Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Каялла ҫавӑрӑнса ан пӑхӑр

Каялла ҫавӑрӑнса ан пӑхӑр

«Аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл» (ЛУКА 9:62).

1. Мӗн тесе асӑрхаттарнӑ Иисус тата мӗнле ыйту сиксе тухать?

 «ЛОТ арӑмне аса илӗр!» (Лука 17:32, ҪХ.) Иисус Христос 2 000 ҫула яхӑн каялла ҫавӑн пек асӑрхаттарни халӗ нихӑҫанхинчен те кирлӗрех. Ҫав сӑмахсемпе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Ӑна итлесе тӑракан еврейсем сӑмах мӗн ҫинчен пынине ӑнланнӑ. Вӗсем Лот арӑмӗпе мӗн пулса иртнине пӗлнӗ. Содом хулинчен ҫемйипе пӗрле тарнӑ чухне вӑл Иеговӑна итлемен те хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхнӑ, вара тӑвар юпа пулса тӑнӑ. (Пултарни 19:17, 26 вуласа пар.)

2. Мӗнле сӑлтавсене пула Лот арӑмӗ каялла ҫаврӑнса пӑхма пултарнӑ тата итлеменни уншӑн мӗн хака ларнӑ?

2 Лот арӑмӗ мӗншӗн каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ? Содомра мӗн пулса иртнине курасшӑн пулнӑ-ши вӑл? Е ӑна хулана тӗп тунине ӗненме йывӑр пулнӑ-ши? Тен, вӑл Содомра хӑварнӑ япаласемшӗн куляннӑ-ши? (Лука 17:31.) Кирек мӗнле пулсан та, итлеменшӗн вӑл хӑйӗн пурнӑҫне татнӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӑл Содомпа Гоморрӑри ирсӗр ҫынсемпе пӗр кунтах вилнӗ! Акӑ мӗншӗн Иисус: «Лот арӑмне аса илӗр!» — тенӗ.

3. Пирӗн, сӑнарлӑ каласан, каялла ҫаврӑнса пӑхма кирлӗ маррине Иисус мӗнле палӑртнӑ?

3 Сӑнарлӑ каласан, эпир те каялла ҫаврӑнса пӑхма кирлӗ мар вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Иисус ҫавна хӑйӗнчен пӗр ҫын санӑн вӗренекенӳ пулас умӗн мана киле таврӑнса килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсам тесе ыйтни ҫине хуравланӑ чухне палӑртнӑ. Иисус каланӑ: «Аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл» (Лука 9:62). Ҫавӑн пек хуравланипе Иисус хӑйне вӗсемпе ытла та хытӑ е вырӑнсӑр тытнӑ-ши? Ҫук, ун пек мар, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ыйтнипе ҫын унӑн вӗренекенӗ пулас килменнине тӳрре кӑларасшӑн пулнине вӑл пӗлнӗ. Ҫавӑн пек ҫын «каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан» пекех тенӗ Иисус. Суха тӑвакан пӗр самантлӑха каялла ҫаврӑнса пӑхать-и е акапуҫне хӑварса хыҫалалла ҫаврӑнса тӑрать-и: ҫавсем хушшинче мӗнле те пулин уйрӑмлӑх пур-и? Апла е капла тусан та, вӑл хӑйӗн ӗҫне ҫителӗклӗ тимлӗхпе тумасть, ҫавна пула ӗҫ пахалӑхӗ чакать.

4. Пирӗн мӗне тишкермелле?

4 Иртнӗ вӑхӑт ҫинчен шухӑшлас вырӑнне пирӗн пуласлӑха тишкермелле. Ҫав шухӑша Ытарӑшсем 4:25-мӗшӗнче питӗ лайӑх палӑртнине асӑрхӑр-ха: «Куҫу тӳрӗ пӑхтӑр, куҫ хӑрпӑкӗсем те тӳррӗн тӗллесе тӑччӑр».

5. Мӗншӗн каялла ҫаврӑнса пӑхма кирлӗ мар?

5 Каялла мӗншӗн ҫаврӑнса пӑхма кирлӗ маррине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтав пур пирӗн. Мӗнле сӑлтав? Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1). Кӗҫех Турӑ икӗ йӗркесӗр хулана ҫеҫ мар, хӑйӗнчен ютшӑннӑ пӗтӗм тӗнчене пӗтерет. Лот арӑмӗ тунӑ йӑнӑша тӑвасран сыхланма пире мӗн пулӑшӗ? Пуринчен малтан унччен тахҫан мӗн хӑварнӑ, ҫавсенчен хӑшӗ пире илӗртсе каялла ҫаврӑнса пӑхтарма пултарнине уйӑрса илмелле (2 Кор. 2:11). Унтан ҫавӑн пек илӗртӳсене парӑнас мар тесе мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

Унчченхи ырӑ пурнӑҫ

6. Мӗншӗн хамӑр асаилӳсем ҫине яланах шанма кирлӗ мар?

6 Хӑрушлӑхсенчен пӗри вара вӑл — унччен пурнӑҫ лайӑхрахчӗ тесе шутлани. Хамӑр асаилӳсем ҫине яланах шанма кирлӗ мар. Хамӑр та ҫавна ӑнланмасӑрах, эпир унччен йывӑрлӑхсем пысӑках марччӗ тата эпир ун чухне телейлӗрехчӗ тесе шутлама тытӑнма пултарӑпӑр, ҫапла вара пирӗн асаилӳсенче ӗлӗкхи ӗҫсем чӑннипе мӗнле пулнинчен те лайӑхрах пек курӑнма пуҫлӗҫ. Ҫавӑн пек тӗрӗс мар асаилӳсем пире унчченхи ырӑ пурнӑҫ пирки тунсӑхлаттарма пултараҫҫӗ. Анчах Библи пире асӑрхаттарать: «„Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?“ тесе ан кала, мӗншӗн тесессӗн ҫакна эсӗ ӑслӑ пулнӑран ыйтмастӑн» (Еккл. 7:10). Мӗншӗн ҫавӑн пек шухӑшлани хӑрушӑ?

7—9. а) Израильсемпе Египетра мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Израильсен савӑнма мӗнле сӑлтавсем пулнӑ? б) Мӗншӗн израильсем мӑкӑртатма, ӳпкелешме пуҫланӑ?

7 Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра израильсемпе мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Чи малтан израильсем Египет ҫӗрӗнче хӑнасем пулнӑ пулин те, Иосиф вилнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен, Египет ҫыннисем «Израиль халӑхне йывӑр ӗҫпе хавшатмашкӑн ӑна ӗҫлеттерекен пуҫлӑхсем суйласа лартнӑ» (Тух. 1:11). Каярахпа фараон израильсене йышлӑланма парас мар тесе хӑйӗн ҫыннисене вӗсен тин ҫеҫ ҫуралнӑ ывӑл ачисене вӗлерме хушнӑ (Тух. 1:15, 16, 22). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иегова Моисея каланӑ: «Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп» (Тух. 3:7).

8 Израильсем чуралӑх ҫӗрӗнчен ирӗклӗ халӑх пулса тухнӑ чухне мӗн тери савӑнма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Вӗсем Иегова мӑнкӑмӑллӑ фараонпа унӑн халӑхӗ ҫине вунӑ асап янӑ чухне хӑйӗн вӑйне тӗлӗнмелле майпа кӑтартнине курнӑ. (Тухни 6:1, 6, 7 вуласа пар.) Египет ҫыннисем израильсене тухса кайма ирӗк панӑ кӑна мар, Египетран тухса кайма та васкатнӑ тата вӗсене питӗ нумай ылтӑнпа кӗмӗл панӑ, ҫавӑнпа Библире каланӑ: «Вӑл [Турӑ халӑхӗ] ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайнӑ» (Тух. 12:33—36). Каярахпа Иегова фараонпа унӑн ҫарне Хӗрлӗ тинӗсре тӗп тунине курсан израильсем каллех савӑннӑ (Тух. 14:30, 31). Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене курни вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетмелле пулнӑ.

9 Анчах та ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа ҫӑлнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен ҫав халӑхах мӑкӑртатма, ӳпкелешме пуҫлани шалт тӗлӗнтерет. Мӗншӗн вӗсем ӳпкелешнӗ? Апат пирки! Вӗсем Иегова мӗн парса тӑнипе ҫырлахма пӑрахнӑ та ӳпкелешме пуҫланӑ: «Эпир Египетра нимӗн тӳлемесӗрех ҫинӗ пулла астӑватпӑр, хӑярпа дыня тата ешӗл сухан, пуҫлӑ суханпа ыхра ҫинине те астӑватпӑр; халӗ акӑ пирӗн чун хавшаса ҫитрӗ; нимӗн те ҫук, пирӗн куҫ умӗнче пӗр манна анчах» (Йыша шутл. 11:5, 6). Вӗсем тӗрӗс мар шухӑшлама тытӑннӑран хӑйсем чура пулнӑ ҫӗре таврӑнасшӑн та пулнӑ! (Йыша шутл. 14:2—4.) Израильсем хыҫалта мӗн хӑварни ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ, ҫавӑнпа Иегова вӗсене ырлама пӑрахнӑ (Йыша шутл. 11:10).

10. Израильсен тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, унччен — тен, чӑнлӑха пӗличчен — пурнӑҫ лайӑхрахчӗ тесе шухӑшласа тӑрар мар. Хамӑрпа пулса иртнӗ ӗҫсенчен ӑса вӗренни ҫинчен е унчченхи хӑш-пӗр телейлӗ самантсем ҫинчен шухӑшланинче ним япӑххи те ҫук, анчах та иртнӗ вӑхӑт ҫине пирӗн виҫине пӗлсе, тӗрӗс пӑхмалла. Ҫавӑн пек пӑхмасан, эпир хамӑрӑн хальхи пурнӑҫпа ҫырлахма пӑрахӑпӑр та унччен пурӑннӑ пек пурӑнасшӑн пулӑпӑр. (2 Петр 2:20—22 вуласа пар.)

Унччен усӑ курмасӑр хӑварнӑ майсем

11. Унччен усӑ курмасӑр хӑварнӑ майсем пирки хӑш-пӗрисем мӗн шутлаҫҫӗ?

11 Шел пулин те, хӑш-пӗрисем каялла ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ те хӑш-пӗр майсемпе усӑ курмалла пулнӑ тесе ӳкӗнеҫҫӗ. Тен, сирӗн унччен аслӑ пӗлӳ илме, пысӑк вырӑн йышӑнма е укҫа-тенкӗллӗ пулма май пулнӑ, анчах та эсир ҫавӑн пек тӗллевсем тытасшӑн пулмарӑр. Пухури тӑвансем нумайӑшӗ бизнезпа, вӑйӑ-кулӑ таврашӗпе, ҫутӗҫпе тата спортпа ҫыхӑннӑ укҫаллӑ ӗҫе хӑварнӑ. Вӑхӑт та иртрӗ ӗнтӗ, анчах пӗтес вӑхӑт халӗ те ҫитмерӗ. Эх, ҫав майсемпе усӑ курнӑ пулсанччӗ текен шухӑшсем пуҫра явӑнмаҫҫӗ-и сирӗн?

12. Павел хыҫала мӗн хӑварнӑ, ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ?

12 Христос хыҫҫӑн пыракан пулас тесе Павел апостол нумайӑшне хӑварнӑ (Флп. 3:4—6). Хыҫала мӗн хӑварнӑ, ҫавӑн ҫине вӑл мӗнле пӑхнӑ? Вӑл каланӑ: «Хамӑншӑн калама ҫук паха шутланаканнине, Христоса пула эпӗ сиен кӳрекенни вырӑнне ҫеҫ хутӑм». Мӗншӗн? Вӑл малалла каланӑ: «Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп: эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ» a (Флп. 3:7, 8). Ҫын ҫӳппе тухса пӑрахсан, каярахпа темскер кирлӗ япала кӑларса пӑрахрӑм тесе шутламасть. Ҫавӑн пекех Павел та тӗнчере усӑ курмасӑр хӑварнӑ майсем пирки кулянман. Вӑл вӗсене тек хаклӑ тесе шутламан.

13, 14. Павел кӑтартнӑ тӗслӗхе эпир мӗнле тытса пыма пултаратпӑр?

13 Усӑ курмасӑр хӑварнӑ теекен майсем пирки эпир кулянма пуҫларӑмӑр пулсан, пире мӗн пулӑшӗ? Павелӑн тӗслӗхӗ. Мӗнле майпа пулӑшӗ? Санӑн халӗ мӗн пур, ҫавӑ мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Иеговӑпа санӑн лайӑх хутшӑнусем пур тата вӑл эсӗ хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫленине хаклать (Евр. 6:10). Ҫак тӗнче мӗн сӗнет, ҫавсенчен хӑшӗ Иегова паракан хальхи тата пуласлӑхри пиллӗхсемпе танлашма пултарать? (Марк 10:28—30 вуласа пар.)

14 Малалла Павел пире Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлеме мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен асӑннӑ. Апостол «иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп» тенӗ (Флп. 3:13, ҪХ). Асӑрхӑр-ха, Павел кунта икӗ утӑм тумалли ҫине тимлеттернӗ, вӗсем иккӗшӗ те питӗ кирлӗ. Пӗрремӗшӗнчен, иртнине пирӗн манӑҫа хӑвармалла та унччен мӗн пулни ҫинчен ытлашши пӑшӑрханмашкӑн вӑй та, вӑхӑт та сая ямалла мар. Иккӗмӗшӗнчен, финиш йӗрӗ патне кӗҫ-вӗҫ чупса ҫитекен ӑмӑртуҫӑ пек, пирӗн малалла ыткӑнмалла та пуласлӑха тишкерсе пӑхмалла.

15. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать?

15 Ӗлӗкхи вӑхӑтра пурӑннӑ тата хальхи вӑхӑтра пурӑнакан Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен шухӑшлани пире каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр малалла утма тата ытларах хавхалантарать. Сӑмахран, Авраампа Сарра Ур хулине яланах асра тытнӑ пулсан, «вӗсем унта тавӑрӑнма май тупнӑ пулӗччӗҫ» (Евр. 11:13—15, ҪХ). Анчах вӗсем унта таврӑнман. Моисей Египетран пӗрремӗш хут тухса кайсан, вӑл унта ытти израильсем каярахпа мӗн хӑварнинчен чылай нумайрах хӑварнӑ пулнӑ. Анчах та Моисей мӗн хӑварнишӗн куляннӑ тесе ниҫта та каламан. Ун вырӑнне Библире Моисей пирки вӑл Турӑ суйласа лартнӑскер пулса тӳснӗ мӑшкӑла «Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ» тенӗ (Евр. 11:26).

Унччен пирӗнпе пулнӑ йывӑрлӑхсем

16. Унччен пирӗнпе мӗн пулса иртнисем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?

16 Пирӗнпе унччен мӗн пулса иртнисенчен хӑш-пӗрисене аса та илес килмест. Тен, ӗлӗк тунӑ йӑнӑшсемпе ҫылӑхсем ҫинчен шухӑшлани чуна ыраттарать (Пс. 50:5). Хытӑ асӑрхаттарса панӑ канаш пире мӗнле тарӑхтарнине эпир, тен, халӗ те астӑватпӑр (Евр. 12:11). Тен, пире тӗрӗсмарлӑх — пирӗнпе тахҫан тӗрӗс мар тытни е тӗрӗс мар тытнӑ пек туйӑнни — канӑҫ памасть (Пс. 54:3). Ҫавӑн пек пулни-иртни ҫинчен яланах шухӑшласран пире мӗн пулӑшма пултарать? Виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

17. а) Мӗншӗн Павел хӑйӗн пирки «сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскер» тенӗ? ӑ) Мӗнле майпа Павел йывӑр шухӑшсене хӑйне пусса илме паман?

17 Ӗлӗкхи йӑнӑшсем. Павел апостол хӑйӗн пирки «сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскер» тенӗ (Эф. 3:8). Мӗншӗн вӑл хӑйӗн ҫине ҫавӑн пек пӑхнӑ? «Эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм»,— тенӗ вӑл (1 Кор. 15:9). Павел унччен кама хӗсӗрленӗ, ҫавсенчен хӑшне те пулин тӗл пулнӑ чухне хӑйне мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Анчах вӑл йывӑр шухӑшсене хӑйне пусса илме паман. Ун вырӑнне вӑл хӑйне Турӑ кӑтартнӑ тивлет ҫинчен яланах шухӑшланӑ (1 Тим. 1:12—16). Ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулни ӑна сӑваплӑ ӗҫе тума хавхалантарса тӑнӑ. Павел иртнине манӑҫа хӑвартӑм тенӗ чухне, хӑй тунӑ ӗлӗкхи ҫылӑхсем пирки те каланӑ. Эпир те Иегова пире кӑтартнӑ хӗрхенӳ ҫинчен аса илсех тӑратпӑр пулсан, унччен хамӑрпа мӗн пулни ҫинчен, мӗне эпир улӑштарма пултараймастпӑр, ҫавӑн ҫинчен ытлашши пӑшӑрханнипе хамӑр вӑя хавшатма памӑпӑр. Ҫав вӑйпа эпир Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе усӑ курма пултаратпӑр.

18. а) Хамӑра унччен панӑ канаш пирки тарӑхса ҫӳретпӗр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? ӑ) Соломон канаш пирки каланине эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр?

18 Чуна ыраттаракан канаш. Эпир унччен хамӑра панӑ пӗр-пӗр канаш пирки шухӑшланӑ май тарӑхатпӑр пулсан, ҫавӑн пирки мӗн калама пулать? Ҫавӑ чуна ыраттарать кӑна мар, пире хуйха ӳкерсе вӑйран яма та пултарать (Евр. 12:5). Эпир канаша сирсе янипе «хирӗҫлетпӗр» пулсан е «йывӑра илетпӗр», мӗншӗн тесен канаша йышӑнатпӑр та кайран тытса пыма пӑрахатпӑр пулсан, пӗр результат кӑна пулать — эпир канаша хамӑра тӳрлетме памастпӑр. Соломон каланӑ сӑмахсене тимлени чылай лайӑхрах: «Вӗрентсе каланине асрах тыт, ан пӑрах, упра ӑна: санӑн пурӑнӑҫу вӑл» (Ытар. 4:13). Ҫул ҫинчи паллӑсене пӑхӑнакан водитель пек канаша йышӑнар, тытса пырар тата малалла утар (Ытар. 4:26, 27; Еврейсем 12:12, 13 вуласа пар).

19. Аввакумпа Иеремия ӗненнӗ пек ӗненес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

19 Тӗрӗсмарлӑх — чӑн-чӑнни е чӑн-чӑнни пек туйӑнаканни. Хутран-ситрен эпир хамӑра Иеговӑна тӗрӗслӗх пирки йӑлӑннӑ Аввакум пророк пекех туйма пултаратпӑр. Иегова саккунсӑрлӑха мӗншӗн пулма панине вӑл ӑнланман (Аввак. 1:2, 3). Пророк ӗненнӗ пек ӗненни пире питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл каланӑ: «Ҫавӑн чухне те эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑп, хама ҫӑлакан Туррӑмшӑн хӗпӗртенӗп» (Аввак. 3:18). Иеремия пророк пекех эпир Иеговӑна, тӗрӗслӗх Туррине, хытӑ ӗненсе кӗтсе тӑма ҫирӗп шут тытатпӑр пулсан, хӑй вӑхӑтӗнче пурне те тӳрлетессе шанма пултаратпӑр (Хӳхл. 3:19—24).

20. Лот арӑмне аса илсе тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

20 Эпир хумхануллӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Пирӗн куҫ умӗнчех тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ. Пуласлӑхра тата хӑватлӑрах ӗҫсем пулӗҫ. Иеговӑн организацийӗ малалла пырать, пирӗн унпа харӑссӑн утмалла. Библи каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр малалла пӑхӑр тесе панӑ канаша тимлер. Ҫапла эпир Иисус: «Лот арӑмне аса илӗр»,— тенине тытса тӑнине кӑтартӑпӑр.

[Сноска]

a «Ҫӳп» тесе куҫарнӑ сӑмах Библие ҫырнӑ чӗлхере «йытӑсене пӑрахса панӑскер», «тислӗк», «пӑх-шӑка» пӗлтернӗ. Павел усӑ курнӑ сӑмах «темскер ниме тӑманскертен тата йӗрӗнтерекенрен пӑрӑннине, унпа урӑх пӗртте ҫыхланас килменнине» кӑтартса парать тенӗ пӗр библеист.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]