Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Манӑн камран сехӗрленес?»

«Манӑн камран сехӗрленес?»

«Мана хирӗҫ вӑрҫӑ хускалсассӑн та пӗрех шанса тӑрӑп» (ПС. 26:3).

1. 26-мӗш Псалом пире мӗнле ыйтусем ҫине хурав пама пулӑшӗ?

 ТӖНЧЕРИ лару-тӑру япӑхланса пынине пӑхмасӑрах, ырӑ хыпар каласа ҫӳрес ӗҫ мӗншӗн сарӑлсах пырать? Тӗнчери экономика пӑтранса тӑнӑ вӑхӑтра та мӗншӗн эпир ырӑ хыпар сарма савӑнсах вӑхӑт уйӑрма та, вӑй хума та хатӗр? Нумайӑшӗ малашне мӗн пулӗ-ши тесе хӑраса тӑнӑ чухне хӑюлӑха ҫухатас мар тесе мӗн тума пулать? Давид патшан 26-мӗш Псаломри Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ юрри пире ҫак ыйтусем ҫине хурав парать.

2. Сехӗрленсе ӳксен ҫынпа мӗн пулать, анчах та эпир мӗне шанма пултаратпӑр?

2 Ҫак псалома Давид ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫлать: «Ҫӳлхуҫа — манӑн ҫуттӑм, манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: манӑн камран хӑрас? Ҫӳлхуҫа — пурӑнӑҫӑмӑн тӗрекӗ: манӑн камран сехӗрленес?» (Пс. 26:1.) Хӑрани ҫынна хавшатма пултарать, сехӗрленсе ӳкни, е хытӑ хӑрани, вара пӗтӗмпех халран ярать. Анчах та Иеговӑран хӑракан хӑюллӑ пулӗ, сехӗрленсе ӳкмӗ (1 Петр 3:14). Иегова пирӗн тӗрек пулсан, эпир «усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӑпӑр» (Ытар. 1:33; 3:25). Мӗнле майпа ҫапла пулма пултарать?

«ҪӲЛХУҪА — МАНӐН ҪУТТӐМ, МАНӐН ҪӐЛӐНӐҪӐМ»

3. Иегова пирӗн ҫутӑ тенине мӗнле ӑнланмалла тата пирӗн хамӑр енчен мӗн тумалла?

3 Библире «Ҫӳлхуҫа — манӑн ҫуттӑм» тени Иегова пире чӑнлӑха вӗрентнине пӗлтерет (Пс. 26:1). Ҫутӑ пире ҫул ҫинчи хӑрушлӑха е чӑрмава курма пулӑшать, анчах та вӑл вӗсене пӗтермест. Хӑрушлӑха курсан пирӗн хамӑра тӗрӗс тытмалла. Ҫавӑн пекех Иегова пире тӗнчере пулса иртекен событисен пӗлтерӗшне уҫса парать. Вӑл пире ҫак тӗнчери хӑрушлӑхсем пирки асӑрхаттарать. Библи урлӑ вӑл пире яланах усӑ кӳрекен принципсем парать. Анчах та пирӗн хамӑр енчен мӗн вӗреннине пурнӑҫра тытса пымалла. Псалом юрлакан хӑйӗн пирки Туррӑн ӳкӗчӗсем мана хамӑн тӑшмансенчен те, хама вӗрентекенсенчен те ӑслӑрах турӗҫ тенӗ (Пс. 118:98, 99, 130). Туррӑн принципӗсене пурнӑҫра тытса тӑнипе эпир те чӑн-чӑн ӑслӑлӑх илме пултаратпӑр.

4. а) Мӗншӗн Давид ҫирӗппӗн «Ҫӳлхуҫа... манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм» тесе калама пултарнӑ? ӑ) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн хӑҫан ҫӑлӑнӑҫ пулса тӑрӗ?

4 Псалом 26:1-мӗшӗнчи Давидӑн сӑмахӗсем вӑл хӑйне Иегова унччен мӗнле ҫӑлнине асра тытнине кӑтартаҫҫӗ. Сӑмахран, Иегова ӑна «арӑсланпа упаран хӑтарнӑ». Ҫавӑн пекех вӑл ӑна Голиаф улӑпа ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Каярахпа, Саул патша Давида сӑнӑпа пӑталаса лартма хӑтланнӑ, анчах та Иегова ӑна кашнинчех ҫӑлнӑ (1 Патш. 17:37, 49, 50; 18:11, 12; 19:10). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид ҫирӗппӗн ҫапла калама пултарнӑ: «Ҫӳлхуҫа... манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм»! Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Давида ҫӑлнӑ пекех ҫӑлӗ. Ҫавӑ хӑҫан пулӗ? Пулас «пысӑк асап» вӑхӑтӗнче (Ӳлӗм. 7:14; 2 Петр 2:9, 10).

ИЕГОВА ХӐВНА МӖНЛЕ ПУЛӐШНИНЕ АН МАН

5, 6. а) Асаилӳсем пире тата хӑюллӑрах пулма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? ӑ) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк пулӑшни сире мӗнле тӗреклӗлетет?

5 Псалом 26:2, 3-мӗш сӑвӑ йӗркисенче пире тата хӑюллӑрах пулма мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен вулатпӑр. (Вуласа пар.) Давид хӑйне Иегова хӑтарнӑ вӑхӑтсене аса илнӗ (1 Патш. 17:34—37). Ҫав асаилӳсем ӑна хӑюлӑх парса тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӑл тата пысӑкрах йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултарнӑ. Иегова сире унччен мӗнле пулӑшнине эсир астӑватӑр-и? Ҫав асаилӳсем сире хӑюлӑх парса тӑраҫҫӗ-и? Сӑмахран, хӑвӑра шутсӑр йывӑр килнӗ чухне эсир хӗрӳллӗн кӗлтусах тӑтӑр та Иегова сире ҫав йывӑрлӑха татса пама ӑслӑлӑхпа вӑй пани пулнӑ-и? Е сире сӑваплӑ ӗҫе савӑнса тума кансӗрлекен чӑрмавсем сирӗлни, е сӑваплӑ ӗҫе тумашкӑн сире «валли пысӑк алӑк, сарлака алӑк уҫӑлни» пулман-и? (1 Кор. 16:9.) Ҫав вӑхӑтсене аса илни сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Ҫав асаилӳсем сире Иегова тата пысӑкрах чӑрмавсене е инкексене ҫӗнтерме пулӑшасса шантармаҫҫӗ-и? (Рим 5:3—5.)

6 Пӗр-пӗр хӑватлӑ правительство Иегова Свидетелӗсен организацине пӗтерме шут тытрӗ пулсан, эпир мӗн тунӑ пулӑттӑмӑр? Хальхи вӑхӑтра нумай ҫын ҫавна тӑвасшӑн пулчӗ, анчах та вӗсен ӗҫӗ ӑнмарӗ. Эпир Иегова хӑйӗн халӑхне ӗлӗк мӗнле пулӑшнине асра тытатпӑр пулсан, ҫавӑ пире пуласлӑхра та тӳсӗмлӗ пулма хӑюлӑх парӗ (Дан. 3:98).

ТӖРӖС ПУҪҪАПАССИНЕ ХАКЛӐР

7, 8. а) Псалом 26:4-мӗш тӑрӑх, Давид Иеговӑран мӗн ыйтнӑ? ӑ) Иеговӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗ мӗн вӑл тата унӑн ӗҫлекенӗсем унта мӗнле пуҫҫапаҫҫӗ?

7 Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапнине юратни те пире хӑюллӑ пулма пулӑшать. (Псалом 26:4 вуласа пар.) Давид вӑхӑтӗнче сӑваплӑ чатӑр «Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ» шутланнӑ. Давид чаплӑ храм тума мӗн кирлине хатӗрленӗ, храмне вара каярахпа унӑн ывӑлӗ Соломон туса лартнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Иисус Иеговӑна юрӑхлӑ пуҫҫапасси Иегова пилленӗ мӗнле те пулин ҫурт-йӗрпе ҫыхӑнса тӑмӗ тенӗ (Иоанн 4:21—23). Павел апостол Еврейсем патне янӑ ҫырура, 8—10-мӗш сыпӑксенче, Туррӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗ пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта Иисус шыва кӗнӗренпе ӗҫлеме тытӑннӑ тесе палӑртнӑ. Ун чухне Иисус хӑйне Туррӑн ирӗкне тума панӑ (Евр. 10:10). Иегова туса лартнӑ ҫак аслӑ сӑнарлӑ храм пире Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненни урлӑ Турӑпа, ӑна юрӑхлӑ майпа, ҫывӑхланма май парать. Ҫав храмра эпир мӗнле пуҫҫапатпӑр? «Таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе» кӗлтунипе; хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн каланипе; ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пӗрле ӗненекенсемпе тимлӗ пулнипе, вӗсене пулӑшнипе тата хавхалантарнипе (Евр. 10:22—25). Турра тӗрӗс пуҫҫапма май пурришӗн пархатарлӑ пулни пире ҫак юлашки йывӑр кунсенче тӗреклентерет.

8 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пур ҫӗрте те сӑваплӑ ӗҫе нумайтарах тӑвас тесе ҫӗнӗ чӗлхесем вӗренеҫҫӗ тата Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайман вырӑнсене куҫса каяҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсемпе вӗсем Иеговӑран, псалом юрлакан пекех, пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтнине кӑтартаҫҫӗ: вӗсем Иеговӑн илемне, е ырӑлӑхне, курасшӑн тата кирек мӗн пулсан та сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнасшӑн. (Псалом 26:6 вуласа пар.)

ТУРӐ ПУЛӐШАССА ШАН

9, 10. Псалом 26:10 пире мӗн пирки шантарать?

9 Давид сӑмахӗсем Иегова пулӑшасса вӑл питӗ хытӑ шаннине кӑтартаҫҫӗ. Вӑл каланӑ: «Мана ӗнтӗ аттем те, аннем те пӑрахрӗ, анчах Ҫӳлхуҫамӑм хапӑл тӑвӗ мана» (Пс. 26:10). 1 Самуил 22-мӗш сыпӑкран эпир Давида ашшӗ-амӑшӗ пӑрахманнине куратпӑр. Анчах та хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ килти ҫынсем хаяррӑн хирӗҫ тӑнипе тӗл пулать. Ҫапах та пӗртӑванӗсем пӑрахнисенчен чылайӑшӗ христиансен ӑшӑ кӑмӑллӑ пухӑвӗнче пулӑшупа хӳтлӗх илнӗ.

10 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗртӑванӗсем пӑрахсан та пулӑшма хатӗр пулсан, вӑл вӗсене ытти пур йывӑрлӑхсенче те пулӑшмӗ-ши вара? Сӑмахран, хамӑр ҫемье валли пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ мӗнле ӗҫлесе илес-ши тесе шухӑшланӑ чухне Иегова пире пулӑшасси пирки иккӗленмелле-и? (Евр. 13:5, 6.) Вӑл хӑйӗн пур шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ мӗнле лару-тӑрура пулнине те, вӗсене мӗн кирлине те пӗлет.

11. Эпир Иеговӑна шанни ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

11 Либерире пурӑнакан Викторипе мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Библи вӗреннӗ май вӑл шыва кӗресси пирки шухӑшлама пуҫласан унпа пурӑнакан арҫын ӑна та, виҫӗ ачине те пӑрахса тухса кайнӑ. Унӑн пурӑнмалли вырӑн та, ӗҫ те пулман, апла пулин те Виктори Библи вӗренме пӑрахман, каярахпа вӑл шыва кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн, пӗррехинче, Викторин 13 ҫулхи хӗрӗ укҫа енчӗкӗ тупнӑ, унта туп-тулли укҫа пулнӑ. Ҫын япалине илес шухӑш ан илӗрттӗр тесе вӗсем унти укҫана шутласа пӑхас та темен. Вӗсем тӳрех хӑйсем мӗн тупни ҫинчен салтака, укҫа енчӗкӗн хуҫине, пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене пур ҫын та Иегова Свидетелӗсем пек суйман-улталаман пулнӑ пулсан, тӗнчере пурӑнма чылай лайӑхрах, канӑҫлӑрах пулнӑ пулӗччӗ тенӗ. Виктори ӑна Библи тӑрӑх Иегова ҫӗнӗ тӗнче тума сӑмах пани ҫинчен каласа панӑ. Викторин ӗненӗвӗпе тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен тӗлӗннӗрен, салтак ҫав тупнӑ укҫан сахал мар пайне Виторие панӑ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшма пултарнине ҫирӗп ӗненнӗрен Иегова Свидетелӗсем суймасӑр-улталамасӑр пурӑнакан ҫынсен ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

12. Укҫа-тенкӗ ҫитсе кайманнине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахманнипе эпир мӗн кӑтартатпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Томаспа, Сьерра-Леонӑри шыва кӗмен хыпарҫӑпа, акӑ мӗн пулса тухнӑ. Вӑл вӑтам шкулта учитель пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах та унӑн докуменчӗсене ҫителӗклӗ таран хатӗрлесе ҫитермен пирки вӑл пӗр ҫулталӑка яхӑн ӗҫ укҫи илеймен. Ӗҫ укҫи илес тесен Томасӑн мӗн тумалла пулнӑ? Шкул администрацийӗнчи ҫынпа, священникпа, калаҫмалла пулнӑ. Священник Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненни шкул правилисемпе килӗшсе тӑмасть тесе ӑнлантарнӑ. Вӑл Томаса, ӗҫсӗр тӑрса юлас мар тетӗн пулсан, Иегова Свидетелӗ пулма пӑрахмалла тенӗ. Ҫулталӑк ӗҫленӗшӗн укҫа илеймесӗрех шкулран тухса кайсан Томас тепӗр ӗҫ тупнӑ. Халӗ вӑл радиоприемниксемпе мобильнӑй телефонсем юсать. Ҫак тата ытти тӗслӗхсем пире ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлассинчен хӑрани ҫынсене аптратса пӑрахать, хуйха ӳкерет, анчах пурне те Пултаракана тата хӑйӗн халӑхне Хӳтӗлекене шанакансен ҫавӑн пек хӑрасси ҫук.

13. Чухӑн ҫӗршывсенче ырӑ хыпар сарас енчен ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ?

13 Чухӑн ҫӗршывсенче пурӑнакан тӑвансем ырӑ хыпар сарас ӗҫе питӗ хастарлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн? Пӗр филиалтан илнӗ ҫырура ҫапла каланӑ: «Библи вӗренме килӗшекенсенчен нумайӑшӗн ӗҫ ҫук, ҫавӑнпа вӗсен кӑнтӑрла вӗренме те вӑхӑт пур. Хыпарҫӑсен те ырӑ хыпар калама вӑхӑт ытларах. Ҫынсене, уйрӑмах чухӑн районсенче пурӑнакансене, эпир юлашки кунсенче пурӑннине ӑнлантарса пама та кирлӗ мар; вӗсем ҫавна хӑйсен тавра кураҫҫӗ». Миссионер, пӗр ҫӗршывра — унта кашни хыпарҫӑ вӑтамран виҫӗ Библи вӗрентӗвӗ ирттерет — 12 ҫул сӑваплӑ ӗҫ туса тӑраканскер, ҫырать: «Нумай хыпарҫӑ ансат пурнӑҫпа пурӑннӑран сӑваплӑ ӗҫе тума кансӗрлекен чӑрмавсем вӗсен сахал тата ялан тенӗ пекех вӗсен ырӑ хыпар сарма, Библи вӗрентӗвӗсем ирттерме вӑхӑт нумайрах».

14. Иегова имсӗр-сумсӑр ҫынна мӗнле майпа ҫӑлса хӑварӗ?

14 Иегова хӑйӗн халӑхне, пӗтӗмӗшпе илсен, пулӑшма, хӳтӗлеме тата ҫӑлма сӑмах панӑ, эпир вара ҫавна шанса тӑратпӑр (Пс. 36:28; 90:1—3). «Пысӑк асапа» пурӑнса ирттерекен имсӗр-сумсӑр ҫын чӑнах та питӗ нумай пулмалла (Ӳлӗм. 7:9, 14). Апла пулсан, Иегова ҫак юлашки кунсенче имсӗр-сумсӑр ҫынна, вӗсене пурне те, пӗтерме памӗ. Вӗсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене сыхласа хӑварма мӗн кирлине пурне те парӗҫ. Пысӑк асапӑн юлашки тапхӑрӗнче Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑлӗ.

«ХӐВӐН ҪУЛУПА ПЫМА ВӖРЕНТ МАНА»

15, 16. Турӑ вӗрентнине тимлени пире мӗнле усӑ парать? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Хӑюллӑ тӑрса юлас тесен пире Турӑ вӗрентсе тӑни кирлӗ. Ҫакӑ Давид каланӑ кӗлӗрен курӑнать: «Эй Ҫӳлхуҫа, тӑшманӑмсене кура Хӑвӑн ҫулупа пыма вӗрент мана, тӳрӗ сукмакпа илсе кай мана» (Пс. 26:11). Ҫак кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен Библире мӗн каланине тата Иегова организацийӗ урлӑ илекен хушусене тимлемелле те вӗсене тӳрех тытса пыма пуҫламалла. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем пурнӑҫа ансатлатма хушакан ӑслӑ канаша тытса пыма пуҫланӑ. Вӗсем хӑйсен парӑмӗсене парса татнӑ та кирлех мар япалисене сутса янӑ. Ҫакӑ вара вӗсене юлашки экономика кризисӗ пуҫлансан пулӑшнӑ. Халӗ вара вӗсем кирлех мар япаласем туянма пултарайманран, ҫавна пула ытлашши чӑрманса пурӑнма кирлӗ мар пулнӑран, вӗсен сӑваплӑ ӗҫе тума ытларах май пур. Пирӗн кашнин хӑйӗнчен ҫапла ыйтмалла: «Библире тата шанчӑклӑ та ӑслӑ чура паракан публикацисенче мӗн вуланине — ҫавна туса тӑма ҫӑмӑл мар чухне те — эпӗ тӳрех тытса пыма пуҫлатӑп-и?» (Матф. 24:45.)

16 Эпир Иеговӑна хамӑра вӗрентме тата тӳрӗлӗх сукмакӗпе илсе кайма паратпӑр пулсан, хӑрама пирӗн нимӗнле сӑлтав та пулмӗ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пӗр тулли пионер хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма май паракан ӗҫе вырнаҫасшӑн пулнӑ. Анчах та менеджер ӑна университет дипломӗсӗр ҫак ӗҫе нихӑҫан та вырнаҫаймӑн тесе каланӑ. Сирӗнпе ҫавӑн пек пулса тухрӗ пулсан, эсир аслӑ пӗлӳ илес вырӑнне сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвассине суйласа илнишӗн ӳкӗннӗ пулӑттӑрччӗ-ши? Тепӗр икӗ эрнерен ҫав менеджера ӗҫрен кӑларса янӑ, тепӗр менеджер вара арҫын тӑванран малалла мӗн тума шутлатӑн тесе ыйтнӑ. Лешӗ тӳрех ӑна эпир арӑмпа иксӗмӗр те Иегова Свидетелӗсен сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑваканӗсем тата малалла та ҫав ӗҫе туса тӑрасшӑн тесе хуравланӑ. Арҫын тӑван мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен менеджер савӑнӑҫлӑн каланӑ: «Сирӗнте темӗнле хӑйне евӗрлӗх пуррине эпӗ туйсах тӑтӑм! Манӑн атте вилес умӗн ун патне сирӗннисем иккӗн кашни кун килетчӗҫ те Библи вуласа паратчӗҫ. Эпӗ вара Иегова Свидетелӗсенчен хӑшне те пулин пулӑшма май пулсанах пулӑшӑп тесе сӑмах патӑм». Тепӗр ирхине пирӗн арҫын тӑван малтанхи менеджер парасшӑн пулман ӗҫе вырнаҫнӑ. Чӑнах та, пурнӑҫра Патшалӑх интересӗсене мала хурсан, Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерӗп тесе сӑмах панине пурнӑҫласа тӑрать (Матф. 6:33).

ӖНЕНӲПЕ ШАНЧӐК КИРЛӖ

17. Пуласлӑх ҫине ним хӑрамасӑр пӑхма пире мӗн пулӑшӗ?

17 Давидӑн псаломӗнче малалла ӗненӳпе шанчӑк кирлине палӑртнӑ: «Эпӗ вара чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхне курасса шанатӑп [«ӗненетӗп», ҪТ]» (Пс. 26:13). Чӑннипе вара, Турӑ пире шанчӑк паман пулсан тата 26-мӗш Псаломра мӗн каланине эпир хакламан пулсан, пирӗнпе мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши! Ҫавӑнпа та, Армагеддон патне ҫывхарса пынӑ май, Турӑ пире вӑй, ҫӑлӑнӑҫ патӑр тесе малалла та ӗненсе кӗлтӑвар! (Псалом 26:14 вуласа пар.)

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]