Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Хӑвӑн ӑстӑнна ан шан»

«Хӑвӑн ӑстӑнна ан шан»

«Хӑвӑн ӑстӑнна ан шан»

«Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан» (ЫТАР. 3:5).

1, 2. а) Пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ? ӑ) Йывӑр лару-тӑрура, йышӑнусем тунӑ чухне тата илӗртӳсемпе кӗрешнӗ чухне пирӗн кама шанмалла?

 СИНТИЯН a ӗҫ хуҫи хӑйӗн фирмин пӗр пайне хупса хунӑ та ӗҫлекенӗсенчен хӑш-пӗрисене ӗҫрен кӑларса янӑ. Синтия хӑйне кӗҫех ӗҫрен кӑларса ярассинчен хӑрать. Ӗҫне ҫухатсан вӑл мӗн туса пурӑнӗ-ши? Счетсене мӗнле тӳлесе тӑрӗ-ши? Памела ятлӑ христианка Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каясшӑн, анчах ҫавна тума кирли пирки иккӗленет. Сэмюэл ятлӑ ҫамрӑкӑн урӑх йышши пӑшӑрхану. Ача чухне вӑл порнографи пӑхнӑ. Халӗ вара вӑл, 20-рен иртнӗскер, ӗлӗкхи йӑла илӗртсе тӑнипе кӗрешет. Ҫав илӗртӗве парӑнас мар тесе вӑл мӗн тума пултарать?

2 Йывӑр лару-тӑрура, кирлӗ йышӑнусем тунӑ чухне е илӗртӳсемпе кӗрешнӗ чухне эсӗ кама шанса тӑратӑн? Хӑвна кӑна-и е «инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шанатӑн»? (Пс. 54:23.) Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем йӑлӑннӑ енче» (Пс. 33:16). Ҫавӑнпа та Иеговӑна чун-чӗререн шанса пурӑнни тата хамӑрӑн ӑстӑна шанманни питӗ кирлӗ! (Ытар. 3:5.)

3. а) Иеговӑна шанса тӑрасси мӗн вӑл? ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗрисен хӑйсен ӑстӑнне шанас йӑла пур?

3 Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн шанасси вӑл ӑна мӗн юрӑхлине туса, унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑнассине пӗлтерет. Ҫавна туса тӑрас тесен ӑна пӗрмай кӗлӗ тумалла тата вӑл пире мӗн тумаллине кӑтартса тӑтӑр тесе хӗрӳллӗ ыйтмалла. Анчах та нумайӑшне Иеговӑна пӗтӗмпех шанса тӑма ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, Линн ятлӑ христианка ҫапла калать: «Иеговӑна пур енчен те шанма вӗренес тесе манӑн хампа пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрешме тивет». Вӑл ҫавна ҫапла ӑнлантарса парать: «Эпӗ аттесӗр ӳснӗ, анне вара манӑн туйӑмсене шута илместчӗ, мана мӗн кирлине те парса тӑмастчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ирех хамшӑн тӑрӑшма вӗрентӗм». Ҫавна пула Линнӑна кама та пулин пӗтӗмпех шанма йывӑр пулнӑ. Хӑш-пӗрисем пултаруллӑ пулнӑран е пӗр-пӗр ҫитӗнӳсем тунӑран хӑйсене шанаҫҫӗ. Сӑмахран, хӑйӗн опычӗ ҫине шаннӑран старейшина, Турра кӗлӗ тумасӑрах, пухури пӗр-пӗр ӗҫе тытӑнма пултарать.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Иегова пирӗнтен эпир хамӑр кӗлӗсемпе килӗшӳллӗ, унӑн ирӗкӗ тӑрӑх пурӑнас тесе чӗререн тӑрӑшасса кӗтет. Апла пулсан, мӗнле майпа-ха эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине ӑна шанса пама, ҫав вӑхӑтрах пысӑк йывӑрлӑхсене татса парас тесе вӑй хума пултаратпӑр? Йышӑнусем тунӑ чухне пирӗн хӑш енчен асӑрхануллӑ пулмалла? Илӗртӳсемпе кӗрешнӗ чухне мӗншӗн кӗлӗ туни питӗ кирлӗ? Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухса эпир ҫак ыйтусем ҫине хурав парӑпӑр.

Йывӑр лару-тӑрура

5, 6. Ассири патшинчен тухакан хӑрушлӑха кура Езекия мӗн тунӑ?

5 Езекия, иудейсен патши, ҫинчен Библире каланӑ: «Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫумне ҫыпӑҫӑннӑ, Унран хӑпман, Унӑн ӳкӗчӗсене — Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗтсене — ҫирӗп тытса пурӑннӑ». Ҫапла, «Езекия Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫеҫ шаннӑ» (4 Патш. 18:5, 6). Ассири патши Сеннахирим хӑйӗн ҫыннисене, ҫав шутрах рабсака та, пысӑк ҫарпа Иерусалима ярсан, Езекия хӑйне мӗнле тытнӑ? Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Ассирийӑн хӑватлӑ ҫарӗ Иудӑри тӗреклетнӗ хуласене нумайӑшне ҫӗнсе илнӗ пулнӑ, халӗ вара Сеннахирим Иерусалим ҫине тапӑнасшӑн тӑнӑ. Езекия Турӑ ҫуртне кайнӑ та кӗлӗ тума пуҫланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ» (4 Патш. 19:14—19).

6 Езекия хӑйне хӑйӗн кӗллипе килӗшӳллӗ тытнӑ. Храма кӗлӗ тума кайичченех вӑл халӑха рабсак мӑшкӑлӗ ҫине нимӗн те чӗнме хушман. Вӑл хӑйӗн тарҫисене те Исаия пророк патне канаш ыйтма янӑ (4 Патш. 18:36; 19:1, 2). Езекия хӑй пӗлнӗ тӑрӑх, Иеговӑна мӗн юрӑхлӑ пулнӑ, ҫавна кӑна тунӑ. Ҫавӑн чухне вӑл лару-тӑрӑва Иеговӑн ирӗкне хирӗҫ пыракан майсемпе татса пама хӑтланман, ҫавӑнпа вӑл Египетран е кӳршӗ халӑхсенчен пулӑшу ыйтман. Езекия хӑйӗн ӑстӑнне мар, Иеговӑна шаннӑ. Иеговӑн ангелӗ Сеннахиримӑн 185 000 салтакне тӗп тунӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара патша «хӑй вырӑнӗнчен хускалса кайнӑ» та Ниневие таврӑннӑ (4 Патш. 19:35, 36).

7. Аннӑпа Иона кӗллисенчен эпир мӗнле йӑпату илме пултаратпӑр?

7 Анна та, Елкана левитӑн арӑмӗ, ача ҫуратма пултарайман пирки питӗ куляннӑ пулин те, Иеговӑна шанса тӑнӑ (1 Патш. 1:9—11, 18). Иона пророка, «хуйхӑ ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та, Вӑл илтрӗ мана; ҫӗр варӗнчен кӑшкӑрса чӗнтӗм те — Эсӗ ман сассӑма илтрӗн» тесе кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн, пысӑк пулӑ варӗнчен хӑтарнӑ (Иона 2:1, 3, 11). Эпир тем пек йывӑр лару-тӑрӑва лексен те, Иеговӑна ырӑлӑх кӑтартсам тесе «йӑлӑнма» пултаратпӑр. Ҫакна пӗлни калама ҫук вӑйлӑ йӑпатать! (Псалом 54:2, 17 вуласа пар.)

8, 9. Езекия, Анна тата Иона Иеговӑна кӗлӗ тунӑ чухне пуринчен ытла мӗн пирки пӑшӑрханнӑ тата ҫавӑ пире мӗне вӗрентет?

8 Езекия, Анна тата Иона тӗслӗхӗсем пире, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, Иеговӑна кӗлӗ тунӑ чухне пирӗн мӗн ҫинчен манма кирлӗ маррине те вӗрентеҫҫӗ. Туррӑн ҫав виҫӗ ӗҫлекенӗн чунне ыраттаракан япаласем сахал мар пулнӑ пулин те, вӗсен кӗллисенчен вӗсем хӑйсемшӗн тата хӑйсен йывӑрлӑхӗсене татса парас пирки кӑна шухӑшламанни курӑнать. Вӗсемшӗн Турӑ ячӗ, ӑна пуҫҫапасси тата унӑн ирӗкне пурнӑҫласси чи кирли пулнӑ. Иеговӑн ятне хурланине итлеме Езекийӑна хӗн пулнӑ. Анна хӑйӗн ывӑлне ҫав тери юратнӑ, анчах та ӑна Силомри сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлеме парӑп тесе сӑмах панӑ. Иона каланӑ: «Сӑмах панине тӑвӑп» (Иона 2:10).

9 Хӗн-хурлӑ вӑхӑтра пулӑшу ыйтса кӗлӗ тунӑ чухне, ҫавна эпир мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа тунине тӗрӗслени лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Эпир хамӑр йывӑрлӑхсене татса парасси ҫинчен кӑна шухӑшлатпӑр-и е Иеговӑна тата вӑл мӗн тума шутласа хунине асра тытатпӑр? Асапланнӑ чухне, хамӑр йывӑрлӑхсене пула ҫав тери пӑшӑрханнӑран, Иегова мӗн тума шутласа хуни тата ӑна пуҫҫапасси пирӗншӗн ытлашши кирлех мар пек пулса тӑма пултарать. Турра пулӑшу ыйтса кӗлӗ тунӑ чухне айтӑр пуринчен малтан Иегова ҫинчен, унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси ҫинчен тата унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси ҫинчен шухӑшлар. Ҫавна туни пире, йывӑрлӑхсене татса парас шанчӑк хамӑр шутланӑ пек пурнӑҫланса пымасть пулсан та, лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗ. Хӑш-пӗр чухне Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине йывӑрлӑха тӳрех сирсе янипе мар, ӑна чӑтса ирттермешкӗн пире кирлӗ чухлӗ вӑй панипе хуравлӗ. (Исаия 40:29; 12:2 вуласа пар.)

Йышӑнусем тунӑ чухне

10, 11. Иосафат пӗррехинче, мӗн тумаллине пӗлмен чухне, хӑйне мӗнле тытнӑ?

10 Эсӗ пурнӑҫра пысӑк йышӑнусем мӗнле тӑватӑн? Тен, эсӗ малтан йышӑну тӑватӑн та кайран ҫавна Иегова пиллетӗр тесе кӗлӗ тӑватӑн? Иудейсен патши Иосафат, моавсемпе аммонсен ҫарӗсем пӗрле пухӑнса хӑйне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухсан, хӑйне мӗнле тытнине пӑхса тухар. Иуда патшалӑхӗн вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма вӑй ҫителӗклӗ пулман. Ҫавӑнпа та Иосафат мӗн тума пултарнӑ?

11 «Иосафат хӑраса ӳкнӗ те мӗн тумаллине Ҫӳлхуҫаран ыйтма шутланӑ»,— тенӗ Библире. Вӑл Иудӑра пурне те типӗ тытма хушнӑ та «Ҫӳлхуҫаран пулӑшу ыйтма» халӑха пухнӑ. Унтан вӑл иудейсемпе Иерусалим ҫыннисем умне тӑнӑ та кӗлӗ тума пуҫланӑ. Вӑл Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Эй Туррӑмӑр! Сут ту вӗсене. Хамӑра тапӑннӑ ҫакӑ пысӑк йыша хирӗҫ тӑма пирӗн вӑй ҫук, ӗнтӗ мӗн тумаллине те пӗлместпӗр, ҫавӑнпа Сан енне пӑхса тархаслатпӑр!» Чӑн Турӑ Иосафатӑн кӗллине илтнӗ те халӑха тӗлӗнмелле майпа ҫӑлнӑ (2 Ҫулс. 20:3—12, 17). Йышӑнусем тунӑ чухне, уйрӑмах, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине витӗм кӳме пултаракан йышӑнусем тунӑ чухне, хамӑр ӑстӑна шаниччен Иеговӑна шанса тӑни лайӑхрах мар-и?

12, 13. Йышӑнусем тӑвас енчен Давид мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

12 Йывӑрлӑха татса пама ҫӑмӑл пек туйӑннӑ чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Тен, унччен пирӗнпе ун пекки пулнӑ та ҫавӑнпа ӑна ҫӑмӑллӑнах татса пама пулать тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумаллине ӑнланма пире Давидпа пулса иртнӗ темиҫе ӗҫ ҫинчен шухӑшлани пулӑшӗ. Амаликсем Секелаг ҫине тапӑнсан, вӗсем Давидпа унӑн ҫыннисенӗн арӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илсе кайнӑ. Давид Иеговӑран ыйтнӑ: «Йӗрлесе каймалла-и манӑн ҫак эшкере?» Иегова ҫапла хуравланӑ: «Йӗрлесе кай, ҫитетӗн те туртса илетӗн». Давид ҫапла тунӑ та «амаликсем ҫаратнине пӗтӗмпех каялла туртса илнӗ» (1 Патш. 30:7—9, 18—20).

13 Тепӗртакран вара, Израиль ҫине филистимсем тапӑннӑ. Давид каллех Иеговӑран ыйтнӑ та ӑна уҫӑмлӑ хурав панӑ. Турӑ каланӑ: «Кай, Эпӗ филистимсене санӑн аллуна парӑп» (2 Патш. 5:18, 19). Ҫавӑн хыҫҫӑнах филистимсем Давида хирӗҫ каллех вӑрҫӑпа тухнӑ. Хальхинче Давид хӑйне мӗнле тытӗ-ши? Вӑл ҫапла шухӑшлама пултарнӑ: «Манпа ҫавӑн пекки икӗ хутчен пулчӗ ӗнтӗ. Унчченхи пекех Туррӑн тӑшманӗсене хирӗҫ каям». Е Давид Турӑран мӗн тумаллине ыйтма пултарнӑ? Давид хӑйӗн опытне шанса тӑман. Вӑл каллех Иеговӑна кӗлӗ тума пуҫланӑ. Хӑйне ҫавӑн пек тытнӑшӑн вӑл питӗ савӑннӑ пуль! Ку хутӗнче ӑна урӑхла майлӑ тума хушнӑ (2 Патш. 5:22, 23). Унчченхи пекрех лару-тӑрӑва е йывӑрлӑха лексен, хамӑрӑн опыта кӑна шанассинчен пирӗн сыхланмалла. (Иеремия 10:23 вуласа пар.)

14. Иисус Навинпа Израилӗн старейшинисем хӑйсене Гаваон ҫыннисемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

14 Ҫитменлӗхсем пур пирки пирӗн пурсӑмӑрӑн та, опытлӑ старейшинӑсен те, йышӑнусем тунӑ чухне Иеговӑран мӗн тумаллине ыйтма манса каяс мар тесе асӑрханмалла. Хӑйсем патне Гаваонри ӑслӑ ҫынсем урӑх тумтир тӑхӑнса пырсан, аякри ҫӗртен килтӗмӗр тесе улталасан, Моисей вырӑнне лартнӑ Иисус Навинпа Израилӗн старейшинисем хӑйсене мӗнле тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иеговӑран ыйтмасӑрах Иисус Навинпа ыттисем вӗсемпе мирлӗ пурӑнӑпӑр тесе килӗшӳ тунӑ. Иегова ҫав килӗшӗве пӑрахӑҫламан пулин те, вӑл израильсем унран мӗн тумаллине ыйтмасӑр йӑнӑш туни пире ӑса вӗрентсе тӑтӑр тесе ҫавӑн ҫинчен Библире ҫырса хума хушнӑ (Иис. Н. 9:3—6, 14, 15).

Илӗртӳсемпе кӗрешнӗ чухне

15. Илӗртӳсене хирӗҫ тӑмашкӑн мӗншӗн кӗлӗ туни кирлӗ?

15 Ӳт-пӳре «ҫылӑх саккунӗ» пулнӑран пирӗн ҫылӑх тӑвас туртӑмпа ҫине тӑрса кӗрешмелле (Рим 7:21—25). Ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме пулать. Мӗнле? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене илӗртӳсене хирӗҫ тӑма кӗлӗ туни пулӑшать тенӗ. (Лука 22:40 вуласа пар.) Турра кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн та тӗрӗс мар тӑвас килни е тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑл иртсе каймарӗ пулсан, ҫав йывӑрлӑха ҫӗнтермешкӗн ӑслӑлӑх патӑр тесе Турӑран пирӗн малалла та ыйтмалла. Библире Турӑ «пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр» парать тенӗ (Иак. 1:5). Тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӗрешме пире мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен Иаков ҫырнӑ: «Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене [«пухури старейшинӑсене», ҪТ] чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр. Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ» (Иак. 5:14, 15).

16, 17. Илӗртӳсене хирӗҫ тӑрас тесе пулӑшу илмешкӗн пуринчен ытла хӑҫан кӗлӗ тумалла?

16 Илӗртӳсене хирӗҫ тӑрас тесен кӗлӗ тумалла, анчах та кирлӗ вӑхӑтра кӗлӗ тумаллине те пирӗн ӑнланмалла. Ытарӑшсем 7:6—23-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каласа панӑ ҫамрӑкпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Тӗттӗмленеспе вӑл урам тӑрӑх пырать, унта аскӑн хӗрарӑм пурӑннине вӑл пӗлет. Ҫав хӗрарӑм ачаш сӑмах кала-кала сӑхлантарнӑран, ҫепӗҫ чӗлхи-ҫӑварӗпе илӗртнӗрен ҫамрӑк, пусма илсе каякан вӑкӑр пек, ун хыҫҫӑн уттарать. Мӗншӗн ҫав ҫамрӑк ҫавӑнталла ҫул тытнӑ пулнӑ? Вӑл «ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен» ҫамрӑк пулнӑ тенӗ Библире, ҫавӑн пекех унӑн тӗрӗс маррине тӑвас килсех тӑнӑ пулас (Ытар. 7:7). Хӑҫан кӗлӗ туни ӑна ытларах усӑ панӑ пулӗччӗ? Паллах ӗнтӗ, кӗлӗ тума кирли ҫинчен аса илнӗ пулсанах, илӗртӗве хирӗҫ тӑма ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ ӑна. Анчах та ҫав урама каяс шухӑш пуҫне кӗрсенех кӗлӗ туни уншӑн тата лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

17 Хальхи вӑхӑтра ҫын, тен, порнографи пӑхас мар тесе нумай вӑй хурать. Анчах та вӑл Интернетри хӑш-пӗр сайтсене, унта ирсӗр ӳкерчӗксемпе фильмсем пуррине пӗлсе тӑрсах, кӗрет тейӗпӗр. Ҫакӑ Ытарӑшсем 7-мӗш сыпӑкра каланӑ ҫамрӑк пек хӑтланни пулмасть-и? Ҫавӑн пек ҫул ҫине тӑни питӗ хӑрушӑ! Порнографи пӑхас илӗртӗве хирӗҫ тӑрас тесен, Интернетри ҫав урама каяс шухӑш пуҫра ҫураличченех Иеговӑран пулӑшу ыйтса кӗлӗ тумалла.

18, 19. а) Мӗншӗн илӗртӳсене хирӗҫ тӑма ҫӑмӑл мар пулма пултарать, анчах ҫав кӗрешӳре ӑнӑҫлӑ пулма пире мӗн пулӑшать? ӑ) Мӗн тума эсир ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма тата япӑх йӑласене ҫӗнтерме ҫӑмӑл мар. «Ӳт — Сывлӑша кирлӗ маррине, Сывлӑш ӳте кирлӗ маррине тӑвасшӑн»,— тесе ҫырнӑ Павел. Ҫавӑнпа та эпир хамӑр «тӑвас тенине мар, урӑххине тӑватпӑр» (Гал. 5:17). Ҫав кӗрешӳре ӑнӑҫлӑ пулас тесен, тӗрӗс мар шухӑшсем е туйӑмсем ҫуралсанах пирӗн хӗрӳллӗн кӗлӗ тумалла, унтан вара хамӑра хамӑрӑн кӗлӗсемпе килӗшӳллӗ тытмалла. «Эсир куракан асап [«илӗртӳсем», ҪТ] этем тӳсмелӗх анчах», эпир вара Иегова пулӑшнипе Ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр (1 Кор. 10:13).

19 Йывӑр лару-тӑрура, пысӑк йышӑнусем тунӑ тата илӗртӳсемпе кӗрешнӗ чухне Иегова панӑ хаклӑ парне пур пирӗн — кӗлӗ тӑвасси. Турра кӗлӗ тунипе эпир ӑна шаннине кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пекех Турӑран хамӑра ертсе пыракан тата пире тӗреклӗлентерекен святой сывлӑш малалла та ыйтмалла пирӗн (Лука 11:9—13). Айтӑр хамӑрӑн ӑстӑна мар, Иеговӑна шанса пурӑнар.

[Сноска]

a Ятсене улӑштарнӑ.

Астӑватӑр-и эсир?

• Иеговӑна шанса тӑрас тӗлӗшрен эсир Езекия, Анна тата Иона тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗрентӗр?

• Давидпа Иисус Навинӑн тӗслӗхӗсем йышӑнусем тунӑ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

• Илӗртӳсемпе кӗрешнӗ чухне уйрӑмах хӑҫан кӗлӗ тумалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]