Авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенсем — вӗсене Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынӑ
Авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенсем — вӗсене Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынӑ
«Мана Ҫӳлхуҫа Турӑ, Унӑн Сывлӑшӗ ячӗ» (ИС. 48:16).
1, 2. Ӗненӳ кӑтартас тесен мӗн кирлӗ тата Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухни хӑш енчен усӑллӑ пулӗ?
АВЕЛЬ пурӑннӑ вӑхӑтранпа нумайӑшӗ ӗненӳ кӑтартнӑ тата кӑтартаҫҫӗ пулин те, Библире каланӑ тӑрӑх, ӗненӳ пурин те ҫук (2 Фес. 3:2). Ҫын ҫав лайӑх ене мӗнле аталантарма пултарать тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшать? Чылай чухне ӗненесси Турӑ Сӑмахӗнчен илтнинчен килет (Рим 10:17). Ӗненӳ — Турӑ сывлӑшӗн ҫимӗҫӗн лайӑх енӗсенчен пӗри (Гал. 5:22, 23, ҪТ). Ҫавӑнпа та ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесен пире святой сывлӑш кирлӗ.
2 Ӗненӳ кӑтартнипе палӑрнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен мӗн ҫуралнӑранпах, хӑйне хӑех ҫав лайӑх ен пулнӑ тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Эпир Библире вулакан Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирӗн пек ҫынсемех пулнӑ (Иак. 5:17). Вӗсен те иккӗленесси, хӑрасси тата ҫитменлӗхсем пулнӑ, анчах Туррӑн сывлӑшӗ урлӑ вӗсем «халсӑрлӑх хыҫҫӑн вӑй илнӗ» те ҫӑмӑлах мар лару-тӑрусенче те ӑнӑҫлӑ пулма пултарнӑ (Евр. 11:34). Иеговӑн сывлӑшӗ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӑхса тухни пире малалла та Турра шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма хавхалантарӗ. Ҫакӑ вара хальхи вӑхӑтра уйрӑмах кирлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн ӗненӗве хавшатма пултаракан япаласем шутсӑр нумай.
Туррӑн сывлӑшӗ Моисея вӑй панӑ
3—5. а) Моисее хӑйне шанса панӑ ӗҫе тумашкӑн святой сывлӑш пулӑшса тӑнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Иегова хӑйӗн сывлӑшне мӗнле майпа пани ҫинчен Моисей тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
3 Моисей пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта пурӑннӑ «пур ҫынран та йӑвашрах» пулнӑ (Йыша шутл. 12:3). Ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекене Израиль халӑхӗ хушшинче пысӑк та яваплӑ ӗҫ шанса панӑ пулнӑ. Туррӑн сывлӑшӗ Моисея пророкла сӑмахсем калама, суд тума, ҫырма, ертсе пыма тата тӗлӗнмелле хӑватсем тума вӑй панӑ. (Исаия 63:11—14 вуласа пар.) Анчах та пӗррехинче Моисей хӑйӗн ҫине хунӑ ҫӗклеме йӑтса ҫӳреме шутсӑр йывӑр тесе каланӑ Турра (Йыша шутл. 11:14, 15). Ҫавӑнпа та Иегова Моисей ҫинчи «Сывлӑшӑн хӑватне [«сывлӑшӑн пайне», ҪТ]» илсе тепӗр 70 арҫын ҫине, вӗсем ӑна ҫав яваплӑ ӗҫе туса тӑма пулӑшчӑр тесе, хунӑ (Йыша шутл. 11:16, 17). Моисейӗн ҫӗклемӗ шутсӑр йывӑр пек туйӑннӑ пулин те, вӑл ӑна пӗччен йӑтса ҫӳремен. Ӑна пулӑшма суйласа лартнӑ 70 старейшина пирки те ҫавнах калама пулать.
4 Хушса панӑ ӗҫе тумашкӑн Моисее ҫителӗклӗ святой сывлӑш панӑ пулнӑ. Иегова унран сывлӑшӑн пайне илнӗ хыҫҫӑн та унӑн унчченхи пекех хӑйне кирлӗ чухлӗ святой сывлӑш пулнӑ. Моисейӑн святой сывлӑш шутсӑр сахал пулман, 70 старейшинӑн та ҫав сывлӑш шутсӑр нумай пулман. Иегова хӑйӗн сывлӑшне пире мӗн кирлине, пирӗн лару-тӑрӑва шута илсе парать. «Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать [«виҫепе памасть», ҪТ]», хӑйӗн «тулли тивлетне пула» парать (Иоанн 1:16; 3:34).
5 Йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ-и санӑн? Кирлӗ ӗҫсене тумашкӑн санӑн ытларах та ытларах вӑхӑт каять-и? Тӑкаксем ӳснине тата сывлӑх начарланнине пӑхмасӑрах эсӗ хӑвӑн ҫемйӳне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерес тата килтисемпе Библи вӗренес тесе тӑрӑшатӑн-и? Пухура сана яваплӑ тивӗҫсене шанса панӑ-и? Пӗлсе тӑр: Иегова хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса сана кирек мӗнле лару-тӑрура та ӑнӑҫлӑ пулмашкӑн вӑй пама пултарать (Рим 15:13).
Святой сывлӑш Веселеила ӑсталӑх панӑ
6—8. а) Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе Веселеилпа Аголиав мӗн-мӗн тума пултарнӑ? ӑ) Веселеилпа Аголиава Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пыни ӑҫтан курӑнать? б) Мӗншӗн Веселеил тӗслӗхӗ пире хавхалантарать?
6 Моисейпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ Веселеил тӗслӗхӗнчен Туррӑн сывлӑшӗ мӗнле витӗм кӳрсе тӑни ҫинчен нумай пӗлме пулать. (Тухни 35:30—35 вуласа пар.) Веселеила сӑваплӑ чатӑрӑн пур япалине те тӑвас ӗҫре ертсе пытӑр тесе суйласа лартнӑ. Ҫав пысӑк ӗҫе пуҫлас умӗн ҫав япаласене мӗнле тумаллине пӗлнӗ-и вӑл? Тен, пӗлнӗ те пуль. Анчах та унӑн юлашки ӗҫӗ Египет ҫыннисем валли кирпӗч тӑвасси пулнӑ (Тух. 1:13, 14). Веселеил хӑйне шанса панӑ ҫӑмӑлах мар ӗҫе мӗнле туса пӗтерме пултарнӑ? Иегова «ӑна Турӑ Сывлӑшне панӑ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх панӑ... тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентнӗ». Веселеил, тен, пултаруллӑ ҫын пулнӑ, анчах святой сывлӑш унӑн ӑсталӑхне аталантарнӑ. Аголиав пирки те ҫавнах калама пулать. Веселеилпа Аголиав ӑстаҫӑсем пулса тӑнӑ пулас, мӗншӗн тесен ӗҫе хӑйсем тунисӗр пуҫне, ҫавна тума ыттисене те вӗрентнӗ. Ҫапла, Турӑ вӗсен чӗри ӑшне вӗрентес ӑсталӑх хывнӑ.
7 Веселеилпа Аголиава Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынине вӗсем тунӑ япаласем чылай вӑхӑт юсавлӑ пулни кӑтартса парать. Ҫав япаласемпе ҫавӑн хыҫҫӑн 500 ҫула яхӑн усӑ курнӑ (2 Ҫулс. 1:2—6). Хальхи вӑхӑтра тавар туса кӑларакансемпе танлаштарсан, Веселеилпа Аголиав хӑйсем тунӑ япалисем ҫине хӑйсен клемине лартма тӑрӑшман. Хӑйсем тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн пуриншӗн те вӗсем Иеговӑна мухтасшӑн пулнӑ (Тух. 36:1, 2).
8 Хальхи вӑхӑтра пире яваплӑ ӗҫсем шанса пама пултараҫҫӗ, вӗсене тумашкӑн вара хӑш-пӗр ӑсталӑх кирлӗ. Ҫав ӗҫсем ак ҫаксем пулма пултараҫҫӗ: ҫурт-йӗр тӑвасси, литература пичетлесси, конгрессем йӗркелесси, инкек-синкекре хӗн куракансене пулӑшасси тата Библи тӑрӑх эпир юн ҫине мӗнле пӑхнине тухтӑрсене тата медицина персоналне каласа парасси. Хӑш-пӗр чухне ҫав ӗҫсене камӑн ҫавна тума специальность пур, ҫавсене тума хушаҫҫӗ, анчах та час-часах ҫав ӗҫсене ятарлӑ ӑсталӑх ҫук доброволецсем тӑваҫҫӗ. Туррӑн сывлӑшне пула вӗсен ӗҫӗ ӑнса пырать. Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче сана пӗр-пӗр ӗҫ тума хушсан, ҫавна ыттисем манран лайӑхрах тӑвӗҫ тесе шутласа, ҫавна тӑвассинчен пӑрӑнасси пулнӑ-и санӑн? Астуса тӑр, Иеговӑн сывлӑшӗ сана пӗлӗве ӳстерме, пултарулӑхна аталантарма тата хӑвна хушса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те туса ҫитерме пулӑшма пултарать.
Туррӑн сывлӑшне пула Иисус Навин ӑнӑҫлӑ пулнӑ
9. Израильсен Египетран тухсанах мӗн тума тивнӗ тата мӗнле ыйту сиксе тухнӑ?
9 Моисейпе Веселеил вӑхӑтӗнче пурӑннӑ тепӗр ҫынна та Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынӑ. Израильсем Египетран тухсанах амаликсем Туррӑн халӑхӗ ҫине пӗр сӑлтавсӑрах тапӑннӑ. Израильсен хӳтӗленме тивнӗ. Вӗсем вӑрҫӑ вӑрҫма вӗреннӗ ҫынсем пулман пулин те, вӗсен пӗрремӗш хут, ирӗке тухнӑ халӑх пек, ҫапӑҫӑва хутшӑнма тивнӗ (Тух. 13:17; 17:8). Ҫара камӑн та пулин ертсе каймалла пулнӑ. Анчах ҫавна кам тӑвӗ?
10. Мӗне пула Иисус Навин ертсе пынипе израильсем ҫапӑҫура ҫӗнтернӗ?
10 Иисус Навина суйласа лартнӑ. Унччен мӗн ӗҫлесе пурӑнни ҫинчен унӑн пӗлтермелле пулнӑ пулсан, вӑл мӗн каласа панӑ пулӗччӗ? Чуралӑхра ӗҫлесе пурӑннине-и? Кирпӗч тунине-и? Манна пухнине-и? Чӑнах та, Иисусӑн аслашшӗ, Елишама, Ефрем йӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ тата Израилӗн 108 100 ҫынран тӑракан виҫӗ йӑхне ертсе пынӑ пулас (Йыша шутл. 2:18, 24; 1 Ҫулс. 7:26, 27). Ҫапах та тӑшмана хирӗҫ ҫара Елишама мар е унӑн ывӑлӗ Навин та мар, Иисус ертсе кайтӑр тесе хушнӑ Иегова Моисей урлӑ. Ҫапӑҫу кунӗпех пынӑ. Иисус Турра пӗтӗмпех итленине тата унӑн святой сывлӑшӗ ертсе пыни тӑрӑх тунине пула израильсем ҫӗнтернӗ (Тух. 17:9—13).
11. Иисус Навин пекех эпир сӑваплӑ ӗҫре мӗнле майпа ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр?
11 Каярахпа Иисус Навин «ӑслӑлӑх сывлӑшӗпе хӑватлӑланнӑ» та Моисей вырӑнне ларнӑ (Сак. аст. 34:9). Святой сывлӑш ӑна, Моисее панӑ пек, пророкла калас е тӗлӗнмелле хӑватсем тӑвас пултарулӑх паман, анчах та сывлӑш ӑна Ханаан ҫӗрне ҫӗнсе илмешкӗн ирттерекен ҫапӑҫусенче Израиле ертсе пыма пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра пире сӑваплӑ ӗҫре пӗр-пӗр ӗҫе тума опыт е ӑсталӑх ҫитмест пек туйӑнма пултарать. Иисус Навин пек Турӑ мӗн тума хушнине тӗп-тӗрӗс тытса тӑратпӑр пулсан, пирӗн ӗҫ ӑнса пырасса шанма пултаратпӑр (Иис. Н. 1:7—9).
«Гедеона Турӑ Сывлӑшӗ хупӑрласа илнӗ»
12—14. а) Израильсен 300 салтакӗ мадиансен пысӑк ҫарне ҫапса ҫӗмӗрни пире мӗне вӗрентет? ӑ) Иегова Гедеона мӗн тесе шантарнӑ? б) Турӑ пире халӗ мӗн тесе шантарать?
12 Иисус Навин вилнӗ хыҫҫӑн Иегова шанчӑклӑ ҫыннисене хӑйӗн вӑйӗ мӗнле тӗреклӗлетме пултарнине малалла та кӑтартса тӑнӑ. Тӳресен кӗнекинче «халсӑр ҫӗртен тӗреклӗ пулса тӑнӑ» нумай ҫын ҫинчен вулама пултаратпӑр (Евр. 11:34, ҪС). Святой сывлӑшпа усӑ курса Турӑ Гедеона Хӑйӗн халӑхӗшӗн ҫапӑҫма хавхалантарнӑ (Тӳр. 6:34). Анчах та Гедеонӑн ҫарӗ мадиансен эшкерӗнчен тӑватӑ хут сахалрах пулнӑ. Израильсен ҫак пӗчӗк ҫарӗ те Иеговӑн куҫӗ умӗнче ытла йышлӑ пулнӑ. Вӑл Гедеона икӗ хутчен салтаксен шутне чакарма хушнӑ, юлашкинчен вара кашни салтак пуҫне 450 тӑшман тивнӗ (Тӳр. 7:2—8; 8:10). Ҫакӑн пек хисеп Иеговӑшӑн виҫеллӗ пулнӑ. Израильсем ҫӗнтерсен, ҫавӑ ҫынсен вӑйне е ӑслӑлӑхне пула пулнӑ тесе кам калайӗ?
13 Гедеонпа унӑн салтакӗсем хатӗр пулнӑпа пӗрех пулнӑ. Ҫав пӗчӗк ушкӑнра эсӗ те пулнӑ пулсан, унта израильсенчен чи патваррисемпе хастарлисем ҫеҫ тӑрса юлнине пӗлни сана хӑюлӑх панӑ пулӗччӗ-ши? Е ҫавӑ мӗнпе вӗҫленме пултарни ҫинчен шухӑшласа хӑраса ӳкнӗ пулӑттӑн? Гедеон мӗн туйни ҫинчен пуҫа ҫӗмӗрсе тӑма кирлӗ мар. Вӑл Турӑ мӗн хушнине тунӑ! (Тӳресен 7:9—14 вуласа пар.) Турӑ хӑйӗнпе пулнипе пулманнине пӗлес тесе паллӑ кӑтартма ыйтсан, Иегова Гедеона ҫавӑншӑн ятламан (Тӳр. 6:36—40). Ун вырӑнне вӑл Гедеонӑн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ.
14 Иеговӑн пире ҫӑлмашкӑн виҫесӗр вӑй пур. Вӑл хӑйӗн халӑхне кирек мӗнле йывӑрлӑхран та хӑтарма пултарать, ҫавна вӑл вӑйсӑр та халсӑр пек курӑнакансем урлӑ та тума пултарать. Хӑш-пӗр чухне пире шутсӑр йывӑр килме е пире хирӗҫ питӗ нумай ҫын тӑнӑ пек туйӑнма пултарать. Турӑ Гедеона кӑтартнӑ пек, вӑл пире пӗр-пӗр тӗлӗнмелле паллӑ кӑтартасса кӗтместпӗр, анчах та вӑл пире Библи тата хӑйӗн сывлӑшӗ ертсе пыракан пуху урлӑ мӗн тумаллине кӑтартса, хавхалантарса тӑма пултарать (Рим 8:31, 32). Иегова юратса сӑмах панисем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ тата Турӑ чӑннипех те пире Пулӑшакан тесе шантараҫҫӗ!
«Иеффай ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ»
15, 16. Мӗншӗн Иеффай хӗрӗн питӗ чаплӑ кӑмӑл-туйӑм пулнӑ тата ҫавӑ ашшӗ-амӑшӗсене мӗнле хавхалантарать?
15 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Израильсен аммонсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма тивсен, «Иеффай ҫинче Турӑ Сывлӑшӗ пулнӑ». Ҫӗнтерес тесе, ҫапла вара Иеговӑна мухтава кӑларас тесе Иеффай сӑмах панӑ — ҫав сӑмаха тытма ӑна ҫӑмӑлах пулман. Турӑ аммонсене ун аллине парсан, киле таврӑнсан, алӑкран кам пӗрремӗш тухать, ҫавӑ Иеговӑн пулать тесе вӑл сӑмах панӑ. Иеффай аммонсене ҫӗнтерсе киле таврӑнсан, ӑна хирӗҫ хӗрӗ чупса тухнӑ (Тӳр. 11:29—31, 34). Ҫакӑ Иеффайшӑн кӗтмен ҫӗртен пулнӑ-и? Ҫук пуль, мӗншӗн тесен унӑн пӗртен-пӗр хӗр кӑна пулнӑ. Хӑйӗн хӗрне Силомри Иеговӑн чатӑрӗнче сӑваплӑ ӗҫ тума халалланипе вӑл хӑйӗн сӑмахне тытнӑ. Иеффай хӗрӗ Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ, ҫавӑнпа та ашшӗ мӗн тума сӑмах панӑ, унӑн ҫавна тӗп-тӗрӗс тумалла тесе ӗненнӗ. (Тӳресем 11:36 вуласа пар.) Иеговӑн сывлӑшӗ вӗсене иккӗшне те кирлӗ таран вӑй панӑ.
16 Мӗншӗн Иеффай хӗрӗ Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе хӑйне шеллесе тӑман? Вӑл ашшӗн хастарлӑхне тата ашшӗ Турра чунтан парӑнса пурӑннине курнӑ, ҫакӑ унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетсе тӑнӑ паллах. Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн тӗслӗхе ачусем курса тӑраҫҫӗ. Эсир тӑвакан йышӑнусем хусамӑр мӗн каланине ӗненнине кӑтартса параҫҫӗ. Сирӗн ачӑрсем эсир чунтан кӗлӗ тунине илтеҫҫӗ, мӗнле вӗрентнине асӑрхаҫҫӗ тата Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫлес тесе вӑй хунине кураҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсен, тен, Иеговӑшӑн чунтан ӗҫлес килсех тӑрӗ. Ҫавӑ сире пысӑк савӑнӑҫ парӗ.
«Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ»
17. Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе Самсон мӗнле ӗҫсем тунӑ?
17 Тата тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Филистимсем израильсене чурасем туса хунӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен, Израиле ирӗке кӑларма хавхалантарас тесе Иеговӑн сывлӑшӗ Самсон ҫине витӗм кӳме пуҫланӑ (Тӳр. 13:24, 25). Самсона тӗлӗнмелле, унччен нихӑҫан та пулман паттӑр ӗҫсем тума вӑй панӑ пулнӑ. Филистимсем израильсене Самсона ҫыхса илсе килме ӳкӗте кӗртме май килсен, «Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, ун аллине ҫыхнӑ пӑяв, вут ӗнтнӗ йӗтӗн сӳсӗ пек пулса, ҫӗре татӑлса ӳкнӗ» (Тӳр. 15:14). Асӑрхануллӑ пулман пирки Самсон вӑйсӑрлансан та «ӗненнипе» вӑйлӑ пулса тӑнӑ (Евр. 11:32—34; Тӳр. 16:18—21, 28—30). Самсон яланхи пек мар лару-тӑрура пулнӑран Иеговӑн сывлӑшӗ ун ҫине хӑйне евӗрлӗ витӗм кӳрсе тӑнӑ. Ҫапах та историре пулса иртнӗ ҫав ӗҫсем пире питӗ хавхалантараҫҫӗ. Мӗнле майпа?
18, 19. а) Самсон тӗслӗхӗ пире мӗн тесе шантарать? ӑ) Ҫак статьяра пӑхса тухнӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенсен тӗслӗхӗсем сире хӑш енчен усӑллӑ пулӗҫ?
18 Эпир Самсон шаннӑ святой сывлӑш ҫинех шанатпӑр. Святой сывлӑш пире Иисус хушнӑ ӗҫе тума — «ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме» — пулӑшасса шанса тӑратпӑр (Ап. ӗҫ. 10:42). Ҫав ӗҫе тума пире йывӑр пулма пултарать. Иегова пире хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса хамӑра хушнӑ тӗрлӗ ӗҫе туса ҫитерме пулӑшса тӑнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ! Ҫавӑнпа та хамӑра шанса панӑ ӗҫе тунӑ май эпир Исаия пророк хыҫҫӑн: «Мана Ҫӳлхуҫа Турӑ, Унӑн Сывлӑшӗ ячӗ»,— теме пултаратпӑр (Ис. 48:16). Ҫапла, пире Туррӑн сывлӑшӗ янӑ! Моисейпе, Веселеилпа тата Иисус Навинпа мӗнле пулнӑ, эпир те ҫавӑн пекех ӗҫе чунтан, Иегова пирӗн ӑсталӑха аталантарассине шанса тӑватпӑр. Иегова Гедеона, Иеффая тата Самсона вӑй панӑ пекех пире те вӑй пама пултарнине шанса «Сывлӑш паракан хӗҫпе — Турӑ Сӑмахӗпе» усӑ куратпӑр (Эф. 6:17, 18). Иегова пире пулӑшасса шанатпӑр пулсан, вӑл пире хӑйӗн ӗҫне тумашкӑн, Самсона вӑй панӑ пекех, вӑй парӗ.
19 Чӑнах та, Иегова хӑйне тӗрӗс пуҫҫапас тесе хӑюллӑ тӑракансене пиллесе тӑрать. Святой сывлӑша хамӑра ертсе пыма панӑ чухне пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсе пырать. Ҫавӑнпа та пире Христианла Грек Ҫырӑвӗнче ҫырса хунӑ хумхантаракан ӗҫсене пӑхса тухма та кӑмӑллӑ пулӗ. Эпир Иеговӑн сывлӑшӗ пӗрремӗш ӗмӗрте 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ умӗн те, хыҫҫӑн та пурӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑнине курӑпӑр. Ун ҫинчен тепӗр статьяра каланӑ.
Туррӑн сывлӑшӗ...
• Моисей
• Веселеил
• Иисус Навин
• Гедеон
• Иеффай
• Самсон
ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑнине пӗлни мӗншӗн сире хавхалантарать?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]