Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрланмасӑр тата мӑшӑрлӑ пурӑнасси пирки панӑ ӑслӑ канашсем

Мӑшӑрланмасӑр тата мӑшӑрлӑ пурӑнасси пирки панӑ ӑслӑ канашсем

Мӑшӑрланмасӑр тата мӑшӑрлӑ пурӑнасси пирки панӑ ӑслӑ канашсем

«Ҫакна эпӗ сире... усӑ кӑтартасшӑн калатӑп: сирӗн ыррӑн пурӑнса, Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп» (1 КОР. 7:35).

1, 2. Мӑшӑрланмасӑр тата мӑшӑрлӑ пурӑнасси тӗлӗшӗнчен панӑ Библири канашсене мӗншӗн пирӗн пӗлмелле?

 АРҪЫНПА хӗрарӑм хушшинчи хутшӑнусем пек урӑх ним те ҫавӑн чухлӗ савӑнтармасть, хурлантармасть тата пӑшӑрхантармасть. Пирӗн ҫавӑн пек тӗрлӗ туйӑмсем пулнӑран Турӑ пире мӗн тумаллине кӑтартса тӑни кирлӗ. Турӑран мӗн тумаллине ыйтма пирӗн урӑх сӑлтавсем те пур. Мӑшӑрланма шутламан христианина ҫемьерисем е туссем авлан е качча кай тесе хистеме пултараҫҫӗ. Тепри, тен, савӑнсах мӑшӑрланнӑ пулӗччӗ, анчах хальлӗхе хӑйне юрӑхлӑ мӑшӑр тупайман-ха. Хӑш-пӗрисене упӑшкин е арӑмӗн тивӗҫне тума хатӗрленмешкӗн канашсем памалла. Унсӑр пуҫне христиансен, мӑшӑрланнисен те, мӑшӑрланманнисен те, ар хутшӑнӑвне кӗрсе ирсӗрленесрен сыхланмалла.

2 Ҫаксем пурте пирӗн телейпе кӑна мар, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусемпе те ҫыхӑннӑ. Коринфсем патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗн 7-мӗш сыпӑкӗнче Павел мӑшӑрланмасӑр тата мӑшӑрлӑ пурӑнасси тӗлӗшпе канашсем панӑ. Вӑл вулакансене малашне те «ыррӑн пурӑнса, Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе» тӑма хавхалантарасшӑн пулнӑ (1 Кор. 7:35). Ҫав кирлӗ ыйтусем тӗлӗшӗнчен панӑ Павелӑн канашӗсене пӑхса тухнӑ чухне эсӗ, мӑшӑрланнипе мӑшӑрланманнине пӑхмасӑрах, хӑвӑн пурнӑҫунта Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлеме паракан майсене курма тӑрӑш.

Хамӑр тӗллӗн тӗплӗ шухӑшласа тунӑ йышӑну

3, 4. а) Мӑшӑрланман тус е хурӑнташ пирки ытлашши пӑшӑрханни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать? ӑ) Павел панӑ канаш мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшать?

3 Пӗрремӗш ӗмӗрти иудейсем пекех, хальхи вӑхӑтра та ҫынсем нумайӑшӗ мӑшӑрланасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Каччӑ е хӗр, вӑхӑт ҫитнӗ пулсан та, авланман е качча кайман пулсан, тусӗсем е хурӑнташӗсем уншӑн пӑшӑрханнӑран ӑна канашсем пама пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем ӑна ҫине тӑрсах мӑшӑр шыра тесе хистеме пултараҫҫӗ е, тен, хӑйсем палӑртса хунӑ ҫынпа паллаштарас тейӗҫ. Каччӑна е хӗре ҫав ҫынпа паллаштарас тесе вӗсем чеен те хӑтланма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек туни хӑш-пӗр чухне намӑслантарать, туслӑха аркатать тата туйӑмсене амантать.

4 Павел ыттисене нихӑҫан та мӑшӑрланмасӑр пурӑнма та, мӑшӑрлӑ пурӑнма та хистемен (1 Кор. 7:7). Павел арӑмсӑрах Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах мӑшӑрланас текенсем пирки те япӑх калаҫман. Хальхи вӑхӑтра та христиансен мӑшӑрлӑ е мӑшӑрланмасӑр пурӑнассине суйласа илме ирӗк пур. Никамӑн та ыттисене кун пек е ун пек тума хистеме кирлӗ мар.

Мӑшӑрланмасӑр пурӑннин усси

5, 6. Мӗншӗн Павел авланма е качча кайма сӗнмен?

5 Павелӑн коринфсене каланӑ сӑмахӗсем мӑшӑрланман христиансем Турӑшӑн лайӑх ӗҫлеме пултарнине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. (1 Коринф 7:8 вуласа пар.) Павел авланман ҫын пулнӑ пулин те, вӑл, христиан тӗнчинчи целибат тытса тӑракан священниксем пек, авланнисем умӗнче хӑйне мӑнна хуман. Ун вырӑнне вӑл мӑшӑрланман христиансем Туррӑн ӗҫӗнче мӑшӑрланнисем тума пултарайманнине тума пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Хӑш енчен?

6 Мӑшӑрланман христианин час-часах Иеговӑшӑн тӑвакан сӑваплӑ ӗҫре мӑшӑрланнине тума йывӑр е вӑл тума пултарайман ӗҫсем тума пултарать. Павел «суя тӗнлисен апостолӗ» пулса ӗҫлес чыса тивӗҫлӗ пулнӑ (Рим 11:13). Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 13-мӗш сыпӑкран пуҫласа 20-мӗш сыпӑк таран вуланӑ май вӑл тата ытти миссионерсем ырӑ хыпара ҫӗнӗ территорисенче сарса ҫӳренине, тӗрлӗ вырӑнта пухусем йӗркеленине курма пулать. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗнче Павел йывӑрлӑхсем чӑтса ирттернӗ, ун пеккисемпе паян сахал кам тӗл пулать (2 Кор. 11:23—27, 32). Анчах та вӑл ыттисене Христосӑн вӗренекенӗсем пулма пулӑшас тесе пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме хатӗр пулнӑ, ҫакӑ вара ӑна пысӑк савӑнӑҫ панӑ (1 Фес. 1:2—7, 9; 2:19). Павел авланнӑ тата ача-пӑчаллӑ ҫын пулнӑ пулсан, ҫавсене пурне те тума пултарнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук пуль.

7. Свидетельсем Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарас тесе мӑшӑрланмасӑр пурӑннипе мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

7 Христиансем нумайӑшӗ мӑшӑрланмасӑр пурӑннипе усӑ курса ырӑ хыпар сарас ӗҫе нумайрах тӑваҫҫӗ. Боливире пурӑнакан качча кайман Сарӑпа Лимбания пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пӗр яла куҫса кайнӑ, унта вара нумай ҫул хушши ырӑ хыпар каламан пулнӑ. Ялта электричество пулманни пирки вӗсем мӗн шутланӑ? Акӑ мӗн калаҫҫӗ вӗсем: «Ҫынсем унта пушӑ вӑхӑтра вулама юратаҫҫӗ, радиопа телевизор ҫукран вӗсене вулама нимӗн те чӑрмантармасть». Ял ҫыннисенчен хӑш-пӗрисем хӑйсем халӗ те вулакан Иегова Свидетелӗсен кивӗ, пичетлеме пӑрахнӑ публикацийӗсене пирӗн хӗрарӑм-тӑвансене кӑтартнӑ. Кашни килте тенӗ пекех ҫынсем Библи ҫинчен пӗлесшӗн пулнӑран, хӗрарӑм-тӑвансене ялти пур киле те кӗрсе тухма нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Пӗр ватӑ хӗрарӑм вӗсене каланӑ: «Пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулмалла, мӗншӗн тесен Иегова Свидетелӗсем пирӗн пата та ҫитрӗҫ». Кӗҫех ҫав ялти ҫынсенчен хӑш-пӗрисем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫланӑ.

8, 9. а) Мӗншӗн мӑшӑрланмасӑр пурӑнса Турӑшӑн ӗҫлени аван тенӗ Павел? ӑ) Мӑшӑрланмасӑр пурӑнса Иеговӑшӑн ӗҫлени мӗнле усӑ парать?

8 Мӑшӑрланнӑ христиансем те ырӑ хыпара йывӑр территорисенче сарса лайӑх ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ паллах. Анчах хӑш-пӗр ӗҫсене тума мӑшӑрланман, ачасӑр пионерсене ҫӑмӑлтарах. Павел пухусем патне ҫырнӑ чухне ырӑ хыпар сарас ӗҫре нумай ӗҫ пулнине пӗлнӗ. Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ хӑйне савӑнтарса тӑнӑ пекех ыттисене те савӑнтартӑр тенӗ вӑл. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл мӑшӑрланмасӑр пурӑнса Иеговӑшӑн ӗҫлесси аван тенӗ.

9 Хӗрарӑм-тӑван, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пионер пулса ӗҫлекенскер, ҫырса янӑ: «Мӑшӑрланмасӑр телейлӗ пулма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ хӑш-пӗрисем. Анчах Иеговӑпа туслӑ пулни чӑн-чӑн телей панине эпӗ ӑнланса ҫитрӗм. Мӑшӑрланманни вӑл — ҫухату, ҫав вӑхӑтрах, унпа тӗрӗс усӑ курсан, вӑл — чаплӑ парне». Унтан вӑл «мӑшӑрланманни телейлӗ пулма чӑрмантаракан май мар, пулӑшаканни пулса тӑма пултарать» тенӗ хыҫҫӑн ҫапла каланӑ: «Иегова пурне те: пӗчченнисене те, ҫемьеллисене те юратнине эпӗ пӗлетӗп». Халӗ вӑл Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайман ҫӗршывра савӑнса ӗҫлет. Эсӗ мӑшӑрланман пулсан, ыттисене чӑнлӑха вӗрентес ӗҫе нумайрах тӑвас тесе тӑрӑшмӑн-ши? Вара эсӗ те, тен, мӑшӑрланманни Иегова панӑ чаплӑ парне пулнине курӑн.

Мӑшӑрланса пурӑнас килни

10, 11. Мӑшӑрланас текенсене, анчах та хальлӗхе хӑйсене юрӑхлӑ мӑшӑр тупайманнисене, Иегова мӗнле пулӑшса тӑрать?

10 Иеговӑшӑн пӗр вӑхӑт хушши мӑшӑрланмасӑр ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн шанчӑклӑ Свидетельсенчен нумайӑшӗ авланма е качча кайма шутлаҫҫӗ. Канаш кирлине ӑнланнӑран, вӗсем кампа мӑшӑрланса телейлӗ пулма пулать, ҫавна тупма пулӑштӑр тесе Иеговӑран ыйтаҫҫӗ. 1 Коринф 7:36-мӗшӗнче (ҪТ) каланӑ: «Анчах кам та пулин хӑйӗн хӗрлӗхӗ тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар тӑватӑп тесе шухӑшлать пулсан, ҫамрӑклӑх аталанӑвӗ иртсе кайнӑ тата ҫавӑн пекки пулмалла пулсан, хӑй мӗн тӑвас тенине тутӑр, вӑл ҫылӑха кӗмӗ. Ҫавӑн пеккисем мӑшӑрланччӑр».

11 Эсӗ хӑвӑн пекех Иеговӑшӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлекенпе мӑшӑрланасшӑн пулсан, ҫавӑн пирки кӗлӗ ту (Флп. 4:6, 7). Кирек мӗн чухлӗ кӗтмелле пулсан та, ална ан ус. Иегова сана мӗн кирлине пӗлет, ҫавӑнпа та эсӗ ӑна шанса тӑратӑн пулсан, вӑл сана хӑвӑн ыйтӑвусене татса пама пулӑшӗ (Евр. 13:6).

12. Кам та пулин сана хӑйӗн мӑшӑрӗ пулма сӗнчӗ пулсан, мӗншӗн хурав парас умӗн тӗплӗ шухӑшламалла?

12 Камӑн Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп мар, ҫавӑ е ӗненмен ҫын авланас е качча каяс текен христианина хӑйӗнпе мӑшӑрланма, тен, сӗнӗ. Санпа ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, ҫакна асра тыт: мӑшӑра тӗрӗс мар суйласа илни мӑшӑрланмасӑр пурӑннӑ чухнехинчен те ытларах чунна ыраттарӗ. Ӑнӑҫлӑ мӑшӑрлантӑн-и е ҫук, эсӗ мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн хӑвӑн упӑшкупа е арӑмупа мӗн виличченех ҫыхӑннӑ (1 Кор. 7:27). Урӑх нихӑҫан та авланма е качча кайма май пулмӗ тесе шутласа ан мӑшӑрлан, мӗншӗн тесен кайран мӗншӗн-ха ҫавна турӑм-ши тесе, тен, ӳкӗнӗн. (1 Коринф 7:39 вуласа пар.)

Мӑшӑрлӑ пурӑнма хатӗрленӗр

13—15. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫри хӑш-пӗр йывӑрлӑхсенчен сыхланас тесе мӑшӑрланиччен мӗнле ыйтусене сӳтсе явни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?

13 Павел мӑшӑрланмасӑр пурӑнса Иеговӑшӑн ӗҫлеме сӗннӗ пулин те, ҫемье ҫавӑрма шут тытнисене вӑл айӑпламан. Вӑл Турӑ пӗлтернипе панӑ канаш мӑшӑрсене ҫемьеллӗ пурнӑҫра мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултарнине ӑнланма тата хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшать.

14 Хӑш-пӗр мӑшӑрсен пурнӑҫ ҫине тӗрӗсрех пӑхма кирлӗ. Каччӑпа хӗре, мӑшӑрланас умӗн пӗрле ҫӳренӗ чухне, вӗсенни пек юрату урӑх ҫук пек, ҫав юрату вӗсене ӗмӗрӗпех телейлӗ тӑвас пек туйӑнма пултарать. Вӗсене телейлӗ пулма нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть текен шухӑш-ӗмӗтсемпе вӗсем мӑшӑрланаҫҫӗ. Анчах чӑн пурнӑҫ вӑл пачах урӑхла. Пӗр-пӗрин патне ҫепӗҫ туйӑмсем пурри мӑшӑрлӑ пурнӑҫа илем кӳрет, анчах ҫав туйӑмсем хӑйсем тӗллӗн кашни ҫемьере пурпӗр пулакан йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлеймӗҫ. (1 Коринф 7:28 вуласа пар. *)

15 Ҫамрӑк мӑшӑрсене нумайӑшне питӗ кирлӗ ыйтусем ҫине хӑйсем тӗрлӗрен пӑхни тӗлӗнтерет кӑна мар, аптӑратса та ӳкерет. Тен, вӗсене укҫа-тенкӗ тӑкакласси пирки, пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттересси пирки, ӑҫта пурӑнасси пирки тата тӑван-хурӑнташсем патне час-часах е сайра-хутра кӑна кайса ҫӳресси пирки пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма йывӑр. Кашнин теприне тарӑхтаракан ҫитменлӗхсем пур. Мӑшӑрланиччен вӗсем ҫав кирлӗ ыйтусене сӳтсе явма кирлех мар тесе шутлама пултарнӑ. Анчах та вӗсем ҫинчен калаҫмасан, каярахпа ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫав ыйтусене мӑшӑрланиччен сӳтсе явни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.

16. Мӗншӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗн тӑвассине мӑшӑрсен пӗр-пӗринпе сӳтсе явмалла?

16 Ӑнӑҫлӑ тата телейлӗ пулас тесен, мӑшӑрсен йывӑрлӑхсене пӗрле сӳтсе явса татса памалла. Ачасене мӗнле пӑхса ӳстересси пирки тата ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне мӗнле пулӑшса тӑмалли пирки вӗсен пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмалла. Ҫемьери йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ пӑшӑрханусем упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗринчен ютшӑнтармалла мар. Библи принципӗсене тытса пынипе нумай йывӑрлӑха татса пама, татса парайманнисене чӑтса ирттерме тата савӑнӑҫа ҫухатмасӑр пӗрле тӑрса юлма пулать (1 Кор. 7:10, 11).

17. Мӗншӗн мӑшӑрсен «пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшма» тиветех?

17 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн тепӗр енӗ ҫинчен Павел 1 Коринф 7:32—34-мӗш сӑвӑ йӗркисенче калать. (Вуласа пар.) Ҫемьеллӗ ҫынсен «пурӑнӑҫшӑн», сӑмахран, апат-ҫимӗҫ, тумтир, пурӑнмалли вырӑн тата ытти кирлӗ япаласем пулччӑр тесе тӑрӑшма тиветех. Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек? Авланман чухне арҫын-тӑван, тен, сӑваплӑ ӗҫе пуҫӗпех путнӑ пулнӑ. Анчах та авланнӑ хыҫҫӑн, унӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе вӑйӗн пайне арӑмӗшӗн тӑрӑшас та, ҫапла вара ӑна юрас тесе уйӑрмалла. Арӑмӗ пирки те ҫавнах калама пулать. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне телейлӗ тӑвасшӑн пулнине Иегова ӑнланать. Упӑшкипе арӑмӗ мӑшӑрланиччен сӑваплӑ ӗҫ валли уйӑрнӑ вӑхӑтӑн пайне пӗр-пӗрин валли уйӑрмасӑр мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ пулма пултарайманнине Вӑл пӗлет.

18. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн туссемпе хутшӑнас тӗлӗшрен мӗнле улшӑнусем тума кирлӗ пулӗ?

18 Ҫакна та шута илмелле. Упӑшкипе арӑмӗн унччен Турӑшӑн ӗҫлеме уйӑрнӑ вӑхӑтпа вӑйӑн пайӗпе пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшас тесе усӑ курмалла пулсан, туссемпе вӗсен мӗн чухлӗ вӑхӑт ирттерес тӗлӗшрен те улшӑнусем тумалла мар-и? Упӑшки авланичченхи пекех хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле спорт валли нумай вӑхӑт уйӑрать пулсан, арӑмӗ хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ-ши? Арӑмӗ унчченхи пекех тусӗсемпе пӗрле хӑйне килӗшекен ӗҫсене туса чылай вӑхӑт ирттерет пулсан, упӑшки мӗн шутланӑ пулӗччӗ? Вӗсенчен кашнийӗ хӑйне никама кирлӗ мар, телейсӗр тата никам юратман ҫын пек туйнӑ пулӗччӗ пуль. Хӑйсемпе ҫавӑн пекки ан пултӑр тесен, мӑшӑрлансан упӑшкипе арӑмӗн хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе май ҫитнӗ таран пурне те тумалла (Эф. 5:31).

Нравственность енчен таса пулмалла тет Иегова

19, 20. а) Мӗншӗн мӑшӑрланнӑ ҫынсен хӑйсене аскӑн ӗҫрен сыхламалла? ӑ) Нумай вӑхӑт хушши уйрӑм пурӑннипе мӑшӑрсем хӑйсене мӗнле хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ?

19 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нравственность енчен таса тӑрса юлмашкӑн ҫирӗп шут тытнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫав тӗлӗшрен ирсӗрленес мар тесе мӑшӑрланма шутлаҫҫӗ. Анчах та авланни е качча кайни ҫынна аскӑн ӗҫрен яланах сыхлать теме май ҫук. Ӗлӗкхи вӑхӑтра ҫӳллӗ те ҫирӗп хӳмеллӗ хула хӑй ӑшӗнче тӑрса юлакансемшӗн кӑна хӳтлӗх пулнӑ. Ҫын хапхаран тухсан, хула таврашӗнчи вӑрӑ-хурахсем ӑна ҫаратма е вӗлерме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех упӑшкипе арӑмӗ ар хутшӑнӑвӗсене кӗрес тӗлӗшпе ҫемье Никӗслекен панӑ йӗркесенчен тухмасан кӑна хӑйсене нравственность енчен таса упраса хӑварма пултараҫҫӗ.

20 Павел ҫав йӗркесем пирки 1 Коринф 7:2—5 каланӑ. Арӑмӗн хӑйӗн упӑшкипе кӑна ар хутшӑнӑвне кӗме ирӗк пур; упӑшки пирки те ҫавнах калама пулать. Кашнин хӑйӗн мӑшӑрӗ тӗлӗшпе хӑйӗн «тивӗҫне» туса тӑмалла. «Тивӗҫ» тени мӑшӑрланнӑ ҫыннӑн хӑйӗн мӑшӑрӗпе ар хутшӑнӑвне кӗме ирӗк пуррине пӗлтерет. Анчах та хӑш-пӗр упӑшкасемпе арӑмсем пӗр-пӗринчен нумай вӑхӑт хушши уйрӑм пурӑнаҫҫӗ, сӑмахран, отпуска пӗрле ирттермеҫҫӗ е ӗҫ пирки инҫете каяҫҫӗ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗрин тӗлӗшпе «тивӗҫне» туса тӑмаҫҫӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫын «хӑйне чарайман пирки» Шуйттан витӗм кӳнине парӑнса мӑшӑрсӑр пуҫне урӑххипе ар хутшӑнӑвне кӗчӗ пулсан, мӗн тери хуйхӑ пулнӑ пулӗччӗ. Хӑйсен килӗнчисемшӗн тӑрӑшакан тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫне хӑрушлӑхсенчен сыхласа тӑракан ҫемье пуҫӗсене Иегова пиллет (Пс. 36:25).

Библи канашӗсене тытса тӑнин усси

21. а) Мӑшӑрланмасӑр е мӑшӑрланса пурӑнас тесе йышӑну тума мӗншӗн йывӑр? ӑ) 1 Коринф 7-мӗш сыпӑкри канашсем хӑш енчен усӑллӑ?

21 Мӑшӑрланмасӑр е мӑшӑрлӑ пурӑнма шут тытни вӑл — ҫын тӑвакан йышӑнусенчен чи йывӑрри. Пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫынсем хушшинчи йывӑрлӑхсем ҫавна пула сиксе тухаҫҫӗ те ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Иегова ырлакан тата пиллекен ҫынсен те, мӑшӑрланнӑ-и вӗсем е ҫук, хурланасси пулатех. Анчах та Коринф ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӑн 7-мӗш сыпӑкӗнчи ӑслӑ канашсене тытса тӑнипе ҫав йывӑрлӑхсен шутне самаях чакарма пулать. Пӗччен пурӑнаканни те, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаканни те Иегова умӗнче «лайӑх тӑвать». (1 Коринф 7:37, 38, ҪТ вуласа пар *.) Пирӗн пурнӑҫри чи пысӑк пиллӗх вӑл — Иегова пире ырлани. Турӑ ырлассине эпир халӗ те, пуласлӑхра, Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчере пурӑннӑ чухне те, илме пултаратпӑр. Ун чухне вара арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинчи халӗ питӗ анлӑ сарӑлнӑ йывӑрлӑхсем тек пулмӗҫ.

[Сноскӑсем]

^ 21 абз. 1 Кор. 7:37, 38: «Анчах кам та пулин, ҫавӑ кирлех мар тесе, хӑйӗн чӗринче ҫирӗп тӑрса юлать пулсан, вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе пуҫ пулма пултарать тата хӑйӗн чӗринче хӑйӗн хӗрлӗхне упраса хӑварма шут тытнӑ пулсан, вӑл лайӑх тӑвать. Ҫавӑнпа кам мӑшӑрланать тата хӑйӗн хӗрлӗхне парать, ҫавӑ та лайӑх тӑвать, анчах кам мӑшӑрланмасть тата ӑна памасть, ҫавӑ тата лайӑхрах тӑвать».

Эсир хуравлама пултаратӑр-и?

• Мӗншӗн ыттисене мӑшӑрланӑр тесе хистеме кирлӗ мар?

• Иеговӑн авланман е качча кайман ӗҫлекенӗ хӑйӗн вӑхӑчӗпе мӗнле майпа лайӑхрах усӑ курма пултарать?

• Каччӑпа хӗр пӗрле ҫӳренӗ чухне мӑшӑрлӑ пурнӑҫри йывӑрлӑхсене татса пама мӗнле хатӗрленме пултараҫҫӗ?

• Мӗншӗн мӑшӑрланнӑ ҫынсен хӑйсене аскӑн ӗҫрен сыхламалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]