Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулсан та, ан парӑнӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулсан та, ан парӑнӑр

«Мӑшӑрланнисене эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать» (1 КОР. 7:10).

1. Христиансем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ тата мӗншӗн?

 ХРИСТИАНСЕМ мӑшӑрланнӑ чухне Турӑ умӗнче сӑмах параҫҫӗ, ҫакӑ вара — пысӑк яваплӑх (Еккл. 5:3—5). Иегова — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Никӗслекен, ҫавӑнпа та мӑшӑрланакансене вӑл «пӗрлештерет» (Марк 10:9). Турӑ куҫӗ умӗнче вӗсем, ҫӗршывра саккунсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки кирек мӗн каласан та, пӗрлешнӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен — Иеговӑна пуҫҫапма пуҫличчен-и е пуҫланӑ хыҫҫӑн-и вӗсем мӑшӑрланнӑ — мӑшӑрлӑ пурнӑҫри ҫыхӑнусене хисеплемелле.

2. Ҫак статьяра мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пысӑк телей кӳме пултарать. Анчах та мӑшӑрлӑ пурнӑҫра килӗшӳ ҫук пулсан, мӗн тумалла? Мӑшӑрлӑ пурнӑҫри пӑсӑлма пуҫланӑ хутшӑнусене ҫирӗплетме пулать-и? Камӑн ҫемйинче килӗшӳ ҫук, вӗсене килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшма пултарать?

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ мӗн парӗ: савӑнӑҫ-и е хӗн-хур-и?

3, 4. Мӑшӑра суйлас енчен ӑссӑр йышӑнусем туни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

3 Христиансен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче пурте лайӑх пулсан, ҫакӑ мӑшӑрсене савӑнӑҫ кӳнисӗр пуҫне Иеговӑна та мухтава кӑларать. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ арканса пырать пулсан, ҫакӑ яланах чуна ыраттарать. Христианин мӑшӑрланма шутланӑ чухне Иегова мӗн тума хушнине тытса пырать пулсан, вӑл пулас ҫемье валли лайӑх никӗс хывать. Тепӗр енчен илес пулсан, кам упӑшка е арӑм суйлас енчен ӑссӑр йышӑнусем тӑвать, ҫавӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланманнине пула хурланма тата хуйха ӳкме пултарать. Сӑмахран, хӑш-пӗр ҫамрӑксем мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ яваплӑха хӑйсем ҫине илме хатӗр мар чухнех пӗр-пӗринпе тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ. Теприсем Интернетра мӑшӑр шыраҫҫӗ. Вӗсем хӑвӑрт мӑшӑрланаҫҫӗ те кӗҫех вара мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа нушаланса пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Тата теприсем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне йывӑр ҫылӑх тӑваҫҫӗ. Ҫавна пула вара хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрне хисеплеме пӑрахма пултараҫҫӗ. Вӗсем мӑшӑрланма шутларӗҫ пулсан, хӑйсен ҫемьеллӗ пурнӑҫне ҫирӗп мар никӗс ҫинче хываҫҫӗ.

4 Хӑш-пӗр христиансем «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна мӑшӑрланмалла текен ӳкӗте тытса тӑмаҫҫӗ, вара вӗсен Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа пурӑннине пула чуна ыраттаракан япаласене тӳсме тивет (1 Кор. 7:39). Сирӗн лару-тӑру ҫавнашкал пулсан, Турра каҫарупа пулӑшу ыйтса кӗлӗ тӑвӑр. Унччен тунӑ йӑнӑшсем мӗн патне илсе ҫитернинчен вӑл хӑтармасть, анчах та ӳкӗнекене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать (Пс. 129:1—4). Ӑна халӗ те, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пӗтӗм чӗререн юраса пурӑнма тӑрӑшӑр, вара Иеговӑн савӑнӑҫӗ «сирӗн тӗрекӗр» пулӗ (Неем. 8:10).

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ арканас патнех ҫитсен

5. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра кам телейлӗ мар, ҫавсен мӗнле шухӑшсенчен пӑрӑнмалла?

5 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра хӑйсене телейсӗр туякансем ҫапла шухӑшлама пултараҫҫӗ: «Ӑнӑҫсӑр мӑшӑрлӑ пурнӑҫа сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшмаллах-ши? Вӑхӑта каялла ҫавӑрма тата пурне те ҫӗнӗрен урӑх ҫынпа пуҫлама май пулнӑ пулсанччӗ!» Вӗсем уйрӑлас пирки ӗмӗтленме пултараҫҫӗ: «Манӑн каллех ирӗклӗ пулас килет! Манӑн уйрӑлмалла мар-ши? Библи тӑрӑх уйрӑлма сӑлтав ҫук пулин те, мӗншӗн-ха манӑн уйрӑм тата каллех пурнӑҫпа савӑнса пурӑнас мар?» Ҫавӑн пек шухӑшлас тата пурнӑҫ ун пек е кун пек пулма пултарнӑ пулӗччӗ тесе ӗмӗтленес вырӑнне христианинӑн, Турӑ мӗн тума ыйтнине пӗлсе тата тытса пынипе, хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче мӗн тума кирлине пурне те тумалла.

6. Матфей 19:9-мӗшӗнче каланӑ Иисусӑн сӑмахӗсене ӑнлантарса парӑр.

6 Христианин уйрӑлнӑ пулсан, Библи тӑрӑх унӑн ҫӗнӗрен мӑшӑрланма май пулсан та, пулмасан та пултарать. Иисус каланӑ: «Кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матф. 19:9). Иисус кунта мӗне «аскӑн ӗҫ» тенӗ, ҫавӑн шутне мӑшӑра улталани тата ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ ытти йывӑр ҫылӑхсем кӗреҫҫӗ. Аскӑн ӗҫ туман ҫӗртенех христианин уйрӑласси ҫинчен шухӑшлать пулсан, унӑн мӗн тумалли ҫинчен Турӑран кӗлӗ туса ыйтмалла.

7. Христиансен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ арканса пырать пулсан, ҫынсем мӗн шутлама пултараҫҫӗ?

7 Упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ е уйрӑм пурӑнма шут тытрӗҫ пулсан, ҫакӑ Турӑпа вӗсен хушшинчи хутшӑнусем начар пулнине кӑтартса пама пултарать. Павел апостол ҫивӗч ыйту ҫӗкленӗ: «Хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн... тӑрӑшӗ-и?» (1 Тим. 3:5.) Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсене христиансем теҫҫӗ пулсан, ҫав вӑхӑтрах вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ арканса пырать пулсан, ҫавна курса тӑракансем вӗсем хӑйсем вӗрентсе ҫӳренӗ пек пурӑнмаҫҫӗ тесе шутлама пултараҫҫӗ (Рим 2:21—24).

8. Мӑшӑрсем-христиансем уйрӑласшӑн е уйрӑм пурӑнасшӑн пулсан, вӗсен мӗн тӗрӗс марри пур теме пулать?

8 Шыва кӗнӗ мӑшӑрсем уйрӑм пурӑнма е уйӑрӑлма шутлаҫҫӗ пулсан, ҫавна тума вара вӗсен Библи тӑрӑх нимле сӑлтав та ҫук пулсан, ҫакӑ вӗсен Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусенче темскер тӗрӗс марри пуррине кӑтартса парать. Тен, вӗсенчен пӗри е иккӗшӗ те Библи принципӗсене тытса тӑмаҫҫӗ. Вӗсем чӑннипех пӗтӗм чун-чӗрепе Иеговӑна шанса тӑнӑ пулсан, хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ пулӗччӗҫ. (Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа пар.)

9. Хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне чӑтӑмлӑ пулса сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшнине пула хӑш-пӗр христиансем мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

9 Нумайӑшӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ арканас патнех ҫитнӗ пулнӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫирӗпленнӗ. Ҫемьеллӗ пурнӑҫра йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та тӳрех парӑнман христиансем час-часах пиллӗхсем илеҫҫӗ. Сӑмахран, упӑшки Иеговӑна ӗненмест пулсан, мӗн пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Петр апостол ҫырнӑ: «Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр» (1 Петр 3:1, 2). Арӑмӗ хӑйне лайӑх тытнине пула ӗненмен упӑшка чӑнлӑха йышӑнма пултарать! Ҫапла майпа ҫӑлса хӑварнӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ Турра мухтава кӑларать тата упӑшкине, арӑмне тата ачисене, вӗсем ача-пӑчаллӑ пулсан, пысӑк пиллӗх кӳрсе тӑма пултарӗ.

10, 11. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ, анчах та христианин мӗн пирки шанса тӑма пултарать?

10 Иеговӑна юрасшӑн пулнӑран христиансем нумайӑшӗ шыва кӗнӗ христиансем хушшинче хӑйсем валли мӑшӑр суйласа илеҫҫӗ. Анчах та ҫавӑн пек чухне те лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен тӗпрен улшӑнма пултарать. Сӑмахран, мӑшӑрсенчен пӗрин эмоцисем тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем пуҫланма пултараҫҫӗ. Е мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен вӗсенчен пӗри активлӑ мар хыпарҫӑ пулса тӑма пултарать. Шӑп ҫавӑн пекки Линдӑпа a, хастарлӑ христианкӑпа тата юратакан амӑшӗпе, пулса тухнӑ. Вӑл хӑйӗн шыва кӗнӗ упӑшки тӗрӗс мар япаласем тунине кура ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ. Упӑшки хӑй мӗн тунишӗн ӳкӗнмен пулнӑ та ӑна пухуран кӑларса янӑ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫавӑн пек сӑлтава пула арканас патнех ҫитнӗ пулсан тата ӑна ҫӑлса хӑварма нимле шанчӑк та ҫук пек туйӑнать пулсан, мӗн тумалла?

11 «Хамӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа тем пулсан та сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшмалла-ши?» — тен, ыйтӑр эсир. Сирӗншӗн никам та ҫавӑн пек йышӑнусем тума пултараймасть тата никамӑн та ҫавна тумалла мар. Ҫапах та ҫемьери хутшӑнусем начарланса пынӑ чухне хамӑр мӑшӑрлӑ пурнӑҫа упраса хӑварас тесе тӑрӑшма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Турӑран хӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем — совеҫне таса упраса хӑварас тесе мӑшӑрлӑ пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑ пулса тӳссе ирттерекенсем — Турӑшӑн хаклӑ. (1 Петр 2:19, 20 вуласа пар.) Мӑшӑрлӑ пурнӑҫри пӑсӑлма пуҫланӑ хутшӑнусене ҫирӗплетме чунтан тӑрӑшакан христианина Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ тата сывлӑшӗ урлӑ пулӑшӗ.

Вӗсем пулӑшма хатӗр

12. Эпир старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтатпӑр пулсан, вӗсем пирӗн ҫине мӗнле пӑхӗҫ?

12 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра сирӗн йывӑрлӑхсем пур пулсан, опытлӑ христиансенчен пулӑшу ыйтма ан вӑтанӑр. Старейшинӑсем пухура кӗтӳҫсем пек ӗҫлесе тӑраҫҫӗ тата вӗсем сире Библири Турӑ пӗлтернипе ҫырса хунӑ канашсене кӑтартма хавас пулӗҫ (Ап. ӗҫ. 20:28; Иак. 5:14, 15). Эсир старейшинӑсемпе хӑвӑр ҫемьери йывӑр проблемӑсем пирки калаҫатӑр тата вӗсенчен пулӑшу ыйтатӑр пулсан, вӗсем сире те, сирӗн мӑшӑра та ҫавӑншӑн хисеплеме пӑрахӗҫ тесе ан шухӑшлӑр. Эсир Турра чунтан юрама тӑрӑшнине кура вӗсем сирӗншӗн тата ытларах юратса тӑрӑшма пуҫлӗҫ.

13. 1 Коринф 7:10—16-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗнле канаш пур?

13 Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрпа пурӑнакан христианин старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтать пулсан, вӗсем Павел панӑ канаш ҫине тимлеттереҫҫӗ: «Мӑшӑрланнисене эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар, (уйӑрӑлас пулсассӑн качча каймасӑр пурӑнмалла е хӑйӗн упӑшкипе килӗштермелле;) упӑшкин те арӑмӗнчен уйӑрӑлмалла мар. [...] Арӑм, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн — тен, упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Эсӗ те, упӑшки, ӑҫтан пӗлетӗн — тен, арӑмна ҫӑлса хӑварӑн?» (1 Кор. 7:10—16.) Ӗненмен мӑшӑра тӗрӗс пуҫҫапасси майлӑ ҫавӑрма май килни — калама ҫук пысӑк пиллӗх!

14, 15. Хӑҫан христианин хӑйӗн мӑшӑрӗнчен уйрӑм пурӑнма пултарать, анчах мӗншӗн унӑн ҫавӑн пирки кӗлӗ туса шухӑшласа пӑхмалла та хӑйӗн туйӑмӗсене хӑйне хӑй улталамасӑр тӗрӗслемелле?

14 Хӑҫан арӑм-христианкӑн хӑйӗн упӑшкинчен уйрӑм пурӑнма ирӗк пур? Хӑш-пӗр арӑмсем упӑшки пӗлсе тӑрсах килтисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑманшӑн, теприсем вара хӑйсемпе хаяррӑн тытнӑран е Турӑшӑн ӗҫлеме май паманран уйрӑм пурӑнма шут тытнӑ.

15 Ҫавӑн пек чухне мӑшӑрпа пӗрле е уйрӑм пурӑнассине кашнин хӑй тӗллӗн шутласа хумалла. Анчах та шыва кӗнӗ Свидетелӗн ҫавӑн пирки кӗлӗ туса шухӑшласа пӑхмалла та хӑйӗн туйӑмӗсене хӑйне хӑй улталамасӑр тӗрӗслемелле. Сӑмахран, христианина Иеговӑшӑн ӗҫлеме мӗн чӑрмантарать: ҫемьери ӗненмен ҫын-и е Библие яланах вӗренменни-и? Е пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктерсе ҫӳрени-и тата ырӑ хыпара сайра-хутра сарни-и?

16. Христиансене уйрӑлас тӗлӗшрен васкавлӑ йышӑну тӑвассинчен мӗн тытса чармалла?

16 Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене хаклани тата вӑл панӑ парнешӗн — мӑшӑрлӑ пурнӑҫшӑн — ӑна пархатарлӑ пулни пире уйрӑлас тӗлӗшрен васкавлӑ йышӑну тӑвассинчен тытса чармалла. Эпир, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, унӑн святой ятне сӑваплӑ тӑвасшӑн. Ҫавӑнпа та эпир хамӑр чӗрере нихӑҫан та каварлӑ шухӑш — мӑшӑра хӑварса тепӗр ҫынпа мӑшӑрланас шухӑш — тытмӑпӑр (Иер. 17:9; Мал. 2:13—16).

17. Хӑш чухне Турӑ мӑшӑрлӑ пурӑнакан христиансене килӗштерсе пурӑнма хушнӑ теме пулать?

17 Ӗненмен мӑшӑрпа пурӑнакан христианинӑн хӑйӗн ҫемйине ҫирӗплетес тесе вӑй хумалла. Анчах христианин чунтан тӑрӑшсан та ӗненмен мӑшӑрӗ унпа пӗрле пурӑнасшӑн мар пулсан, унӑн хӑйне айӑплӑ тесе шутламалла мар. Павел ҫырнӑ: «Ӗненмен хӑрах уйӑрӑласшӑн пулсан — уйӑрӑлтӑр; ун пек чухне вара ар тӑван та, хӗрарӑм тӑван та ирӗклӗ; Ҫӳлхуҫа пире килӗштерсе пурӑнма хушать» (1 Кор. 7:15) b.

Иеговӑна шанӑр

18. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа упраса хӑварма май ҫук пулин те, ӑна сыхласа хӑварма тӑрӑшни мӗнле усӑ пама пултарать?

18 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра кирек мӗнле йывӑрлӑх пулсан та, Иеговӑран хӑюлӑх пама ыйтӑр тата яланах ӑна шанса тӑрӑр. (Псалом 26:14 вуласа пар.) Унччентерех Линда ҫинчен калаҫнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл хӑйӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫне сыхласа хӑварас тесе нумай ҫул хушши тӑрӑшнӑ, анчах та юлашкинчен вӗсем уйрӑлнӑ. Ҫав ҫулсем сая кайрӗҫ тесе шутлать-и вӑл? «Ҫук,— тет вӑл.— Эпӗ вӑй хуни пирӗн йывӑрлӑхсем ҫинчен пӗлекенсене лайӑх свидетельство парса тӑчӗ. Манӑн совесть таса. Чи кирли вара вӑл — ҫав ҫулсем пирӗн хӗре чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма пулӑшрӗҫ. Вӑл шыва кӗчӗ те хастарлӑ Иегова Свидетелӗ пулса тӑчӗ».

19. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа упраса хӑварма тӑрӑшни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

19 Мэрилин ятлӑ христианка Иеговӑна шанса тӑнӑшӑн тата хӑйӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫне сыхласа хӑварас тесе питӗ хытӑ тӑрӑшнӑшӑн савӑнать. «Упӑшка мана пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑманран тата Иеговӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусене аркатма пултарнӑран, унран уйрӑм пурӑнмалла текен шухӑшсем илӗртни пулнӑччӗ манӑн,— калать вӑл.— Бизнеса ӑссӑрла хутшӑнма пуҫличчен манӑн упӑшка старейшина пулса ӗҫлетчӗ. Вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктерме пуҫларӗ, эпир вара пӗр-пӗринпе калаҫма пӑрахрӑмӑр. Пирӗн хулара пулса иртнӗ теракт мана ҫав тери хӑратса ӳкерчӗ, вара манӑн ытти ҫынсем хушшинче пулас килми пулса ҫитрӗ. Унтан эпӗ хам та тӗрӗс мар пулнине ӑнланса илтӗм. Эпир каллех пӗр-пӗринпе калаҫма пуҫларӑмӑр, ҫемьепе пӗрле вӗренме тата пухӑва сиктермесӗр ҫӳреме тытӑнтӑмӑр. Старейшинӑсем пирӗнпе питӗ тимлӗ, пире пулӑшма хатӗр пулчӗҫ. Пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫри хутшӑнусем ҫӗнӗрен вӑй илчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн упӑшкана пухури хӑш-пӗр тивӗҫсене шанса пачӗҫ. Пирӗн йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тиврӗ, анчах ҫакӑ лайӑх вӗҫленчӗ тата пире нумай енчен ӑса вӗрентрӗ».

20, 21. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗнле ҫирӗп шухӑш пулмалла?

20 Эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр-и е ҫук-и, айтӑр хамӑра яланах хӑюллӑ тытар та Иеговӑна шанса тӑрар. Ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухрӗҫ пулсан, пирӗн вӗсене татса парас тесе чунтан тӑрӑшмалла тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакансем «вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт» пулнине асра тытмалла (Матф. 19:6). Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ӗненмен мӑшӑра пӑрахмастпӑр пулсан, ӑна Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑмашкӑн пулӑшма май килчӗ пулсан, ҫавна кура эпир савӑнӑҫ илме пултарнине те манса каяр мар.

21 Пирӗн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, хамӑра мӗнле тытнипе пухӑва ҫӳремен ҫынсене лайӑх тӗслӗх кӑтартас тесе тӑрӑшар. Пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ арканас патнех ҫитнӗ пулсан, ҫине тӑрса кӗлӗ тумалла, хамӑр кӑмӑл-туйӑма хамӑра хамӑр улталамасӑр тӗрӗслемелле, Ҫырура мӗн каланине тимлемелле тата старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла. Пуринчен ытла Иеговӑна пур енчен те юрӑхлӑ пулас тесе ҫирӗп шут тытмалла та мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — вӑл панӑ чаплӑ парнене — чӑннипех хакланине кӑтартмалла.

[Сноскӑсем]

a Ятсене улӑштарнӑ.

b «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекери, 219—221-мӗш страницӑсене; «Сторожевая башня» журналсене — 1989 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчи 18—19 страницӑсене тата 1978 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчи 14 страницӑна — пӑхӑр.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]