Вӑл саншӑн ырӑ е асӑрхаттаракан тӗслӗх?
Вӑл саншӑн ырӑ е асӑрхаттаракан тӗслӗх?
«Иаков Туррийӗ... пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр» (ИС. 2:3).
1, 2. Библири тӗслӗхсем пирӗншӗн хӑш енчен усӑллӑ?
БИБЛИРЕ мӗн ҫырни пурте саншӑн усӑллӑ пулнипе эсӗ килӗшетӗн пуль. Унта шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен тӗслӗхӗсем пур, пирӗн вара вӗсем пек пурӑнма тата вӗсем кӑтартнӑ лайӑх енсене кӑтартма тӑрӑшмалла (Евр. 11:32—34). Анчах та Библире асӑрхаттаракан тӗслӗхсем пуррине те эсӗ асӑрханӑ пулӗ — арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен каласа панисем, вӗсем пек шухӑшламанни тата хамӑра вӗсем пек тытманни пирӗншӗн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
2 Библире каланӑ хӑш-пӗр ҫынсем пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх те, асӑрхаттаракан тӗслӗх те пулса тӑраҫҫӗ. Давид ҫинчен — хӑйне кӗҫӗне хуракан кӗтӳҫ, каярахпа хӑватлӑ патша пулса тӑнӑскер ҫинчен — шухӑшласа пӑхар-ха. Чӑнлӑха юратакан тата Иеговӑна шанса пурӑнакан ҫын пулнӑ май вӑл пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫапах та вӑл йывӑр ҫылӑхсем тунӑ, сӑмахран, Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ, унӑн упӑшкине вӗлернӗ тата ҫынсене шутланипе ӑссӑрла хӑтланнӑ. Халӗ вара унӑн ывӑлӗ, Соломон — патша тата Библи ҫыравҫи — ҫинчен калаҫса пӑхар. Чи малтан эпир вӑл мӗнле икӗ майпа ырӑ тӗслӗх кӑтартнине сӳтсе явӑпӑр.
«Соломон ӑслӑлӑхӗ»
3. Мӗншӗн Соломон пире ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑ теме пулать?
3 Аслӑ Соломон, Иисус Христос, Соломон патша пирки, вӑл пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх тесе, ырӑ ятпа асӑннӑ. Иисус хӑш-пӗр иудейсене, вӑл Мессия пулни пирки иккӗленекенсене, каланӑ: «Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур» (Матф. 12:42). Чӑнах та, Соломон хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе паллӑ пулнӑ, вӑл вара пире ӑслӑлӑх илме ӳкӗтленӗ.
4, 5. Соломон мӗнле майпа ӑслӑлӑх туяннӑ, эпир ӑна мӗнле илме пултаратпӑр?
4 Соломон патшана ларсан, Турӑ ӑна тӗлӗкре курӑннӑ та хӑвна мӗн кирлине ыйт тенӗ. Пурнӑҫа пӗлсех кайманнине ӑнланнӑран Соломон Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтнӑ. (3 Патшасен 3:5—9 вуласа пар.) Патша ӑслӑлӑх ыйтни Турӑшӑн кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Турӑ ӑна «тӗрӗс те ӑслӑ чӗре» панисӗр пуҫне вӑл мӗн ыйтманнине те, «пуянлӑхпа чап та», панӑ (3 Патш. 3:10—14). Иисус каланӑ тӑрӑх, Соломонӑн ӑслӑлӑхӗ ҫав тери пысӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та Савея ҫӗрӗн хӗрарӑм патши ҫавӑн ҫинчен илтсен унӑн ӑслӑлӑхне итлес тесе инҫетрен килнӗ (3 Патш. 10:1, 4—9).
5 Турӑ Соломона ӑслӑлӑха тӗлӗнмелле майпа панӑ. Анчах та эпир паян ӑслӑлӑха ҫавӑн пек майпа илессе кӗтместпӗр. «Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать» тенӗ Соломон, анчах та вӑл Туррӑн ҫав лайӑх енне илес тесен вӑй хумалла тесе те каланӑ. «Хӑлхуна ӑслӑлӑха тимлеме тайсассӑн, чӗрӳне шухӑшлама вӗрентсессӗн», вара ӑслӑлӑх илме пултарӑн тенӗ вӑл. Унсӑр пуҫне вӑл ҫакнашкал сӑмахсемпе те усӑ курнӑ: «йӑлӑнсассӑн», «шырасассӑн» тата «тупсах тӑрсассӑн» (Ытар. 2:1—6). Эппин, эпир ӑслӑлӑх илме пултаратпӑр.
6. Ӑслӑлӑх илес тӗлӗшрен Соломонӑн ырӑ тӗслӗхӗнчен усӑ илнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
6 Хамӑра ҫакӑн пек ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ Туррӑн ӑслӑлӑхне Соломон хакланӑ пекех хаклатӑп-и?» Экономикӑри йывӑрлӑхсем нумай ҫынна хӑйсен ӗҫӗпе укҫи-тенки ҫинчен ытларах та ытларах шутлама хистенӗ е пӗлӳ илессипе ҫыхӑннӑ йышӑнусем ҫине витӗм кӳнӗ. Сан пирки тата санӑн ҫемйӳ пирки мӗн калама пулать? Эсӗ тӑвакан йышӑнусем Туррӑн ӑслӑлӑхне хакланине тата ӑна туянма тӑрӑшнине кӑтартаҫҫӗ-и? Ытларах та ытларах ӑслӑлӑх илес тесе санӑн хӑвӑн тӗллевӳсене тата кӑмӑлу ӑҫталла туртнине улӑштармалла мар-ши? Тӗрӗссипе каласан, ӑслӑлӑха илсе унпа пурнӑҫра усӑ курнипе эсӗ халӗ те, пуласлӑхра та ӑнӑҫлӑ пулӑн. Соломон ҫырнӑ: «Ун чухне эсӗ чӑнлӑха, тӗрӗс сута, тӳррӗн каланине, пур ырӑ ҫула ӑнланӑн» (Ытар. 2:9).
Турра тӗрӗс пуҫҫапнине мала хуни мир кӳнӗ
7. Турӑ валли чаплӑ храма мӗнле туса пӗтернӗ?
7 Патшана ларнӑ хыҫҫӑнхи малтанхи ҫулӗсенче Соломон чаплӑ храм тума пуҫланӑ. Ҫав храм Моисей пурӑннӑ вӑхӑтранпа усӑ куракан чатӑр вырӑнне пулмалла пулнӑ (3 Патш. 6:1). Ҫав храма эпир Соломон храмӗ тетпӗр пулин те, ӑна тӑвас шухӑш чи малтан унра ҫуралман; Соломон хӑйне архитектор тата ырӑ тӑвакан ҫӗрме пуян вырӑнне хурса хӑйӗн ятне чапа кӑларма тӑрӑшман. Тӗрӗссипе каласан, храма тӑвас шухӑш чи малтан Давидра ҫуралнӑ. Турӑ ӑна храма тата унти япаласене мӗнле тумаллине кӑтартакан тӗплӗ чертежсем панӑ. Унсӑр пуҫне Давид храма тумашкӑн нумай укҫа уйӑрнӑ (2 Патш. 7:2, 12, 13; 1 Ҫулс. 22:14—16). Анчах та шӑп Соломон ӗнтӗ храма тӑвассине ертсе пырас чыса тивӗҫлӗ пулнӑ. Ӑна вара ҫичӗ ҫул ҫурӑ хушши тунӑ (3 Патш. 6:37, 38; 7:51).
8, 9. а) Ырӑ ӗҫсем тӑвас енчен Соломон мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? ӑ) Соломон чӑн Турра пуҫҫапассине мала хуни мӗн панӑ?
8 Ҫапла вара Соломон ырӑ ӗҫсене пӗр вӗҫӗмсӗр туса тӑнипе тата чи кирлине пурнӑҫра мала хунипе пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Храма туса пӗтернӗ хыҫҫӑн саккун арчине ун ӑшне кӗртсе лартсан, Соломон халӑх умӗнче кӗлӗ тунӑ. Унӑн кӗллинче Иеговӑна каланӑ ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: „Манӑн ятӑм унта пулӗ“ тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ» (3 Патш. 8:6, 29). Израильсемпе ют халӑх ҫыннисем ҫав храм, Туррӑн ячӗпе хисепленекен ҫурт, еннелле ҫаврӑнса кӗлӗ тума пултарнӑ (3 Патш. 8:30, 41—43, 60).
9 Соломон чӑн Турра пуҫҫапассине мала хуни мӗн панӑ? Храма халаллас ятпа ирттернӗ уяв хыҫҫӑн ҫынсем «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Давид чуришӗн, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн тунӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртенӗ, чӗререн савӑннӑ» (3 Патш. 8:65, 66). Чӑнах та, Соломон 40 ҫул хушши патшара ларнӑ чухне пурнӑҫ мирлӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ. (3 Патшасен 4:20, 21, 25 вуласа пар.) 71-мӗш Псалом ҫавӑн ҫинчен калать тата Аслӑ Соломон, Иисус Христос, патшара ларса ертсе пынӑ чухне мӗнле пиллӗхсем пулассине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать (Пс. 71:6—8, 16).
Соломонӑн асӑрхаттаракан тӗслӗхӗ
10. Соломон тунӑ мӗнле пысӑк йӑнӑш тӳрех пуҫа кӗрет?
10 Соломон пурнӑҫӗ пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх те пулса тӑрать тесе мӗншӗн калама пулать? Тен, эсӗ унӑн ют халӑхран илнӗ арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсене тӳрех аса илетӗн. Библире каланӑ: «Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ... Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман» (3 Патш. 11:1—6). Паллах ӗнтӗ, эсӗ вӑл тунӑ йӑнӑша нихӑҫан та тӑвасшӑн мар. Анчах та Соломонӑн тӗслӗхӗнче пирӗншӗн ытти асӑрхаттарусем пур-и? Унӑн пурнӑҫӗнчи шута илсех кайман хӑш-пӗр ӗҫӗсене пӑхса тухар та вӗсем пире мӗнле асӑрхаттарса тӑнине курар.
11. Соломон пӗрремӗш хут авланни пирки мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать?
11 Соломон 40 ҫул патшара ларнӑ (2 Ҫулс. 9:30). Анчах та 1 Патшасен 14:21-мӗшӗнче мӗн каланине шута илнӗ май мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? (Вуласа пар.) Ҫав сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Соломон вилсен унӑн ывӑлӗ Ровоам патшана ларнӑ чухне 41 ҫулта пулнӑ, унӑн амӑшӗ вара «Аммон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Наама ятлӑ пулнӑ». Эппин, Соломон патшана ларичченех йӗрӗхсене пуҫҫапакан, тӑшманла халӑхран тухнӑ хӗрарӑма качча илнӗ пулнӑ (Тӳр. 10:6; 2 Патш. 10:6). Унӑн арӑмӗ ҫав йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ-ши? Пуҫҫапнӑ пулсан та, Раавпа Руфь пекех, вӑл суя турӑсене пуҫҫапассине пӑрахса чӑн Турра пуҫҫапма пуҫланӑ тен (Руфь 1:16; 4:13—17; Матф. 1:5, 6). Ҫапах та ют халӑх хӗрарӑмне качча илнине пула Соломон Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑман аммонсенчен хӑш-пӗрисемпе хурӑнташланнӑ пулас.
12, 13. Патшана ларсанах Соломон мӗнле тӗрӗс мар йышӑну тунӑ тата вӑл мӗнле шухӑшланӑ пулас?
12 Патшана ларнӑ хыҫҫӑн Соломон авланма шутлани тӗрӗс мар пулнӑ паллах. «Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ» (3 Патш. 3:1). Ҫав Египет хӗрарӑмӗ Руфь пекех чӑн Турра пуҫҫапма пуҫланӑ-ши? Библире ҫавӑн ҫинчен нимӗн те каламан. Анчах та, пӗр вӑхӑт иртсен, Соломон ун валли (тен, Египетран килнӗ унӑн хӗрарӑм тарҫисем валли те) Давид хулинчен урӑх ҫӗре ҫурт туса панӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх, суя турӑсене пуҫҫапакансен саккун арчипе ҫумӑн пурӑнмалла пулман (2 Ҫулс. 8:11).
13 Египет фараонӗн хӗрӗпе мӑшӑрланни усӑллӑ пулать тесе шутлама пултарнӑ Соломон, мӗншӗн тесен ҫавӑ Израильпе Египет хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗ пулӗччӗ. Анчах ҫавӑн пек шухӑшлани ӑна тӳрре кӑларнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫакӑнччен чылай маларах Турӑ Ханаанри суя тӗнлӗ халӑхсемпе мӑшӑрланма чарнӑ пулнӑ, ҫитменнине тата вӑл хӑш-хӑш халӑхпа хутшӑнмалла марри ҫинчен те каланӑ (Тух. 34:11—16). Египет ҫыннисем ҫав халӑхсем шутне кӗменрен эпӗ вӗсемпе мӑшӑрланма пултаратӑп тесе шутланӑ-ши Соломон? Вӑл ҫавӑн пек шутланӑ пулсан та, ҫакӑ тӗрӗс пулнӑ-ши? Тӗрӗссипе каласан, вӑл хӑйне мӗнле тытнипе тӗрӗс пуҫҫапассине пӑрахса суя турӑсене пуҫҫапма пултарас хӑрушлӑх ҫинчен Иегова тӳррӗн асӑрхаттарса каланине ним вырӑнне те хуманнине кӑтартнӑ. (Саккуна астутарни 7:1—4 вуласа пар.)
14. Соломонӑн асӑрхаттаракан тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ пама пултарать?
14 Соломонӑн тӗслӗхӗ пире асӑрхаттарса тӑрӗ-ши? «Ҫӳлхуҫана ӗненекене [«кӑна», ҪТ] качча каймалла» текен Туррӑн заповедьне ним вырӑнне хумасӑр Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа хутшӑнусем аталантарнине христианка тӳрре кӑларас тесе хӑтланса пӑхӗ (1 Кор. 7:39). Ҫавӑн пек шухӑшланӑ май кам та пулин шкул хыҫҫӑн спорт вӑййисене е шкулти клубсене хутшӑнма пултарать. Е ҫын налуксене тӳлес мар тесе мӗн чухлӗ тупӑш илнине пытарас тейӗ, е тӗрӗс хурав пани ӑна аван мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерме пултарнӑран тӗрӗс маррине калама пултарать. Турӑ мӗн хушнине туманнине Соломон тӗрӗс мар шухӑшсемпе тӳрре кӑларнӑ пулас. Пирӗнпе те ҫавӑн пекки пулма пултарать.
15. Соломона хӗрхеннине Иегова мӗнле кӑтартнӑ, анчах та ҫав тӗлӗшрен пирӗн мӗне асра тытмалла?
15 Ҫакӑ та питӗ интереслӗ: Соломон ют ҫӗршыв патшин хӗрне качча илнӗ тесе палӑртнӑ хыҫҫӑн Библире Турӑ ӑна вӑл ыйтнӑ ӑслӑлӑха кӑна мар, пуянлӑх та панӑ тенӗ (3 Патш. 3:10—13). Соломон Турӑ мӗн тума хушнине шута илмен пулин те, Иегова ӑна тӳрех патшаран сирпӗтмен е хытӑ наказани паман курӑнать. Ҫакӑ вӑл Турӑ тӑпраран тунӑ ҫынсен ҫитменлӗхсем пуррине ӑнланать тенине кӑтартса парать (Пс. 102:10, 13, 14). Анчах та ҫакна асра тытар: эпир тунӑ ӗҫсем пирӗн ҫине халӗ мар-тӑк, каярахпа япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ.
Шутсӑр нумай арӑм-ҫке!
16. Нумай арӑм илнипе Соломон мӗнле заповеде пӑснӑ?
16 Юрӑсен юрри кӗнекинче Соломон пӗр хӗре, вӑл патшан 60 арӑмӗпе 80 ҫум-арӑмӗнчен те хитререх тесе мухтанӑ (Юр. юр. 6:1, 8—10). Ҫапла каланипе вӑл хӑйӗн арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсем ҫинчен каланӑ пулсан, ҫав вӑхӑт тӗлнелле унӑн вӗсем нумай пулнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ е вӗсем пурте чӑн Турра пуҫҫапса пурӑннӑ пулсан та, Соломон Турӑ Моисей урлӑ панӑ заповеде, Израиль патшийӗ «нумай арӑм илсе, чӗрине ан ирсӗрлеттӗр» текен заповеде, пӑснӑ (Сак. аст. 17:17). Ҫавӑн чухне те Иегова Соломонран пӑрӑнман. Вӑл ӑна Библири Юрӑсен юрри кӗнекине ҫырма хавхалантарнипе унчченхи пекех пилленӗ.
17. Мӗнле чӑнлӑха пирӗн асра тытмалла?
17 Турӑ мӗн тума хушнине Соломон ним вырӑнне те хуман, анчах ҫавӑншӑн унпа нимӗн те пулман тенине тата пирӗн те ҫавӑн пек тума юрать тенине пӗлтерет-и? Ҫук. Соломонӑн тӗслӗхӗ Турӑ пӗр вӑхӑт хушши тӳсӗмлӗ пулма пултарнине кӑтартса парать. Анчах та Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен кам та пулин Вӑл мӗн тума хушнине ним вырӑнне те хумасть пулсан, ҫавӑншӑн тӳрех хӗн-хур курмасть пулсан та, ҫакӑ каярахпа унпа ним япӑххи те пулмӗ тенине пӗлтермест. Соломон мӗн ҫырнине аса илер-ха: «Начар ӗҫсемшӗн часах сут пулмасть; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсем усал тума хӑраса тӑмаҫҫӗ». Унтан вӑл малалла каланӑ: «Пӗлетӗп эпӗ — Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ» (Еккл. 8:11, 12).
18. Галати 6:7-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине Соломонӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать?
18 Эх, Соломон Туррӑн ҫав чӑнлӑхне итлесе пурӑннӑ пулсанччӗ! Вӑл нумай ырӑ ӗҫ тунӑ тата Турӑран сахал мар пиллӗх илнӗ пулин те, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл пӗр йӑнӑш хыҫҫӑн теприне тума пуҫланӑ. Турра итлес марри унӑн йӑлана кӗнӗ. Каярахпа Павел апостол Турӑ пӗлтернипе ҫырни чӑннипех те тӗрӗс: «Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет» (Гал. 6:7). Тепӗртакран Соломон, Турӑ мӗн тума хушнине итлеменшӗн, япӑххине вырса илнӗ. Библире эпир вулатпӑр: «Фараон хӗрӗсӗр пуҫне Соломон тата ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене нумай хӗрарӑма — Моав, Аммон, Эдом, Сидон, хет ҫыннисен хӗрӗсене — юратнӑ» (3 Патш. 11:1). Ҫав хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ суя турӑсене пуҫҫапма нихӑҫан та пӑрахман пулас, Соломон вара вӗсем хыҫҫӑн кайнӑ. Вӑл чӑнлӑхран пӑрӑннӑ, тӳсӗмлӗ Турӑ вара ӑна кӑмӑл тума пӑрахнӑ. (3 Патшасен 11:4—8 вуласа пар.)
Унӑн тӗслӗхӗнчен — лайӑххинчен те, япӑххинчен те — вӗренетпӗр
19. Мӗншӗн Библире ырӑ тӗслӗхсем нумай теме пултаратпӑр?
19 Иегова ырӑлӑхне кӑтартса Павела ҫапла ҫырма хавхалантарнӑ: «Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4). «Пире ӳкӗтлесе ҫырнисем» шутне пысӑк ӗненӳ кӑтартнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен ырӑ тӗслӗхӗсем кӗреҫҫӗ. Иеговӑн ҫав ӗҫлекенӗсем пирки Павел ҫырнӑ: «Мӗн калам? Гедеонпа Варак ҫинчен, Самсонпа Иеффай ҫинчен, Давидпа Самуил ҫинчен тата ытти пророксем ҫинчен каласа парас тесессӗн, манӑн вӑхӑт та ҫитеес ҫук. Ӗненнипе вӗсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳррипе сут туса пурӑннӑ, Турӑ пама пулнисене илнӗ... халсӑрлӑх хыҫҫӑн вӑй илнӗ» (Евр. 11:32—34). Библире ҫырса хунӑ ырӑ тӗслӗхсенчен пирӗн усӑ илсе тӑмалла та унта каланӑ пек тума тӑрӑшмалла.
20, 21. Мӗншӗн Библири асӑрхаттаракан тӗслӗхсенчен ӑса вӗренни питӗ кирлӗ?
20 Анчах та Библире асӑрхаттаракан тӗслӗхсем те пур. Вӗсенче Иегова пӗр вӑхӑт хушши ырланӑ тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсем вырӑнне хурса усӑ курнӑ хӑш-пӗр арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен каланине тупма пултаратпӑр. Библи вуланӑ май Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем хӑш самантра тата мӗнле майпа чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑннине, ҫапла вара вӗсем пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх пулса тӑнине асӑрхама пулать. Хӑш-пӗрисен тӗрӗс мар шухӑшӗсемпе туртӑмӗсем майӗпен аталанса пынине, вӗсем вара юлашкинчен япӑххи патне илсе пынине эпир куратпӑр. Ҫав тӗслӗхсенчен ӑса вӗренме пире мӗн пулӑшӗ-ши? Эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Ҫав ҫынсем мӗншӗн тӗрӗс мар шухӑшлама пуҫланӑ? Манпа та ҫавӑн пекки пулма пултарать-и? Ҫав йӑнӑша тӑвас мар та ҫав асӑрхаттаракан тӗслӗхрен ӑса вӗренес тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?»
21 Ҫав тӗслӗхсене пирӗн питӗ тимлӗ пӑхса тухмалла, мӗншӗн тесен Павел Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ: «Вӗсемпе мӗн пулса иртни — пире малтанах асӑрхаттаракан паллӑсем; ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ» (1 Кор. 10:11).
Эсир мӗн пӗлтӗр?
• Мӗншӗн Библире ырӑ тӗслӗхсем те, асӑрхаттараканнисем те пур?
• Мӗншӗн Соломон пӗр йӑнӑш хыҫҫӑн теприне туса тӑнӑ?
• Соломонӑн асӑрхаттаракан тӗслӗхӗнчен эсӗ мӗнле усӑ илме пултаратӑн?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]