Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Арҫынсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшӑр

Арҫынсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшӑр

Арҫынсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшӑр

«Паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн» (ЛУКА 5:10).

1, 2. а) Иисус вӗрентнине илтсен арҫынсем нумайӑшӗ мӗн тунӑ? ӑ) Ҫак статьяра мӗн ҫинчен сӑмах пырӗ?

 ИИСУСПА унӑн вӗренекенӗсем Галилейӑра ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне кимӗ ҫине лараҫҫӗ те ҫын ҫук ҫӗре ишсе каяҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх ҫуран утать. Ҫав кун Иисус патне «хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, пилӗк пин ҫынна яхӑн» пынӑ (Матф. 14:21). Тепрехинче сывалас тата Иисуса итлес текен нумай ҫын пухӑннӑ. Вӗсен шучӗ «хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, тӑватӑ пин ҫын» пулнӑ (Матф. 15:38). Чӑнах та, Иисус патне пынӑ тата вӑл мӗне вӗрентнине нумайрах пӗлес текен ҫынсем хушшинче нумай арҫын пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, чӑнлӑха нумайӑшӗ йышӑнасса Иисус пӗлнӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӗлӗнмелле майпа нумай пулӑ тытма пулӑшнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн вӗренекенне Симона «ҫын тытакан пулӑн» тенӗ (Лука 5:10). Унӑн вӗренекенӗсен этемлӗх тинӗсне хӑйсен тетелӗсене пӑрахмалла та «тытакан» ҫынсем хушшинче арҫынсем те пуласса шанмалла пулнӑ.

2 Паянхи кун та арҫынсем эпир калакан Библири хыпарпа интересленеҫҫӗ те хаваспах пирӗнпе Библи вӗренме пуҫлаҫҫӗ (Матф. 5:3). Анчах та вӗсене нумайӑшне Иисусӑн вӗренекенӗсем пулма темскер чӑрмантарать. Вӗсене мӗнле пулӑшма пулать-ши? Иисус арҫынсене тупас тесе ятарлӑ майпа усӑ курман пулин те, вӑл хӑй вӑхӑтӗнчи арҫынсене хумхантаракан ыйтусем ҫинчен калаҫнӑ. Иисусран тӗслӗх илсе эпир арҫынсене хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ виҫӗ пӑшӑрханӑва ҫӗнтермешкӗн мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлер: 1) пурӑнмалӑх укҫа мӗнле ӗҫлесе илесси, 2) ҫынсем мӗн калӗҫ тесе хӑрани тата 3) манран пулмасть тесе шутлани.

Пурӑнмалӑх укҫа мӗнле ӗҫлесе илесси

3, 4. а) Арҫынсем пуринчен ытла мӗне чи кирли тесе шутлаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗр арҫынсем укҫа-тенкӗпе ӗҫ чӑнлӑха йышӑнассинчен кирлӗрех тесе шутлаҫҫӗ?

3 «Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп»,— тенӗ Иисуса пӗр кӗнекеҫӗ. Анчах та Иисус ӑна «Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук» тесе каласан вӑл иккӗленме пуҫланӑ. Ҫимелли е пурӑнмалли вырӑн пулать-и, пулмасть-и тесе пӑшӑрханса пурӑнни маншӑн мар тенӗ пулас вӑл, мӗншӗн тесен Библире ниҫта та вӑл Христос хыҫҫӑн пыракан пулса тӑнӑ темен (Матф. 8:19, 20).

4 Арҫынсемшӗн, ытларах чухне, укҫа-тенкӗпе ӗҫ Библи вӗренсе унӑн вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнассинчен кирлӗрех. Вӗсем нумайӑшӗ аслӑ пӗлӳ илессине тата укҫаллӑ вырӑнта ӗҫлессине мала хураҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, укҫа ӗҫлесе илесси Библи вӗренессипе Турӑпа туслӑ пулассинчен ытларах усӑ парать. Вӗсене, тен, Библи мӗне вӗрентни килӗшет, анчах та «ку тӗнчери пурӑнӑҫ шухӑшӗ, пуянлӑх илӗртни» вӗсен интересне путлантарса лартать (Марк 4:18, 19). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пурнӑҫра мӗне мала хумаллине пӗлме мӗнле пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар.

5, 6. Андрея, Петра, Иакова тата Иоана ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнасси тата укҫа ӗҫлесе илесси ҫине урӑхла пӑхма мӗн пулӑшнӑ?

5 Андрейпа унӑн пӗртӑванӗ Симон Петр пулӑҫсем пулнӑ. Иоанӑн, унӑн пӗртӑванӗн Иаковӑн тата вӗсен ашшӗн те ҫав ӗҫех пулнӑ. Вӗсен ӗҫӗ ҫителӗклӗ тупӑш парса тӑнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсене тара тытнӑ ҫынсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ (Марк 1:16—20). Андрейпе Иоанн Шыва кӗртекен Иоанран Иисус ҫинчен пӗлсен, вӗсем Мессийӑна тупрӑмӑр тесе ӗненнӗ. Андрей хӑйӗн пӗртӑванне Симона Иисус ҫинчен каласа панӑ, Иоанн — хӑйӗн пӗртӑванне Иакова пулас (Иоанн 1:29, 35—41). Ҫавӑн хыҫҫӑнхи тӑватӑ уйӑх хушшинче Иисус Галилейӑра, Иудейӑра тата Самарире ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне вӗсем тӑваттӑшӗ те унпа пӗрле пулнӑ. Кайран ҫав тӑватӑ вӗренекенӗ унчченхи ӗҫне тума — пулӑ тытма — таврӑннӑ. Иисус мӗне вӗрентни вӗсене килӗшнӗ пулин те, сӑваплӑ ӗҫе вӗсем чи кирлӗ ӗҫ тесе шутламан.

6 Тепӗртакран Иисус Петрпа Андрее хӑйӗн хыҫҫӑн пыма тата «ҫынсене тытакансем» пулма чӗннӗ. Вӗсем мӗн тунӑ? «Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ». Иаковпа Иоанн та ҫавнах тунӑ. «Вӗсем вара, ҫав самантрах ашшӗпе киммине пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ» (Матф. 4:18—22). Ҫав арҫынсене сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвас тесе шут тытма мӗн пулӑшнӑ? Ним шухӑшламасӑрах ҫавӑн пек йышӑну тунӑ-ши вӗсем? Ҫук паллах! Темиҫе уйӑх хушши вӗсем Иисуса итленӗ, вӑл тунӑ тӗлӗнмелле хӑватсене, тӳрӗлӗхшӗн ҫуннине тата унӑн вӗрентӗвӗсем ҫынсене чӑннипех килӗшнине курнӑ. Ҫавна пула вӗсем Иеговӑна хытӑрах ӗненме, шанма пуҫланӑ.

7. Библи вӗренекене, вӑл Иеговӑна шанма вӗрентӗр тесе, эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

7 Иисусран тӗслӗх илсе эпир Библи вӗренекенсене Иеговӑна шанма вӗренме мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (Ытар. 3:5, 6.) Эпир мӗнле вӗрентни ҫакӑнта пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ыттисене вӗрентнӗ чухне Патшалӑха пурнӑҫра мала хурсан, Турӑ пире туллин пиллеме сӑмах парать тесе палӑртма пултаратпӑр. (Малахия 3:10; Матфей 6:33 вуласа пар.) Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшнине кӑтартас тесе Библири тӗрлӗ сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курма пултаратпӑр пулин те, эпир хамӑр тӗслӗхпе те вӗрентме пултарнине манса каяр мар. Библи вӗренекене эпир хамӑра Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, ҫакӑ ӑна Турра шанма вӗренме пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех хамӑр публикацисенчи хавхалантаракан тӗслӗхсене каласа пама пулать a.

8. а) Библи вӗренекене Иегова ырӑ пулнине тутанса пӑхни тата курни мӗншӗн питӗ кирлӗ? ӑ) Библи вӗренекене Иегова ырӑ пулнине курма мӗнле пулӑшма пулать?

8 Библи вӗренекенӗн хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗп тӑвас тесессӗн, ӑна ыттисем Иеговӑран мӗнле пиллӗхсем илни ҫинчен вулани-итлени кӑна ҫителӗклӗ мар. Иегова ырӑ пулнине унӑн хӑйӗн курмалла. Псалом юрлакан юрланӑ: «Астивсе [тутанса] пӑхӑр, Ҫӳлхуҫа епле ыррине курӑр! Ӑна шанса тӑракан ҫын телейлӗ!» (Пс 33:9.) Библи вӗренекене Иегова ырӑ пулнине курма мӗнле пулӑшма пулать? Сӑмахран, Библи вӗренекен, ҫитнӗ-ҫитмен укҫапа пурӑнаканскер, япӑх йӑларан хӑтӑласшӑн, калӑпӑр, чӗлӗм туртма, азартлӑ вӑйӑ выляма е ӗҫкӗпе иртӗхме пӑрахасшӑн (Ытар. 23:20, 21; 2 Кор. 7:1; 1 Тим. 6:10). Библи вӗренекене япӑх йӑлана ҫӗнтермешкӗн Турӑран пулӑшу ыйтса кӗлӗ тума вӗрентрӗмӗр пулсан, ҫакӑ ӑна Иеговӑн ырӑлӑхне курма пулӑшмӗ-и? Эпир Библи вӗренекене Иеговӑна пуҫҫапассине мала хума пулӑшас тесе кашни эрнере Библи вӗренме, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленсе вӗсене ҫӳреме вӑхӑт уйӑрма хавхалантаратпӑр пулсан, ҫакӑ мӗн пама пултарни ҫинчен те шухӑшласа пӑх-ха. Ҫавӑн пек вӑй хунӑшӑн хӑйне Иегова мӗнле пилленине курса унӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленӗ!

Ҫынсем мӗн калӗҫ тесе хӑрани

9, 10. а) Мӗншӗн Никодим тата Аримафея ҫынни Иосиф Иисуса ӗненни ҫинчен ыттисене каламан? ӑ) Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр арҫынсем Христос хыҫҫӑн ҫӳреме хӑю ҫитереймеҫҫӗ?

9 Хӑш-пӗр арҫынсем хӑйсем ҫинчен ыттисем мӗн шутлӗҫ тесе шикленнӗрен яланах Христос хыҫҫӑн ҫӳреме хӑю ҫитереймеҫҫӗ. Никодим тата Аримафея ҫынни Иосиф хӑйсем Иисуса ӗненни ҫинчен каламан, мӗншӗн тесен ытти иудейсем ҫавна пӗлсен мӗн калама-тума пултарнинчен хӑранӑ (Иоанн 3:1, 2; 19:38). Ҫавӑн пек хӑрама вӗсен сӑлтав та пулнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса ҫав тери курайман, ҫавӑнпа та ӑна ӗненетӗп тесе калакана кирек кама та синагогӑран хӑваласа кӑларса яма пуҫланӑ (Иоанн 9:22).

10 Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр ҫӗршывсенче арҫын Турӑпа, Библипе е тӗнпе питӗ интересленет пулсан, пӗрле ӗҫлекенӗсем, тусӗсем тата тӑван-хурӑнташӗсем унран тӑрӑхласа кулма пултараҫҫӗ. Тепӗр ҫӗршывсенче урӑх тӗне тытса тӑма пуҫлани ҫинчен калаҫма та хӑрушӑ пулма пултарать. Арҫын ҫар ӗҫӗпе ӗҫлет, политикӑна е общество ӗҫне хастаррӑн хутшӑнать пулсан, ыттисем ӑна питӗ хытӑ хӗсме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Германири пӗр арҫын ҫапла каланӑ: «Эсир, Свидетельсем, Библи тӑрӑх тӗрӗс вӗрентетӗр. Анчах та эпӗ паян Свидетель пулса тӑрсан, ыран ҫавӑн ҫинчен пурте пӗлӗҫ. Ӗҫре, кӳршӗсем тата эпӗ хамӑн ҫемьепе ҫӳрекен клубри ҫынсем мӗн шутланӑ пулӗччӗҫ? Ҫакна эпӗ чӑтса ирттереймен пулӑттӑм».

11. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫынсенчен хӑрассине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ?

11 Иисусӑн апостолӗсенчен нихӑшӗ те хӑравҫӑ пулман пулин те, вӗсем пурте ҫынсенчен хӑрассипе кӗрешнӗ (Марк 14:50, 66—72). Иисус вӗсене, ҫынсем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшса тӑнӑ? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пулас хӗсӗрлеве хатӗрленме пулӑшас тесе утӑмсем тунӑ. Вӑл каланӑ: «Сире ҫынсем Этем Ывӑлӗшӗн курайми пулсассӑн, хӑвӑра хӑваласа ярсассӑн, хӑртсассӑн, сирӗн ҫинчен усал ят сарсассӑн, эсир телейлӗ пулӑр» (Лука 6:22). Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене «Этем Ывӑлӗшӗн» вӗсене хӑртӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем Турра шанса унран пулӑшупа вӑй пама ыйтаҫҫӗ пулсан, Вӑл вӗсене пулӑшӗ тесе шантарнӑ Иисус (Лука 12:4—12). Унсӑр пуҫне ҫӗннисене Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хутшӑнма, туслашма хавхалантарнӑ (Марк 10:29, 30).

12. Библи вӗренекене ҫынсенчен хӑрассине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшма пулать?

12 Пирӗн те Библи вӗренекенсене ҫынсенчен хӑрассине ҫӗнтерме пулӑшмалла. Йывӑрлӑхсем пулассине пӗлетӗн пулсан, вӗсене ҫӗнтерме ҫӑмӑлтарах (Иоанн 15:19). Сӑмахран, Библи вӗренекене пӗрле ӗҫлекенӗсем е ытти ҫынсем пама пултаракан ыйтусем, хирӗҫ каланисем ҫине Библи тӑрӑх ансат та ӑслӑ-тӑнлӑ хуравсене пама вӗрентес тесе мӗншӗн-ха пулӑшас мар? Ҫавӑн пекех хамӑр унпа туслашнисӗр пуҫне эпир ӑна пухури тӑвансемпе те паллаштарма пултаратпӑр. Тен, пухури хӑш-пӗр тӑвансем унпа, мӗнле те пулин пӗрпеклӗхсем пулнӑран, туссем пулса тӑрӗҫ. Пуринчен ытла ӑна яланах тата чӗререн кӗлӗ тума вӗрентмелле. Ҫавӑ ӑна Турӑпа ҫывӑхланма тата Иеговӑна хӑйӗн тӗреклӗ хӳтлӗхӗ тума пулӑшӗ. (Псалом 93:21—23; Иаков 4:8 вуласа пар.)

Манран пулмасть тесе шутлани

13. Мӗншӗн хӑш-пӗр арҫынсем чӑнлӑха йышӑнас мар тесе шут тытаҫҫӗ?

13 Хӑш-пӗр арҫынсем япӑх вуланӑран, хӑйсен шухӑшӗсене ӑнланмалла каласа пама пултарайманран е вӑтаннӑран пухури ӗҫсене ыттисем тунӑ пек тума пултараймастпӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Теприсем хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен ыттисене каласа пама вӑтанаҫҫӗ. Вӗренесси, христиансен пухӑвӗнче комментарисем парасси тата мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа парасси вӗсене шиклентерме пултарать. «Ҫамрӑк чухне,— каласа парать пӗр христианин,— эпӗ алӑк патне хӑвӑрт пыраттӑмччӗ те шӑнкӑравланӑ пек тӑваттӑмччӗ, унтан мана никам та курмарӗ, илтмерӗ пулӗ тесе шӑппӑн аякалла утаттӑмччӗ. ... Килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳресси ҫинчен шухӑшласанах хама япӑх туяттӑмччӗ».

14. Усал сывлӑш ярса илнӗ арҫын ачана Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗншӗн сыватма пултарайман?

14 Усал сывлӑш ярса илнӗ арҫын ачана сыватайман пирки Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑйсене мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсем, тен, Иисус пире мӗн тутарасшӑн пулнине эпир нихӑҫан та тума пултараймӑпӑр тесе шутланӑ. Арҫын ачан ашшӗ Иисус патне пынӑ та каланӑ: «Тулли уйӑх вӑхӑтӗнче вӑл [манӑн ывӑлӑм] ытла хытӑ асапланать: тӑтӑшах е вута, е шыва сикет; эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм те, вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ». Иисус усал сывлӑша хӑваласа кӑларсан арҫын ача сывалнӑ. Каярахпа Иисус патне вӗренекенӗсем пынӑ та ыйтнӑ: «Эпир мӗншӗн хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна?» Иисус хуравланӑ: «Хӑвӑр сахал ӗненнӗ пирки; чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: „кунтан ҫавӑнта куҫса лар“ тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ» (Матф. 17:14—20). Пирӗн умра ту пек тӑракан чӑрмавсене сирсе ярас тесен Иеговӑна ӗненмелле. Ҫын ҫавна манса кайса хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫине шанма пуҫласан мӗн пулса тухӗ? Унӑн ӗҫӗ ӑнмасан та пултарать, вара вӑл, тен, манран пулмасть тесе шутлама пуҫлӗ.

15, 16. Библи вӗренекене, Иеговӑшӑн ыттисем пек лайӑх ӗҫлеме пултараймастӑп тесе шутлакана, эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

15 Кам Иеговӑшӑн ыттисем пек лайӑх ӗҫлеме пултараймастӑп тесе шутлать, ҫавна пулӑшмалли чаплӑ май вӑл — ӑна хӑйӗн ҫинчен шухӑшлас вырӑнне Иегова ҫинчен шухӑшлама пулӑшасси. Петр ҫырнӑ: «Йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллинче тӑрӑр, вӑхӑчӗ ҫитсен Вӑл сире асла кӑларӗ... ҫавӑнпа та кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр» (1 Петр 5:6, 7). Ҫавна тӑвас тесе Библи вӗренекене унӑн Иеговӑна юратас тата Вӑл мӗн тума калани тӑрӑх пурӑнас кӑмӑл пултӑр тесе пулӑшмалла. Ҫакӑ Библи вӗренекен Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн вӗреннине юратнине тата хӑйӗн пурнӑҫӗнче сывлӑш ҫимӗҫне кӑтартса тӑнине пӗлтерет (Гал. 5:22, 23). Вӑл кӗлӗ тӑвассине питӗ хаклать (Флп. 4:6, 7). Унсӑр пуҫне вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑха ҫӗнтермешкӗн е хӑйне хушнӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ тумашкӑн кирлӗ таран хӑюлӑхпа вӑй илес тесе Турӑран ыйтать. (2 Тимофей 1:7, 8 вуласа пар.)

16 Хӑш-пӗр Библи вӗренекенсене лайӑх вулама, хӑйсен шухӑшӗсене уҫӑмлӑ ӑнлантарса пама тата ҫынсемпе калаҫма вӗрентес енчен пулӑшмалла. Тен, теприсем, чӑнлӑха пӗличчен тунӑ япӑх ӗҫсемшӗн, хӑйсене Турӑшӑн ӗҫлеме тивӗҫлӗ мар пек туяҫҫӗ. Кун пек чухне те, ун пек чухне те эпир Библи вӗренекене юратнине кӑтартнипе тата унпа чӑтӑмлӑ пулнипе пулӑшма пултаратпӑр. «Эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ»,— тенӗ Иисус (Матф. 9:12).

Нумайрах арҫынна Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшӑр

17, 18. а) Ырӑ хыпар сарнӑ чухне нумайрах арҫынпа калаҫас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн ҫинчен каланӑ?

17 Ҫынсене чӑннипе телейлӗ тӑвакан хыпар Библире кӑна пур, ҫавӑнпа та эпир май ҫитнӗ таран нумай арҫынна ҫав хыпара йышӑнма пулӑшасшӑн (2 Тим. 3:16, 17). Ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне нумайрах арҫына пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Каҫалапа, канмалли кунсенче кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата уяв кунӗсенче ырӑ хыпар час-часах каласа ҫӳрени лайӑх пулнӑ пулӗччӗ — ун чухне килте нумай арҫын пулма пултарать. Хӑш-пӗр чухне ҫемье пуҫӗпе калаҫма май пур-и тесе ыйтма пулать. Вырӑнлӑ чухне ӗҫри арҫынсене ырӑ хыпар калама пултаратпӑр. Пухури хӗрарӑм-тӑвансен ӗненмен упӑшкисене чӑнлӑхпа интересленме пулӑшас тесе тӑрӑшма пулать.

18 Тӗл пулакан кашни ҫынна ырӑ хыпара каланӑ май, чӑнлӑхшӑн ҫунакан ҫынсем ҫав хыпара пурпӗр итлессе шанма пултаратпӑр. Чӑнлӑха пӗлес текенсене пурне те тӳсӗмлӗ пулса пулӑшар. Анчах та пухури шыва кӗнӗ арҫынсене Туррӑн организацийӗнче тивӗҫсем илме тӑрӑшчӑр тата тӗрлӗ ӗҫсене тума юрӑхлӑ пулччӑр тесе мӗнле пулӑшма пулать? Ҫавӑн ҫинчен тепӗр статьяра каланӑ.

[Сноска]

a «Ежегодник Свидетелей Иеговы» кӗнекисене, ҫавӑн пекех брошюрӑсенчи биографисене пӑх.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Арҫынсене пурнӑҫра чи кирлине суйласа илес тӗлӗшрен мӗнле пулӑшма пулать?

• Библи вӗренекенсене, ҫынсем вӗсем ҫинчен мӗн шутланинчен хӑрама пӑрахччӑр тесе, мӗнле пулӑшма пулать?

• Кам та пулин Иеговӑшӑн ыттисем пек лайӑх ӗҫлеме пултараймастӑп тесе шутлать пулсан, ӑна мӗнле пулӑшма пулать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]