«Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр»
«Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр»
«Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе» (1 ПЕТР 5:2).
1. Мӗншӗн Петр хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвне ҫырнӑ чухне пӗрле ӗненекенсене тӗреклетесшӗн пулнӑ?
НЕРОН Римри христиансене хӗсӗрлеме пуҫличчен кӑшт маларах Петр апостол Турӑ пӗлтернипе хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвне ҫырнӑ. Вӑл пӗрле ӗненекенсене тӗреклетесшӗн пулнӑ. Шуйттан христиансене ҫӑтса ярасшӑн шыраса ҫӳренӗ. Ӑна хирӗҫ тӑмашкӑн вӗсен сыхӑ тӑмалла тата «йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллинче» пулмалла пулнӑ (1 Петр 5:6, 8). Ҫавӑн пекех вӗсен пӗр-пӗрин хушшинчи пӗрлӗхе упраса хӑвармалла пулнӑ. Вӗт вӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшнипе Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене аркатнӑ пулӗччӗҫ (Гал. 5:15).
2, 3. Кампа пирӗн кӗрешмелле тата ҫак статьясенче эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Пирӗн паянхи лару-тӑру пирки те ҫавнах калама пулать. Шуйттан пире ҫӑтса ярас тесе майсем шыраса ҫӳрет (Ӳлӗм. 12:12). Унсӑр пуҫне «хӑрушла асап вӑхӑт» ҫывхарса килет, «ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман» (Матф. 24:21). Пирӗн, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, пӗр-пӗринпе хирӗҫессинчен сыхланмалла. Ҫавна тумашкӑн хӑш-пӗр чухне старейшинӑсем пулӑшни кирлӗ.
3 Хӑйсене «шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне» пӑхас тивӗҫе старейшинӑсем мӗнле майпа тата ытларах хаклама пултарнине пӑхса тухар (1 Петр 5:2, ҪХ). Унтан вара кӗтӳҫ ӗҫне тӗрӗс тӑвас тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр. Тепӗр статьяра эпир пуху мӗнле майпа «яваплӑ ҫынсене [«ертсе пыракансене», ҪХ]... тӑрӑшса ӗҫлекенсене» хисеплеме пултарнине сӳтсе явӑпӑр (1 Фес. 5:12). Ҫавсене пӑхса тухни пире хамӑрӑн тӗп Тӑшмана хирӗҫ ҫирӗп тӑма пулӑшӗ, мӗншӗн тесен эпир шӑп унпа кӗрешнине тата лайӑхрах ӑнланӑпӑр (Эф. 6:12).
Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр
4, 5. Старейшинӑсен кӗтӳ ҫине мӗнле пӑхмалла? Тӗслӗх тӑрӑх кӑтартса парӑр.
4 Петр пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсене хӑйсене шанса панӑ кӗтӳ ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма хавхалантарнӑ. (1 Петр 5:1, 2 вуласа пар.) Петр пухӑвӑн тӗрекӗ шутланса тӑнӑ пулин те, вӑл старейшинӑсемпе хӑйне мӑнна хурса калаҫман. Ун вырӑнне вӑл вӗсене хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсем вырӑнне хурса вӗрентсе ӳкӗтленӗ (Гал. 2:9). Петрӑн мӗнле кӑмӑл-туйӑм пулнӑ, ҫавнашкал кӑмӑл-туйӑм кӑтартса Ертсе пыракан совет хальхи вӑхӑтра пухури старейшинӑсене хӑйсене шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхас яваплӑха пурнӑҫлама тӑрӑшччӑр тесе хавхалантарать.
5 Старейшинӑсен хӑйсене шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхмалла тесе ҫырнӑ апостол. Пуринчен ытла вӗсен кӗтӳ Иеговӑпа Иисус Христосӑн пулнине ӑнланмалла пулнӑ. Старейшинӑсен Туррӑн сурӑхӗсене мӗнле пӑхса тӑни пирки отчет памалла пулнӑ. Калӑпӑр сана тусу, хӑй ҫук чухне, ачисене пӑхма ыйтать. Эсӗ вӗсемшӗн тӑрӑшман тата вӗсене апат ҫитермен пулӑттӑнччӗ-и вара? Вӗсенчен пӗри чирлесе ӳкрӗ пулсан, ача медицина пулӑшӑвне илтӗр тесе мӗн кирлине пурне те тунӑ пулӑттӑн мар-и? Ҫавӑн пекех старейшинӑсен те Туррӑн пухӑвне пӑхса тӑмалла, вӗт Турӑ «ҫав ушкӑна [ е пухӑва]... Хӑй [«Ывӑлӗн», ҪТ] юнне тӑкса илнӗ» (Ап. ӗҫ. 20:28). Кашни сурӑха Иисус Христосӑн хаклӑ юнӗпе тӳлесе илнине асра тытаҫҫӗ вӗсем. Турӑ умӗнче яваплӑх пуррине ӑнланса старейшинӑсем кӗтӗве тӑрантараҫҫӗ, хӳтӗлеҫҫӗ тата уншӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
6. Авалхи кӗтӳҫсен мӗн-мӗн тумалла пулнӑ?
6 Библире каланӑ вӑхӑтра кӗтӳҫсен мӗн-мӗн тумалла пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Сурӑхсене пӑхнӑ чухне вӗсен кӑнтӑрлахи шӑрӑха та, каҫхи сивве те чӑтса ирттермелле пулнӑ (Пулт. 31:40). Сурӑхсемшӗн вӗсем хӑйсен пурнӑҫне татма пултаракан хӑрушлӑхсенчен те хӑраман. Ҫамрӑк кӗтӳҫ Давид хӑйӗн кӗтӗвне тискер чӗрчунсенчен, калӑпӑр, арӑсланран тата упаран, хӳтӗленӗ. Ҫавӑн пек чухне Давид хӑй мӗн туни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ӑна [тискер чӗрчуна] ҫилхинчен ярса илеттӗмччӗ те ҫӗклесе ҫапаттӑмччӗ, вӗлерсех пӑрахаттӑмччӗ» (1 Патш. 17:34, 35). Мӗнле хӑюлӑх! Вӑл тискер чӗрчунӑн ҫӑварӗ патӗнчех пулнӑ иккен! Ҫав-ҫавах вӑл сурӑха ҫӑлас тесе кӗрешнӗ.
7. Сӑнарлӑ каласан, старейшинӑсем мӗнле майпа сурӑхсене Сатанан ҫӑварӗнчен туртса кӑлараҫҫӗ?
7 Шуйттан арӑслан пек тапӑнса тӑнине хирӗҫ тӑмашкӑн хальхи вӑхӑтра старейшинӑсен сыхӑ тӑмалла. Хӑш-пӗр чухне ҫавна тумашкӑн вӗсен, сӑнарлӑ каласан, сурӑхсене Шуйттан ҫӑварӗнченех туртса кӑлармалла. Асӑрханса ҫӳремен пухури тӑвансене, Сатанан капкӑнӗсем илӗртсе ҫавӑрса илнӗскерсене, вӗсен хутран-ситрен тӑна кӗртмелле. (Иуда 22, 23 вуласа пар.) Ҫавна, паллах, старейшинӑсем Иегова пулӑшмасӑр тӑваймаҫҫӗ. Аманнӑ сурӑхпа вӗсем хӑйсене ҫепӗҫҫӗн тытаҫҫӗ, унӑн суранӗсене Туррӑн Сӑмахӗнчи сиплекен бальзампа сӗрсе ҫыхса яраҫҫӗ.
8. Старейшинӑсем сурӑхсене ӑҫталла яраҫҫӗ тата ҫавна вӗсем мӗнле тӑваҫҫӗ?
8 Кӗтӳҫ, ҫавӑн пекех, кӗтӗве кӗтӳ ҫӳретмелли лайӑх вырӑнсене тата шыв ӗҫтерме илсе ҫӳренӗ. Старейшинӑсем те сурӑхсене, вӗсем «вӑхӑтра апат» илсе тӑччӑр тесе тата лайӑх тӑранса пурӑнччӑр тесе, пухӑвалла яраҫҫӗ (Матф. 24:45). Хӑш-пӗр чухне старейшинӑсем христианина — камӑн Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавна — Туррӑн Сӑмахӗнчен ҫав апатпа тӑранса пурӑнма пулӑшмашкӑн сахал мар вӑхӑт ирттереҫҫӗ. Ҫӗтсе кайнӑ сурӑх, тен, кӗтӗве каялла таврӑнасшӑн тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та старейшинӑсем унпа сиввӗн калаҫмӗҫ, Библири принципсене кӑмӑллӑн ӑнлантарса парӗҫ те вӗсене пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмаллине кӑтартӗҫ.
9, 10. Сурӑхсене, камӑн Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавсене, пулӑшмашкӑн старейшинӑсен мӗн тумалла?
9 Чирлесе ӳксен эсӗ мӗнле тухтӑр патне кайнӑ пулӑттӑн? Тепӗр пациента хӑвӑртрах йышӑнас тесе сана итлесе пӗтермесӗрех эмель ҫырса паракан тухтӑр патне-и? Е сана тимлӗ итлекен, мӗншӗн санпа ҫапла пулса тухма пултарнине ӑнлантарса паракан тата сипленмешкӗн мӗнле-мӗнле майсем пуррине каласа паракан тухтӑр патне-и?
10 Старейшинӑсем те ҫынна — камӑн Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавна — тимлӗ итлеме тата унӑн суранне, сӑнарлӑ каласан, «Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе» сиплеме пултараҫҫӗ. (Иаков 5:14, 15 вуласа пар.) Туррӑн Сӑмахӗ, Галаадри бальзам пекех, чирлӗ ҫынна самайлатма пултарать (Иер. 8:22; Иез. 34:16). Библи принципӗсене тытса тӑни иккӗленекен ҫынна каллех Иеговӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшрен ҫирӗп шухӑшлӑ пулма пулӑшӗ. Старейшинӑсем чирлесе ӳкнӗ сурӑха, ӑна мӗн пӑшӑрхантарнине тимлӗ итлесе тата унпа пӗрле кӗлӗ туса чӑн-чӑн пулӑшу параҫҫӗ.
Ирӗксӗрленипе мар, чӗре хушнипе
11. Туррӑн пухӑвне чӗре хушнипе пӑхма старейшинӑсене мӗн хавхалантарса тӑрать?
11 Малалла Петр старейшинӑсене Туррӑн кӗтӗвне мӗнле пӑхма кирлине тата мӗнле пӑхма кирлӗ маррине аса илтернӗ. Старейшинӑсен ҫавна «тивӗҫлипе [«ирӗксӗрленипе», ҪТ] мар, чӗри хушнипе» тумалла. Старейшинӑсене пухури тӑвансемшӗн чӗре хушнипе ӗҫлеме мӗн хавхалантарса тӑрать? Петра Иисусӑн сурӑхӗсене тӑрантарса тата пӑхса тӑма мӗн хавхалантарнӑ? Иисус Христос Ҫӳлхуҫана юратни (Иоанн 21:15—17). Юратнӑран старейшинӑсем «хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе Чӗрӗлсе Тӑнӑскершӗн пурӑнаҫҫӗ» (2 Кор. 5:14, 15). Ҫав юратӑва пула, ҫавӑн пекех Турра тата пӗрле ӗненекенсене юратнипе старейшинӑсем кӗтӗве пӑхса тӑрас тесе вӑй хураҫҫӗ, хӑйсен пурлӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ тата вӑхӑтне уйӑраҫҫӗ (Матф. 22:37—39). Вӗсем пухури тӑвансемшӗн ирӗксӗррӗн мар, чӗре хушнипе ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
12. Павел апостол мӗн таран чунне парса ӗҫленӗ?
12 Пухури тӑвансемшӗн старейшинӑсен мӗн таран чунне парса ӗҫлемелле? Сурӑхсемшӗн тӑрӑшас тӗлӗшрен вӗсем Павел апостол евӗрлӗ пулма тӑрӑшаҫҫӗ, Павел вара Иисусран тӗслӗх илсе тӑнӑ (1 Кор. 11:1). Фессалоникӑри тӑвансем патне ҫепӗҫ туйӑмсем пулнӑран Павел тата унпа пӗрле ӗҫлекен юлташӗсем вӗсене Туррӑн ырӑ хыпарне ҫеҫ пӗлтерме мар, хӑйсен чунне те пама хатӗр пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем «ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек» йӑваш пулнӑ (1 Фес. 2:7, 8). Ӗмӗртекен амӑшӗ хӑйне ачисемпе мӗнле тытнине Павел пӗлнӗ. Ачисемшӗн амӑшӗ пурне те тума, ҫав шутрах вӗсене тӑрантармашкӑн ҫӗр варринче тӑма та хатӗр.
13. Старейшинӑсен хӑш енчен виҫине пӗлмелле?
13 Кӗтӳҫ тивӗҫне тунӑ май старейшинӑсен виҫине пӗлмелле тата хӑйсен ҫемйишӗн тӑрӑшмаллине те асра тытмалла (1 Тим. 5:8). Пухӑва пулӑшас тесе ирттернӗ вӑхӑта старейшина хӑйӗн ҫемйипе пӗрле ирттерме пултарнӑ пулӗччӗ. Пухушӑн та, ҫемьешӗн те тӑрӑшмалли пӗр меслет — хутран-ситрен ыттисене ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫа чӗнни. Нумай ҫул хушши Масанао, Японири старейшина, хӑйӗн ҫемйипе пӗрле Библи вӗренмешкӗн мӑшӑрланман христиансене, ҫавӑн пекех ҫемьесене, ӑҫта ашшӗ Иегова Турра ӗненмест, ҫавсене хӑйӗн килне чӗннӗ. Кама вӑл пулӑшнӑ, ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑйсем старейшинӑсем пулса тӑнӑ та халӗ вара Масанао кӑтартнӑ чаплӑ тӗслӗхе тытса тӑраҫҫӗ.
Ирсӗр пайтана сирсе ярӑр, пухӑва тӑрӑшса пӑхӑр
14, 15. Мӗншӗн старейшинӑсен «ирсӗр пайтана» юратма пуҫлас мар тесе сыхӑ тӑмалла тата ҫав тӗлӗшрен вӗсем мӗнле майпа Павел евӗрлӗ пулма пултараҫҫӗ?
14 Петр старейшинӑсене пухӑва «ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн [«чунтан тӑрӑшса», ҪС]» пӑхӑр тесе чӗнсе каланӑ. Старейшинӑсене хӑйсен ӗҫӗсене туса тӑма сахал мар вӑхӑт кирлӗ, ҫапах та вӗсем ҫавӑншӑн мӗн чухлӗ те пулин укҫа-тенкӗ тӳлессе кӗтмеҫҫӗ. Петр старейшинӑсене пӗр хӑрушлӑхран — кӗтӗве «ирсӗр пайташӑн» пӑхасран — асӑрхаттарма кирлине курнӑ. Ҫавӑн пек хӑрушлӑх пуррине «аслӑ Вавилонӑн» тӗн пуҫлӑхӗсем капӑррӑн та пуян пурӑнни кӑтартса парать, ҫав вӑхӑтрах вара нумайӑшӗн чухӑнлӑхра пурӑнма тивет (Ӳлӗм. 18:2, 3). Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра старейшинӑсен «ирсӗр пайтана» юратма пуҫлас мар тесе сыхӑ тӑмалла.
15 Павел христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл апостол пулнӑ пулин те тата Фессалоникӑри христиансене нумай тӑкаксем тунипе «йывӑрлӑх кӳме» пултарнӑ пулин те, вӑл «никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимен». Ун вырӑнне вӑл «кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ» (2 Фес. 3:8). Нумай старейшина, ҫав шутрах область тата район надзирателӗсем те, хальхи вӑхӑтра ҫав тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Хӑналанӑшӑн пӗрле ӗненекенсене пархатарлӑ пулин те, вӗсем пысӑк тӑкаксем туса никама та «йывӑрлӑх кӳмеҫҫӗ» (1 Фес. 2:9).
16. Кӗтӗве «чунтан тӑрӑшса» пӑхӑр тенине мӗнле ӑнланмалла?
16 Старейшинӑсем пухӑва «чунтан тӑрӑшса» пӑхаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшни пухӑва пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫленинче курӑнса тӑрать. Анчах та ҫакӑ вӗсем кӗтӗве Иеговӑшӑн вӑйпа ӗҫлеттернине пӗлтермест; юратакан старейшинӑсем ыттисене Турӑшӑн пӗр-пӗринпе тупӑшса ӗҫлеччӗр тесе те хӗтӗртсе тӑмаҫҫӗ (Гал. 5:26). Кашни сурӑх хӑйне евӗрлӗ пулнине старейшинӑсем ӑнланаҫҫӗ. Кӗтӳҫсем пулнӑ май вӗсем пухури тӑвансене Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӗтӳпе ан хуҫаланӑр, ун вырӑнне уншӑн тӗслӗх пулӑр
17, 18. а) Иисус кӗҫӗне хума кирли ҫинчен мӗн вӗрентнӗ, ҫавна ӑнланма мӗншӗн апостолсене хӑш-пӗр чухне йывӑр пулнӑ? ӑ) Апостолсен тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
17 Старейшинӑсен хӑйсем пӑхакан кӗтӳ хӑйсен мар, Туррӑн пулнине асра тытмалла тесе каланӑччӗ ӗнтӗ. Вӗсем Туррӑн еткерлӗхӗпе хуҫаланма тӑрӑшмаҫҫӗ. (1 Петр 5:3 вуласа пар.) Хӑш-пӗр чухне Иисусӑн апостолӗсем, тӗрӗс мар шухӑшланӑран, халӑхсен пуҫлӑхӗсем пек чаплӑ вырӑн йышӑнасшӑн ҫуннӑ. (Марк 10:42—45 вуласа пар.)
18 Хальхи вӑхӑтра арҫын-тӑвансем «епископ пуласшӑн [«надзиратель тивӗҫне илесшӗн», ҪТ]» пулсан, мӗншӗн вӗсем ҫав тивӗҫе илесшӗн пулнине тӗрӗслесе пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (1 Тим. 3:1). Старейшина пулса ӗҫлекенсем вара хӑйсенчен тӳррӗн ыйтма пултараҫҫӗ: «Манӑн, хӑш-пӗр апостолсемпе пулнӑ пек, ыттисемпе хуҫаланас тата ыттисем умӗнче саркаланса ҫӳрес кӑмӑл ҫук-и?» Апостолсен ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулнӑ пулсан, старейшинӑсен ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ йӑларан — ыттисемпе хуҫаланас йӑларан — пӑрӑнас тесе чылай вӑй хума кирлине ӑнланмалла.
19. Кӗтӗве хӳтӗлеме кирлӗ чухне старейшинӑсен мӗне асра тытмалла?
19 Чӑнах та, старейшинӑсен хӑш-пӗр чухне, сӑмахран, кӗтӗве «тискер кашкӑрсенчен» хӳтӗленӗ чухне, татӑклӑ канаш парас тесе хӑйсен влаҫӗпе усӑ курмалла (Ап. ӗҫ. 20:28—30). Павел Тита «ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле» тесе чӗнсе каланӑ (Тит 2:15). Анчах та ҫавна тума тиврӗ пулсан та, старейшинӑсем пӗрле ӗненекенсене хисепленине кӑтартаҫҫӗ. Хӑтӑрса-ятласа илни мар, ҫемҫен ӳкӗтлени ҫын чӗрине хӑвӑртрах хускатма пултарнине вӗсем ӑнланаҫҫӗ.
20. Лайӑх тӗслӗх кӑтартас тӗлӗшрен старейшинӑсем Иисус евӗрлӗ пулас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
20 Христос кӑтартнӑ питӗ чаплӑ тӗслӗх старейшинӑсене кӗтӗве юратма хавхалантарать (Иоанн 13:12—15). Вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме тата вӗренекенсене хатӗрлеме мӗнле вӗрентни ҫинчен вуланӑ май пирӗн чӗресем ӑшӑ туйӑмсемпе тулаҫҫӗ. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хуни вӗренекенӗсен чӗрине хускатнӑ та вӗсене «йӑваш ӑслӑ пулса» ыттисене хӑйсенчен асла хурса хисеплеме хавхалантарнӑ (Флп. 2:3). Паянхи старейшинӑсем те Иисус пек пулма, ҫав вӑхӑтрах кӗтӳшӗн те тӗслӗх пулма тӑрӑшаҫҫӗ.
21. Старейшинӑсене мӗнле пиллӗх кӗтсе тӑрать?
21 Старейшинӑсене вӗрентсе каланине вӗҫленӗ май Петр пуласлӑх тӗлӗшӗнчен сӑмах пани пирки калать. (1 Петр 5:4 вуласа пар.) Вӑл каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ надзирательсем Христоспа пӗрле пӗлӗтре «ӗмӗрлӗхе мухтава тухӗҫ [«мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӗҫ», ҪХ]». «Урӑх сурӑхсем» шутне кӗрекен надзирательсем, «кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ» ертсе пынипе, Туррӑн ҫӗр ҫинчи кӗтӗвне пӑхас чыса тивӗҫлӗ пулӗҫ (Иоанн 10:16). Ертсе пырас ӗҫе кама шанса панӑ, ҫавсене пухура кашни мӗнле пулӑшса тӑма пултарнине тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
Вӗреннине аса илмелли ыйтусем
• Петр старейшинӑсене хӑйсене шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхмалла тесе ӳкӗтлени мӗншӗн вӑхӑтлӑ пулнӑ?
• Камӑн Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавсене пулӑшас тесе старейшинӑсен мӗн тумалла?
• Хӑйсене шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхма старейшинӑсене мӗн хавхалантарса тӑрать?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]