Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ пире хӑйӗн юратӑвне кӑтартать

Турӑ пире хӑйӗн юратӑвне кӑтартать

Турӑ пире хӑйӗн юратӑвне кӑтартать

«Ырӑлӑх та, тӳрӗлӗх кӳрсе, хуҫаланӗ... ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ» (РИМ 5:21, ҪХ).

1, 2. Мӗнле еткерлӗхе нумай ҫын хаклӑ тесе шутлать? Мӗнле еткерлӗх, е парне, чылай хаклӑрах?

 «РИМЛЯНСЕМ хӑйсем хыҫҫӑн хӑварнӑ чи чаплӑ... еткерлӗх — Рим саккунӗсем, ҫавӑн пекех ҫав саккунсем тӑрӑх пурӑнма кирлине ӗнентерни» (Австралири Мельбурн университетӗнчи философи докторӗ Дейвид Уильямс). Анчах та еткерлӗх, е парне, пур, унӑн пахалӑхӗ вара чылай пысӑкрах. Турӑ панӑ ҫав парнене пула эпир Турӑ ырланине илме, унӑн куҫӗ умӗнче тӳрӗ пулма, ҫавӑн пекех ҫӑлӑнмашкӑн тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмашкӑн шанчӑк илме пултаратпӑр.

2 Турӑ ҫав парнене мӗнле майпа пани хӑш-пӗр енчен унӑн саккунӗпе ҫыхӑннӑ. Римлянсем патне янӑ ҫырӑвӑн 5-мӗш сыпӑкӗнчен Павел апостол ҫавӑн ҫинчен каланӑ чухне саккуна тӗпӗ-йӗрӗпех сӳтсе явман. Вӑл хӑйӗн хумхантаракан сӑмахӗсене ҫапла пуҫлать: «Ӗненнипе тӳрре тухса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшнӗ». Кам Туррӑн парнине йышӑнать, ҫавсем, Унӑн юратӑвне кура, Ӑна юратма пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри Павел пулнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Турӑ пире панӑ Таса Сывлӑш урлӑ пирӗн чӗрене Хӑйӗн юратӑвне янӑ» (Рим 5:1, 5).

3. Мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

3 Ҫав хаклӑ парне мӗншӗн кирлӗ пулнӑ? Ҫав парнене Турӑ тӗрӗслӗх нормисене пӑсмасӑр тата унпа пур ҫын та усӑ курма пултартӑр тесе мӗнле майпа пама пултарнӑ? Ҫав парнене илес тесен ҫынсен мӗн тумалла? Ҫак ыйтусем ҫине епле хурав панине пӑхса тухар та вӗсем Туррӑн юратӑвне мӗнле уҫса панине курар.

Туррӑн юратӑвӗ ҫылӑха хирӗҫ

4, 5. а) Мӗнле тӗлӗнмелле майпа Иегова хӑйӗн юратӑвне кӑтартнӑ? ӑ) Мӗне пӗлни пире Рим 5:12-мӗшӗнчи сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшать?

4 Питӗ хытӑ юратнӑран Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫынсене пулӑшмашкӑн янӑ. Ҫавӑн пирки Павел акӑ мӗн ҫырнӑ: «Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:8). «Хамӑр ҫылӑхлӑ чухне» текен сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫынсем ҫылӑхлӑ мӗнле пулса тӑнине пурин те пӗлмелле.

5 Ҫавӑн пирки каланӑ май Павел ҫакна палӑртать: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Эпир ҫав сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен этемлӗх мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Турӑ ҫырса хума хушнӑ. Иегова икӗ ҫынна — Адампа Евӑна — пултарнӑ та вӗсем пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ пулса тӑнӑ. Пултаракан пекех, вӗсен пӗр ҫитменлӗх те пулман. Турӑ вӗсене пӗр япалана кӑна тума хушман, итлемесен вара вилӗмлӗ пулса тӑратӑр тесе асӑрхаттарнӑ (Пулт. 2:17). Анчах та вӗсем пӗлсе тӑрсах Турӑ панӑ вырӑнлӑ йӗркене пӑснӑ та хӑйсене вилмелле тунӑ, ҫапла вара вӗсем Турра сирсе ярса ӑна Саккунҫӑ тата Чи Аслӑ Патша вырӑнне хума пӑрахнӑ (Сак. аст. 32:4, 5).

6. а) Мӗншӗн Адамӑн ӑрӑвӗнчисем пурте вилеҫҫӗ тата Моисей саккунӗ тухнӑранпа мӗн те пулин улшӑннӑ-и? ӑ) Йӑхран йӑха куҫакан ҫылӑх витӗм кӳрсе тӑнине мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать?

6 Адамӑн ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн кӑна ачасем ҫуралнӑ. Вӗсем ҫине те ҫылӑх куҫнӑ, вӗсем вара ҫылӑх мӗнле витӗм кӳнине хӑйсем ҫинче туйнӑ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем Турӑ мӗн тума хушнине Адам пӑснӑ пек пӑсман, ҫавӑнпа ҫав ҫылӑхшӑн яваплӑ пулман; унсӑр пуҫне вӑл вӑхӑтра саккунсен пуххине паман пулнӑ-ха (Пулт. 2:17). Ҫапах та Адамӑн ӑрӑвӗ ҫине ҫылӑх пурпӗр куҫнӑ. Ҫавӑнпа та ҫылӑхпа вилӗм Турӑ израильсене саккунсен пуххине паричченех хуҫаланнӑ. Ҫав саккунсем вара вӗсем ҫылӑхлӑ пулнине питӗ лайӑх кӑтартса панӑ. (Рим 5:13, 14 вуласа пар.) Йӑхран йӑха куҫакан ҫылӑх мӗнле витӗм кӳрсе тӑнине ашшӗ-амӑшӗнчен куҫакан чирсем, калӑпӑр, гемофилия, урлӑ кӑтартса пама пулать. Тен, эсир II Николай патшапа унӑн арамӗ Александра Федоровнӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, гемофилия — юн кайнипе аптӑраттаракан чир — пулнине пӗлетӗр пуль. Анчах та ҫакӑ ҫемьере пур ачи те ҫав чирпе асапланассине пӗлтермест. Ҫылӑхпа вара пачах урӑхла. Вӑл Адамӑн ӑрӑвӗнчисем ҫине пурин ҫине те пурпӗр куҫать. Унран вара пурте вилеҫҫӗ. Ҫак хӑтӑлма май ҫук пек курӑнакан йывӑрлӑха хӑҫан та пулин ҫӗнтерме май пулӗ-ши?

Иисус Христос урлӑ Турӑ мӗн панӑ

7, 8. Пӗр ҫитменлӗхсӗр икӗ арҫын суйласа илнӗ ҫул мӗнле майпа тӗрлӗ результат патне илсе пынӑ?

7 Йӑхран йӑха куҫакан ҫылӑхран ҫынсем хӑтӑлма пултарччӑр тесе Иегова юратнипе пӗр ӗҫ тунӑ. Павел ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, каярахпа килнӗ тепӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын урлӑ — тӗрӗссипе каласан, вӑл иккӗмӗш Адам пулнӑ — ҫӑлӑнмалли май уҫӑлнӑ (1 Кор. 15:45). Анчах ҫав пӗр ҫитменлӗхсӗр икӗ арҫынран кашнийӗ суйласа илнӗ ҫул тӗрлӗ результат патне илсе пынӑ. Мӗнле майпа? (Рим 5:15, 16 вуласа пар.)

8 Павел ҫырнӑ: «Анчах тивлет [«парне», ҪТ] ҫылӑх пек мар». Адам ҫав ҫылӑхшӑн айӑплӑ пулнӑ та ҫавӑншӑн тивӗҫлипе наказани илнӗ — вӑл вилнӗ. Анчах та вӑл кӑна вилмен. Эпир вулатпӑр: «Пӗрин ҫылӑхӗ пурне те вилмелле тунӑ». Иеговӑн тӗрӗслӗх нормисем тӑрӑх пур ҫылӑхлӑ ҫыннӑн та вилмелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та Адам пекех, унӑн пӗтӗм ӑрӑвӗ, ҫав шутра эпир те, вилӗме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен эпир пурте ҫылӑхлӑ. Ҫапах та пӗр ҫитменлӗхсӗр арҫын, Иисус, суйласа илнӗ ҫул пачах урӑхла результат панине пӗлни питӗ йӑпатать. Мӗнле результат? Хуравне эпир Павел каланӑ сӑмахсенче тупатпӑр, вӑл каланӑ: «Пур ҫынна та тӳрре кӑларса... пурӑнмалла тӑвать» (Рим 5:18).

9. Рим 5:16, 18-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх Турӑ ҫынсене тӳрре кӑларать. Ҫавна мӗнле ӑнланмалла?

9 «Тӳрре кӑларать» текен сӑмах ҫаврӑнӑшне мӗнле ӑнланмалла? Библи куҫаракан Дейвид Уильямс, ун сӑмахӗсене ҫӳлерех илсе панӑччӗ, ҫырнӑ: «Ҫакӑ суд ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ метафора. Вӑл ҫыннӑн ӑшӗнче улшӑнусем пулса иртнине мар, ҫыннӑн статусӗ Турӑ умӗнче улшӑннине кӑтартса парать... Ҫак метафора Турра судья пек сӑнласа парать, Вӑл вара айӑпли майлӑ — сӑнарлӑ каласан, тӳрӗ мар пулнипе айӑплӑ пулнӑран Турӑ сучӗ умӗнче тӑракан майлӑ — решени йышӑнать. Анчах та айӑпа кӗнӗскер тӗлӗшӗнчен Турӑ тӳрре кӑларакан приговор йышӑнать».

10. Турӑ ҫынсене тӳрре кӑларма пултартӑр тесе Иисус мӗн тунӑ?

10 Тӳрӗ Судья, «пӗтӗм ҫӗр Тӳри», мӗнле майпа-ха тӳрӗ мар ҫынна тӳрре кӑларма пултарнӑ? (Пулт. 18:25.) Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫӗр ҫине ярсан ҫавӑн пек тӳрре кӑлармалли никӗс хывнӑ. Илӗртнине, хаяррӑн мӑшкӑлланине тата хӑртнине пӑхмасӑрах Иисус хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. Вӑл асап юпи ҫинче виличченех айӑпсӑр тӑрса юлнӑ (Евр. 2:10). Хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне парнене кӳнипе Иисус тӳлесе илнӗ, ҫапла вара Адамӑн ӑрӑвне ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма, е ҫӑлма, пултарнӑ (Матф. 20:28; Рим 5:6—8).

11. Тӳлесе илни пӗр тан пулнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

11 Библире тепӗр ҫӗрте Павел ҫавӑн пирки «тӳлесе илни» тенӗ (1 Тим. 2:6, ҪХ). Авалхи грек чӗлхинче каланӑ тӑрӑх, тӳлесе илни вӑл — мӗн ҫухатнӑ, ҫавӑнпа пӗр тан пулни. Мӗнпе пӗр тан пулнӑ? Адам хӑйӗн миллион-миллион ӑрӑвне ҫитменлӗхпе вилӗм парса хӑварнӑ. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пирки унран миллион-миллион пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулса кайма пултарнӑ a. Ҫавна шута илнӗ май Иисусӑн пурнӑҫӗпе унран ҫуралма пултарнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр ӑрӑвӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмӗшпе Адампа унӑн ҫитменлӗхлӗ ӑрӑвӗ мӗн ҫухатнине каялла тӳлесе илмелли хакпа танлашать тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Анчах та Иисусӑн ӑрӑвӗнчен кам та пулин тӳлесе илмелли хак шутне кӗрет тесе Библире каламан. Рим 5:15—19-мӗш сӑвӑ йӗркисенче «пӗр Ҫын» вилӗмӗ кӑна ирӗке кӑларнӑ тесе палӑртнӑ. Апла пулсан, Иисусӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫӗ Адамӑннипе пӗр тан пулнӑ. Урӑхла каласан, сӑмах кунта Иисус Христос ҫинчен кӑна пырать. «Пӗрин тӳрӗлӗхне» — Иисус мӗн виличченех итлесе-пӑхӑнса тата айӑпсӑр ҫӳренине — пула пур ҫын та Туррӑн парнине тата пурнӑҫ илме пултарать (2 Кор. 5:14, 15; 1 Петр 3:18). Айӑплисене Турӑ мӗнле тӳрре кӑларнӑ?

Тӳлесе илнине пула тӳрре кӑларни

12, 13. Мӗншӗн Турӑ хӗрхеннӗрен тата юратнӑран тӳлесе илнипе тӳрре кӑларнисемшӗн усӑ курнӑ тесе калама пулать?

12 Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ панӑ каҫарттаракан парнене йышӑннӑ (Евр. 9:24; 10:10, 12). Анчах та Иисусӑн ҫӗр ҫинчи вӗренекенӗсем, ҫав шутра унӑн шанчӑклӑ апостолӗсем те, ҫитменлӗхӗсемпех юлнӑ. Вӗсем хӑйсене тӳрӗ тытма тӑрӑшнӑ пулин те, ҫакӑ яланах ӑнӑҫлӑ пулман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсенче йӑхран йӑха куҫакан ҫылӑх тӑрса юлнӑ (Рим 7:18—20). Анчах та Турӑ ҫавна татса пама пултарнӑ. Вӑл тӳлесе илме панине — мӗн ҫухатнӑ, ҫавӑнпа пӗр тан хака — йышӑннӑ та унпа хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракан ҫынсемшӗн усӑ курма хатӗр пулнӑ.

13 Апостолсем е ытти ҫынсем мӗнле те пулин ырӑ ӗҫсем тунӑ та ҫавӑнпа ӗнтӗ Туррӑн вӗсем тӗлӗшӗнчен тӳлесе илнипе усӑ курма тивнӗ тесе калама кирлӗ мар. Турӑ хӗрхеннӗрен тата хытӑ юратнӑран тӳлесе илнипе усӑ курнӑ. Вӑл апостолсемпе ытти ҫынсене — вӗсене хирӗҫ приговор йышӑннине пӑхмасӑрах тата вӗсем пирки йӑхран йӑха куҫакан айӑпран тасалнӑ тесе шутласа — тӳрре кӑларма шут тытнӑ. Павел ӑнлантарса парать: «Эсир Унӑн ырӑлӑхӗпе ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ку вара сирӗн тивӗҫӗр мар, Турӑ парни» (Эф. 2:8, ҪХ).

14, 15. Турӑ кама тӳрре кӑларать, ҫавсене мӗнле ырӑлӑх кӗтсе тӑрать, анчах вӗсен малашне те мӗн туса тӑмалла?

14 Ҫакӑ Пурне те Тума Пултаракан Турӑ панӑ мӗн тери чаплӑ парне — вӑл ҫыннӑн йӑхран йӑха куҫакан ҫылӑхне тата йӑнӑшӗсене каҫарать вӗт! Христиансем пуличчен ҫынсем нумай ҫылӑх тӑваҫҫӗ, анчах тӳлесе илнине пула Турӑ ҫав пур ҫылӑха та каҫарма пултарать. Павел ҫырнӑ: «Турӑ тивлечӗ [«парнийӗ», ҪТ] чылай усал ӗҫшӗн те тӳрре кӑларать» (Рим 5:16). Ҫав хаклӑ парнене илнӗ (урӑхла каласан, тӳрре кӑларнӑ) апостолсемпе ытти ҫынсен малашне те чӑн Турра ӗненсе пуҫҫапмалла пулнӑ. Пуласлӑхра вӗсене мӗнле ырӑлӑх кӗтсе тӑнӑ? «Туррӑн тулли ырӑлӑхне тата тӳрӗлӗхне [«тӳрӗлӗх парнине», ҪТ] илекен ҫынсем пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пурӑнӑҫра епле чаплӑрах хуҫаланӗҫ [«патшара ларӗҫ», ҪТ]». Тӳрӗлӗх парнийӗ, Адам тунӑ ҫылӑх пек мар, вилӗм патне илсе пымасть. Ҫав парне пурнӑҫ парать (Рим 5:17, ҪХ; Лука 22:28—30 вуласа пар).

15 Кам ҫав парнене илет тата кама тӳрре кӑларнӑ, ҫавсем святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Туррӑн ывӑлӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Христоспа пӗрле пая кӗрекенсем, е еткерҫӗсем, пулнӑран вӗсен пӗлӗтре пурӑнмашкӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас, Туррӑн пӗлӗтри ывӑлӗсем пулас тата Иисус Христоспа пӗрле патшара ларас шанчӑк пур. (Рим 8:15—17, 23 вуласа пар.)

Турӑ ыттисене юратнине мӗнле кӑтартать

16. Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур христиансем Турӑ паракан хаклӑ парнене халех илме, ҫапла вара тӳрӗ ҫынсем пек шутланма пултараяҫҫӗ-и?

16 Ӗненӳ кӑтартакан тата Турра чунтан парӑнса ӗҫлекен христиансем пурте пӗлӗтре Христоспа пӗрле патшара лармӗҫ. Нумайӑшӗн Библи ҫинче никӗсленсе тӑракан шанчӑк пур. Ҫавнашкал шанчӑк христиансенчен маларах пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсен те пулнӑ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Турӑ паракан хаклӑ парнене халех илме, ҫапла вара тӳрӗ ҫынсем пек шутланма пултараяҫҫӗ-и? Павел римлянсем патне янӑ ҫырура мӗн ҫырнине шута илсен, пӗр иккӗленмесӗр «ҫапла!» теме пултаратпӑр.

17, 18. а) Турӑ Авраама, унӑн ӗненӗвне кура, мӗнле ҫын тесе шутланӑ? ӑ) Мӗншӗн Иегова Авраама тӳрӗ ҫын вырӑнне хума пултарнӑ?

17 Павел Авраам кӑтартнӑ чаплӑ тӗслӗх ҫинчен калать. Авраам Турра хытӑ ӗненекен ҫын пулнӑ. Вӑл Иегова Израиле саккунсен пуххине паричченех тата Христос пӗлӗтри пурнӑҫ валли ҫул уҫиччен чылай маларах пурӑннӑ (Евр. 10:19, 20). Эпир вулатпӑр: «Авраама тата унӑн йӑхне тӗнче еткерҫисем пулмашкӑн саккун урлӑ мар, ӗненсе тӳрре тухнӑшӑн сӑмах парса шантарнӑ» (Рим 4:13, ҪХ; Иак. 2:23, 24). Эппин, Турӑ шанчӑклӑ Авраам пирки тӳрӗ ҫын тесе шутланӑ. (Рим 4:20—22 вуласа пар.)

18 Ҫакӑ Авраам Иеговӑшӑн вун-вун ҫул хушши ӗҫленӗ май пӗр ҫылӑх та туманнине пӗлтермест. Тӳрӗ Авраам ҫылӑхсӑр пулман (Рим 3:10, 23). Хӑйӗн виҫесӗр ӑслӑлӑхӗпе Иегова Авраамӑн ҫирӗп ӗненӗвне тата ҫав ӗненӗве кӑтартса паракан ӗҫӗсене шута илнӗ. Сӑмахран, Авраам пама пулнӑ «вӑрлӑх» хӑйӗн ӑрӑвӗнчен тухасса ӗненнӗ. Ҫав Вӑрлӑх Мессия, е Христос, пулнӑ (Пулт. 15:6; 22:15—18). «Христос Иисус асапланса вилнине [«тӳлесе илнине», ҪХ]» пула унччен тунӑ ҫылӑхсене чи аслӑ Судья каҫарма пултарать. Апла пулсан, Авраама тата христиансенчен маларах пурӑннӑ ытти ҫынсене, хытӑ ӗненнӗскерсене, вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултараҫҫӗ. (Рим 3:24—26 вуласа пар; Пс. 31:1, 2.)

Турӑ умӗнче халӗ тӳрре тухнӑ

19. Турӑ Авраама мӗнле ҫын вырӑнне хунӑ тата ҫавӑ мӗншӗн хальхи вӑхӑтра нумайӑшне хавхалантармалла?

19 Турӑ юратнӑран Авраама тӳрӗ ҫын вырӑнне хуни хальхи чӑн христиансене хавхалантарать. Иегова Авраама тӳрре кӑларасса та кама «[Христоспа] пӗрле пая кӗрессисем» пулмашкӑн святой сывлӑшпа суйласа лартать, ҫавсене тӳрре кӑларнӑ пек тӳрре кӑларман. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен шучӗ мӗн чухлӗ пулассине палӑртса хунӑ. Вӗсем пирки «сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ» тенӗ тата Турӑ вӗсене хӑйӗн «ывӑлӗсем» тесе йышӑннӑ (Рим 1:7, ҪХ; 8:14, 17, 33). Анчах та Авраам пирки, каҫарттаракан парне кӳричченех, «Турӑ тусӗ» тенӗ (Иак. 2:23; Ис. 41:8). Чӑн христиансем пирки, ҫӗр ҫинче ҫӗнӗрен туса хунӑ Райра пурӑнма шанчӑк пуррисем пирки, мӗн калама пулать?

20. Авраама тӳрӗ ҫын вырӑнне хунӑ пекех Турӑ кама халӗ тӳрӗ ҫын вырӑнне хурать, ҫавсенчен Вӑл мӗн кӗтет?

20 Пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пуррисемпе танлаштарсан, ҫав христиансем «Христос Иисус асапланса вилнипе [«тӳлесе илнипе», ҪХ]» ирӗке тухни урлӑ «тӳрре кӑларакан ырӑлӑха [«тӳрӗлӗх парнине», ҪТ]» илмен (Рим 3:24; 5:15, 17). Ҫав-ҫавах вӗсем Турра тата вӑл тӳлесе илме панине хытӑ ӗненеҫҫӗ те ҫав ӗненӗве ырӑ ӗҫсем тунипе кӑтартаҫҫӗ. «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен... вӗрентнипе» вӗсем ҫав ырӑ ӗҫсенчен пӗрне тӑваҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 28:31). Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене Авраама тӳрӗ ҫын тенӗ пекех, тӳрӗ ҫынсем вырӑнне хума пултарать. Вӗсем илекен парне вӑл — Турӑпа туслӑ пуласси. Ҫав парне святой сывлӑшпа суйласа лартнисем илекен парне пек мар пулин те, вӗсем ҫавна пысӑк пархатарлӑхпа йышӑнаҫҫӗ.

21. Иеговӑн юратӑвӗпе тӗрӗслӗхӗ пирӗн валли мӗнле май уҫса параҫҫӗ?

21 Эсир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма шанатӑр пулсан, ҫавӑн пек пурнӑҫ ҫынсем суйласа лартнӑ пуҫлӑхсенчен мар, Турӑран килнине ӑнланатӑр паллах. Ҫав шанчӑкра Ҫут тӗнчен Аслӑ Патши мӗн тума шутласа хунинчи ӑслӑлӑх палӑрса тӑрать. Хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртес тесе Иегова ӗҫсене йӗркипе, умлӑн-хыҫлӑн туса пырать. Ҫав ӗҫсем унӑн тӗрӗслӗхӗпе килӗшӳллӗ. Унсӑр пуҫне вӗсенче Туррӑн капашсӑр пысӑк юратӑвӗ палӑрса тӑрать. Павел каларӑшле: «Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ» (Рим 5:8).

[Сноска]

Астӑватӑр-и эсир?

• Адамӑн ӑрӑвӗ ҫине мӗн куҫнӑ тата ҫакӑ мӗнле витӗм кӳнӗ?

• Мӗнле майпа пӗр тан хакпа тӳлесе илнӗ тата тӳлесе илни пӗр тан пулнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

• Тӳрре кӑларакан парнене пула мӗнле май уҫӑлнӑ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]