Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кама Туррӑн сывлӑшӗ пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пынӑ, кама халӗ ертсе пырать, ҫавсем

Кама Туррӑн сывлӑшӗ пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пынӑ, кама халӗ ертсе пырать, ҫавсем

Кама Туррӑн сывлӑшӗ пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пынӑ, кама халӗ ертсе пырать, ҫавсем

«Ҫакна пурне те пӗр Сывлӑшах тӑвать» (1 КОР. 12:11).

1. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

 ПИРӖН эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ. Ҫав кун мӗн тери хумхантаракан ӗҫсем пулса иртнӗ! (Ап. ӗҫ. 2:1—4.) Ун чухне святой сывлӑш яни Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене урӑх майлӑ ертсе пыма пуҫланине палӑртнӑ. Унчченхи статьяра эпир Туррӑн сывлӑшӗ авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенсене ҫӑмӑлах мар ӗҫсене тума мӗнле пулӑшнине пӑхса тухнӑччӗ. Анчах та Туррӑн сывлӑшӗ христиансен пухӑвӗ пуҫланиччен епле витӗм кӳрсе тӑнипе пӗрремӗш ӗмӗрте епле ӗҫлесе тӑни хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур? Туррӑн сывлӑшӗ хальхи вӑхӑтра христиансене мӗнле пулӑшса тӑрать? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

«Эпӗ — Турӑ чури»

2. Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнине Мария хӑй ҫинче мӗнле туйнӑ?

2 Пама пулнӑ святой сывлӑша вӗренекенсем ҫине янӑ чухне Мария Иерусалимри ҫуртра ҫӳлти пӳлӗмре пулнӑ (Ап. ӗҫ. 1:13, 14). Ҫак ӗҫсем пуличчен вӑтӑр ҫул ытла каяллах вӑл Иеговӑн сывлӑшӗ тӗлӗнмелле майпа витӗм кӳнине хӑй ҫинче туйнӑ. Иегова хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне пӗлӗтрен Марийӑн варне куҫарнӑ, вӑл ун чухне хӗрлӗхне ҫухатман хӗр пулнӑ. Мария «Таса Сывлӑш хӑвачӗпе» йывӑр ҫын пулса тӑнӑ (Матф. 1:20).

3, 4. Марийӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнӑ тата эпир ун пек пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

3 Мӗншӗн Мария ҫавӑн пек нимпе танлаштарайми чаплӑ чыса тивӗҫлӗ пулнӑ? Ангел ӑна Иегова ун тӗлӗшӗнчен мӗн тума шут тытни ҫинчен ӑнлантарса парсан, Мария каланӑ: «Эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана» (Лука 1:38). Ҫавӑн пек хурав панинче Марийӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулни палӑрнӑ, Турӑ ҫавна унчченех асӑрханӑ пулнӑ. Вӑл тӳрех хурав пани Туррӑн ирӗкне йышӑнма хатӗр пулнине кӑтартса панӑ. Йывӑр ҫын пулса тӑрсан ҫынсем ҫавӑн пирки мӗн калӗҫ е ҫакӑ каччипе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарӗ-ши тесе тӑман вӑл. Хӑйӗн пирки ниме тӑман чура тенипе Мария Иеговӑна хӑйӗн Хуҫи вырӑнне хурса пӗтӗмпех шанса тӑнине кӑтартнӑ.

4 Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче хӑвна тума хушнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама шутсӑр йывӑр пек туйӑнни пулкаланӑ-и санпала? Пирӗнтен кашнийӗ хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Иегова пурне те хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурнӑҫлассине эпӗ пӗтӗмпех шанса тӑратӑп-и? Иегова мана тума хушнӑ ӗҫе эпӗ чунтан-вартан тума чӑнах та хатӗр-и?» Иегова хӑйне пӗтӗм чӗререн шанса тӑракансене тата хӑйне Аслӑ Патша вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑракансене хӑйӗн сывлӑшне парасси пирки пӗртте ан иккӗлен (Ап. ӗҫ. 5:32).

Петра святой сывлӑш пулӑшнӑ

5. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗччен Петр ҫине святой сывлӑш мӗнле витӗм кӳнӗ?

5 Мария пекех, Петр хӑйӗн ҫине Туррӑн святой сывлӑшӗ хӑватлӑ витӗм кӳнине пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗчченех туйнӑ. Иисус ӑна та, ытти апостолсене те усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма хӑват панӑ (Марк 3:14—16). Библире ҫавӑн ҫинчен нимех те каламан пулин те, Петр ҫав хӑватпа усӑ курнӑ пулас. Ҫавӑн пекех Туррӑн хӑвачӗ Иисус Петра хӑйӗн патне Галилея тинӗсӗ ҫийӗпе пыма чӗнсен, Петр шыв ҫийӗн утса кайнӑ чухне палӑрнӑ. (Матфей 14:25—29 вуласа пар.) Чӑнах та, Петр святой сывлӑш пулӑшасса шаннӑран хӑватлӑ ӗҫсем тума пултарнӑ. Кӗҫех ҫав сывлӑш Петрпа ытти вӗренекенӗсем ҫине урӑхла майлӑ витӗм кӳме пуҫланӑ.

6. Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе Петр пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче те, ун хыҫҫӑн та мӗн-мӗн тума пултарнӑ?

6 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Петра тата ытти вӗренекенӗсене, вӗсем Иерусалим хулине инҫетрен килнӗ ҫынсен чӗлхипе калаҫма пултарччӑр тесе, тӗлӗнмелле пултарулӑх панӑ пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Петр халӑх умне тухса сӑмах каланӑ (Ап. ӗҫ. 2:14—36). Унччен Петрӑн хӑрасси е ӗҫе ним шухӑшламасӑр тӑвасси пулкаланӑ. Анчах та святой сывлӑш илнӗ хыҫҫӑн Петр хӑйне хӑратнине тата вӗрентме чарӑн тесе хӗснине пӑхмасӑрах ырӑ хыпара хӑюллӑн каланӑ (Ап. ӗҫ. 4:18—20, 31). Турӑ уҫса панӑран Петр ятарлӑ пӗлӳ илнӗ (Ап. ӗҫ. 5:8, 9). Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратма та хӑват панӑ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 9:40).

7. Иисусӑн мӗнле вӗрентӗвӗсене Петр святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хыҫҫӑн кӑна ӑнланнӑ?

7 Аллӑмӗш кун уявӗчченех Петр Иисус вӗрентнӗ чӑнлӑхсенчен нумайӑшне ӑнланнӑ (Матф. 16:16, 17; Иоанн 6:68). Анчах Иисус вӗрентӗвӗн хӑш-пӗр енӗсене вӑл Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн кӑна ӑнланма пуҫланӑ. Сӑмахран, Петр Христосӑн виҫҫӗмӗш кунне ангел пек кӗлеткеллӗ пулса вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине е Патшалӑх пӗлӗтре пулассине ӑнланман (Иоанн 20:6—10; Ап. ӗҫ. 1:6). Ҫынсем ангелсем пек кӗлеткеллӗ пулӗҫ те пӗлӗтри Патшалӑхра патшара ларӗҫ текен шухӑш уншӑн ют шухӑш пулнӑ. Анчах та святой сывлӑшпа шыва кӗнӗ тата пӗлӗтре пурӑнмалли шанчӑка илнӗ хыҫҫӑн кӑна вӑл Иисус вӗрентӗвӗн ҫав енӗсене ӑнланма пултарнӑ.

8. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, «урӑх сурӑхсем» те мӗнле пӗлӳ илме пултараҫҫӗ?

8 Унччен ӑнланман вӗрентӳсем Иисусӑн вӗренекенӗсемшӗн святой сывлӑш илнӗ хыҫҫӑн уҫӑла пуҫланӑ. Святой сывлӑш витӗм кӳнипе Христианла Грек Ҫырӑвӗсене ҫыракансем — пире усӑ парас тесе — Иеговӑн тӗллевӗн тӗлӗнмелле енӗсене уҫса панӑ (Эф. 3:8—11, 18, 19). Хальхи вӑхӑтра святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, «урӑх сурӑхсем» те пӗр пек чӑнлӑхсенех вӗренме тата ӑнланма пултараҫҫӗ (Иоанн 10:16). Святой сывлӑш сана Туррӑн Сӑмахне пӗлме тата ӑнланма пулӑшнине эсӗ хаклатӑн-и?

Павел «Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ»

9. Святой сывлӑша пула Павел мӗн тума пултарнӑ?

9 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн ҫулталӑка яхӑн вӑхӑт иртсен тата тепӗр ҫын Туррӑн парнине — святой сывлӑш — илнӗ. Ҫав ҫын Савл пулнӑ, каярахпа ӑна Павел ятпа пӗле пуҫланӑ. Туррӑн сывлӑшӗ ун ҫине мӗнле витӗм кӳни пире паянхи кун та усӑ парса тӑрать. Святой сывлӑш витӗм кӳнипе Павел апостол Библири 14 кӗнекене ҫырнӑ. Петрпа пулнӑ пекех, Туррӑн сывлӑшӗ Павела пӗлӗтри вилӗмсӗр те ҫӗрми пурнӑҫ шанчӑкӗ мӗн иккенне ӑнланма тата ҫавӑн ҫинчен уҫӑмлӑ ҫырса хума пулӑшнӑ. Святой сывлӑша пула Павел чирлисене сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, вилӗмрен те чӗртнӗ! Анчах Павела, святой сывлӑш урлӑ илнӗ хӑвата, чылай кирлӗрех тӗллевпе панӑ. Халӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсем — тӗлӗнмелле майпа мар пулин те — ҫав хӑватах илеҫҫӗ.

10. Святой сывлӑш Павел ҫине, вӑл калаҫма пултартӑр тесе, мӗнле витӗм кӳнӗ?

10 Павел «Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса» асамҫӑна хирӗҫ хӑюллӑ калаҫнӑ. Ҫакӑ ҫав калаҫӑва итлесе тӑнӑ Кипр проконсулӗ ҫине калама ҫук вӑйлӑ витӗм кӳнӗ! Проконсул чӑнлӑха йышӑннӑ, мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтсе» тӗлӗннӗ (Ап. ӗҫ. 13:8—12). Чӑнлӑх ҫинчен калама святой сывлӑш питӗ кирлӗ пулнине Павел, паллах ӗнтӗ, лайӑх пӗлнӗ (Матф. 10:20). Каярахпа вӑл Эфес пухӑвӗнчи христиансене, хӑйне «кирлӗ сӑмахсем патӑрччӗ» тесе, хӑйӗншӗн кӗлӗ тума ыйтнӑ (Эф. 6:18—20).

11. Туррӑн сывлӑшӗ Павела мӗнле ертсе пынӑ?

11 Святой сывлӑш Павела калаҫма пулӑшнӑ кӑна мар, хӑш-пӗр вырӑнсенче калаҫма та чарнӑ. Миссионерла ҫулҫӳревсене кайсан Павела Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынӑ (Ап. ӗҫ. 13:2; Апостолсен ӗҫӗсем 16:6—10 вуласа пар). Иегова халӗ те ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырас тесе хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курать. Павел пекех, Иеговӑн итлекен ӗҫлекенӗсем пурте чӑнлӑха хастарлӑ та хӑюллӑ пӗлтерсе тӑрас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра мӗн тумаллине Турӑ Павел вӑхӑтӗнче палӑрмалла кӑтартнӑ пек кӑтартса тӑмасть пулин те, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем чӑнлӑха илтме пултарччӑр тесе Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курнине эпир шанма пултаратпӑр (Иоанн 6:44).

«Ӗҫсем те — тӗрлӗрен»

12—14. Туррӑн сывлӑшӗ унӑн ӗҫлекенӗсем ҫине пурин ҫине те пӗр пек витӗм кӳрсе тӑрать-и? Ӑнлантарса парӑр.

12 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пухӑвне пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова пиллесе тӑни ҫинчен каласа панисем хальхи вӑхӑтри хӑйсене Турра халалланӑ ӗҫлекенсене чӑннипех хавхалантараҫҫӗ-и? Паллах! Турӑ пӗлтернипе Павел Коринфри пухӑва вӑл вӑхӑтра панӑ сывлӑшӑн хастарӗсем, е парнисем, ҫинчен каланӑ сӑмахсене аса илер-ха: «Хастар — тӗрлӗрен, Сывлӑш —пӗрре анчах; ӗҫлесе тӑрасси те — тӗрлӗрен, Ҫӳлхуҫа вара — пӗрре анчах; ӗҫсем те — тӗрлӗрен, анчах пуринче те пурне те туса тӑракан Турӑ — пӗрре анчах» (1 Кор. 12:4—6, 11). Апла пулсан, мӗнле тӗллев пулнине кура святой сывлӑш Туррӑн тӗрлӗ ӗҫлекенӗ ҫине тӗрлӗрен витӗм кӳме пултарать. Святой сывлӑш Христосӑн «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвне» те, «урӑх сурӑхӗсене» те ертсе пырать (Лука 12:32; Иоанн 10:16). Ҫапах та сывлӑш пухури кашни тӑван ҫине яланах пӗр пек витӗм кӳмест.

13 Сӑмахран, старейшинӑсене святой сывлӑш урлӑ лартаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28). Анчах та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пур христианин та пухура надзиратель пулса ӗҫлемест. Ҫакӑнтан мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Туррӑн сывлӑшӗ пухури тӑвансем ҫине тӗрлӗрен витӗм кӳрет.

14 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене «ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш», урӑхла каласан, вӗсене Турӑ ывӑллӑха илнӗ тесе шантарса тӑракан сывлӑш вӑл — Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне пӗлӗтре вилӗмсӗр пурнӑҫпа пурӑнмашкӑн вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ сывлӑшах. (Рим 8:11, 15 вуласа пар.) Пӗтӗм Ҫут тӗнчене тӑвас тесе Иегова ҫав сывлӑшпах усӑ курнӑ (Пулт. 1:1—3). Ҫав сывлӑш урлах Иегова Веселеила сӑваплӑ чатӑра тумашкӑн ятарлӑ ӗҫсене пурнӑҫлама ӑсталӑх панӑ, Самсона паттӑр ӗҫсене тумашкӑн тӗлӗнмелле хӑват панӑ, Петра шыв ҫийӗн утма пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа та хамӑрта святой сывлӑш пуррипе святой сывлӑшпа суйласа лартни пӗрех мар. Святой сывлӑшпа суйласа лартасси вӑл — Туррӑн сывлӑшӗ тунӑ ӗҫсенчен пӗри кӑна. Кама святой сывлӑшпа суйласа лартасси вара Турӑран килет.

15. Святой сывлӑшпа шыва кӗресси ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пырӗ-ши? Ӑнлантарса парӑр.

15 Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫине яланах, ҫынсене святой сывлӑшпа суйласа лартма пуҫличчен темиҫе пин ҫул каяллах, тӗрлӗрен витӗм кӳрсе тӑнӑ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче святой сывлӑшпа суйласа лартма пуҫланӑ, анчах та ҫавӑ ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пымӗ. Сывлӑшпа шыва кӗресси вӗҫленет, анчах та святой сывлӑш Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине, вӗсем унӑн ирӗкне ӗмӗр-ӗмӗрӗпе туса тӑма пултарччӑр тесе, малалла та витӗм кӳрсе тӑрӗ.

16. Святой сывлӑш пулӑшнипе халӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ?

16 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хальхи вӑхӑтра святой сывлӑш пулӑшнипе мӗнле ӗҫ туса тӑраҫҫӗ? Ӳлӗмхине 22:17-мӗшӗнче хурав панӑ: «Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ. Илтекен те: кил! тетӗр. Ӑшӗ хыпни килтӗр, илес теекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр». Туррӑн сывлӑшӗ хавхалантарнипе христиансем паян «илес теекене» кирек кама та чӗрӗлӗх шывне килсе илтӗр тесе йыхӑраҫҫӗ. Ҫав ӗҫе святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ертсе пыраҫҫӗ. Урӑх сурӑхсем те вӗсемпе пӗрле ҫав йыхрава сараҫҫӗ. Хушса панӑ ӗҫе тунӑ чухне ҫав икӗ ушкӑна пӗр святой сывлӑшах ертсе пырать. Ҫав икӗ ушкӑна кӗрекенсем хӑйсене Иеговӑна халалланине «Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе» шыва кӗнипе кӑтартнӑ (Матф. 28:19). Вӗсем пурте Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ те хӑйсенче унӑн ҫимӗҫне аталанма параҫҫӗ (Гал. 5:22, 23). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пекех урӑх сурӑхсем Туррӑн сывлӑшне хӑйсене пулӑшма параҫҫӗ. Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе вӗсем Иегова каланӑ пек сӑваплӑ пулас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑваҫҫӗ (2 Кор. 7:1; Ӳлӗм. 7:9, 14).

Святой сывлӑша малалла та ыйтӑр

17. Пирӗнте Туррӑн сывлӑшӗ пуррине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

17 Санӑн ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалли шанчӑк-и е пӗлӗтре, Иегова сана айӑпсӑр тӑрса юлма тата пулас пиллӗхсене илме пулӑшас тесе «ытла та пысӑк хӑват» пама пултарать (2 Кор. 4:7). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар малалла та каланӑ май санран мӑшкӑлласа куласси те пулӗ. Анчах та Библире ҫакӑн пек каланине асра тыт: «Христос ячӗшӗн сире хӑртаҫҫӗ пулсассӑн, эсир телейлӗ: сирӗнпе пӗрле — мухтавлӑ Сывлӑш, Турӑ Сывлӑшӗ» (1 Петр 4:14).

18, 19. Иегова сана хӑйӗн святой сывлӑшӗпе мӗнле пулӑшса тӑрӗ тата эсӗ ҫав тӗлӗшрен мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Святой сывлӑш вӑл — Туррӑн парни, вӑл ҫавна чунтан шыракансене парать. Святой сывлӑш санӑн ӑсталӑхна ӳстерӗ кӑна мар, Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума хавхалантарма пултарӗ. «Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать»,— тенӗ Павел. Святой сывлӑш пулӑшни, ҫавӑн пекех пурнӑҫ сӑмахне ҫирӗп тытса тӑрас тесе вӑй хуни пире ҫӑлӑнмашкӑн «хӑраса та чӗтресе» тӑрӑшма пулӑшӗ (Флп. 2:12, 13, 15, 16).

19 Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынине пӗтӗмпех шанса тӑнӑ май хӑвна тума хушнӑ кашни ӗҫе чӗререн ту, вӗсене туса ҫитерме кирлӗ ӑсталӑха аталантар тата Иеговӑран пулӑшу ыйт (Иак. 1:5). Вӑл сана хӑйӗн Сӑмахне ӑнланмашкӑн, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттермешкӗн тата ырӑ хыпар сармашкӑн мӗн кирлӗ, ҫавсене пурне те парса тӑрӗ. Иисус каланӑ: «Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире» (Лука 11:9, 13). Святой сывлӑш илес тетпӗр пулсан, пирӗн те ҫавнах тумалла. Ҫавӑнпа та Иегова сана хӑйӗн ӗлӗкхи тата хальхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем — святой сывлӑш ертсе пынине пӑхӑннӑскерсем — пек пулма пулӑштӑр тесе Унран малалла та ыйт.

Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?

• Пиллӗхсем илес тесен Мария пекех пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла?

• Павела Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

• Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсене святой сывлӑш мӗнле ертсе пырать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]