӑ тӑрӑр
Христиансен ҫемйисем, сыхӑ тӑрӑр
«Сыхӑ, урӑ пуҫлӑ тӑрар» (1 ФЕС. 5:6).
1, 2. Сыхӑ тӑмашкӑн ҫемьене мӗн кирлӗ?
ПАВЕЛ апостол «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунне» асра тытнӑ май Фессалоникӑри христиансем патне ҫырнӑ: «Эй тӑвансем, эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ. Эсир пурсӑр та — ҫутӑ ывӑлӗсем, кун ывӑлӗсем; эпир — каҫ ывӑлӗсем мар, сӗмлӗх ывӑлӗсем мар». Унтан вӑл татах каланӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пек ҫывӑрар мар, сыхӑ, урӑ пуҫлӑ тӑрар» (Иоиль 2:31; 1 Фес. 5:4—6).
2 Фессалоникӑрисене панӑ Павелӑн канашӗ «юлашки вӑхӑтра» пурӑнакан христиансене уйрӑмах кирлӗ (Дан. 12:4). Сатанан йӗркесӗр тӗнчи пӗтесси ҫывхарса пынӑҫемӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсене Шуйттан, май ҫитнӗ таран нумайӑшне, Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарасшӑн. Ҫавӑнпа та эпир, Павел сыхӑ тӑма чӗнсе каланине тимлетпӗр пулсан, тӗрӗс тунӑ пулӑттӑмӑр. Христиан ҫемйи сыхӑ тӑтӑр тесен, Иегова ҫемьере кашнине мӗн тума хушнӑ, ҫавна Библире каланӑ пек туса тӑни питӗ кирлӗ. Ҫемйине сыхӑ тӑма пулӑшас тесе упӑшкин, арӑмӗн тата ачисен мӗн тумалла?
Упӑшкисем, «ырӑ кӗтӳҫӗ» пек пулма тӑрӑшӑр
3. Арҫыннӑн ҫемье пуҫӗн тивӗҫне пурнӑҫлас тесе, 1 Тимофей 5:8-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, мӗн тумалла?
3 «Арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки»,— каланӑ Библире (1 Кор. 11:3). Ҫемье пуҫӗн тивӗҫне туса тӑрас тесе арҫыннӑн мӗн-мӗн тумалла? Библире каланӑ: «Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах» (1 Тим. 5:8). Паллах ӗнтӗ, арҫыннӑн хӑйӗн ҫемйи валли пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илмелле. Анчах та ҫемьене сыхӑ тӑма пулӑшас тесен, унӑн ҫемьене тӑрантарса усракан кӑна пулмалла мар. Унӑн хӑйӗн килӗнчисене кашнине Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшнипе ҫемйине тӗреклетмелле (Ытар. 24:3, 4). Ҫавна вӑл мӗнле тума пултарать?
4. Арҫынна хӑйӗн ҫемйине Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас енчен ӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ?
4 «Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек... упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ», ҫавӑнпа та авланнӑ арҫыннӑн Иисус пуху пуҫӗн тивӗҫне мӗнле туса тӑнине тӗпчемелле, унтан вара ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшмалла (Эф. 5:23). Вӗренекенӗсемпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене Иисус мӗнле сӑнласа панине пӑхӑпӑр. (Иоанн 10:14, 15 вуласа пар.) Хӑйӗн ҫемйине Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас текен арҫын ҫавна мӗнле майпа ӑнӑҫлӑ тума пултарать? Иисус, «ырӑ кӗтӳҫӗ», мӗн калани-тунине тӗпченипе тата тӗп-тӗрӗс унӑн «йӗрӗпе» пынипе (1 Петр 2:21).
5. Ырӑ Кӗтӳҫ пухӑва мӗн таран лайӑх пӗлет?
5 Ҫемье пуҫӗ Христос тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Кӗтӳҫпе сурӑхсем хушшинчи хутшӑнусем пӗлӳ тата шанса тӑни ҫинче никӗсленнӗ. Кӗтӳҫ хӑйӗн сурӑхӗсем ҫинчен пурне те пӗлет, сурӑхӗсем вара кӗтӳҫе пӗлеҫҫӗ, шанаҫҫӗ. Вӗсем унӑн сассине паллаҫҫӗ те ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Эпӗ Хамӑннисене [«Хам сурӑхӑмсене», ҪС] пӗлетӗп, вӗсем [«сурӑхӑмсем», ҪС] те мана пӗлеҫҫӗ». Вӑл пухӑва ҫиелтен кӑна мар пӗлет. Кунта «пӗлетӗп» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «хам пӗлетӗп, лайӑх пӗлетӗп» тенине пӗлтерет. Ырӑ Кӗтӳҫ кашни сурӑха хӑй пӗлет. Вӑл ӑна мӗн кирлине, унӑн вӑйлӑ та начар енӗсене курса тӑрать. Кӗтӳҫ куҫӗнчен нимӗн те — мӗн унӑн сурӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ, ҫавӑ — пытанса юлаймасть. Сурӑхӗсем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ, вӑл мӗнле ертсе пынине шанаҫҫӗ.
6. Ырӑ Кӗтӳҫ евӗрлӗ пулас тесе упӑшкисем мӗн тума пултараҫҫӗ?
6 Христос пек пуҫ пулса ертсе пырас тесен арҫыннӑн хӑйӗн пирки кӗтӳҫ тесе, хӑйне шанса панисем пирки сурӑхӑмсем тесе шутлама вӗренмелле. Хӑйӗн ҫемйине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе унӑн вӑй хумалла. Упӑшки ҫавна тума пултарӗ-ши? Пултарӗ, енчен те ҫемйинчисем унпа пӗр хӑрамасӑр уҫҫӑн калаҫма пултараҫҫӗ пулсан, вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине вӑл тимлӗ итлет пулсан, ҫемье ӗҫӗсене тӑвас тӗлӗшрен пуҫаруллӑ пулсан. Ҫавӑн пекех вӑл йышӑнусем тунӑ чухне, калӑпӑр, ҫемьепе Турра пуҫҫапассипе, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсемпе, ырӑ хыпар сарассипе, канупа тата вӑйӑ-кулӑпа ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне, унӑн хӑйӗн килӗнчисен кашнин лару-тӑрӑвне шута илмелле. Упӑшка-христианин ырӑ тӗслӗх кӑтартас тата тӗрӗс йышӑнусем тӑвас тесе Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине тӗплӗн вӗренсе пырсан, хӑйӗн кил-йышне те лайӑх пӗлме тӑрӑшсан, паллах ӗнтӗ, ҫемьере кашни ӑна ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурса шанса тӑрӗ, вӑл хӑй вара ҫемьере пурте пӗрле чӑн Турра пуҫҫапса пурӑннине кура савӑнӗ.
7, 8. Пӑхса тӑма шанса панисене юратас тӗлӗшпе упӑшки Иисус евӗрлӗ пулас тесе мӗн тума пултарать?
7 Ҫавӑн пекех лайӑх кӗтӳҫ хӑйӗн сурӑхӗсене юратать. Евангелисенче Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен каланине вӗреннипе эпир Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӑтартнӑ юратӑва ытларах хаклама пуҫлатпӑр. Вӑл «сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне» панӑ. Пӑхса тӑма шанса панисене юратас тӗлӗшпе упӑшкисен Иисус евӗрлӗ пулма тӑрӑшмалла. Турӑ ырлатӑр тет пулсан, упӑшки арӑмӗпе хаяррӑн хуҫаланмӗ, ун вырӑнне вӑл ӑна «Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӗ» (Эф. 5:25, ҪХ). Арӑмӗпе калаҫнӑ чухне унӑн сӑмахӗсем ырӑ та кӑмӑллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен арӑмӗ хисепе тивӗҫлӗ (1 Петр 3:7).
8 Ачисене вӗрентнӗ чухне ҫемье пуҫӗн Туррӑн принципӗсене ҫирӗп тытса тӑмалла. Ҫав вӑхӑтрах ачисене юратнине те унӑн кӑтартмалла. Вӗсене хӑш енчен те пулин тӳрлетмелле пулсан, унӑн ҫавна юрату кӑтартса тумалла. Хӑш-пӗр ачасене, тен, хӑйсенчен мӗн кӗтнине ӑнланма нумайтарах вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑн пек чухне ашшӗн тата чӑтӑмлӑрах пулмалла. Арҫынсем пӗрмаях Иисус пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, вӗсен ҫемйисенче канӑҫлӑ та лӑпкӑ. Вӗсен ҫемйисем, псалом юрлакан пекех, Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултаракан хӑрушлӑхсенчен сыхланнине туяҫҫӗ. (Псалом 22:1—6 вуласа пар.)
9. Упӑшка-христиансен мӗнле яваплӑх пур тата ҫавна туса тӑма вӗсене мӗн пулӑшӗ?
9 Ной патриарх пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн пурӑннӑ. Анчах Иегова «ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн... Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ» (2 Петр 2:5). Нойӑн яваплӑх пулнӑ: хӑйӗн ҫемйине, пӗтӗм ҫӗре шыв илнине пурӑнса ирттертӗр тесе, пулӑшмалла пулнӑ. Ҫак юлашки кунсенче христиан ҫемйисен пуҫӗсен те ҫавнашкал яваплӑх пур (Матф. 24:37). Вӗсем Ырӑ Кӗтӳҫӗн тӗслӗхне тӗпчеҫҫӗ, ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан кӑна, хӑйсен ҫемйине пулӑшӗҫ.
Арӑмсем, хӑвӑр ҫемйӳсемшӗн тӑрӑшӑр
10. Арӑмӗшӗн хӑйӗн упӑшкине пӑхӑнса тӑрасси мӗне пӗлтерет?
10 «Эй арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр»,— ҫырнӑ Павел апостол (Эф. 5:22). Ҫав сӑмахсемпе Павел хӗрарӑмсем ниме те тӑмаҫҫӗ тесе пачах та каласшӑн пулман. Пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, тӑвас умӗн чӑн Турӑ каланӑ: «Этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар» (Пулт. 2:18). «Пулӑшса тӑни», урӑхла каласан, упӑшкине ҫемьери тивӗҫӗсене туса тӑма пулӑшни — самаях чыслӑ ӗҫ.
11. Мӗнле майпа лайӑх арӑм ҫемйишӗн тӑрӑшать?
11 Лайӑх арӑм ҫемйишӗн тӑрӑшать. (Ытарӑшсем 14:1 вуласа пар.) Пуҫлӑх принципне ним вырӑнне хуман ухмах хӗрарӑмпа танлаштарсан, ӑслӑ хӗрарӑм ҫав йӗркене чӗререн хисеплет. Вӑл ҫак тӗнчери пек итлес-пӑхӑнас мар теес вырӑнне хӑйӗн упӑшкине пӑхӑнса тӑрать (Эф. 2:2). Ухмах арӑм ним шухӑшламасӑрах хӑйӗн упӑшки пирки япӑххине калама пултарать, ҫав вӑхӑтрах ӑслӑ хӗрарӑм калаҫасса та ачисем тата таврари ҫынсем упӑшкине ытларах хисеплеччӗр тесе калаҫать. Ҫавӑн пек арӑм упӑшкин ятне ярас мар тесе вӑй хурать: вӑл ӑна тиркесе-мӑкӑртатса ҫӳремест тата унпа хирӗҫсе-тавлашса тӑмасть. Ҫавӑн пекех вӑл перекетлӗ пулма тӑрӑшать. Ухмах хӗрарӑм вара йывӑр ӗҫпе ӗҫлесе илнӗ ҫемьери укҫа-тенке ним шутламасӑр унталла та кунталла тӑкма пултарать. Упӑшкине пулӑшас текен арӑм унашкал хӑтланмасть. Укҫа-тенкӗ тӑкаклас тӗлӗшпе упӑшки мӗн каланине вӑл итлет. Унӑн ӗҫӗсенче виҫине пӗлни тата укҫана тирпейлӗ тытни курӑнса тӑрать. Вӑл упӑшкине ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫле тесе хӗтӗртсе тӑмасть.
12. Хӑйӗн ҫемйине сыхӑ тӑма пулӑшас тесе арӑмӗ мӗн тума пултарать?
12 Ачисене Иегова ҫинчен вӗрентес енчен упӑшкине пулӑшнипе лайӑх арӑм ҫемйине сыхӑ тӑма пулӑшать (Ытар. 1:8). Ҫемьепе Турра пуҫҫапассине лайӑх ирттерме пулӑшас тесе вӑл пикенсех тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек арӑм хӑйӗн упӑшкине, вӑл ачисене ӑса вӗрентнӗ е канаш панӑ чухне, пулӑшса тӑрать. Вӑл пӗртте ухмах хӗрарӑм пек мар, ухмах хӗрарӑмӑн ачисем вара Турӑпа ҫывӑхланас тӗлӗшрен те, пурӑнмалӑх мӗн кирлине илес тӗлӗшрен те асапланаҫҫӗ!
13. Упӑшки пухушӑн тата организацишӗн хастарлӑ ӗҫлеме пултартӑр тесе арӑмӗ ӑна пулӑшни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
13 Упӑшкине пулӑшас текен арӑм упӑшки христиансен пухӑвӗнчи ӗҫсене хастарлӑн хутшӑнни пирки мӗн шутлать? Ҫавна кура вӑл савӑнать! Унӑн упӑшки кирек мӗнле тивӗҫе туса тӑрсан та — пулӑшакан ӗҫчен-и вӑл, старейшина-и, больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетра-и, регионри строительство комитечӗн членӗ-и вӑл — упӑшкине ҫавнашкал ӗҫсем шанса панӑшӑн арӑмӗ савӑнать. Хӑйӗн упӑшкине сӑмахпа та, ӗҫпе те пулӑшса тӑмашкӑн унӑн, паллах, мӗн те пулин парса тӑма тиветех. Анчах арӑмӗ ҫакна пӗлет: упӑшки пухушӑн тата организацишӗн ӗҫлесе тӑни пӗтӗм ҫемьене сыхӑ тӑма пулӑшать.
14. а) Хӑҫан арӑмне упӑшкине пулӑшма йывӑр пулма пултарать тата ҫавӑн чухне унӑн хӑйне мӗнле тытмалла? ӑ) Мӗнле майпа арӑм ҫемйине ырӑлӑх кӳрет?
14 Упӑшки тунӑ йышӑнупа килӗшмен чухне арӑмне ӑна пулӑшма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫавӑн чухне те вӑл «хирӗҫ чӗнмесӗр тӑрса, йӑваш кӑмӑллӑ» пулма тӑрӑшать те упӑшкин йышӑнӑвӗ ӑнӑҫлӑ пултӑр тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвать (1 Петр 3:4). Ҫавӑн пекех лайӑх арӑм ӗлӗкхи вӑхӑтра пурӑннӑ Турӑран хӑракан хӗрарӑмсем, сӑмахран, Сарра, Руфь, Авигея тата Иисус амӑшӗ Мария кӑтартнӑ тӗслӗхсем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшать (1 Петр 3:5, 6). Унсӑр пуҫне вӑл хальхи вӑхӑтри ватӑ хӗрарӑмсенчен — хӑйсене чипер, килӗшӳллӗ тытакансенчен — тӗслӗх илет (Тит 2:3, 4). Хӑйӗн упӑшкине юратнипе, хисепленипе лайӑх арӑм мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетет тата ҫемйине ырӑлӑх кӳрет. Унӑн ҫуртӗнче пурне те канлӗ те кӑмӑллӑ. Иеговӑна юратакан, уншӑн тӑрӑшса ӗҫлекен арҫыншӑн арӑмӗ пулӑшса тӑни калама ҫук паха! (Ытар. 18:22.)
Ачасем, «курӑнманни» ҫине пӑхӑр
15. Ҫемйине сыхӑ тӑма пулӑшас тесе ҫамрӑксем мӗн тума пултараҫҫӗ?
15 Ҫамрӑксем, хӑвӑр ҫемйӳ сыхӑ тӑтӑр тесе, аҫу-аннӳне мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Иегова сире валли хатӗрлесе хунӑ парне ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тен, пӗчӗккӗ чухне сире аҫу-аннӳ Райри пурнӑҫа сӑнласа паракан ӳкерчӗксем кӑтартнӑ пулӗ. Кӑштах ҫитӗнсен вӗсем сире Библи тата христиансен публикацисем урлӑ ҫӗнӗ тӗнчери ӗмӗрлӗх пурнӑҫ мӗнлерех пулассине ӑнланма пулӑшнӑ пулас. Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен пӗрмай шухӑшлатӑр пулсан тата ҫав шухӑшпа килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшатӑр пулсан, ҫакӑ сире сыхӑ тӑма пулӑшӗ.
16, 17. Пурнӑҫ илес тесе чупакан ӑмӑртура ӑнӑҫлӑ пулмашкӑн ҫамрӑксем мӗн тума пултараҫҫӗ?
16 Павел 1 Коринф 9:24-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. (Вуласа пар.) Пурнӑҫ илес тесе чупакан ӑмӑртӑва ҫӗнтерес тӗллевпе хутшӑнӑр. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парни патне илсе пыракан ҫула суйласа илӗр. Пурлӑх пухма пикеннӗрен нумайӑшӗ ҫав парнене куҫран вӗҫертнӗ. Ку питӗ ӑссӑрла-ҫке! Пуянлӑх пухас тесе пурӑннипе нихӑҫан та телейлӗ пулаяс ҫук. Укҫапа туяннӑ япаласем вӗсем — вӑхӑтлӑха кӑна. Ҫавӑнпа та «курӑнманни» ҫине пӑхӑр, мӗншӗн тесен «курӑнманни — ӗмӗрлӗхе» (2 Кор. 4:18).
17 «Курӑнманни» шутне Турӑ Патшалӑхӗ паракан пиллӗхсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене илме мӗнле тӗллевсем пулӑшаҫҫӗ, хӑвӑр ума шӑп ҫав тӗллевсене лартӑр та. Чӑннипех телейлӗ пуласси хамӑр пурнӑҫпа Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе усӑ курнинчен килет. Чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни кӗске е нумай вӑхӑтлӑх тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртме май парать a. Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ, пурнӑҫлама май пур тӗллевсем лартни Турӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен пӗрмай шухӑшлама тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнине илес тесе вӑй хума пулӑшать (1 Иоанн 2:17).
18, 19. Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене аталантарнипе аталантарманнине ҫамрӑк ҫын мӗнле пӗлме пултарать?
18 Ҫамрӑксем, пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тумалли пӗрремӗш утӑм вӑл — сирӗнтен кашнин Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене аталантарасси. Ҫав утӑма эсир турӑр-и? Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ япаласем ҫине Турӑ пӑхнӑ пекех пӑхатӑп-и е христиансем тӑвакан ӗҫсене атте-анне тума хушнӑран тӑватӑп? Турра савӑнтаракан лайӑх енсене эпӗ хамра аталантаратӑп-и? Турра тӗрӗс пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене, калӑпӑр, кӗлӗ тӑвассине, вӗренессине, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрессине тата ырӑ хыпар сарассине, пӗр сиктермесӗр тӑвас тесе вӑй хуратӑп-и? Турӑпа хам хушшинчи хутшӑнусене аталантарса эпӗ унпа ҫывӑхланатӑп-и?» (Иак. 4:8.)
19 Моисей кӑтартнӑ тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Моисей ют халӑх культуринче ӳссе ҫитӗннӗ пулин те, вӑл хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ пек мар, Иеговӑн ӗҫлекенӗ пек пӗлччӗр тенӗ. (Еврейсем 11:24—27 вуласа пар.) Пурнӑҫра уншӑн чи кирли Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем пулнӑ. Христиансен пухӑвӗнчи ҫамрӑксем, сирӗн те Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлеме ҫирӗп шут тытмалла. Ҫапла эсир чӑн-чӑн телей тупма, халех чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма пултаратӑр, ҫавӑн пекех «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн» сирӗн шанчӑк пулӗ (1 Тим. 6:19).
20. Пурнӑҫ илес тесе чупмалли ӑмӑртура кам парне илет?
20 Антика вӑхӑтӗнче, урӑхла каласан, авалхи грексемпе римлянсен тапхӑрӗнче, ӑмӑртура чупакансенчен пӗри кӑна парне илнӗ. Пурнӑҫ илес тесе чупмалли ӑмӑртура вара пачах урӑхла. Турӑ «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:3, 4). Сирӗнтен малтан ҫав ӑмӑртура нумайӑшӗ ӑнӑҫлӑ чупнӑ тата нумайӑшӗ сирӗнпе пӗрле чупать (Евр. 12:1, 2). Парӑнманнисем пурте парне илӗҫ. Ҫавӑнпа та ҫӗнтерес тесе чупӑр!
21. Тепӗр статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?
21 «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ» пурпӗрех ҫитет (Мал. 4:5). Ҫав кун христиансен ҫемйисемшӗн кӗтмен ҫӗртен килсе ҫитмелле мар. Ҫемьере кашни хӑйӗн тивӗҫне Библире каланӑ пек туни питӗ кирлӗ. Сыхӑ тӑрас тата Турӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе эсир тата мӗн тума пултаратӑр? Тепӗр статьяра пӗтӗм ҫемьене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан виҫӗ фактора сӳтсе явӑпӑр.
[Сноска]
a 2010 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналти 15—21-мӗш страницӑсене, 2004 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти 21—23-мӗш страницӑсене пӑхӑр.
Эсир мӗне вӗрентӗр?
• Христиансен ҫемйисен мӗншӗн сыхӑ тӑмалла?
• Ырӑ Кӗтӳҫ пек пулас тесе упӑшки мӗн тума пултарать?
• Хӑйӗн упӑшкине пулӑшас тесе лайӑх арӑм мӗн тума пултарать?
• Ҫемьене сыхӑ тӑма пулӑшас тесе ачисем мӗн тума пултараҫҫӗ?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]