Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова сана чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пытӑр

Иегова сана чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пытӑр

«Чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна ӑнласа [илӗр]» (ИАК. 1:25).

1, 2. а) Тӗнчери ирӗклӗхпе мӗн пулса пырать тата мӗншӗн? ӑ) Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле ирӗклӗх илме шанаҫҫӗ?

 ЭПИР ҫӑткӑнлӑх, пусмӑрласси тата саккуна хисеплеменни ҫӗр ҫинче нумайланса пынӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1—5). Йӗрке тытса тӑрас тесе влаҫсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ саккунсем кӑлараҫҫӗ, полицие ҫирӗплетеҫҫӗ тата ҫынсене тӗрӗслесе тӑрас тесе камерӑсем лартаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫынсем хӑйсен хӑрушсӑрлӑх шайне ӳстерес тесе килӗсене сигнализаци кӗртеҫҫӗ, ҫавӑн пекех тимӗр алӑксем, чӳречесем ҫине решеткесем лартаҫҫӗ. Нумайӑшӗ каҫхине килӗнчен тухмасть тата ачисене хӑйсем тӗллӗн кӑнтӑрла та, каҫхине те урама выляма ямасть. Чӑнах та, ҫынсен ирӗклӗхӗ чаксах пырать, лару-тӑру лайӑхланас пек туйӑнмасть.

2 Сатана Эдем садӗнче Иеговӑна пӑхӑнманни чӑн-чӑн ирӗклӗх парать тенӗ. Ҫакӑ ирсӗр те сӗмсӗр суя пулнине вӑхӑт кӑтартса пачӗ! Тӗрӗссипе каласан, Турӑ хушнӑ пек тӑвас вырӑнне ҫынсем мӗн чухлӗ нумайрах хӑйсем тӑвас тенӗ пек тӑваҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах пӗтӗм этемлӗх асапланать. Ҫавӑн пек лару-тӑру пулнӑран Иеговӑн ӗҫлекенӗсем те хӗн кураҫҫӗ. Ҫапах та эпир этемлӗх ҫылӑхпа «ҫӗрсе пӗтессин» (ҪС) чуралӑхӗнчен хӑтӑлса, Библире каланӑ пек, «Турӑ ачисен ирӗклӗхне» илессе шанса тӑратпӑр (Рим 8:21). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫав ирӗклӗхе илмешкӗн хатӗрлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Мӗнле майпа?

3. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле саккун панӑ тата мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

3 Пулас ирӗклӗхе илме хатӗрлес тесе Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, Иаков калашле, «чӑн аван саккун, ирӗке кӑларакан саккун» панӑ. (Иаков 1:25 вуласа пар.) Библин ытти куҫарӑвӗсенче ҫав сӑмах ҫаврӑнӑшне «ирӗклӗх саккунӗ» (Ҫӗнӗ Халал), «Туррӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр, ирӗклӗх кӳрекен саккунӗ» (Современный перевод) тесе куҫарнӑ. Саккун сӑмаха илтсен ҫынсем ялан тенӗ пекех ирӗклӗх ҫинчен мар, ӑна е куна тума юраманни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Апла пулсан, «чӑн аван... ирӗке кӑларакан саккун» мӗнле саккун вӑл? Мӗнле майпа вӑл ирӗклӗх парать?

ИРӖКЕ КӐЛАРАКАН САККУН

4. «Чӑн аван саккун, ирӗке кӑларакан саккун» мӗнле саккун вӑл тата вӑл кама усӑ парса тӑрать?

4 «Чӑн аван саккун, ирӗке кӑларакан саккун» вӑл — Моисей саккунӗ мар, мӗншӗн тесен Иегова Моисей саккунне израильсене, вӗсем ҫылӑхлӑ пулнине кӑтартас тесе панӑ, ҫавӑн пекех ӑна Христос пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ (Матф. 5:17; Гал. 3:19). Апла пулсан, Иаков мӗнле саккун ҫинчен каланӑ? Вӑл «Христос саккунӗ» пирки каланӑ, ҫав саккун ҫинчен ҫавӑн пекех «ӗненме хушакан саккун» тенӗ (Гал. 6:2; Рим 3:27). Ҫав «чӑн аван саккунра» Иегова пирӗнтен мӗн тума ыйтать, ҫавсем пурте пур. Ҫав саккун святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене те, «урӑх сурӑхсене» те усӑ парса тӑрать (Иоанн 10:16).

5. Мӗншӗн ирӗклӗх саккунне тытса тӑма йывӑр мар?

5 Нумай ҫӗршывӑн саккунӗсемпе танлаштарсан, «чӑн аван саккуна» ӑнланма, тытса тӑма йывӑр мар; вӑл ансат заповедьсемпе тӗп принципсенчен тӑрать (1 Иоанн 5:3). «Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл»,— тенӗ Иисус (Матф. 11:29, 30). Унсӑр пуҫне «чӑн аван саккуна», ӑна пурнӑҫламаншӑн мӗнле-мӗнле наказани памалли ҫинчен калакан список кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӑл юрату ҫинче никӗсленсе тӑрать тата ӑна чул хӑмасем ҫине мар, ҫынсен ӑстӑнӗпе чӗри ҫине ҫырса хунӑ. (Еврейсем 8:6, 10 вуласа пар.)

«ЧӐН АВАН САККУН» ПИРЕ МӖНЛЕ ИРӖКЕ КӐЛАРАТЬ

6, 7. Иеговӑн нормисем пирки мӗн калама пулать тата ирӗклӗх саккунӗ пире мӗн тума май парать?

6 Иеговӑн ҫынсем валли палӑртса хунӑ нормисем вӗсенех усӑ парса тӑраҫҫӗ, хӳтӗлеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫутҫанталӑк саккунӗсене, калӑпӑр, гравитаци саккунне, илер. Ҫынсем хӑйсен ирӗклӗхне ҫав саккунсем хӗсеҫҫӗ тесе каламаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем ҫавсемшӗн пархатарлӑ, мӗншӗн тесен ҫутҫанталӑк саккунӗсем усӑ панине ӑнланаҫҫӗ. Христосӑн «чӑн аван саккунӗнче» палӑрса тӑракан Иеговӑн ӳкӗчӗсем те ҫынсене усӑ парса тӑраҫҫӗ.

7 Ирӗклӗх саккунӗ хӳтлӗх парать, унсӑр пуҫне хамӑра сиен кӳмесӗр тата ыттисен прависемпе ирӗклӗхне пӑсмасӑр пире тӗрӗссине туса тӑрас килнине пурне те пурнӑҫлама май парать. Ҫавӑнпа та чӑннипех ирӗклӗ пулас тесен — мӗн тӑвас килнине тума май пултӑр тесен — тӗрӗссине туса тӑрас кӑмӑл пултӑр тесе, Иеговӑн лайӑх енӗсемпе тата нормисемпе килӗшсе тӑракан кӑмӑл пултӑр тесе, тӑрӑшмалла. Урӑхла каласан, Иегова мӗне юратать, ҫавна юратма тата вӑл мӗне кураймасть, ҫавна курайми пулма пирӗн вӗренмелле. Ирӗклӗх саккунӗ вара пире ҫав тӗлӗшрен пулӑшса тӑрать (Ам. 5:15).

8, 9. Ирӗклӗх саккунне тытса тӑракансем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Хамӑрта ҫитменлӗхсем пулнӑран, пирӗн тӗрӗс маррине тума хӗтӗртекен шухӑшсемпе кӗрешме тивет. Ҫапах та ирӗклӗх саккунне шанчӑклӑ тытса тӑнипе халех эпир хамӑра ирӗклӗрех туятпӑр. Сӑмахран, Библие нумаях пулмасть вӗренме пуҫланӑ Джей чӗлӗм туртма питӗ юратнӑ. Чӗлӗм туртни Турра юрӑхлӑ маррине ӑнланса илсен, унӑн суйласа илмелле пулнӑ: ҫав йӑлана хӑйӗнпе хуҫаланма парас-и е Иеговӑна пӑхӑнса тӑрас-и? Чӗлӗм туртма пӑрахма шутсӑр йывӑр пулнӑ пулин те, вӑл Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытнипе тӗрӗс йышӑну тунӑ. Ҫав йӑлана ҫӗнтерсен вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ? «Эпӗ хама калама ҫук ирӗклӗ те телейлӗ туятӑп»,— каланӑ вӑл.

9 Джей ҫакна ӑнланса илнӗ: ҫак тӗнче сӗнекен тата «ӳт шухӑшӗ» тӑрӑх пурӑнма май паракан ирӗклӗх, тӗрӗссипе каласан, чуралӑха кӗртсе ӳкерет, ҫав вӑхӑтрах Иегова паракан тата «Сывлӑш шухӑшӗ» тенине пӗлтерекен ирӗклӗх чӑннипех ирӗке кӑларать тата «чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх» патне ертсе пырать (Рим 8:5, 6). Ҫав йӑлан чуралӑхӗнчен Джей мӗнле хӑтӑлма пултарнӑ? Хӑйӗн вӑйӗпе мар, Туррӑн вӑйӗпе. «Эпӗ ялан Библи вӗренеттӗмччӗ, святой сывлӑш пирки кӗлтӑваттӑмччӗ тата пухури тӑвансем юратса парса тӑракан пулӑшӑва йышӑнаттӑмччӗ»,— тенӗ вӑл. Ҫавсемех пире пурне те чӑн-чӑн ирӗклӗх тупмашкӑн пулӑшма пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа пулӑшнине, айтӑр, пӑхса тухар.

ТУРРӐН СӐМАХНЕ ӐНЛАСА ИЛ

10. Туррӑн саккунне «ӑнласа ил» тенине мӗнле ӑнланмалла?

10 Иаков 1:25-мӗшӗнче каланӑ: «Чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна, ӑнласа илсе унпа пурӑнакан... телейлӗ пулӗ... ӑна туса тӑраканӗ пулать» (Иак. 1:25). «Ӑнласа ил» тесе куҫарнӑ авалхи грек сӑмахӗ «ӑшнелле пӑхас тесе пӗшкӗн» тенине пӗлтерет, ҫакӑ вара тӗллевлӗн вӑй хумалла текен шухӑша кӑтартса парать. Ирӗклӗх саккунӗ пирӗн ӑстӑнпа чӗре ҫине витӗм кӳрсе тӑтӑр тетпӗр пулсан, пирӗн хамӑр енчен Библие тӑрӑшса вӗренмелле тата мӗн вулани ҫинчен тарӑннӑн шухӑшламалла (1 Тим. 4:15).

11, 12. а) Чӑнлӑха хамӑрӑн пурнӑҫ ҫулӗ тума кирлине Иисус мӗнле палӑртнӑ? ӑ) Ҫӳлерех илсе панӑ тӗслӗхрен, уйрӑмах ҫамрӑксен, мӗнле хӑрушлӑх ҫинчен астуса тӑмалла?

11 Ҫав вӑхӑтрах пирӗн ирӗклӗх саккунӗ тӑрӑх «пурӑнмалла», урӑхла каласан, Туррӑн Сӑмахне ялан тытса тӑмалла, ҫапла вара чӑнлӑха хамӑрӑн пурнӑҫ ҫулӗ туса хумалла. Ҫак шухӑшах Иисус хӑйне ӗненекенсемпе калаҫнӑ чухне палӑртнӑ: «Эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:31, 32). Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, кунта «пӗлӗр» тени хаклӑр тенине те пӗлтерет, мӗншӗн тесен «мӗне пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑ ӑна пӗлекеншӗн хаклӑ е кирлӗ». Апла пулсан, эпир чӑнлӑха хамӑрӑн пурнӑҫ ҫулӗ туса хурсан кӑна ӑна тӗплӗн «пӗлсе» ҫитрӗмӗр теме пулать. Ҫавӑн чухне кӑна эпир «Турӑ сӑмахӗ» пирӗнте «хӑйӗн ӗҫне тӑвать», урӑхла каласан, пире хамӑр ҫӳлти Аттемӗр евӗрлӗ пулас енчен лайӑхланмашкӑн пирӗн характерта улшӑнусем тума пулӑшса тӑрать теме пултаратпӑр (1 Фес. 2:13, ҪХ).

12 Хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ чӑннипех чӑнлӑха пӗлсе ҫитрӗм-и? Вӑл манӑн пурнӑҫ ҫулӗ пулса тӑчӗ-и? Е эпӗ тӗнче сӗнекен „ирӗклӗхшӗн“ тунсӑхлатӑп-и?» Христиансен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ май ҫырнӑ: «Чӑнлӑхра ҫитӗннӗ чухне пурнӑҫра веҫех Иеговӑпа ҫыхӑннӑ. Анчах хам пирки калас пулсан, эпӗ ӑна чӑннипех пӗлсе ҫитеймерӗм. Эпӗ вӑл мӗне курайманнине курайми пулма вӗренсе ҫитеймерӗм. Хама мӗнле тытни уншӑн пурпӗрех мар пулни пирки эпӗ шутламан. Эпӗ йывӑр вӑхӑтра унран пулӑшу ыйтма вӗренеймерӗм. Эпӗ хамӑн ӑстӑна шаннӑ, ҫавӑ кулӑшла пулнине халӗ куратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ нимӗн те пӗлмен». Телее, ҫав хӗрарӑм тӑван хӑй питӗ йӑнӑшнине ӑнланса илнӗ те пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тунӑ. Вӑл тулли пионер пулса ӗҫлеме те пуҫланӑ.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШ СИРЕ ИРӖКЛӖ ПУЛМАШКӐН ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ

13. Туррӑн святой сывлӑшӗ пире ирӗклӗ пулма мӗнле пулӑшса тӑрать?

13 Эпир 2 Коринф 3:17-мӗшӗнче вулатпӑр: «Ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх». Мӗнле майпа святой сывлӑш пире ирӗклӗ пулма пулӑшать? Вӑл пире лайӑх енсене: «юрату, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑллӑх, хӗрхенӳ, шанчӑклӑх, йӑвашлӑх, чаруллӑх» аталантарма пулӑшать, вӗсемсӗр вара ирӗклӗ пулма май ҫук (Гал. 5:22, 23). Ҫав лайӑх енсемсӗр, уйрӑмах юратусӑр, нимле общество та чӑннипе ирӗклӗ пулма пултараймасть — ҫакӑ хальхи тӗнчере питӗ лайӑх палӑрса тӑрать. Ҫакӑ та интереслӗ: сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене каласа тухнӑ хыҫҫӑн Павел ҫырнӑ: «Ҫавӑн евӗрлисемшӗн саккун ҫук». Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Турӑ сывлӑшӗн ҫимӗҫне ӳсме чаракан нимле саккун та ҫук (Гал. 5:18). Ҫавӑн пек саккунран усси пулнӑ пулӗччӗ-ши? Вӗт Иегова пире Христосӑнни пек лайӑх енсене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аталантарса, кӑтартса тӑччӑр тет.

14. Тӗнче сывлӑшӗ ҫынсене мӗнле майпа чурасем тӑвать?

14 Кам ҫине тӗнче сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑрать тата хӑйӗн ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн каять, ҫавсем хӑйсем пирки ирӗклӗ ҫынсем тесе шутлама пултараҫҫӗ. (2 Петр 2:18, 19 вуласа пар.) Анчах та, тӗрӗссипе каласан, вӗсем хӑйсем чурасем пулнине пӗлмеҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫынсен киревсӗр йӑлисене, ӗҫӗсене картран тухса кайма парас мар тесе влаҫсен нумай правилӑсемпе хушусем кӑларма тивет. «Саккуна тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисемшӗн... кӑларнӑ»,— тенӗ Павел (1 Тим. 1:9, 10). Вӗсем — ҫылӑх чурисем, мӗншӗн тесен вӗсем «ӳт хыҫҫӑн кайса, ӳт мӗн тӑвас тенине» тӑваҫҫӗ, ӳт вара — хаяр хуҫа (Эф. 2:1—3). Пыл ҫиес тесе пыл банки ӑшне кӗрекен, анчах та каялла тухма пултарайман хурт-кӑпшанкӑ пек ҫав ҫынсем хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗ туртни хыҫҫӑн каяҫҫӗ те танатана лекеҫҫӗ (Иак. 1:14, 15).

ХРИСТИАНСЕН ПУХӐВӖНЧИ ИРӖКЛӖХ

15, 16. Христиансен пухӑвне ҫӳрени пире мӗн парать тата унта пирӗн мӗнле ирӗклӗх пур?

15 Христиансен пухӑвне ҫӳреме пуҫласан, пуху вӑл пӗрешкел интерессемпе пуҫтарӑннӑ ҫынсен клубӗ пулманнине эсир куртӑр. Эсир пухӑва Иегова сире ертсе пынӑран килтӗр (Иоанн 6:44). Мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ? Вӑл сирӗнте тӳрӗ те Турӑран хӑракан ҫынна курнӑ пулнӑ-ши? «Ҫук»,— калӑр, тен, эсир. Апла пулсан, Турӑ сирӗнте мӗн курнӑ-ши? Вӑл хӑйӗн ирӗклӗх паракан саккунне сирӗн чӗре йышӑнма пултарнине, ҫавӑн пекех хӑйӗн ырӑ ӳкӗчӗсене пӑхӑнса тӑма хатӗр пулнине курнӑ. Пухура Иегова сире хӑйӗн Сӑмахӗ тӑрӑх вӗрентсе, суя тӗн ултавӗпе тӗшмӗшӗнчен хӑтарса тата Христосӑнни пек лайӑх енсене аталантарма вӗрентсе сирӗн чӗрене йӗркелеме-калӑплама пуҫланӑ. (Эфес 4:22—24 вуласа пар.) Ҫавна пула эсир тӗнчери пӗртен-пӗр, чӑннипех ирӗклӗ халӑх шутне кӗрес чыса тивӗҫлӗ пултӑр (Иак. 2:12, ҪТ).

16 Эсир Иеговӑна пӗтӗм чӗререн юратакансем хушшинче пулнӑ чухне хӑраса тӑратӑр-и? Эсир шикленсе унталла-кунталла пӑхкалатӑр-и? Патшалӑх Залӗнче пухури тӑванпа калаҫнӑ чухне япалусем ҫухаласран хӑраса эсир вӗсем ҫине тек пӑха-пӑха илетӗр-и? Ҫук паллах! Эсир хӑвӑра ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн туятӑр. Урӑх ҫӗрте, ытти ҫынсем хушшинче, эсир хӑвӑра ҫавнашкалах туятӑр-и? Ҫук пуль. Унсӑр пуҫне Туррӑн халӑхӗ хушшинчи хальхи ирӗклӗх вӑл — эпир пуласлӑхра илекен ирӗклӗхӗн пӗчӗк пайӗ кӑна-ха.

«ТУРӐ АЧИСЕН ИРӖКЛӖХӖ»

17. Этемлӗхӗн ирӗклӗхӗ «Турӑ ывӑлӗсем уҫҫӑн палӑрассипе» мӗнле майпа ҫыхӑннӑ?

17 Иегова хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене пама палӑртса хунӑ ирӗклӗх ҫинчен каланӑ май Павел ҫырнӑ: «Турӑ мӗн пултарнийӗ пурте Турӑ ывӑлӗсем мухтава тухасса шанса тӑрать [«уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет», ҪХ]». Унтан вӑл хушса каланӑ: «Мӗн пултарнийӗ пурте [«ҫӗрсе», ҪС] пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ» (Рим 8:19—21). «Турӑ мӗн пултарнийӗ» тени вӑл ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан тата святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ «Турӑ ывӑлӗсем уҫҫӑн палӑрнӑ» чухне пиллӗхсем илекен ҫынсене пӗлтерет. «Ывӑлӗсем», пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрсан, Христоспа пӗрле ҫӗре усаллӑхран тасатнӑ чухне тата «имсӗр-сумсӑр ҫынна» ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнмашкӑн сыхласа хӑварнӑ чухне уҫҫӑн палӑрма пуҫлӗҫ (Ӳлӗм. 7:9, 14).

18. Итлесе-пӑхӑнса тӑракан ҫынсем мӗнле майпа ытларах ирӗклӗх илӗҫ тата юлашкинчен вӗсем мӗнле ирӗклӗх туянӗҫ?

18 Ҫавӑн чухне тӳлесе илнӗ ҫынсем пачах ҫӗнӗ ирӗклӗх илӗҫ — Сатанапа демонсем витӗм кӳрсе тӑнинчен ирӗклӗ пулӗҫ (Ӳлӗм. 20:1—3). Ҫакӑ калама ҫук пысӑк ҫӑмӑллӑх парӗ! Ун чухне 144 000 патшапа священник Христоспа пӗрле тӳлесе илмелли парнепе усӑ курса Адамӑн ҫылӑхне, ҫавӑн пекех ҫитменлӗхе пӗтӗмпех тӗп тӑвиччен ҫынсене ирӗке кӑларса тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 5:9, 10). Ӗненӗвне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн итлекен ҫынсем юлашкинчен Иегова вӗсем валли палӑртса хунӑ ирӗклӗхе — «Турӑ ачисен ирӗклӗхне» — илӗҫ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха! Урӑх сире нихӑҫан та Турӑ умӗнче мӗн тӗрӗс, ҫавна туса тӑма йывӑр пулмӗ, мӗншӗн тесен сирӗн кӗлетке пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ тата эсир Туррӑн лайӑх енӗсене пӗр кӑлтӑксӑр кӑтартма пултарӑр.

19. Чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫулран пӑрӑнса каяс мар тесе пирӗн малашне те мӗн тумалла?

19 Эсир «Турӑ ачисен ирӗклӗхне» илесшӗн ҫунатӑр-и? Ку ҫапла пулсан, «чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна» малашне те хӑвӑр ӑстӑнпа чӗрӗр ҫине витӗм кӳме парӑр. Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑрӑшса вӗренӗр. Чӑнлӑхпа пурӑнӑр — ӑна хӑвӑрӑн пурнӑҫ ҫулӗ тӑвӑр. Святой сывлӑш пирки кӗлтӑвӑр. Иегова публикацисемпе христиансен пухӑвӗ урлӑ мӗн парса тӑрать, ҫавсемпе туллин усӑ курӑр. Сатана Евӑна Туррӑн ҫулӗсем ирӗклӗ пулма памаҫҫӗ тесе шутлаттарса улталанӑ пек, ӑна хӑвӑра улталама ан парӑр. Паллах ӗнтӗ, Шуйттан шутсӑр чее, анчах та Сатанана хамӑра улталама парас мар тесе эпир вӑй ҫитерме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен «эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр». Ҫавна эпир тепӗр статьяра курӑпӑр (2 Кор. 2:11).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]