Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иисусӑн апостолӗсенчен сыхӑ тӑма вӗренӗр

Иисусӑн апостолӗсенчен сыхӑ тӑма вӗренӗр

«Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр [«сыхӑ тӑрӑр», ҪТ]» (МАТФ. 26:38).

1—3. Иисусӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки каҫӗнче апостолсем сыхӑ тӑрайманни ӑҫтан курӑнать тата вӗсем хӑйсен йӑнӑшӗнчен ӑса вӗреннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

 ИИСУСӐН ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки каҫӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иисус хӑй юратнӑ пӗр вырӑна, Иерусалимран тухӑҫалла вырнаҫнӑ Гефсимани садне, килнӗ. Унпа пӗрле шанчӑклӑ апостолӗсем пулнӑ. Иисусӑн нумаййи ҫинчен шухӑшламалла, ҫавӑнпа та вӑл кӗлӗ тумашкӑн ҫын ҫук вырӑн шырать (Матф. 26:36; Иоанн 18:1, 2).

2 Виҫӗ апостол — Петр, Иаков тата Иоанн — Иисуспа пӗрле сад ӑшнелле кӗреҫҫӗ. Иисус вӗсене: «Ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр [«сыхӑ тӑрӑр», ҪТ]»,— тесе калать, унтан вӑл кӗлӗ тума каять. Каялла таврӑнсан вӑл тусӗсем тарӑн ыйха путнине курать. Вӑл каллех вӗсене: «Ан ҫывӑрӑр [«сыхӑ тӑрӑр», ҪТ]»,— тет, анчах та вӗсем ҫывӑрса каяҫҫӗ. Ҫавӑн пекки икӗ хутчен пулать! Каярахпа ҫав каҫ апостолсенчен нихӑшӗ те сыхӑ тӑрса юлайман. Ҫитменнине вӗсем Иисуса пӑрахса тарнӑ! (Матф. 26:38, 41, 56.)

3 Паллах ӗнтӗ, апостолсем сыхӑ тӑрса юлайманшӑн ӳкӗннӗ. Ҫак шанчӑклӑ арҫынсем хӑйсем тунӑ йӑнӑшран ӑса вӗреннӗ. Библири Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекере вӗсем сыхӑ тӑрас тӗлӗшрен каярахпа питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартни ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсем шанчӑклӑ тӑрса юлни ытти христиансене те ҫавнах тума хавхалантарнӑ пулмалла. Халӗ пирӗн нихӑҫанхинчен те ытларах сыхӑ тӑмалла (Матф. 24:42). Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекерен виҫӗ урок пӑхса тухар та вӗсем пире сыхӑ тӑма мӗнле пулӑшнине сӳтсе явар.

Ырӑ хыпара ӑҫта сарма хушнӑ, ҫавӑнта сарнипе вӗсем сыхӑ тӑнӑ

4, 5. Павелпа унӑн юлташӗсем святой сывлӑш ертсе пынине хӑйсем ҫинче мӗнле туйнӑ?

4 Пӗрремӗшӗнчен, апостолсем хӑйсене ырӑ хыпара ӑҫта сарма хушнӑ, ҫавӑнта сарнипе сыхӑ тӑнӑ. Библири пӗр сыпӑкран эпир Павел апостолпа унӑн юлташӗсене хӑйне евӗрлӗ ҫулҫӳревре Иисус, Иегова панӑ святой сывлӑшпа усӑ курса, мӗнле ертсе пынине курма пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 2:33). Айтӑр вӗсен ҫулне пӑхса тухар. (Апостолсен ӗҫӗсем 16:6—10 вуласа пар.)

5 Павел, Сила тата Тимофей Листрӑран, Галатийӑри кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ хуларан, тухнӑ. Тепӗр темиҫе кунран вӗсем хӗвеланӑҫалла, Асийӑри халӑх питӗ йышлӑ пурӑнакан вырӑналла, илсе каякан Рим ҫулӗ патне ҫитнӗ. Вӗсем ҫав ҫулпа Христос ҫинчен нимӗн те илтмен пин-пин ҫын пурӑнакан хуласене каясшӑн пулнӑ. Анчах та вӗсене темскер чарнӑ. 6-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир вулатпӑр: «Таса Сывлӑш вӗсене Турӑ сӑмахне Асийӑра вӗрентсе ҫӳреме паман, ҫавӑнпа вӗсем Фриги ҫӗрӗпе Галати ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ». Ҫулҫӳревҫӗсене святой сывлӑш темӗнле майпа Асийӑра ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳреме паман. Туррӑн сывлӑшӗпе усӑ курса Иисус Павелпа унӑн юлташӗсене урӑх ҫӗре ярасшӑн пулнӑ пулас.

6, 7. а) Вифиния патне ҫывхараспа Павелпа тата унӑн юлташӗсемпе мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Вӗренекенсем мӗнле йышӑну тунӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?

6 Ҫав хастар хыпарҫӑсем ӑҫталла кайнӑ? 7-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Мисия патне ҫитсессӗн, вӗсем Вифиние каяс шухӑш тытнӑ, анчах Таса Сывлӑш вӗсене унта яман». Павелпа унӑн юлташӗсене Асийӑра ырӑ хыпар сарма чарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Вифинири хуласенче ырӑ хыпар пӗлтерме ҫурҫӗрелле ҫул тытнӑ. Анчах та вӗсем Вифиния патне ҫывхараспа Иисус каллех святой сывлӑшпа усӑ курса вӗсен ҫулне пӳлсе лартнӑ. Ҫак арҫын-тӑвансем ним тума аптӑраса тӑнӑ пулӗ. Вӗсем ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен мӗн ҫинчен тата мӗнле каламаллине пӗлнӗ, анчах та ӑҫта каласа ҫӳремеллине пӗлмен. Сӑнарлӑ каласан, вӗсем Асийӑна кӗмелли алӑка шакканӑ, анчах усси пулман. Вӗсем Вифиние кӗмелли алӑка шакканӑ — каллех усӑсӑр. Аллине уснӑ-и вӗсем? Ҫук, ҫак хастар хыпарҫӑсем парӑнман!

7 Арҫын-тӑвансем йышӑну тунӑ, ҫавӑ вара кӑштах тӗлӗнмелле пек курӑнма пултарнӑ. 8-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Мисияран пӑрӑнса иртсе вӗсем Троадӑна аннӑ». Ҫулҫӳревҫӗсем хӗвеланӑҫалла пӑрӑннӑ, вара хӑш-пӗр хуласене кӗмесӗрех 563 ҫухрӑм утнӑ та Троадӑна, портлӑ хулана, ҫитнӗ. Ҫав хулари порт урлӑ карапсемпе ишсе Македоние ҫитме пултарнӑ. Виҫҫӗмӗш хутӗнче Павелпа унӑн юлташӗсем сӑнарлӑ алӑка шакканӑ — ку хутӗнче вӑл яриех уҫӑлса кайнӑ! 9-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир малалла мӗн пулни ҫинчен вулатпӑр: «Ҫӗрле Павела пӗр Македони ҫынни пырса тӑнӑ пек курӑннӑ, ҫавӑ ӑна йӑлӑнса каланӑ: „Македоние пырса пире пулӑшсам“». Тинех Павел ырӑ хыпара ӑҫта каласа ҫӳремеллине ӑнланса илнӗ. Арҫын-тӑвансем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Македоние караппа ишсе кайнӑ.

8, 9. Павелӑн ҫулҫӳревӗ ҫинчен каласа панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫакна асӑрхӑр-ха: Павел Асийӑна кайма тухнӑ хыҫҫӑн кӑна Туррӑн сывлӑшӗ унӑн ӗҫне хутшӑннӑ; Павел Вифиния патне ҫывхарса пынӑ хыҫҫӑн кӑна Иисус мӗн-мӗн тумаллине кӑтартнӑ; Павел Троадӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн кӑна Иисус ӑна Македоние янӑ. Иисус, пуху Пуҫӗ пулнӑ май, пире ҫавнашкал ертсе пыма пултарать (Кол. 1:18). Сӑмахран, тен, эсӗ пионер пулса ӗҫлесси пирки е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каясси пирки пӗр вӑхӑт хушши шухӑшлатӑн. Анчах та эсӗ хӑвӑн тӗллевне пурнӑҫлас тесе кирлӗ утӑмсем тунӑ хыҫҫӑн кӑна, тен, Иисус сана Туррӑн сывлӑшӗпе усӑ курса мӗн-мӗн тумаллине кӑтартӗ. Ҫакна пӗр тӗслӗхпе ӑнлантарса парар. Водитель хӑйӗн машинине хускалса кайсан кӑна сулахаялла е сылтӑмалла пӑрма пултарать. Ҫавӑн пекех эпир сӑваплӑ ӗҫе нумайрах тӑвас тенӗ чухне хускалса кайсан кӑна, урӑхла каласан, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе вӑй хуратпӑр пулсан кӑна, Иисус пире мӗн-мӗн тумаллине кӑтартма пултарӗ.

9 Вӑй хунинчен усси тӳрех курӑнмасть пулсан, вара мӗн тумалла? Туррӑн сывлӑшӗ пире ертсе пымасть тесе шутласа алла усмалла-и? Аса илер-ха, Павелӑн та чӑрмавсем пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн умӗнче уҫӑлакан алӑка тупиччен те шырама, шаккама чарӑнман. Ҫине тӑрса вӑй хуни сана та пиллӗхсем кӳме тата сан умра сӑваплӑ ӗҫе тума паракан «пысӑк... сарлака алӑка» уҫса яма пултарӗ (1 Кор. 16:9).

Кӗлӗ туса сыхӑ тӑракансем

10. Сыхӑ тӑрас тесен кӗлӗ туни питӗ кирлине эпир ӑҫтан куратпӑр?

10 Мӗнле сыхӑ тӑмаллине кӑтартакан иккӗмӗш урока пӑхса тухар,— пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем кӗлӗ туса сыхӑ тӑнӑ (1 Петр 4:7). Сыхӑ тӑрас тесен ҫине тӑрса яланах кӗлӗ туни питӗ кирлӗ. Хӑйне арестлес умӗн кӑшт маларах Иисус Гефсимани садӗнче хӑйӗн виҫӗ апостолне мӗн каланине аса илер: «Ан ҫывӑрӑр, [«сыхӑ тӑрӑр, пӗр вӗҫӗмсӗр», ҪТ] кӗлтӑвӑр» (Матф. 26:41).

11, 12. Ирод христиансене, ҫав шутрах Петра та, мӗншӗн тата мӗнле хӗсӗрленӗ?

11 Петр, Иисуспа пӗрле Гефсимани садӗнче пулнӑскер, хӗрӳллӗ кӗлӗсен хӑватне каярахпа хӑйӗн ҫинче туйнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 12:1—6 вуласа пар.) Ҫак сыпӑкри пӗрремӗш сӑвӑ йӗркисенчен эпир Ирод иудейсене юрас тесе христиансене хӗсӗрлеме пуҫланине куратпӑр. Иаков апостол пулнине тата вӑл Иисуспа уйрӑмах ҫывӑх пулнине Ирод пӗлнӗ паллах. Ҫавӑнпа вӑл «Иакова хӗҫпе кастарса вӗлернӗ» (2-мӗш сӑвӑ йӗрки). Пуху юратнӑ апостолсӑр тӑрса юлнӑ. Тӑвансемшӗн мӗн тери пысӑк ҫухату!

12 Ҫавӑн хыҫҫӑн Ирод мӗн тунӑ? 3-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Ҫакӑ иудейсен кӑмӑлне килнине курсассӑн, вӑл Петра та ярса тытма хушнӑ». Анчах та унччен хӑш-пӗр апостолсене тӗлӗнмелле майпа тӗрмерен хӑтарнӑ пулнӑ. Вӗсен шутӗнче Петр та пулнӑ (Ап. ӗҫ. 5:17—20). Ирод ҫавна питӗ лайӑх пӗлнӗ пулас. Ҫав чее политик Петр тухса ан тартӑр тесе мӗн тумаллине пурне те тунӑ. Вӑл Петра «тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна... черетпе хураллама хушнӑ... Пасха иртсенех халӑх умне илсе тухма шутланӑ» (4-мӗш сӑвӑ йӗрки). Шухӑшласа пӑхӑр кӑна! Ирод Петра, вӑл ан тухса тартӑр тесе, икӗ хуралҫӑ ҫумне сӑнчӑрласа хума тата 16 хуралҫӑна черетпе ӑна кунӗн-ҫӗрӗн сыхлама хушнӑ! Ирод ҫынсене юрас тесе Петра халӑх умне Пасха хыҫҫӑн илсе тухса вӗлересшӗн пулнӑ. Ҫав шутсӑр йывӑр лару-тӑрура пухури христиансем мӗн тума пултарнӑ?

13, 14. а) Петра тӗрмене лартсан пуху мӗн тунӑ? ӑ) Кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен Петрпа пӗрле ӗненекенсен тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

13 Пуху мӗн тумаллине пӗлнӗ. 5-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир вулатпӑр: «Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ; ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑн [пуху] уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ». Ҫапла, вӗсем юратнӑ тӑванӗшӗн ҫине тӑрса чун-чӗререн кӗлӗ тунӑ. Апла пулсан, Иаков вилӗмӗ вӗсене аптӑратса ӳкереймен, ҫавӑн пекех кӗлӗ туни усӑ памасть тесе шутлаттарайман. Ун вырӑнне вӗсем шанчӑклӑ ӗҫлекенсен кӗллисем Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ пулнине пӗлнӗ. Вӗсен кӗллисем унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулсан, вӑл вӗсем ҫине хуравлать (Евр. 13:18, 19; Иак. 5:16).

14 Ҫак христиансен тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Сыхӑ тӑни вӑл хамӑршӑн кӑна мар, пухури тӑвансемшӗн те кӗлӗ тунине пӗлтерет (Эф. 6:18). Вӗсенчен хӑшне йывӑр килнине пӗлетӗр-и эсир? Тен, хӑш-пӗрисене хӗсӗрлеҫҫӗ, теприсем ырӑ хыпар сарма чарнӑ ҫӗршывра пурӑнаҫҫӗ е ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ. Мӗншӗн пирӗн вӗсемшӗн чун-чӗререн кӗлӗ тӑвас мар? Ҫавӑн пекех, тен, эсир курӑнсах кайман йывӑрлӑхсене чӑтса пурӑнакансене пӗлетӗр. Сӑмахран, камӑн та пулин сывлӑхӗ питӗ начар, кам та пулин ҫемьере йывӑрлӑхсене татса парас тесе тӑрӑшать е кӑмӑлӗ пусӑрӑнчӑк пулнипе кӗрешет. Иеговӑна, пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав паракан Турра, камшӑн кӗлӗ тума пултарни ҫинчен мӗншӗн-ха сирӗн шухӑшласа пӑхас мар? (Пс. 64:3.)

15, 16. а) Иеговӑн ангелӗ Петра тӗрмерен ирӗке мӗнле кӑларнине каласа парӑр. ӑ) Иегова Петра мӗнле хӑтарни ҫинчен шухӑшлани пире епле лӑплантарать?

15 Анчах та Петрпа малалла мӗн пулса тухнӑ? Юлашки каҫ тӗрмере, Петр икӗ хуралҫӑ хушшинче хытӑ ҫывӑрнӑ чухне, темӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 12:7—11 вуласа пар.) Мӗн пулни-иртнине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр-ха: сасартӑк камерӑра ангел курӑнса кайнӑ та ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ. Ангел, ӑна хуралҫӑсем курман та пулас, Петра хӑвӑрт вӑратнӑ. Апостолӑн аллисене тӑлласа лартнӑ сӑнчӑрсем хӑйсемех хывӑнса ӳкнӗ! Унтан ангел Петра камерӑран илсе тухнӑ та вӗсем тул енче тӑракан хуралҫӑсем патӗнчен иртсе кайса пысӑк тимӗр хапха еннелле утнӑ, хапхи вара «хӑй тӗллӗнех» уҫӑлса кайнӑ. Вӗсем тӗрмерен тухсанах ангел куҫран ҫухалнӑ. Петр ирӗке тухнӑ!

16 Иеговӑн хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑтарма хӑват пурри ҫинчен шухӑшлани ӗненӗве питӗ ҫирӗплетет-ҫке! Паллах ӗнтӗ, халӗ Иегова пире тӗлӗнмелле майпа ҫӑласса кӗтместпӗр. Анчах та хальхи вӑхӑтра Турӑ хӑйӗн халӑхне пулӑшас тесе хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (2 Ҫулс. 16:9). Хӑватлӑ святой сывлӑш урлӑ вӑл пире тӗл пулакан кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшма пултарать (2 Кор. 4:7; 2 Петр 2:9, 10). Кӗҫех Иегова хӑйӗн Ывӑлне, вӑл шутласа кӑларма ҫук миллионшар ҫынна чи ҫирӗп тӗрмерен — вилӗм тӑллинчен — хӑтартӑр тесе, хӑват парӗ (Иоанн 5:28, 29). Турӑ сӑмах панисене ӗненни пире йывӑр вӑхӑтра пысӑк хӑюлӑх пама пултарать.

Чӑрмавсене пӑхмасӑрах ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтеретпӗр

17. Ырӑ хыпара вӑраха ямасӑр хастаррӑн пӗлтерсе ҫӳренипе Павел мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?

17 Сыхӑ тӑрас тӗлӗшрен апостолсем кӑтартнӑ виҫҫӗмӗш урока пӑхса тухар — вӗсем чӑрмавсене пӑхмасӑрах ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтернӗ. Сыхӑ тӑрас тесен ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерсе ҫӳремелле тата ҫав ӗҫе вӑраха ямасӑр тумаллине асра тытмалла. Павел апостол ҫав тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑйне шеллемесӗр вӑл пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳресе нумай пуху йӗркеленӗ. Сахал мар йывӑрлӑх чӑтса ирттернӗ пулин те, унӑн хастарлӑхӗ сӳнмен тата вӑл вӑхӑт кӗтменнине ӑнланнӑ (2 Кор. 11:23—29).

18. Павел, Римра хӑйне арестленӗ чухне, ырӑ хыпара мӗнле майпа пӗлтерсе тӑнӑ?

18 Халӗ Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 28-мӗш сыпӑка пӑхса тухар, унта Павел ҫинчен юлашки хут каланӑ. Апостол Рима ҫитнӗ, унта унӑн Нерон умне тӑмалла пулнӑ. Ӑна арестленӗ пулнӑ тата хуралҫӑ ҫумне сӑнчӑрланӑ пулас. Анчах та ҫак хастар апостола нимӗнле сӑнчӑр та шӑплантарайман! Павел ырӑ хыпар калама майсем тупсах тӑнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 28:17, 23, 24 вуласа пар.) Павел Рима ҫитсен, ҫул хыҫҫӑн кансан, тепӗр виҫӗ кунранах ырӑ хыпар пӗлтерес тесе хӑй патне Римри паллӑ иудейсене чӗнтернӗ. Кайран, палӑртса хунӑ кун, Павел вӗсене ырӑ хыпара тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панӑ. 23-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Вара вӗсем [ҫав вырӑнта пурӑнакан иудейсем] хӑш кун пухӑнассине палӑртса хунӑ та, ун патне хӑна килне питӗ нумаййӑн пынӑ; вӑл вӗсене иртен пуҫласа каҫчен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ, хӑй Иисус ҫинчен тӗрӗс каланине [«витӗмлӗ сӑлтавсемпе», ҪТ] ҫирӗплетсе памашкӑн вӑл Моисей саккунӗпе пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнине кала-кала панӑ».

19, 20. а) Мӗншӗн Павел ырӑ хыпар каланӑ чухне ӑнӑҫлӑ пулнӑ? ӑ) Ырӑ хыпара пурте йышӑнманни ҫине Павел мӗнле пӑхнӑ?

19 Мӗншӗн Павел ырӑ хыпар каланӑ чухне ӑнӑҫлӑ пулнӑ? 23-мӗш сӑвӑ йӗркинче темиҫе сӑлтав кӑтартнӑ: 1) вӑл Турӑ Патшалӑхӗпе Иисус Христос ҫинчен вӗрентнӗ; 2) вӑл «витӗмлӗ сӑлтавсемпе ҫирӗплетсе парса» хӑйне итлекенсен чӗрисене хускатма тӑрӑшнӑ; 3) вӑл Ҫыру тӑрӑх ӑнлантарнӑ; 4) «иртен пуҫласа каҫчен» ырӑ хыпар пӗлтернипе вӑл хӑйӗнчен ытларах ҫынсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартнӑ. Павел ырӑ хыпара хӑватлӑн пӗлтернӗ, анчах та ырӑ хыпара пурте йышӑнман. «Хӑшӗсем ун сӑмахӗпе ӳкӗте кӗнӗ, хӑшӗсем ӗненмен» — палӑртнӑ 24-мӗш сӑвӑ йӗркинче. Юлашкинчен вара, вӗсем пӗр-пӗринпе тавлашса туха-туха кайнӑ.

20 Ырӑ хыпара пурте йышӑнманшӑн Павел хуйха ӳкнӗ-и? Ҫук паллах! Апостолсен ӗҫӗсем 28:30, 31-мӗш сӑвӑ йӗркисенче вулатпӑр: «Павел ӗнтӗ икӗ ҫул хушши хӑйшӗн хӑй йӳнеҫтерсе пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗр чӑрмавсӑр питӗ хӑюллӑ вӗрентнӗ». Апостолсен ӗҫӗсем кӗнеке ҫакӑн пек хавхалантаракан сӑмахсемпе вӗҫленет.

21. Павел хӑйне арестленӗрен килте ларнӑ чухне кӑтартнӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

21 Павел тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Арестленӗ пирки килте ларма тивнӗрен вӑл ырӑ хыпара килрен киле сарса ҫӳреме пултарайман. Ҫапах та вӑл аллине усман, хӑйӗн патне килекенсене пурне те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех паян та Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ, ӗненӗвӗшӗн тӗрӗс мар айӑпласа тӗрмене хупсан та, савӑнӑҫа ҫухатмаҫҫӗ тата ырӑ хыпар сарма чарӑнмаҫҫӗ. Пухури хӑш-пӗр хаклӑ тӑвансем ватӑ пулнӑран е чирленӗрен килтен те тухаймаҫҫӗ е, тен, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӑй ҫитнӗ таран вӗсем тухтӑрсене, хӑйсене пӑхакансене, хӑйсем патне килекенсене тата ытти килен-каянсене ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пӗлтересшӗн ҫунаҫҫӗ. Вӗсем кӑтартакан тӗслӗхе эпир питӗ хаклатпӑр!

22. а) Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекерен усӑ илме пире мӗнле публикаци пулӑшать? (Аялти рамкӑна пӑх.) ӑ) Ҫак тӗнче пӗтессине кӗтнӗ май эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

22 Сыхӑ тӑрас тӗлӗшпе эпир Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекере каланӑ апостолсемпе пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен нумай вӗренме пултарнине куртӑмӑр. Ҫак тӗнче пӗтессине кӗтнӗ май, айтӑр, вӗсенчен тӗслӗх илер те хӑюллӑн та хастаррӑн ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑрар. Турӑ Патшалахӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлтерсе ҫӳрес чысран чаплӑрах чыс урӑх ҫук паян! (Ап. ӗҫ. 28:23.)

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[14-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

«ЭПӖ АПОСТОЛСЕН ӖҪӖСЕМ КӖНЕКИ ҪИНЕ УРӐХЛА ПӐХМА ПУҪЛАРӐМ»

Пӗр ҫулҫӳрекен надзиратель «Основательно свидетельствуем о Царстве Бога» кӗнекене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн туйӑмӗсене ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ: «Эпӗ Апостолсен ӗҫӗсем кӗнеки ҫине урӑхла пӑхма пуҫларӑм. Эпӗ ҫав кӗнекене нумай хут вуласа тухнӑ, анчах та вуласса та ӑна ҫурта ҫутинче вараланса пӗтнӗ куҫлӑх тӑхӑнса вуланӑ тейӗн. Халӗ вара, хӗвелӗн ялтӑркка ҫутинчи пек, унӑн пӗтӗм илемне куртӑм».