Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Санӑн кану пирки усӑллӑ теме пулать-и?

Санӑн кану пирки усӑллӑ теме пулать-и?

Санӑн кану пирки усӑллӑ теме пулать-и?

«Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшӑр» (ЭФ. 5:10).

1, 2. а) Иегова пире савӑнӑҫлӑ пурӑнтарасшӑн пулнине Турӑ Сӑмахӗ мӗнле кӑтартса парать? ӑ) Мӗншӗн кану вӑхӑтне «Турӑ панӑ парне» тесе шутламалла?

 ИЕГОВА пире пурӑнтарасшӑн кӑна мар, савӑнӑҫлӑ пурӑнтарасшӑн. Ҫавна Библин тӗрлӗ кӗнекинче палӑртнӑ. Сӑмахран, Псалом 103:14, 15-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Иегова «ҫӗртен ҫимӗҫ кӑлармашкӑн... этем чунне савӑнтаракан эрех, унӑн сӑнне ҫутатакан йывӑҫ ҫӑвӗ, этем чӗрине вӑй кӗртекен ҫӑкӑр пултарать» тенӗ. Чӑнах та, Иеговӑна пула ҫӗр пире тӑранмалӑх ҫиме пурне те туса кӑларать: тырӑ, ҫу тата эрех. Анчах эрех «этем чунне» те савӑнтарать. Тӗрӗссипе каласан, эпир эрехсӗр те пурӑнма пултаратпӑр, анчах та вӑл пирӗн пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тӑвать (Еккл. 9:7; 10:19). Эппин, Иегова пире хаваслӑ пурӑнтарасшӑн тата пирӗн чӗресене савӑнтарасшӑн (Ап. ӗҫ. 14:16, 17).

2 Ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне кӑмӑла ҫӗклекен тата пирӗн пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тӑвакан ӗҫсем валли, калӑпӑр, «вӗҫен кайӑксене» тата «хирти чечексене» сӑнама, вӑхӑт уйӑрни тӗрӗс мар тесе шутлама кирлӗ мар (Матф. 6:26, 28; Пс. 8:4, 5). Телейлӗ те тулли пурнӑҫ вӑл — «Турӑ панӑ телей [«парне», ҪТ]» (Еккл. 3:12, 13). Кану вӑхӑтне ҫав парнен пайӗ тетпӗр пулсан, эпир вара ҫав вӑхӑтпа усӑ курасса та Турра савӑнтарас тесе усӑ курӑпӑр *.

Ирӗклӗх тата виҫелӗх

3. Мӗншӗн тӗрлӗрен канма пулать тени тӗрӗс?

3 Кам виҫине пӗлсе канать, ҫавсем тӗрлӗрен канма пулать теҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах канӑва тӗрӗс суйласа илмеллине те вӗсем ӑнланаҫҫӗ. Мӗншӗн? Ҫавна лайӑх ӑнланмашкӑн канӑва апатпа танлаштарса пӑхар. Пӗр ҫӗрте пӗр апата ҫиме юратаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте — теприне. Пӗр апатах пӗр вырӑнта тутлӑ теме, тепӗр вырӑнта ҫиме юрӑхсӑр теме пултараҫҫӗ. Вӑйӑ-кулла та пӗр ҫӗрте пурӑнакан христиансем вырӑнлӑ тесе шутлаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте ӑна кӑмӑлласах каймаҫҫӗ. Пӗр вырӑнта пурӑнакан христиансем хушшинче те пӗри, калӑпӑр, диван ҫинче кӗнеке вуласа ларнине кану теме пултарать, тепри вара — кичемлӗ ӗҫ; пӗрне, сӑмахран, велосипедпа ярӑнса ҫӳрени вӑй парать, теприне халран яракан ӗҫ пек туйӑнма пултарать. Ҫынсем тӗрлӗ йышши апат-ҫимӗҫ суйласа илме пултарнӑ пекех, вӗсем хӑйсене килӗшекен тӗрлӗрен вӑйӑ-кулӑ та суйласа илме пултарнине эпир ӑнланатпӑр (Рим 14:2—4).

4. Вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне мӗншӗн картран тухмалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Анчах та тӗрлӗрен канма пулать тени вӑл пирӗн ним шухӑшламасӑрах пурне те тутанса пӑхмалла тенине пӗлтермест. Каллех ҫакна апатпа танлаштарса пӑхар. Пире тӗрлӗ йышши апат-ҫимӗҫ килӗшет, анчах та эпир пӗлсе тӑрсах пӑсӑлнӑ апата ҫимӗпӗр. Ҫавна тунипе эпир ӑссӑр хӑтланнӑ тата сывлӑха сиен кӳнӗ пулӑттӑмӑр. Ҫавӑн пекех эпир, тен, усӑ паракан тӗрлӗ йышши вӑйӑ-кулла хутшӑнма хирӗҫ мар, анчах та пурнӑҫшӑн хӑрушӑ, хаяр та нравственность тӗлӗшӗнчен ирсӗр ӗҫсене тумӑпӑр. Ҫав ӗҫсене хутшӑнни Библи принципӗсене хирӗҫ пулнӑ пулӗччӗ, Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха пӑснӑ тата сывлӑха сиен кӳнӗ пулӗччӗ. Картран тухса каяс мар тесен, хамӑра килӗшекен пӗр-пӗр кану усӑллипе усӑллӑ маррине малтанах тӗрӗслесе хуни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Эф. 5:10). Ҫавна мӗнле тумалла?

5. Пирӗн вӑйӑ-кулӑ Туррӑн нормисемпе килӗшӳллӗ пулнипе пулманнине мӗнле пӗлме пулать?

5 Канупа вӑйӑ-кулӑ пире усӑ патӑр тата Иеговӑна юрӑхлӑ пултӑр тесен, вӗсен Турӑ Сӑмахӗнчи нормӑсемпе килӗшӳллӗ пулмалла (Пс. 85:11). Хӑвна килӗшекен пӗр-пӗр кану вырӑнлӑ пулнипе пулманнине тӗрӗсленӗ май санӑн хӑвна виҫӗ ыйту памалла. Ҫав ыйтусене ҫак сӑмахсемпе пӗтӗмлетме пулать: мӗн, мӗн чухлӗ тата кам. Айтӑр вӗсене йӗркипе пӑхса тухар.

Кану шутне мӗн кӗрет?

6. Мӗнле вӑйӑ-кулла пирӗн сирсе ямалла тата мӗншӗн?

6 Мӗнле канас-ши тесе шутласа хуриччен хӑвна памалли пӗрремӗш ыйту вӑл — «мӗн?», урӑхла каласан, «пушӑ вӑхӑта мӗнле ӗҫсем туса ирттерме килӗшет мана?» Ҫак ыйту ҫине хуравланӑ чухне ҫакна асра тытмалла: тӗрӗссипе те икӗ йышши вӑйӑ-кулӑ кӑна пур. Пӗрремӗшӗсене эпир нихӑҫан та тумӑпӑр, иккӗмӗшӗсене, тен, тӑвӑпӑр та. Пӗрремӗш йышӗ шутне мӗнлисем кӗреҫҫӗ? Ҫак йӗркесӗр тӗнчери вӑйӑ-кулӑра Туррӑн принципӗсене е саккунӗсене тӳррӗнех пӑсакан ӗҫсем нумай (1 Иоанн 5:19). Чӑн христиансем ҫавнашкал пур вӑйӑ-кулла та сирсе яраҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӑйӑ-кулӑра ҫынна асаплантарасси, усал сывлӑшсемпе явӑҫасси, гомосексуализм, порнографи тата пусмӑрласси, ҫавӑн пекех путсӗр те намӑссӑр ӗҫсене лайӑх ӗҫ пек кӑтартасси пур (1 Кор. 6:9, 10; Ӳлӗмхине 21:8 вуласа пар). Пӗччен чухне-и е ҫынсемпе пӗрле чухне, ҫавӑн пек вӑйӑ-кулла сирсе янипе эпир Иеговӑна «усалтан пӑрӑннине [«йӗрӗннине», ҪТ]» кӑтартатпӑр (Рим 12:9; 1 Иоанн 1:5, 6).

7, 8. Пӗр-пӗр вӑйӑ-кулӑ усӑллӑ пулнипе пулманнине мӗнле пӗлме пулать? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Вӑйӑ-кулӑн иккӗмӗш йышӗ шутне Турӑ Сӑмахӗнче тӳррӗн сивлесе каламан ӗҫсенчен тӑракан кану кӗрет. Анчах та Библи принципӗсем пире Иегова мӗне ырӑ, мӗне тӗрӗс тесе шутланине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр вӑйӑ-кулӑ суйласа илес умӗн, вӑл Библи принципӗсене хирӗҫ пыманнине пирӗн пӗлмелле (Ытар. 4:10, 11). Унтан совеҫе таса упраса хӑварма пулӑшакан йышӑну тумалла (Гал. 6:5; 1 Тим. 1:19). Ҫавна мӗнле тума пулать-ши? Пуринчен малтан ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха: нихӑҫан ҫимен апата тутанса пӑхас умӗн, эпир ӑна мӗнле ингредиентсенчен, урӑхла каласан, мӗнрен хатӗрленине пӗлесшӗн пулӑпӑр. Ҫавӑн пекех мӗнле те пулин вӑйӑ-кулла «тутанса» пӑхас умӗн, пирӗн ун ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшмалла (Эф. 5:17).

8 Калӑпӑр, сана спорт килӗшет — нумайӑшне вӑл килӗшет. Спорта хутшӑнни вӑй-хал кӗртме, кӑмӑла ҫӗклеме пултарать. Анчах сана хӑш-пӗр спорт вӑййисем — вӗсенче хаяррӑн тупӑшнӑран, вилӗмпе вылянӑран, суранланма пултарнӑран, ҫӗнтерӗве шавлӑ уявланӑран, пӗр халӑха тепринчен мала хунӑран тата ҫавнашкал «ингредиентсем» пулнӑран — килӗшеҫҫӗ пулсан, вара мӗн тумалла? Спорт вӑййисенче мӗнле ӗҫсем пулни ҫинчен нумайрах пӗлсе пынӑҫемӗн эсӗ, тен, ҫав ӗҫсене тунипе санӑн шухӑшусем Туррӑн шухӑшӗсемпе, ҫавӑн пекех эпир ыттисене каласа паракан мир тата юрату хыпарӗпе килӗшӳллӗ пулмӗҫ тесе шутласа хурӑн (Ис. 61:1; Гал. 5:19—21). Анчах та пӗр-пӗр вӑйӑ-кулӑ Иегова усӑллӑ теекен «ингредиентсенчен» тӑрать пулсан, вӑл сана усӑ парӗ, кӑмӑлна ҫӗклӗ (Гал. 5:22, 23; Филиппӑ 4:8 вуласа пар).

Мӗн чухлӗ канмалла?

9. «Кану валли эпӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрӑп-ши?» текен ыйту ҫине хуравлани мӗн кӑтартса парать?

9 Хӑвна памалли иккӗмӗш ыйту вӑл — «мӗн чухлӗ?», урӑхла каласан, «кану валли эпӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрӑп-ши?» Мӗн? тени ҫине хуравлани пирӗн кӑмӑл ӑҫталла туртнине — пире мӗн килӗшнине, эпир мӗне вырӑнлӑ, мӗне вырӑнсӑр тесе шутланине — кӑтартса парать. Анчах та мӗн чухлӗ? тени ҫине хуравлани мӗне эпир мала хунине — мӗне эпир питӗ кирлӗ, мӗне кирлӗ мар тесе шутланине — кӑтартса парать. Эппин, пурнӑҫра эпӗ вӑйӑ-кулла тӗрӗс вырӑн йышӑнма панипе паманнине мӗнле пӗлме пулать?

10, 11. Иисусӑн сӑмахӗсем, Матфей 6:33 ҫырса хунисем, кану валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма кирлине пӗлме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

10 Иисус Христос каланӑ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Марк 12:30). Апла пулсан, пирӗн пурнӑҫра чи кирли вӑл — Иеговӑна юратасси. Ҫав юратӑва эпир Иисус «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ» тесе каланине итленипе кӑтартатпӑр (Матф. 6:33, ҪХ). Ҫак сӑмахсем кану валли пирӗн мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма кирлине тата кану пирӗншӗн мӗн таран кирлӗ пулнине пӗлме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

11 Ҫакна асӑрхӑр-ха: «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне... ӑнтӑлса шырӑр»,— тенӗ Иисус. «Турӑ Патшалӑхне кӑна шырӑр»,— темен вӑл. Паллах ӗнтӗ, Иисус Патшалӑхсӑр пуҫне пурнӑҫра пирӗн чылай япала шырама кирлине пӗлнӗ. Пире пурӑнмалли вырӑн, апат-ҫимӗҫ, тумтир, тӗп пӗлӳ илни, ӗҫ, кану тата ытти те кирлӗ. Анчах эпир мӗн шыратпӑр, ҫавсенчен Турӑ Патшалӑхне кӑна мала хумалла (1 Кор. 7:29—31). Пурнӑҫра мӗне мала хумаллине ӑнланатпӑр пулсан, эпир ытти ӗҫсем, ҫав шутрах кану та, пире хамӑрӑн чи кирлӗ ӗҫе тума — пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырама — пулӑшччӑр тесе тӑрӑшӑпӑр. Ҫавӑн чухне виҫине пӗлсе канни пире усӑ парӗ.

12. Лука 14:28-мӗш сӑвӑ йӗркинчи принциппа кану тӗлӗшӗнчен мӗнле усӑ курма пулать?

12 Ҫавӑнпа та, кану валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма кирлӗ-ши тесе шутланӑ чухне, пирӗн пурте «мӗн хака» ларма пултарнине малтанах шутласа хумалла (Лука 14:28). Кун пек е ун пек канма мӗн чухлӗ вӑхӑт кайма пултарнине пӗлмелле. Унтан ун валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма кирлине шутласа хумалла. Енчен те пӗр-пӗр кану пире кирлӗрех ӗҫсене тума, калӑпӑр, хамӑр тӗллӗн Библи вӗренме тата ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме е Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар калама, чӑрмантарать пулсан, ку вара питӗ хакла ларать (Марк 8:36). Анчах та пӗр-пӗр ӗҫ пире малалла та Турӑшӑн ӗҫлеме вӑй парса тӑрать пулсан, эпир вара, тен, ҫав ӗҫ валли вӑхӑт уйӑрни пирӗншӗн усӑллӑ пулӗ тесе шутлӑпӑр.

Манӑн туссем камсем?

13. Пушӑ вӑхӑта кампа ирттерес тӗлӗшрен мӗншӗн тӗплӗ шухӑшламалла?

13 Хӑвна памалли виҫҫӗмӗш ыйту вӑл — «кам?», урӑхла каласан, «пушӑ вӑхӑта манӑн кампа ирттерес килет?» Канӑвӑн ҫак енне пӑхса тухни уйрӑмах кирлӗ, мӗншӗн тесен кану пахалӑхӗ, чылай чухне, эпир кампа каннинчен килет. Лайӑх туссемпе ҫинӗ чухне апат ытларах килентернӗ пекех, пирӗн ҫумра лайӑх ҫынсем чухне вӑйӑ-кулӑ та ытларах савӑнтарать. Акӑ мӗншӗн пирӗнтен нумайӑшне, уйрӑмах ҫамрӑксене, пушӑ вӑхӑта ыттисемпе ирттерме килӗшет. Анчах та, пӗр-пӗр ӗҫ пире усӑ парса тӑтӑр тесен, хӑш ҫынсемпе хутшӑнма кирлипе кирлӗ маррине малтанах палӑртса хуни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (2 Ҫулс. 19:2; Ытарӑшсем 13:21 вуласа пар; Иак. 4:4).

14, 15. а) Туссене суйлас тӗлӗшрен Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? ӑ) Туссене суйланӑ чухне хӑвна мӗнле ыйтусем памалла?

14 Иисус кӑтартнӑ тӗслӗх пире лайӑх туссем суйласа илме пулӑшать. Иисус ҫынсене, вӗсене пултарнӑранпах, юратнӑ (Ытар. 8:31). Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл тӗрлӗ ҫынпа тимлӗ пулнӑ (Матф. 15:29—37). Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ пулассипе ҫывӑх тус пуласси хушшинчи уйрӑмлӑха Иисус ӑнланнӑ. Вӑл пур ҫынпа та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, анчах пуринпе те ҫывӑх тус пулман. Хӑйӗн 11 шанчӑклӑ апостолне каланӑ сӑмахсем вӑл мӗнле майпа хӑй валли ҫывӑх туссене суйласа илнине кӑтартса параҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр» (Иоанн 15:14; ҫавӑн пекех Иоанн 13:27, 30 пӑхӑр). Хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене тата Иеговӑшӑн ӗҫлекенсене кӑна Иисус хӑйӗн тусӗсем тесе шутланӑ.

15 Ҫавӑнпа та кам та пулин маншӑн ҫывӑх тус пулма пултарать-и, пултараймасть-и тесе шутланӑ чухне Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар: «Ҫав ҫыннӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем вӑл Иеговӑн тата Иисусӑн заповечӗсене тытса тӑнине кӑтартаҫҫӗ-и? Вӑл эпӗ тытса тӑракан Библи принципӗсене тата нравственность нормисене тытса тӑрать-и? Унпа хутшӑнни мана Турӑ Патшалӑхне хамӑн пурнӑҫра мала хума тата Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма хавхалантарса тӑрӗ-ши?» Ҫав ыйтусем ҫине пӗр иккӗленмесӗр «ҫапла» тесе хуравлама пултаратӑн пулсан, эппин, эсӗ лайӑх тус тупнӑ, унпа пушӑ вӑхӑта та ирттерме юрать. (Псалом 118:63 вуласа пар; 2 Кор. 6:14; 2 Тим. 2:22.)

Хӑвна тӗрӗслесе пӑх

16. Кану тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗн-мӗн пӗлмелле?

16 Эпир канӑвӑн виҫӗ енне — пахалӑхне, шутне тата кампа хутшӑннине — кӗскен пӑхса тухрӑмӑр. Кану пире усӑ парса тӑтӑр тесен, унӑн Библи нормисемпе килӗшӳллӗ пулмалла. Ҫавӑнпа мӗнле те пулин канма шут тытас умӗн пирӗн пурне те тӗплӗн тӗпчемелле. Канӑвӑн пахалӑхӗ тӗлӗшӗнчен эпир ҫакна пӗлесшӗн: ҫавӑнта мӗн-мӗн кӗрет? Вӑл усӑ парать-и е ирсӗрлетет? (Ытар. 4:20—27.) Шучӗ пирки эпир ҫакна ӑнланасшӑн: мӗн чухлӗ вӑхӑта вӑл пырӗ-ши? Ун чухлӗ вӑхӑт уйӑрма кирлех-ши? (1 Тим. 4:8.) Кампа хутшӑнни ҫинчен калас пулсан, ҫакна палӑртса хумалла: пушӑ вӑхӑта эпӗ кампа ирттерӗп? Унпа хутшӑнни усӑллӑ пулӗ-ши е ҫук? (Еккл. 9:18; 1 Кор. 15:33.)

17, 18. а) Пирӗн вӑйӑ-кулӑ Библи нормисемпе килӗшӳллӗ пулнипе пулманнине пӗлес тесе хамӑра мӗнле тӗрӗслеме пулать? ӑ) Вӑйӑ-кулӑ суйлас тӗлӗшрен эсӗ мӗн тума шут тытнӑ?

17 Пӗр-пӗр канура, вӑйӑ-кулӑра ҫав виҫӗ енрен пӗри Библи нормисемпе килӗшсе тӑмасть пулсан, ҫав кану вара пире валли мар. Тепӗр енчен илес пулсан, пирӗн вӑйӑ-кулӑ Библи нормисемпе ҫав виҫӗ енӗпе те килӗшӳллӗ пулсан, вӗсем Иеговӑна мухтав кӳрӗҫ, пире те усӑ парӗҫ (Пс. 118:33—35).

18 Ҫавӑнпа та пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттерес тӗлӗшрен ӗҫсене, вӑхӑта тата туссене тӗрӗс суйласа илме тӑрӑшар. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та Библири ҫак канаша пӗтӗм чӗререн тытса тӑрас кӑмӑл пултӑр: «Ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е тата мӗн те пулин тӑватӑр-и — пӗтӗмпех Турра мухтаса тӑвӑр» (1 Кор. 10:31).

[Сноска]

^ 2 абз. Ҫак статьяра «кану» тата «вӑйӑ-кулӑ» текен сӑмахсемпе синонимсем пек усӑ курнӑ, вӗсем эпир кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫсем валли уйӑрнӑ вӑхӑта пӗлтереҫҫӗ.

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

Кану ҫинчен калас пулсан, мӗнле майпа...

Филиппӑ 4:8-мӗшӗнчи принциппа усӑ курма пулать?

Матфей 6:33-мӗшӗнчи принциппа усӑ курма пулать?

Ытарӑшсем 13:21-мӗшӗнчи принциппа усӑ курма пулать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]