Эсӗ Иеговӑна хӑвӑн паю пулма паратӑн-и?
Эсӗ Иеговӑна хӑвӑн паю пулма паратӑн-и?
«Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ» (МАТФ. 6:33, Ҫ Х).
1, 2. а) Галати 6:16-мӗшӗнче калакан «Турӑ Израилӗ» кама пӗлтерет? ӑ) «Израилӗн вуникӗ йӑхӗ» Матфей 19:28-мӗшӗнче кама пӗлтерет?
БИБЛИРЕ «Израиль» текен сӑмаха вуласан, санӑн пуҫра мӗнле шухӑш ҫуралать? Эсӗ Исаак ывӑлӗ Иаков ҫинчен — кама каярахпа Израиль ят панӑ, ҫавӑн ҫинчен — шухӑшлатӑн-и? Е унӑн ӑрӑвне, авалхи Израиль халӑхне, аса илетӗн? Библире сӑнарлӑ Израиль, урӑхла каласан, «Турӑ Израилӗ», ҫинчен те каланӑ. Вӗсем шутне пӗлӗтре патшасемпе священниксем пулса ӗҫлеме святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 144 000-шӗ кӗреҫҫӗ (Гал. 6:16; Ӳлӗм. 7:4; 21:12). Анчах та Израиль текен ята ятарлӑ майпа асӑнни те пур. Ун ҫинчен Матфей 19:28-мӗшӗнче вулатпӑр.
2 Иисус каланӑ: «Пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр». Ҫак сӑвӑ йӗркинче «Израилӗн вуникӗ йӑхӗ» тени вӑл кама Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем суд тӑваҫҫӗ тата камӑн ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур, ҫавсене пӗлтерет. Вӗсене вара 144 000-шӗ священниксем пулса ӗҫлени усӑ парса тӑрӗ.
3, 4. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ?
3 Авалхи священниксемпе левитсем пекех хальхи вӑхӑтра святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсен сӑваплӑ ӗҫне хаклаҫҫӗ (Йыша шутл. 18:20). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсене ҫӗр ҫинче мӗнле те пулин ҫӗр лаптӑкӗ е вырӑн парасса кӗтмеҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем, Ӳлӗмхине 4:10, 11-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пек, пӗлӗтре Иеговӑшӑн малалла та, Иисуспа пӗрле патшасемпе священниксем пулса, ӗҫлесе тӑрӗҫ (Иез. 44:28).
4 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫӗр ҫинче хӑйсен пӗтӗм пурнӑҫӗпе Иегова вӗсен пайӗ пулнине кӑтартса тӑраҫҫӗ. Чи кирли вӗсемшӗн — Турӑшӑн ӗҫлесси. Петр апостол каланӑ: «Эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр» (2 Петр 1:10). Ҫавна тӑвас тесе святой сывлӑшпа суйласа лартнисем Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненеҫҫӗ тата ялан ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхӗ те, пурнӑҫри лару-тӑрӑвӗ те тӗрлӗрен. Анчах ӑна-кӑна тума пултараймастӑп тесе Турӑшӑн сахалтарах ӗҫлеме юрать тесе шутламаҫҫӗ вӗсем. Ун вырӑнне Турӑшӑн ӗҫлессине вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче пуринчен мала хураҫҫӗ те вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑваҫҫӗ. Ҫапла вӗсем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма шанакансене чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.
5. Иегова хӑйсен пайӗ пулнине пур христианин та мӗнле кӑтартма пултарать тата мӗншӗн ҫавна тума ҫӑмӑл мар?
5 Кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, пӗлӗтре е ҫӗр ҫинче пурӑнмалли шанчӑк-и вӑл, пирӗн пурсӑмӑрӑн та хамӑр ирӗке пӑрахмалла та хамӑрӑн асап юпине илсе ялан Христос хыҫҫӑн пымалла (Матф. 16:24). Ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма шанакан миллион-миллион ҫын шӑп ҫапла ӗнтӗ Турра пуҫҫапать тата Христос хыҫҫӑн пырать. Вӗсем нумайтарах тума пултарнине пӗлсех Турӑшӑн сахалтарах ӗҫленипе ҫырлахса тӑмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗрисем хӑйсен пурнӑҫне ансатлатаҫҫӗ те пионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Теприсем ҫулталӑкра темиҫе уйӑх та пулин пионер пулса ӗҫлес тесе вӑй хураҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем, пионер пулса ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ пулин те, сӑваплӑ ӗҫе пӗтӗм вӑйне парса тӑваҫҫӗ. Ҫав христиансене Иисуса ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа сӗрнӗ шанчӑклӑ Марияпа танлаштарма пулать. Иисус каланӑ: «Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. [...] Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине турӗ» (Марк 14:6—8). Эпир те мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр, анчах та ҫавна тума ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен эпир Сатана тытса тӑракан тӗнчере пурӑнатпӑр. Ҫапах та эпир вӑй хуратпӑр тата Иеговӑна шанатпӑр. Ҫавна эпир мӗнле тӑватӑ майпа тума пултарнине пӑхса тухар.
Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шыра
6. а) Ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пайӗ ҫак пурнӑҫра кӑна пулнине мӗнле кӑтартса тӑрать? ӑ) Давид пек пулни мӗншӗн лайӑхрах?
6 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пуринчен малтан Патшалӑх тата Туррӑн тӳрӗлӗхне шырама вӗрентнӗ. Ҫак тӗнчери ҫынсем ялан тенӗ пекех хӑйсем ҫинчен кӑна шухӑшлаҫҫӗ. Библи вӗсем пирки «ҫак тӗнче ҫыннисем, ҫак пурӑнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакансем [«вӗсен пайӗ — ҫак пурӑнӑҫ», ҪТ]» тенӗ. (Псалом 16:1, 13—15 вуласа пар.) Ҫав ҫынсем Иегова ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, ун вырӑнне вӗсем хӑйсем валли канлӗ пурнӑҫ тӑвас, ҫемье ҫавӑрас та ачасем валли пурлӑх хӑварас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак пурӑнӑҫра ҫеҫ вӗсен пайӗ. Тепӗр енчен илес пулсан, Давид Иегова умӗнче «ырӑ ят» илесшӗн тӑрӑшнӑ, каярахпа Давид ывӑлӗ, Соломон, ҫавна тума чӗнсе каланӑ (Еккл. 7:1). Асаф пекех, Давид Иеговӑпа туслӑ тӑни пурнӑҫра чи кирли пулнине ӑнланнӑ. Ҫавӑ Давида телей кӳнӗ. Хальхи вӑхӑтра нумай христианин Иеговӑшӑн тӑвакан сӑваплӑ ӗҫе хӑйсен ӗҫӗнчи ӗҫрен мала хунӑ.
7. Пӗр арҫын-тӑван пуринчен малтан Патшалӑх шыранӑ пирки мӗнле пиллӗх илнӗ?
7 Вӑтаҫӗр Африка Республикинче пурӑнакан Жан-Клод тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл авланнӑ старейшина, унӑн вара виҫӗ ача. Ҫав ҫӗршывра ӗҫ тупма йывӑр, ҫавӑнпа та ҫынсенчен нумайӑшӗ ӗҫе ҫухатас мар тесе пурне те тума хатӗр теме пулать. Пӗррехинче, ӑна ӗҫри пуҫлӑх тек малалла эрнере ҫичӗ кун, 18 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫӗрӗпех, ӗҫлеме пуҫлатӑн тенӗ. Жан-Клод ӑна ҫемье валли пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илнисӗр пуҫне, килӗнчисене Турӑпа ҫывӑхланма та унӑн пулӑшмалла тенӗ. Ҫавӑн пекех пухӑва пулӑшса тӑрас яваплӑх та манӑн пур тенӗ вӑл. Ӗҫри пуҫлӑх ӑна мӗнле хуравланӑ? «Ӗҫ тупма май килчӗ пулсан, санӑн ӗҫсӗр пуҫне урӑх нимӗн ҫинчен те, ҫав шутрах арӑму, ачусем тата йывӑрлӑхусем ҫинчен те, шухӑшламалла мар. Санӑн пурнӑҫунта ӗҫсӗр пуҫне урӑх нимӗн те пулмалла мар. Суйласа ил: хӑвӑн тӗнӳ е ӗҫӳ». Эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Ӗҫрен кӑларса ярсан, Турӑ уншӑн тӑрӑшасса ӑнланнӑ Жан-Клод. Унӑн унчченхи пекех Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче нумай ӗҫ пулӗ, Иегова вара унӑн ҫемйине пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫав эрнере пухӑва каять. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларса янипе яманнине пӗлмесӗрех ӗҫе кайма хатӗрленнӗ. Ҫав вӑхӑтра телефон шӑнкӑравланӑ. Хайхи пуҫлӑха ӗҫрен кӑларса янӑ пулнӑ, пирӗн тӑван вара ӗҫсӗр тӑрса юлман.
8, 9. Иегова пирӗн пай пултӑр тесе эпир священниксемпе левитсем пек мӗн тума пултаратпӑр?
8 Кама ӗҫрен кӑларса яма пултараҫҫӗ, ҫавсенчен хӑшӗ те пулин ҫапла пӑшӑрханма пултарать: «Ӗҫсӗр тӑрса юлсан, ҫемьене мӗнле-ха тӑрантарса усрас?» (1 Тим. 5:8.) Санӑн ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем пулнӑ-и е ҫук, Турӑ санӑн паю пулсан, уншӑн ӗҫлессине пуринчен ытла хаклатӑн пулсан, Турӑ сана нихӑҫан та пӑрахманнине хӑвӑн пурнӑҫунта асӑрханӑ пулӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне... ӑнтӑлса шырӑр» тесе каланӑ хыҫҫӑн Иисус вӗсене ҫапла шантарнӑ: «Ытти вара [ӗҫмелли, ҫимелли тата тӑхӑнмалли] сирӗн пурте пулӗ» (Матф. 6:33, ҪХ).
9 Еткерлӗх ҫӗр илмен левитсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӗсен ӗҫӗ халӑха Турра тӗрӗс пуҫҫапма пулӑшасси пулнӑран, Иегова вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерессе ӗненмелле пулнӑ вӗсен, мӗншӗн тесен Турӑ каланӑ: «Санӑн паю... Эпӗ» (Йыша шутл. 18:20). Ҫав священниксемпе левитсем пек храмра сӑваплӑ ӗҫ туса тӑмастпӑр пулин те, эпир вӗсем пекех Иеговӑна, вӑл пирӗншӗн тӑрӑшасса, шанса тӑма пултаратпӑр. Юлашки кунсем вӗҫленсе пынӑҫемӗн Сатанан тӗнчинчен уйрӑм тӑракансен пурнӑҫӗ йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса пырасса кӗтме пулать. Ҫавӑнпа та Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшма пултарнине ӗненни пире ытларах та ытларах кирлӗ (Ӳлӗм. 13:17).
Пуринчен малтан Туррӑн тӳрӗлӗхне шыра
10, 11. Мӗнле майпа хӑш-пӗрисем ӗҫ тӗлӗшӗнчен Иеговӑна шанса тӑнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.
10 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пуринчен малтан Туррӑн тӳрӗлӗхне те шырама чӗнсе каланӑ (Матф. 6:33, ҪХ). Ҫакӑ вӑл ырӑпа усал мӗн иккенне пӗлме пулӑшакан Иеговӑн нормисене ҫынсеннинчен мала хумаллине пӗлтерет. (Исаия 55:8, 9 вуласа пар.) Хӑш-пӗр ҫынсем табак лартса ӳстерни, чӗлӗм таврашне сутни, ыттисене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентни е хӗҫпӑшал туса кӑларас ӗҫе хутшӑнни тата сутни ҫинчен, тен, эсир пӗлетӗр. Анчах та чӑнлӑха тӗрӗс пӗлме пуҫласан, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ӗҫне улӑштарма тата шыва кӗмешкӗн юрӑхлӑ пулма шут тытнӑ (Ис. 2:4; 2 Кор. 7:1; Гал. 5:14).
11 Сӑмахран, Эндрю тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл тата унӑн арӑмӗ Иегова ҫинчен пӗлсен, вӗсем уншӑн ӗҫлеме шут тытнӑ. Эндрю хӑйӗн ӗҫӗпе мухтаннӑ пулин те, вӑл унтан тухса кайнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ организацире ӗҫленӗ. Вӑл вара Туррӑн тӳрӗлӗхне шырама ҫирӗп шут тытнӑ. Эндрю хӑйӗн ӗҫне хӑварнӑ тӗле унӑн икӗ ача, темиҫе уйӑх пурӑнмалӑх укҫа тӑрса юлнӑ пулнӑ, унӑн урӑх нимӗнле тупӑш та пулман. Ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхсан, унӑн, левитсем пекех, нимле «еткерлӗх» те ҫук пек курӑнма пултарнӑ. Вӑл Турра шанса ӗҫ шыранӑ. Халӗ, ҫав вӑхӑт ҫинчен шухӑшланӑ май, Эндрюпа унӑн ҫемйи «Ҫӳлхуҫа алли кӗскелмен» тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пултараҫҫӗ (Ис. 59:1). Эндрю хӑйӗн арӑмӗпе ансат пурнӑҫпа пурӑннӑран вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа та тума пултарнӑ. «Укҫа ҫитменрен, пурӑнмалли вырӑн, сывлӑх пирки, каярахпа, ватӑла пуҫласан, пирӗн пӑшӑрханасси пулкалатчӗ,— каланӑ Эндрю.— Анчах Иегова яланах пирӗнпе пӗрле пулчӗ. [...] ...Пӗр иккӗленмесӗр калама пултаратпӑр: Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӑл — чи пархатарлӑ та паха ӗҫ» a (Еккл. 12:13).
12. Пуринчен малтан Туррӑн тӳрӗлӗхне шырас тесен мӗнле лайӑх ен кирлӗ? Вырӑнти тӗслӗхсем ҫинчен каласа парӑр.
12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: „кунтан ҫавӑнта куҫса лар“ тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ» (Матф. 17:20). Туррӑн нормисене, вӗсене мала хуни йывӑрлӑхсем патне илсе килме пултарнине пӗлсе, мала хунӑ пулӑттӑн-и? Иккӗленетӗн пулсан, ҫавӑн пирки эсӗ пухури тӑвансемпе калаҫса пӑхма пултаратӑн. Вӗсем сана Иегова хӑйсене мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӗҫ, ҫавӑ вара санӑн ӗненӗве ҫирӗпрех тӑвӗ паллах.
Иегова паракан парнесене хакла
13. Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр пулсан, эпир мӗне шанса тӑма пултаратпӑр?
13 Иеговӑшӑн ӗҫлес чыса эсӗ хаклатӑн пулсан, вӑл левитсене мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑнӑ пекех, сана та мӗн кирлине пама пултарнине шанма пултаратӑн. Давид ҫинчен шухӑшласа пӑх. Ту хӑвӑлӗнче пытанса ларма тивнӗ пулин те, вӑл хӑйне Турӑ пулӑшасса шанма пултарнӑ. Эпир те, пулӑшу ниҫтан та илме май ҫук пек туйӑнсан та, Иегова пулӑшасса шанма пултаратпӑр. Аса илӗр-ха: Асаф «Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне» кӗнӗ хыҫҫӑн хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ (Пс. 72:16, 17). Пирӗн те Турра шанса тӑмалла, вара вӑл пире хӑйӗнпе пирӗн хушӑри туслӑха упраса хӑварма мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ. Ҫапла тунипе эпир хамӑрӑн лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Турӑшӑн ӗҫлессине хакланине кӑтартатпӑр тата Иеговӑна хамӑрӑн пай пулма паратпӑр.
14, 15. Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене ӑнланас енчен улшӑнусем тунӑ чухне пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?
14 Иегова сана Библири «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене» ӑнланма пулӑшнӑ чухне эсӗ ӑна шанса тӑратӑн-и? (1 Кор. 2:10—13.) Ҫав тӗлӗшрен Петр апостол чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус хӑйне итлекенсене: «Эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ»,— тесе каланӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ ҫавна тӳррӗн ӑнланнӑ. Вӗсем хуравланӑ: «Темӗнле сӑмахсем калать! ҫакна кам итлеме пултарайӗ?» Унтан вара вӗсем «Ӑна пӑрахса кайнӑ». Анчах Петр каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем» (Иоанн 6:53, 60, 66, 68).
15 Иисусӑн сӑмахӗсене — манӑн ӳтӗме ҫийӗр, манӑн юнӑма ӗҫӗр тенине — Петр пӗтӗмпех ӑнланман. Анчах та Иегова Иисус урлӑ ҫынсене чӑнлӑха ӑнланма пулӑшасса шанса тӑнӑ апостол. Хальхи вӑхӑтра Библири чӑнлӑха ӑнланас енчен улшӑнусем тунӑ чухне, ҫавна мӗншӗн тунине ӑнланма тӑрӑшатӑн-и эсӗ? (Ытар. 4:18.) Пӗрремӗш ӗмӗрте Верия ҫыннисем «Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ» (Ап. ӗҫ. 17:11). Вӗсен тӗслӗхне тытса пынипе эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлес чыса тата вӑл санӑн паю пулнине тата вӑйлӑрах хаклама пуҫлӑн.
Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе кӑна мӑшӑрлан
16. Авланман е качча кайман христиансем, 1 Коринф 7:39-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, мӗнле майпа Турра хӑйсен пайӗ пулма параҫҫӗ?
16 Христиансемшӗн Турӑ мӗн тума шутласа хунине асра тытмалли тепӗр май вӑл — Библире «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна мӑшӑрланмалла текен заповеде тытса тӑрасси (1 Кор. 7:39). Нумайӑшӗ ҫав заповеде пӑсиччен авланмасӑр е качча каймасӑр тӑрса юлма шут тытнӑ. Иегова юратса вӗсемшӗн тӑрӑшать. Давид хӑйне тӑр пӗччен пек тата никам та пулӑшма пултарайман пек туйнӑ чухне мӗн тунӑ? «Унӑн [Турӑ] умӗнче чунтан-вартан кӗлтӑватӑп,— тенӗ вӑл,— Ӑна хурлӑхӑма уҫса паратӑп» (Пс. 141:1—3). Иеремия пророк та хӑйне ҫавнашкалах туйнӑ пулас. Вӑл, авланман ҫын, Турӑшӑн вун-вун ҫул хушши шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ. Эсӗ, тен, унӑн тӗслӗхне тӗпчесшӗн пулӑн, ҫавна «Божье слово к нам через Иеремию» кӗнекери 8-мӗш сыпӑкра сӳтсе явнӑ.
17. Пӗр хӗрарӑм-тӑвана пӗчченлӗх туйӑмне ҫӗнтерме мӗн пулӑшса тӑрать?
17 «Эпӗ качча каймасӑр пурӑнма шут тытман,— калать Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хӗрарӑм-тӑван.— Хама килӗшекен ҫынна тӗл пулсан, эпӗ качча кайма хирӗҫ мар. Манӑн анне, вӑл Свидетель мар, мана май килсенех качча каймалла тесе ӳкӗте кӗртме тӑрӑшрӗ. Манӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пулмарӗ пулсан, санӑн ҫавӑншӑн яваплӑ пулас килет-и тесе ыйтрӑм эпӗ унран. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл манӑн лайӑх ӗҫ пулнине, эпӗ хама хам тӑрантарса усранине тата телейлӗ пулнине кура мана хистеме пӑрахрӗ». Ҫав хӗрарӑм-тӑванӑн хутран-ситрен хӑйне тӑр пӗччен пулнӑ пек туясси те пулать. «Ҫавӑн пек самантсенче,— каласа парать вӑл,— эпӗ Иеговӑна хамӑн шанчӑкӑм тӑвас тесе тӑрӑшатӑп. Вӑл мана нихӑҫан та хӑвармасть». Иеговӑна шанма ӑна мӗн пулӑшать? «Кӗлӗ тунине пула Турӑ манпа пӗрле пулнине тата эпӗ пӗччен маррине туятӑп. Ҫут тӗнче Патши манӑн кӗлӗсене итлет. Ҫакӑ мана хама хисеплеме пулӑшать тата савӑнӑҫ кӳрет». Библире «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенине вӑл шанса тӑрать. Ҫавӑнпа та вӑл калать: «Ыттисене пулӑшнӑ чухне ҫавӑншӑн вӗсем каялла мӗн те пулин парасса кӗтместӗп. „Ҫак ҫынна эпӗ мӗнле пулӑшма пултаратӑп-ши?“— тесе шухӑшланӑ чухне эпӗ савӑнмаллипех савӑнатӑп» (Ап. ӗҫ. 20:35). Чӑнах та, Иегова — унӑн пайӗ, вӑл уншӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрать.
18. Мӗнле майпа эсӗ Иеговӑн пайӗ пулса тӑма пултаратӑн?
18 Санӑн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, Турра хӑвӑн паю пулма пар. Ҫавӑн пек тунипе эсӗ ялан унӑн телейлӗ халӑхӗ хушшинче пулӑн (2 Кор. 6:16, 17). Унсӑр пуҫне эсӗ, ӗлӗкхи ҫынсемпе пулнӑ пекех, Иеговӑн пайӗ пулӑн. (Саккуна астутарни 32:9, 10 вуласа пар.) Турӑ Израиле ытти халӑхсенчен хӑйӗн пайӗ пулма суйласа илнӗ пекех, вӑл сана та хӑйӗн пайӗ тума тата юратса саншӑн тӑрӑшма пултарать (Пс. 16:8, 9).
[Сноска]
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
эсир мӗнле майпа Иеговӑна хӑвӑр паю пулма паратӑр?
• Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗпе унӑн тӳрӗлӗхне шыранипе...
• Иегова пире мӗн парса тӑрать, ҫавсемшӗн пархатарлӑ пулнипе...
• Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе кӑна мӑшӑрланмалла текен Туррӑн заповедьне тытса тӑнипе...
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]