Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова уҫҫӑн асӑрхаттарса каланисене эсир итлӗр-ши?

Иегова уҫҫӑн асӑрхаттарса каланисене эсир итлӗр-ши?

Иегова уҫҫӑн асӑрхаттарса каланисене эсир итлӗр-ши?

«Акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» (ИС. 30:21).

1, 2. Сатана мӗн тума тӑрӑшать тата Турӑ Сӑмахӗ пире мӗнле пулӑшать?

 ТӖРӖС мар кӑтартса тӑракан ҫул палли ҫӗтерсе ярать кӑна мар, вӑл — чӑннипе те хӑрушӑ. Калӑпӑр, тусу сире пӗр усал ҫын тимсӗр ҫулҫӳревҫӗсене сиен тӑвас тесе ҫав паллӑна юри улӑштарса лартнӑ тесе пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пек асӑрхаттарса каланине эсир итленӗ пулӑттӑр-и?

2 Сатана — хаяр тӑшман, вӑл пире улталасшӑн тӑрӑшать (Ӳлӗм.12:9). Унчченхи статьяра сӳтсе явнӑ хӑрушлӑхсем пурте унран тухса тӑраҫҫӗ тата вӗсен тӗллевӗ — пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫултан пӑрса ярасси (Матф. 7:13, 14). Анчах юратакан Турӑ пире Сатанан улталакан «ҫул паллисем» хыҫҫӑн каясран асӑрхаттарать. Сатанаран тухса тӑракан тепӗр виҫӗ хӑрушлӑха пӑхса тухар. Турӑ Сӑмахӗ пире ҫулран пӑрӑнса каясран мӗнле пулӑшнине сӳтсе явнӑ чухне хамӑр куҫ умне ҫакӑн пек ӳкерчӗк кӑларса тӑратма пултаратпӑр: Иегова пирӗн хыҫра: «Акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр»,— тесе тӗрӗс ҫул кӑтартса пырать (Ис. 30:21). Иегова уҫҫӑн асӑрхаттарса каланисем ҫинчен шухӑшлани пире вӗсене хытӑрах та хытӑрах тимлеме пулӑшӗ.

«Суя вӗрентекенсем» хыҫҫӑн ан кай

3, 4. а) Мӗншӗн суя вӗрентекенсем типсе ларнӑ ҫӑлсем евӗрлӗ? ӑ) Суя вӗрентекенсем час-часах ӑҫтан тухаҫҫӗ тата вӗсен мӗнле тӗллев?

3 Эсир типсе кайнӑ, шывсӑр вырӑн тӑрӑх каятӑр тейӗпӗр. Аякра эсир ҫӑл ларнине куратӑр та унта шыв пуласса шанса тата тӑраниччен ӗҫес тесе ун еннелле ҫул тытатӑр. Анчах та ҫӑл патне пырсан вӑл типсе ларнине курах каятӑр. Ӗмӗт йӑлтах татӑлать! Суя вӗрентекенсем те типсе ларнӑ ҫӑлсем пекех. Кам вӗсенче чӑнлӑх шывне шырать, ҫавсен ӗмӗчӗ татӑлмаллипех татӑлӗ. Павелпа Петр апостолсем урлӑ Иегова пире суя вӗрентекенсенчен асӑрхаттарать. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30; 2 Петр 2:1—3 вуласа пар.) Камсем-ши вӗсем? Ҫак икӗ апостолӑн Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ сӑмахӗсем суя вӗрентекенсем ӑҫтан тухнине тата вӗсен меслечӗсене уйӑрса илме пулӑшаҫҫӗ.

4 Эфес пухӑвӗнчи старейшинӑсене Павел каланӑ: «Хӑвӑр хушшӑртанах... урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ». Петр вара пӗрле ӗненекенсем патне ҫырнӑ: «Сирӗн те суя вӗрентекенсем пулӗҫ». Апла пулсан, суя вӗрентекенсем ӑҫтан тухаҫҫӗ? Вӗсем пухуранах тухма пултараҫҫӗ. Вӗсем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑскерсем a. Мӗн тӑвасшӑн вӗсем? Вӗсем, хӑйсем унччен, тен, юратнӑ организацие хӑвараҫҫӗ кӑна мар. Павел ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, вӗсем «вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн». «Вӗренекенсем» тенипе Павел кунта Христосӑн вӗренекенӗсем пирки каланӑ. Кайса хӑйсен вӗренекенӗсене хатӗрлес вырӑнне, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем Христосӑн вӗренекенӗсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе кайма тӑрӑшаҫҫӗ. Суя вӗрентекенсем, «тискер кашкӑрсем» евӗрлех, пухури асӑрханусӑр тӑвансене ҫӑтса яма, вӗсен ӗненӗвне пӗтерме тата вӗсене чӑнлӑхран пӑрса яма хатӗр (Матф. 7:15; 2 Тим. 2:18).

5. Суя вӗрентекенсем мӗнле меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ?

5 Суя вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсене мӗнле тӑваҫҫӗ? Вӗсен меслечӗсенче чеелӗхпе ултав палӑрса тӑрать. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем сиенлӗ шухӑшсене сисмелле мар сараҫҫӗ. Чӑнлӑхран пӑрса яракан шухӑшсене вӑрттӑн йышӑнтарас тесе вӗсем, контрабандистсем пек, сисмелле мар хӑтланаҫҫӗ. Ӑста ултавҫӑ суя документсене чӑн-чӑн документ пек кӑтартнӑ пекех, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем, хӑйсен шухӑшӗсене чӑнлӑх пек кӑтартас тесе «йӑпӑлти сӑмахсемпе» е суя шухӑшсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене тӗрӗс пулнӑ пек кӑтартса парас тесе «Ҫырусене... пӑсса» хӑйсен вӗрентӗвӗсене сараҫҫӗ (2 Петр 2:1, 3, 13; 3:16). Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем пире лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшмаҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кайсан эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулран пӑрӑнса кайнӑ пулӑттӑмӑр кӑна.

6. Суя вӗрентекенсем пирки Библире мӗнле уҫӑмлӑ канаш панӑ?

6 Эпир хамӑра суя вӗрентекенсенчен мӗнле хӳтӗлеме пултаратпӑр? Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисемпе хамӑра мӗнле тытмалли пирки Библире тӳррӗн каланӑ. (Рим 16:17; 2 Иоанн 9—11 вуласа пар.) «Вӗсенчен пӑрӑнӑр»,— тесе каланӑ Турӑ Сӑмахӗнче. Ытти куҫарусенче ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «вӗсенчен сыхланса ҫӳрӗр» тата «вӗсемпе ан явӑҫӑр» тесе куҫарнӑ. Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ҫак канаша ним каламасӑрах ӑнланма пулать. Сӑмахран, тухтӑр сире кама вӗлерекен чир ернӗ, ҫавӑнтан пӑрӑнма хушнӑ. Тухтӑр мӗн каланине эсир ӑнланатӑр, ҫавӑнпа та вӑл асӑрхаттарса каланине итлетӗр. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисенчен кашнийӗ «ерекен чирпе чирлет» тата хӑйсен сутӑнчӑкла вӗрентӗвӗсене ыттисене те ертес тесе тӑрӑшать (1 Тим. 6:3, 4, Кассиан епископ куҫарӑвӗ). Иегова, чи лайӑх Тухтӑр, пире вӗсенчен пӑрӑнма хушать. Вӑл мӗн каласшӑн пулнине эпир ӑнланатпӑр. Анчах та эпир вӑл асӑрхаттарса каланисене тимлеме хатӗр-и?

7, 8. а) Суя вӗрентекенсенчен эпир мӗнле пӑрӑнатпӑр? ӑ) Суя вӗрентекенсене хирӗҫ тӑма эсир мӗншӗн ҫирӗп шут тытнӑ?

7 Суя вӗрентекенсенчен эпир мӗнле пӑрӑнатпӑр? Эпир вӗсене хамӑр киле кӗртместпӗр тата вӗсене саламламастпӑр. Ҫавӑн пекех эпир вӗсен литературине вуламастпӑр, вӗсем хутшӑнакан телепередачӑсене пӑхмастпӑр, вӗсен веб-сайчӗсене кӗместпӗр тата вӗсен блогӗсенче комментарисем ҫырса хӑвармастпӑр. Мӗншӗн эпир ҫавӑн пек тума ҫирӗп шут тытнӑ? Юратнӑран. Эпир «чӑнлӑх Туррине» юрататпӑр, ҫавӑнпа та унӑн Сӑмахне хирӗҫлекен ирсӗр вӗрентӳсемпе интересленместпӗр, мӗншӗн тесен унӑн Сӑмахӗ — чӑнлӑх (Пс. 30:6, «Мухтав юррисен кӗнеки»; Иоанн 17:17). Унсӑр пуҫне эпир Иеговӑн организацине юрататпӑр, мӗншӗн тесен ҫав организаци пире чаплӑ чӑнлӑхсене, сӑмахран, Иегова ячӗпе унӑн пӗлтерӗшне, Турӑ ҫӗр пирки мӗн шухӑшласа хунине, вилнисемпе мӗн пулнине тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑка пӗлме пулӑшрӗ. Ҫак тата ытти хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен пӗрремӗш хут илтсен санӑн мӗнле туйӑмсем пулнине астӑватӑн-и? Апла пулсан, элек саракан ҫынсене мӗншӗн-ха хӑвна ҫак чӑнлӑхсене пӗлме пулӑшнӑ организацие хирӗҫ тӑратма ирӗк памалла? (Иоанн 6:66—69.)

8 Суя вӗрентекенсем кирек мӗн каласан та эпир вӗсем хыҫҫӑн каймӑпӑр! Типсе ларнӑ ҫӑлсем патне мӗн тума каймалла? Улталанас тата шанчӑксӑр тӑрса юлас тесе-и? Ун вырӑнне Иеговӑна тата организацине шанчӑклӑ тӑрса юлар, мӗншӗн тесен ҫав организаци пире нумай вӑхӑт хушши Турӑ Сӑмахӗнчи таса та уҫӑлтаракан чӑнлӑхӑн шывне тӑраниччен ӗҫтерсе тӑрать (Ис. 55:1—3; Матф. 24:45—47).

«Халапсем» хыҫҫӑн ан кай

9, 10. Павел Тимофее «халапсем» пирки мӗнле асӑрхаттару парать тата Павел, тен, ҫавӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

9 Хӑш-пӗр чухне ҫул паллине тепӗр еннелле ҫавӑрса лартни тата вӑл ҫула тӗрӗс мар кӑтартни тӳрех курӑнать. Тепӗр чухне вара улталанине тӳрех ӑнланса илме ҫӑмӑлах мар. Сатанаран тухса тӑракан хӑрушлӑхсем пирки те ҫавнах калама пулать, вӗсенчсен пӗрисем тӳрех курӑнаҫҫӗ, теприсем вара — тӳрех мар. Павел апостол пире Шуйттанӑн пӗр чее меслечӗ ҫинчен асӑрхаттарать — «халапсем» ҫинчен. (1 Тимофей 1:3, 4 вуласа пар.) Пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинчен пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн ҫак халапсем мӗн иккенне тата вӗсене итлес мар тесен мӗн тумаллине пӗлмелле.

10 Халапсем пирки Павел асӑрхаттарса каланине Тимофей патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗнче вулатпӑр. Тимофей христиансен надзирателӗ пулнӑ, ӑна вара пухӑвӑн тасалӑхне упраса тӑма тата пӗрле ӗненекенсене шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшма хушнӑ (1 Тим. 1:18, 19). Павел халапсем пирки каланӑ чухне шутласа кӑларнӑ пуш сӑмаха, юмах-халапа е суяна пӗлтерекен грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Пӗр энциклопедире ҫак сӑмах «[тӗнпе ҫыхӑннӑ], чӑн пурнӑҫпа ниепле те ҫыхӑнман калава» пӗлтерет тенӗ (The International Standard Bible Encyclopaedia). Павел тӗлӗнтерекен историсем е пулма пултарайман халапсем урлӑ сарӑлакан тӗнри суя пирки каланӑ пулас b. Ҫавӑн пек калавсем «Турра ӗненме вӗрентес вырӑнне тавлашу ҫеҫ кӑлараҫҫӗ» — урӑхла каласан, пуш ыйтусем кӑларса тӑратаҫҫӗ, вӗсене тӗпченинче вара ним усси те ҫук. Халапсем вӗсем — чи аслӑ ултавҫӑн, Сатанан, чеелӗхӗ. Вӑл асӑрханмасӑр ҫӳрекен ҫынсене ҫулран пӑрса ярас тесе тӗнсенчи суяпа тата Турра хурлакан калавсемпе усӑ курать. Павелӑн канашне тӳрех ӑнланмалла: халапсене итлемелле мар!

11. Сатана ҫынсене улталас тесе суя тӗнпе мӗнле ӑста усӑ курать тата мӗнле асӑрхаттарӑва итлени пире улталанма памӗ?

11 Мӗнле халапсем асӑрханмасӑр ҫӳрекен ҫынна ҫулран пӑрса яма пултарнӑ пулӗччӗҫ? Тӗрӗссипе вара, «халапсем» тесе «чӑнлӑха тӑнлама» пӑрахтарма пултаракан, тӗнсенчи кирек мӗнле суяна е мифа калама пулать (2 Тим. 4:3, 4). Сатана, «ҫутӑ ангел евӗрлӗ» пулса ҫынсене улталас тесе, суя тӗнпе ӑста усӑ курать (2 Кор. 11:14). Чиркӳсем, хӑйсене христиан тӗнне тытса тӑракан теекеннисем, доктринӑсене вӗрентеҫҫӗ, вӗсенче вара суяпа мифсем шутсӑр нумай. Ҫав доктринӑсем шутне Троица, вутлӑ тамӑк тата вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех христиан чиркӗвӗсем Раштав тата Мӑнкун уявӗсене хутшӑнаҫҫӗ, ҫав уявсенчи япӑхах мар пек туйӑнакан йӑла-йӗркесем, тӗрӗссипе каласан, мифологипе суя тӗнрен тухнӑ. Суя тӗнрен тухӑр, таса маррине ан сӗртӗнӗр тесе Турӑ асӑрхаттарса каланине итленипе эпир хамӑра халапсемпе улталама памӑпӑр (2 Кор. 6:14—17).

12, 13. а) Сатана мӗнле-мӗнле суя сарать тата чӑнлӑх вара мӗнре? ӑ) Сатанан халапӗсемпе улталанас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

12 Сатана тата ытти суяна сарать, унпа вӑл пире, асӑрхануллӑ пулмасан, улталама пултарать. Хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Мӗн ырӑ тата мӗн усал пулнине кашни хӑй пӗлнӗ пек суйласа илме пултарать. Ҫавӑн пек шухӑш вӑйӑ-кулӑра тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче питӗ нумай. Туррӑн нормисем ҫине ҫакӑн пек тӗрӗс мар пӑхни пире хамӑра чаруллӑ тытма пулӑшакан пӗтӗм нравственность нормисенчен тунма тӗксе тӑрать. Чӑнлӑх вара ҫакӑнта: пире нравственность енчен хамӑра тӗрӗс тытмаллине кӑтартса тӑни питӗ кирлӗ, ҫавна вара Иегова кӑна тума пултарать (Иер. 10:23). Турӑ нихӑҫан та ҫынсен ӗҫӗсене хутшӑнмӗ. Ҫак тӗнчери пек эгоистла шухӑшсем хыҫҫӑн кайсан, эпир «ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ» пулаймӑпӑр (2 Петр 1:8). Чӑнлӑх вара ҫакӑнта: Иеговӑн кунӗ хӑвӑрт ҫывхарса килет тата пирӗн ӑна кӗтсех тӑмалла (Матф. 24:44). Турӑ санпа интересленмест. Сатанан ҫак суйине ӗненсен, эпир Туррӑн юратӑвне нихӑҫан та тивӗҫлӗ пулаймӑпӑр тесе шутланипе алла уснӑ пулӑттӑмӑр. Чӑнлӑх вара ҫакӑнта: Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кашнине юратать, кашнине хаклать (Матф. 10:29—31).

13 Пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере япаласем ҫине мӗнле пӑхни тата мӗнле шухӑшлани илӗртӳллӗ пек курӑнма пултарать. Анчах та Сатана ӑста ултавҫӑ пулнине асра тытар. Турӑ Сӑмахӗнчи вӗрентсе каланисене тата аса илтернисене итленипе кӑна эпир Сатанан «чеелӗхпе шутласа кӑларнӑ» халапӗсемпе улталанасран сыхланма пултаратпӑр (2 Петр 1:16).

«Шуйттан хыҫҫӑн» ан кай

14. Павел хӑш-пӗр ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене мӗн тесе асӑрхаттарнӑ тата мӗншӗн пирӗн пурин те унӑн сӑмахӗсене итлемелле?

14 Ҫул палли ҫине «Шуйттан патне илсе каякан ҫул» тесе ҫырнӑ тейӗпӗр. Пирӗнтен камӑн ҫав ҫулпа каяс килӗ? Анчах та Павел темиҫе ҫулпа каясран асӑрхаттарать, ҫав ҫулсем тӑрӑх утсан хӑйсене Турра халалланӑ христиансем «шуйттан хыҫҫӑн» кайма пултараҫҫӗ. (1 Тимофей 5:11—15 вуласа пар.) Ҫак сӑмахсене Павел хӑш-пӗр «ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсем» пирки каланӑ, анчах та ҫавӑнти принципсем пире пурсӑмӑра та усӑллӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрти ҫав христианкӑсем, тен, Сатана хыҫҫӑн пыратпӑр тесе шутламан, анчах та вӗсен ӗҫӗсем шӑп ҫавна кӑтартнӑ та. Сатана хыҫҫӑн ӑнсӑртран та каясси ан пултӑр тесен мӗн тумалла-ши? Сиенлӗ элек пирки Павел асӑрхаттарса каланине айтӑр пӑхса тухар.

15. Сатанан мӗнле тӗллев тата Павел мӗнле майпа унӑн меслечӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать?

15 Сатанан тӗллевӗ — пирӗн ӗненӗвӗн сассине пӑчлантарса лартасси, ҫапла вара ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартасси (Ӳлӗм. 12:17). Ҫавӑнпа та вӑл пире вӑхӑта сая яракан тата пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яракан ӗҫсене явӑҫтарма тӑрӑшать. Павел Сатанан меслечӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. Сатана пире «ӗҫсӗр супса» ҫӳреттересшӗн. Хальхи вӑхӑтра, технологи аталанса пынӑ саманара, хамӑрӑн тата ыттисен вӑхӑтне ҫӑмӑллӑнах сая яма пулать, сӑмахран, электронлӑ почта урлӑ кирлӗ-кирлӗ мар, ҫитменнине тата тӗрӗс мар хыпарсем янипе. «Сӑмах сарни». Сӑмах сарни элек патне илсе ҫитерет, элек вара час-часах хирӗҫтерет (Ытар. 26:20). Сӗмсӗр элекҫӗсем, ҫавна пӗлеҫҫӗ-и е ҫук, хӑйсене Сатана Шуйттан пек тытаҫҫӗ c. «Кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каясси» (ҪХ). Пире ыттисен ӗҫне хутшӑнса вӗсене апла-капла тумалла теме ирӗк паман. Ҫакӑн пек кирлӗ-кирлӗ мар тата йывӑрлӑхсем патне илсе пыракан ӗҫсемпе вӑхӑта сая янипе эпир Турӑ пире Патшалӑх ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме хушнӑ ӗҫе тумаллине манса кайма пултаратпӑр. Иеговӑн ӗҫне хастарлӑ хутшӑнма пӑрахсан, эпир Шуйттан хыҫҫӑн кайма пуҫлатпӑр. Виҫҫӗмӗшне паман (Матф. 12:30).

16. Мӗнле канашсене тытса пыни тӗрӗс ҫулран пӑрӑнасран тата Шуйттан хыҫҫӑн каясран пулӑшӗ?

16 Библири канашсене тытса тӑратпӑр пулсан, ҫакӑ пире тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса Шуйттан хыҫҫӑн каясран пулӑшать. Павелӑн усӑллӑ канашӗсене пӑхса тухар. «Унӑн [Ҫӳлхуҫан] ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр» (1 Кор. 15:58). Патшалӑх ӗҫне яланах туса тӑни пире ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳрессинчен тата вӑхӑта сая ярассинчен сыхлать (Матф. 6:33). «Ӗненме ӳкӗтлекен [е тӗреклетекен] ырӑ сӑмах анчах» калӑр (Эф. 4:29). Сӑмах сарнине итлес мар тесе тата сӑмах сарас мар тесе ҫирӗп шут тытӑр d. Пӗрле ӗненекен тӑвансене ытларах шанма тата хисеплеме вӗренӗр. Вара сирӗн сӑмахсем кӳрентерес вырӑнне тӗреклентерсе тӑрӗҫ. «Хӑвӑр ӗҫӗре туса тӑма» тӗллев лартӑр (1 Фес. 4:11). Ыттисемпе интересленӗр, анчах вӗсен пур ӗҫне те пуҫна ан чикӗр, вӗсен этем тивӗҫне хисеплӗр. Ҫакна та астӑвӑр: ыттисен хӑйсен йышӑну тумалла пулсан, пирӗн вӗсене хамӑра килӗшнӗ пек тутарма кирлӗ мар (Гал. 6:5).

17. а) Мӗншӗн Иегова пире мӗнле ҫулсемпе каймалла марри пирки асӑрхаттарать? ӑ) Иегова кӑтартакан ҫулпа кайма эсӗ мӗн таран ҫирӗп шут тытнӑ?

17 Мӗнле ҫулсемпе каймалла мар, ҫавсем ҫинчен Иегова пире асӑрхаттарнишӗн эпир пархатарлӑ! Анчах ҫакна асра тытмалла: ҫак тата унчченхи статьясенче сӳтсе явнӑ асӑрхаттарусене Иегова питӗ хытӑ юратнӑран панӑ. Сатанан ултавлӑ «ҫул паллисем» хыҫҫӑн кайни асаппа хуйхӑ кӳрет, анчах Иегова пире ҫавсенчен сыхласа хӑварасшӑн. Иегова пире ансӑр ҫулпа пыртарасшӑн, анчах та ҫак ҫул чи лайӑх тӗллев патне — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне — илсе ҫитерет (Матф. 7:14). Айтӑр, Иегова: «Акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр»,— тесе чӗнсе каланине тимлеме ҫирӗп шут тытар (Ис. 30:21).

[Сноскӑсем]

a Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайни вӑл — тӗрӗс пуҫҫапассине пӑрахни, пӑрӑнни, сутӑнчӑкла хӑтланни, пӑлхав ҫӗклени, ӗненӳрен тунни.

b Тӗслӗхрен, пирӗн эрӑчченхи пӗр III ӗмӗрте ҫырнӑ, ҫавӑнпа та Павел вӑхӑтӗнче пулнӑ Товитӑн (Товиян) канона кӗмен кӗнекинче тӗшмӗш ҫинчен калани чылай, ҫавӑн пекех унта чӑнлӑх пек кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем, асамлӑх ҫинчен калакан пулма пултарайман историсем питӗ нумай. («Понимание Писания» (акӑл.) 1-мӗш том, 122-мӗш страницӑна пӑх.)

c Грек сӑмахӗ диа́болос — «шуйттан» — «элекҫӗ» тенине пӗлтерет. Ҫак сӑмахпа Сатанан, чи аслӑ элекҫӗн, тепӗр титулӗ пек усӑ кураҫҫӗ (Иоанн 8:44; Ӳлӗм. 12:9, 10).

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

Аялта илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисенчи асӑрхаттарусене вуласа эсир мӗне вӗренме пултаратӑр?

2 Петр 2:1—3

1 Тимофей 1:3, 4

1 Тимофей 5:11—15

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[17-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Ҫил вӗҫтерсе кайнӑ тӗксем

Еврейсен авалхи пӗр юмахӗ сӑмах сарни мӗн патне илсе пынине лайӑх кӑтартса парать. Ҫак юмаха тӗрлӗрен каласа параҫҫӗ, анчах та пӗлтерӗшӗ унӑн ак ҫапла.

Пӗр ҫын хула ӑсчахӗ ҫинчен хула тӑрӑх сӑмах сарса ҫӳренӗ. Кайран, хӑй тӗрӗс мар тунине ӑнланса илсен, ҫав ҫын ӑсчах патне каять те унран каҫару ыйтать, хӑйӗн айӑпне тӳрлетес тесе пурне те тӑвӑп тесе калать. Ӑсчах вара ӑна кай та, минтер ил те, ӑна ҫурса тӗкӗсене ҫил ҫине силле тет. Арҫын ним ӑнланмасӑр каять те пурне те ӑсчах хушнӑ пек тӑвать, кайран вара ун патне таврӑнать.

— Халӗ мана каҫартӑн-и?— ыйтнӑ вӑл.

— Малтан кай та тӗксене пурне те пуҫтар,— хуравланӑ ӑсчах.

— Анчах та ҫакна мӗнле тӑвас-ха! Вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ вӗт.

— Санӑн сӑмахусем сиен кӳнине тӳрлетесси ҫав тӗксене пурне те пуҫтарасси пекех йывӑр.

Ҫакӑ мӗне вӗрентни паллӑ. Каланӑ сӑмаха каялла тавӑраймӑн, ҫав сӑмахсемпе кӳнӗ пур сиене те тӳрлетсе пӗтереймӗн. Ҫавӑнпа та мӗнле те пулин хыпар сариччен ҫак юмаха аса илни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ.