Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Пур кулянакана та» лӑплантарӑр

«Пур кулянакана та» лӑплантарӑр

«Пур кулянакана та» лӑплантарӑр

«Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ... пур кулянакана та йӑпатма ячӗ» (ИС. 61:1, 2).

1. Кулянакансене Иисус мӗнле пулӑшса тӑнӑ тата мӗншӗн?

 ИИСУС ХРИСТОС каланӑ: «Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» (Иоанн 4:34). Турӑ хушнӑ ӗҫе тунӑ чухне Иисус хӑйӗн Ашшӗн чаплӑ енӗсене кӑтартнӑ. Ҫав лайӑх енсенчен пӗри — Иегова ҫынсене хытӑ юратни (1 Иоанн 4:7—10). Павел апостол Иегова пирки «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ» тенипе Иегова ҫав юратӑва кӑтартса тӑракан майсенчен пӗрне палӑртнӑ (2 Кор. 1:3). Иисус та ҫавнашкал юрату кӑтартнӑ, ҫавна Исаия пророк малтанах каласа хунӑ пулнӑ. (Исаия 61:1, 2 вуласа пар.) Назаретри синагогӑра Иисус ҫав пророкла каланине вуласа панӑ та ҫав сӑмахсем хӑйӗнпе ҫыхӑннине палӑртнӑ (Лука 4:16—21). Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне Иисус кулянакансене юратса лӑплантарнӑ, хавхалантарнӑ тата вӗсен чунне канӑҫлӑх панӑ.

2, 3. Мӗншӗн Христосӑн вӗренекенӗсен ыттисене лӑплантарнипе ун пек пулма тӑрӑшмалла?

2 Иисусӑн вӗренекенӗсен пурин те кулянакансене лӑплантарса тӑнипе ун пек пулма тӑрӑшмалла (1 Кор. 11:1). Павел каланӑ: «Пӗр-пӗрне лӑплантарӑр тата пӗр-пӗрне тӗреклӗлентерӗр» (1 Фес. 5:11, ҪТ). Уйрӑмах халӗ, этемлӗх шутсӑр «йывӑр саманара» пурӑннӑ пирки, ыттисен чунне лӑплантармалла (2 Тим. 3:1). Пӗтӗм тӗнчипе ырӑ ҫынсен час-часах сӑмахӗсемпе тата ӗҫӗсемпе хуйха ӳкерекен, хурлантаракан ҫынсем хушшинче пурӑнма тивет.

3 Ҫак йӗркесӗр тӗнчен юлашки кунӗсенче ҫынсем нумайӑшӗ «хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ» тесе малтанах каласа хунӑ Библире. Ҫак сӑмахсем паянхи лару-тӑрӑва питӗ лайӑх сӑнласа параҫҫӗ, мӗншӗн тесен «усал ҫынсемпе ултавҫӑсем» хӑйсене япӑхрах та япӑхрах тытаҫҫӗ (2 Тим. 3:2—4, 13).

4. Хальхи тӗнчери пурнӑҫ пирки мӗн калама пулать?

4 Ҫавсенчен пӗри те пире тӗлӗнтермелле мар, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗнче «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]» тӑрать тесе тӳррӗн каланӑ (1 Иоанн 5:19). «Пӗтӗм тӗнче» шутне политика, тӗн тата суту-илӳ тытӑмӗсем, ҫавӑн пекех Сатана хӑйӗн шухӑшӗсене сарма усӑ куракан хатӗрсем кӗреҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Сатана Шуйттан — «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ» тата «ҫак тӗнченӗн турри» (Иоанн 14:30; 2 Кор. 4:4). Пур вырӑнта та пурнӑҫ япӑхлансах-япӑхлансах пырать, мӗншӗн тесен Сатана, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлнӗрен, хаярлӑхпа тулса ҫитнӗ (Ӳлӗм. 12:12). Турӑ Сатанапа унӑн йӗркесӗр тӗнчине тек нумай чӑтса тӑманнине тата Иеговӑн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса парассине пӗлни калама ҫук лӑплантарать! (Пулт. 3-мӗш сып; Иов 2-мӗш сып.)

Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тӑраҫҫӗ

5. Ырӑ хыпар сарас тӗлӗшпе каланӑ пророкла сӑмахсем ҫак юлашки кунсенче мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?

5 Этемлӗх историнчи ҫак йывӑр саманара Иисус каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Вӑл каланӑ: «Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матф. 24:14). Пӗтӗм тӗнчипе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫ пӗрмаях сарӑлса пырать. Паян ҫӗр ҫинчи 107 000 ытла пухури 7 500 000 ытла Иегова Свидетелӗ ҫав ӗҫе туса тӑрать. Иисус Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тата вӗрентсе ҫӳренӗ, Иегова Свидетелӗсем те ҫавнах тӑваҫҫӗ (Матф. 4:17). Эпир вӗрентсе ҫӳренине пула кулянакансенчен нумайӑшӗ чунне лӑплантарать. Ҫапла вара, юлашки икӗ ҫул хушшинче 570 601 ҫын Иегова Свидетелӗ пулас тесе шыва кӗнӗ!

6. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ анлӑ сарӑлни ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр?

6 Ырӑ хыпар сарас ӗҫ анлӑ сарӑлнине Иегова Свидетелӗсем хальхи вӑхӑтра Библие ӑнлантарса паракан литературӑна 500 ытла чӗлхепе пичетлесе кӑларса салатни питӗ лайӑх кӑтартса парать. Этемлӗх историйӗнче ун пекки нихӑҫан та пулман! Иеговӑн ҫӗр ҫинчи организацийӗ пурри, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ тата йышӗ ӳссе пыни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Сатана тытса тӑракан тӗнчере Туррӑн хӑватлӑ святой сывлӑшӗ ертсе пымасӑр, пулӑшмасӑр ҫавӑн пекки пулма пултарайман пулӗччӗ. Ырӑ хыпара ҫын пурӑнакан пур вырӑнта та пӗлтерсе ҫӳренӗрен Библи сӑмахӗсем пӗрле ӗненекенсене кӑна мар, кулянакан ҫынсене те, Патшалӑх хыпарне йышӑнакансене, лӑплантараҫҫӗ.

Пӗр-пӗрне лӑплантаратпӑр

7. а) Пире мӗн асаплантарать, Иегова ҫавна пурне те халӗ пӗтерессине мӗншӗн кӗтме кирлӗ мар? ӑ) Эпир мӗншӗн хӗсӗрленине тата хӗн-хура тӳссе ирттерме пулать теме пултаратпӑр?

7 Тӗнчере усалпа хӗн-хур нумай пулнӑран пирӗн пурнӑҫра чуна хурлантаракан япаласем пулаҫҫех. Турӑ ҫак тӗнчене пӗтериччен пире хурлантаракан тата инкек кӳрекен япаласене пурне те пӗтерессе кӗтме кирлӗ мар. Ҫапах та хӗсӗрленине (ун пекки пулать тесе малтанах каласа хунӑ) чӑтса ирттернӗ май Иегова умӗнче пирӗн айӑпсӑр тӑрса юлмалла та унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ ҫирӗп тӑмалла (2 Тим. 3:12). Анчах та хамӑрӑн ҫӳлти Аттерен пулӑшу тата лӑплану илнипе эпир, авалхи Фессалоникӑри святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем евӗрлӗ, хӗсӗрленине, хӗн-хура чӑтӑмлӑ пулса тата ӗненсе тӑнипе тӳссе ирттерме пултаратпӑр. (2 Фессалоника 1:3—5 вуласа пар.)

8. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен чунне лӑплантарнине Библи мӗнле кӑтартса парать?

8 Паллах, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кирлӗ таран лӑплантарать. Сӑмахран, Иезавель, усал хӗрарӑм патша, Илия пророка вӗлересшӗн пулнӑ, пророк вара хӑраса ӳкнӗ те тарнӑ. Хӑйне ҫав тери йывӑр пулнӑран, вӑл хӑй валли вилӗм те ыйтнӑ. Анчах та Иегова ӑна ҫавӑншӑн ятламан, ун вырӑнне Илия малашне те пророк пулса ӗҫлеме пултартӑр тесе Турӑ ӑна лӑплантарнӑ та хӑюлӑх панӑ (3 Патш. 19:1—21). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен чунне лӑплантарни пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗпе мӗн пулса иртнинчен те курӑнать. Тӗслӗхрен, пӗр вӑхӑт хушши «пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсем пурте тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ, вӗсем тӗреклӗленсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана юратса, Унран хӑраса тӑнӑ; Таса Сывлӑш лӑплантарса тӑнипе вӗсенӗн йышӗ ӳссех пынӑ» тени ҫинчен вулатпӑр эпир (Ап. ӗҫ. 9:31). Эпир те хамӑра святой сывлӑш лӑплантарса тӑнишӗн пархатарлӑ!

9. Мӗншӗн Иисус ҫинчен нумайрах пӗлсе пыни пире лӑплантарать?

9 Христиансем пулнӑ май эпир Иисус Христос ҫинчен нумайрах пӗлсе пынипе тата унран тӗслӗх илсе тӑнипе хамӑра лӑплантаратпӑр. Иисус каланӑ: «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матф. 11:28—30). Иисус ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, вӗсене вӑл юратнине пӗлсе пырсан тата унӑн тӗслӗхне тытса тӑрсан, хамӑрӑн хуйха ҫӗнтерме пире чылай ҫӑмӑлрах.

10, 11. Пухура пире кам лӑплантарма пултарать?

10 Пире пӗрле ӗненекенсем те лӑплантарма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, камӑн ӗненӗвӗ хавшама пуҫланӑ, ҫавсене старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Иаков вӗренекен ҫырнӑ: «Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене [«пухури старейшинӑсене», ҪТ] чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр». Ҫакӑ мӗнле пулӑшӗ? «Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ» (Иак. 5:14, 15). Пухура ыттисем те пире лӑплантарма пултараҫҫӗ.

11 Хӗрарӑмсене хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пирки пӗр-пӗринпе калаҫма ҫӑмӑлтарах. Уйрӑмах, аслӑрах та пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм-тӑвансем ҫамрӑк христианкӑсене лайӑх канашсем пама пултараҫҫӗ. Ҫав аслӑрах христианкӑсен, тен, ҫамрӑк-тӑвансем тӗл пулакан лару-тӑрусенче пулма тивнӗ. Вӗсем ҫынна ӑнланса хӗрхенме пӗлни тата вӗсен лайӑх енӗсем питӗ усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. (Тит 2:3—5 вуласа пар.) Паллах ӗнтӗ, старейшинӑсем те, ыттисем те «хуйха ӳкнисене» лӑплантарма пултараҫҫӗ, вӗсен ҫавна тумалла та (1 Фес. 5:14, 15). «Тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл [Турӑ] пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та» лӑплантарнине асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (2 Кор. 1:4).

12. Мӗншӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пулни питӗ кирлӗ?

12 Хамӑра лӑплантарас тесен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени те питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен унта Библире мӗн каланине сӳтсе явни пире хавхалантарать. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекере Иудӑпа Сила «ӗненекен тӑвансене тата нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ» тенине вулатпӑр (Ап. ӗҫ. 15:32, ҪХ). Тӗлпулусем умӗн тата хыҫҫӑн пухӑва ҫӳрекенсем пӗр-пӗрне хавхалантаракан шухӑшсем каласа параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хуйха ӳксен те е пӗр-пӗр йывӑр лару-тӑру пирки хурлансан та, пирӗн ыттисенчен ютшӑнмалла мар, мӗншӗн тесен ҫавӑ пире ҫӑмӑллӑх памӗ (Ытар. 18:1). Ун вырӑнне, Павел апостол каланӑ сӑмахсене тытса тӑрар: «Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар. Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер» (Евр. 10:24, 25, ҪХ).

Библи пирӗн чуна лӑплантарать

13, 14. Турӑ Сӑмахӗ пире мӗнле лӑплантарма пултарнине ӑнлантарса парӑр.

13 Эпир шыва кӗнӗ христиансем-и е нумаях пулмасть кӑна Турӑ ҫинчен тата вӑл мӗн тума шут тытни ҫинчен пӗлме пуҫланӑ, Библири сӑмахсенче эпир пысӑк лӑплану тупма пултаратпӑр. Павел ҫырнӑ: «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4). Сӑваплӑ Ҫыру пире лӑплантарма тата «ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе» ҫитмешкӗн пулӑшма пултарать (2 Тим. 3:16, 17). Туррӑн тӗллевӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх тата пуласлӑхри чӑн-чӑн шанчӑк пире лӑплантармаллипех лӑплантарӗ. Ҫавӑнпа та пире лӑплантарма, тӗрлӗ енчен усӑ пама пултаракан Турӑ Сӑмахӗпе тата Библие ӑнлантарса паракан публикацисемпе туллин усӑ курар.

14 Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса ыттисене вӗрентес тата лӑплантарас енчен Иисус питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Пӗррехинче, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн икӗ вӗренекенне курӑннӑ чухне, вӑл вӗсене «Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ». Иисусӑн сӑмахӗсем вӗсен чӗрисене хускатмаллипех хускатнӑ (Лука 24:32). Павел апостол Иисус пек пулма тӑрӑшнӑ та ҫынсене «Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта ӑнлантарнӑ». Верияра ӑна итлекенсем «Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ» (Ап. ӗҫ. 17:2, 3, 10, 11). Кашни кун Библие, ҫавӑн пекех ҫак пӑлханса тӑракан вӑхӑтра пире лӑплантарма тата шанчӑк кӳме панӑ христиансен публикацийӗсене вуласа вӗсенчен усӑ илсе тӑни питӗ кирлӗ!

Ыттисене лӑплантармалли урӑх майсем

15, 16. Пӗрле ӗненекенсене мӗнле пулӑшма тата лӑплантарма пулать?

15 Пухури тӑвансене эпир нумай япала тунипе пулӑшма тата лӑплантарма пултаратпӑр. Сӑмахран, пухури ватӑ тата чирлӗ тӑвансем валли лавккана мӗн те пулин кайса илме пултаратпӑр. Теприсене килти хӑш-пӗр ӗҫсене тумашкӑн пулӑшма пулать, ҫапла вара эпир вӗсемпе интересленнине кӑтартӑпӑр (Флп. 2:4). Унсӑр пуҫне, пӗрле ӗненекенсене лайӑх енсем, сӑмахран, юрату, тавҫӑрулӑх, хӑюлӑх тата ӗненӳ кӑтартнӑшӑн мухтаса илме юрать.

16 Ваттисен чунне лӑплантарма тӑрӑшас тесе эпир вӗсем патне кӗрсе тухма, вӗсем хӑйсемпе унччен мӗн пулса иртнине тата Иеговӑшӑн ӗҫлени хӑйсене мӗнле пиллӗхсем парса тӑни ҫинчен каласа панине тимлӗ итлесе ларма пултаратпӑр. Ҫавӑ пире те чӑннипех хавхалантарма тата лӑплантарма пултарать! Кам патне кӗрсе тухатпӑр, вӗсемпе пӗрле эпир Библи е ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене вулама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех «Хурал башни» журналти ҫав эрнере пӑхса тухмалли статьяна е пухура Библи вӗренмелли тӗлпулура сӳтсе явмалли материала пӑхса тухма пулать. Вӗсемпе пӗрле Библи темипе ҫыхӑннӑ фильмсенчен пӗрне пӑхма пулать. Пирӗн публикацисенче хавхалантаракан ӗҫсем ҫинчен ҫырса панисене вулама е каласа пама пулать.

17, 18. Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансене пулӑшасса тата лӑплантарасса эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр?

17 Пухури тӑвана лӑплантарма кирлине асӑрхарӑмӑр пулсан, ун ҫинчен хамӑр кӗлӗсенче калама пултаратпӑр (Рим 15:30; Кол. 4:12). Хамӑр йывӑрлӑхсене ҫӗнтерес, ҫавӑн пекех ыттисене лӑплантарас тесе вӑй хунӑ май эпир Давид пекех ӗненме пултаратпӑр. Вӑл юрланӑ: «Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ. Вӑл нихӑҫан та таса ҫынна такӑнма памӗ» (Пс. 54:23). Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансене лӑплантарма та, пулӑшма та яланах хатӗр.

18 Турӑ хӑйне ӗлӗк кам пуҫҫапнӑ, ҫавсене каланӑ: «Эпӗ, Эпӗ Хам — сире Лӑплантараканӗ» (Ис. 51:12, 13). Иегова пире те лӑплантарӗ, ҫавӑн пекех кулянакан ҫынсене лӑплантарас тесе каланӑ ырӑ сӑмахсемшӗн тата тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн вӑл пире пиллӗ. Пирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, пӗлӗтре пурӑнмалли-и е ҫӗр ҫинче, пире пурсӑмӑра та Павелӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене каланӑ сӑмахӗсем лӑплантарма пултараҫҫӗ: «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑй те тата пире савакан, Хӑйӗн тивлечӗпе пире ӗмӗрлӗх лӑпланӑҫпа шанчӑк панӑ Атте Туррӑмӑр сирӗн чӗрӗре лӑплантарччӑр, мӗн вӗрентнине пурне те ҫирӗп тытса тӑма паччӑр, ырӑ ӗҫ туса пурӑнмалла туччӑр» (2 Фес. 2:16, 17).

Астӑватӑр-и эсир?

• Кулянакансене лӑплантаракан ырӑ хыпара сарас ӗҫ мӗн тери анлӑ сарӑлнӑ?

• Ыттисене мӗнле лӑплантарма пулать?

• Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене лӑплантарнине Библи мӗнле кӑтартса парать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]