Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна шанӑр — «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Туррине

Иеговӑна шанӑр — «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Туррине

«Вӑл вӑхӑта, ӗмӗре [«вӑхӑтсене тата тапхӑрсене», ҪТ] улӑштарать, патшана сирпӗтет, патшана лартать» (ДАН. 2:21).

1, 2. Иегова вӑхӑт ҫинчен пурне те пӗлнине мӗн кӑтартса парать?

 ИЕГОВА ТУРӐ ҫынна тӑвиччен чылай маларах вӑхӑта виҫме паракан ҫутаткӑҫсем тунӑ. Тӑваттӑмӗш кунӗнче пултарнӑ чухне Турӑ каланӑ: «Куна каҫран уйӑрса тӑма, хӑватсем кӑтартма тата вӑхӑта, куна, ҫулталӑка палӑртса тӑма тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫутӑсем пулччӑр» (Пулт. 1:14, 19, 26). Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ ҫапла пулса тӑнӑ та.

2 Анчах та ученӑйсем халӗ те вӑхӑт мӗн вӑл тесе тавлашаҫҫӗ. «Вӑхӑт — Ҫут тӗнчери чи аслӑ вӑрттӑнлӑх,— тенӗ пӗр энциклопедире.— Никам та вӑл мӗн иккенне тӗп-тӗрӗс каласа пама пултараймасть». Анчах Иегова вӑхӑт ҫинчен пурне те пӗлет. Вӗт вӑл — «тӳпене Пултараканӗ» тата «Вӑл, Турӑ, ҫӗре калӑпланӑ, ӑна туса ҫитернӗ». Ҫавӑн пекех Иегова «вӗҫӗнче мӗн пулассине... пуҫламӑшӗнчех пӗлтерет, мӗн пулассине малтанах пӗлтерсе тӑрать» (Ис. 45:18; 46:10). Ӑна тата унӑн Сӑмахне, Библие, ӗненни тата ҫирӗпрех пултӑр тесе вӑл пултарнӑ япаласем, ҫавӑн пекех пророкла каланисем пурнӑҫланни Иегова вӑхӑтӑн Аслӑ Хуҫи пулнине мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухар.

Иегова тунӑ япаласем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ

3. Ҫут тӗнчере вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни мӗнле курӑнса тӑрать?

3 Ҫут тӗнчере Иегова пултарнӑ япаласенче — чи пӗчӗккисенче те, чи пысӑккисенче те — вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни курӑнать. Сӑмахран, атомсем пӗрпек тӑтӑшлӑхпа сулланаҫҫӗ. Атом сулланни тӑрӑх йӗркелесе тӑракан атом сехечӗсем 80 миллион ҫул хушшинче 1 ҫеккунт кӑна йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав сехетсем пӗтӗм тӗнчери вӑхӑтӑн эталонӗ шутланаҫҫӗ. Планетӑсемпе ҫӑлтӑрсем те тӗп-тӗрӗс куҫса пыраҫҫӗ. Вӗсем пӗлӗтре хӑш тӗлте пулма пултарнине малтанах каласа хума пулать, ҫакӑнпа усӑ курса вара мӗн ӗлӗкренех ҫулталӑк вӑхӑчӗсене пӗлме тата ҫулҫӳревре тӗрӗс ҫул тупма пултарнӑ. Иеговӑн — ҫав шанчӑклӑ «хронометрсене» пурне те Пултараканӑн — чӑннипех иксӗлми «аслӑ вӑй» пур тата вӑл пирӗн мухтава тивӗҫлӗ. (Исаия 40:26 вуласа пар.)

4. Чӗрӗ ҫутҫанталӑкра вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни Туррӑн ӑслӑлӑхне мӗнле кӑтартса парать?

4 Чӗрӗ ҫутҫанталӑкра та вӑхӑтӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Нумай ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен пурнӑҫ циклӗ вӗсен ӑшӗнчи сехетпе йӗркеленсе тӑрать теме пулать. Калӑпӑр, кайӑксем нумайӑшӗ инстинкта пула хӑҫан вӗҫсе каймаллине пӗлеҫҫӗ (Иер. 8:7). Ҫынсен те хӑйсен ӑшӗнче сехет пур теме пулать. Сӑмахран, пирӗн ӳт-пӳ пире хӑҫан кун, хӑҫан каҫ пулни ҫинчен пӗлтерет. Ҫавӑнпа ҫулҫӳрекен самолетпа пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре вӗҫсе кайсан, унти вӑхӑт темиҫе сехет таранах уйрӑлса тӑрать пулсан, ӑна ҫав вӑхӑта хӑнӑхма темиҫе кун кирлӗ пулать. Чӑнах та пултарнӑ япаласен пурнӑҫӗнче вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртакан нумай тӗслӗх «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Туррин вӑйӗпе ӑслӑлӑхне кӑтартса парать. (Псалом 103:24 вуласа пар.) Вӑхӑтӑн Аслӑ Хуҫи вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑслӑ тата пурне те тума пултарать. Вӑл хӑй мӗн тума шутласа хунине пурне те пурнӑҫлама пултарнине эпир пӗр иккӗленмесӗр ӗненме пултаратпӑр!

Пророкла каланисем вӑхӑтра пурнӑҫланни ӗненӗве ҫирӗплетет

5. а) Этемлӗхӗн пуласлӑхне пӗлмелли мӗнле пӗртен-пӗр май пур? ӑ) Мӗншӗн Иегова мӗн тата хӑҫан пулассине малтанах каласа хума пултарать?

5 Иегова пултарнӑ япаласем пире унӑн «курӑнми тӑракан [«лайӑх енӗсем», ҪТ]» ҫинчен нумайӑшне вӗрентеҫҫӗ, анчах вӗсем кирлӗ ыйтусем ҫине хурав памаҫҫӗ, сӑмахран, ҫакӑн пек ыйту ҫине: «Этемлӗхӗн мӗнле пуласлӑх пулӗ-ши?» (Рим 1:20.) Хуравне тупас тесен пирӗн Турӑ Сӑмахне, Библие, пӑхмалла. Ӑна вӗреннӗ май эпир пророкла каланисем яланах палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланнине куратпӑр! Иегова пуласлӑхра мӗн пулассине уҫса параять, мӗншӗн тесен вӑл малашне мӗн пулассине малтанах тӗп-тӗрӗс каласа хума пултарать. Унсӑр пуҫне Ҫырура пророкла калани вӑхӑтра пурнӑҫланса пырать, мӗншӗн тесен Иегова Турӑ событисене, вӗсем хӑй шутласа хунӑ пек тата хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пулса иртчӗр тесе, йӗркелесе тӑма пултарать.

6. Иегова пире Библире пророкла каланисене ӑнланччӑр тесе тӑрӑшнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

6 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем Библири пророкла каланисене ӑнланччӑр тата вӗсенчен усӑ илччӗр тет. Турӑ вӑхӑт ҫине эпир пӑхнӑ пек пӑхмасть пулин те, вӑл мӗн те пулин палӑртса хунӑ вӑхӑтра пулать тесе каланӑ чухне ҫавна пире ӑнланмалла чӗлхепе калать. (Псалом 89:4 вуласа пар.) Сӑмахран, Ӳлӗмхине кӗнекере «палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангел» ҫинчен каланӑ чухне эпир пӗлекен вӑхӑт виҫисемпе усӑ курнӑ (Ӳлӗм. 9:14, 15). Пророкла каланисем палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланнине курнӑ май эпир «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Туррине тата унӑн Сӑмахне тата хытӑрах ӗненме пуҫлатпӑр. Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

7. Иеремия Иерусалимпа Иуда ҫинчен пророкла калани пурнӑҫланни Иегова вӑхӑтӑн Аслӑ Хуҫи пулнине мӗнле кӑтартса парать?

7 Чи малтан пирӗн эрӑчченхи VII ӗмӗрте мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. «Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне» вӑхӑтӑн Аслӑ Хуҫин Иеремия патне «пӗтӗм Иудея халӑхӗ ҫинчен каланӑ сӑмах» пулнӑ (Иер. 25:1). Иерусалима аркатса-тустарса пӗтересси тата Иуда ҫӗрӗнчи иудейсене Вавилона куҫарса каясси ҫинчен Иегова малтанах каласа хунӑ. Унта вӗсен «Вавилон патшине ҫитмӗл ҫул пӑхӑнса тӑмалла» пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Вавилон ҫарӗ Иерусалима аркатса тӑкнӑ та иудейсене вара чӑнах та Вавилона куҫарса кайнӑ. Анчах та 70 ҫул вӗҫнелле мӗн пулса иртмелле пулнӑ? Иеремия пророкла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп» (Иер. 25:11, 12; 29:10). Ҫак пророкла калани шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра, пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта, Мидипе Перси ҫыннисем иудейсене Вавилонран ирӗке кӑларсан пурнӑҫланнӑ.

8, 9. Даниил Мессия килесси тата ҫӳлти Патшалӑха йӗркелесси пирки пророкла калани Иегова «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Турри пулнине мӗнле кӑтартса парать?

8 Туррӑн авалхи халӑхӗпе ҫыхӑннӑ тепӗр пророкла каланине пӑхса тухар. Иудейсем Вавилонран тухса кайиччен икӗ ҫула яхӑн маларах Турӑ Даниил пророк урлӑ Мессия Иерусалима ҫӗнӗрен туса лартма паракан хушу тухнӑ хыҫҫӑн 483 ҫул иртсен килет тесе малтанах каласа хунӑ. Миди-Перси патши ҫак хушӑва пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫулта кӑларнӑ. Шӑп 483 ҫул иртсен, пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта, Назаретри Иисуса шыва кӗнӗ чухне святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ, вара вӑл Мессия пулса тӑнӑ (Неем. 2:1, 5—8; Дан. 9:24, 25; Лука 3:1, 2, 21, 22).

9 Халӗ вара Ҫырура Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен малтанах мӗн каласа хунине пӑхса тухар. Библире пророкла каланӑ тӑрӑх, 1914-мӗш ҫулта Мессианла Патшалӑха пӗлӗтре йӗркелемелле пулнӑ. Библире Иисус пуррине кӑтартакан «паллӑ» Сатанана пӗлӗтрен хӑҫан хӑваласа антармаллине тата ҫавна пула ҫӗр ҫинче пысӑк хуйхӑ пулассине кӑтартакан вӑхӑта палӑртса тӑрать (Матф. 24:3—14; Ӳлӗм. 12:9, 12). Унсӑр пуҫне Библире пророкла калани суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ хӑҫан иртмеллине тата Патшалӑх пӗлӗтрен хӑҫан ертсе пыма пуҫламаллине тӗп-тӗрӗс — 1914 ҫул ҫине — кӑтартнӑ (Лука 21:24; Дан. 4:7—14).

10. Мӗнле событисем вӑхӑтра пурнӑҫланӗҫ?

10 Кӗҫех Иисус пророкла каласа хунӑ «хӑрушла асап вӑхӑчӗ» ҫитӗ. Ун хыҫҫӑн Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлӗ. Паллах ӗнтӗ ҫавсем пурте шӑп та лӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫланӗҫ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухнех Иегова ҫав событисем «хӑш кун, хӑш сехетре пуласса» палӑртса хунӑ пулнӑ (Матф. 24:21, 36, ҪХ; Ӳлӗм. 20:6).

Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр

11. Юлашки вӑхӑтра пурӑннине пӗлни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?

11 Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине тата эпир «юлашки вӑхӑтра» пурӑннине пӗлни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? (Дан. 12:4.) Тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пынине нумайӑшӗ асӑрхать, анчах ҫавсемпе Библире юлашки кунсем ҫинчен пророкла калани пурнӑҫланса пынине йышӑнмасть. Вӗсем ҫак система хӑҫан та пулин путланса ларасса кӗтме пултараҫҫӗ е ҫынсем мӗнле те пулин, хӑйсен вӑйӗпех мирпе хӑрушсӑрлӑх тӑвасса, тен, ӗненеҫҫӗ (1 Фес. 5:3). Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Эпир Сатана тӗнчин юлашки кунӗсем вӗҫленсе пынине ӑнланатпӑр пулсан, тӑрса юлнӑ вӑхӑтпа пирӗн «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Турришӗн ӗҫлес тата ыттисене ун ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе усӑ курмалла мар-и? (2 Тим. 3:1.) Вӑхӑтпа мӗнле усӑ курас тӗлӗшрен пирӗн тӗрӗс йышӑнусем тумалла. (Эфес 5:15—17 вуласа пар.)

12. Иисус Ной пурӑннӑ вӑхӑт ҫинчен каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

12 Тӗнчере пире илӗртекен япаласем нумай пулнӑран вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. «Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ»,— тесе асӑрхаттарнӑ Иисус. Ной вӑхӑтӗнче вара мӗнле пулнӑ? Вӑл вӑхӑтри тӗнче пӗтесси ҫинчен малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Йӗркесӗр ҫынсен пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне пӗтмелле пулнӑ. Ной, «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен», шанчӑклӑ пулса хӑй вӑхӑтӗнчи ҫынсене Туррӑн хыпарне пӗлтерсе тӑнӑ (Матф. 24:37; 2 Петр 2:5). Анчах вӗсем «ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан» (ҪХ). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене асӑрхаттарнӑ: «Хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (Матф. 24:38, 39, 44). Пирӗн Ной пек, ун вӑхӑтӗнчи ҫынсем пек мар пулмалла. Хатӗр тӑма пире мӗн пулӑшӗ?

13, 14. Этем Ывӑлӗ килессине кӗтнӗ май Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлес тесе пирӗн Иегова ҫинчен мӗн асра тытмалла?

13 Этем Ывӑлӗ эпир кӗтмен-туман сехетре килет пулин те, Иегова вӑхӑтӑн Аслӑ Хуҫи пулнине пирӗн асра тытмалла. Тӗнчере кирек мӗн пулса иртсен те, ҫынсем кирек мӗнле плансем тусан та Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫласа пырать. Вӑл хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе событисем хӑҫан пулмаллине, вӗсем мӗнле вӗҫленмеллине йӗркелесе пыма пултарать. (Даниил 2:21 вуласа пар.) Ытарӑшсем 21:1-мӗшӗнче каланӑ: «Патша чӗри Ҫӳлхуҫа аллинче юхӑм шыв пек: ӑҫталла ярас тет — Вӑл ӑна ҫавӑнталла ярать».

14 Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине вӑхӑтра пурнӑҫлас тесе событисем ҫине витӗм кӳме пултарать. Тӗнчере пулса иртнӗ пысӑк улшӑнусем пророкла каланисем, уйрӑмах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарас пирки пророкла каланисем, пурнӑҫланни пулнӑ. Совет Союзӗ пайланса кайнине тата ун хыҫҫӑнхи событисем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Политикӑра ҫавӑн пек пысӑк улшӑнусем хӑвӑрт пулса иртесси пирки сахалӑшӗ кӑна шухӑшлама пултарнӑ. Ҫавӑн пек улшӑнусене пула ырӑ хыпара нумай ҫӗршывра — ӑҫта пирӗн ӗҫе чарса лартнӑ пулнӑ, ҫавсенче — сараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Турришӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрас тесе вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма тӑрӑшар.

Иегова хӑйӗн тӗллевне вӑхӑтра пурнӑҫланине ӗненнине кӑтартӑр

15. Организацире улшӑнусем пулса пынӑ чухне ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Ҫак юлашки кунсенче Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен малалла та вӗрентсе ҫӳрес тесен Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫлассине ӗненмелле. Тӗнчери лару-тӑру улшӑнса пынӑран вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫре те улшӑнусем тума тивет. Пирӗн организацире хушӑран ырӑ хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарма пулӑшакан улшӑнусем пулса иртме пултараҫҫӗ. Эпир «вӑхӑтсен тата тапхӑрсен» Туррине ӗненнине ҫавӑн пек улшӑнусемпе килӗшӳллӗ пулнипе тата унӑн Ывӑлӗ, «пур ӗненекенсенӗн [«пухӑвӑн», ҪТ] Пуҫӗ», ертсе пынине пӑхӑнса сӑваплӑ ӗҫе чунтан парӑнса туса тӑнипе кӑтартатпӑр (Эф. 5:23).

16. Иегова пулӑшу вӑхӑтра парасса эпир мӗншӗн ӗненме пултаратпӑр?

16 Иегова пире хӑйне кирек мӗнле пулсан та, вӑл пире «кирлӗ вӑхӑтра... пулӑшу» парассине ӗненсе кӗлӗ тӑвӑр тет (Евр. 4:16). Ҫакӑ вӑл пире хытӑ юратни тата пирӗншӗн тӑрӑшни ҫинчен каламасть-и вара? (Матф. 6:8; 10:29—31.) Эпир Иегова Турра ӗненнине ӑна яланах пулӑшу пама ыйтса кӗлӗ тунипе, унтан вара хамӑр кӗлӗсемпе тата вӑл мӗн тума хушнипе килӗшӳллӗ ӗҫсем тунипе кӑтартатпӑр. Унсӑр пуҫне эпир хамӑрпа пӗрле ӗненекенсемшӗн те кӗлӗ тума манмастпӑр.

17, 18. а) Иегова кӗҫех хӑйӗн тӑшманӗсемпе мӗн тӑвӗ? ӑ) Мӗнле йӑнӑш шухӑша пирӗн пуҫра тытмалла мар?

17 Халӗ иккӗленсе тӑмалли вӑхӑт мар, ӗненӗве ҫирӗплетмелли вӑхӑт (Рим 4:20). Туррӑн тӑшманӗсем — Сатана тата вӑл кама хӑй аллинче тытса тӑрать, ҫавсем — Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене, ҫав шутрах пире те, шанса панӑ ӗҫе чарса лартма тӑрӑшаҫҫӗ (Матф. 28:19, 20). Шуйттан пирӗн ҫине тапӑнать пулин те, Иегова «Чӗрӗ Турӑ» тата «пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан» пулнине пӗлетпӗр. Вӑл «тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине... пӗлет» (1 Тим. 4:10, ҪХ; 2 Петр 2:9, ҪХ).

18 Кӗҫех Иегова ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтерет. Ҫакӑ мӗнле тата хӑҫан пулса иртесси пире пӗтӗмпех паллӑ мар пулин те, Туррӑн тӑшманӗсене Христос палӑртса хунӑ вӑхӑтра тӗп тӑвассине тата Иеговӑн аслӑ влаҫӗ тӳрре тухассине эпир пӗлетпӗр. Эпир халӗ мӗнле «вӑхӑтсенче тата тапхӑрсенче» пурӑннине ӑнланса илейменччӗ пулсан, ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк хӑрушлӑх пулнӑ пулӗччӗ. Айтӑр нихӑҫан та «тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать» текен йӑнӑш шухӑша пуҫра тытар мар (1 Фес. 5:1, ҪТ; 2 Петр 3:3, 4, ҪХ).

«Турра тӳсӗмлӗ пулса кӗтсе тӑрӑп»

19, 20. Мӗншӗн Иеговӑна пирӗн тӳсӗмлӗ пулса кӗтсе тӑмалла?

19 Иегова Турӑ чи малтанах шутласа хунӑ тӑрӑх, этемлӗхӗн унӑн ҫинчен тата вӑл пултарнӑ чаплӑ япаласем ҫинчен пӗлсе пыма вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑхӑт пулмалла пулнӑ. Екклесиаст 3:11-мӗшӗнче каланӑ: «Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест».

20 Иегова ҫынсем тӗлӗшӗнчен хӑй мӗн тума шутласа хунине улӑштарманни пире питӗ савӑнтарать! (Мал. 3:6.) Туррӑн «[«мӗлке улшӑннӑ пек», ҪТ] улӑшӑнасси... ҫук» (Иак. 1:17). Ҫӗр ҫаврӑнса тӑнӑран мӗлке улшӑнса тӑрать, анчах Иегова ҫине вӑхӑт шуни витӗм кӳмест. Иегова — «Ӗмӗрсенӗн... Патши» (1 Тим. 1:17). Ҫавӑнпа та хамӑра «ҫӑлакан Туррӑмӑра шанса [«тӳсӗмлӗ пулса кӗтсе», ҪТ] тӑрар» (Мих. 7:7). Эппин, «Ҫӳлхуҫана шанакансем [«кӗтсе тӑракансем», ҪТ], пурсӑр та ҫирӗп пулӑр, чӗрӗр тӗрекленсе пытӑр!» (Пс. 30:25.)

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]