Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова сана пӗлет-и?

Иегова сана пӗлет-и?

Иегова сана пӗлет-и?

«Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] Хӑйӗннисене пӗлет» (2 ТИМ. 2:19).

1, 2. а) Иисусшӑн мӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ? ӑ) Хамӑра мӗнле ыйтусем пани вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ?

 ПӖРРЕХИНЧЕ Иисус патне фарисей пынӑ та ыйтнӑ: «Саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ?» Иисус хуравласа каланӑ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (Матф. 22:35—37). Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне питӗ юратнӑ та ҫав сӑмахсем тӑрӑх пурӑннӑ. Иегова ырлани Иисусшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Турра шанчӑклӑ пулнӑ. Акӑ мӗншӗн вӑл вилес умӗн кӑшт маларах хӑйӗн пирки Ашшӗ умӗнче унӑн ӳкӗчӗсене тытса пурӑнакан ҫын ятне тивӗҫлӗ пултӑм тесе калама пултарнӑ. Ҫапла Иисус Иеговӑн юратӑвӗнче тӑрса юлнӑ (Иоанн 15:10).

2 Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Турра юрататӑп тесе калать. Эпир те ӑна юрататпӑр тетпӗр паллах. Анчах та пирӗн хамӑра хӑш-пӗр кирлӗ ыйтусем памалла: Турӑ мана пӗлет-ши? Иегова ман пирки мӗн шухӑшлать? Вӑл мана хӑйӗнни тесе шутлать-и? (2 Тим. 2:19.) Ҫут тӗнче Патшипе туслӑ пуласси вӑл — калама ҫук пысӑк чыс!

3. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑн пулма пултарасси пирки иккӗленеҫҫӗ, анчах та ҫавӑн пек шухӑшсене сирсе яма мӗн пулӑшать?

3 Анчах та хӑш-пӗр ҫынсене, вӗсем Иеговӑна питӗ хытӑ юратаҫҫӗ пулин те, унӑн тусӗ пулма пултарассине ӗненме йывӑр. Пӗрисем хӑйсене ниме тӑман ҫын пек туяҫҫӗ, ҫавӑнпа та Иеговӑн пулма пултарасси пирки иккӗленеҫҫӗ. Турӑ пирӗн ҫине эпир хамӑр ҫине мӗнле пӑхнӑ пек пӑхманнине пӗлни шутсӑр йӑпатать (1 Патш. 16:7). Павел апостол пӗрле ӗненекенсене каланӑ: «Кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет» (1 Кор. 8:3). Турӑ сана пӗлтӗр тесен, санӑн Ӑна юратмалла. Шухӑшласа пӑх-ха: мӗншӗн эсӗ ҫак журнала вулатӑн? Мӗншӗн эсӗ Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрӳпе, чунупа, ӑсупа тата вӑйупа ӗҫлесшӗн ҫунатӑн? Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна Турра халалласа шыва кӗтӗн пулсан, ҫавна тума сана мӗн хавхалантарчӗ? Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова, чӗресене тӗпчекен Турӑ, «кӑмӑла каякан мулсене», вӗсем унӑн тусӗсем пулччӑр тесе, хӑйӗн патне чӗнсе илет (Аггей 2:7, ҪТ; Иоанн 6:44 вуласа пар). Ҫавӑнпа та Иегова сана хӑйӗнпе ҫывӑхланма панӑран эсӗ уншӑн ӗҫлетӗн теме пулать. Кама вӑл хӑйӗн тусӗсем пулма чӗнсе илнӗ, ҫавсене, вӗсем ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлаҫҫӗ пулсан, нихӑҫан та пӑрахмасть. Турӑ вӗсене питӗ хаклать тата ҫепӗҫҫӗн юратать (Пс. 93:14).

4. Турӑ пире пӗлет-и тесе мӗншӗн пирӗн яланах шухӑшламалла?

4 Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма пачӗ пулсан, пирӗн унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесе вӑй хумалла. Библире каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫан хӗрхенӗвне кӗтнӗ май хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» (Иуда 21, ҪТ). Пирӗн аяккалла пӑрӑнса каясси тата Турӑран ютшӑнасси пулма пултарать тесе Библи пире аса илтерсе тӑрать (Евр. 2:1; 3:12, 13). Сӑмахран, Павел апостол 2 Тимофей 2:19-мӗшӗнчи сӑмахсене калас умӗн Именейпе Филит ҫинчен асӑннӑ. Вӗсем пӗр вӑхӑт хушши Иеговӑн пулнӑ пулас, анчах каярахпа чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ (2 Тим. 2:16—18). Ҫавӑн пекех аса илӗр-ха: Галатири пухусенче хӑш-пӗр христиансем те — камсен унччен Турӑпа хӑйсен хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑ, ҫавсем — чӑнлӑха хӑварнӑ (Гал. 4:9). Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑх питӗ хаклӑ пулнине пирӗн яланах асра тытмалла.

5. а) Мӗнле лайӑх енсене Турӑ хаклать? ӑ) Мӗнле тӗслӗхсене эпир пӑхса тухӑпӑр?

5 Хӑш-пӗр лайӑх енсене Иегова уйрӑмах хаклать (Пс. 14:1—5; 1 Петр 3:4). Вӗсенчен иккӗшӗ — ӗненӳ тата хамӑра кӗҫӗне хуни. Турӑ кама пӗлет, ҫавсем ҫав лайӑх енсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫав лайӑх енсене кӑтартса тӑнӑ икӗ ҫын тӗслӗхне пӑхса тухар та ҫавӑ вӗсене Иеговӑпа мӗнле ҫывӑхланма пулӑшнине курар. Хӑйӗн ҫинчен Турӑ мана пӗлет тесе шутланӑ ҫын ҫинчен те калаҫӑпӑр, анчах вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ та Иегова ӑна юлашкинчен сирсе янӑ. Ҫав тӗслӗхсене пӑхса тухни пире усӑ пама пултарать.

Ӗненекенсен ашшӗ

6. а) Иегова сӑмах панисене ӗненнине Авраам мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иегова Авраама пӗлнӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?

6 Авраам «Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ» ҫын пулнӑ. Ун пирки «пур ӗненекенӗн... ашшӗ» те тенӗ (Пулт. 15:6; Рим 4:11). Ӗненнине пула Авраам хӑйӗн тӑван ҫӗршывне, тусӗсене тата пурлӑхне хӑварнӑ та инҫетри ҫӗре кайнӑ (Пулт. 12:1—4; Евр. 11:8—10). Нумай ҫул иртсен те Авраам унчченхи пекех хытӑ ӗненнӗ. Ҫавна вӑл, Иегова хушнине итлесе, хӑйӗн ывӑлне «Исаака парнене кӳме хатӗр пулнӑ» чухне кӑтартнӑ (Евр. 11:17—19). Иегова сӑмах панисене Авраам ӗненнӗ, ҫавӑнпа Турӑ ӑна ятарлӑ ҫын тесе шутланӑ; вӑл Авраама чӑннипех пӗлнӗ. (Пултарни 18:19 вуласа пар.) Иегова таҫта Авраам текен ҫын пурӑннине кӑна мар пӗлнӗ, вӑл ӑна хӑйӗн тусӗ пек юратнӑ (Иак. 2:22, 23).

7. Иегова Авраам тӗлӗшӗнчен сӑмах панисем пурнӑҫланни пирки мӗн калама пулать? Ҫавӑ Авраам ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

7 Ҫакна та палӑртар: Авраам хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра хӑйне пама пулнӑ еткерлӗх ҫӗре илеймен. Вӑл хӑйӗн ӑрӑвӗ «тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ» пулассине те курайман (Пулт. 22:17, 18). Ҫав сӑмах панисем Авраам пурӑннӑ вӑхӑтра пурнӑҫланман пулин те, вӑл Иеговӑна хытӑ ӗненме пӑрахман. Вӑл ҫакна пӗлнӗ: Турӑ сӑмах пачӗ пулсан, вӑл ӑна тытатех. Авраам хӑй мӗнле пурӑннипе хӑйӗн ӗненӗвне кӑтартса тӑнӑ. (Еврейсем 11:13 вуласа пар.) Иегова пире Авраам пекех ӗненӳ кӑтартса тӑракан ҫынсем пек пӗлет-и?

Иеговӑна кӗтни — ӗненнине кӑтартни

8. Хӑш-пӗрисем мӗнле ӗмӗтсем пурнӑҫланассине кӗтеҫҫӗ?

8 Пирӗн пурин те мӗнле те пулин ӗмӗт пур. Вӗсем пурнӑҫланассине эпир питӗ кӗтетпӗр. Тен, пирӗн авланас е качча каяс, ача-пӑчаллӑ тата ҫирӗп сывлӑхлӑ пулас килет. Ҫавӑн пек ӗмӗтленнинче ним япӑххи те ҫук. Нумайӑшӗшӗн ҫав ӗмӗтсенчен хӑш-пӗрисем пурнӑҫланмасӑрах тӑрса юлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑра мӗнле тытни пирӗн мӗнле ӗненӳ пулнине кӑтартса пама пултарать.

9, 10. а) Хӑш-пӗрисем мӗнле майпа хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ? ӑ) Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланасси ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр?

9 Ҫав ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртес тесе Туррӑн ӑслӑлӑхне хирӗҫ кайни питӗ ӑссӑр пулнӑ пулӗччӗ. Хамӑра ҫавӑн пек тытнипе эпир Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пултаратпӑр. Пӗрисем, сӑмахран, Библири принципсене хирӗҫлекен сипленмелли меслетсем суйласа илнӗ. Теприсем, аякка кайса ӗҫлеме килӗшнӗрен ҫемйисене нумай вӑхӑтлӑха хӑвараҫҫӗ тата чылай вӑхӑт хушши пухусене ҫӳремеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа юрату туйӑмӗсене аталантарма шутлаҫҫӗ. Христианин ҫавсене тӑвать пулсан, вӑл хӑйне Иегова пӗлтӗр тесе чӑннипех тӑрӑшать-и? Авраам Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланассине кӗтме пӑрахнӑ пулсан, Иегова хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ-ши? Авраам пурне те хӑй пӗлнӗ пек тунӑ пулсан тата Иеговӑна кӗтсе тӑрас вырӑнне хӑйӗн ятне чапа кӑларнӑ пулсан, вара мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши? (Пултарни 11:4 танлаштарса пӑх.) Иегова ӑна унчченхи пекех хӑйӗн тусӗ тесе шутлӗччӗ-ши?

10 Мӗнле ӗмӗтсем пурнӑҫланассине эсӗ питӗ кӗтетӗн? Иеговӑна, санӑн тӗрӗс ӗмӗтӳсене пурнӑҫлама сӑмах паракан Турра, кӗтмешкӗн эсӗ ҫителӗклех хытӑ ӗненетӗн-и? (Пс. 144:16.) Авраампа пулнӑ пекех, Туррӑн хӑш-пӗр сӑмахӗсем пурнӑҫланассине хамӑр шутланӑ пек мар ытларах кӗтме тивет. Ҫапах та эпир малалла та Авраам кӑтартнӑ ӗненӳ пек ӗненӳ кӑтартса пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пирӗн ҫинчен манса каймӗ. Вӑл пире ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса паратех (Евр. 11:6).

Кӗҫӗне хунин тата мӑнкӑмӑллӑхӑн тӗслӗхӗсем

11. Мӗнле чыса, тен, Корей тивӗҫлӗ пулнӑ тата ҫавӑ вӑл Турӑ ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен мӗн калать?

11 Иегова хунӑ йӗркесене тата унӑн йышӑнӑвӗсене хисеплесси ҫинчен калас пулсан, пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑракан икӗ ҫынна, Моисейпа Корея, асӑнмасӑр май ҫук. Иегова вӗсем ҫинчен мӗн шухӑшласси вӗсем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнинчен килнӗ. Корей Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ левит пулнӑ. Вӑл Иегова хӑйӗн халӑхне Хӗрлӗ тинӗс урлӑ мӗнле каҫарнине курнӑ пулас. Тен, вӑл Синай тӑвӗ ҫумӗнче Иегова пӑхӑнман израильсем тӗлӗшӗнчен йышӑннӑ приговора пурнӑҫа кӗртекенсем хушшинче пулнӑ тата саккун арчине йӑтса ҫӳреме пулӑшнӑ (Тух. 32:26—29; Йыша шутл. 3:30, 31). Вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫленӗ пулмалла, израильсен лагерӗнче те ӑна хисепленӗ курӑнать.

12. Корей хӑйне мӑнкӑмӑллӑ тытнӑран Иеговӑпа ун хушшинчи туслӑхпа мӗн пулнӑ?

12 Ҫапах та, Израиль халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗр еннелле кайнӑ чухне, Туррӑн халӑхне кирлӗ пек ертсе пымаҫҫӗ тесе шутланӑ Корей. Ун майлӑ 250 халӑх пуҫлӑхӗ тӑнӑ. Вӗсем те улшӑнусем тӑвасшӑн пулнӑ. Корейпа ыттисем Иеговӑпа хӑйсен хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулнӑ тесе шутланӑ пулас. Вӗсем Моисее каланӑ: «Ҫитӗ ӗнтӗ сире! пӗтӗм халӑх, пурте сӑваплӑ, вӗсем хушшинче Ҫӳлхуҫа!» (Йыша шутл. 16:1—3.) Чӑнах та, вӗсем хӑйсем ҫине ытлашшипех шаннӑ тата ытла та мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ! Моисей вӗсене каланӑ: «Кам Унӑн пулнине... Ҫӳлхуҫамӑр... кӑтартӗ». (Йыша шутлани 16:5 вуласа пар.) Тепӗр кунне, кун вӗҫнелле, Корей тата пӑлхав ҫӗклеме ун майлӑ тӑнисем пурте вилнӗ (Йыша шутл. 16:31—35).

13, 14. Моисей хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

13 Моисей пӗртте Корей пек пулман. Вӑл «ҫӗр ҫинчи пур ҫынран та йӑвашрах» пулнӑ (Йыша шутл. 12:3). Иегова мӗн тума хушнине тӗп-тӗрӗс туса пынинче вӑл йӑваш пулни тата хӑйне кӗҫӗне хуни курӑнса тӑнӑ (Тух. 7:6; 40:16). Моисей Иегова ӗҫсене мӗнле тунипе час-часах килӗшмен тенине тата Иегова мӗн тума хушнине кӑмӑлсӑр тунӑ тенине эпир Библире ниҫта та вуламастпӑр. Сӑмахран, Иегова сӑваплӑ чатӑра мӗнле тумалли ҫинчен ӑнлантарса панӑ чухне кашни пӗчӗк япалана мӗнле тумаллине каланӑ. Вӑл ҫипсем мӗн тӗслӗ пулмаллине те, вителӗксем ҫинче миҫе йӑлӑ пулмаллине те каланӑ (Тух. 26:1—6). Кама Туррӑн организацийӗнче влаҫа тытса тӑма ирӗк панӑ, ҫавӑ кӑтартусем панӑ чухне ытлашши тӗплӗн ӑнлантарса панӑ пек туйӑнать пулсан, ҫакӑ пире хутран-ситрен тарӑхтарма та пултарать. Анчах Иегова — пӗр ҫитменлӗхсӗр ертӳҫӗ. Вӑл савӑнсах хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗҫ парать тата вӗсем ҫавна лайӑх тӑвасса шанса тӑрать. Вӑл мӗн-мӗн тумалли ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парать пулсан, унӑн ҫавна тума витӗмлӗ сӑлтав пур эппин. Анчах ҫакна асӑрха-ха: Иегова тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнлантарса пани Моисея тарӑхтарман, Иегова ҫавӑн пек тунипе ӑна хисеплесшӗн мар, е унӑн пуҫарулӑхне е ирӗклӗхне пусарса лартасшӑн тесе шутламан. Ун вырӑнне Моисей чатӑр тӑвакансене, вӗсем Турӑ мӗнле хушнӑ, ҫапла туччӑр тесе, сӑнаса тӑнӑ (Тух. 39:32). Чӑннипех хӑйне кӗҫӗне хуни! Ҫавӑ Иеговӑн ӗҫӗ пулнине, вӑл хӑй унӑн ӗҫ хатӗрӗ ҫеҫ пулнине Моисей ӑнланнӑ.

14 Моисей хӑйӗн ҫине витӗм кӳнӗ йывӑр лару-тӑрусенче те хӑйне кӗҫӗне хуни палӑрнӑ. Пӗррехинче, ӳпкелешекен халӑхпа калаҫнӑ чухне, Моисей хӑйне тытса чарайман та Турра мухтав кӳмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова Моисее эсӗ ку халӑха Пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗреймӗн тенӗ (Йыша шутл. 20:2—12). Вӑл хӑйӗн Аарон пиччӗшӗпе израильсем ӳпкелешнине нумай ҫул хушши чӑтнӑ. Акӑ вара, Моисей пӗр хут кӑна йӑнӑшать те хӑй мӗне чылайтанпа кӗтнӗ, ҫавӑнсӑр тӑрса юлать. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ? Моисей ҫавӑншӑн хурланнӑ ӗнтӗ паллах, анчах та вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса Иегова мӗн тума йышӑннине пӑхӑннӑ. Иегова тӳрӗ Турӑ пулнине, Унӑн тӗрӗс марри ҫуккине вӑл пӗлнӗ (Сак. аст. 3:25—27; 32:4). Моисей ҫинчен шухӑшланӑ май эсир ун ҫинчен Иегова пӗлекен ҫын пулнӑ тесе шухӑшлатӑр-и? (Тухни 33:12, 13 вуласа пар.)

Хамӑра кӗҫӗне хумасӑр Иеговӑна пӑхӑнасси пулмасть

15. Мӑнкӑмӑллӑ Корей тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15 Иегова пире пӗлнипе пӗлменни эпир пӗтӗм тӗнчери христиансен пухӑвӗнче пулса иртекен улшӑнусем ҫине тата пухура ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсем тӑвакан йышӑнусем ҫине мӗнле пӑхнинчен килет. Корейпа ун майлисем хӑйсем ҫине ытлашши шаннипе, мӑнкӑмӑлланса кайнипе тата сахал ӗненнипе Турӑран ютшӑннӑ. Корей куҫӗ умӗнче Моисей хӑйӗн йышӑнӑвӗсене тӑвакан ватӑ ҫын кӑна пулнӑ, анчах та халӑха ертсе пыраканӗ Иегова пулнине вӑл манса кайнӑ. Юлашкинчен вӑл Турӑ кампа усӑ курнӑ, ҫавсене шанчӑклӑн пулӑшса тӑма пӑрахнӑ. Корейӑн Турӑ мӗн тӑвассине кӗтмелле пулнӑ. Иегова ӑна ӗҫсем мӗншӗн ҫавӑн пек пулса пынине ӑнланмашкӑн пулӑшма е, кирлӗ пулсан, ҫав ӗҫсене урӑх майлӑ йӗркелесе яма пултарнӑ. Корей ҫавнашкал хӑтланнӑшӑн паян эпир ун пирки Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ тесе пӗртте шутламастпӑр. Эпир, ялан тенӗ пекех, ӑна, мӑнкӑмӑлланса кайнӑран, Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ ҫын вырӑнне хуратпӑр.

16. Хамӑра Моисей пекех кӗҫӗне хума тӑрӑшни Иегова пире пӗлнипе пӗлменни ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

16 Корейпа пулса тухни паян старейшинӑсене тата пухӑва ҫӳрекенсене асӑрхаттарса тӑмалла. Иеговӑна кӗтсе тӑрас тесен тата ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсем мӗн тума хушнине тытса пырас тесен хамӑра кӗҫӗне хумалла. Моисей пекех эпир хамӑра кӗҫӗне хума тата йӑваш пулма тӑрӑшатпӑр-и? Пухӑва кам ертсе пырать, ҫавсемпе Иегова усӑ курнине эпир ӑнланатпӑр-и тата йышӑнатпӑр-и? Вӗсем мӗн тума хушнине пӑхӑнатпӑр-и? Ӗмӗт тулман чухне пирӗн хамӑр туйӑмсене алра тытма май килет-и? Май килет пулсан, Иегова пире пӗлсе тӑрӗ, ырлӗ. Хамӑра кӗҫӗне хунине тата итлесе-пӑхӑнса тӑнине пула уншӑн эпир хаклӑ пулӑпӑр.

Иегова хӑйӗннисене пӗлет

17, 18. Малашне те пире Иеговӑн пулма тата вӑл пӗлекен ҫын пулма мӗн пулӑшӗ?

17 Иегова кама юратса хӑйӗн тусӗ пулма чӗнсе илнӗ, ҫавсем ҫинчен шухӑшлани усӑллӑ. Авраампа Моисей ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑ, вӗсен пирӗн пекех кӑлтӑксем пулнӑ. Ҫапах та Иегова вӗсене хӑйӗннисем пек пӗлнӗ. Корей тӗслӗхӗ Иеговӑран ютшӑнас тата унӑн тусӗ пулма пӑрахас хӑрушлӑх пуррине кӑтартса парать. Пирӗнтен кашнийӗ хӑйне ҫакнашкал ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Иегова ман ҫинчен мӗн шутлать? Ҫав ҫынсен тӗслӗхӗнчен эпӗ мӗне вӗренме пултаратӑп?»

18 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен хӑйӗн ҫыннисем тесе шутлать. Ҫакна пӗлни чӑннипех йӑпатать. Ҫавӑнпа та ӗненӳ, хамӑра кӗҫӗне хурассине тата ытти лайӑх енсене кӑтартса тӑрас тесе малалла та вӑй хурӑр. Ҫав лайӑх енсем сире Туррӑн куҫӗ умӗнче татах та хаклӑрах тӑвӗҫ. Иегова пӗлекен ҫын пуласси вӑл — пысӑк чыс, ҫакӑ вара хальхи пурнӑҫра та телей кӳрет, пуласлӑхри тӗлӗнмелле пиллӗхсем валли те ҫул уҫать (Пс. 36:18).

Астӑватӑр-и эсир?

• Иеговӑпа сирӗн хушӑра мӗнле ятарлӑ хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗ?

• Авраам ӗненнӗ пек ӗненес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

• Корейпа Моисейран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]