Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова хӑйӗн ҫемйине пуҫтарать

Иегова хӑйӗн ҫемйине пуҫтарать

«Эпӗ... сире ӳкӗтлетӗп... [«Турӑ Сывлӑшӗ панӑ», ҪХ] пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» (ЭФ. 4:1—3).

1, 2. Иеговӑн ҫӗрпе этемлӗх тӗлӗшӗнчен мӗнле тӗллев пур?

 ҪЕМЬЕ. Ҫак сӑмаха илтсен эсир мӗн ҫинчен шухӑшлатӑр? Юрату ҫинчен-и? Телей пирки-и? Пӗр тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе пӗрле ӗҫлени ҫинчен-и? Е, тен, вӗренсе ҫитӗнме, хамӑр шухӑшсене ним хӑрамасӑр каласа пама май паракан хӳтлӗх тесе шухӑшлатӑр-и? Эсир туслӑ ҫемьере пурӑнатӑр пулсан, сирӗн шӑп ҫавнашкал шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ ӗнтӗ. Иегова — ҫемье Никӗслекенӗ (Эф. 3:14, 15, ҪТ). Вӑл хӑй пултарнисем пурте — пӗлӗтре пурӑнаканнисем те, ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем те — ним хӑрамасӑр, пӗр-пӗрне пӗтӗмпех шанса, пӗрлӗхе упраса пурӑнччӑр тет.

2 Ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ҫынсем Туррӑн пӗр пӗтӗм ҫемйин пайӗ пулма пӑрахнӑ, ҫапах та ҫакӑ Иеговӑна хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама чӑрмантарайман. Вӑл ҫӗре Рай туса хурса Адампа Евӑн ӑрӑвӗпе тултаратех (Пулт. 1:28; Ис. 45:18). Ҫав тӗллеве пурнӑҫлас тесе вӑл мӗн кирлине пурне те хатӗрлесе хунӑ. Вӑл мӗн хатӗрлесе хунисенчен хӑш-пӗрисем ҫинчен Библире, Эфес ҫыннисене ятлӑ кӗнекере, ҫырса кӑтартнӑ. Унӑн тӗп теми — пӗрлӗх. Ҫак кӗнекери хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар та Иеговӑн тӗллевӗ — пӗлӗтре пурӑнаканнисене те, ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисене те пӗрле пӗрлештерес тӗллев — пурнӑҫланса пытӑр тесе эпир хамӑр енчен мӗн тума пултарнине курма тӑрӑшар.

«ӖҪСЕНЕ ТУСА ТӐМАЛЛИ ЙӖРКЕ» ТЕНИ МӖН ВӐЛ?

3. Эфес 1:10-мӗш сӑвӑ йӗркинче «ӗҫсене туса тӑмалли йӗрке» (ҪТ) тени мӗн вӑл тата ҫав йӗркен пӗрремӗш тапхӑрӗ хӑҫан пуҫланнӑ?

3 Моисей израильсене каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр» (Сак. аст. 6:4). Иеговӑн ӗҫӗсемпе тӗллевӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ҫапла вара «палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн», Турӑ пӗлӗтре пурӑнаканнисене те, ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисене те пӗрлештерес тесе «ӗҫсене туса тӑмалли йӗркене» (ҪТ) хута янӑ. (Эфес 1:8—10 вуласа пар.) «Ӗҫсене туса тӑмалли йӗрке» икӗ тапхӑртан тӑрать. Пӗрремӗш тапхӑрӗнче Турӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пӗлӗтре пурӑнма хатӗрлет, унта вӗсем Иисус Христос ертсе пынипе ӗҫлесе тӑрӗҫ. Ҫак тапхӑр пирӗн эрӑри 33 ҫулта, Аллӑмӗш кун уявӗнче пуҫланнӑ. Иегова ун чухне пӗлӗтре Христоспа пӗрле ертсе пыракансене пуҫтарма тытӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:1—4). Христосӑн тӳлесе илмелли парнине пула Турӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене тӳрре кӑларнӑ та пурӑнма тивӗҫлӗ тесе палӑртнӑ. Ҫавӑнпа святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсене «Турӑ ачисем» пулма ывӑллӑха илнине пӗлеҫҫӗ (Рим 3:23, 24; 5:1; 8:15—17).

4, 5. Туррӑн «ӗҫсене тумалли йӗркен» иккӗмӗш тапхӑрӗ мӗн вӑл?

4 Иккӗмӗш тапхӑр Христосӑн Мессианла Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнакансене хатӗрлет. «Имсӗр-сумсӑр ҫын» Райра пурӑнакансен пӗрремӗш ушкӑнӗ пулӗ (Ӳлӗм. 7:9, 13—​17; 21:1—5). Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ миллиард-миллиард ҫын вӗсемпе пӗрлешӗ (Ӳлӗм. 20:12, 13). Ун чухне пирӗн хушӑра пӗрлӗх пулнине кӑтартма мӗн тери нумай май пулӗ! Пин ҫул вӗҫнелле «мӗн пуррине... ҫӗр ҫинчине» юлашки хут тӗрӗслӗҫ. Шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ ҫынсене вара ҫӗр ҫинче «Турӑ ачисем» пулма ывӑллӑха илӗҫ (Рим 8:21; Ӳлӗм. 20:7, 8).

5 Туррӑн ӗҫсене тумалли йӗркен икӗ тапхӑрӗ — пӗлӗтрисене те, ҫӗр ҫинчисене те хатӗрлесси — пирӗн вӑхӑтра пулса пырать. Апла пулсан, Туррӑн «ӗҫсене тумалли йӗркере» пирӗнтен кашнийӗ хӑй енчен мӗн тума пултарать?

«ТУРӐ СЫВЛӐШӖ ПАНӐ ПӖРЛӖХЕ УПРАСА ПУРӐНМА ТӐРӐШӐР»

6. Христиансен пӗрле пуҫтарӑнмаллине Ҫыру мӗнле кӑтартса парать?

6 Ҫырура христиансен пӗрле пуҫтарӑнмалла тесе каланӑ (1 Кор. 14:23; Евр. 10:24, 25). Ҫакӑ вӑл ҫынсем пасара кайнӑ пек е стадиона пухӑннӑ пек, пуҫтарӑнса пӗрле вӑхӑта ирттересси кӑна мар. Чӑн-чӑн пӗрлӗх вӑл ҫавна ҫеҫ пӗлтермест. Иегова пире мӗне вӗрентнине тытса тӑрсан кӑна тата Туррӑн святой сывлӑшне хамӑра витӗм кӳме парса лайӑхланса пыратпӑр пулсан ҫеҫ, пирӗн хушӑра пӗрлӗх пулма пуҫлӗ.

7. «Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» тени мӗне пӗлтерет?

7 Христосӑн тӳлесе илмелли парни урлӑ Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнисене хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурса, ытти сурӑхсене хӑйӗн тусӗсем вырӑнне хурса тӳрре кӑларнӑ. Анчах та ҫак тӗнчере пурӑннӑ чухне вӗсем хушшинче харкашусем пулаҫҫех (Рим 5:9; Иак. 2:23). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Библи пире пӗр-пӗринпе «килӗштерсе... пурӑнма тӑрӑшӑр» тесе канаш парать. Пӗрле ӗненекенсемпе пирӗн хушӑра пӗрлӗх пултӑр тесен мӗн тумалла? Пирӗн тата ытларах «йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ» пулма вӗренмелле. Павел сӑмахӗсем пире «килӗштерсе, [«Турӑ Сывлӑшӗ панӑ», ҪХ] пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» тесе те хавхалантараҫҫӗ. (Эфес 4:1—3 вуласа пар.) Ҫак канаша тытса пырас тесен Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнине пӑхӑнмалла та ӑна хамӑрта хӑйӗн ҫимӗҫне туса кӑларма май памалла. Сывлӑш ҫимӗҫӗ пире хамӑрпа ыттисем хушшинчи хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать, ӳт ӗҫӗсене илес пулсан, вӗсем ҫав хутшӑнусене яланах аркатаҫҫӗ.

8. Ӳт ӗҫӗсем мӗнле уйӑрса яраҫҫӗ?

8 «Ӳт ӗҫӗсем» пӗрлӗхе мӗнле аркатнине асӑрхӑр-ха. (Галати 5:19—21 вуласа пар.) Ясар, е аскӑн, ӗҫ туни ҫынна Иеговӑран тата пухуран уйӑрать, мӑшӑра улталани ачасене ашшӗ-амӑшӗнчен тата айӑпсӑр мӑшӑра хӑйӗн упӑшкинчен е арӑмӗнчен уйӑрма пултарать. Ирсӗрленни, е тасамарлӑх, ҫыннӑн Турӑпа, ӑна юратакансемпе хӑй хушшинчи пӗрлӗхӗ ҫине витӗм кӳрет. Икӗ япалана клейпа ҫыпӑҫтарса пӑхнӑ ҫын, вӗсем лайӑх ҫыпӑҫса ларччӑр тесен, вӗсен ҫийӗ таса пулмаллине пӗлет. Намӑссӑрланни, е чӑрсӑр хӑтланни, Туррӑн тӳрӗ саккунӗсене ним вырӑнне те хуманнине кӑтартать. Ӳт ӗҫӗсем пурте ҫынна ытти ҫынсенчен тата Турӑран уйӑрса яраҫҫӗ. Ҫав ӗҫсене Иегова кураймасть.

9. Эпир «килӗштерсе, Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе упраса пурӑнма» тӑрӑшнипе тӑрӑшманнине мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пулать?

9 Ҫавӑнпа та пирӗн кашнин хамӑртан ҫакӑн пек ыйтмалла: «Эпӗ „килӗштерсе, Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе упраса пурӑнма“ мӗн таран тӑрӑшатӑп? Ыттисемпе мӗнле те пулин йывӑрлӑх сиксе тухсан, эпӗ хама мӗнле тытатӑп? Эпӗ ҫавӑн ҫинчен хамӑн туссене, вӗсене хам майлӑ ҫавӑрас тесе, каласа ҫӳретӗп-и? Пӑсӑлнӑ хутшӑнусене майлаштарма вӑй хурас вырӑнне эпӗ старейшинӑсем ҫав ыйтӑва татса парасса кӗтетӗп-и? Кам та пулин мана кӳреннине пӗлтӗм пулсан, ҫав ыйтӑва унпа сӳтсе явас мар тесе унран пӑрӑнса ҫӳретӗп-и?» Ҫак ӗҫсем эпир Иеговӑн тӗллевӗпе — пурне те Христос урлӑ пуҫтарассипе — килӗшӳллӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ-и?

10, 11. а) Пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнни мӗн таран кирлӗ? ӑ) Килӗштерсе пурӑнас тата Иегова пире пиллетӗр тесен пирӗн мӗн тумалла?

10 Иисус каланӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр. Хӑвпа тупӑшаканпа хӑвӑртрах... килӗштер» (Матф. 5:23—25). Иаков ҫырнӑ: «Килӗштерсе пурӑнакансем акакан вӑрлӑхран тӗнчере тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ ӳсет» (Иак. 3:17, 18). Ҫавӑнпа та ыттисемпе килӗштерсе пурӑнмасӑр эпир тӳрӗ ҫынсен шутӗнче тӑрса юлаймӑпӑр.

11 Ҫавна ҫакӑн пек тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать. Вӑрҫӑсем сиен кӳнӗ хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫынсем ҫӗр айӗнче тӑрса юлнӑ минӑсенчен хӑраман пулсан, акса-туса илекен ҫӗр лаптӑкӗсем 35 процент ытларах пулнӑ пулӗччӗҫ тесе палӑртаҫҫӗ экспертсем. Мина сирпӗннӗ хыҫҫӑн хресченсем ҫӗрӗсемпе усӑ курма пӑрахаҫҫӗ те ялсенче вара пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илмелли ӗҫ юлмасть, ҫавна пула хуласем те апат-ҫимӗҫсӗр тӑрса юлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн характерӑн хӑш-пӗр енӗсене пула пирӗнпе тӑвансем хушшинчи мирлӗ хутшӑнусем арканса пыраҫҫӗ пулсан, пире хамӑрта христианла лайӑх енсене аталантарма йывӑртарах пулать. Анчах та ыттисене ҫийӗнчех каҫарни тата вӗсемшӗн тӑрӑшни пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май парать, ҫакӑншӑн вара Иегова пиллесе тӑрӗ.

12. Пӗрлӗхе упраса хӑварма пире старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

12 Ҫавӑн пекех пӗрлӗхе упраса хӑварма старейшинӑсем чӑннипех пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсене пире ӗненӳре пӗрлӗх пултӑр тесе панӑ (Эф. 4:8, 13). Старейшинӑсем пирӗнпе пӗрле сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑ чухне тата Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх канашсем панӑ чухне вӗсем пире ҫӗнӗ этем пулса пыма пулӑшаҫҫӗ (Эф. 4:22—24). Вӗсем паракан канашсенче эсир Иегова сире хӑйӗн Ывӑлӗ ертсе пынӑ чухнехи ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрлеме тӑрӑшнине куратӑр-и? Старейшинӑсем, эсир те ыттисене ҫав тӗллевпех тӳрлетме тӑрӑшатӑр-и? (Гал. 6:1.)

«ПӖР-ПӖРИНШӖН ЫРӐ ПУЛӐР»

13. Эфес 4:25—32-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи канаша тытса тӑманни мӗн патне илсе ҫитерет?

13 Эфес 4:25—29-мӗш сӑвӑ йӗркисенче пирӗн мӗнрен уйрӑмах пӑрӑнмаллине каласа тухнӑ. Ҫавсем шутне суйни, ҫилленни, кахалланни, ырӑ сӑмахсем калас вырӑнне юрӑхсӑр сӑмахсем калани кӗрет. Ҫакӑн пек асӑрхаттарса каланисене итлемен ҫынсем Туррӑн сывлӑшне хурлантараҫҫӗ, мӗншӗн тесен святой сывлӑш ҫынсене пӗрлештерет (Эф. 4:30). Килӗштерсе пурӑнас тата пирӗн хушӑра пӗрлӗх пултӑр тесен Павел малалла мӗн каланине те туса тӑмалла. Вӑл ҫырнӑ: «Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сирӗнтен аякра тӑтӑр; пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр» (Эф. 4:31, 32).

14. а) «Ырӑ пулӑр» тени мӗне пӗлтерет? ӑ) Пире ырӑ пулма мӗн пулӑшӗ?

14 «Ырӑ пулӑр» тени вӑл эпир хамӑра яланах ыррӑн тытма пултарайманнине тата ырӑ пулас енчен пирӗн лайӑхланса пымаллине пӗлтерет. Хамӑрӑн туйӑмсем ҫинчен шутлассинчен маларах ыттисенни ҫинчен шутлама вӗренни мӗн тери кирлӗ! (Флп. 2:4.) Эпир калас текен сӑмахсем ыттисене култарма пултарӗҫ е, тен, пире ӑслӑ ҫынсем пек кӑтартӗҫ, анчах та вӗсем ырӑ сӑмахсем пулӗҫ-ши? Пирӗн сӑмахсем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен эпир малтанах шутлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире вӗсемпе ырӑ пулма пулӑшӗ.

ҪЕМЬЕРЕ ЮРАТМА ТАТА ХИСЕПЛЕМЕ ВӖРЕНӖР

15. Эфес 5:28-мӗшӗнчи Павел сӑмахӗсем Иисуспа пуху хушшинчи хутшӑнусен хӑш енӗ ҫине тимлеттереҫҫӗ?

15 Христоспа пуху хушшинчи хутшӑнусене Библи упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи хутшӑнусемпе танлаштарать. Ҫавӑн пек танлаштарни упӑшкине ҫемьене мӗнле ертсе пымаллине, юратмаллине тата уншӑн мӗнле тӑрӑшмаллине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех арӑмсене те Христос тӗслӗхӗ упӑшкисене мӗнле пӑхӑнса пурӑнмаллине ӑнланма пулӑшать (Эф. 5:22—33). Павел «упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать» тесе ҫырнӑ чухне упӑшкисен камран тӗслӗх илмелле тесе каласшӑн пулнӑ? (Эф. 5:28.) Вӑл маларах каланӑ сӑмахсенче «Христос та ӗненекенсене... юратнӑ, вӗсене шыва кӗртсе, каламалли сӑмаха каласа тасатнипе... Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ» тесе палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та упӑшкин, Иегова пурне те Христос урлӑ пӗрлештерме шутласа хунипе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен, хӑйӗн ҫемйинчисене кашнине Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла.

16. Ашшӗ-амӑшӗ Иегова панӑ яваплӑха пурнӑҫлани мӗн парӗ?

16 Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсене ачисене пӑхса ӳстерме Иегова хушнине манмалла мар. Шел пулин те, хальхи тӗнчере чылӑй ҫын пӗр-пӗрне «килӗштереймест», урӑхла каласан, вӗсен пӗр-пӗрин патне тӑванлӑх туйӑмӗ ҫук (2 Тим. 3:1, 3). Ашшӗсем нумайӑшӗ хӑйсен яваплӑхне туса тӑмаҫҫӗ, ҫавна пула ачисем нумай хӗн кураҫҫӗ. Ҫавӑн пирки Павел ашшӗсене христиансене ҫапла хавхалантарнӑ: «Ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр» (Эф. 6:4). Ҫемьере мар-и-ха ачасем юрату тата влаҫа хисеплесси мӗн иккенне чи малтан вӗренме пуҫлаҫҫӗ! Ашшӗ-амӑшӗсем, ачисене ҫав лайӑх енсене кӑтартма вӗрентекенсем, Иеговӑн «ӗҫсене туса тӑмалли йӗркипе» килӗшӳллӗ ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Пирӗн килте юрату хуҫаланать пулсан, ҫилленесси, хаярлӑх тата хӑртакан сӑмахсем валли вырӑн ҫук пулсан, пирӗн ачасем мӗнле юратмаллине тата влаҫа мӗнле хисеплемеллине вӗренеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма хатӗрлӗ.

17. Шуйттана хирӗҫ тӑмашкӑн пирӗн мӗн тумалла?

17 Пирӗн ҫакна ӑнланмалла: Шуйттан — Туррӑн ҫемйинчи мире аркатакансенчен пӗрремӗшӗ — пире Туррӑн ирӗкне туса тӑма ҫине тӑрсах чӑрмантарӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫынсем хӑйсен мӑшӑрӗсенчен уйрӑлнипе, ҫырӑнмасӑрах пӗрле пурӑннипе тата гомосексуалистсем мӑшӑрланни вӑл нимех те мар тенипе Сатана вӗсене мӗн тутарас тенине туса тӑраҫҫӗ. Эпир хальхи тӗнчере ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнӑ пек тытмастпӑр, вӗсем мӗнле шухӑшланӑ пек шухӑшламастпӑр. Эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр (Эф. 4:17—21). Ҫавӑнпа Турӑ Сӑмахӗ пире Шуйттанпа унӑн демонӗсене ӑнӑҫлӑ хирӗҫ тӑмашкӑн «Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр» тесе хавхалантарать. (Эфес 6:10 —13 вуласа пар.)

«ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТСА ПУРӐНӐР»

18. Хамӑр хушӑри христианла пӗрлӗхе упраса хӑварас тетпӗр пулсан, мӗн тӗп вырӑнта пулмалла?

18 Хамӑр хушӑри христианла пӗрлӗхе упраса хӑварас тетпӗр пулсан, тӗп вырӑнта юрату пулмалла. Пирӗн чӗресем «пӗр Ҫӳлхуҫана», «пӗр Турра» тата пӗр-пӗрне юратнипе тулнӑ, ҫавӑнпа та эпир «килӗштерсе, [«Турӑ Сывлӑшӗ панӑ», ҪХ] пӗрлӗхе упраса пурӑнма» ҫирӗп шухӑш тытнӑ (Эф. 4:2—6). Иисус кӗлтунӑ чухне ҫавӑн пек юрату ҫинчен каланӑ: «Вӗсемшӗн анчах йӑлӑнмастӑп, вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекенсемшӗн те йӑлӑнатӑп, пурте пӗр пулччӑр: эй Аттем! Эсӗ — Ман ӑшӑмра, Эпӗ Сан ӑшӑнта пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗн ӑшра пӗр пулччӑр... Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп» (Иоан. 17:20, 21, 26).

19. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

19 Хамӑр ҫитменлӗхсене пула пирӗн ӑшра кӗрешӳ пырать пулсан, юрату пире, псалом юрлакан кӗлтунӑ пек, кӗлтума хавхалантармалла: «Чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет» (Пс. 85:11). Шуйттан пире юратакан ҫӳлти Аттерен тата вӑл кама ырлать, ҫавсенчен уйӑрма хӑтланнӑ чухне пирӗн ӑна хирӗҫ тӑма ҫирӗп шут тытмалла. Ҫемьере те, сӑваплӑ ӗҫре те, пухура та: «Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке; пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр»,— тесе чӗнсе каланине тытса тӑма тӑрӑшӑр (Эф. 5:1, 2).

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]