Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсем Мессийӑна кӗтсе тӑнӑ

Вӗсем Мессийӑна кӗтсе тӑнӑ

Вӗсем Мессийӑна кӗтсе тӑнӑ

«Халӑх кӗтсе тӑнӑ чухне, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн ҫинчен „ку Христос мар-ши?“ тесе шухӑшланӑ» (ЛУКА 3:15).

1. Кӗтӳҫӗсем ангелран мӗнле хыпар илтеҫҫӗ?

 ҪӖРЛЕ. Хирте кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсене хураллаҫҫӗ. Сасартӑк вӗсен умне Иеговӑн ангелӗ пырса тӑрать те вӗсене Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса ярать. Вӗсем ҫав тери хӑраса ӳкеҫҫӗ! Итлӗр-ха! Ангел вӗсене хумхантаракан хыпар пӗлтерет: «Ан хӑрӑр; эпӗ сире пысӑк савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтерӗп — вӑл пур халӑха та пулӗ: паян Давид хулинче сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ; Вӑл — Христос Ҫӳлхуҫамӑр». Ҫак сӑмахсем тӑрӑх ҫав пӗчӗк ача — пулас Мессия. Ангел кӗтӳҫсене ҫав тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача ҫывӑхри хулара сырӑш ҫинче выртать тесе пӗлтерет. Сасартӑк «тӳпери йышлӑ ҫар курӑнса каять» те Турра мухтаса юрлама пуҫлать: «Мухтав Ҫӳлти Турра, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ!» (Лука 2:8—14.)

2. «Мессия» тени мӗне пӗлтерет тата вӑл кам пулнине мӗнле пӗлме пулать?

2 Кӗтӳҫӗсем «кам-ши Мессия?» тесе шутлаҫҫӗ пулӗ. Паллах, иудей кӗтӳҫӗсем «Мессия» тени Туррӑн «Ҫу сӗрнӗскерӗ», урӑхла каласан, Турӑ Суйласа илнӗскерӗ, пулнине пӗлеҫҫӗ (Тух. 29:5—7). Анчах та кӗтӳҫсем ыттисене ҫав пӗчӗк ача Иегова суйласа лартнӑ Мессия пулассине мӗнле ӗнентерме пултарӗҫ? Еврей Ҫырӑвӗнчи пророкла каланисене вӗсен тӗпчемелле те унтан вӑл мӗн тунипе тата мӗнле пурӑннине ҫав пророкла сӑмахсемпе танлаштарса пӑхмалла.

Мӗншӗн халӑх кӗтсе тӑнӑ?

3, 4. Даниил 9:25, 26-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ?

3 Нумай ҫул иртсен Шыва кӗртекен Иоанн вӗрентсе ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл мӗн каланине-тунине кура хӑш-пӗр ҫынсем ку Мессия мар-ши тесе шухӑшланӑ. (Лука 3:15 вуласа пар.) Библире 70 ҫичӗҫуллӑх ҫинчен пророкла калани пур, ҫавӑ вара ҫынсене Мессия хӑҫан килессине пӗлме пулӑшнӑ. Ҫав пророкла каланинче ҫапла ҫырнӑ: «Санӑн сӑваплӑ халӑху валли... ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ... Иерусалима ҫӗнетсе туса лартма хушнӑранпа Христос Патша киличчен ҫичӗ ҫичӗҫуллӑх иртет, унтан тата утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртет» (Дан. 9:24, 25).

4 Хальхи вӑхӑтри Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Даниил 9:25-мӗшӗнчи 69 ҫичӗҫуллӑх 483 ҫул пулнине тата ҫав тапхӑр пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫулта, Перси патши Артаксеркс Неемийӑна Иерусалима ҫӗнетсе туса лартма хушсан, пуҫланнине пӗлеҫҫӗ (Неем. 2:1—8). Ҫав ҫичӗҫуллӑхсем 483 ҫул иртсен пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта, Назаретри Иисус шыва кӗрсен, вӗҫленнӗ. Ун чухне Иегова Иисуса святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ та вӑл Мессия пулса тӑнӑ (Матф. 3:13—17) a.

5. Эпир мӗнле пророкла каланисене пӑхса тухӑпӑр?

5 Библире Мессия ҫинчен пророкла каланисем нумай. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен хӑш-пӗрисене — вӑл ҫурални, унӑн ачалӑхӗ тата сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен пророкла каланисене — пӑхса тухӑпӑр та вӗсем Иисусӑн пурнӑҫӗнче мӗнле пурнӑҫланнине пӗлӗпӗр. Ҫакӑ вара пире Библие хытӑрах ӗненме тата Иисус чӑннипех тахҫантанпах кӗтнӗ Мессия пулнине курма пулӑшӗ.

Вӑл ҫуралнипе унӑн ачалӑхӗ ҫинчен пророкла каланисем

6. Пултарни 49:10-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен ӑнлантарса парӑр.

6 Мессия Израильти Иуда йӑхӗнчен ҫуралать. Иаков патриарх вилес умӗн хӑйӗн ывӑлӗсене пилленӗ чухне ҫапла каланӑ: «Шило киличчен Иудӑран скипетр тата унӑн ура тупанӗсем хушшинче тӑракан пуҫлӑх туйи каймӗ. Ӑна вара халӑхсем пӑхӑнӗҫ» (Пулт. 49:10, ҪТ). Авалхи иудейсен вӗрентекенӗсенчен нумайӑшӗ ҫак сӑмахсем Мессийӑпа ҫыхӑннӑ тесе шутланӑ. Анчах та Иаков каланӑ сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Вӑл кунта патша ҫинчен каланине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен патша скипетрпа пуҫлӑх туйине тытса тӑни унӑн патшара ларма тата хушусем пама ирӗк пуррине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа та ҫак пророкла каланинчен патша — камӑн патшара ларма ирӗк пур, ҫавӑ — Иуда йӑхӗнчен тухмалли курӑнать. Иуда йӑхӗнчен тухнӑ пӗрремӗш патша — Давид. Анчах та Иаков пророкла каланинче ӗмӗр-ӗмӗр патшара ларакан патша ҫинчен каланӑ. Иисус ҫуралас умӗн Гавриил ангел Марийӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗнӗн, патша пуканне парӗ; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ; Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ» (Лука 1:32, 33). Иисус Иуда йӑхӗнчен ҫуралнӑ тата Давид ӑрӑвӗнчен пулнӑ. Давид ӑрӑвӗнчен ҫуралнисенчен Иисус пирки кӑна Иегова унӑн патша пулма ирӗк пур тесе сӑмах панӑ. Ҫавӑнпа Шило вӑл — Иисус Христос.

7. Мессия ҫурални ҫинчен пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ?

7 Мессия Вифлеемре ҫуралать. «Эй Вифлеем-Ефрафа, эсӗ Иудӑн пин-пин ҫынлӑ хулисенчен кӗҫӗн-им вара? — ҫырнӑ Михей пророк,— сан хушшунтан Ман валли Израильре Патша пулаканӗ ҫуралӗ, Вӑл чӑн пуҫламӑшӗнчен, ӗмӗрхи кунсенчен тухӗ» (Мих. 5:2). Мессийӑн Иудӑри Вифлеем хулинче ҫуралмалла пулнӑ, ҫав хула маларах, тен, Ефрафа ятлӑ пулнӑ. Анчах та Иисусӑн амӑшӗ Мария тата унӑн упӑшки Иосиф Назаретра пурӑннӑ. Иисус ҫуралас тӗлнелле Рим пуҫлӑхӗ перепись тумашкӑн ҫынсене хӑйсен ашшӗсем ҫуралнӑ вырӑнсене таврӑнма хушнӑ. Ҫавӑнпа та Иосифпа Мария Вифлеема кайнӑ. Унта вара пирӗн эрӑчченхи 2-мӗш ҫулта Мария Иисуса ҫуратнӑ (Матф. 2:1, 5, 6). Чӑнах та, пророкла сӑмахсенче мӗн каланӑ пулнӑ, шӑп ҫапла пурнӑҫланнӑ та!

8, 9. Мессия ҫурални тата ун хыҫҫӑн мӗн пулса иртни ҫинчен мӗнле пророкла каланӑ?

8 Мессия хӗртен ҫуралать. ( Исаия 7:14 вуласа пар.) Еврей сӑмахӗ бетула́ час-часах «арҫынпа хутшӑнман хӗр» тенине пӗлтерет. Анчах та Исаия 7:14-мӗшӗнче, «хӗр» ывӑл ҫуратать тесе пророкла каланинче, урӑх сӑмахпа, алма́ текеннипе, усӑ курнӑ. Алма́ текен сӑмахпа качча кайичченхи Ревекка пирки каланӑ чухне усӑ курнӑ (Пулт. 24:16, 43). Туррӑн святой сывлӑшӗ пӗлтернипе Матфей Исаия 7:14-мӗшӗнчи сӑмахсем Иисус ҫуралсан пурнӑҫланчӗҫ тесе ҫырнӑ. Ҫав сӑвӑ йӗркинче вӑл парте́нос текен, «хӗр» тенине пӗлтерекен грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Евангели ҫыракан Матфей та, Лука та Мария арҫынпа хутшӑнман хӗр, Туррӑн святой сывлӑшӗн хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ тесе ҫырать (Матф. 1:18—25; Лука 1:26—35).

9 Мессия ҫуралнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк ачасене вӗлересси пирки малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекки Мессия ҫураличчен темиҫе ӗмӗр маларах пулса иртнӗ. Египет фараонӗ еврейсен ҫуралакан арҫын ачисене Нил юханшывне пӑрахма хушнӑ (Тух. 1:22). Иеремия 31:15, 16-мӗш сӑвӑ йӗркисенче «Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн [«ывӑлӗсемшӗн», ҪТ] йӗрет» тенӗ, мӗншӗн тесен вӗсене «тӑшман ҫӗршывне» илсе кайнӑ пулнӑ. Вӑл кӑшкӑрса йӗни аякри Рамӑра, Иерусалимран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Вениамин йӑхӗн ҫӗрӗнчи хулара та, илтӗннӗ тенӗ. Иеремийӑн сӑмахӗсем, Ирод патша Вифлеемра тата ун таврашӗнче пӗчӗк арҫын ачасене вӗлерме хушсан пурнӑҫланнӑ тесе кӑтартать Матфей. (Матфей 2:16—18 вуласа пар.) Ҫав таврара мӗн чухлӗ хуйхӑ пулни пирки шутласа пӑхӑр-ха!

10. Осия 11:1-мӗшӗнче пророкла калани Иисус ҫинче мӗнле пурнӑҫланнине ӑнлантарса парӑр.

10 Израильсемпе пулнӑ пекех, Мессийӑна та Египетран чӗнсе тухӗҫ (Ос. 11:1). Иисуса Ирод патша аллинчен хӑтарас тесе ангел Иосифа Марийӑпа Иисуса илсе Египета тарма хушать. Вӗсем «Ирод виличченех ҫавӑнта пурӑннӑ. Ҫапла Турӑ [Осия] пророк урлӑ: „Эпӗ Египетран Ывӑлӑма чӗнсе илтӗм“ тени пурӑнӑҫа килнӗ» (Матф. 2:13—15). Паллах, Иисус хӑй ҫуралнӑ чухне тата хӑйӗн ачалӑхӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫине витӗм кӳме пултарайман.

Мессия хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне пуҫлать!

11. Мессия валли ҫул кам хатӗрленӗ?

11 Мессия валли ҫул хатӗрленӗ. Мессия киличчен пӗр ҫын килет те ун валли ҫул хатӗрлет тесе Малахия пророк каланӑ. Вӑл ҫынсене Мессия килсен ӑна йышӑнма хатӗр пулччӑр тесе пулӑшӗ. Малахия ун пирки Илия пророк тенӗ. (Малахия 4:5, 6 вуласа пар.) Малахия калакан «Илия» вӑл, Иисус каланӑ тӑрӑх, Шыва кӗртекен Иоанн пулнӑ (Матф. 11:12—14). Марк вара Иоанн сӑваплӑ ӗҫне тунипе Исаия пророкла каланине пурнӑҫланӑ тесе кӑтартса панӑ (Ис. 40:3; Марк 1:1—4). Иоана Иисус хӑйне валли ҫул хатӗрлеме хушман. Ҫав малтанах каласа хунӑ «Илия» ӗҫӗ Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулнӑ тата ҫынсене Мессийӑна палласа илме пулӑшнӑ.

12. Турӑ Мессийӑна мӗнле ятарлӑ ӗҫ тума хушнӑ?

12 Турӑ Мессийӑна ятарлӑ ӗҫ тума хушнӑ. Иисус Назаретри, хӑй ҫитӗннӗ хулари, синагогӑра Исаийӑн ҫыру чӗркемне уҫать те вулать: «Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса, Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ». Унтан Иисус ҫак пророкла сӑмахсем ман ҫинчен калаҫҫӗ тесе пӗлтерет. Иисус хӑй чӑнах та Мессия пулнӑран ҫапла калама пултарнӑ: «Ҫапла ҫырни, эсир мӗн илтни, паян ӗнтӗ вырӑна килчӗ» (Лука 4:16—21).

13. Иисус Галилейӑра вӗрентсе ҫӳресси ҫинчен мӗнле пророкла каланӑ?

13 Мессия Галилейӑра вӗрентсе ҫӳресси ҫинчен те пророкла каланӑ. Исаия «Завулон ҫӗрӗ, Неффалим ҫӗрӗ» тата «суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрӗ» ҫинчен пророкла каланӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Сӗмлӗхре ҫӳрекен халӑх аслӑ ҫутӑ курӗ; вилӗм ӗмӗлки ҫӗршывӗнче пурӑнакансене ҫутӑ ҫутатӗ» (Ис. 9:1, 2). Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилеяра, Капернаум текен хулара пуҫланӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Завулонпа Неффалим таврашӗнче те вӗрентсе ҫӳренӗ. Иисус ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ, ҫав чӑнлӑха вара аслӑ ҫутӑпа танлаштарма пулать (Матф. 4:12—16). Галилейӑра Иисус хӑйӗн Ту ҫинче каланӑ проведьне вӗрентнӗ, апостолӗсене суйласа илнӗ, хӑйӗн пӗрремӗш хӑватлӑ ӗҫне тунӑ. Галилейӑрах пулас, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑйӗн 500 яхӑн вӗренекенне курӑннӑ (Матф. 5:1—7:27; 28:16—20; Мар. 3:13, 14, 15; Иоанн 2:8—11; 1 Кор. 15:6). Ҫапла вара, «Завулон... Неффалим ҫӗрӗнче» вӗрентсе ҫӳренипе вӑл Исаия пророкла каланине пурнӑҫланӑ. Паллах ӗнтӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара Иисус Израилӗн ытти вырӑнӗсенче те пӗлтерсе ҫӳренӗ.

Мессия ҫинчен ытти пророкла каланисем

14. Псалом 77:2-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле майпа Иисус ҫинче пурнӑҫланнӑ?

14 Мессия ҫынсене вӗрентес тесе ытарӑшсемпе, е тӗслӗхсемпе, усӑ курӗ. Псалом юрлакан Асаф юрланӑ: «Чӗлхе-ҫӑварӑм юптарса пӗлтерӗ, авалхи ытарӑшсене каласа кӑтартӑп» (Пс. 77:2). Ҫак пророкла сӑмахсенче Иисус пирки каланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Матфейӑн сӑмахӗсенчен. Иисус ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентес тесе сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи тата кӑвас чусти ҫинчен калакан тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ тенӗ хыҫҫӑн Матфей ҫырнӑ: «Ытарӑшсӑр [Иисус] каламан вӗсене: ҫапла пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: „ҫӑварӑма ытарӑш калама уҫӑп, тӗнче пулнӑранпах пытарӑнса тӑнине ытарлӑн каласа пӗлтерӗп“» (Матф. 13:31—35). Иисус усӑ курнӑ ытарӑшсемпе тӗслӗхсем нумай ҫынна Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха ӑнланма пулӑшнӑ.

15. Исаия 53:4-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине ӑнлантарса парӑр.

15 Мессия пирӗн чир-чӗре хӑйӗн ҫине илет. Исаия малтанах каласа хунӑ: «Вӑл вара пирӗн асапа, нишлӗхе Хӑй ҫине илнӗ, пирӗн чир-чӗре йышӑннӑ» (Ис. 53:4). Иисус Петрӑн хунямӑшне, кайран вара ыттисене те мӗншӗн сыватнине Матфей ӑнлантарса панӑ: «Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ; вӑл каланӑ: „Вӑл пирӗн халсӑрлӑха Хӑй ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ“» (Матф. 8:14—17). Ҫакӑ вӑл Библире Иисус чирлисене сыватни ҫинчен каласа панисенчен пӗри кӑна-ха.

16. Исаия 53:1-мӗшӗнчи пророкла калани Иисус ҫинче пурнӑҫланнине Иоанн апостол мӗнле кӑтартнӑ?

16 Мессия нумай ырӑ ӗҫ тунӑ пулин те, нумайӑшӗ ӑна ӗненмӗ. ( Исаия 53:1 вуласа пар.) Ҫак пророкла калани пурнӑҫланнине кӑтартса Иоанн апостол ҫырнӑ: «Вӑл [Иисус] вӗсем умӗнче темӗн чухлӗ хӑват тунӑ, вӗсем ҫавах ӗненмен Ӑна. Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ, вӑл: „эй Ҫӳлхуҫа, пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ? Ҫӳлхуҫан хӑвачӗ кама курӑнчӗ?“» (Иоанн 12:37, 38.) Кайран та, Павел апостол ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне, Иисус Мессия пулнине сахал ҫын ӗненнӗ (Рим. 10:16, 17).

17. Псалом 68:5-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

17 Мессийӑна сӑлтавсӑрах курайми пулӗҫ (Пс. 68:5). Иисус каланӑ: «Эпӗ вӗсен [ҫынсем] хушшинче урӑх никам та туман ӗҫсем туса кӑтартман пулсан, вӗсем ҫылӑхлӑ пулмӗччӗҫ; халӗ вӗсем ҫав ӗҫсене курчӗҫ, ҫапах Мана та, Манӑн Аттеме те кураймаҫҫӗ. Ӗнтӗ вӗсен саккунӗнче: „Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ“ тесе ҫырни ҫитрӗ» (Иоанн 15:24, 25). Ҫакӑнта «саккун» тени вӑл пӗтӗм Сӑваплӑ Ҫырӑва пӗлтерет (Иоанн 10:34; 12:34). Евангелисенче Иисуса нумайӑшӗ, уйрӑмах иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем курайманни курӑнса тӑрать. Унсӑр пуҫне Христос каланӑ: «Сире тӗнче курайми пулас ҫук, Мана вара кураймасть, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине кӑтартса паратӑп» (Иоанн 7:7).

18. Иисус Мессия пулнине ҫирӗп шанма пире тата мӗн пулӑшӗ?

18 Пӗрремӗш ӗмӗрти Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл Мессия пулни пирки пӗртте иккӗленмен, мӗншӗн тесен вӗсем Еврей Ҫырӑвӗнче Мессия ҫинчен пророкла каланисем пурте Иисус ҫинче пурнӑҫланнине пӗлнӗ (Матф. 16:16). Ҫак статьяра эпир Иисус ҫурални, унӑн ачалӑхӗ тата сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен пророкла каланисем пурнӑҫланнине куртӑмӑр. Анчах та Библире Мессия ҫинчен ытти пророкла каланисем те пур. Вӗсене эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем ҫинчен кӗлӗ туса шухӑшлатпӑр пулсан, Иисус Иегова суйласа лартнӑ Мессия пулни пирки нихӑҫан та иккӗленмӗпӗр.

[Сноска]

a «Ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх» пирки Библи вӗренмелли публикацинчи Хыҫсӑмахра, 197—199-мӗш страницӑсенче тӗплӗн сӳтсе явнӑ.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Иисус ҫуралнипе мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнӑ?

• Мессия валли ҫул мӗнле хатӗрленӗ пулнӑ?

Исаия 53-мӗш сыпӑкри мӗнле пророкла каланисем Иисус ҫинче пурнӑҫланнӑ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]