Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗтӗм чӗрӳпе Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑр

Пӗтӗм чӗрӳпе Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑр

«Ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе... Уншӑн ӗҫле» (1 ҪУЛС. 28:9).

1, 2. а) Мӗнле орган ҫинчен Библире ыттисенчен чылай нумайрах сӑнарлӑ каланӑ? ӑ) Сӑнарлӑ чӗре мӗн иккенне ӑнланни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

 ТУРӐ Сӑмахӗнче этем кӗлеткин пайӗсем пирки час-часах сӑнарлӑ каланӑ. Сӑмахран, Иов патриарх: «Аллӑмпа усал ӗҫ тытман-туман»,— тенӗ. Соломон патша палӑртнӑ: «Ырӑ хыпар шӑмма-шакка тӗреклӗлетет». Иегова Иезекииле шантарса каланӑ: «Санӑн ҫамкуна Эпӗ чулран та ҫирӗпрех... турӑм». Павел апостола вара Афина ҫыннисем ҫапла каланӑ пулнӑ: «Эсӗ пирӗн хӑлхана темӗнле сейӗрле сӑмахсем кӗртетӗн-ха» (Иов 16:16, 17; Ытар. 15:30; Иез. 3:9; Ап. ӗҫ. 17:20).

2 Анчах та этем кӗлеткин пӗр пайӗ, е органӗ, ҫинчен Библире ыттисенчен чылай нумайрах сӑнарлӑ каланӑ. Сӑмахран, шанчӑклӑ Анна хӑйӗн кӗллинче: «Чӗреме Ҫӳлхуҫа савӑнтарчӗ»,— тенӗ (1 Патш. 2:1). Библире чӗре ҫинчен пин хута яхӑн асӑннӑ, ялан тенӗ пекех ун пирки сӑнарлӑ каланӑ. «Чӗре» текен сӑмах пӗлтерӗшне ӑнланни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Библире пирӗн ӑна упрамалла тенӗ. (Ытарӑшсем 4:23 вуласа пар.)

Сӑнарлӑ чӗре — мӗн вӑл?

3. Библире «чӗре» текен сӑмахӑн пӗлтерӗшне эпир мӗнле ӑнланса илме пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

3 Библире «чӗре» сӑмахӑн пӗлтерӗшне словарьти пек ӑнлантарса паман пулин те, вӑл пире сӑнарлӑ чӗре мӗн иккенне ӑнланса илме май парать. Мӗнле майпа? Тӗслӗхрен, стена ҫине пин-пин пӗчӗк чул катӑкӗсенчен ҫыпӑҫтарса тунӑ хитре мозаика ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗтӗм мозаика ҫине кӑшт каярах чакса пӑхсан, ҫав пӗчӗк чул катӑкӗсем пурте пӗрле пӗр ӳкерчӗк тунине курма пулать. Ҫавӑн пекех эпир Библире «чӗре» текен сӑмах тӗл пулакан нумай вырӑна пӑхса тухсан, вӗсем пурте пӗрле пӗр ӳкерчӗк туса хунине курӑпӑр. Мӗнле ӳкерчӗк?

4. а) Библире «чӗре» тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Матфей 22:37-мӗшӗнче каланӑ Иисусӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла?

4 Библи ҫыракансем «чӗре» текен сӑмахпа ҫын шалтан мӗнлерех пулнине сӑнласа парас тесе усӑ курнӑ. Ҫавӑн шутне пирӗн ӗмӗтсем, шухӑшсем, кӑмӑл туртӑмӗ, шухӑш-туйӑм, пултарулӑх, чун хавалӗ тата тӗллевсем кӗреҫҫӗ. (Саккуна астутарни 15:7; Ытарӑшсем 16:9; Апостолсен ӗҫӗсем 2:26 вуласа пар.) Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, «чӗре» вӑл — «шалти ҫын шутне мӗн кӗрет, ҫавсем пурте». Хӑш-пӗр чухне «чӗре» текен сӑмахпа ансӑртарах пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ. Сӑмахран, Иисус каланӑ: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (Матф. 22:37). Кунта «чӗре» тени вӑл шалти ҫыннӑн эмоцийӗсене, кӑмӑл туртӑмне тата туйӑмӗсене пӗлтерет. Иисус чӗрене, чуна тата ӑса кашнине уйрӑммӑн асӑннипе Турра юратнине пирӗн хамӑр туйӑмсемпе, ҫавӑн пекех хамӑр мӗнле пурӑннипе, ӑс-тӑнпа мӗнле усӑ курнипе кӑтартмалла тесе палӑртнӑ (Иоанн 17:3; Эф. 6:6). Анчах та «чӗре» ҫинчен кӑна каланӑ чухне, ҫакӑ пӗтӗм шалти ҫынна пӗлтерет.

Мӗншӗн хамӑр чӗрене упрамалла

5. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлес тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тумалла?

5 Давид патша хӑйӗн ывӑлне Соломона ҫапла аса илтернӗ: «Ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет» (1 Ҫулс. 28:9). Паллах ӗнтӗ Иегова пур чӗрене те, пирӗнне те, тӗрӗслесе тӑрать (Ытар. 17:3; 21:2). Иегова унта мӗн тупни ӑна килӗшет пулсан, эпир унӑн тусӗсем пулма тата телейлӗ пуласлӑх илме пултаратпӑр. Апла пулсан, Давидӑн Турӑ пӗлтернипе панӑ канашне тытса пыма тата Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлес тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума пирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур.

6. Иеговӑшӑн ҫирӗппӗн ӗҫлес тӗлӗшрен пирӗн мӗн ӑнланмалла?

6 Эпир, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, хамӑра шанса панӑ ӗҫе хастарлӑ туса тӑни Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесшӗн ҫуннине кӑтартса парать. Ҫав вӑхӑтрах Сатанан йӗркесӗр тӗнчи, ҫавӑн пекех пирӗн ӳтӗн ҫылӑх тӑвас туртӑмӗ пирӗн ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме тата Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ҫирӗппӗн ӗҫлесшӗн пулнине пӗтерсе хума пултарнине эпир ӑнланатпӑр (Иер. 17:9; Эф. 2:2). Ҫавӑнпа Турӑшӑн ҫирӗппӗн ӗҫлес кӑмӑл хавшанипе хавшаманнине, пирӗн сыхлӑх чакнипе чакманнине, пӗлес тесе пирӗн хамӑр чӗрене тӗрӗслесех тӑмалла. Ҫавна мӗнле тума пулать?

7. Пирӗн чӗре мӗнлине епле курма пулать?

7 Йывӑҫӑн варрине ҫын курма пултарайман пекех, эпир шалтан мӗнле ҫын пулнине те никам та курма пултараймасть. Анчах Иисус Ту ҫинчи проповедьре каланӑ пек, йывӑҫ мӗнлерех пулнине унӑн ҫимӗҫӗсем урлӑ пӗлме пулнӑ пекех, пирӗн ӗҫсем тӑрӑх пирӗн чӗре чӑннипе мӗнлерех пулнине курма пулать (Матф. 7:17—20). Эпир шалтан мӗнлерех ҫынсем пулнине уҫса паракан ӗҫсенчен пӗрне пӑхса тухар.

Чӗрене тӗрӗслемелли пӗр май

8. Матфей 6:33-мӗшӗнче каланӑ Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗн чӗрере мӗн пуррине курма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

8 Ҫав проповедьрех кӑшт маларах Иисус пирӗн ӑшран тухакан, Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлес кӑмӑл мӗнле ӗҫсенче палӑрса тӑни ҫинчен каланӑ. Вӑл чӗнсе каланӑ: «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ» (Матф. 6:33, ҪХ). Тӗрӗссипе каласан, пурнӑҫра мӗне мала хунипе эпир хамӑр чӗре тӗпӗнче мӗнле ӗмӗтсем, шухӑшсем тата тӗллевсем пуррине кӑтартса паратпӑр. Ҫавӑнпа та хамӑр пурнӑҫра мӗне мала хунине тӗрӗслени вӑл — эпир Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫленипе ӗҫлеменнине пӗлмелли чи лайӑх май.

9. Иисус темиҫе арҫына мӗн тума чӗннӗ тата вӗсем хӑйсене мӗнле тытни мӗн кӑтартса панӑ?

9 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне... шырӑр» тесе чӗнсе каланӑ хыҫҫӑнах пулса иртнӗ пӗр ӗҫе пӑхса тухар. Ҫав ӗҫ ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗне мала хуни ун чӗринче мӗн пуррине уҫса панине кӑтартса парать. Лука евангелист сӑмахӗсем тӑрӑх, Иисус хӑйне Иерусалимра мӗн кӗтнине питӗ лайӑх пӗлнӗ пулин те, «хӑюллӑнах Иерусалима кайма шутланӑ». Иисуспа апостолсем «ҫулпа пынӑ чух», вӗсене темиҫе арҫын тӗл пулнӑ. Вӗсенчен кашнине Иисус каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул». Вӗсем ҫавна тума килӗшнӗ, анчах та малтан темскер урӑххине тӑвасшӑн пулнӑ. Вӗсенчен пӗри хуравланӑ: «Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». Тепри каланӑ: «Хуҫамӑр, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан Эсӗ мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ» (Лука 9:51, 57—61, ҪХ). Турӑ ирӗкне тума Иисус ҫирӗп шут тытнине ҫав арҫынсем Иисус чӗнсен турткаланса тӑнипе танлаштарсан вӗсен хушшинчи питӗ пысӑк уйрӑмлӑха курма пултаратпӑр. Хӑйсем мӗн тӑвас килнине Патшалӑх интересӗсенчен мала хунипе вӗсем пӗтӗм чӗрепе Турӑшӑн ӗҫлеме хатӗр пулманнине кӑтартнӑ.

10. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма чӗнсен, эпир мӗн турӑмӑр? ӑ) Иисус мӗнле тӗслӗх илсе панӑ?

10 Эпир хамӑра ҫав арҫынсем пек тытмарӑмӑр — Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма чӗннине йышӑнтӑмӑр. Эпир Иеговӑшӑн кунсерен ӗҫлесе тӑратпӑр, ҫапла вара Иегова патне чӗрере пирӗн мӗнле туйӑмсем пулнине кӑтартатпӑр. Анчах та Иеговӑшӑн хастарлӑ ӗҫленӗ чухне те пирӗн чӗре хӑрушлӑхра пулма пултарнине асра тытмалла. Ҫав хӑрушлӑх мӗнле хӑрушлӑх вӑл? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма чӗннӗ виҫӗ арҫынпа калаҫнӑ чухне ҫав хӑрушлӑх ҫинчен ҫапла каланӑ: «Аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл» (Лука 9:62). Ҫав тӗслӗхрен мӗне вӗренме пулать?

Эпир ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнатпӑр-и?

11. Иисус каласа панӑ тӗслӗхре ҫӗр ӗҫченӗпе мӗн пулса тухнӑ тата мӗншӗн?

11 Иисусӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултарнине лайӑхрах ӑнланас тесе унти хӑш-пӗр уйрӑмлӑхсене тӗплӗнрех палӑртар. Ҫӗр ӗҫченӗ уйра сухалать. Анчах та вӑл ҫав хушӑрах хӑйӗн килӗ, унта юлнӑ ҫемйипе тусӗсем, ҫавӑн пекех сулхӑнра чуна уҫӑлтаракан кану, апат-ҫимӗҫ, кӗвӗ-юрӑ тата вӑйӑ-кулӑ ҫинчен шухӑшлать. Ҫав шухӑшсем унӑн пуҫӗнче явӑнсах тӑраҫҫӗ. Пысӑк лаптӑк ҫӗре сухаласа тухнӑ хыҫҫӑн сухалакан ҫав япаласемшӗн питӗ ӑнтӑлма пуҫлать те «каялла ҫавӑрӑнса пӑхать». Уя акса тухиччен тата нумай ӗҫлемелле пулнӑ пулин те, сухалакан тимлӗ пулма пӑрахать, ҫавна пула унӑн ӗҫ пахалӑхӗ чакать. Паллах ӗнтӗ, ҫавнашкал вылянчӑк кӑмӑллӑ пулни унӑн хуҫине килӗшмест.

12. Мӗнле майпа хальхи вӑхӑтра христианинпа Иисусӑн тӗслӗхӗнчи ҫӗр ӗҫченӗ пекки пулса тухма пултарать?

12 Халӗ вара ҫавӑн пекки хальхи вӑхӑтра мӗнле пулма пултарнине пӑхса тухар. Ҫав ҫӗр ӗҫченӗ вырӑнне лайӑх ӗҫлекен пек курӑнакан, анчах чӗри хӑрушлӑха лекнӗ кирек мӗнле христианина та лартма пулать. Тӗслӗхрен, арҫын-тӑван сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ тӑвать тейӗпӗр. Вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрет тата ырӑ хыпар сарать, ҫав хушӑрах ҫак тӗнчере хӑйне килӗшекен хӑш-пӗр япаласем ҫинчен шухӑшлама пӑрахаймасть. Хӑйӗн чӗринче вӑл ҫавсемшӗн питӗ ҫунать. Юлашкинчен, Турӑшӑн сахал мар ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, вӑл ҫак тӗнчери ҫав япаласемшӗн ҫав тери ӑнтӑлма пуҫланӑран «каялла ҫавӑрӑнса пӑхать». Сӑваплӑ ӗҫре унчченхи пекех нумай ӗҫ пулнине пӑхмасӑрах, вӑл «пурӑнӑҫ сӑмахне» ҫирӗп тытма чарӑнать те Турӑшӑн малтанхи пек лайӑх ӗҫлеме пӑрахать (Флп. 2:15, 16). Иеговӑна, «вырма ани Хуҫине», христианинӑн чӑтӑмлӑх ҫитсех кайманни кулянтарать (Лука 10:2).

13. Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлемелле тени шутне мӗн кӗрет?

13 Мӗне вӗренме кирли кунта питӗ лайӑх курӑнать. Эпир кирлӗ те кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫсене хутшӑнни вӑл, сӑмахран, пухӑвӑн тӗлпулусене ҫӳрени тата ырӑ хыпар сарни, питӗ аван. Анчах та Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлемелле тени шутне ҫав ӗҫсене туни кӑна кӗмест (2 Ҫулс. 25:1, 2, 27). Христианин хӑйӗн чӗринче ҫак тӗнчере мӗнле пурӑнма юратаҫҫӗ, ҫавӑн пеккисенчен хӑш-пӗрисене юратса тӑрать пулсан, вӑл Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха аркатма пултарать (Лука 17:32). Эпир чӑннипех усалтан йӗрӗнсе пӑрӑнатпӑр тата ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнатпӑр пулсан ҫеҫ «Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ» пулӑпӑр (Рим 12:9; Лука 9:62). Ҫавӑнпа та пирӗн пурсӑмӑрӑн та Сатанан тӗнчинче нимӗн те — вӑл темӗн пек усӑллӑ е кӑмӑллӑ курӑнсан та — пире Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлеме ан чӑрмантартӑр тесе тӑрӑшмалла (2 Кор. 11:14; Филиппӑ 3:13, 14 вуласа пар).

Сыхӑ тӑма ан пӑрахӑр!

14, 15. а) Сатана пирӗн чӗре ҫине мӗнле майпа витӗм кӳме тӑрӑшать? ӑ) Сатана меслечӗ ҫав тери чее пулнине тӗслӗх тӑрӑх кӑтартса парӑр.

14 Иеговӑна юратни пире хамӑр пурнӑҫа ӑна халаллама хавхалантарчӗ. Пирӗнтен чылайӑшӗ нумай ҫулсем хушши шанчӑклӑ ӗҫленипе Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе парӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытнине ҫирӗплетсе панӑ. Анчах та Сатана пире канӑҫ памасть. Пирӗн чӗре уншӑн унчченхи пекех мишень пулса юлать (Эф. 6:12). Эпир Иеговӑна тӳрех хӑварас ҫуккине вӑл пӗлет пулас. Ҫавӑнпа та вӑл пирӗн хастарлӑха майӗпен-майӗпен хавшатас тесе «ку тӗнчепе» ӑстайлӑн усӑ курать. (Марк 4:18, 19 вуласа пар.) Сатанан ҫав меслечӗ мӗншӗн ҫав тери ӑнӑҫлӑ?

15 Ҫав ыйту ҫине хурав парас тесе пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Эсир 100 ватлӑ лампочка ҫуттинче кӗнеке вулатӑр тейӗпӗр. Сасартӑк лампочка ҫунса каять. Тӗттӗмре эсир мӗн пулнине тӳрех ӑнланса илетӗр те ҫунса кайнӑ лампочкӑна ҫӗннипе улӑштаратӑр. Пӳлӗмре каллех ҫутӑ. Тепӗр каҫ эсир ҫав лампа ҫуттинчех вулатӑр. Анчах та такам, сире ним каламасӑрах, 100 ватлӑ лампочкӑна 95 ватлипе улӑштарнӑ. Ҫав уйрӑмлӑха эсир асӑрханӑ пулӑттӑрччӗ-и? Ҫук, пуль. Тата тепӗр каҫ такам сирӗн лампӑ ҫине 90 ватлӑ лампочка лартрӗ пулсан, вара мӗн калама пулать? Куна та эсир, тен, асӑрхаман пулӑттӑр. Мӗншӗн? Лампочкӑн ҫутти майӗпен пӗчӗкленсе пынӑран, эсир ҫавна сисместӗр те. Ҫавӑн пекех Сатанан тӗнчи витӗм кӳрсе тӑнӑран пирӗн хастарлӑх майӗпен-майӗпен чакса пыма пултарать. Ҫавӑн пекки пулса пырать пулсан, Сатанан, сӑнарлӑ каласан, сирӗн Иеговӑн ӗҫӗнчи 100 ватлӑ хастарлӑха пӗчӗклетме май килнӗ теме пулать. Сыхӑ тӑмасан, христианин ҫавӑн пек пӗчӗк улшӑнусене асӑрхамасан та пултарать (Матф. 24:42; 1 Петр 5:8).

Пирӗн кӗлӗ тумалла

16. Сатанан чее меслечӗсенчен эпир хамӑра мӗнле хӳтӗлеме пултаратпӑр?

16 Сатанан ҫав чее меслечӗсенчен эпир хамӑра мӗнле хӳтӗлеме тата малашне те Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлес тесе мӗн тума пултаратпӑр? (2 Кор. 2:11.) Кӗлӗ туни питӗ кирлӗ. Павел пӗрле ӗненекенсене «шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма» хавхалантарнӑ хыҫҫӑн вӗсене «кирек хӑш вӑхӑтра та... тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан» кӗлӗ тума чӗнсе каланӑ (Эф. 6:11, 18; 1 Петр 4:7).

17. Иисусӑн кӗллисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

17 Сатанана хирӗҫ тӑрас тесен пирӗн Иисус пек пулма тата Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлес кӑмӑл пирӗн унӑнни пекех пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Сӑмахран, Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ мӗнле кӗлӗ туни ҫинчен Лука мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха: «Тертленекенскер, Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ» (Лука 22:44). Иисус унччен те хытӑ кӗлӗ тунӑ, анчах та хӑйӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗнче чи хаяр йывӑрлӑхпа тӗл пулсан, вӑл «тата хытӑрах кӗлтунӑ», унӑн кӗлли ҫине хурав панӑ пулнӑ. Иисусӑн тӗслӗхӗ пӗр кӗлӗсем теприсенчен хӗрӳллӗрех пулма пултарнине кӑтартса парать. Йывӑрлӑхсем мӗн чухлӗ хаяртарах тата Сатанан меслечӗсем мӗн чухлӗ чеерех, ҫавӑн чухлӗ «хытӑрах» Иеговӑна пулӑшу патӑр тесе кӗлӗ тумалла.

18. а) Кӗлӗ тӗлӗшӗнчен пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла тата мӗншӗн? ӑ) Пирӗн чӗре ҫине мӗн витӗм кӳрет тата мӗнле майпа? (20-мӗш страницӑри рамкӑна пӑхӑр.)

18 Ҫавӑн пек кӗлӗсем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрӗҫ? Павел каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре... сыхласа усрӗ» (Флп. 4:6, 7). Эпир Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесшӗн пулсан, ӑна пирӗн час-часах тата хӗрӳллӗн кӗлӗ тумалла (Лука 6:12). Ҫавӑнпа хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ чӑннипех чунтан-вартан тата час-часах кӗлӗ тӑватӑп-и?» (Матф. 7:7; Рим 12:12.) Эсир мӗнле хурав пани Турӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлес кӑмӑл сирӗн мӗн таран вӑйлӑ пулнине уҫса парӗ.

19. Малашне те Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесе тӑрас тесе эсир мӗн тӑвӑр?

19 Эпир пурнӑҫра мӗне мала хуни пирӗн чӗре мӗнлерех пулнине питӗ лайӑх уҫса панине куртӑмӑр ӗнтӗ. Хыҫала хӑварнӑ япаласене е Сатанан чее меслечӗсене Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлес кӑмӑла хавшатма парасшӑн мар эпир. (Лука 21:19, 34—36 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та эпир Давид пекех Иеговӑна ҫапла кӗл тусах тӑратпӑр: «Чӗреме... ҫирӗплет» (Пс. 85:11).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]

[20-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

ПИРӖН ЧӖРЕ ҪИНЕ ВИТӖМ КӲРЕКЕН ВИҪӖ ФАКТОР

Эпир хамӑр чӗрене лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшас тесе мӗн те пулин тума пултарнӑ пекех, хамӑр сӑнарлӑ чӗрене сывлӑхлӑ упраса хӑварма пулӑшакан утӑмсем те тума пултаратпӑр. Виҫӗ кирлӗ фактор пӑхса тухар:

1 Апатланни. Пирӗн чӗрене тутлӑхлӑ япаласем ҫителӗклӗ кирлӗ. Ҫавӑн пекех пӗрмай хамӑр тӗллӗн вӗреннипе, шухӑшланипе тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренипе пирӗн хамӑр сӑнарлӑ чӗрене питӗ лайӑх тӑрантарас тесе тӑрӑшмалла (Пс. 1:1, 2; Ытар. 15:28; Евр. 10:24, 25).

2 Упражненисем. Чӗре сывлӑхлӑ пултӑр тесен ӑна хутран-ситрен нагрузка памалла. Ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ хутшӑнни — тен, татах та ытларах хутшӑнас тесе вӑй хуни — пирӗн сӑнарлӑ чӗрене сывлӑхлӑ упраса хӑварма пулӑшать (Лука 13:24; Флп. 3:12).

3 Таврари ҫынсем. Турра хисеплемен ҫынсем хушшинче пурӑнма тата ӗҫлеме тивни пирӗн ахаль чӗрешӗн те, сӑнарлӑ чӗрешӗн те пысӑк стресс пулма пултарать. Анчах та эпир пӗрле ӗненекенсемпе — пирӗншӗн чунтан тӑрӑшакансемпе тата пӗтӗм чӗрепе Турӑшӑн ӗҫлекенсемпе — май ҫитнӗ таран час-часах хутшӑннипе ҫав стреса чакарма пултаратпӑр (Пс. 118:63; Ытар. 13:21).