Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ыттисене ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме вӗрентӗр

Ыттисене ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме вӗрентӗр

Ыттисене ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме вӗрентӗр

«Вӗренсе ҫитсессӗн, кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать» (ЛУКА 6:40).

1. Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне тӗлӗнмелле пухӑвӑн никӗсне мӗнле хывнӑ?

 ИОАНН апостол хӑйӗн Евангелине ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленӗ: «Иисус тата урӑх ӗҫсем те нумай тунӑ; Вӑл мӗн тунине тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем тӗнчене те шӑнӑҫаяс ҫук тесе шухӑшлатӑп» (Иоанн 21:25). Хӑйӗн кӗске вӑхӑта тӑсӑлнӑ, анчах та вӗресе тӑракан сӑваплӑ ӗҫӗнче Иисус арҫынсене — вӗсем вӑл ҫӗр ҫинчен кайнӑ хыҫҫӑн ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме пултарччӑр тесе — шыранӑ, вӗрентнӗ тата йӗркеленӗ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта пӗлӗте таврӑниччен Иисус тӗлӗнмелле пухӑвӑн никӗсне хывнӑ. Кӗҫех унта темиҫе пин ҫын пулнӑ (Ап. ӗҫ. 2:41, 42; 4:4; 6:7).

2, 3. а) Мӗншӗн шыва кӗнӗ арҫын-тӑвансем пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшни питӗ кирлӗ? ӑ) Ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе 100 000 ытла пухури ҫичӗ миллион ытла ҫын ырӑ хыпар сарать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ унчченхи пекех пухура ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме пултаракан арҫын-тӑвансем кирлӗ. Сӑмахран, старейшинӑсем питӗ нумай ҫитмеҫҫӗ. Кам пухура ыттисемшӗн нумайрах ӗҫлесшӗн тӑрӑшать, ҫавӑ мухтава тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен вӑл «ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн» (1 Тим. 3:1).

3 Анчах та арҫынсем пухури тивӗҫсене тума юрӑхлӑ пуласси хӑйне хӑех пулмасть. Ҫавна валли ҫак тӗнчере илнӗ пӗлӳ те, опыт та, пултарулӑх та ҫителӗклӗ мар. Надзиратель ӗҫне тивӗҫлипе туса тӑмашкӑн арҫыннӑн хӑйне Библире мӗн тума хушнӑ пек тытмалла. Турра юрӑхлӑ енсем пултарулӑхпа ҫитӗнӳсенчен кирлӗрех. Пухури арҫынсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума тата пухури тивӗҫсене туса тӑмашкӑн юрӑхлӑ пулма мӗнле пулӑшма пулать? «Вӗренсе ҫитсессӗн, кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать»,— тенӗ Иисус (Лука 6:40). Ҫак статьяра эпир Аслӑ Учитель, Иисус Христос, хӑйӗн вӗренекенӗсене пысӑкрах тивӗҫсене туса тӑмашкӑн юрӑхлӑ пулма пулӑшас тесе усӑ курнӑ хӑш-пӗр майсене пӑхса тухӑпӑр, ҫавӑн пекех унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултарнине те пӗлӗпӗр.

«Сире тусӑмсем тетӗп»

4. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн чӑн-чӑн тус пулнӑ тесе мӗншӗн калама пултаратпӑр?

4 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсем вырӑнне хуман, вӗсем унӑн тусӗсем пулнӑ. Вӑл вӑхӑта вӗсемпе пӗрле ирттернӗ, вӗсене шаннӑ тата хӑйӗн Ашшӗнчен мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа панӑ. (Иоанн 15:15 вуласа пар.) Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӗренекенӗсем: «Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» — тесе ыйтсан, Иисус вӗсен ыйтӑвӗ ҫине хурав пани вӗсене мӗн тери савӑнтарнӑ пулӗ (Матф. 24:3, 4). Вӑл вӗсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен те каласа панӑ. Сӑмахран, хӑйне тытса панӑ каҫ, Иисус Гефсимани садне хӑйӗнпе пӗрле Петра, Иакова тата Иоана илсе кайнӑ. Унта вӑл хуйхӑрнӑран питӗ хӗрӳллӗ кӗлӗ тума пуҫланӑ. Виҫӗ апостолӗ Иисус мӗн ҫинчен кӗлӗ тунине илтмесен те пултарнӑ, анчах вӑл хӑйне мӗн тери йывӑр пулнине вӗсенчен пытарса тӑман (Марк 14:33—38). Ҫав вӗренекенӗсене Иисус унччен «вӗсен куҫӗ умӗнчех улӑшӑнни» мӗнле витӗм кӳни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр-ха (Марк 9:2—8; 2 Петр 1:16—18). Иисуса хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ҫыхӑнтаракан ҫирӗп туслӑх вӗсене каярахпа, яваплӑ ӗҫсене тунӑ чухне, вӑй парса тӑнӑ.

5. Старейшинӑсем ыттисене мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

5 Иисус пекех, хальхи вӑхӑтра христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем хӑйсене ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ тытаҫҫӗ, вӗсене пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле ӗненекенсемпе чунтан интересленнипе ҫывӑх та ӑшӑ хутшӑнусене аталантараҫҫӗ. Старейшинӑсем хӑш-пӗр япаласем ҫинчен калама кирлӗ маррине ӑнланаҫҫӗ пулин те, вӗсем ыттисенчен ютшӑнмаҫҫӗ. Старейшинӑсем пухури тӑвансене шанаҫҫӗ, вӗсене Турӑ Сӑмахӗнчен хӑйсем пӗлнӗ чӑнлӑхсене каласа параҫҫӗ. Старейшинӑсем пулӑшакан ӗҫченсем пирки, вӗсем самаях ҫамрӑк пулсан та, хӑйсене пӑхӑнса тӑракансем тесе шухӑшламаҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк пулӑшакан ӗҫченсем те чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тунине тата тума пултарнине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫав ҫамрӑксем Иеговӑна юратнине тата старейшинӑсемпе пӗрле пухушӑн тӑрӑшнине пӗлеҫҫӗ.

«Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм»

6, 7. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ тата ҫавӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

6 Иисусӑн вӗренекенӗсем Турӑ Сӑмахне юратнӑ пулин те, хӑш-пӗр чухне вӗсен шухӑшӗсем ҫине вӗсене мӗнле пӑхса ӳстерни тата вӗсем мӗнле культурӑра ҫитӗнни витӗм кӳнӗ (Матф. 19:9, 10; Лука 9:46—48; Иоанн 4:27). Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ятласа, хӑратса тӑман. Вӑл вӗсене вӗсем тума пултарайманнине тата хӑй мӗн туман пулӗччӗ, ҫавна тума ыйтман. Ун вырӑнне вӑл вӗсене хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӗрентнӗ. (Иоанн 13:15 вуласа пар.)

7 Иисуса вӗренекенӗсене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (1 Петр 2:21.) Вӑл ыттисемшӗн нумай ӗҫлес тесе ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ (Лука 9:58). Иисус ыттисене хӑйӗн шухӑшӗсене мар, Иеговӑран мӗн вӗреннине вӗрентнӗ (Иоанн 5:19; 17:14, 17). Вӑл ырӑ пулнӑ, ҫынсене унпа пырса калаҫма ҫӑмӑл пулнӑ. Унӑн ӗҫӗсенче вӑл ыттисене юратни курӑнса тӑнӑ (Матф. 19:13—15; Иоанн 15:12). Иисус кӑтартнӑ ырӑ тӗслӗх апостолсем ҫине лайӑх витӗм кӳнӗ. Сӑмахран, Иаков вилӗм умӗнче те хӑраса тӑман, ыттисем хӑйне вӗлеричченех Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 12:1, 2). Иоанн 60 ҫул ытла Иисус хыҫҫӑн шанчӑклӑ пынӑ (Ӳлӗм. 1:1, 2, 9).

8. Старейшинӑсем пухура ҫамрӑк арҫынсене тата ыттисене мӗнле тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ?

8 Старейшинӑсем хӑйсене кӗҫӗне хунипе, юрату кӑтартнипе тата хӑйсен вӑхӑчӗпе вӑйне шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнипе ҫамрӑк арҫынсене ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ (1 Петр 5:2, 3). Унсӑр пуҫне ӗненес, вӗрентес, хӑйсене христиансем пек тытас тата сӑваплӑ ӗҫе тӑвас енчен тӗслӗх кӑтартнӑ май старейшинӑсем ыттисем вӗсем ӗненнӗ пекех ӗненме тӑрӑшнине курса савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ (Евр. 13:7).

Иисус вӗренекенӗсене мӗн тумаллине вӗрентсе янӑ

9. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума вӗрентни ӑҫтан курӑнать?

9 Сӑваплӑ ӗҫе икӗ ҫула яхӑн хастарлӑ туса тӑнӑ хыҫҫӑн ырӑ хыпар калас ӗҫе сарас тесе Иисус 12 апостолне вӗрентсе ҫӳреме янӑ. Анчах та малтан вӑл вӗсене мӗн тата мӗнле тумалли ҫинчен каласа панӑ (Матф. 10:5—14). Тепрехинче, тӗлӗнмелле хӑват туса темиҫе пин ҫынна тӑрантарас умӗн, Иисус вӗренекенӗсене халӑха мӗнле йӗркелесе апат валеҫсе памаллине ӑнлантарса панӑ (Лука 9:12—17). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ чухне мӗн тумаллине уҫҫӑн, тӗплӗн каласа пани лайӑх курӑнать. Ҫавнашкал вӗрентни, ҫавӑн пекех святой сывлӑш хӑватлӑ витӗм кӳни каярахпа апостолсене аслӑ ӗҫе, пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта пуҫланнӑ ырӑ хыпар сарас ӗҫе, йӗркелесе яма пулӑшнӑ.

10, 11. Пухури арҫынсене мӗнле майпа майӗпен вӗрентсе пыма пулать?

10 Хальхи вӑхӑтра ҫынна вӗрентесси эпир унпа Библи вӗренме тытӑнсан пуҫланать. Тен, ӑна лайӑх вулама вӗрентмелле. Унпа Библи вӗреннӗҫемӗн эпир ӑна малалла та пулӑшса тӑрӑпӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫласан, вӑл Теократи ӗҫӗн шкулне хутшӑннипе, шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑнипе тата ытти ӗҫсене тунипе малалла пӗлӳ илсе тӑрӗ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ӑна Патшалӑх Залӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хушса пама юрать. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн арҫын-тӑвана пулӑшакан ӗҫчен пулмашкӑн мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарса пама пулать.

11 Шыва кӗнӗ арҫын-тӑвана пӗр-пӗр ӗҫ тума хушсан, старейшина ӑна ҫав ӗҫе организацире ҫапла тӑваҫҫӗ тесе хавассӑн ӑнлантарать, ҫавӑн пекех кирлӗ кӑтартусем парать. Кама вӗрентеҫҫӗ, ҫав арҫын-тӑванӑн хӑйӗнчен мӗн кӗтнине ӑнланмалла. Хушнӑ ӗҫе тума ӑна йывӑр пулсан, юратакан старейшина тӳрех вӑл ҫав ӗҫе тума юрӑхлӑ мар тесе шутласа хумӗ. Ун вырӑнне старейшина ӑна хӑш енчен вӑл лайӑхланма пултарнине кӑмӑллӑн кӑтартӗ те мӗн тата мӗнле тумаллине унпа тепӗр хут сӳтсе явӗ. Старейшинӑсем арҫын-тӑвансене пухури ӗҫсене тума хаваспах пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ыттисемшӗн ӗҫлени савӑнӑҫ панине пӗлеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:35).

«Канаш панине тимлекен ҫын — ӑслӑ ҫын»

12. Мӗншӗн Иисусӑн канашӗсем витӗмлӗ пулнӑ?

12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентессе те шӑп вӗсене кирлӗ канашсем парса вӗрентнӗ. Сӑмахран, Иаковпа Иоанн тӳперен вут-ҫулӑм антарса Иисуса йышӑнман Самари ҫыннисене пӗтересшӗн пулсан, вӑл вӗсене сивленӗ (Лука 9:52—55). Иаковпа Иоанӑн амӑшӗ Иисус патне пырса хӑйӗн ывӑлӗсем Патшалӑхра ятарлӑ вырӑнсем йышӑнччӑр тесе ыйтсан, Иисус ҫав икӗ пӗртӑвана каланӑ: «Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта» (Матф. 20:20—23). Иисус панӑ канашсем яланах уҫӑмлӑ пулнӑ, ҫынсене тӗрлӗ лару-тӑрура мӗн тумаллине пӗлме пулӑшнӑ тата пӗтӗмпех Туррӑн принципӗсем ҫинче никӗсленсе тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫав принципсем тӑрӑх шухӑшлама, тума вӗрентнӗ (Матф. 17:24—27). Ҫавӑн пекех Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхсем пуррине, ҫавӑнпа вӗсем хӑш-пӗр япаласене тума пултарайманнине ӑнланнӑ. Вӑл вӗсене питӗ хытӑ юратнӑран канашсем панӑ (Иоанн 13:1).

13, 14. а) Кама канаш пани кирлӗ? ӑ) Арҫын-тӑвана старейшина мӗнле-мӗнле канашсем пама пултарнӑ пулӗччӗ?

13 Пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшакан кашни христианина вӑхӑтран вӑхӑта Библи тӑрӑх канаш пани е ӑса вӗрентни кирлех. «Канаш панине тимлекен ҫын — ӑслӑ ҫын»,— тенӗ Ытарӑшсем 12:15-мӗш сӑвӑ йӗркинче. «Пуринчен ытла эпӗ хамӑн ҫитменлӗхсем пирки кулянаттӑмччӗ,— каласа парать пӗр ҫамрӑк арҫын-тӑван.— Старейшина панӑ канаш мана ҫавсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшрӗ».

14 Старейшинӑсем арҫын-тӑвана вӑл хӑйне мӗнле тытни ҫитӗнӳсем тума чӑрмантарнине асӑрхарӗҫ пулсан, вӗсем ӑна йӑвашшӑн тӳрлетме тӑрӑшӗҫ (Гал. 6:1). Хушӑран характерӑн хӑш-пӗр япӑх енӗсене тӳрлетес тесе канаш пама кирлӗ. Христианин чуна парса ӗҫлесех каймасть пулсан, старейшина Иисус Патшалӑх ҫинчен хастарлӑ пӗлтерсе ҫӳрени тата вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсене хатӗрлеме хушни ҫинчен аса илтерни ӑна усӑллӑ пулӗ тейӗ (Матф. 28:19, 20; Лука 8:1). Арҫын-тӑван, тен, чапшӑн ҫунать пулсан, старейшина ӑна Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чаплӑ вырӑн йышӑнасшӑн ҫунни хӑрушӑ пулни пирки мӗнле асӑрхаттарнине кӑтартма пултарӗ (Лука 22:24—27). Арҫын-тӑвана ыттисене каҫарма йывӑр пулсан, вара мӗн тума пулать? Хӑйӗн чылай пысӑк парӑмне каҫарнӑ пулин те, пӗчӗк парӑма каҫарма килӗшмен чура тӗслӗхӗ питӗ витӗмлӗ пулма пултарӗ (Матф. 18:21—35). Кама та пулин канаш памалла чухне, старейшинӑсем май килсенех ҫавна туни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. (Ытарӑшсем 27:9 вуласа пар.)

«Хӑвна... тӗреклӗлентер»

15. Арҫын-тӑвана ҫемйи ыттисемшӗн ӗҫлемешкӗн мӗнле пулӑшма пултарать?

15 Тӗпрен илсен, арҫын-тӑвансене вӗрентес тесе старейшинӑсем тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та вӗсене ыттисем те пулӑшма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, арҫын-тӑвана ҫемйи пухури тивӗҫсене илме тӑрӑштӑр тесе пулӑшма пултарать. Вӑл старейшина пулса ӗҫлет пулсан, юратакан арӑмӗпе ачисем пулӑшса тӑни ӑна питӗ усӑллӑ пулӗ. Пухури ӗҫсене тумашкӑн унӑн сахал мар вӑхӑт уйӑрма кирлине вӗсем ӑнланаҫҫӗ пулсан, ӑна хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха туса тӑма ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫемье ҫавӑн пек хӑйне шеллеменни ӑна савӑнӑҫ кӳрет, ыттисем те ҫавна питӗ хаклаҫҫӗ (Ытар. 15:20; 31:10, 23).

16. а) Пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшасси вӑл пуринчен ытла камӑн яваплӑхӗ? ӑ) Арҫын-тӑван пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пулас тет пулсан, унӑн мӗн тумалла?

16 Ыттисем арҫын-тӑвана пулӑшма пултараҫҫӗ пулин те, пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшасси вӑл пуринчен ытла унӑн хӑйӗн яваплӑхӗ. (Галати 6:5 вуласа пар.) Паллах ӗнтӗ, арҫын-тӑван пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пулмасӑрах ыттисене пулӑшма тата сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ хутшӑнма пултарать. Анчах пухура тивӗҫсене илме тӑрӑшни вӑл Библире мӗн тума хушнипе килӗшӳллӗ пулма тӑрӑшнине пӗлтерет (1 Тим. 3:1—13; Тит 1:5—9; 1 Петр 5:1—3). Ҫавӑнпа та арҫын-тӑван пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пуласшӑн пулсан, анчах ҫав тивӗҫсене халӗ те илмен пулсан, унӑн хӑш енчен лайӑхланма кирли ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Ҫавна тумашкӑн яланах Библи вуламалла, тарӑннӑн шухӑшламалла, чун-чӗререн кӗлӗ тумалла тата христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ хутшӑнмалла. Ҫапла вӑл Павел Тимофее панӑ канаша тытса пыма пултарать: «Сӑваплӑ [«Турра парӑнса», ҪТ] пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер» (1 Тим. 4:7).

17, 18. Шыва кӗнӗ арҫын-тӑван, манран пулмасть тесе шутланӑран е ыттисемшӗн ӗҫлес кӑмӑл пулманран пухури тивӗҫсене илесшӗн мар пулсан, мӗн тума пултарать?

17 Арҫын-тӑван манран пулмасть тесе шутланӑран пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пуласшӑн мар пулсан, вара мӗн тума пулать? Иегова Турӑпа Иисус Христос пирӗншӗн мӗн тери нумай туни ҫинчен шухӑшлани уншӑн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Иегова «кашни кун пирӗншӗн ҫӗклем ҫӗклет» (Пс. 68:19, ҪТ). Ҫавӑнпа та пирӗн ҫӳлти Аттемӗр арҫын-тӑвана хӑйӗн ҫине пухури пӗр-пӗр тивӗҫе илме пулӑшӗ. Пулӑшакан ӗҫчен е старейшина пулса ӗҫлемен арҫын-тӑваншӑн Туррӑн организацийӗнче чыслӑ тивӗҫсене туса тӑма тӑрӑшакан арҫынсем ҫитсех кайманни ҫинчен шухӑшласа пӑхни те усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлани манран пулмасть текен шухӑша ҫӗнтерес тесе вӑй хума хавхалантарӗ. Вӑл святой сывлӑш пирки кӗлӗ тума пултарать, мӗншӗн тесен сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне канӑҫлӑх, чаруллӑ пулни кӗрет. Ҫав лайӑх енсем ӑна иккӗлентерекен шухӑшсене ҫӗнтерме пулӑшӗҫ (Лука 11:13; Гал. 5:22, 23). Тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшакансене пурне те Иегова пиллет, ҫавӑн пирки иккӗленме кирлӗ мар.

18 Шыва кӗнӗ арҫын-тӑванӑн пухури тивӗҫсене илесех килмест, тен. Ӑна мӗн пулӑшӗ вара? Павел апостол ҫырнӑ: «Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать» (Флп. 2:13). Ыттисемшӗн ӗҫлес кӑмӑла Турӑ парать, Иеговӑн сывлӑшӗ ҫынна сӑваплӑ ӗҫе туса тӑмашкӑн тӗреклӗлетме пултарать (Флп. 4:13, ҪТ). Унсӑр пуҫне христианин Турра, вӑл ӑна тӗрӗссине тума пулӑштӑр тесе, кӗлӗ тума пултарать (Пс. 24:4, 5).

19. «Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх» ҫӗкленӗҫ тени пире мӗн тесе шантарать?

19 Старейшинӑсем ыттисене вӗрентес тесе вӑй хунине Иегова пиллесе тӑрать. Ҫавӑн пек вӑй хунине кам тимлет тата пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшать, ҫавсене те вӑл пиллет. Библи пире Иеговӑн организацийӗнче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илес тесе Туррӑн халӑхӗ хушшинче «ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх» ҫӗкленӗҫ — юрӑхлӑ арҫынсен шучӗ ҫителӗклӗ пулать — тесе шантарать (Мих. 5:5). Ҫав тери нумай арҫын-христиансем пӗлӳ илеҫҫӗ те Иеговӑна мухтава кӑларас тесе хӑйсене кӗҫӗне хурса чыслӑ сӑваплӑ ӗҫе туса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вара калама ҫук чаплӑ!

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пухури тивӗҫсене илме юрӑхлӑ пулмашкӑн мӗнле пулӑшнӑ?

• Иисусран тӗслӗх илсе старейшинӑсем арҫынсене пухура ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

• Христианина ҫемйи пухури тивӗҫсене илмешкӗн мӗнле пулӑшма пултарать?

• Арҫын-тӑван пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшнине мӗнле кӑтартма пултарать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]