Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пухӑвӑн ырӑ шухӑш-кӑмӑлне упрӑр

Пухӑвӑн ырӑ шухӑш-кӑмӑлне упрӑр

«Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пурсӑрпа та [«эсир кӑтартакан шухӑш-кӑмӑлпа», ҪТ] пултӑр» (ФЛП. 4:23).

1. Филиппӑри тата Фиатирӑри пухусем мӗншӗн мухтава тивӗҫлӗ пулнӑ?

 ПӖРРЕМӖШ ӗмӗрте Филиппӑра пурӑннӑ христиансем чухӑн пулнӑ. Анчах вӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пулса ыттисене пулӑшса тӑнӑ тата пӗрле ӗненекенсене хытӑ юратнӑ (Флп. 1:3—5, 9; 4:15, 16). Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем патне Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ ҫырӑвӑн вӗҫӗнче Павел апостол ҫапла ҫырма пултарнӑ: «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пурсӑрпа та [«эсир кӑтартакан шухӑш-кӑмӑлпа», ҪТ] пултӑр» (Флп. 4:23). Фиатирӑри христиансен те ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл пулнӑран мухтава тухнӑ Иисус Христос вӗсене каланӑ: «Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп» (Ӳлӗм. 2:19).

2. Пирӗн пухӑвӑн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫине пирӗн шухӑш-кӑмӑл мӗнле витӗм кӳрсе тӑрать?

2 Хальхи вӑхӑтра та Иегова Свидетелӗсен кашни пухӑвӗн хӑйне евӗрлӗ шухӑш-кӑмӑл. Хӑш-пӗр пухусем ӑшӑ кӑмӑллӑхпа тата юрату кӑтартассипе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ. Теприсем — Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара хастарлӑ сарнипе тата сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвассине хакланипе. Хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑл лайӑх пултӑр тесе вӑй хуратпӑр пулсан, эпир пухӑва пӗр шухӑшлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулма пулӑшатпӑр (1 Кор. 1:10). Тепӗр енчен илес пулсан, пирӗн шухӑш-кӑмӑл япӑх пулсан, ҫавна пула, тен, пухура хӑш-пӗрисем Турӑшӑн сахалтарах ӗҫлеме пуҫлӗҫ тата вӗсен сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑхӗ сӳнӗ, ҫитменнине тата вӗсем йывӑр ҫылӑхсем пирки нимех те мар тесе шутлама тытӑнӗҫ (1 Кор. 5:1; Ӳлӗм. 3:15, 16). Сирӗн пуху мӗнле шухӑш-кӑмӑл кӑтартса тӑрать? Пухура ырӑ кӑмӑллӑх пултӑр тесе эсир хӑвӑр енчен мӗн тума пултаратӑр?

Ырӑ шухӑш-кӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшӑр

3, 4. Иеговӑна эпир аслӑ пухура мӗнле аслӑласа тӑма пултаратпӑр?

3 Давид, псалом ҫыракансенчен пӗри, юрланӑ: «Сана [Иеговӑна] аслӑ пухура аслӑласа тӑрӑп, Сана йышлӑ халӑх хушшинче мухтаса тӑрӑп» (Пс. 34:18). Вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсемпе пӗрле Иеговӑна мухтаса тӑма хавас пулнӑ. Кашни эрнере иртекен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче, ҫав шутрах Библие брошюрӑпа усӑ курса вӗреннӗ чухне те, хамӑр хастарлӑха тата ӗненӗве комментарисем панипе кӑтартма пултаратпӑр. Пирӗнтен кашнийӗн хӑйне ҫакнашкал ыйтусем памалла: «Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хутшӑнас тесе эпӗ пур майпа та усӑ куратӑп-и? Эпӗ вӗсене лайӑх хатӗрленсе килетӗп-и тата комментарисене тӗплӗн шухӑшласа паратӑп-и? Ҫемье пуҫӗ пулнӑ май эпӗ хамӑн ачасене комментари пама малтанах хатӗрленме пулӑшатӑп-и тата вӗсене хӑйсен сӑмахӗсемпе хурав пама вӗрентетӗп-и?»

4 Пирӗн чӗре ҫирӗп пулнине — урӑхла каласан, эпир тӗрӗссине тума ҫирӗп шут тытнине — пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче юрӑсене мӗнле юрланипе кӑтартма пултаратпӑр. Давид каланӑ: «Эй Турӑҫӑм, чӗрем хатӗр [«ҫирӗп», ҪТ] ӗнтӗ, манӑн чӗрем хатӗр [«ҫирӗп», ҪТ] ӗнтӗ: юрлам та мухтам» (Пс. 56:8). Христиансен тӗлпулӑвӗсенче юрлакан юрӑсем пире Иеговӑна ҫирӗп чӗрепе мухтаса юрлама чаплӑ май параҫҫӗ. Эпир хӑш-пӗр юрӑсене пӗлместпӗр пулсан, вӗсене ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне вӗренме пулать. Айтӑр Иеговӑна хамӑр пурӑннӑ чухне кӗвӗ каласа мухтама тата ӗмӗр тӑршшӗпе ӑна мухтаса юрлама ҫирӗп шут тытар (Пс. 103:33).

5, 6. Мӗнле майпа эпир ыттисене хӑналама, вӗсемпе уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр тата ҫавӑ пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

5 Пӗрле ӗненекенсене хапӑл туса хӑналани вӑл — пухура юрату пулма паракан тата тепӗр май. Еврейсем патне янӑ ҫырӑвӑн юлашки сыпӑкӗнче Павел ҫапла чӗнсе каланӑ: «Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр, ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама [хӑналама] ан манӑр» (Евр. 13:1, 2). Хӑналамалли лайӑх май вӑл — ҫулҫӳрекен надзирательсемпе вӗсен арӑмӗсене, ҫавӑн пекех хамӑр пухури сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакан тӑвансене кӑнтӑрлахи е каҫхи апата чӗнни. Тӑлӑх арӑмсене те, ашшӗсӗр е амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ҫемьесене те, пухури ытти тӑвансене те манса каяр мар. Вӗсене эпир хӑнана е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнме пултаратпӑр.

6 Павел Тимофее ыттисене «ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр, уҫӑ кӑмӑллӑ пулса яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр» тесе ӳкӗтлеме хушнӑ (1 Тим. 6:17—19). Павел пӗрле ӗненекенсене, вӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пулса ыттисене пулӑшма вӗренччӗр тесе хавхалантарнӑ. Укҫа-тенкӗ ҫитсех кайман чухне те эпир ыттисене пулӑшас тесе уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр. Сӑмахран, санӑн машина пур пулсан, эсӗ ыттисене сӑваплӑ ӗҫе тума тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене лартса кайма пултаратӑн. Кама ҫавӑн пек пулӑшнӑ, ҫавсем пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма тата пухура ырӑ шухӑш-кӑмӑл пултӑр тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? Вӗсем, тен, топливӑшӑн май ҫитнӗ таран тӳлеме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен хаксем пӗрмай ӳссе пыраҫҫӗ. Пухури тӑвансемпе хутшӑнма вӑхӑт уйӑрнипе те эпир пухура ырӑ шухӑш-кӑмӑла пулма паратпӑр. Ҫавна пула вӗсем хӑйсене кирлӗ те юратнӑ ҫынсем пек туйма пуҫлӗҫ. Эпир «хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене» ырӑлӑх тӑватпӑр пулсан тата вӗсене пулӑшас тесе хамӑр вӑхӑтпа япаласене уйӑрса пама хатӗр пулсан, вӗсене ытларах та ытларах юратма пуҫлӑпӑр кӑна мар, пухура пӗр-пӗринпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма та пулӑшӑпӑр (Гал. 6:10).

7. Ыттисен вӑрттӑнлӑхне упрама пӗлни пухури ырӑ шухӑш-кӑмӑла сыхласа хӑварма мӗнле пулӑшать?

7 Вӑрттӑнлӑха упрама пӗлни тата туслӑх пухури тӑвансем хушшинчи юратӑва мӗнле ҫирӗплетнине те пӑхса тухар. (Ытарӑшсем 18:24 вуласа пар.) Ҫын хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен каласа парсан, ҫавна чӑн-чӑн туссем ыттисене пӗлтермеҫҫӗ. Пухури тӑвансем хӑйсен ӑшӗнчи шухӑшӗсене, туйӑмӗсене пире уҫса панӑ чухне эпир ҫавна никама та каласа паманнине шанаҫҫӗ пулсан, пирӗн хушӑри юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пырӗ. Айтӑр хамӑра шанӑҫа тивӗҫлӗ туссем пек тытар, ҫакӑ вара пирӗн пухӑва юратакан ҫемье пек пулма пулӑшӗ (Ытар. 20:19).

Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулӑр

8. Лаодикӑрисене мӗн тесе ӳкӗтленӗ тата мӗншӗн?

8 Лаодикири пухӑва Иисус каланӑ: «Сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар; ах, эсӗ е сивӗ, е вӗри пулсанччӗ! Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп» (Ӳлӗм. 3:15, 16). Лаодикири христиансене сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑх ҫитсех кайман. Ҫакӑ вӗсем хушшинчи хутшӑнусем ҫине те витӗм кӳнӗ пулас. Акӑ мӗншӗн Иисус вӗсене юратса ӳкӗтленӗ: «Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр [хастарлӑ] пул, ӳкӗн» (Ӳлӗм. 3:19).

9. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулни пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

9 Пухура яланах ырӑ шухӑш-кӑмӑл пултӑр тетпӗр пулсан, пирӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулмалла. Пухӑва тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене тупса чӑнлӑха вӗрентес тӗллевпе те йӗркеленӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн Иисус пекех вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастарлӑ хутшӑнмалла (Матф. 28:19, 20; Лука 4:43). Сӑваплӑ ӗҫре мӗн чухлӗ хастарлӑрах пулӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах эпир, «Туррӑн ӗҫлекенӗсем [«Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем», ҪТ]» пек пулса, пӗр-пӗринпе пӗрлешӗпӗр (1 Кор. 3:9). Сӑваплӑ ӗҫре ыттисем хӑйсем мӗне ӗненнине мӗнле хӳтӗленине тата Иеговӑна, чӑнлӑха мӗнле юратнине курса пирӗн вӗсене ытларах юратас, хисеплес килсе тӑрать. Сӑваплӑ ӗҫе «пӗр кӑмӑллӑ» пулса туни те пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетет. (1 Коринф 1:10 вуласа пар.)

10. Хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫӗн пахалӑхне ӳстернипе пухура эпир ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳретпӗр?

10 Хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫӗн пахалӑхне ӳстерме тӑрӑшни ыттисем ҫине лайӑх витӗм кӳрет. Тӗл пулакан ҫынсемпе ытларах интересленме тӑрӑшатпӑр пулсан тата хамӑра итлекенсен чӗрисене хускатма вӗренес тесе вӑй хуратпӑр пулсан, сӑваплӑ ӗҫре пирӗн хӗрӳлӗх ӳснӗҫемӗн ӳссе пырӗ (Матф. 9:36, 37). Эпир хӗрӳллӗ пулсан, ялан тенӗ пекех пирӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем те пире кура хӗрӳллӗ пулӗҫ. Иисус вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма пӗчченшерӗн мар, икшерӗн-икшерӗн янӑ (Лука 10:1). Ҫавӑ вӗсене савӑнӑҫ кӳнипе пӗр-пӗринчен вӗренме май панӑ кӑна мар, сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑрах тума та пулӑшнӑ. Хастарлӑ Патшалӑх хыпарҫисемпе пӗрле ӗҫлеме пире килӗшмест-и-ха? Вӗсен хӗрӳлӗхӗ пирӗн кӑмӑла ҫӗклет тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре нумайрах тума хавхалантарать (Рим 1:12).

Ӳпкелешесрен тата ҫылӑх тӑвасран сыхланӑр

11. Моисей вӑхӑтӗнче израильсен мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнӑ тата ҫавна пула вӗсемпе мӗн пулса тухнӑ?

11 Уйрӑм халӑх пулса тӑнӑранпа темиҫе эрне иртнӗ хыҫҫӑнах израильсем кӑмӑлсӑр пулса мӑкӑртатма тата ӳпкелешме пуҫланӑ. Ҫавна пула вӗсем Иеговӑна тата унӑн ҫыннисене, Моисейпа Аарона, хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ (Тух. 16:1, 2). Египетран тухнӑ израильсенчен сахалӑшӗ кӑна Пама пулнӑ ҫӗре курнӑ. Моисея та, вӑл Израиль ывӑлӗсен начар шухӑш-кӑмӑлӗ ҫине мӗнле пӑхни пирки, ҫав ҫӗре кӗме ирӗк паман пулнӑ! (Сак. аст. 32:48—52.) Начар шухӑш-кӑмӑллӑ пулас мар тесе эпир халӗ мӗн тума пултаратпӑр?

12. Эпир ӳпкелешес кӑмӑллӑ пулассинчен мӗнле сыхланма пултаратпӑр?

12 Ӳпкелешес кӑмӑллӑ пулассинчен пирӗн сыхланмалла. Хамӑра кӗҫӗне хуни тата влаҫа хисеплени пире ҫавӑн пек кӑмӑллӑ пулма памӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн кампа хутшӑнас тӗлӗшрен асӑрхануллӑ пулмалла. Тӗрӗс мар вӑйӑ-кулӑ суйласа илни е пӗрле ӗҫлекенсемпе тата пӗр класра вӗренекенсемпе, тӳрӗлӗх принципӗсене хисеплеменскерсемпе, чылай вӑхӑт хушши калаҫни йӗркеллех вӗҫленес ҫук. Ӳпкелешме юратакан тата никама та пӑхӑнас мар текен ҫынсемпе сахалтарах хутшӑнни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Ытар. 13:21).

13. Пухура ӳпкелешни Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене сиен кӳрекен мӗнле йӑласем патне илсе пыма пултарать?

13 Пухура ӳпкелешни Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене сиен кӳрекен йӑласем патне илсе пыма пултарать. Сӑмахран, мӑкӑртатса ҫӳрени пухури мирпе пӗрлӗхе аркатма пултарать. Унсӑр пуҫне пӗрле ӗненекенсене ӳпкелесе калани чуна ыраттарать кӑна мар, ҫылӑх патне те — элек тата сӑмахпа хӑртасси патне те — илсе ҫитерме пултарать (Лев. 19:16; 1 Кор. 5:1). Пӗрремӗш ӗмӗрти пухусенчи хӑш-пӗр ӳпкелешекенсем «пуҫлӑхсене йышӑнман, ҫӳлти вӑйсене [«мухтава тухнисене», ҪТ] хурлакан» ҫынсем пулнӑ (Иуда 8, 16, ҪХ). Пухури яваплӑ тивӗҫсене туса тӑракан арҫынсене ҫавнашкал ӳпкеленине Турӑ, паллах, ырламан.

14, 15. а) Ҫылӑх тунине пӗлнӗ ҫӗртенех ун ҫинчен каласа паманни пӗтӗм пуху ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? ӑ) Кам та пулин вӑрттӑн ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

14 Кам та пулин вӑрттӑн ҫылӑх туса пурӑннине, сӑмахран, ӗҫке ярӑннине, порнографи пӑхнине е аскӑнланса пурӑннине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? (Эф. 5:11, 12.) Эпир йывӑр ҫылӑхсем ҫине куҫ хупатпӑр пулсан, Иегова пухӑва святой сывлӑшсӑр тӑратса хӑварма пултарать, вара пухура мир пулмӗ (Гал. 5:19—23). Коринфри христиансен пухӑва пӗтӗм тасамарлӑхран тасатмалла пулнӑ пекех, паянхи кун та пухура ырӑ шухӑш-кӑмӑл пултӑр тесе ӑна мӗн ирсӗрлетме пултарать, ҫавсенчен пуринчен те сыхласа тӑмалла пирӗн. Пухура мир пултӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

15 Ҫӳлерех каланӑччӗ ӗнтӗ: хӑш-пӗр ыйтусенче, уйрӑмах ыттисем пире хӑйсен туйӑмӗсене, шухӑшӗсене каласа панӑ чухне, вӑрттӑнлӑха упрама пӗлни кирлӗ. Кам ҫинчен те пулин калама юраман информацие ыттисене пӗлтерни тӗрӗс мар тата сиенлӗ! Анчах та йывӑр ҫылӑх тунӑ пулсан, пухури старейшинӑсен — Библи тӑрӑх ҫав ӗҫе камӑн пӑхса тухмалла, ҫавсен — ҫавӑн ҫинчен пӗлмелле. (Левит 5:1 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та пухури тӑван йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн ӑна старейшинӑсем патне кайса вӗсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантармалла (Иак. 5:13—15). Анчах ҫителӗклӗ вӑхӑт панӑ хыҫҫӑн та вӑл ҫавна тумарӗ пулсан, ҫав ҫылӑх ҫинчен старейшинӑсене пирӗн хамӑрӑн каласа памалла.

16. Йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен пӗлтӗмӗр пулсан, ҫавна старейшинӑсене каласа панипе эпир пухӑва мӗнле хӳтӗлетпӗр?

16 Ҫынсен христиансен пухӑвӗнче хӑйсене канӑҫлӑ туймалла, ҫавӑнпа ҫав канӑҫлӑха хӳтӗлес тесе йывӑр ҫылӑхсем ҫинчен пирӗн каласа памалла. Старейшинӑсене ҫылӑх тӑвакана ӳкӗте кӗртме май килсен, ҫавна пула вӑл ӳкӗнсе тӳрленме пуҫларӗ пулсан, вара унран пухӑвӑн шухӑш-кӑмӑлне пӑсас хӑрушлӑх тухса тӑма пӑрахӗ. Анчах та йывӑр ҫылӑх туса пурӑнакан ҫын ӳкӗнмест пулсан тата старейшинӑсем юратса панӑ канашсене йышӑнмасть пулсан, вара мӗн тумалла? Ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Эпир ҫавнашкал «ҫынсемпе хутшӑнса» пурӑнмастпӑр пулсан, хамӑр хушӑра пӑсакан витӗме пӗтеретпӗр тата пухӑвӑн шухӑш-кӑмӑлне сиен кӳме памастпӑр. (1 Коринф 5:11 вуласа пар.) Ҫавӑнпа эпир йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн пурин те ҫавна старейшинӑсене каласа парас тата вӗсем хушнӑ пек тӑвас яваплӑх пур. Айтӑр пухури тӑвансемшӗн чи лайӑххине тӑвар та пухӑва хӳтӗлер.

«Пӗрлӗхе упраса» пурӑнӑр

17, 18. Пире «килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма» мӗн пулӑшӗ?

17 Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем «апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа» тӑнипе пухӑва пӗр шухӑшлӑ пулма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 2:42). Старейшинӑсем Ҫыру тӑрӑх панӑ канашсемпе ӳкӗтсене вӗсем хакланӑ. Хальхи вӑхӑтра старейшинӑсем шанчӑклӑ та ӑслӑ чура мӗн тума хушнине тытса тӑнӑран пур пухура та пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшупа хавхалану ҫителӗклӗ (1 Кор. 1:10). Иеговӑн организацийӗ Библи тӑрӑх паракан ӳкӗтсене пӑхӑнса тӑнӑ чухне тата старейшинӑсем мӗн тума хушнине тытса тӑнӑ чухне эпир «килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма» тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (Эф. 4:2, 3).

18 Ҫавӑнпа та пухура ырӑ шухӑш-кӑмӑл пултӑр тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те туса тӑрар. Ҫавна туса тӑратпӑр пулсан, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн тивлечӗ эпир кӑтартакан шухӑш-кӑмӑлпа пуласса шанма пултаратпӑр (Флп. 4:23).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]