Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫынсене «ыйхӑран вӑранма» пулӑшӑр

Ҫынсене «ыйхӑран вӑранма» пулӑшӑр

«Хальхи вӑхӑт мӗнлине хӑвӑр та пӗлетӗр: пирӗн ыйхӑран вӑранмалли сехет ҫитрӗ ӗнтӗ» (РИМ 13:11).

1, 2. Ҫынсен нумайӑшӗн ыйхӑран вӑранмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?

 КАШНИ ҫул руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑран пин-пин ҫын вилет. Теприсене ҫывӑрса юлнипе ӗҫе час-часах вӑхӑтра ҫитейменшӗн е ӗҫре ҫывӑрнӑшӑн ӗҫрен кӑларса яраҫҫӗ. Анчах та сӑнарлӑ ыйхӑ чылай хӑрушӑрах пулма пултарать. Ҫав тӗлӗшрен Библире ҫапла каланӑ: «Сыхӑ тӑракан... телейлӗ» (Ӳлӗм. 16:14—16, ҪХ).

2 Иеговӑн аслӑ кунӗ ҫывхарса килет, анчах та этемлӗх, пӗтӗмӗшпе илсен, сӑнарлӑ ыйха путнӑ. Христиан тӗнӗнчи хӑш-пӗр пуҫлӑхсем те хӑйсен чиркӗвӗсене ҫӳрекенсене «ҫывӑракан улӑпсем» теҫҫӗ. Мӗн вӑл сӑнарлӑ ыйхӑ? Мӗншӗн чӑн христиансен сыхӑ тӑмалла? Ыттисене ҫав ыйхӑран вӑранма эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

Мӗн вӑл сӑнарлӑ ыйхӑ?

3. Сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫынна эсир мӗнле сӑнласа панӑ пулӑттӑр?

3 Ҫын ҫывӑрнӑ чухне ялан тенӗ пекех нимле ӗҫ те тумасть. Сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывӑракансене илес пулсан, вӗсем питӗ ӗҫлӗ пулма пултараҫҫӗ, анчах та вӗсем Турра юрама пулӑшакан ӗҫсем тумаҫҫӗ. Вӗсем, тен, хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн хыпкаланаҫҫӗ е киленсе пурӑнма, ятлӑ-сумлӑ тата пуян ҫын пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫсем ӑшне пуҫӗпех путнӑран вӗсем Турӑпа хӑйсем хушшинче хутшӑнусем пулччӑр тесе пачах та шутламаҫҫӗ теме пулать. Сыхӑ тӑракан ҫынсем вара хӑйсем «юлашки кунсенче» пурӑннине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑваҫҫӗ (2 Петр 3:3, 4; Лука 21:34—36).

4. «Ыттисем пек ҫывӑрар мар» тесе чӗнсе каланине мӗнле ӑнланмалла?

4 1 Фессалоника 5:4—8 вуласа пар. Кунта Павел христиансене чӗнсе каланӑ: «Ыттисем пек ҫывӑрар мар». Ҫавӑн пек каланипе вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Эпир Туррӑн нормисене ним вырӑнне те хумастпӑр пулсан, хамӑр пирки «ҫывӑратпӑр» теме пулать. Иегова йӗркесӗр ҫынсене кӗҫех пӗтерессине шута илмен чухне те эпир сӑнарлӑ ыйхӑпа «ҫывӑратпӑр». Пирӗн ӗҫсемпе шухӑшсем ҫавӑн пек ҫывӑракан ҫынсенни пек ан пулччӑр тесен, пирӗн вӗсене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар.

5. Сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывӑракансем мӗнле-мӗнле шутлаҫҫӗ?

5 Хӑш-пӗрисем Турӑ ҫук, ҫавӑнпа ун умӗнче явап тытма та кирлӗ мар теҫҫӗ (Пс. 52:2). Теприсем Турӑ ҫынпа интересленмест, эппин, унпа интересленме те кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем чиркӗве ҫӳрени вӗсене Турӑпа туслӑ пулма парать теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем пурте сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ. Вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?

Пирӗн сыхӑ тӑма пӑрахмалла мар

6. Мӗншӗн христианинӑн ялан сыхӑ тӑмалла?

6 Эпир ыттисене вӑранма пулӑшасшӑн пулсан, пирӗн хамӑрӑн сыхӑ тӑмалла. Мӗнле тумалла ҫавна? Пирӗн хамӑра сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывӑракансем пек тытмалла мар. Турӑ Сӑмахӗнче сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывӑракансем «сӗмлӗх ӗҫӗсене» тӑваҫҫӗ тенӗ. Ҫав ӗҫсем шутне ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхни, намӑс ӗҫ туни, аскӑнланни, вӑрҫӑ-тавлашу хускатса яни тата ӑмсанни кӗрет. (Рим 13:11—14 вуласа пар.) Ҫавӑн пек ӗҫсенчен пӑрӑнма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Сыхлӑха упрани питӗ кирлӗ. Руль умӗнче ҫывӑрса каяс хӑрушлӑх пирки водитель шутласах каймасть пулсан, вӑл пурнӑҫне татма пултарать. Сӑнарлӑ ыйхӑ вилӗм патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнланни христианина питӗ кирлӗ!

7. Ҫынсем ҫине тӗрӗс мар пӑхни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

7 Христианин, сӑмахран, хӑй пурӑнакан вырӑнти ҫынсем пирки вӗсем ырӑ хыпара яланлӑхах итлеме пӑрахнӑ тесе шутлама пултарать (Ытар. 6:10, 11). Вӑл ҫакӑн пек шухӑшлама пултарать: «Ҫынсемшӗн пурпӗрех пулсан, мӗншӗн вара вӗсем ырӑ хыпара йышӑнччӑр тесе тӑрӑшмалла?» Халӗ нумайӑшӗ сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывӑрать пулин те, вӗсен пурнӑҫӗ, шухӑшӗсем улшӑнма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ҫав-ҫавах вӑранаҫҫӗ те ырӑ хыпара йышӑнаҫҫӗ. Эпир хамӑр сыхӑ тӑратпӑр пулсан, вӗсене пулӑшма пултаратпӑр. Ҫавна тӑвас тесе эпир, сӑмахран, Патшалӑх хыпарӗ ҫынсемшӗн интереслӗ пултӑр тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ курма тӑрӑшӑпӑр. Ялан сыхӑ тӑрас тесен пирӗн сӑваплӑ ӗҫ мӗн тери кирлӗ пулни ҫинчен хамӑра аса илтерсех тӑмалла.

Мӗншӗн пирӗн сӑваплӑ ӗҫ питӗ кирлӗ?

8. Мӗншӗн пирӗн сӑваплӑ ӗҫ питӗ кирлӗ?

8 Ҫынсем пире итлемесен те ырӑ хыпар сарни Иеговӑна мухтава кӑларнине тата унӑн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес енчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ан манӑр. Кам ырӑ хыпара пӑхӑнмасть, ҫавсене кӗҫех суд туса наказани парӗҫ. Ҫынсене, вӗсем ырӑ хыпара йышӑннипе йышӑнманни тӑрӑх суд тӑвӗҫ (2 Фес. 1:8—10). «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ», ҫавӑнпа ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулмасан та юрать тесе шутлани йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ (Ап. ӗҫ. 24:15). Кама «качакасем» шутне кӗртӗҫ, ҫавсене «ӗмӗрлӗхе тӗп тӑвӗҫ» (ҪТ) тесе Туррӑн Сӑмахӗнче уҫҫӑн каланӑ. Эпир саракан ырӑ хыпар Туррӑн хӗрхенӗвне кӑтартса парать, ҫынсене хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма тата «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа» кӗме май парать (Матф. 25:32, 41, 46; Рим 10:13—15). Эпир вӗрентсе ҫӳремесен, ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлма пултаракан хыпара мӗнле илтӗҫ?

9. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни сире те, ыттисене те мӗнле пулӑшрӗ?

9 Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрени пире хамӑра та усӑ парать. (1 Тимофей 4:16 вуласа пар.) Иегова ҫинчен тата Патшалӑх шанчӑкӗ ҫинчен каласа панӑ чухне Турра хытӑрах ӗненме тата юратма пуҫланине асӑрхамарӑр-и эсир? Ырӑ хыпар сарни сире христианла лайӑх енсене аталантарма пулӑшмарӗ-и-ха? Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнни, ӑҫта эсир Турра чунтан парӑннине кӑтартатӑр, сире телейлӗрех тумасть-и? Кам ытти ҫынсене чӑнлӑха вӗрентнӗ, ҫавсенчен нумайӑшӗ Туррӑн сывлӑшӗ Библи вӗренекенсене пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшнине курса савӑннӑ.

Тимлӗ пулӑр

10, 11. а) Иисуспа Павел ыттисене мӗн кирлине асӑрханине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫре эпир мӗнле майпа тимлӗ пулма пултаратпӑр?

10 Ҫынсене ырӑ хыпарпа интереслентерес тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ курма пулать. Ҫавӑнпа христиансен сӑваплӑ ӗҫре тимлӗ пулмалла. Ҫав тӗлӗшрен Иисус чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑран вӑл фарисей кӑмӑлсӑр пулнине каламасӑрах ӑнкарса илме, ҫылӑхлӑ хӗрарӑм чунтан ӳкӗннине тата тӑлӑх арӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗр хӗрхенмесӗр панине пӗлме пултарнӑ (Лука 7:37—50; 21:1—4). Иисус кашни ҫынна пулӑшма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене мӗн кирлине вӑл пӗлнӗ. Анчах та ыттисене мӗн кирлине асӑрхас тесе пӗр ҫитменлӗхсӗр пулни кирлӗ мар. Ҫавӑ Павел апостол кӑтартнӑ тӗслӗхрен лайӑх курӑнать. Вӑл ҫынсене интереслентерес тесе вӗсем кам пулнине тата мӗнле шухӑшланине шута илсе калаҫнӑ (Ап. ӗҫ. 17:22, 23, 34; 1 Кор. 9:19—23).

11 Иисуспа Павел пекех тимлӗ пулма тата ҫынсене мӗн кирлине асӑрхама тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир хамӑр тӗл пулакан ҫынсене мӗнле интереслентермеллине пӗлӗпӗр. Сӑмахран, ҫынсем патне пырсан, вӗсем мӗнле халӑхран тухнине, мӗнпе интересленнине тата вӗсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ мӗнлерех пулнине кӑтартакан япаласене асӑрхама тӑрӑшӑр. Тен, эсир вӗсем ҫав самантра мӗн тунине курӑр та ҫавӑн ҫинчен сӑмах май сӑпайлӑн калама пултаратӑр.

12. Калаҫусем пире сӑваплӑ ӗҫе тума ан чӑрмантарччӑр тесе мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла?

12 Сӑваплӑ ӗҫре тимлӗ пулас тесен, тимлӗ пулма мӗн чӑрмантарать, ҫавсене пурне те сирсе ямалла. Сӑваплӑ ӗҫе пӗрле тӑваканпа калаҫни хавхалантарать пулин те, пирӗн ҫакна манса каймалла мар: пирӗн тӗллев — ыттисене ырӑ хыпар каласа парасси (Еккл. 3:1, 7). Ҫавӑнпа та хамӑр хушӑри калаҫу сӑваплӑ ӗҫе тума ан чӑрмантартӑр тесе асӑрханмалла. Ырӑ хыпар сарасси ҫинчен шухӑшлама пулӑшакан лайӑх май — тӗл пулакан ҫынсемпе мӗнле шухӑшсене сӳтсе явас килни ҫинчен калаҫни. Сотовӑй телефон хӑш-пӗр чухне сӑваплӑ ӗҫре пулӑшать пулин те, телефон шӑнкӑртатни кил е хваттер хуҫипе калаҫма ан чартӑр тесе пирӗн кирлӗ утӑмсем тумалла.

Ҫынсемпе интересленӗр

13, 14. а) Ҫын мӗнпе интересленнине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫре калаҫӑва эпир мӗнле майсемпе пуҫлама пултаратпӑр?

13 Сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсене тимлӗ итлемелле. Эсир пурӑнакан вырӑнта ҫынна калаҫӑва хутшӑнтарас тесе мӗнле ыйтусем пама пулать? Ӑна мӗн пӑшӑрхантарать: пусмӑрлани пур ҫӗрте те хуҫаланни-и, правительствӑсен ӑнӑҫсӑрлӑхӗ-и е тӗнсен шучӗ нумай пулни-и? Чӗрӗ чунсене мӗнле тӗлӗнмелле туни ҫинчен е Библи канашӗсем пурнӑҫра мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа панипе ӑна Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшма пултаратӑр-и? Тӗрлӗ культурӑри, тӗрлӗ йышши ҫынсене, хӑш-пӗр атеистсене те кӗлӗ интереслентерет. Нумайӑшӗ хӑйсен кӗллисене кам та пулин итлет-ши тесе шухӑшлать. Теприсем, тен, Турӑ пур кӗлле те итленипе итлеменнине пӗлесшӗн. Итлемест пулсан, Турӑ кӗлӗсене итлетӗр тесен пирӗн мӗн тумалла?

14 Тен, эпир опытлӑ хыпарҫӑсенчен, вӗсем ҫынсемпе мӗнле калаҫма пуҫланине сӑнаса, нумайӑшне вӗренме пултарӑпӑр. Вӗсем ҫынна аванмарлатас мар тесе майне пӗлсе калаҫаҫҫӗ тата хӑйсемпе калаҫакан ҫынна «допрос» тумаҫҫӗ. Хӑйсен сассипе, сӑнӗ-пичӗпе вӗсем ҫынна ӑнланма тӑрӑшнине мӗнле кӑтартнине асӑрхама тӑрӑшӑр (Ытар. 15:13).

Ырӑ кӑмӑллӑх тата тавҫӑрулӑх

15. Ҫынсене ырӑ хыпар каласа парас тесе тӑрӑшнӑ чухне мӗншӗн пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла?

15 Хӑвӑра тарӑн ыйхӑран вӑратни сире килӗшет-и? Нумайӑшӗ хӑйсене сасартӑк вӑратнине юратмасть. Ҫавна вӑраххӑн, ҫепӗҫҫӗн туни чылай лайӑхрах. Ҫынсене сӑнарлӑ ыйхӑран вӑратас тесе вӑй хуни пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑмахран, кил хуҫи эсир килнӗшӗн ҫилленнӗ чухне сирӗн хӑвӑра мӗнле тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ? Унӑн туйӑмӗсене хисеплемелле, вӑл мӗн калани ҫине ҫилленсе тӑмасӑр лӑпкӑн пӑрӑнса утмалла (Ытар. 15:1; 17:14; 2 Тим. 2:24). Эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫав ҫынна тепрехинче ун патне Свидетельсем килсен, вӗсене итлеме хавхалантарма пултарӗ.

16, 17. Сӑваплӑ ӗҫре ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне ӑнланнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

16 Тепӗр чухне ҫын хирӗҫле каланине пӑхмасӑрах, тен, калаҫӑва малалла тӑсма май килӗ. Кам та пулин калаҫӑва ҫӑмӑллӑнах вӗҫлес тесе кӑна: «Мана кирлӗ мар. Эпӗ хама майлӑ ӗненетӗп» е «Мана ку интереслентермест»,— тесе калама пултарать. Анчах тавҫӑруллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе тата ҫине тӑнипе эсир, тен, ҫынна Библири хыпарпа интереслентерсе яма пултаракан ыйту хускатма пултарӑр. (Колоссӑ 4:6 вуласа пар.)

17 Хӑш-пӗр чухне, халӗ эпӗ ерҫместӗп-ха, сире итлеме вӑхӑт та ҫук тесе калакан ҫынсене тӗл пулнӑ чухне, вӗсене ӑнланни тата пӑрӑнса утни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та тепӗр чухне кирлӗ шухӑша кӗскен каласа пама пулать. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсене Библи уҫса, шухӑшлаттаракан сӑвӑ йӗркине вуласа парса тепрехинче сӳтсе явмалли ыйту хӑварма пӗр минут та кирлӗ мар. Тепӗр чухне калаҫӑва пуҫламалли малтанхи сӑмахсене тӗплӗн шухӑшласа калани ҫынсен интересне вӑратать, вара вӗсем калаҫмашкӑн кӑшт вӑхӑт уйӑрма та хатӗр. Мӗншӗн-ха тепрехинче, майлӑ вӑхӑт килсе тухсан, ҫавӑн пек туса пӑхас мар?

18. Ырӑ хыпара май килсенех каласа парас енчен ӑнӑҫлӑрах пулма пире мӗн пулӑшӗ?

18 Кулленхи ӗҫсене тунӑ май ҫынсене тӗл пулнӑ чухне эпир час-часах вӗсене ырӑ хыпарпа интереслентерсе яма пултаратпӑр, анчах та ҫавна тумашкӑн пирӗн ырӑ хыпара май килсенех каласа пама хатӗр пулмалла. Пухури тӑвансем нумайӑшӗ кӗсьере е сумкӑра хӑш-пӗр публикацисене чиксе ҫӳреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем, тен, майлӑ вӑхӑтра вуласа памашкӑн пӗр-пӗр Библи сӑвӑ йӗркине малтанах суйласа хураҫҫӗ. Ҫавна тума мӗнле хатӗрленмелли ҫинчен эсӗ сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗпе е пионерсемпе калаҫса пӑхма пултаратӑн.

Хурӑнташсене ырӑ кӑмӑллӑ пулса пулӑшар

19. Мӗншӗн хурӑнташсене чӑнлӑх ҫинчен каласа памашкӑн вӑй хума пӑрахмалла мар?

19 Эпир хамӑр хурӑнташсене ырӑ хыпара йышӑнма пулӑшасшӑн паллах (Иис. Н. 2:13; Ап. ӗҫ. 10:24, 48; 16:31, 32). Ҫавна тума тӑрӑшни малтанлӑха ӑнӑҫлӑ пулмарӗ пулсан, пирӗн вӗсене тепӗр хут ырӑ хыпар каласа парас кӑмӑл пулмасан та пултарать. Вӗсен шухӑшне улӑштармашкӑн эпир нимӗн тума та, калама та пултараймастпӑр пек туйӑнма пултарӗ. Ҫапах та мӗнле те пулин ӗҫсене пула вӗсен пурнӑҫӗ е шухӑшӗ улшӑнма пултарать. Е эсир, тен, чӑнлӑха лайӑхрах ӑнлантарма вӗренсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа та халӗ вӗсем сире малтанхинчен лайӑхрах итлӗҫ.

20. Хурӑнташсемпе калаҫнӑ чухне вӗсен туйӑмӗсене хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

20 Хамӑрӑн хурӑнташсен туйӑмӗсене пирӗн хисеплемелле (Рим 2:4). Сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсемпе ыррӑн калаҫнӑ пекех вӗсемпе те ыррӑн калаҫмалла мар-и-ха пирӗн? Йӑвашшӑн тата хисеплӗн калаҫӑр. Вӗсене тӑн парас шутпа калаҫас вырӑнне, чӑнлӑх сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатни ҫинчен каласа парӑр (Эф. 4:23, 24). Иегова, «ырра вӗрентекенӗ», сирӗн пурнӑҫа мӗнле пуянлатнине ӑнлантарса парӑр (Ис. 48:17). Хурӑнташсем эсир чӑн-чӑн христианин пулнине курччӑр.

21, 22. Хурӑнташсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшма мӗншӗн чарӑнмалла маррине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

21 Нумаях пулмасть пӗр хӗрарӑм-тӑван ҫырса янӑ: «Эпӗ хамӑн 13 пичче-шӑллӑмпа аппа-йӑмӑка хам мӗн каланипе, хама мӗнле тытнипе яланах ырӑ хыпар пӗлтерме тӑрӑшрӑм. Эпӗ кашни ҫул вӗсем патне пурин патне те ҫырусем ҫыртӑм. Анчах 30 ҫул иртсен те эпӗ ҫемьере пӗртен-пӗр Свидетель кӑначчӗ».

22 Вӑл малалла каласа парать: «Пӗррехинче эпӗ темиҫе ҫӗр километр аякра пурӑнакан аппа патне телефонпа шӑнкӑравларӑм. Вӑл хӑйӗн священникне хӑйӗнпе Библи вӗренме ыйтрӑм та вӑл ҫавна тӑвасшӑн пулмарӗ тесе каларӗ. Эпӗ сана хаваспах пулӑшӑп тесе каласан, вӑл ҫапла хуравларӗ: „Юрать, анчах та сана ҫакна калатӑп: эпӗ нихӑҫан та Иегова Свидетелӗ пулмастӑп“. Эпӗ ӑна „Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?“ кӗнеке ярса патӑм та эрнере пӗр-икӗ хут шӑнкӑравлама пуҫларӑм. Пӗр вӑхӑт иртрӗ, анчах вӑл кӗнекене уҫса та пӑхман. Юлашкинчен эпӗ ӑна кӗнекене алла илме ыйтрӑм, вара телефон урлӑ 15 минута яхӑн эпир унта илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисене вуласа сӳтсе яврӑмӑр. Телефонпа темиҫе хут калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл 15 минутран та ытларах вӗренесшӗн пулчӗ. Тепӗртакран вӑл хӑй ман пата шӑнкӑравлама пуҫларӗ — хӑш-пӗр чухне ирхине ирех, эпӗ вырӑн ҫинче выртнӑ чухнех, хӑш-пӗр чухне кунне иккӗ те. Тепӗр ҫулне вӑл шыва кӗчӗ, тата тепӗр ҫултан пионер пулса ӗҫлеме тытӑнчӗ».

23. Ҫынсене сӑнарлӑ ыйхӑран вӑратма тӑрӑшнӑ май мӗншӗн пирӗн парӑнма кирлӗ мар?

23 Ҫынсене сӑнарлӑ ыйхӑран вӑранма пулӑшасси вӑл — чӑн-чӑн ӑсталӑх тата ҫавна тӑвас тесе яланах вӑй хумалла. Анчах та йӑваш ҫынсем, эпир вӗсене «вӑратас» тесе вӑй хунине курса халӗ те ырӑ хыпара йышӑнаҫҫӗ. Вӑтамран кашни уйӑхра 20 000 ытла ҫын Иегова Свидетелӗ пулас тесе шыва кӗрет. Айтӑр Павел Архипа, пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христианина, панӑ канаша тытса тӑрар: «Асту, Хуҫа Турӑ сана Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе лайӑх ту» (Кол. 4:17, ҪХ). Тепӗр статьяран эпир ырӑ хыпара вӑраха ямасӑр тӑвас туйӑмпа вӗрентсе ҫӳресси мӗн иккенне пӗлӗпӗр.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[9-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

СЫХӐ ТӐРАС ТЕСЕ МӖН ТУМАЛЛА

▪ Туррӑн ирӗкне тӑвасси ҫинчен ялан шухӑшлӑр

▪ «Сӗмлӗх ӗҫӗсенчен» пӑрӑнӑр

▪ Сӑнарлӑ ыйхӑ питӗ хӑрушӑ пулма пултарнине ан манӑр

▪ Хӑвӑр таврари ҫынсенче лайӑххине курма тӑрӑшӑр

▪ Ыттисене ырӑ хыпар калас тесе ҫӗнӗ майсемпе усӑ курса пӑхӑр

▪ Сӑваплӑ ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине асра тытӑр