Чӑтӑмлӑ пулса дистанцие чупӑр
Чӑтӑмлӑ пулса дистанцие чупӑр
«Ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар» (ЕВР. 12:1, 2).
1, 2. Христиансен пурнӑҫ ҫулне Павел апостол мӗнпе танлаштарнӑ?
КАШНИ ҫул нумай ҫӗршывра марафонсем ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнакансенчен хӑш-пӗрисем питӗ лайӑх чупаҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ — ҫӗнтересси. Нумайӑшӗ вара хӑйсем умне ун пек пысӑк тӗллев лартмасть. Вӗсемшӗн чи кирли вӑл — финиша чупса ҫитесси ҫеҫ.
2 Библире христиансен пурнӑҫ ҫулне ӑмӑртура чупнипе танлаштарнӑ. Ҫавна Павел апостол авалхи Коринфра пурӑнакан христиансем патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Пӗлместӗр-и-мӗн, ӑмӑртса чупакан ҫӗрте пурте чупаҫҫӗ, парнине вара пӗри ҫеҫ илет; ӗмӗтленнине илес тесессӗн ҫавӑн пек чупӑр» (1 Кор. 9:24).
3. Мӗншӗн Павел чупакансенчен пӗри кӑна ҫӗнтерет тенӗ?
3 Христиансенчен пӗри кӑна парнелӗх пурнӑҫ илет, ыттисем вара ним усӑсӑр чупаҫҫӗ тесе каласшӑн пулнӑ-и Павел? Ҫук паллах. Ӑмӑртусенче чупакансем ҫӗнтерес тесе нумай тренировка тунӑ тата чылай вӑй хунӑ. Пӗрле ӗненекенӗсем, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе, ҫавӑн пекех вӑй хуччӑр тенӗ Павел. Ҫапла тунипе вӗсем парнелӗх пурнӑҫ илессе шанма пултарнӑ. Ҫак ӑмӑртура чупакан христиансем пурте, дистанцие вӗҫне ҫитичченех чупса тухакансем, парне илеҫҫӗ.
4. Эпир хутшӑнакан чупмалли ӑмӑрту тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗне асра тытмалла?
4 Ҫак сӑмахсем хальхи вӑхӑтра пурнӑҫ илес тесе чупакансене хавхалантараҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсем мӗнле пурнӑҫпа пурӑнни ҫинчен те шухӑшлаттараҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен парнене — пӗлӗтре пурӑнасси-и вӑл е ҫӗр ҫинчи райра — нимпе те танлаштарма ҫук. Чӑнах та, чупмалли дистанци вӑрӑм та йывӑр; унта чӑрмавсем, пӑрса яракан япаласем тата хӑрушлӑхсем сахал мар (Матф. 7:13, 14). Шел пулин те, хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑшӑн ӗҫлес хӑвӑртлӑха чакарчӗҫ е уншӑн ӗҫлеме те пӑрахрӗҫ. Пурнӑҫ илес тесе чупакан ӑмӑртура мӗнле капкӑнсем тата хӑрушлӑхсем пур? Вӗсенчен мӗнле сыхланмалла? Дистанцие вӗҫне ҫитичченех чупса тухма, ҫапла вара ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ?
Ҫӗнтермешкӗн чӑтӑмлӑ пулмалла
5. Еврейсем 12:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Павел мӗн ҫинчен ӑнлантарса панӑ?
5 Иерусалимри тата Иудейӑри еврей христианӗсем патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче Павел ӑмӑртура чупакансем пирки каллех асӑннӑ. (Еврейсем 12:1, 2 вуласа пар.) Вӑл ҫав ӑмӑртӑва мӗншӗн хутшӑнма кирли ҫинчен каланисӗр пуҫне ҫӗнтермешкӗн мӗн тума кирли ҫинчен те ӑнлантарса панӑ. Павел Турӑ пӗлтернипе еврей христианӗсене панӑ канашсенчен эпир мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явиччен, вӑл ҫав ҫырӑва мӗншӗн ҫырнине тата вулакансене мӗн тума хавхалантарма тӑрӑшнине пӑхса тухар.
6. Тӗн пуҫлӑхӗсем христиансене мӗнле хӗсӗрленӗ?
6 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем йывӑр вӑхӑтра пурӑннӑ. Уйрӑмах Иерусалимра тата Иудейӑра пурӑнакан христиансене йывӑр килнӗ, мӗншӗн тесен иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем халӑха вӗсене хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе тӑнӑ. Унччентерех ҫав пуҫлӑхсен Иисуса пӑлхав ҫӗклеме хистесе тӑракан тесе айӑплама, унтан вара ӑна преступника вӗлернӗ пек вӗлерме май килнӗ. Анчах та вӗсем кунпа ҫырлахса тӑман-ха. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекинчен эпир пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн мӗн пулса иртни ҫинчен вулатпӑр. Ҫав пуҫлӑхсем христиансене, вӗсем ырӑ хыпар сарма пӑрахччӑр тесе, нумай хут хӑратнӑ тата хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ шанчӑклӑ христиансен пурнӑҫӗ йывӑр пулнӑ (Ап. ӗҫ. 4:1—3; 5:17, 18; 6:8—12; 7:59; 8:1, 3).
7. Христиансем, камсем патне Павел ҫырса янӑ, ҫавсем, мӗнле йывӑр вӑхӑтра пурӑннӑ?
7 Унсӑр пуҫне Иерусалима тӗп тӑвас умӗнхи вӑхӑтра пурӑннӑ ҫав христиансем. Иисус вӗсене шанчӑклӑ тӑрса юлайман еврей халӑхне пӗтерӗҫ тесе каланӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗтес умӗн кӑшт маларах мӗн пулса иртесси, ҫавӑн пекех ҫӑлӑнас тесен мӗн-мӗн тумалли ҫинчен те каласа панӑ. (Лука 21:20—22 вуласа пар.) Иисус асӑрхаттарнӑ: «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр» (Лука 21:34). Вӗсем мӗн тунӑ-ши вара?
8. Мӗнле сӑлтавсене пула хӑш-пӗр христиансем Иеговӑшӑн ӗҫлес хӑвӑртлӑха чакарнӑ е уншӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ?
8 Иисус асӑрхаттарса каланӑранпа 30 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Павел еврейсем патне Ҫыру ҫырнӑ. Ҫав ҫулсем хушшинче еврей христианӗсемпе мӗн пулнӑ-ши? Йывӑрлӑхсене е кулленхи ӗҫсене пула хӑшӗ-пӗрисем Иегова ҫинчен пӗлӳ илме тата унпа хӑйсем хушшинчи туслӑх ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшма пӑрахнӑ (Евр. 5:11—14). Теприсем хӑйсем таврашӗнчи нумай иудей пурӑннӑ пек пурӑнсан ҫӑмӑлтарах пулать тесе шутланӑ пулас. Ҫав иудейсем Турра ӗненме пӑрахман пулнӑ вӗт; вӗсем унчченхи пекех унӑн Саккунне мӗн чухлӗ те пулин тытса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех пухура Моисей саккунне тата иудейсен йӑли-йӗркисене тытса тӑма хистесе тӑракансем те пулнӑ. Хӑш-пӗр христиансем вӗсене ӗненнӗ, теприсем вара хӑранӑран, вӗсене итленӗ. Павел хӑйӗн христиан тӑванӗсене малалла та христиансем пек тата Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма хавхалантарас тесе мӗн калама пултарнӑ?
9, 10. а) Еврейсем патне янӑ ҫырӑвӑн 10-мӗш сыпӑкӑн вӗҫӗнче Павел мӗн тума чӗнсе каланӑ? ӑ) Мӗншӗн Павел авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ «свидетельсен» шанчӑклӑ ӗҫӗсем ҫинчен ҫырнӑ?
9 Иегова Павела еврей христианӗсене тӗреклетмешкӗн ҫыру ҫырма хавхалантарнӑ. Ҫав ҫырӑвӑн 10-мӗш сыпӑкӗнче вӑл вӗсене Моисей саккунӗ «пулас ырӑлӑхсенӗн... ӗмӗлки» пулнӑ тенӗ тата Иисус кӳнӗ парне урлӑ кӑна вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ тесе ӑнлантарса панӑ. Ҫав сыпӑкӑн вӗҫӗнче вӑл ҫав каҫарттаракан парнерен усӑ пултӑр тесен вӗсен тӳсӗмлӗ пулмалла тенӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Туррӑн ирӗкне туса ҫитерсе, пама асӑннине илмешкӗн сире тӳсӗмлӗх кирлӗ. „Тата кӑштах, кӑштах ҫеҫ кӗтмелле — Килекенни килӗ, Вӑл тӑхтаса тӑмӗ!“» (Евр. 10:1, 36, 37.)
10 Еврейсем патне янӑ ҫырӑвӑн 11-мӗш сыпӑкӗнче Турра чӑннипе ӗненни мӗн иккенне Павел питӗ лайӑх ӑнлантарса парать. Ӑнлантарас тесе вӑл ӗлӗк пурӑннӑ тата хытӑ ӗненнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсен тӗслӗхӗсене илсе кӑтартать. Ҫакӑ кирлӗ мар ҫӗртенех темӑран пӑрӑнса кайни пулнӑ-ши? Ҫук. Апостол пӗрле ӗненекенӗсене ҫакна пӗлтересшӗн пулнӑ: Иеговӑна чӑннипех ӗненнине кӑтартас тесен, вӗсен чӑтӑмлӑ та хӑюллӑ пулмалла. Павел каласа панӑ ӗлӗк пурӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем йывӑр лару-тӑрура та Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ. Вӗсен тӗслӗхӗ еврей христианӗсене йывӑр килнӗ чухне чӑтӑмлӑ пулма пулӑшнӑ. Ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенсен ӗненсе тунӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн Павел ҫапла калама пултарнӑ: «Ҫапла хамӑр тавра кӳнтеленсем пӗлӗт пек [«пысӑк пӗлӗт пек свидетельсем», ҪТ] тӑруҫӑн, эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та, хамӑра такӑнтаракан ҫылӑхран хӑтӑлар та... ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар» (Евр. 12:1, 2).
«Пӗлӗт пек свидетельсем»
11. «Пысӑк пӗлӗт пек свидетельсем» ҫинчен шухӑшлани пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
11 Христиансенчен маларах пурӑннӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пирки «пысӑк пӗлӗт пек свидетельсем» тенӗ Павел. Вӗсем мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ, вӗсен тӗслӗхӗ вара христиансем, йывӑр лару-тӑрура та, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине кӑтартса парать. Ҫав «пӗлӗт пек свидетельсем» дистанцие ӑнӑҫлӑ чупса тухса финиша ҫитнӗ ӑмӑртуҫӑсем евӗрлӗ пулнӑ. Вӗсем вилнӗ пулин те, ҫав пиҫӗхнӗ чупакансен тӗслӗхӗ тин ҫеҫ чупма пуҫланисене хавхалантарма пултарнӑ. Калӑпӑр, чупакан хӑйӗн тавра чи чаплӑ спортсменсем тӑнине е вӗсем хӑйне сӑнаса тӑнине пӗлсен, вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ-ши? Вӑл лайӑхрах та лайӑхрах чупма е вӑй ҫитнинчен те ытларах тума тӑрӑшмӗччӗ-ши? Ҫав авалхи свидетельсем еврей христианӗсене ҫав сӑнарлӑ ӑмӑртура чупма ҫав тери йывӑр пулсан та ҫӗнтерме пулать тесе шантарма пултарнӑ. «Пӗлӗт пек свидетельсен» тӗслӗхне асра тытнипе пӗрремӗш ӗмӗрти еврей христианӗсем хӑюлӑх илме тата чӑтӑмлӑ пулса дистанцие чупма пултарнӑ. Ҫавнах эпир те тума пултаратпӑр.
12. Павел каласа панӑ ҫынсен ӗненӗвӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
12 Павел каласа панӑ ҫынсен ӗненӗвӗнчен эпир вӗренме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсен лару-тӑрӑвӗ пирӗнни пекех пулнӑ. Сӑмахран, Ной Иегова ҫав вӑхӑтри тӗнчене шыв илнипе пӗтерес умӗн пурӑннӑ. Эпир ҫак тӗнче пӗтес умӗнхи вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Авраампа Саррӑна хӑйсен килне хӑварма ыйтнӑ Иегова. Вӑл вӗсенчен хӑйшӗн ӗҫлесе тӑракан халӑх пуҫласа ярӑп тесе сӑмах панӑ, вӗсем вара ҫав сӑмах пурнӑҫланасса кӗтнӗ. Иегова пире хамӑршӑн пурӑнма пӑрахса уншӑн пурӑнма ыйтать. Ҫавна тусан вӑл пирӗн тусӑмӑр пулӑп тата пире пиллӗп тесе сӑмах парать. Моисей Пама пулнӑ ҫӗре кайнӑ чухне хӑрушӑ пушхир тӑрӑх пынӑ. Эпир Иегова пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчене кайнӑ май пӗтсе пыракан тӗнче витӗр пыратпӑр. Ҫав ҫынсем мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен, ҫавӑн пекех вӗсен ӑнӑҫлӑхӗпе ӑнӑҫсӑрлӑхӗ, вӑйлӑ енӗсемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани пире питӗ кирлӗ (Рим 15:4; 1 Кор. 10:11).
Мӗншӗн вӗсем ӑнӑҫлӑ пулнӑ?
13. Нойӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ тата вӗсене ҫӗнтерме ӑна мӗн пулӑшнӑ?
13 Иеговӑн ҫав ӗҫлекенӗсене чӑтӑмлӑ пулса дистанцие чупса тухма мӗн пулӑшнӑ? Павел Ной ҫинчен мӗн ҫырнине асӑрхӑр-ха. (Еврейсем 11:7 вуласа пар.) Нойшӑн Турӑ «ҫӗр ҫине шыв» тултарса «ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те» пӗтересшӗн пулни «курӑнмасӑр килекен асап» пулнӑ (Пулт. 6:17). Пӗтӗм ҫӗре шыв илесси унччен нихӑҫан та пулман пулин те, Ной ҫавӑ пулма пултараймасть тесе шутламан. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл Иегова хӑйӗн пур сӑмахне те пурнӑҫлама пултарнине ӗненнӗ. Ной хӑйне тума хушнӑ ӗҫе шутсӑр йывӑр ӗҫ тесе шутламан. «Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ» (Пулт. 6:22). Нойӑн ковчег тумалла, чӗрчунсене пуҫтармалла, ҫынсемпе чӗрчунсем валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хумалла, ҫӗре шыв илесси пирки ҫынсене асӑрхаттармалла тата ҫемйине Иеговӑна хытӑ ӗненме пулӑшмалла пулнине шута илес пулсан, пурне те «ҫапла тума» ӑна ҫӑмӑлах пулман. Анчах та вӑл Турра ӗненнӗ, ҫавӑнпа та чӑтӑмлӑ пулса хӑйӗн ӗҫне тунӑ. Иегова вара ӑна тата унӑн ҫемйине ҫӑлса хӑварнӑ та вӗсене нумай пиллӗх кӳнӗ.
14. Мӗнле лару-тӑрура Авраампа Саррӑн чӑтӑмлӑ пулмалла пулнӑ тата вӗсен тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
14 Хамӑр тавра тӑракан «пӗлӗт пек свидетельсем» шутне Авраампа Сарра кӗреҫҫӗ тесе каланӑ Павел. Турӑ вӗсене Ур хулинчи килне хӑварма ыйтсан, вӗсен пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑннӑ. Вӗсем хӑйсене мӗн кӗтсе тӑнине пӗлмен. Анчах вӗсем, хӑйсене йывӑр килнӗ чухне те, Иеговӑна хытӑ ӗненнӗ тата итленӗ. Библире Авраам пирки «пур ӗненекенӗн те ашшӗ пулса тӑнӑ» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне шеллемесӗр Иеговӑшӑн нумай тума хатӗр пулнӑ (Рим 4:11). Еврей христианӗсем Авраампа унӑн ҫемйи ҫинчен пӗлнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та Павел кунта вӗсен ӗненӗвне кӑтартакан хӑш-пӗр ӗҫӗсем ҫинчен кӑна каланӑ. Анчах та ҫакӑ вӗсен ӗненӗвӗ питӗ ҫирӗп пулнине кӑтартса памашкӑн ҫителӗклӗ пулнӑ. Павел вӗсем пирки каланӑ: «Ҫав ҫынсем пурте [ҫав шутра Авраампа унӑн ҫемйи те] мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илеймен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ, хӑйсем ҫинчен: ҫӗр ҫинче эпир — ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем, тенӗ» (Евр. 11:13). Чӑнах та, Турра ӗненни тата унпа туслӑ пулни вӗсене чӑтӑмлӑ пулса дистанцие чупма пулӑшнӑ.
15. Моисея хӑй пыракан пурнӑҫ ҫулне суйласа илме мӗн хавхалантарнӑ?
15 «Пӗлӗт пек свидетельсем» хушшинче Иеговӑн чаплӑ ӗҫлекенӗсенчен тепри вӑл — Моисей. Вӑл Авраам пекех хӑйӗн килне хӑварнӑ. Вӑл патша ҫуртӗнчи мухтавпа пуянлӑха хӑварнӑ. Ун вырӑнне вӑл «Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнассине» суйласа илнӗ. Мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ? Павел хуравланӑ: «Вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ... Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ». (Еврейсем 11:24—27 вуласа пар.) Моисея «ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑнасси» илӗртмен. Турӑ уншӑн куҫ умӗнчи пекех пулнӑ тата Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурте пурнӑҫланасса вӑл пӗлнӗ. Ҫакӑ вара ӑна йывӑр чухне те питӗ хӑюллӑ тата чӑтӑмлӑ пулма пулӑшнӑ. Ҫавна пулах вӑл вӑйне шеллемесӗр израильсене Египетран Пама пулнӑ ҫӗре ертсе кайма пултарнӑ.
16. Мӗншӗн Моисей Пама пулнӑ ҫӗре кӗме пултарайманшӑн алне усман?
16 Авраам пекех, Моисей Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланиччен вилнӗ. Израильсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн кӑшт маларах Турӑ Моисее каланӑ: «Хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн». Ҫакӑ унччен вӑл тата Аарон пӑлхавҫӑ халӑх ҫине ҫилленнӗрен «Мерива шывӗ хӗрринче... [Турӑ умӗнче] ҫылӑха кӗнӗ» пирки пулса тухнӑ (Сак. аст. 32:51, 52). Моисей алне уснӑ-и вара? Ҫилленнӗ-ши вӑл ҫавӑншӑн? Ҫук. Израиль халӑхне пилленӗ чухне вӑл каланӑ: «Эй Израиль, эсӗ телейлӗ! кам пур-ши сан пекки? сана Ҫӳлхуҫа упраса тӑрать, Вӑл — сана сыхласа тӑракан хулкан, санӑн мухтавлӑ хӗҫӳ!» (Сак. аст. 33:29.)
Эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр
17, 18. а) Пурнӑҫ илес тесе чупакан ӑмӑртӑва хутшӑннӑ май эпир «пӗлӗт пек свидетельсенчен» мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
17 «Пӗлӗт пек свидетельсем» шутне кӗрекенсенчен хӑш-пӗрисен пурнӑҫне пӑхса тухни пире, дистанцие ӑнӑҫлӑ чупса тухас тетпӗр пулсан, Турра тата вӑл сӑмах панисене пирӗн хытӑ ӗненмеллине кӑтартса парать (Евр. 11:6). Ҫавӑн пек ӗненӳ пирӗн пурнӑҫ ҫине пур енчен те витӗм кӳрсе тӑмалла. Ӗненмен ҫынсемпе танлаштарсан, эпир Турӑ сӑмах панӑ тӑрӑх чаплӑ пуласлӑх пулассине пӗлетпӗр. Эпир «Курӑнманскере курса тӑма» пултаратпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ, чӑтӑмлӑ пулса дистанцие чупатпӑр (2 Кор. 5:7).
18 Христиансем чупакан дистанци ҫӑмӑл мар. Ҫапах та ӑнӑҫлӑ чупса тухма пулать. Ҫав тӗлӗшрен пире тата мӗн пулӑшма пултарнине эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?
• Мӗншӗн Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче ӗлӗк пурӑннӑ шанчӑклӑ свидетельсем ҫинчен нумай каланӑ?
• «Пысӑк пӗлӗт пек свидетельсен» тӗслӗхӗ пире чӑтӑмлӑ пулса чупма мӗнле пулӑшать?
• Ной, Авраам, Сарра тата Моисей тӗслӗхӗсенчен эсир мӗне вӗрентӗр?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]