Чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере телейлӗ пулма пулать
«Арӑм, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн — тен, упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Эсӗ те, упӑшки... тен, арӑмна ҫӑлса хӑварӑн?» (1 КОР. 7:16.)
1. Кам та пулин чӑнлӑха йышӑнсан, ҫакӑ унӑн ҫемйи ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
ПӖРРЕХИНЧЕ, хӑйӗн апостолӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ чухне, Иисус каланӑ: «Ҫӳренӗ чухне: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ“ тесе вӗрентӗр» (Матф. 10:1, 7). Ҫав ырӑ хыпар, кам ӑна пархатарлӑ пулса йышӑннӑ, ҫавсене мирпе телей кӳнӗ. Анчах та Патшалӑх ҫинчен каласа ҫӳрес ӗҫе нумайӑшӗ хирӗҫ пулӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ Иисус хӑйӗн апостолӗсене (Матф. 10:16—23). Ҫемьерисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вара уйрӑмах чуна ыраттарать. (Матфей 10:34—36 вуласа пар.)
2. Мӗншӗн чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑнакан христиансем те телейлӗ пулма пултараҫҫӗ?
2 Ҫакӑ чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑнакан Христосӑн вӗренекенӗсем телейлӗ пулма пултараймаҫҫӗ тенине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест. Христианинсене пурне те килтисем хаяррӑн хирӗҫ тӑмаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, хирӗҫ тӑрасси пӗр вӗҫӗмсӗр пымасан та пултарать. Ҫемьерисем хирӗҫ тӑни е чӑнлӑхпа интересленменни ҫине ҫын тӗрӗс пӑхнинчен нумай килет. Унсӑр пуҫне Иегова хӑйне парӑнса пурӑнакансене пиллесе тӑрать тата япӑх лару-тӑрура та савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшать. Христианин 1) килте килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнипе тата 2) хӑйӗн килӗнчисене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшас тесе чунтан вӑй хунипе хӑйне телейлӗ тума пултарать.
Килте килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшӑр
3. Мӗншӗн чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑнакан христианинӑн килтисемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшмалла?
3 Ҫемьере тӳрӗлӗх вӑрлӑхӗ ҫимӗҫ патӑр тесен, килте килӗштерсе пурӑнмалла. (Иаков 3:18 вуласа пар.) Ҫемьере пурте Иеговӑна пуҫҫапмаҫҫӗ пулин те, килте мир, килӗшӳ пултӑр тесе христианинӑн чунтан тӑрӑшмалла. Ҫавна мӗнле тума пулать?
4. Христиансем чун канӑҫлӑхне мӗнле упраса хӑварма пултараҫҫӗ?
4 Христиансен чун канӑҫлӑхне упраса хӑвармалла. Ҫавна тӑвас тесе чунтан кӗлӗ тумалла, мӗншӗн тесен кӗлӗ пире нимпе танлаштарайми «Туррӑн... канӑҫлӑхне» парӗ (Флп. 4:6, 7, ҪХ). Иеговӑна пӗлни тата Библи принципӗсене пурнӑҫра тытса пыни пире телейпе канӑҫлӑх, е мир, парать (Ис. 54:13). Эпир телейлӗ те канӑҫлӑ пуласшӑн пулсан, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене те, ырӑ хыпар сарас ӗҫе те хастарлӑ хутшӑнни кирлӗ. Чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑннӑ чухне те христиансем тӑвакан ӗҫе мӗн чухлӗ те пулин хутшӑнма пулать. Энза a тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн упӑшки ӑна сӑваплӑ ӗҫе тума хытӑ чӑрмантарать. Вӑл килӗнчи хӑйӗн пур ӗҫне те туса пӗтернӗ хыҫҫӑн сӑваплӑ ӗҫ тума каять. Энза калать: «Ыттисене ырӑ хыпар каласа пама тӑрӑшнӑ чухне кашнинче Иегова мана туллин пиллет». Ҫавӑн пек пиллӗхсем, паллах, ӑна канӑҫлӑхпа савӑнӑҫ параҫҫӗ, чунне ҫырлахтараҫҫӗ.
5. Чӑнлӑха йышӑнман ҫемьесенче пурӑнакан христиансем мӗнле йывӑрлӑхпа час-часах тӗл пулаҫҫӗ тата вӗсен мӗнле пулӑшу пур?
5 Килтисемпе, чӑнлӑха йышӑнманнисемпе, килӗштерсе пурӑнас тесе пирӗн чунтан тӑрӑшмалла. Ҫавна тума ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен вӗсем пире мӗн тутарасшӑн пулни хӑш-пӗр чухне Библи принципӗсене хирӗҫлеме пултарать. Тӳрӗлӗх принципӗсене ҫирӗп тытса тӑни килтисене хӑш-пӗрисене, тен, килӗшмӗ те, анчах ҫавна туни вӑхӑт иртнӗҫемӗн мирлӗ пурӑнма пулӑшӗ. Библи принципӗсене хирӗҫлемен чухне хамӑрӑнни ҫинчех тӑни кирлӗ мар хирӗҫӳсем кӑларма пултарать. (Ытарӑшсем 16:7 вуласа пар.) Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, Библи канашӗсене шанчӑклӑ та ӑслӑ чуран публикацийӗсенче шырамалла, ҫавӑн пекех старейшинӑсенчен ыйтмалла (Ытар. 11:14).
6, 7. а) Мӗншӗн хӑш-пӗрисем хӑйсен ҫемйинче кам та пулин Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме тытӑнсан хирӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ? ӑ) Ҫемйи хирӗҫ тӑнӑ чухне Библи вӗренекенӗн е Иегова Свидетелӗн хӑйне мӗнле тытмалла?
6 Килте килӗшӳ пултӑр тесен пирӗн Иеговӑна шанмалла тата килтисен, пирӗн ӗненӳсемпе килӗшменнисен, туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшмалла (Ытар. 16:20). Библие нумаях пулмасть вӗренме пуҫланисем те ҫав тӗлӗшрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр упӑшкасем е арӑмсем хӑйсен мӑшӑрӗ Библи вӗренме пуҫланине хирӗҫ мар. Ҫакӑ пӗтӗм ҫемьене усӑ парать тесе те калама пултараҫҫӗ вӗсем. Анчах та теприсем хаяррӑн хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Эстер, Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑскер, хӑйӗн упӑшки Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫласан хама «чӑн-чӑн ҫиллемес ҫын» пек тытаттӑмччӗ тесе каласа парать. «Эпӗ унӑн литературине кӑларса пӑрахаттӑмччӗ е ҫунтарса яраттӑмччӗ»,— калать вӑл. Ховард, чи малтан арӑмӗ Библи вӗреннине хирӗҫ тӑнӑскер, калать: «Упӑшкасене нумайӑшне хӑйсен арӑмӗсене сектӑна явӑҫтарма пултарасси хӑратать. Упӑшки хӑйӗн арӑмӗ хӑрушлӑха лекнӗ тесе шухӑшланӑран пулас хӑйне хаяррӑн тытма пултарать».
7 Библи вӗренекен ҫынна упӑшки е арӑмӗ хирӗҫ тӑма пуҫласан, ӑна вӗренме пӑрахма кирлӗ маррине курма пулӑшмалла. Час-часах ҫивӗч лару-тӑрӑва мӑшӑрпа йӑваш пулнипе тата ӑна хисепленипе татса пама пулать (1 Петр 3:15). Ховард калать: «Манӑн арӑм лӑпкӑ та чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ!» Унӑн арӑмӗ ӑнлантарса парать: «Ховард мана Библи вӗренме пӑрах тетчӗ. Пуҫна минретеҫҫӗ санне тесе калатчӗ вӑл. Эпӗ унпа тавлашса тӑмарӑм, эсӗ тӗрӗс те калатӑн, пуль, терӗм, анчах та мӗнле минретнине ҫаплах ӑнланаймарӑм терӗм. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна хам вӗренекен кӗнекене вуласа тухма ыйтрӑм. Вӑл ӑна вуласа тухрӗ те хӑй мӗнпе килӗшменнине нимӗн те тупаймарӗ. Ҫакӑ ун ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ». Ҫакна асра тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: пирӗн ӗненӳсемпе килӗшмен упӑшкасемпе арӑмсем, мӑшӑрӗ христиансен тӗлпулӑвне ҫӳренӗ е сӑваплӑ ӗҫ тума кайнӑ чухне, хӑйсене пӑрахнӑ пек туйма е хӑрама пултараҫҫӗ. Анчах юрататӑп тесе шантарни ҫавнашкал туйӑмсене лӑплантарма пултарать.
Вӗсене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшӑр
8. Ӗненмен упӑшкапа е арӑмпа пурӑнакан христиансене Павел апостол мӗнле канаш панӑ?
8 Павел апостол христиансене хӑйсен мӑшӑрӗсене — вӗсем христиансем пулманшӑнах — хӑвармалла мар тесе канаш панӑ b. (1 Коринф 7:12—16 вуласа пар.) Ӗненмен упӑшка е арӑм христианин пулса тӑма пултарнине асра тытать пулсан, ҫакӑ христианина чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑнсан та савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ. Анчах та чӑнлӑх хыпарӗ упӑшкин е арӑмӗн чӗрине витертӗр тесе тӑрӑшнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫакна аяларах илсе панӑ тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ.
9. Килтисене, ӗненменнисене, Библи чӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ чухне мӗне асра тытмалла?
9 Библири чӑнлӑхсене пӗлме пуҫланӑ чухне вӗсене мӗн тери хӗпӗртесе йышӑннине аса илнӗ май Джейсон калать: «Манӑн ҫавна пурне те каласа парас килетчӗ!» Библи вӗренекен чӑнлӑх тупнине ӑнланса илсен, вӑл савӑннипе ҫавӑн ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр калаҫма пултарать. Вӑл, тен, килтисем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара тӳрех йышӑнасса кӗтет, анчах ун пекки яланах пулмасть. Джейсонӑн хӗрӳлӗхӗ унӑн арӑмӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? «Эпӗ ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑраттӑмччӗ»,— аса илет вӑл. Пӗр хӗрарӑм, упӑшки хыҫҫӑн 18 ҫултан чӑнлӑха йышӑннӑскер, калать: «Мана пурне те ӑнланса илме вӑхӑт кирлӗ пулчӗ». Эсир хальхи вӑхӑтра ҫынпа Библи вӗренетӗр пулсан, унӑн мӑшӑрӗ чӑнлӑха йышӑнасшӑн мар пулсан, вӑл хӑйӗн мӑшӑрне кӳрентермесӗр, ыррӑн чӑнлӑха мӗнле ӑнлантарса пама пултарнине кӑтартса парас тесе мӗншӗн-ха яланах вӑхӑт уйӑрас мар? Моисей каланӑ: «Ман сӑмахӑм ҫумӑр пек юхӗ, ман пуплевӗм сывлӑм пек пулӗ, калча ҫине ҫӑвакан йӗпхӳ ҫумӑр пек, курӑк ҫине ҫӑвакан шавкама ҫумӑр пек пулӗ» (Сак. аст. 32:2). Меллӗ вӑхӑтра тата кирлӗ вырӑнта чӑнлӑхӑн темиҫе тумламӗ сӑмахсен чашлама ҫумӑрӗнчен ыррине нумайрах тума пултарать.
10—12. а) Ӗненмен мӑшӑрпа пурӑнакан христиансене Петр апостол мӗнле канаш панӑ? ӑ) Библи вӗренекен пӗр хӗрарӑма 1 Петр 3:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи канаша тытса тӑма мӗн пулӑшнӑ?
10 Христианин пулман упӑшкасемпе пурӑнакан арӑмсене Петр апостол Турӑ пӗлтернипе ҫакӑн пек канаш панӑ: «Эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса [«чунтан хисеплесе», ҪТ] таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр» (1 Петр 3:1, 2). Упӑшки хӑйне тӳрккессӗн тытнӑ чухне те арӑмӗ хӑйне кӗҫӗне хунипе тата чунтан хисепленипе ӑна чӑнлӑха йышӑнма пулӑшма пултарать. Ҫавӑн пекех ӗненекен упӑшкан та, ӗненмен арӑмӗ хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, хӑйне Турӑ хӑйӗнчен мӗн кӗтнӗ пек тытмалла та юратакан ҫемье пуҫӗ пулмалла (1 Петр 3:7—9).
11 Хальхи вӑхӑтра пулса иртнӗ ӗҫсем Петрӑн канашӗ усӑ панине кӑтартса параҫҫӗ. Сельмӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫласан, ҫакӑ унӑн упӑшкине, Стива, килӗшмен. Стив калать: «Эпӗ ҫилленме, кӗвӗҫме пуҫларӑм, хам ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаттӑмччӗ тата питӗ кулянаттӑмччӗ». Сельма каласа парать: «Чӑнлӑха пӗличченех Стивпа пурӑнасси вӑл ҫӳхе пӑр тӑрӑх ҫӳрессипе пӗрехчӗ. Вӑл час ҫилленетчӗ. Эпӗ Библи вӗренме пуҫласан, лару-тӑру тата ытларах начарланчӗ». Пурне те майлаштарма мӗн пулӑшнӑ?
12 Библи вӗрентекен хӗрарӑм-тӑван мана питӗ лайӑх ӑс пачӗ тесе калать Сельма. «Пӗррехинче,— каласа парать Сельма,— эпӗ Библи вӗренессине тепӗр куна хӑварасшӑнччӗ. Ҫавӑнччен пӗр кун маларах Стива темскер ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ чухне вӑл мана ҫапрӗ, вара манӑн хама шеллес килчӗ тата хама мӗскӗннӗн туйрӑм. Мӗн пулса иртни тата хама мӗнле туйни ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм-тӑван мана 1 Коринф 13:4—7-мӗш сӑвӑ йӗркисене вуласа пама ыйтрӗ. Ҫав сӑвӑ йӗркисене вуланӑ чухне: „Стив мана ҫавӑн пек юратмасть“,— тесе шухӑшларӑм. Анчах та хӗрарӑм-тӑван мана лару-тӑру ҫине урӑхла пӑхма пулӑшрӗ. Вӑл ҫапла ыйтрӗ: „Эсӗ упӑшкуна ҫакӑнта каланӑ пек юрататӑн-и?“ Ҫук, ун пек пултараймастӑп терӗм, мӗншӗн тесен унпа пурӑнма шутсӑр йывӑр тесе хуравларӑм эпӗ. Вара вӑл ӑшшӑн каларӗ: „Сельма, кам христианин пуласшӑн — эсӗ-и е Стив-и?“ Вара эпӗ хамӑн шухӑшсене улӑштарма кирлине ӑнлантӑм та Иегова мана Стива ытларах юратма пулӑштӑр тесе ӑна кӗлӗ тума тытӑнтӑм. Майӗпен пурте улшӑнма пуҫларӗ». Тепӗр 17 ҫултан Стив чӑнлӑха йышӑннӑ.
Ыттисем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ
13, 14. Кам чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑнать, ҫавсене пухури тӑвансем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
13 Вӗтӗ ҫумӑр тумламӗсем ҫӗре тӑрантарнӑ пекех, ӳсентӑрансене ӳсме пулӑшнӑ пекех, пухура нумайӑшӗ чӑнлӑха йышӑнман ҫемьесенче пурӑнакан христиансене телейлӗ пулма пулӑшать. «Пухури тӑвансен юратӑвӗ мана чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма пулӑшрӗ»,— калать Бразилире пурӑнакан Элвина.
14 Пухури тӑвансем ырӑ та тимлӗ пулни ҫемьере ӗненменнин чӗрине витӗм кӳме пултарать. Нигерири пӗр арҫын, чӑнлӑха арӑмӗ хыҫҫӑн тепӗр 13 ҫултан йышӑннӑскер, каласа парать: «Пӗр Свидетельпе машинпа пынӑ чухне унӑн машини ҫӗмӗрӗлсе кайрӗ. Ҫывӑхри ялта вӑл Свидетельсене тупрӗ, вӗсем вара пире ҫӗр выртма ячӗҫ. Вӗсем пирӗншӗн питӗ тӑрӑшрӗҫ — пире мӗн ачаранах пӗлеҫҫӗ тейӗн. Эпӗ тӳрех христианла юратӑва туя пуҫларӑм, ун ҫинчен манӑн арӑм яланах калатчӗ». Англире пӗр хӗрарӑм, чӑнлӑха упӑшки хыҫҫӑн тепӗр 18 ҫултан йышӑннӑскер, аса илет: «Свидетельсем пире иксӗмӗре те хӑнана чӗнетчӗҫ. Вӗсем мана хапӑл туса йышӑннине эпӗ яланах кураттӑмччӗ c». Англире пурӑнакан арҫын, вӑл та тӳрех Свидетель пулса тӑман, акӑ мӗн калать: «Пухури тӑвансем пирӗн пата килетчӗҫ, пире те хӑйсем патне чӗнетчӗҫ, ҫапла вара вӗсем ыттисемшӗн тӑрӑшакан ҫынсем пулнине кура пуҫларӑм. Ҫавӑ больницӑра выртнӑ чухне уйрӑмах палӑрчӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ман пата пыра-пыра кайрӗ». Пухури тӑвансен килӗнчисемпе, ӗненменнисемпе, ҫавӑн пекех тимлӗ пулма пултараймӑр-ши эсир?
15, 16. Ҫемьере ыттисем чӑнлӑха йышӑнман чухне христианина телейлӗ тӑрса юлма мӗн пулӑшма пултарать?
15 Паллах ӗнтӗ, ҫемьере ӗненекенни нумай ҫул хушши хӑйне лайӑх тытсан та, ырӑ хыпара майне пӗлсе пӗлтерсе тӑрсан та ӗненмен упӑшкасем, арӑмсем, ачасем, ашшӗ-амӑшӗ тата ытти хурӑнташсем пурте чӑнлӑха йышӑнмасан та пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем хытӑ чунлипех юлаҫҫӗ е хирӗҫ тӑракансем пулса тӑраҫҫӗ (Матф. 10:35—37). Анчах та христиансем Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене кӑтартса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫакӑ усӑ пама пултарать. Унччен чӑнлӑха йышӑнман пӗр упӑшка акӑ мӗн калать: «Ӗненекен упӑшка е арӑм чаплӑ та лайӑх енсене кӑтартма пуҫласан, ҫакӑ унӑн ӗненмен мӑшӑрӗн ӑстӑнӗпе чӗри ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине вӑл пӗлмест. Ҫавӑнпа та ӗненмен упӑшкаран е арӑмран нимӗн те пулмасть тесе ална ан усӑр».
16 Ҫемьере кам та пулин чӑнлӑха йышӑнмасть пулсан та ӗненекенни пурпӗр телейлӗ пулма пултарать. Пӗр хӗрарӑм-тӑван 21 ҫул хушши тӑрӑшсан та упӑшки Патшалӑх хыпарне йышӑнман. Ҫав хӗрарӑм-тӑван калать: «Эпӗ савӑнӑҫа ҫухатмастӑп, мӗншӗн тесен Иеговӑна юрама тӑрӑшатӑп, ӑна чунтан парӑнса пурӑнатӑп тата унпа хамӑн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе вӑй хуратӑп. Турра юрӑхлӑ ӗҫсене хутшӑнни — Библие хам тӗллӗн вӗренни, христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени, ырӑ хыпар сарни тата пухура ыттисене пулӑшни — мана Иеговӑпа ҫывӑхлантарчӗ тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшрӗ» (Ытар. 4:23).
Ан парӑнӑр!
17, 18. Чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑнсан та христианин шанчӑка ҫухатас мар тесе мӗн тума пултарать?
17 Эсӗ чӑнлӑха йышӑнман ҫемьере пурӑннине пӑхмасӑрах Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑратӑн пулсан, ан парӑн. Ҫакна асра тыт: «Ҫӳлхуҫа... Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ» (1 Патш. 12:22). Эсӗ ун ҫумне ҫыпҫӑнсан, вӑл санпа пӗрле пулӗ. (2 Ҫулсеренхи 15:2 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та «Ҫӳлхуҫапа лӑплан [«Иеговӑра пысӑк савӑнӑҫ туп», ҪТ]». «Хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар, Ӑна шан» (Пс. 36:4, 5). «Ялан Турра кӗлту» тата пирӗн юратнӑ ҫӳлти Аттемӗр сана тӗрлӗ йывӑрлӑхра та чӑтӑмлӑ пулма пулӑшасса ӗненсех тӑр (Рим 12:12).
18 Иеговӑна кӗлӗ ту тата вӑл сана килте килӗштерсе пурӑнма пулӑштӑр тесе святой сывлӑшне пама ыйт (Евр. 12:14). Тен, эсӗ вӑй хуни вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫемьере ӗненменнисен чӗрине тивме пултарӗ. Пурне те «Турра мухтаса тунипе» эсӗ савӑнӑҫлӑ пулӑн, чунра канӑҫлӑх туйӑн (1 Кор. 10:31). Ҫакна шанса тӑр: христиансен пухӑвӗнчи тӑвансем сана юратаҫҫӗ, сана пулӑшӗҫ!
[Сноскӑсем]
a Ятсене улӑштарнӑ.
b Павел панӑ канаш христиансене чӑтма ҫук йывӑр лару-тӑрусенче уйрӑм пурӑнма чарса тӑмасть. Ун чухне уйрӑм пурӑнассипе пурӑнмассине ҫын хӑй суйласа илет. «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекене, 219—221 страницӑсене, пӑхӑр.
c Сӑваплӑ Ҫыру ӗненмен ҫынсемпе пӗрле апат ҫиме чармасть (1 Кор. 10:27).
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]