Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мире упраса хӑварма тӑрӑшӑр

Мире упраса хӑварма тӑрӑшӑр

Мире упраса хӑварма тӑрӑшӑр

«Килӗшӳ [«мир», ҪТ] кӳрекеннине... шырар» (РИМ 14:19).

1, 2. Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнаҫҫӗ?

 ЧӐН-ЧӐН мир хальхи вӑхӑтра ҫукпа пӗрех. Пӗр ҫӗршывра пурӑнакан тата пӗр чӗлхепе калаҫакан ҫынсем хушшинче те пӗрлӗх ҫук. Вӗсем тӗрлӗ тӗне тытса тӑнипе, политика ҫине тӗрлӗрен пӑхнипе, хӑйсен мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ пуррипе тата мӗнле пӗлӳ илнипе пайланса пӗтнӗ. Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» тухнӑ пулин те, вӗсем хушшинче пӗрлӗх (Ӳлӗм. 7:9).

2 Пирӗн хушӑри мир ӑнсӑртран пулса кайман. Пуринчен ытла Турӑпа мирлӗ пулнӑран пирӗн ҫавӑн пек мир пур. Унӑн Ывӑлне ӗненнӗрен эпир Турӑпа мирлешме пултартӑмӑр, вӗт вӑл тӑкнӑ юна пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ (Рим 5:1; Эф. 1:7). Унсӑр пуҫне чӑн Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене святой сывлӑш парать, ҫав сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне канӑҫлӑх, е мир, кӗрет (Гал. 5:22). Эпир «тӗнченӗн мар» пулнӑран та пирӗн хушӑра мирпе пӗрлӗх пур (Иоанн 15:19). Ҫакӑ вӑл эпир нимле политикӑна та, вӑрҫа та хутшӑнманнине пӗлтерет. Библире каланӑ тӑрӑх, Иеговӑн халӑхӗ «хӑйсен хӗҫӗсенчен сухапуҫӗ» туптаса тунӑ (Ис. 2:4).

3. Пирӗн хушӑри мир пире мӗн тума май парать тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пирӗн хушӑри мир вӑл пӗр-пӗрне сиен туманни кӑна мар. Эпир ҫӳрекен Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗнче, тен, тӗрлӗ халӑхран, культурӑран тухнӑ ҫынсем нумай, анчах эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр (Иоанн 15:17). Ҫавӑн пек мир пире «пурне те... пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх» тума май парать (Гал. 6:10). Иеговӑпа тата пӗрле ӗненекенсемпе хамӑр хушӑри мире пирӗн хакламалла тата упрамалла. Ҫавӑнпа та пухура мире упраса хӑварас тесе эпир мӗн тума пултарнине пӑхса тухар.

Эпир йӑнӑшсан

4. Кама та пулин кӳрентерсен, мире упраса хӑварас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

4 «Эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр,— ҫырнӑ Иаков вӗренекен.— Сӑмахпа ҫылӑха кӗмен ҫын — пур тӗлӗшрен те ырӑ ҫын» (Иак. 3:2). Ҫавӑнпа та пӗрле ӗненекенсем хушшинче тавлашасси, пӗр-пӗрне ӑнланманни пулатех (Флп. 4:2, 3). Анчах христиансем хушшинче сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене пухури мире пӑсмасӑрах татса пама пулать. Сӑмахран, эпир кама та пулин кӳрентернине ӑнлантӑмӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалли ҫинчен Иисус мӗн каланине пӑхса тухар. (Матфей 5:23, 24 вуласа пар.)

5. Пире кӳрентерсен, мире упраса хӑварас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

5 Пире кам та пулин кӑштах кӳрентерчӗ пулсан, вара мӗн тумалла? Вӑл пирӗн пата пырса каҫару ыйтасса кӗтмелле-и? Юрату «хӑйне усал тунине [е кӳрентернине] асра тытмасть» тенӗ 1 Коринф 13:5-мӗшӗнче. Пире кӳрентернӗ чухне эпир ҫав ҫынна каҫарнипе тата кӳрентернине манса кайнипе, е асра тытманнипе, мире упраса хӑварасшӑн пулнине кӑтартатпӑр. (Эфес 4:32 вуласа пар.) Пӗчӗк тавлашусене, кулленхи пурнӑҫра сиксе тухаканнисене, ҫавнашкал майпа татса пани лайӑхрах. Ҫакӑ вара хамӑрпа пӗрле ӗненекенсем хушшинче мире упраса хӑварма пулӑшать тата чуна канӑҫлӑх парать. Ӑслӑ ытарӑш ҫапла калать: «Унӑн мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни» (Ытар. 19:11).

6. Хамӑра кӳрентерекене каҫарма шутсӑр йывӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

6 Кама та пулин каҫарма шутсӑр йывӑр пулсан, вара мӗн тумалла? Ҫавӑн ҫинчен пуринпе те калаҫса ҫӳрени тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмах сарни пухури мире пӑсать ҫеҫ. Апла пулсан йывӑрлӑха мӗнле-ха мирлӗ майпа татса парас? Матфей 18:15-мӗшӗнче каланӑ: «Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ; ӳкӗтле ӑна: вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать». Матфей 18:15—17-мӗш сӑвӑ йӗркисенче сӑмах йывӑр ҫылӑхсем ҫинчен пырать пулин те, 15-мӗш сӑвӑ йӗркинчи принциппа эпир ытти лару-тӑрусенче усӑ курма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа пире кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан, пирӗн унпа ҫав йывӑрлӑх ҫинчен куҫа-куҫӑн калаҫса пӑхмалла. Калаҫасса та пирӗн унпа ыррӑн калаҫмалла тата ҫураҫас тесе тӑрӑшмалла a.

7. Мӗншӗн хирӗҫӳсене хӑвӑрт татса памалла?

7 Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр: ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр; хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр» (Эф. 4:26, 27). «Хӑвпа тупӑшаканпа хӑвӑртрах... килӗштер»,— тенӗ Иисус (Матф. 5:25). Эппин, мире упраса хӑварас тесен, йывӑрлӑхсене хӑвӑрт татса памалла. Мӗншӗн? Хирӗҫӳсем инфекци лекнӗ, тасатман суран евӗрлӗ, «пӳрленсе» ан тӑччӑр тесе. Хирӗҫӳсене май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах татса пама мӑнкӑмӑллӑха, ӑмсанӑва тата укҫана юратнине чӑрмантарма парар мар (Иак. 4:1—6).

Нумайӑшӗ хушшинче хирӗҫӳсем сиксе тухсан

8, 9. а) Пӗрремӗш ӗмӗрте Римри пухура мӗн пирки хирӗҫӳ пулнӑ? ӑ) Римри христиансене, вӗсен хирӗҫӗвӗсем тӗлӗшӗнчен, Павел мӗнле канаш панӑ?

8 Хӑш-пӗр чухне икӗ ҫын хушшинче кӑна мар, нумай ҫын хушшинче те хирӗҫесси пулать. Ҫавӑн пекки Римри христиансемпе пулнӑ, Павел вӗсем патне Турӑ пӗлтернипе ҫыру ҫырса янӑ. Еврей христианӗсемпе ытти халӑхран тухнӑ христиансем хушшинче тавлашу тухнӑ пулнӑ. Пухура хӑш-пӗрисем, хавшак, е ытла сисӗмлӗ, совеҫлисене хурланӑ, е вӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхнӑ пулас. Вӗсем ыттисене харпӑр хӑйӗн ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗлӗшӗнчен айӑпланӑ. Павел пухӑва мӗнле канаш панӑ? (Рим 14:1—6.)

9 Павел кусене те, лешсене те канаш панӑ. Вӑл христиансене, Моисей саккунне тытса тӑма кирлӗ маррине ӑнланакансене, хӑйсен пухури тӑванӗсене хурламалла мар, е вӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхмалла мар, тенӗ (Рим 14:2, 10). Вӗсем хӑйсене ҫавӑн пек тытни Саккун ҫиме хушманнине халӗ те ҫиме юрамасть тесе шутлакансене такӑнтарма пултарнӑ. «Апат пирки Туррӑн ӗҫне ан пӑс»,— ӳкӗтленӗ Павел. «Тӑванна такӑнтараканнине... нимӗн те ан ту; аш ҫимесессӗн, эрех ӗҫмесессӗн аван пулӗ»,— каланӑ вӑл (Рим 14:14, 15, 20, 21). Тепӗр енчен илес пулсан, Павел христиансене, ытла сисӗмлӗ совеҫлисене, хӑйсенчен урӑхларах шухӑшлакансем пирки Турра шанчӑклӑ мар тесе ан шутлӑр тесе канаш панӑ (Рим 14:13). Кусене те, лешсене те вӑл каланӑ: «Хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр» (Рим 12:3). Унтан Павел ҫырнӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ килӗшӳ [«мир», ҪТ] кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар» (Рим 14:19).

10. Пӗрремӗш ӗмӗрти Римри пухӑвӑн тӗслӗхне кура хирӗҫӳсене татса парас тесен, мӗн тумалла?

10 Римри пуху Павел панӑ канаша тытса пыма пуҫланине тата кирлӗ улшӑнусем тунине шанма пултаратпӑр. Хальхи вӑхӑтра христиансем хушшинче хирӗҫӳсем сиксе тухсан, ҫавна, хамӑра кӗҫӗне хурса, Библире канаш шыраса тата ҫав канаша тытса пырса ырӑ кӑмӑллӑн татса памалла мар-и вара? Римри христиансем пекех, тавлашӑва хутшӑнакансен — ку майлисен те, леш майлисен те — «пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ [е мир] пултӑр» тесе, тен, мӗнле те пулин улшӑнусем тумалла (Марк 9:50).

Пулӑшу ыйтни

11. Старейшинӑн, унпа христианин хӑйӗн йывӑрлӑхӗ — пӗрле ӗненекенпе сиксе тухнӑ йывӑрлӑх — пирки калаҫса пӑхасшӑн пулсан, мӗне асра тытмалла?

11 Христианин хӑйӗн йывӑрлӑхӗ пирки, тӑван-хурӑнташӗпе е пӗрле ӗненекенпе сиксе тухнӑ йывӑрлӑх пирки, старейшинӑпа калаҫса пӑхас тет пулсан, вара мӗн тумалла? Ытарӑшсем 21:13-мӗшӗнче каланӑ: «Чухӑн ҫын ӳлесе йӗнӗ чухне хӑлхине хуплаканӗ хӑй те ӳлесе йӗрӗ, анчах илтекенӗ пулмӗ». Старейшина, паллах, хӑлхине хупласа тӑмӗ. Анчах та тепӗр ытарӑшра ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать» (Ытар. 18:17). Старейшинӑн тимлӗ итлемелле, анчах та йывӑрлӑх ҫинчен каласа паракан майлӑ тӑрас мар тесе асӑрханмалла. Кама кӳрентернӗ, ҫавна итлесе пӗтерсен, старейшина унран кампа санӑн хирӗҫӳ пур, ҫавӑнпа калаҫса пӑхрӑн-и тесе ыйтӗ паллах. Мире упраса хӑварас тесе, Библи каланӑ тӑрӑх, мӗнле утӑмсем тумалли ҫинчен те аса илтерӗ ӑна старейшина.

12. Тавлашура пӗр енне кӑна итленӗ хыҫҫӑнах мӗн те пулин туни питӗ хӑрушӑ пулнине мӗнле виҫӗ тӗслӗх кӑтартса парать?

12 Тавлашура пӗр енне кӑна итленӗ хыҫҫӑнах мӗн те пулин туни питӗ хӑрушӑ пулма пултарать. Ҫавна Библири виҫӗ тӗслӗх питӗ лайӑх кӑтартса парать. Потифар хӑйӗн арӑмӗ Иосиф мана ирӗксӗррӗн мӑшкӑл тума хӑтланса пӑхрӗ тесе суйнине ӗненнӗ. Потифар питӗ тарӑхса кайнӑ та Иосифа тӗрмене хупма хушнӑ (Пулт. 39:19, 20). Сива хӑйӗн хуҫи, Мемфивосфей, пирки Давидӑн тӑшманӗсем майлӑ тӑрать тесе каласа парсан, Давид ӑна ӗненнӗ. Вӑл тӳрех Сивана пӗлтернӗ: «Мемфивосфейӗн мӗн пурри йӑлтах сана пултӑр» (2 Патш. 16:4; 19:25—27). Иудейсем Перси империне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесшӗн пулнӑран Иерусалим стенисене ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Артаксеркс патшана. Патша ҫав суя пӗлтерӗве ӗненнӗ те Иерусалимри юсав ӗҫӗсене пурне те чарса лартма хушнӑ. Ҫавна пула иудейсем Туррӑн храмне тума пӑрахнӑ (Езд. 4:11—13, 23, 24). Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем Павел Тимофее панӑ канаша тытса пыраҫҫӗ пулсан тата ӗҫпе ҫыхӑннӑ пур факта та пӗлмесӗр нимӗнле йышӑну та тумаҫҫӗ пулсан, тӗрӗс тӑваҫҫӗ. (1 Тимофей 5:21, 22 вуласа пар.)

13, 14. а) Ыттисем хушшинче тавлашу сиксе тухсан, пирӗн мӗне асра тытмалла? ӑ) Пӗрле ӗненекенсем хушшинчи хирӗҫӳ тӗлӗшӗпе тӗрӗс йышӑну тума старейшинӑсене мӗн пулӑшӗ?

13 Тавлашура хутшӑнакан икӗ енӗ мӗнле шухӑшлани пире ӑнланмалла пек туйӑнать пулсан та, «мӗн те пулин пӗлетӗп тесе шухӑшлакан кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест» тенине асра тытмалла (1 Кор. 8:2). Мӗне пула тавлашу сиксе тухнине эпир пурне те пӗлетпӗр-и? Ҫав тавлашӑва явӑҫнӑ ҫынсем ҫинчен эпир йӑлтах пӗлетпӗр-и? Старейшинӑсене йывӑрлӑха татса пама ыйтаҫҫӗ пулсан, вӗсен мӗн пулса иртни ҫинчен суйса каланине е сӑмах сарнине илтсе улталанас мар тесе асӑрханса тӑмалла. Турӑ суйласа лартнӑ Судья, Иисус Христос, тӳррипе суд тӑвать. «Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе» (Ис. 11:3, 4). Иисуса Иеговӑн сывлӑшӗ ертсе пырать. Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсене те Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пымалла.

14 Пӗрле ӗненекенсем хушшинчи хирӗҫӳ тӗлӗшӗпе йышӑну тӑвас умӗн старейшинӑсен Иеговӑн сывлӑшӗ пулӑштӑр тесе кӗлӗ тумалла. Вӗсем Турӑ Сӑмахӗнчи тата шанчӑклӑ та ӑслӑ чуран публикацийӗсенчи канашсене тытса пынипе хӑйсене Туррӑн сывлӑшне ертсе пыма ирӗк параҫҫӗ (Матф. 24:45).

Пирӗн Турӑпа хамӑр хушӑри мире упраса хӑвармалла

15. Йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен пӗлсен, пирӗн ҫавӑн ҫинчен хӑҫан каласа памалла?

15 Библи пире, христиансем пулнӑ май, мирлӗ пурӑнма чӗнет. Анчах унта ҫапла та каланӑ: «Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах — таса, унтан — татуллӑ [е мирлӗ]» (Иак. 3:17, ҪХ). Мир пирки кунта тасалӑх хыҫҫӑн асӑннӑ. Таса тени Туррӑн нравственность нормисене ҫирӗп тытса тӑнине тата вӑл хушнӑ пек пурӑннине пӗлтерет. Христианин пӗрле ӗненекен йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен пӗлчӗ пулсан, унӑн ҫылӑх тӑвакана ҫавӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа пама хавхалантармалла (1 Кор. 6:9, 10; Иак. 5:14—16). Ҫылӑха кӗрекен ҫавна тумасть пулсан, ҫав ҫылӑх ҫинчен пӗлекенӗн ҫавна хӑйӗн тумалла. Христианин ҫылӑх тӑваканпа хӑйӗн хушшинчи мире упраса хӑварас тесе каласа памасть пулсан, вӑл хӑй те ҫылӑх тӑвакан пулса тӑрать (Лев. 5:1; Ытарӑшсем 29:24 вуласа пар).

16. Ииуй хӑйне Иорам патшапа мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

16 Турра мире упраса хӑвариччен ытларах тӳрӗлӗх кирлӗрех пулни Ииуйпа пулса иртнӗ ӗҫрен курӑнать. Ииуя Турӑ Ахав патшан ҫемйи пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫа кӗртме янӑ. Йӗркесӗр патша Иорам, Ахавпа Иезавелӗн ывӑлӗ, хӑйӗн ҫар урапипе ӑна хирӗҫ тухнӑ та ыйтнӑ: «Ырӑпах-и [«мирпе-и», ҪТ] эсӗ, Ииуй?» Ииуй ӑна хирӗҫ мӗн тенӗ? Вӑл каланӑ: «Иезавель, хӑвӑн аннӳ, асса-тӗссе те вӗрӳ-суру чӗлхипе аппаланса пурӑннӑ чухне мӗн ырри [«мирӗ», ҪТ] пултӑр-ха?» (4 Патш. 9:22.) Унтан Ииуй уххине илнӗ те йӗппипе Иорама чӗринченех лектернӗ. Ииуй пек ҫирӗп шухӑшлӑ пулса, старейшинӑсен мире упраса хӑварас тесе пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗрекенсемпе, унтан вара ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнменнисемпе ҫураҫса тӑмалла мар. Пуху малашне те Турӑпа мирлӗ пултӑр тесе ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнменнисене старейшинӑсем пухуран кӑларса яраҫҫӗ (1 Кор. 5:1, 2, 11—13).

17. Мире упраса хӑварас тесе кашни христианинӑн мӗн тумалла?

17 Пухури тӑвансем хушшинчи тавлашусем чылай чухне йывӑр ҫылӑхсемпе, право комитечӗ пӑхса тухмаллисемпе, ҫыхӑнман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ун пек чухне вӗсене юратса вӗсен йӑнӑшӗсене каҫармалла. «Юрату шыракан кӳренӗҫе асра тытмасть,— тенӗ Туррӑн Сӑмахӗнче,— айӑпа аса илтерсех тӑракан вара тусне ҫухатать» (Ытар. 17:9). Ҫак канаша тытса пыни пире пухури мире тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшать (Матф. 6:14, 15).

Мире упраса хӑварма тӑрӑшакансене Турӑ пиллет

18, 19. Мире упраса хӑварас тесе вӑй хуратпӑр пулсан, Иегова пире мӗнле пиллӗ?

18 Мире упраса хӑварас тесе вӑй хуратпӑр пулсан, Иегова пире пиллет. Иегова евӗрлӗ пулма тӑрӑшнипе эпир унпа ҫывӑхланса пыратпӑр тата пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетме паратпӑр. Пухури мире упрама вӗренсе пынӑ май эпир кама «канӑҫлӑх [е мир] ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтеретпӗр, ҫавсемпе мирлӗ пулас тесе мӗн тума кирлине лайӑхрах курма пуҫлатпӑр (Эф. 6:15). Эпир «пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ» тата усала чӑтса ирттермелле чухне чӑтӑмлӑ пулма лайӑхрах хатӗрленсе ҫитме пултаратпӑр (2 Тим. 2:24).

19 Эпир халӗ мире упраса хӑварма тӑрӑшни пире пуласлӑхра та пулӑшӗ. Библире Иегова вилнӗ ҫынсене — сӑваплисене те, сӑвапсӑррисене те — чӗртсе тӑратӗ тенӗ (Ап. ӗҫ. 24:15). Апла пулсан Иегова тӗрлӗ йышши ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ. Вӗсем хушшинче тӗрлӗ ҫӗрте, тӗрлӗ вӑхӑтра, этемлӗх пуҫланса кайнӑ вӑхӑтра та, пурӑннисем пулӗҫ (Лука 11:50, 51). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене мире юратма вӗрентес чыса эпир тивӗҫлӗ пулӑпӑр. Халӗ мирлӗ пурӑнма вӗренни пире ун чухне питӗ вӑйлӑ пулӑшса тӑрӗ!

[Сноска]

a Йывӑр ҫылӑхсем, калӑпӑр, элек е ултав, тӗлӗшӗнчен мӗн тумалли ҫинчен Библире мӗн каланине пӗлмешкӗн 1999 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти 17—22 страницӑсене пӑхӑр.

Эсир мӗн пӗлтӗр?

• Кама та пулин кӳрентертӗмӗр пулсан, мире упраса хӑварас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

• Пире кӳрентерчӗҫ пулсан, мире упраса хӑварас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

• Ыттисем хушшинче тавлашу тухсан, кам майлӑ та пулин пулни мӗншӗн тӗрӗс мар?

• Мире кирек мӗнле майпа та упраса хӑварма тӑрӑшмалла-и?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]