Святой сывлӑш пире ертсе пыни мӗншӗн кирлӗ?
Святой сывлӑш пире ертсе пыни мӗншӗн кирлӗ?
«Эсӗ — манӑн Туррӑм; Санӑн ырӑ Сывлӑшу мана... ертсе пытӑр» (ПС. 142:10).
1. Куҫа курӑнман вӑй ҫынна тӗрӗс ҫул тупма пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.
ТӖРӖС ҫул тупас тесе эсӗ хӑҫан та пулин компаспа усӑ курнӑ-и? Компас вӑл — ансат прибор, ун ҫинче куҫса тӑракан пӗртен-пӗр пай, ҫурҫӗрелле кӑтартса тӑракан магнитлӑ стрелка, пур. Куҫа курӑнман, магнетизм текен вӑя пула стрелка, ҫӗрӗн магнит уйӗ витӗм кӳнӗрен, полюссем еннелле кӑтартса тӑрать. Ӗмӗрсем хушши тӗпчевҫӗсемпе ҫулҫӳревҫӗсем тинӗсре те, ҫӗр ҫинче те тӗрӗс ҫул тупас тесе компаспа усӑ кураҫҫӗ.
2, 3. а) Шутласа кӑларайми ҫулсем каялла Иегова мӗнле хӑватлӑ вӑйпа усӑ курнӑ? ӑ) Туррӑн куҫа курӑнман, ӗҫлесе тӑракан вӑйӗ пире хальхи вӑхӑтра ертсе пырассине мӗншӗн пирӗн кӗтмелле?
2 Тата ытларах кирлӗ, куҫа курӑнман тата пире ҫул кӑтартма пултаракан тепӗр вӑй пур. Мӗнле вӑй вӑл? Ун ҫинчен Библири малтанхи сӑвӑ йӗркисенчех, Иегова шутласа кӑларайми ҫулсем каялла мӗн туни ҫинчен каланӑ май, ҫапла палӑртнӑ: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ». Пултарнӑ чухне Иегова хӑватлӑ вӑйпа усӑ курнӑ, ун ҫинчен Библире малалла каланӑ: «Шыв ҫийӗн Турӑ Сывлӑшӗ варкӑшнӑ [«Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ каллӗ-маллӗ куҫса ҫӳренӗ», ҪТ]» (Пулт. 1:1, 2). Кунта святой сывлӑш пирки сӑмах пырать. Пире пурнӑҫ парас тата ыттисене пурне те тӑвас тесе Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ (Иов 33:4; Пс. 103:30).
3 Пирӗн, чӗрӗ те сывлакан ҫынсен, Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ малалла та хамӑр пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрессе кӗтмелле-и? Ку чӑнах та ҫапла пулнине Турӑ Ывӑлӗ пӗлнӗ, мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Сывлӑшӗ... сире пур тӗрлӗ чӑнлӑха та пӗлтерӗ [«пӗтӗм чӑнлӑх патне ертсе пырӗ», ҪТ]» (Иоанн 16:13). Мӗн вӑл «сывлӑш» тата вӑл пире ертсе пыни мӗншӗн кирлӗ?
Мӗн вӑл святой сывлӑш
4, 5. а) Троицӑна ӗненекенсем святой сывлӑш пирки мӗн шутлаҫҫӗ? ӑ) Святой сывлӑш мӗн иккенне эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?
4 Эсир сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакансенчен хӑшӗ-пӗрисем, тен, святой сывлӑш пирки Библире каланӑ пек ӗненмеҫҫӗ. Троицӑна ӗненекенсем святой сывлӑш Атте Турӑпа пӗр тан тесе тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ (1 Кор. 8:6). Троица ҫинчен калакан вӗрентӳ Библире ҫуккине ҫӑмӑллӑнах ӑнлантарса пама пулать.
5 Апла пулсан, мӗн вӑл святой сывлӑш? Пултарни 1:2-мӗшӗнче (ҪТ) «ӗҫ туса тӑракан вӑй» тесе куҫарнӑ ру́ах текен еврей сӑмахне ҫавӑн пекех «сывлӑш», «ҫил» тата куҫа курӑнман, ӗҫ туса тӑракан вӑя кӑтартакан ытти сӑмахсемпе те куҫарнӑ. Ҫиле эпир куҫпа курма пултараймастпӑр пулин те, вӑл мӗн тунине эпир курма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех куҫа курӑнман святой сывлӑш та витӗм кӳме тата ӗҫсем тума пултарать. Святой сывлӑш вӑл — Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ, урӑхла каласан, Турӑ хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе ҫынсем, япаласем е лару-тӑру ҫине витӗм кӳмешкӗн усӑ куракан энерги. Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле вӑй сӑваплӑ Ҫӑлкуҫран — Пурне те Тума Пултаракан Турӑран — тухса тӑнине ӗненме йывӑр-им? Пӗртте йывӑр мар! (Исаия 40:12, 13 вуласа пар.)
6. Иеговӑран Давид мӗн ыйтнӑ?
6 Пире пурнӑҫ тӑршшӗпе ертсе пымашкӑн Иегова хӑйӗн сывлӑшӗпе малалла та усӑ курма пултарӗ-ши? Турӑ псалом юрлакан Давида сӑмах панӑ: «Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп, сана ху пымалли ҫул ҫине тӑратӑп» (Пс. 31:8). Давид хӑйне Турра ертсе пыртарасшӑн пулнӑ-и? Ҫапла, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑран ыйтнӑ: «Хӑвӑн ирӗкне тума вӗрентсем мана: Эсӗ — манӑн Туррӑм; Санӑн ырӑ Сывлӑшу мана... ертсе пытӑр» (Пс. 142:10). Давид пекех пирӗн те хамӑра Туррӑн сывлӑшне ертсе пыртарас кӑмӑл пулмалла. Мӗншӗн? Тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухар.
Эпир хамӑра хамӑр ертсе пыма пултараймастпӑр
7, 8. а) Мӗншӗн Турӑ пулӑшмасӑр эпир хамӑра хамӑр ертсе пыма пултараймастпӑр? ӑ) Хамӑр тӗллӗн ҫак йӗркесӗр тӗнче витӗр пыма хӑтланса пӑхни мӗншӗн хӑрушӑ пулнине тӗслӗх тӑрӑх кӑтартса парӑр.
7 Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн хамӑра Туррӑн сывлӑшне ертсе пыртарас килмелле, мӗншӗн тесен эпир хамӑра хамӑр ертсе пыма пултараймастпӑр. Иегова пире пултарнӑ чухне ҫавӑн пек пултарулӑх паман. Ҫитменнине тата эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем. Туррӑн пророкӗ Иеремия ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине пӗлетӗп, урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп» (Иер. 10:23). Мӗншӗн? Турӑ Иеремия урлӑ ҫавна тума мӗн чӑрмантарнине уҫса панӑ. Эпир шалтан мӗнле ҫынсем пулнине палӑртса Иегова каланӑ: «Этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл; кам пӗлсе пӗтерӗ ӑна?» (Иер. 17:9; Матф. 15:19.)
8 Опыт ҫук ҫын ҫул кӑтартса пыракансӑр, компассӑрах тӗпчесе пӗлмен пушхирелле ҫул тытрӗ пулсан, ҫакӑ ӑссӑрла хӑтланни мар-и? Ҫав пурӑнма йывӑр тавралӑхра мӗнле пурӑнса ирттермеллине пӗлмесӗр тата хӑй палӑртса хунӑ вырӑна тӗрӗс-тӗкелех ҫитмешкӗн мӗн-мӗн тумаллине чухламасӑр вӑл хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех ҫын ҫак йӗркесӗр тӗнче витӗр Турӑ ертсе пымасӑрах хӑйӗн ҫулне йӗркелесе пыма пултаратӑп тесе шутлать пулсан, пурнӑҫне татас хӑрушлӑх ӳсет унӑн. Ҫак тӗнче витӗр ӑнӑҫлӑ тухас тесен пирӗн Иеговӑран Давид ыйтнӑ пекех кӗлӗ туса ыйтмалла: «Манӑн урана Хӑвӑн ҫулусем ҫине тӗреклӗ тӑрат, ура ан такӑнтӑр, ан шутӑр» (Пс. 16:5; 22:3). Турӑ пире ертсе пытӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
9. Туррӑн сывлӑшӗ пире мӗнле майпа ертсе пыма пултарать?
9 Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан тата Иеговӑна шанса тӑма хатӗр пулсан, вӑл пире ертсе пырас тесе хӑйӗн святой сывлӑшне парӗ. Ҫав ӗҫ туса тӑракан вӑй пире мӗнле пулӑшса тӑрӗ? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӑнлантарса панӑ: «Аттем Ман ятӑмпа Ярасси — Лӑплантараканӗ [«пулӑшаканӗ», ҪТ], Таса Сывлӑш — сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ, Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине пӗтӗмпе астутарӗ» (Иоанн 14:26). Эпир Турӑ Сӑмахне, ҫав шутрах Христос мӗне вӗрентнине пурне те, яланах кӗлӗ туса тӗпчетпӗр пулсан, святой сывлӑш пире Иеговӑн виҫесӗр ӑслӑлӑхне тарӑнрах ӑнланма пулӑшӗ, ҫавна пула эпир унӑн ирӗкне тӗп-тӗрӗс тума пултарӑпӑр (1 Кор. 2:10). Унсӑр пуҫне пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан ҫул кукӑрӗсенче Туррӑн сывлӑшӗ пире тӗрӗс еннелле каймаллине кӑтартса парӗ. Сывлӑш пире хамӑр пӗлекен Библи принципӗсене аса илме, унтан вара ҫав принципсемпе усӑ курса тепӗр утӑма мӗнле тумаллине ӑнланма пулӑшӗ.
Иисуса Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынӑ
10, 11. Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ святой сывлӑш тӗлӗшӗнчен мӗн кӗтнӗ тата святой сывлӑш ӑна мӗнле пулӑшнӑ?
10 Иккӗмӗшӗнчен, эпир хамӑра Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пытӑр тетпӗр, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ хӑйӗн Ывӑлне ертсе пынӑ. Ҫӗр ҫине киличчен Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ ҫакӑн пек пророкла каланине пӗлнӗ: «Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ» (Ис. 11:2). Иисус, ҫӗр ҫинче хӑйне ҫӑмӑлах мар пулассине ӑнланса, Туррӑн сывлӑшӗ паракан пулӑшӑва мӗн тери илесшӗн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!
11 Иеговӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнӑ. Лука ҫырнӑ Евангелире Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах мӗн пулса иртни ҫинчен каланӑ: «Иисус Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса Иордан хӗрринчен таврӑнсан, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ» (Лука 4:1). Унта, Иисус типӗ тытнӑ, кӗлӗ тунӑ тата шухӑшланӑ чухне, Иегова, паллах, хӑйӗн Ывӑлне мӗн-мӗн тумаллине вӗрентнӗ тата малашне ӑна мӗн кӗтсе тӑнӑ, ҫавӑн валли хатӗрленме пулӑшнӑ. Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ Иисус ӑстӑнӗпе чӗри ҫине витӗм кӳнӗ те ӑна мӗнле шухӑшлас, мӗнле йышӑнусем тӑвас енчен ертсе пынӑ. Ҫавна пула Иисус кашни лару-тӑрура мӗн тумаллине пӗлнӗ тата Ашшӗ мӗн хушнине тӗп-тӗрӗс тунӑ.
12. Пирӗн мӗншӗн Туррӑн сывлӑшӗ хамӑра ертсе пытӑр тесе ыйтмалла?
12 Туррӑн сывлӑшӗ лайӑх витӗм кӳнине Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗнче курнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫав сывлӑш пирки ыйтма тата вӗсем вӑл ертсе пыни тӑрӑх пурӑнма питӗ кирлӗ пулнине ӑнланччӑр тесе тӑрӑшнӑ. (Лука 11:9—13 вуласа пар.) Мӗншӗн ҫавӑ пире те питӗ кирлӗ? Мӗншӗн тесен святой сывлӑш пирӗн ӑстӑна ҫӗнетсе улӑштарса, Христос ӑсӗ евӗрлӗ тума пултарать (Рим 12:2; 1 Кор. 2:16). Туррӑн сывлӑшне хамӑра ертсе пыма панипе эпир Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата унӑн тӗслӗхне тытса пыма пуҫлӑпӑр (1 Петр 2:21).
Тӗнче сывлӑшӗ пире тӗрӗс ҫултан пӑрса яма пултарать
13. Мӗн вӑл тӗнче сывлӑшӗ тата вӑл ҫынсене мӗн тума хистесе тӑрать?
13 Виҫҫӗмӗшӗнчен, пире мӗншӗн Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пытӑр тетпӗр — унсӑрӑн хальхи вӑхӑтра нумай ҫын ҫине витӗм кӳрсе тӑракан йӗркесӗр сывлӑш пире тӗрӗс ҫултан пӑрса янӑ пулӗччӗ. Ку тӗнчен ҫынсене святой сывлӑш хушнинчен пачах урӑхла тума хистесе тӑракан хӑватлӑ вӑй пур. Ҫынсене Христос ӑсне илме пулӑшас вырӑнне тӗнче сывлӑшӗ вӗсене ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ, Сатана, пек шухӑшлама тата тума хистесе тӑрать. (Эфес 2:1—3; Тит 3:3 вуласа пар.) Ҫын тӗнче сывлӑшне парӑна пуҫларӗ тата ӳт ӗҫӗсене тума тытӑнчӗ пулсан, ҫакӑ уншӑн питӗ начар вӗҫленӗ те Турӑ Патшалӑхне кӗме чӑрмантарӗ (Гал. 5:19—21).
14, 15. Тӗнче сывлӑшне эпир мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратпӑр?
14 Тӗнче сывлӑшне хирӗҫ тӑма пултарччӑр тесе Иегова пире мӗн кирлине пурне те панӑ. Павел апостол «Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр» тенӗ. Мӗншӗн? «Йывӑр кун усала хирӗҫ тӑмашкӑн» (Эф. 6:10, 13). Иегова пире, Сатана улталама ан пултартӑр тесе, хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса тӗреклӗлетсе тӑрать (Ӳлӗм. 12:9). Тӗнче сывлӑшӗ вӑйлӑ, эпир вара вӑл витӗм кӳнинчен пӗтӗмпех пӑрӑнма пултараймастпӑр. Анчах эпир ӑна хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Святой сывлӑш чылай хӑватлӑрах, вӑл пире пулӑшӗ!
15 Пӗрремӗш ӗмӗрте чӑнлӑха хӑваракан ҫынсем пирки Петр апостол каланӑ: «Вӗсем тӳрӗ ҫултан пӑрӑнса, ҫӗтсе кайнӑ» (2 Петр 2:15, ҪХ). «Ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне» илнӗшӗн эпир ҫав тери пархатарлӑ пулма пултаратпӑр! (1 Кор. 2:12.) Святой сывлӑша хамӑра ертсе пыма панипе тата Иегова пире хӑйӗнпе хамӑр хушӑри хутшӑнусене сыхласа хӑварма мӗн парать, ҫавсемпе пуринпе те усӑ курнипе эпир тӗрӗссине тума, ҫак йӗркесӗр тӗнчен шуйттанла сывлӑшне хирӗҫ тӑма пултаратпӑр (Гал. 5:16).
Святой сывлӑш лайӑх ҫимӗҫ тӑвать
16. Святой сывлӑш пирӗнте мӗнле ҫимӗҫ туса кӑларма пултарать?
16 Тӑваттӑмӗшӗнчен, эпир Туррӑн сывлӑшне хамӑра ертсе пытӑр тетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл кама ертсе пырать, ҫавсенче чаплӑ ҫимӗҫ туса кӑларать. (Галати 5:22, 23 вуласа пар.) Пирӗнтен камӑн ытларах юратакан, савӑнакан тата мирлӗ пурӑнакан ҫын пулас килмест? Пирӗнтен камӑн тӳсӗмлӗрех, ырӑ кӑмӑллӑрах тата хӗрхенӳллӗрех пулас килмест? Пирӗнтен кама ытларах ӗненни, йӑваш тата чаруллӑ пулни усӑллӑ пулмӗччӗ? Туррӑн сывлӑшӗ пирӗнте лайӑх енсем туса кӑларать, вӗсем вара пире те, хамӑр ҫемьерисене те, пухурисене те усӑ парса тӑраҫҫӗ. Ҫав лайӑх енсене аталантарасси вӑл — пӗр вӗҫӗмсӗр туса тӑмалли ӗҫ, мӗншӗн тесен сывлӑш ҫимӗҫӗ пире мӗн чухлӗ кирлӗ тата пирӗн ӑна мӗн таран кӑтартса тӑмалла текен виҫе ҫук.
17. Сывлӑш ҫимӗҫӗн ку е тепӗр лайӑх енне мӗнле тата ытларах аталантарма пулать?
17 Пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсем пире святой сывлӑш ертсе пынипе пыманнине тата эпир унӑн ҫимӗҫне туса кӑларнипе кӑларманнине пӗлес тесе хамӑра хамӑр тӗрӗслесе пӑхни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (2 Кор. 13:5а; Гал. 5:25). Сывлӑшӑн пӗр-пӗр лайӑх енне аталантарма кирлине асӑрхарӑмӑр пулсан, Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене аталантарас тесе святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх тата тӗрӗсрех тума тӑрӑшмалла пирӗн. Ҫавна святой сывлӑшӑн кашни лайӑх енӗ ҫинчен Библире тата христиансен публикацийӗсенче мӗн каланине вӗреннипе тума пулать. Ҫавӑн пек вӗренни пире сывлӑш ҫимӗҫӗ пирӗн кулленхи пурнӑҫра мӗнле палӑрса тӑмаллине ӑнланса илме, ҫавӑн пекех ӑна хамӑрта тата ытларах аталантарма пулӑшӗ a. Туррӑн сывлӑшӗ пирӗн тата пухури тӑвансен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнине курнӑ май пире святой сывлӑш ертсе пыни мӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине тата лайӑхрах ӑнланатпӑр.
Святой сывлӑша эсир пӑхӑнса тӑратӑр-и?
18. Иисус хӑйне Туррӑн сывлӑшне ертсе пыма парас тӗлӗшрен кӑтартнӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
18 Ҫут тӗнчене пултарнӑ чухне Туррӑн «ӳнерҫи» пулнӑ май Иисус ҫӗрӗн магнитлӑ уйӗ — ҫынсене компаспа усӑ курса ҫӗр ҫинче те, тинӗсре те тӗрӗс ҫул тупма пулӑшакан вӑй — ҫинчен пурне те пӗлнӗ (Ытар. 8:30; Иоанн 1:3). Анчах та Библире Иисус, ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне, хӑш ҫулпа каймаллине пӗлмешкӗн магнетизм вӑйӗпе усӑ курнӑ тесе ниҫта та каламан. Анчах та Библире вӑл, ҫын пулнӑ май, хӑйӗн пурнӑҫӗнче Туррӑн святой сывлӑшӗ хӑватлӑн витӗм кӳрсе тӑнине туйнӑ тесе палӑртнӑ. Святой сывлӑш витӗм кӳнине вӑл хакланӑ. Сывлӑш ӑна ӗҫ тума хавхалантарнӑ чухне вӑл ҫавна пӑхӑннӑ та ҫавӑнпа килӗшӳллӗ тунӑ (Марк 1:12, 13; Лука 4:14). Сан пирки те ҫавнах калама пулать-и?
19. Святой сывлӑш пире пурнӑҫ тӑршшӗпе ертсе пытӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
19 Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ ертсе пыни тӑрӑх кам пурӑнасшӑн, ҫавсен ӑстӑнӗпе чӗрисем ҫине ҫав вӑй халӗ те витӗм кӳрсе тӑрать. Вӑл вӗсене ӗҫ тума хавхалантарать тата ертсе пырать. Туррӑн сывлӑшне хӑвӑн ҫине витӗм кӳме тата хӑвна тӗрӗс ҫул кӑтартса пыма парас тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Хӑйӗн сывлӑшне патӑр тата ҫав сывлӑш витӗм кӳнине пӑхӑнма пулӑштӑр тесе Иеговӑна пӗрмай кӗлӗ ту. (Эфес 3:14—16 вуласа пар.) Хӑвна хӑвӑн кӗллӳсемпе килӗшӳллӗ тыт, ҫавна тӑвас тесе святой сывлӑш витӗм кӳнипе ҫырнӑ Туррӑн Сӑмахӗнче, Библире, канашсем шыра (2 Тим. 3:16, 17). Унта каланӑ ӑслӑ вӗрентӳсене тимле тата святой сывлӑш ертсе пынине хапӑл тусах йышӑн. Ҫавна тунипе эсӗ Иегова сана ҫак йӗркесӗр тӗнчере чи лайӑх ҫулпа ертсе пыма пултарнине ӗненнине кӑтартатӑн.
[Сноска]
a Святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗн кашни лайӑх енӗ ҫинчен пӗлмешкӗн «Индекс публикаций Сторожевой Башни» публикацири «Плод Божьего духа» пӑйне тата «Перечень составных частей плода» заголовока пӑх.
Тӗп шухӑшсене эсир ӑнлантӑр-и?
• Святой сывлӑш пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
• Туррӑн сывлӑшне хамӑра ертсе пыртарас килнине кӑтартакан мӗнле тӑватӑ сӑлтав пур?
• Святой сывлӑш ертсе пыни пире туллин усӑ парса тӑтӑр тесен эпир хамӑр енчен мӗн тума пултаратпӑр?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]