Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑнлӑхӑн никӗсӗ пире мӗне вӗрентет

Чӑнлӑхӑн никӗсӗ пире мӗне вӗрентет

«[Эсӗ] саккун [«Саккунри пӗлӗвӗн тата чӑнлӑхӑн никӗсӗ», ҪТ] тӑрӑх вӗреннӗ ҫын» (РИМ 2:20).

1. Мӗншӗн Моисей саккунӗн пӗлтерӗшне ӑнланас кӑмӑл пулмалла пирӗн?

 ПАВЕЛ апостолӑн Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ҫырӑвӗсем пулман пулсан, пире Моисей саккунӗнче мӗн каланине чылайӑшне ӑнланма йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, еврейсем патне янӑ Ҫырура вӑл Иисус, «шанчӑклӑ Аслӑ Священник» пулнӑ май, пӗр хут тата яланлӑхах «каҫарттаракан» парне мӗнле кӳме пултарнине тата ҫав парнене кам ӗненет, ҫавсем валли «ӗмӗрлӗхе хӑтӑлмалли» май мӗнле туса пама пултарнине ӑнлантарса панӑ (Евр. 2:17; 9:11, 12). Павел ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, сӑваплӑ чатӑр «тӳперин ӗмӗлки» кӑна пулнӑ тата Моисей урлӑ хывнӑ халалпа танлаштарсан, Иисус «лайӑхрах халалра» Ҫураҫтаракан пулса тӑнӑ (Евр. 7:22; 8:1—5). Павел пурӑннӑ вӑхӑтра Саккуна ҫапла ӑнлантарса пани христиансене питӗ пысӑк усӑ панӑ, ҫавӑн пӗлтерӗшӗ вара паян кун та пӗтмен. Ҫавӑ пире Турӑ пирӗншӗн мӗн тунине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать.

2. Еврей христианӗсем ытти халӑх ҫыннисенчен хӑш енчен меллӗрех вырӑнта пулнӑ?

2 Римри христиансем патне янӑ ҫырӑвӑн хӑш-пӗр пайӗсене Павел Моисей саккунӗ тӑрӑх вӗрентсе ӳстернӗ еврейсем валли ҫырнӑ. Павел каланӑ тӑрӑх, Турӑ панӑ ҫав Саккуна пӗлнӗрен вӗсем ытти халӑх ҫыннисенчен меллӗрех вырӑнта пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иегова ҫинчен тата унӑн тӳрӗлӗх нормисем ҫинчен «саккун [«Саккунри пӗлӗвӗн тата чӑнлӑхӑн никӗсӗ», ҪТ] тӑрӑх вӗреннӗ» ҫынсем пулнӑ. «Чӑнлӑхӑн никӗсне» ӑнланнӑран тата юратнӑран вӗсем, унччен пурӑннӑ шанчӑклӑ иудейсем пекех, Иегова ҫинчен калакан тӗп чӑнлӑхсене ыттисене вӗрентме пултарнӑ. (Рим 2:17—20 вуласа пар.)

Иисус кӳнӗ парнен «ӗмӗлки»

3. Авалхи иудейсем мӗнле парнесем кӳнине пӗлни пире мӗншӗн усӑллӑ?

3 Павел каланӑ чӑнлӑхӑн никӗсӗ Иегова мӗн тума шухӑшласа хунисене ӑнланма халӗ те пулӑшать. Моисей саккунӗнчи тӗп принципсем хӑйсен пӗлтерӗшне е пахалӑхне ҫухатман. Ҫавна асра тытса, айтӑр, Саккунӑн пӗр енне — тӗрлӗ парнесем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ иудейсене Христос патне мӗнле ертсе пынине тата Турӑ вӗсенчен мӗн тума ыйтнине ӑнланма мӗнле пулӑшнине — пӑхса тухар. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тытса тӑма хушнӑ тӗп йӗркесем нихӑҫан та улшӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Турӑ израильсене парнесем тӗлӗшӗнчен панӑ саккунсем пире хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫӗн пахалӑхӗ мӗнлерех пулнине тӗрӗслесе пӑхма пулӑшӗҫ (Мал. 3:6).

4, 5. а) Моисей саккунӗ Туррӑн халӑхне мӗн пирки аса илтерсе тӑнӑ? ӑ) Ҫав парнесем мӗнӗн «ӗмӗлки» пулнӑ?

4 Моисей саккунӗн чылай пайӗ авалхи иудейсене вӗсем ҫылӑхлӑ пулни ҫинчен аса илтерсе тӑнӑ. Сӑмахран, кам вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ, ҫавӑн тасалмалла пулнӑ. Ҫавна тумашкӑн пӗр кӑлтӑксӑр хӗрлӗ пушмак пӑрӑва пусмалла та ҫунтарса ямалла пулнӑ. Унран тӑрса юлнӑ кӗлпе «тасатакан шыв» тумашкӑн усӑ курнӑ, вара унпа таса мар пулса тӑнӑ ҫынна виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунне сирпӗтнӗ (Йыша шутл. 19:1—13). Тепӗр саккунӗ ашшӗ-амӗшӗсенчен ачисем ҫине ҫитменлӗхпе ҫылӑх куҫнине аса илтерсе тӑнӑ. Хӗрарӑм ача ҫуратсан пӗр вӑхӑт хушши таса мар шутланнӑ, ҫав тапхӑр вӗҫленсен, унӑн тасалас тесе парне кӳмелле пулнӑ (Лев. 12:1—8).

5 Кулленхи пурнӑҫри чылай лару-тӑрура ҫылӑхсене каҫарттарас тесе чӗрчунсене парне кӳмелле пулнӑ. Иеговӑна пуҫҫапакан ҫавна ӑнланнӑ-и, ӑнланман-и, анчах та ҫав парнесем, каярахпа Иеговӑн храмӗнче кӳнӗ парнесем те, Иисусӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр парнин «ӗмӗлки» пулнӑ (Евр. 10:1—10).

Парнесем кӳресси ҫине тӗрӗс пӑхасси

6, 7. а) Турра мӗнле парнесем кӳмеллине суйланӑ чухне израильсен мӗнле йӗркене асра тытмалла пулнӑ тата ҫав йӗрке мӗн ҫине кӑтартнӑ? ӑ) Эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?

6 Иегова израильсене парнесем кӳрес тӗлӗшрен панӑ тӗп йӗрке вӑл — ҫав парнесен «пӗр кӑлтӑк» та пулмалла мар пулнӑ. Суккӑр, аманнӑ, чӑлах е чирлӗ чӗрчуна кӳме юраман (Лев. 22:20—22). Израильсем Иеговӑна ҫимӗҫсем е тырӑ кӳнӗ чухне вӗсен «ҫимӗҫсенчен чи малтан ӗлкӗрнисене», хӑйсен тыр-пулӗнчен «чи лайӑххине» памалла пулнӑ (Йыша шутл. 18:12, 29). Парне чи лайӑххи мар пулнӑ пулсан, вӑл Иеговӑна юрӑхлӑ пулман. Чӗрчунсене парне ҫавӑн пек кӳме хушни Иисусӑн парни пӗр айӑпсӑр, тап-таса пулассине тата этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлас тесе Иегова хӑйӗншӗн чи лайӑх та чи хаклӑ парне парассине кӑтартнӑ (1 Петр 1:18, 19).

7 Парне кӳрекен Иеговӑна, вӑл панӑ пӗтӗм ырӑлӑхшӑн чун-чӗререн пархатарлӑ пулнӑ пулсан, хӑйӗнне чи лайӑххине хаваспах панӑ пулӗччӗ мар-и? Лайӑх е начар парне кӳрессине ҫын хӑй суйласа илнӗ. Ҫапах та кӑлтӑклӑ парнепе Турӑ кӑмӑллӑ пулманнине вӑл пӗлнӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек тунипе ҫав ҫын парне кӳни кирлех мар тата Иегова унран шутсӑр нумай тума ыйтать тесе шутланине кӑтартса панӑ пулӗччӗ. (Малахия 1:6—8, 13 вуласа пар.) Ҫакӑ пире ҫакӑн пек ыйтусем пирки шухӑшлама хавхалантармалла: «Эпӗ Иеговӑшӑн мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа ӗҫлетӗп? Ӑна эпӗ чи лайӑххине парса тӑратӑп-и? Хамӑн сӑваплӑ ӗҫре манӑн мӗн те пулин тӳрлетмелле мар-и?»

8, 9. Израильсем мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа Турра парне кӳнине мӗншӗн пирӗн шута илмелле?

8 Израиль ҫынни Иеговӑна чун-чӗререн пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе е, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне панӑ чухнехи пек, унӑн кӑмӑлне каяс тесе хӑй ирӗкӗпе парне кӳресшӗн пулнӑ чухне ӑна юрӑхлӑ чӗрчун суйласа илме йывӑрах пулман пулас. Вӑл савӑнсах Иеговӑна чи лайӑххине панӑ пулӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра христиансем Моисей саккунӗнче пама хушнӑ парнесене кӳмеҫҫӗ, ҫапах та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн вӗсем хӑйсен вӑхӑтне, вӑйне тата укҫи-тенкине параҫҫӗ. Павел апостол «мухтав парни» — христиансен шанчӑкӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑни — пирки, ҫавӑн пекех «ырӑлӑх туни... пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑни» пирки Турра кӑмӑллӑ парнесем тенӗ (Евр. 13:15, 16). Иеговӑшӑн ӗҫлесси ҫине эпир мӗнле пӑхни вӑл пире мӗн панишӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулнине кӑтартса тӑрать. Ҫавӑнпа та пирӗн, израильсем пекех, Турӑшӑн ӗҫлесси ҫине мӗнле пӑхнине тата мӗншӗн эпир уншӑн ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхмалла.

9 Анчах та хӑш-пӗр чухне Моисей саккунӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр ҫылӑх тунӑшӑн ҫынна ҫылӑх парни е ӳкӗнӗҫ парни кӳме хушнӑ пулнӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫав парнене пурпӗр кӳмелле пулнӑран ҫынна ҫавна кӑмӑлтан, хаваспах пама йывӑр пулнӑ пулӗччӗ-ши? (Лев. 4:27, 28.) Унашкалли Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи лайӑх хутшӑнусене сыхласа хӑварас текен ҫынпа пулма пултарайман.

10. Пӑсӑлнӑ хутшӑнусене майлаштарас тесе христиансен мӗнле «парнесем» кӳмелле пулӗ?

10 Паян та эсӗ пухури тӑвана кӳрентерес темесӗрех ӑнсӑртран е асӑрханусӑр пулнӑран кӳрентерме пултаратӑн. Тен, совесть сана япӑх турӑн тесе систерӗ. Кам чӑннипех Иеговӑна юрасшӑн тӑрӑшать, ҫавӑ йӑнӑша тӳрлетес тесе мӗн тума кирлине пурне те тӑвӗ. Ҫавна тумашкӑн хӑш-пӗр чухне кӳрентернӗ ҫынран чун-чӗререн каҫару ыйтмалла. Йывӑр ҫылӑх тусан, христиансен пухӑвӗнчи юратакан надзирательсенчен пулӑшу ыйтмалла (Матф. 5:23, 24; Иак. 5:14, 15). Ҫывӑх ҫынна е Турра хирӗҫ тунӑ ҫылӑха тӳрлетес тесе пирӗн вӑй хумалла. Ҫавӑн пек вӑй хуни вӑл парне кӳнӗпе пӗрех. Эпир ҫавна кӑмӑлтан тӑватпӑр пулсан, Иеговӑпа тата пухури тӑванпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене майлаштаратпӑр, совесть те пирӗн таса пулӗ. Ҫакӑ вара пире Иеговӑн ҫулӗ чи лайӑх ҫул пулнине тата лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ.

11, 12. а) Тӑнӑҫлӑх парнисене кӳни мӗн панӑ? ӑ) Тӑнӑҫлӑх парнисенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Моисей саккунӗ тӑрӑх тӑнӑҫлӑх парнисем те кӳмелле пулнӑ. Ҫав парнесем ҫыннӑн Иеговӑпа мирлӗ хутшӑнусем пулнине кӑтартса панӑ. Парнене кӳнӗ чӗрчун ашне ҫын хӑйӗн ҫемйипе пӗрле храмри столовӑйсенчен пӗринче ҫинӗ пулас. Ашӑн пӗр пайне парне кӳрекен священник, ҫавӑн пекех храмра ӗҫлесе тӑракан ытти священниксем илнӗ (Лев. 3:1; 7:31—33). Ҫын ҫав парнене пӗртен-пӗр тӗллевпе кӳнӗ — Турӑпа хӑйӗн хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тенӗ. Ҫакна парне кӳрекен ҫын, унӑн ҫемйи, священниксем тата Иегова пӗр-пӗринпе мирлӗ хутшӑнусем пулнӑран савӑнса пӗрле апат ҫинӗ теме пулать.

12 Ҫын тӑнӑҫлӑх парнине кӳнипе Иеговӑна хӑйпе пӗрле апат ҫиме чӗннӗ теме пулать. Ҫав йыхрава Иегова йышӑнчӗ пулсан, ҫакӑ ҫыншӑн мӗн тери пысӑк чыс пулнӑ! Паллах ӗнтӗ, ҫын ҫавӑн пек чаплӑ хӑнана чи лайӑххине сӗннӗ пулӗччӗ. Тӑнӑҫлӑх парнисем — Моисей саккунӗнчи чӑнлӑх никӗсӗн пайӗ — Пултараканпа мирлӗ пурӑнас текенсем пурте ҫавна Иисус кӳнӗ чи аслӑ парне урлӑ тума пултарнине кӑтартса панӑ. Хальхи вӑхӑтра та, сӑваплӑ ӗҫе тума эпир хамӑр ирӗкпе вӑй хуратпӑр тата укҫа-тенкӗ уйӑрса паратпӑр пулсан, Иеговӑпа туслӑ пулма пултаратпӑр.

Турра юрӑхсӑр парнесем

13, 14. Мӗншӗн Саул патша кӳрес текен парне Иеговӑшӑн юрӑхлӑ пулман?

13 Моисей саккунӗ тӑрӑх памалли парнесене Иегова йышӑнтӑр тесен вӗсене тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа памалла пулнӑ. Библире Турӑ йышӑнман парнесем ҫинчен каласа панӑ асӑрхаттаракан тӗслӗхсем те пур. Мӗншӗн вӑл вӗсене сирсе янӑ? Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

14 Самуил пророк Саул патшана Иегова амаликсем тӗлӗшӗнчен йышӑннӑ приговора пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ тесе пӗлтернӗ. Саулӑн ҫав тӑшманла халӑха та, унӑн выльӑх-чӗрлӗхне те тӗп тумалла пулнӑ. Анчах та Саул ҫӗнтерсен хӑйӗн ҫар ҫыннисене амаликсен патшине, Агага, чӗрӗ хӑварма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех Саул, Иеговӑна парне кӳме тесе, выльӑх-чӗрлӗхрен чи лайӑххине пӗтерес темен (1 Патш. 15:2, 3, 21). Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? Вӑл Саула итлеменшӗн сирсе янӑ. (1 Патшасен 15:22, 23 вуласа пар.) Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн парне Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен унӑн заповечӗсене пӑхӑнса тӑмалла.

15. Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра Турра парнесем кӳнӗ чухне израильсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнипе мӗн кӑтартнӑ?

15 Ҫавнашкал тӗслӗх Исаия кӗнекинче те пур. Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра израильсем Иеговӑна парнесене ячӗшӗн ҫеҫ кӳрсе тӑнӑ. Вӗсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑран Иегова вӗсен парнисене йышӑнман. Турӑ вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир кӳрекен йышлӑ парне мӗн тума кирлӗ Мана?» Унтан вӑл каланӑ: «Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ сурӑхсемпе, самӑрлатнӑ выльӑх ҫӑвӗпе тӑранса ҫитрӗм Эпӗ; Мана пӑрусен юнӗ те, сурӑхсемпе качакасен юнӗ те кирлӗ мар. [...] Ниме тӑман парнӗрсене текех илсе ан килӗр: тӗтӗм тӗтӗрни те йӗрӗнтерет Мана». Мӗншӗн вӗсен парнисем Турра юрӑхсӑр пулнӑ? Иегова ӑнлантарса панӑ: «Эсир ҫине-ҫинех тархаслама пуҫласассӑн та, Эпӗ сире илтместӗп: сирӗн аллӑрсем чӗп-чӗрӗ юн. Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр» (Ис. 1:11—16).

16. Парне Турра юрӑхлӑ пулассипе пулмасси мӗнрен килет?

16 Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсем кӳрекен парнесене Иегова кӑмӑлламасть. Анчах та кам чун-чӗререн Турӑ заповечӗсем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшать, ҫавсен кӗллисемпе парнисем ӑна юрӑхлӑ. Моисей саккунӗнчи чӑнлӑхӑн никӗсӗ ҫавӑн пек ҫынсене хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине тата ҫылӑхӗсене каҫарни питӗ кирлӗ пулнине ӑнланса илме пулӑшнӑ (Гал. 3:19). Ҫавна ӑнланни вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн те паян Христосӑн парни кирлӗ пулнине ӑнланмалла, мӗншӗн тесен ҫав парнен ҫылӑха пӗтӗмпех каҫарттарма пултаракан вӑй пур. Эпир ҫав парнешӗн пархатарлӑ пулсан, Иегова эпир уншӑн чунтан парӑнса ӗҫленипе кӳрекен парнесене «кӑмӑл тӑвӗ». (Псалом 50:19, 21 вуласа пар.)

Иисус кӳнӗ парнене ӗненнине кӑтартӑр

17—19. а) Иисусӑн каҫарттаракан парнишӗн пархатарлӑ пулнине эпир Иеговӑна мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Христосчен пурӑннӑ ҫынсемпе танлаштарсан эпир Турӑ мӗн тума шухӑшласа хунисен «ӗмӗлкине» кӑна мар куратпӑр (Евр. 10:1). Парнесем ҫинчен калакан саккунсем еврейсене Турра чӑннипех пархатарлӑ пулма тата ӑна чи лайӑххине пама хавхалантарнӑ, ҫавӑн пекех ҫылӑхсене каҫарни кирлӗ пулнине ӑнланма пулӑшнӑ. Ҫаксемсӗр пӗринсӗр те Турӑпа пирӗн хушӑра лайӑх хутшӑнусем пулаймаҫҫӗ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ӑнлантарса панине пула тӳлесе илни урлӑ Иегова ҫылӑхпа вилӗме ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвассине тата вӑл ҫылӑхсене каҫарнӑран пирӗн совесть халех таса пулма пултарнине ӑнланса илме пултаратпӑр. Иисусӑн каҫарттаракан парни чӑннипех те чаплӑ парне! (Гал. 3:13, 14; Евр. 9:9, 14.)

18 Каҫарттаракан парне пире усӑ патӑр тесен тӳлесе илни мӗн иккенне ӑнланни кӑна ҫителӗксӗр. «Ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе, саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ»,— ҫырнӑ Павел апостол (Гал. 3:24). Ҫавӑн пек ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмалла (Иак. 2:26). Ҫавӑнпа та Павел пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене, Моисей саккунӗнчи пӗлӗвӗн никӗсне вӗреннӗскерсене, ҫав пӗлӳсем тӑрӑх пурӑнма хавхалантарнӑ. Ҫапла вара вӗсем хӑйсене ыттисене вӗрентекен Туррӑн принципӗсемпе килӗшӳллӗн тытнӑ пулӗччӗҫ. (Рим 2:21—23 вуласа пар.)

19 Хальхи вӑхӑтра христиансен Моисей саккунне тытса тӑмалла мар пулин те, вӗсен унчченхи пекех Иеговӑна юрӑхлӑ парнесем кӳмелле. Ҫавна эпир мӗнле тума пултарнине тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]