Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир Иеговӑна мухтатӑр-и?

Эсир Иеговӑна мухтатӑр-и?

«Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм... Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам» (ПС. 85:12).

1, 2. Мӗншӗн эпир Турӑ кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартма пултаратпӑр теме пулать?

 ЭПИР пурте ку е вӑл енчен хамӑр атте-анне евӗрлӗ. Ҫавӑнпа та кам та пулин арҫын ачана: «Эсӗ каснӑ лартнӑ аҫу»,— тенине илтсен, эпир тӗлӗнместпӗр. Хӗрачана ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Эсӗ чисти аннӳ пекех». Ҫитменнине тата ачисем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ мӗн тунине курса ҫавна тума тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Эпир хамӑр ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, евӗрлӗ пулма пултаратпӑр-и? Эпир ӑна курман пулин те, вӑл пултарнӑ япаласене сӑнанипе, унӑн Сӑмахне вӗреннипе тата мӗн вулани ҫинчен, уйрӑмах Турӑ Ывӑлӗн, Иисус Христосӑн, ӗҫӗсемпе сӑмахӗсем ҫинчен, шухӑшланипе унӑн чаплӑ енӗсем ҫинчен пӗлсе пыма пултаратпӑр (Иоанн 1:18; Рим 1:20). Эпир Иеговӑна мухтама пултаратпӑр.

2 Адампа Евӑна пултаричченех Турӑ ҫынсем хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама, хӑйӗн лайӑх енӗсене кӑтартма тата хӑйне мухтав кӳрсе тӑма пултарнине пӗлнӗ. (Пултарни 1:26, 27 вуласа пар.) Пирӗн, христиансем пулнӑ май, кам пире пултарнӑ, Ҫавӑн лайӑх енӗсене кӑтартса тӑмалла. Эпир ҫавна туса тӑратпӑр пулсан, Турра мухтав кӳретпӗр, ҫакӑ вара пысӑк чыс. Эпир кирек мӗнле ҫемьере ҫуралнине, мӗнле пӗлӳ илнине тата мӗнле халӑхран пулнине пӑхмасӑрах Турра мухтама пултаратпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Ап. ӗҫ. 10:34, 35).

3. Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне христиансен мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ?

3 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Иеговӑна мухтав кӳреҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, Павел апостол, ҫырнӑ: «Эпир пурсӑмӑр та, куҫкӗскисем пекех, Иеговӑн мухтавне хупламан питпе кӑтартса, мухтавран мухтава, ҫав сӑнар евӗр пулса пыратпӑр» (2 Кор. 3:18, ҪТ). Моисей пророк Синай тӑвӗ ҫинчен Вунӑ заповедь ҫырса хунӑ чул хӑмасене аллинче тытса ансан, унӑн пичӗ Иеговӑпа калаҫнӑран ҫуталса-ялтӑраса тӑнӑ (Тух. 34:29, 30). Хӑйсен пурнӑҫӗнче христиансемпе ун пекки пулман пулин те тата вӗсен питӗнчен ҫутӑ пайӑркисем тухса тӑмаҫҫӗ пулин те, ҫынсене Иегова, унӑн лайӑх енӗсем тата вӑл этемлӗх валли палӑртса хунӑ тӗлӗнмелле тӗллев ҫинчен каласа панӑ чухне вӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑраҫҫӗ. Ӗлӗкхи вӑхӑтра усӑ курнӑ яп-яка тимӗр куҫкӗскисем пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнисем тата вӗсен юлташӗсем, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем, хӑйсен пурнӑҫӗнче тата сӑваплӑ ӗҫӗнче Иеговӑн мухтавне кӑтартса тӑраҫҫӗ (2 Кор. 4:1). Хӑвна Турра юрӑхлӑ тытнипе тата Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара яланах сарса ҫӳренипе эсӗ Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑратӑн-и?

Эпир Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрасшӑн

4, 5. а) Павелӑнни пекех пирӗн ӑшра мӗнле кӗрешӳ пырать? ӑ) Ҫылӑх пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

4 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир, паллах, хамӑра Пултаракана хамӑр ӗҫсемпе пуринпе те мухтаса тата аслӑласа тӑрасшӑн. Анчах та час-часах пирӗн хамӑр тӑвас тенӗ пек пулмасть. Павелӑн та ҫавӑн пек йывӑрлӑхпа кӗрешме тивнӗ. (Рим 7:21—25 вуласа пар.) Ӑшра мӗншӗн ҫавӑн пек кӗрешӳ пынине ӑнлантарса панӑ май вӑл ҫырнӑ: «Пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ» (Рим 3:23). Адам ҫылӑха кӗнине пула этемлӗх хаяр патшан — Ҫылӑхӑн — чури пулса тӑнӑ (Рим 5:12; 6:12).

5 Мӗн вӑл ҫылӑх? Иеговӑн лайӑх енӗсене, ҫулӗсене, нормисене тата ирӗкне мӗн хирӗҫ пырать, ҫавсем пурте. Ҫылӑх Турӑпа ҫын хушшинчи хутшӑнусене аркатать. Ӑна пула эпир, ухӑ перекен йӗппине мишене лектереймен пекех, Турра итлес тӗлӗшрен тӗл лектерейместпӗр. Эпир пӗлсе тӑрсах е йӑнӑшнӑран ҫылӑх тума пултаратпӑр (Йыша шутл. 15:27—31). Ҫылӑх ҫынсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳрет тата вӗсене хӑйсене Пултараканран уйӑрать (Пс. 50:7; Ис. 59:2; Кол. 1:21). Ҫавӑнпа ҫынсем нумайӑшӗ Иеговӑран пӗтӗмпех ютшӑннӑ та Турра мухтамалли чаплӑ майпа усӑ курмасӑр пурӑнаҫҫӗ. Ҫылӑх — чи хӑрушӑ чир, унран пӗтӗм этемлӗх асапланать.

6. Ҫылӑхлӑ пулнине пӑхмасӑрах эпир Турра мӗнле мухтаса тӑма пултаратпӑр?

6 Эпир ҫылӑхлӑ пулнине пӑхмасӑрах Иегова пире шанчӑк панӑ (Рим 15:13). Иисуса тӳлесе илмелли парне вырӑнне панипе вӑл ҫылӑхран хӑтӑлмалли май уҫса панӑ. Ҫав парнене ӗненнипе эпир «ҫылӑх чурисем» пулма пӑрахатпӑр та Иеговӑна мухтаса тӑма пултаратпӑр (Рим 5:19; 6:6; Иоанн 3:16). Эпир Турӑпа хамӑр хушӑри лайӑх хутшӑнусене упраса хӑваратпӑр пулсан, Иегова пире халӗ пиллессе, пуласлӑхра вара пире пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пулӑшасса тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелессе шанма пултаратпӑр. Турӑ пире, ҫылӑхлӑ ҫынсене, хӑйне мухтаса тӑма тивӗҫлӗскерсем тесе шутлани пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс!

Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑратпӑр

7. Турра мухтав кӳрсе тӑрас тесен пирӗн хамӑр ҫинчен мӗн пӗлмелле?

7 Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрас тесен, пирӗн хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланмалла (2 Ҫулс. 6:36). Пирӗн хамӑрӑн мӗнле-мӗнле ҫитменлӗхсем пуррине пӗлмелле тата Турра мухтама юрӑхлӑ пулас тесе ҫылӑх тӑвас туртӑмсене тытса чарма тӑрӑшмалла. Сӑмахран, эпир порнографи пӑхнипе намӑссӑр ҫылӑх тӑватпӑр пулсан, пире старейшинӑсен пулӑшӑвӗ кирлине ӑнланмалла, унтан вара вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла (Иак. 5:14, 15). Турра чӑннипех мухтас килет пулсан, пирӗн ҫавна чи малтан тумалла. Иеговӑна пуҫҫапнӑ май унӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑннипе пурӑнманнине пӗлес тесе пирӗн хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла (Ытар. 28:18; 1 Кор. 10:12). Пирӗн ҫылӑх тӑвас кирек мӗнле туртӑм пулсан та, Турра мухтав кӳрсе тӑрас тесе пирӗн пӗр вӗҫӗмсӗр вӗсене тытса чарса тӑмалла.

8. Ҫитменлӗхсем пуррине пӑхмасӑрах пирӗн мӗн тумалла?

8 Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗр ҫылӑх та туман тата Турра ялан мухтаса тӑракан пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ. Эпир Иисус пек пӗр ҫитменлӗхсӗр мар пулин те, унӑн тӗслӗхне тытса пыма пултаратпӑр кӑна мар, пирӗн ӑна тытса пымалла та (1 Петр 2:21). Иегова пирӗн ҫитӗнӳсене ҫеҫ мар, эпир вӑй хунине те хаклать тата эпир ӑна мухтав кӳрес тесе чунтан тӑрӑшнине пиллесе тӑрать.

9. Турӑ хушнӑ пек пурӑнас текен христиансен пурнӑҫӗнче Библи мӗнле вырӑн йышӑнать?

9 Турра мӗнле майпа лайӑхрах мухтав кӳмеллине ӑнланма пулӑшас тесе Иеговӑн Сӑмахӗ пире валли ҫул ҫутатса тӑма пултарать. Ҫавӑнпа та Ҫырӑва пирӗн тарӑннӑн тӗпчемелле те унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшламалла (Пс. 1:1—3). Кашни кун Библи вулани пире лайӑхланса пымашкӑн хамӑрта мӗнле улшӑнусем тума кирлине курма пулӑшать. (Иаков 1:22—25 вуласа пар.) Библи вӗренсе илнӗ пӗлӳ пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет, ҫавӑн пекех Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тата йывӑр ҫылӑхсене тӑвас мар енчен ҫирӗп шухӑшлӑ пулма пулӑшать (Пс. 118:11, 47, 48).

10. Кӗлӗ пире Иеговӑшӑн лайӑхрах ӗҫлеме мӗнле пулӑшма пултарать?

10 Ҫавӑн пекех Турра мухтав кӳрес тесен пирӗн ялан кӗлӗ тумалла (Рим 12:12). Иегова пире хӑйне юрӑхлӑ ӗҫлеме пулӑштӑр тесе эпир кӗлӗ тума пултаратпӑр ҫеҫ мар, пирӗн кӗлӗ тумалла та. Ҫавӑнпа та вӑл пире святой сывлӑш патӑр, пире вӑйлӑрах ӗненекен тутӑр, илӗртӳсене хирӗҫ тӑма вӑй патӑр тата чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса вӗрентекен пулма пулӑштӑр тесе ыйтни вырӑнлӑ (2 Тим. 2:15; Матф. 6:13; Лука 11:13; 17:5). Ача ашшӗне шаннӑ пекех, пирӗн те хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре, Иеговӑна, шанса тӑмалла. Эпир унран хӑвӑншӑн лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшсам тесе ыйтатпӑр пулсан, вӑл пире пулӑшасса шанма пултаратпӑр. Пирӗн кӗлӗсем ӑна йӑлӑхтарса ҫитерме пултараҫҫӗ тесе нихӑҫан та ан шутлӑр! Кӗлӗ тӑвасса та ӑна мухтаса, тав туса тата унран мӗн тумаллине ыйтса, уйрӑмах йывӑр килнӗ чухне, кӗлӗ тӑвар. Ҫавӑн пекех Турӑ пире хӑйӗншӗн ӗҫлеме, хӑйӗн святой ятне аслӑлама пулӑштӑр тесе ыйтар (Пс. 85:12; Иак. 1:5—7).

11. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире Турра мухтав кӳме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

11 Турӑ хӑйӗн хаклӑ сурӑхӗсене пӑхма «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» шанса панӑ (Матф. 24:45—47; Пс. 99:3). Чура ушкӑнӗ пире пурне те Иеговӑна мухтав кӳме пулӑшасшӑн. Пире капӑррӑн курӑнма пулӑшас тесе ҫӗвӗҫ тумтире пирӗн кӗлетке ҫинче лайӑх лармалла ҫӗленӗ пекех, пирӗн тӗлпулусем пире хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем тума тата пирӗн христианла лайӑх енсене лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ (Евр. 10:24, 25). Айтӑр ҫав тӗлпулусене вӑхӑтра пырар, мӗншӗн тесен пирӗн вӗсене кая юлса килес йӑла пур пулсан, пире лайӑх христиансем пулма мӗн пулӑшма пултарӗ, ҫавна илмесӗр тӑрса юлма пултаратпӑр.

Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшар

12. Турӑ евӗрлӗ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

12 Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрас тесен пирӗн ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшмалла (Эф. 5:1). Турӑ евӗрлӗ пулмалли пӗр май вӑл — япаласем ҫине вӑл пӑхнӑ пек пӑхма вӗренесси. Турӑ шухӑшланӑ пек мар, хамӑр пӗлнӗ пек пурӑнма тӑрӑшнипе эпир ӑна чыссӑрлатпӑр тата хамӑра сиен кӳретпӗр. Эпир Усал, Сатана Шуйттан, витӗм кӳрсе тӑракан тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та Иегова мӗн курайманнине курайми пулас тата вӑл мӗн юратнине юратас тесе чылай вӑй хумалла (Пс. 96:10; 1 Иоанн 5:19). Пирӗн ҫакна ҫирӗп ӗненмелле: христиансемшӗн пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул вӑл — пурне те Турра мухтава кӑларас тесе туни. (1 Коринф 10:31 вуласа пар.)

13. Мӗншӗн пирӗн ҫылӑха курайми пулмалла тата ҫавӑн пек курайманлӑх пире мӗн тума хавхалантарӗ?

13 Иегова ҫылӑха кураймасть, пирӗн те ҫылӑх ҫине ҫавӑн пек пӑхмалла. Апла пулсан ҫылӑхран пирӗн мӗн чухлӗ аякра тӑма пулать, ҫавӑн чухлӗ аяккарах тӑмалла тата ҫылӑх ӑшне путиччен ун ҫумне мӗн чухлӗ ҫывхарма пултаратпӑр-ши тесе тӗрӗслесе пӑхма кирлӗ мар. Сӑмахран, пирӗн хамӑра чӑнлӑхран пӑрӑнса каяссинчен — ҫынна Турра мухтама юрӑхсӑр тӑвакан ҫылӑхран — хӳтӗлемелле (Сак. аст. 13:6—9). Ҫавӑнпа та чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисемпе те, кам хӑйне пухури тӑван тенӗ ҫӗртенех Турра чыссӑрлать, ҫавӑн пек ҫынпа та пирӗн пӗртте явӑҫмалла мар — вӑл пирӗн ҫемьери ҫын пулсан та (1 Кор. 5:11). Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем е Иеговӑн организацине критиклекен ҫынсем тӗрӗс мар пулнине кӑтартма тӑрӑшни усӑ памасть. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем литература урлӑ е Интернет урлӑ парса тӑракан информацие пӗлме-тӗпчеме тӑрӑшнипе эпир йӑнӑш тӑватпӑр тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркататпӑр. (Исаия 5:20; Матфей 7:6 вуласа пар.)

14. Эпир Турра мухтав кӳресшӗн пулсан, пирӗнте мӗнле лайӑх ен палӑрса тӑмалла тата мӗншӗн?

14 Хамӑр ҫӳлти Аттемӗр евӗрлӗ пулас тесе тӑрӑшмалли чи чаплӑ май вӑл — юрату кӑтартасси (1 Иоанн 4:16—19). Пирӗн хушӑри юрату тӑрӑх эпир Иисусӑн вӗренекенӗсем тата Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнине пӗлме пулать (Иоанн 13:34, 35). Пирӗн ҫине куҫнӑ ҫылӑх пире хӑш-пӗр чухне чӑрмантарсан та пирӗн кирек хӑҫан та юрату кӑтартма тӑрӑшмалла. Юрату тата Турра юрӑхлӑ ытти енсене аталантарса пыни пире ҫылӑх тата ырӑ мар ӗҫсем тӑвассинчен сыхласа тӑрӗ (2 Петр 1:5—7).

15. Ыттисемпе пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине юрату мӗнле витӗм кӳрсе тӑрать?

15 Юрату пирӗнте ыттисене ырӑ тӑвас кӑмӑл ҫуратать (Рим 13:8—10). Сӑмахран, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем ялан пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӗҫ. Старейшинӑсене юратни тата вӗсем тӑвакан ӗҫшӗн вӗсене хисеплени вӗсем мӗн тума хушнине итлеме тата пӑхӑнса тӑма пулӑшӗ. Ашшӗ-амӑшне юратакан ачасем вӗсене итлеҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем ҫинчен япӑххине каласа ҫӳремеҫҫӗ. Эпир ҫывӑх ҫынсене юрататпӑр пулсан, вӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхмӑпӑр е вӗсене хурласа калаҫмӑпӑр (Иак. 3:9). Туррӑн сурӑхӗсене юратакан старейшинӑсем кӗтӗве хӗрхенеҫҫӗ, урӑхла каласан, хӑйсене вӗсемпе ҫепӗҫҫӗн тытаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28, 29).

16. Юрату кӑтартни пире сӑваплӑ ӗҫре мӗнле пулӑшать?

16 Юрату пирӗн сӑваплӑ ӗҫре те палӑрса тӑмалла. Эпир Иеговӑна чунтан юрататпӑр, ҫавӑнпа та ҫынсем итлемесен те, интересленмесен те эпир алла усмастпӑр. Эпир ырӑ хыпара малалла та пӗлтерсе тӑрӑпӑр. Юрату пире сӑваплӑ ӗҫе лайӑх хатӗрленме тата Туррӑн Сӑмахне вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме хавхалантарӗ. Эпир Турра тата ҫывӑх ҫынсене чӑннипех юрататпӑр пулсан, Патшалӑх хыпарне сарасси ҫине йӑлӑхтарса ҫитернӗ йывӑр ӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхмӑпӑр. Ун вырӑнне эпир ҫав ӗҫе хутшӑннине пысӑк чыс тесе шутлӑпӑр та ӑна савӑнсах тӑвӑпӑр (Матф. 10:7).

Малалла та Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрӑр

17. Ҫылӑх пире Турра мухтав кӳме чӑрмантарнине ӑнланни мӗншӗн кирлӗ?

17 Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫылӑх мӗн тери вӑйлӑ пулнине чухламасть те, анчах та эпир ҫавна ӑнкаратпӑр. Ҫавӑнпа та ҫылӑх тӑвас туртӑмсемпе кӗрешме кирлине ӑнланатпӑр. Хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине пӗлнӗрен эпир хамӑр совеҫе — вӑл пире хамӑр ӑсра тата чӗрере ҫылӑх тӑвас илӗртӳллӗ шухӑш ҫуралсан хамӑра тӗрӗс тытма хавхалантарса тӑтӑр тесе — вӗрентме кирлине ӑнланатпӑр (Рим 7:22, 23). Эпир халсӑр пулин те, Турӑ пире кирек мӗнле лару-тӑрура та тӗрӗссине тума вӑй пама пултарать (2 Кор. 12:10).

18, 19. а) Усал сывлӑшсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешме пире мӗн пулӑшӗ? ӑ) Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

18 Эпир Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑрасшӑн пулсан, пирӗн усал сывлӑшсемпе те кӗрешмелле. «Туррӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсем» пире ҫав кӗрешӳре ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ (Эф. 6:11—13, ҪС). Сатана Иеговӑран Ӑна кӑна тивӗҫлӗ мухтава туртса илес тесе пӗр вӗҫӗмсӗр тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене аркатас тесе Шуйттан пӗтӗм вӑйне хурать. Акӑ мӗншӗн эпир тата миллион-миллион ҫитменлӗхлӗ арҫын, хӗрарӑм тата ача айӑпсӑр тӑрса юлни, Турра мухтаса тӑни Сатанана ҫупса янӑпа пӗрех! Ҫавӑнпа та пӗлӗтре пурӑнакансем пекех Иеговӑна малашне те мухтаса тӑрар. Вӗсем савӑнса кӑшкӑраҫҫӗ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать» (Ӳлӗм. 4:11).

19 Иеговӑна малалла та мухтаса тӑма ҫирӗп шут тытар. Турра хӑйне ҫав тери нумай ҫын шанчӑклӑ тӑрса юлни, хӑйӗн евӗрлӗ пулма тата хӑйне мухтав кӳме тӑрӑшни савӑнтарать (Ытар. 27:11). Пирӗн туйӑмсем Давидӑнни пекех, вӑл юрланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, Сана пӗтӗм кӑмӑлтан мухтавлам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам» (Пс. 85:12). Иеговӑна пӗр кӑлтӑксӑр тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтав кӳрсе тӑрас кун ҫитессе эпир чӑтма ҫук кӗтетпӗр! Ҫакӑ вара Турра итлекен ҫынсемшӗн савӑнӑҫ пулӗ. Иегова Турра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтав кӳрсе тӑрас тесе эсир халӗ ҫавна тӑватӑр-и?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]