Иегова юратса вӗрентсе тӑнине итлӗр-ши эсир?
Иегова юратса вӗрентсе тӑнине итлӗр-ши эсир?
«Кирек мӗнле ултав ҫулне те кураймастӑп» (ПС. 118:128).
1, 2. а) Пӗр-пӗр вырӑна мӗнле ҫитмеллине пӗлес тесе эсир мӗнле канашсене хакланӑ пулӑттӑр тата мӗншӗн? ӑ) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнрен асӑрхаттарса тӑрать тата мӗншӗн?
КАЛӐПӐР, сирӗн пӗр ҫӗре ҫитмелле. Мӗнле ҫитмеллине пӗлмешкӗн эсир ҫав ҫула пӗлекен шанчӑклӑ тусунтан ыйтатӑр. Мӗн-мӗн тумаллине каланӑ май вӑл пӗлтерет: «Тепӗр ҫул кукӑрӗнче асӑрхануллӑ пул. Унта аташтарса яма пултаракан паллӑ пур. Ӑна пула нумайӑшӗ ҫулран пӑрӑнса каять». Вӑл ҫавӑн пек тӑрӑшнӑшӑн эсир пархатарлӑ пулмӑттӑр-ши тата вӑл асӑхаттарса каланине итлемӗттӗр-ши? Иегова та хӑш-пӗр енчен ҫавнашкал тус евӗрлӗ. Вӑл пире хамӑр тӗллев — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — патне ҫитме пулӑшмашкӑн мӗн-мӗн тумаллине калать, ҫав вӑхӑтрах тӗрӗс мар ҫул ҫине пӑрса яма пултаракан хӑрушлӑхсем ҫинчен асӑрхаттарать (Сак. аст. 5:32; Ис. 30:21).
2 Ҫак тата тепӗр статьяра эпир хӑш-пӗр хӑрушлӑхсене пӑхса тухӑпӑр, вӗсем ҫинчен пире хамӑр Тус, Иегова Турӑ, асӑрхаттарса тӑрать. Ҫакна манар мар: Иегова юратнӑран тата тӑрӑшнӑран ҫавӑн пек асӑрхаттарусем парать. Вӑл пире хамӑр тӗллев патне ҫитересшӗн. Ҫынсем тӗрӗс мар йышӑнусем туса тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайни ҫине пӑхма ӑна хӗн (Иез. 33:11). Ҫак статьяра эпир виҫӗ хӑрушлӑха пӑхса тухӑпӑр. Пӗрремӗш хӑрушлӑх тулаш енчен килет. Иккӗмӗшӗ — хамӑр ӑшран. Виҫҫӗмӗшӗ вара — чӑннипе те ҫук япаларан. Ҫав хӑрушлӑхсем мӗн иккенне тата пирӗн ҫӳлти Аттемӗр вӗсенчен мӗнле асӑрхаттарнине пирӗн пӗлмелле. Пӗр псалом юрлакан Турӑ пӗлтернипе каланӑ: «Кирек мӗнле ултав ҫулне те кураймастӑп» (Пс. 118:128). Сирӗн туйӑмсем те ҫавнашкалах-и? Усала ытларах курайми пулмашкӑн эпир мӗн тума пултарнине тата хамӑра ҫавна тивӗҫлӗ мӗнле тытмаллине пӑхса тухар.
«Ушкӑн хыҫҫӑн» ан кай
3. а) Хӑш еннелле каймалли пирки иккӗленнӗ чухне ыттисем хыҫҫӑн кайни мӗншӗн хӑрушӑ? ӑ) Тухни 23:2-мӗшӗнче мӗнле кирлӗ принцип пур?
3 Вӑрӑм ҫула тухсан, тӗрӗс ҫулпа пыратӑп-ши тесе иккӗленме пуҫларӑр пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ҫавӑн пек чухне ыттисем хыҫҫӑн каяс килме пултарать — уйрӑмах нумайӑшӗ пӗр еннелле пынине куратӑр пулсан. Анчах та ун пек туни хӑрушӑ. Тен, вӗсем сирӗн ӑҫта каймалла, унталла ҫул тытмаҫҫӗ е сирӗн пекех ҫӗтсе кайнӑ. Ҫак тӗслӗх пире авалхи Израиле панӑ пӗр саккунӑн никӗсӗнче выртакан принципа ӑнланма пулӑшать. Суд тунӑ чухне камӑн судьясем е свидетельсем пулмалла пулнӑ, ҫавсене ушкӑн хыҫҫӑн ан кайӑр тесе асӑрхаттарнӑ Турӑ. (Тухни 23:2 вуласа пар.) Паллах ӗнтӗ, ыттисем хӗсме пуҫласан ҫитменлӗхлӗ ҫынсем ҫӑмӑллӑнах вӗсене парӑнса тӗрӗс суда пӑсма пултараҫҫӗ. Анчах та «ушкӑн хыҫҫӑн» ан кай текен принцип суд тӑвас ӗҫпе кӑна ҫыхӑннӑ-и? Яланах мар.
4, 5. Иисус Навинпа Халева мӗнле майпа ушкӑн хыҫҫӑн кайма хистенӗ, анчах та ҫавӑн пек хӗснине хирӗҫ тӑма вӗсене мӗн пулӑшнӑ?
4 Тӗрӗссипе каласан, пире кирек хӑҫан та ушкӑн хыҫҫӑн кайма хистеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекки кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултарать тата ӑна хирӗҫ тӑма та йывӑр пулма пултарать. Сӑмахран, Иисус Навинпа Халевӑн, пӗррехинче хӑйсене хӗснӗ чухне, мӗн курма тивни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсем 10 Израиль ҫыннипе Пама пулнӑ ҫӗре пӑхса тухма кайнӑ. Таврӑнсан вуннӑшӗ ҫав ҫӗр ҫинчен питӗ начар калаҫнӑ. Вӗсем ҫав ҫӗрте пурӑнакансенчен хӑшӗ-пӗрисем улӑпсем — пӑлхавҫӑ ангелсемпе хӗрарӑмсенчен ҫуралнӑ нефилимсен ӑрӑвӗ — тесе те каланӑ (Пулт. 6:4). Мӗнле ӑссӑр сӑмахсем! Ҫав йӗркесӗр улӑпсене темиҫе ӗмӗр маларах, пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне, тӗп тунӑ пулнӑ, вӗсен ӑрӑвӗнчен никам та тӑрса юлман. Анчах камӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп мар, ҫавсем пулма пултарайман япаласем ҫинчен калакан пуш сӑмаха та ӗненме пултараҫҫӗ. Ҫав вунӑ разведчик ҫавӑн пек начар калаҫни хӑвӑртах халӑха пӑтратса янӑ, хӑратса ӳкернӗ. Кӗҫех израильсенчен чылайӑшӗ Пама пулнӑ ҫӗре каясси, ҫавна тума Иегова хушнӑ пулин те, йӑнӑш туни пулать тесе шутланӑ. Лару-тӑру ҫавӑн пек хӑвӑрт улшӑнсан Иисус Навинпа Халев хӑйсене мӗнле тытнӑ? (Йыша шутл. 13:25—33.)
5 Вӗсем ушкӑн хыҫҫӑн кайман. Иисус Навинпа Халевӑн сӑмахӗсем халӑха шутсӑр тарӑхтарса янӑ пулин те, ҫав икӗ арҫын, хӑйсене чулпа персе вӗлерме пултарнине пӑхмасӑрах, тӗрӗссине каланӑ та хӑйсен сӑмахӗ ҫинчех тӑнӑ! Мӗне пула вӗсен ҫавӑн пек хӑюлӑх пулнӑ? Паллах ӗнтӗ, нумай енчен вӗсене ӗненӗвӗ пулӑшнӑ. Камӑн ӗненӳ пур, ҫавсем пуш сӑмахсемпе Иегова Туррӑн яланах пурнӑҫланакан сӑмахӗсем хушшинчи уйрӑмлӑха питӗ лайӑх кураҫҫӗ. Ҫав икӗ арҫынтан кашнийӗ каярахпа Иегова хӑйӗн пур сӑмахне те пурнӑҫа кӗртсе пырать тесе шантарса каланӑ. (Иисус Навин 14:6, 8; 23:2, 14 вуласа пар.) Иисус Навинпа Халев хӑйсен шанчӑклӑ Туррине чунтан парӑнса пурӑннӑ, ҫавӑнпа та ӗненмен ушкӑн хыҫҫӑн кайса Иеговӑна хурлантарас шухӑш та пулман вӗсен. Ҫавӑнпа вӗсем ҫирӗп тӑнӑ, ҫапла вара пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ (Йыша шутл. 14:1—10).
6. Хӑш чухне эпир хамӑра ушкӑн хыҫҫӑн кайма хистенине туйма пултаратпӑр?
6 Сире ушкӑн хыҫҫӑн кайма хистени пулкалать-и? Иеговӑран ютшӑннӑ тата унӑн нравственность нормисенчен мӑшкӑлласа кулакан ҫынсем халӗ шутсӑр нумай. Вӑйӑ-кулӑ ҫинчен сӑмах пынӑ чухне ҫынсем час-часах пушӑ шухӑшсене сарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем, тен, аскӑн ӗҫ, пусмӑрлани тата спиритизм — телепередачӑсенче, фильмсенче тата видеовӑйӑсенче шутсӑр нумай пулни — сиенлӗ мар теҫҫӗ (2 Тим. 3:1—5). Хӑвӑр валли е хӑвӑрӑн ҫемйӳ валли вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне ыттисен тӗлӗрекен совеҫне хӑвӑр тӑвакан йышӑнусем ҫине витӗм кӳме тата хӑвӑрӑн совеҫе вӗсенни пек тума ирӗк парӑр-ши? Паратӑр пулсан, ҫавӑ, тӗрӗссипе каласан, эсир ушкӑн хыҫҫӑн кайнине пӗлтермест-и?
7, 8. а) Эпир хамӑр чӗрене ырӑпа усала уйӑрма мӗнле вӗрентетпӗр тата мӗншӗн ҫавӑн пек вӗрентни ҫирӗп правилӑсене тытса тӑнинчен усӑллӑрах? ӑ) Мӗншӗн ҫамрӑк христиансен тӗслӗхӗ сире савӑнтарать?
7 Тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшас тесе Иегова пире хаклӑ парне панӑ. Ҫав парне вӑл — кирлипе кирлӗ марри мӗн иккенне пӗлме тата ырӑпа усала уйӑрма пулӑшакан пултарулӑх. Библире ун пирки «чӗре» тенӗ. Анчах та чӗрене, ҫавна тума «хӑнӑхса ҫиттӗр» тесен, вӗрентмелле (Евр. 5:14). Ушкӑн хыҫҫӑн кайнипе эпир хамӑр чӗрене вӗрентеймӗпӗр; совеҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче ҫирӗп правилӑсене тытса тӑнипе те ӑна вӗрентеймӗпӗр. Акӑ мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен хӑш фильма пӑхма, хӑш кӗнекене вулама тата Интернетра хӑш сайта кӗме юрамасть текен список ҫук. Ҫак тӗнче хӑвӑрт улшӑнса пынӑран ҫавӑн пек список, ӑна ҫырса хуричченех, кивелсе кайнӑ пулӗччӗ. Ҫитменнине ҫав список пире чи кирлисӗр тӑратса хӑварнӑ пулӗччӗ — Библи принципӗсем ҫинчен кӗлӗ туса тӗплӗн шухӑшлама, унтан вара ҫав принципсем тӑрӑх йышӑну тума паман пулӗччӗ (Эф. 5:10).
8 Паллах ӗнтӗ, эпир Библи тӑрӑх тунӑ йышӑнусем нумайӑшне килӗшмесен те пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк христиансене шкулта ыттисем хӑйсем мӗн пӑхнине пӑхтарас, хӑйсем мӗн тунине тутарас тесе вӑйлӑ хӗсме пултараҫҫӗ (1 Петр 4:4). Ҫавӑнпа та ушкӑн хыҫҫӑн кайма килӗшменнипе христиансем — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — Иисус Навинпа Халев ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшнине курма питӗ кӑмӑллӑ.
Чӗрепе куҫ илӗртни хыҫҫӑн ан кай
9. а) Пӗр-пӗр ҫӗре кайма тухсан, мӗншӗн кӑмӑл туртни хыҫҫӑн кайни хӑрушӑ пулма пултарать? ӑ) Йыша шутлани 15:37—39-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ саккуна Туррӑн авалхи халӑхне мӗншӗн панӑ пулнӑ?
9 Халӗ эпир иккӗмӗш хӑрушлӑх пирки калаҫӑпӑр, вӑл вара пирӗн ӑшран тухать. Ӑна ҫак тӗслӗхпе сӑнласа пама пулать: эсир пӗр-пӗр ҫӗре каятӑр пулсан, картта ҫине пӑхмасӑрах кӑмӑл туртни хыҫҫӑн кайӑттӑрччӗ-ши тата хитре вырӑн патне илсе пыракан пек туйӑнакан кирек хӑш ҫул ҫине те пӑрӑннӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Кӑмӑл туртни хыҫҫӑн кайнипе эсир хӑвӑрӑн тӗллевӳ патне ҫитеймӗр пуль. Ҫавна асра тытнӑ май авалхи Израиле панӑ тепӗр саккуна пӑхса тухар. Хальхи ҫынсенчен нумайӑшӗ израильсен мӗншӗн саккун тӑрӑх тумтир арки вӗҫне ҫӳҫе ямалла тата ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухмалла пулнине ӑнланмасть. (Йыша шутлани 15:37—39 вуласа пар.) Ҫавӑ мӗншӗн кирлӗ пулнине ӑнланатӑр-и эсир? Израильсем хӑйсен тумтирӗ ҫинче ҫӳҫепе сенкер ҫӑм ҫиппине курсан, ҫакӑ вӗсене суя тӗнлӗ халӑхсем пек пулма кирлӗ маррине тата вӗсенчен уйрӑлса тӑмаллине аса илтерсе тӑнӑ. Иегова ырланине илес тата упраса хӑварас тесен, ҫавна тумалла пулнӑ (Лев. 18:24, 25). Анчах та ҫав саккун ӑшран тухакан хӑрушлӑха кӑтартса панӑ, ҫак хӑрушлӑх вара пире хамӑр тӗллеврен — ӗмӗрлӗх пурнӑҫран — пӑрса яма пултарать. Мӗнле майпа?
10. Иегова ҫынна тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлни мӗнрен курӑнса тӑрать?
10 Иегова хӑйӗн халӑхне ҫав саккуна мӗншӗн пани ҫинчен мӗнле ӑнлантарса панине асӑрхӑр-ха: «Аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр [«чӗрӗр», ҪТ], куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр». Иегова ҫынна тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлет. Пирӗн чӗре, пирӗн шалти ҫын, куҫ илӗртни хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑнах кайма пултарнине те лайӑх пӗлет вӑл. Ҫавӑнпа та Библи пире асӑрхаттарать: «Чӗре пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл; кам пӗлсе пӗтерӗ ӑна?» (Иер. 17:9.) Иегова асӑрхаттарса калани вырӑнлӑ пулнине куратӑр-и халӗ? Израильсен таврари суя тӗнлӗ халӑхсем ҫине пӑхас килессе тата куҫ илӗртни хыҫҫӑн каяс кӑмӑл пуласса Вӑл питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Ҫав ӗненмен ҫынсем пек тӑхӑнса ҫӳрес кӑмӑл та ҫуралма пултарнӑ вӗсен, унтан вара вӗсем ҫав ҫынсем пек шухӑшлама, туйма, хӑтланма пуҫланӑ пулӗччӗҫ (Ытар. 13:21).
11. Пирӗн ӑша туйӑм органӗсем урлӑ мӗн кӗрет, ҫавсем пире мӗнле майпа илӗртме пултараҫҫӗ?
11 Хальхи вӑхӑтра туйӑм органӗсем урлӑ пирӗн ӑша мӗн кӗрет, ҫавсем пирӗн ултавлӑ чӗрене ҫӑмӑллӑнах илӗртме пултараҫҫӗ. Эпир ӳт илӗртнине ҫырлахтарса тӑма хистекен тӗнчере пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа та Йыша шутлани 15:39-мӗшӗнчи принципа эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? Шкулта пӗрле вӗренекенсем, ӗҫре пӗрле ӗҫлекенсем тата кӳршӗсем ытларах та ытларах вӗҫкӗнчӗкле, астаруллӑ тумланаҫҫӗ пулсан, ҫавӑ пирӗн ҫине витӗм кӳме пултарать-и? Чӗрепе куҫ илӗртни хыҫҫӑн каяс кӑмӑл ҫуралма пултарӗ-и? Хамӑрӑн нормӑсен шайне чакарас та вӗсем пекех тӑхӑнма пуҫлас тесе шутлама пуҫламӑпӑр-ши? (Рим 12:1, 2.)
12, 13. а) Пӑхма юраманни ҫине пӑхас йӑла пур пулсан, пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Ыттисемшӗн илӗртӳ пулса тӑрас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
12 Пуринчен ытла пире чаруллӑ пулма вӗренни кирлӗ. Пирӗн пӑхма юраманни ҫине пӑхас йӑла пур пулсан, шанчӑклӑ Иов ҫирӗп тӑнине аса илмелле. Вӑл «хамӑн куҫӑмпа сӑмах татрӑм» тенӗ, урӑхла каласан, вӑл ют хӗрарӑмсем ҫине куҫ хывмӑп тесе ҫирӗп шут тытнӑ (Иов 31:1). Давид патша та ҫавнах тума шут тытнӑ: «Куҫӑма эпӗ ирсӗр япала ҫине пӑхма памӑп» (Пс. 100:3). Пирӗн совеҫе мӗн варалама тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗн пӗтерме пултарать, ҫавсене пурне те «ирсӗр япала» теме пулать. Ун шутне пирӗн куҫа илӗртекен тата пирӗн чӗрене ҫылӑх еннелле ҫавӑракан кирек мӗнле илӗртӳ те кӗме пултарать.
13 Ҫав вӑхӑтрах эпир ыттисемшӗн ҫылӑх ҫинчен шухӑшлаттаракан илӗртмӗш пулса тӑрса «ирсӗр япала» евӗрлӗ пуласшӑн мар паллах. Ҫавӑнпа эпир Библире тирпейлӗ те сӑпайлӑ тӑхӑнма хушакан, Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ канаша тытса тӑрасси ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхмастпӑр (1 Тим. 2:9). Сӑпайлӑ тенине пирӗнтен кашнийӗ хӑйне майлӑ ӑнланма пултарать. Анчах та пирӗн ыттисен туйӑмӗсене, совеҫне шута илмелле те хамӑра мӗн килӗшнинчен ытларах ҫын хӑйне канӑҫлӑ туйтӑр тата ӑна лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшмалла (Рим 15:1, 2). Пухура пин-пин ҫамрӑк христианин ҫав тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартни калама ҫук паха. Вӗсем чӗрепе куҫ илӗртни хыҫҫӑн каяс вырӑнне Иеговӑна пур енчен те, мӗнле тумтир тӑхӑнас енчен те, савӑнтарма тӑрӑшнӑшӑн эпир вӗсемпе мухтанатпӑр!
Пуш япала хыҫҫӑн ан кай
14. Иегова Израиль ҫыннисене Самуил урлӑ мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?
14 Ҫула тухсан сирӗн шутсӑр пысӑк пушхир витӗр каймалла тейӗпӗр. Эсир ҫулран пӑрӑнса кайса мираж еннелле ҫул тытрӑр пулсан, сирӗнпе мӗн пулса тухма пултарать? Ҫав ҫук япала хыҫҫӑн кайни сирӗн пурнӑҫа татма пултарать. Иегова ҫав хӑрушлӑх ҫинчен питӗ лайӑх пӗлет. Ҫавна ҫак тӗслӗхрен курма пулать. Израиль ҫыннисем, таврари халӑхсенни пек, хӑйсене ҫынсенчен лартнӑ патша ертсе пытӑр тенӗ. Ҫавна ыйтни, тӗрӗссипе каласан, пысӑк ҫылӑх пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек тунипе вӗсем Иеговӑна хӑйсен Патши вырӑнне хума пӑрахнӑ. Иегова вӗсене ҫынсенчен патша суйласа лартма ирӗк панӑ пулин те, вӑл хӑйӗн Самуил пророкӗ урлӑ вӗсене «ниме юрӑхсӑр турӑсем хыҫҫӑн», урӑхла каласан, пушӑ, чӑннипех те ҫук япаласем хыҫҫӑн, кайма кирлӗ мар тесе асӑрхаттарнӑ. (1 Патшасен 12:21 вуласа пар.)
15. Израиль ҫыннисем мӗнле майпа ҫук япалана шанса тӑнӑ?
15 Израильсем ҫынсенчен суйласа лартнӑ патша Иеговӑран шанчӑклӑрах тесе шутланӑ-ши? Ку ҫапла пулнӑ пулсан, вӗсем тӗрӗссипе пуш япалана шанса тӑнӑ! Сатана шутласа кӑларнӑ ытти пуш япаласем хыҫҫӑн каяс хӑрушлӑх та пулнӑ вӗсен. Патша вӗсене йӗрӗхсене пуҫҫапас еннелле ҫавӑрма пултарнӑ. Йӗрӗхсене пуҫҫапакансем хӑш-пӗр япаласем — йывӑҫран е чулран тунӑ турӑсем — куҫа курӑнман, пурне те тунӑ Турӑран, Иеговӑран, чӗрӗрех, шанчӑклӑрах тесе шутланипе йӑнӑшаҫҫӗ. Анчах Павел апостол палӑртнӑ тӑрӑх, йӗрӗхсем — «нимӗн те мар» (1 Кор. 8:4). Вӗсем курма та, калаҫма та, нимӗн тума та пултараймаҫҫӗ. Вӗсене курма тата тӗкӗнсе пӑхма пулать, анчах та вӗсене пуҫҫапни вӑл пуш япалана — пӗтме илсе каякан пур пек курӑнакан ҫук япалана — пуҫҫапнипе пӗрех (Пс. 113:12—16).
16. а) Хальхи вӑхӑтра Сатана ҫынсене пуш япаласем хыҫҫӑн кайма мӗнле илӗртет? ӑ) Мӗншӗн пурлӑхпа укҫа-тенкӗне, уйрӑмах ӑна Иегова Турӑпа танлаштарсан, ниме юрӑхсӑр йӗрӗх теме пулать?
16 Сатанан халӗ те ҫынсене пуш япаласем еннелле ҫавӑрма май килет. Сӑмахран, вӑл шутсӑр нумай ҫынна телейпе хӑрушсӑрлӑх пурлӑхпа укҫа-тенкӗрен килет тесе ӗнентерме пултарнӑ. Укҫа-тенкӗн, япаласен тата пысӑк ӗҫ укҫин усси питӗ пысӑк пек туйӑнма пултарать. Анчах та сывлӑх хавшама, экономика арканма пуҫласан тата ҫутҫанталӑк инкекӗсем сиксе тухсан вӗсем пулӑшӗҫ-ши? Ҫынсем хӑйсене ниме тӑман пек туйнӑ чухне, мӗншӗн пурӑннине пӗлмен чухне, пурнӑҫра вӗсен тӗллев ҫук чухне тата пурнӑҫри хумхантаракан тарӑн ыйтусен хуравӗсене пӗлмен чухне укҫа-тенкӗпе пурлӑх пулӑшӗҫ-ши? Вӗсем вилӗмрен ҫӑлма пултарӗҫ-ши? Эпир Турӑпа ҫывӑхланма кирлине тивӗҫтерес тесе пурлӑх пухатпӑр пулсан, ҫавӑ вара пустуй пулнине куратпӑрах. Пурлӑх пурри ҫӑлӑнӑҫ памасть. Вӑл ниме юрӑхсӑр йӗрӗхсем пек. Пӗтӗмлетсе каласан, вӑл пире хӑрушсӑрлӑх та пама пултараймасть, мӗншӗн тесен пурнӑҫа та тӑсаймасть, чирпе вилӗмрен те сыхлаймасть (Ытар. 23:4, 5). Пирӗн Турӑ Иегова чӑннипех пурри пуринчен те ытларах курӑнса тӑрать! Унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулни кӑна пире чӑн-чӑн телейпе хӑрушсӑрлӑх парать. Мӗн тери чаплӑ пиллӗх! Пуш япаласем хыҫҫӑн кайса Иеговӑран нихӑҫан та пӑрӑнса каяр мар.
17. Халь кӑна сӳтсе явнӑ хӑрушлӑхсем тӗлӗшӗнчен эсир мӗн тума шут тытнӑ?
17 Иегова, пирӗн Тус, пире пурнӑҫра тӗрӗс ҫул кӑтартса тӑни калама ҫук чаплӑ! Вӑл асӑрхаттарса каланисене — ушкӑн, чӗре илӗртни тата пуш япаласем хыҫҫӑн каймалла мар тесе асӑрхаттарнисене — малашне те итлесе тӑрсан, хамӑр тӗллев — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — патне ҫитес шанчӑк пирӗн пысӑкрах та пысӑкрах пулӗ. Тепӗр статьяра Иегова каланӑ тепӗр виҫӗ асӑрхаттарӑва пӑхса тухӑпӑр, вӗсем пире нумайӑшне аташтарса яракан ултав ҫулӗсене курайми пулма тата вӗсенчен пӑрӑнма пулӑшӗҫ (Пс. 118:128).
Эсир мӗнле шутлатӑр?
Аяларах илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисенчи принципсене эсир хӑвӑр мӗнле тытса тӑма пултаратӑр?
• Тухни 23:2
• Йыша шутлани 15:37—39
• 1 Патшасен 12:21
• Псалом 118:128
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]