Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сатанана хирӗҫ тӑрӑр тата унӑн танатисенчен сыхланӑр!

Сатанана хирӗҫ тӑрӑр тата унӑн танатисенчен сыхланӑр!

«Шуйттанӑн чеелӗхне» хирӗҫ тӑрӑр (ЭФ. 6:11).

1, 2. а) Мӗншӗн Сатана святой сывлӑшпа суйласа лартнисене тата «урӑх сурӑхсене» хӗрхенмест? ӑ) Ку статьяра Сатанан мӗнле танатисене пӑхса тухӑпӑр?

 САТАНА ШУЙТТАН ҫынсене, уйрӑмах Иеговӑшӑн ӗҫлекенсене, пӗртте хӗрхенмест. Унсӑр пуҫне вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен ҫӗр ҫинче юлнисемпе ҫапӑҫать (Ӳлӗм. 12:17). Ҫав ҫирӗп тӑракан христиансем Патшалӑх ҫинчен вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ тата Сатана ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ пулнине ҫынсене кӑтартса параҫҫӗ. Шуйттан «урӑх сурӑхсене» те кураймасть; вӗсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пулӑшса тӑраҫҫӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пурӑнма шанаҫҫӗ — Сатанан вара унашкал шанчӑк ҫук (Иоанн 10:16). Ҫавӑнпа вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар! Эпир пӗлӗтре пурӑнма шанатпӑр-и е ҫӗр ҫинче-и, Сатана пурпӗр пире ырӑ сунмасть. Унӑн тӗллевӗ — пире ҫӑтса ярасси (1 Петр 5:8).

2 Ҫав тӗллеве пурнӑҫлас тесе Сатана тӗрлӗ танатасем лартса тухать. Вӑл ӗненменнисен «ӑсне... туйми тунӑ», ҫавӑнпа вӗсем ырӑ хыпара йышӑнмаҫҫӗ, унӑн танатисене курмаҫҫӗ. Анчах та ҫав танатасене Патшалӑх хыпарне йышӑннисенчен хӑш-пӗрисем те ҫакланаҫҫӗ (2 Кор. 4:3, 4). Унчченхи статьяра Сатанан виҫӗ танатине ҫакланас мар тесен пирӗн мӗн тумаллине кӑтартса панӑччӗ, ҫав танатасем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: 1) тытса чарайми чӗлхе, 2) хӑрани, ыттисем хӗсни тата 3) хамӑра ытлашши айӑплани. Халӗ вара тепӗр икӗ танатана ҫакланас мар тесен — пурлӑхшӑн ҫунассине тата мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ тӑвас илӗртӗве хирӗҫ тӑрас тесен — мӗн тумаллине пӑхса тухар.

ПУРЛӐХШӐН ҪУННИ — ПӐВСА ЛАРТАКАН ТАНАТА

3, 4. Ҫак тӗнче хуйхи-суйхи пурлӑхшӑн ҫунасси патне мӗнле илсе пыма пултарать?

3 Иисус хӑйӗн тӗслӗхӗсенчен пӗринче ҫумлӑ, е пиҫенлӗ, ҫӗре акнӑ вӑрлӑх ҫинчен каласа панӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫын сӑмаха илтме пултарать, «анчах та ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни сӑмаха хупласа илет те, сӑмах вара ҫимӗҫ кӳмест» (Матф. 13:22). Пурлӑхшӑн ҫунни — Сатана, пирӗн тӑшман, усӑ куракан танатасенчен пӗри.

4 Иисус хӑйӗн тӗслӗхӗнчен сӑмаха хупласа илекен икӗ фактора асӑннӑ. Пӗрремӗшӗ вӑл — «ҫак тӗнче хуйхи-суйхи». Ҫак «йывӑр саманара» пирӗн пӑшӑрханма сӑлтав нумай (2 Тим. 3:1). Япаласем хакланса пынӑран, ӗҫ тупма йывӑр пулнӑран хамӑра мӗн кирлине туянма ҫӑмӑлах мар пулса пырать. Эпир пуласлӑх пирки те пӑшӑрханса хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Пенсие тухсан пурӑнма укҫа-тенкӗ ҫитсе пырӗ-ши мана?» Ҫавнашкал пӑшӑрханнӑран хӑш-пӗрисем, укҫа-тенкӗ нумай пулсан, вӗсен мӗн кирли яланах пулӗ тесе шутласа, пуйма шут тытнӑ.

5. Пуяс текенсене пуянлӑх мӗнле улталама пултарать?

5 Иисус каланӑ иккӗмӗш фактор вӑл — «пуянлӑхпа улталанни». Ҫакӑ тӗнче хуйхи-суйхипе пӗрле сӑмаха хупласа илме пултарать. Библире «кӗмӗл хӳтти» пирки каланӑ, урӑхла сӑмахсемпе каласан, укҫа-тенкӗ хӳтлӗх парать тенӗ (Еккл. 7:12). Ҫапах та пуйма шутланине тӗрӗс тееймӗн. Чылайӑшӗ пуяс тесе мӗн чухлӗ ытларах тӑрӑшнӑ, ҫавӑн чухлӗ нумайрах пурлӑхшӑн ҫунас танатана ҫакланнине асӑрханӑ. Хӑш-пӗрисем пуянлӑх чурисемех пулса тӑнӑ (Матф. 6:24).

6, 7. а) Ӗҫре пурлӑхшӑн ҫунас танатана мӗнле ҫакланма пулать? ӑ) Ӗҫрен юлса ӗҫлеме сӗнсен, христианинӑн мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

6 Пуяс шухӑш ҫынна сисмелле мар ҫавӑрса илме пултарать. Сӑмахран, сирӗн пата ӗҫ хуҫи пырать те ҫапла калать тейӗпӗр: «Манӑн лайӑх хыпар пур! Компани пысӑк заказ илчӗ. Темиҫе уйӑх хушши ӗҫрен юлса ӗҫлеме тивет. Укҫа енчен сана кӳрентермӗпӗр». Ҫакӑн пек сӗнӳ ҫине эсир мӗнле пӑхнӑ пулӑттӑр? Паллах ӗнтӗ, ҫемьене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме кирлӗ, анчах та ҫакӑ сирӗн пӗртен-пӗр тивӗҫ мар (1 Тим. 5:8). Ытти япаласем ҫинчен те сирӗн шухӑшламалла. Мӗн вӑхӑт хушши ӗҫрен юлса ӗҫлемелле пулать? Ҫав ӗҫ Турӑшӑн ӗҫлеме, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма чӑрмантармӗ-и?

7 Йышӑну тунӑ чухне эсир мӗне чи кирли тесе шутлатӑр: ӗҫрен юлса ӗҫлени банка хывнӑ укҫан шутне ӳстернине-и е Иеговӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳнине-и? Нумайтарах укҫа ӗҫлесе илес тесе эсир Патшалӑх интересӗсене мала хума пӑрахмӑр-ши? Эсир Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри тата ҫемйӳ хушшинчи хутшӑнусене лайӑхлатас тесе тӑрӑшма пӑрахсан, пурлӑхшӑн ҫунни сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине ӑнланатӑр-и? Сирӗнпе халӗ ҫавӑн пекки пулса пырать пулсан, ҫирӗп тӑрас тата пӑвакан танатаран — пурлӑхшӑн ҫунассинчен — хӑтӑлас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? (1 Тимофей 6:9, 10 вуласа пар.)

8. Библири мӗнле тӗслӗх пире хамӑр мӗнле пурӑннине тӗрӗслесе пӑхма пулӑшать?

8 Пурлӑхшӑн ҫунас таната пире пӑвса ан ларттӑр тесен, пирӗн вӑхӑтран вӑхӑта хамӑр мӗнле пурӑннине тӗрӗслесе пӑхмалла. Эпир нихӑҫан та Иегова мӗн тума сӑмах панине ним вырӑнне те хуман Исав пек пуласшӑн мар! (Пулт. 25:34; Евр. 12:16.) Паллах ӗнтӗ, пирӗн пуян ҫын евӗрлӗ те пулмалла мар: пурлӑхне сутса чухӑнсене валеҫсе пама ыйтсан тата Иисус хыҫҫӑн пыма чӗнсен, вӑл «салхуланса пӑрӑнса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ» (Матф. 19:21, 22). Пуянлӑх танатине ҫакланнӑскер ҫав ҫын чаплӑ майпа усӑ курмасӑр юлнӑ — ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чи аслӑ ҫыннӑн вӗренекенӗ пулайман. Пирӗнпе ун пекки ан пултӑр тесен Иисус Христосӑн вӗренекенӗ пулма панӑ чыса пирӗн хакламалла.

9, 10. Пурлӑх ҫине епле пӑхмалли ҫинчен Библире мӗн каланине эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?

9 Пурлӑхшӑн ытлашши пӑшӑрханас мар тесен пирӗн Иисус ӳкӗтлесе каланине тимлемелле: «„Пирӗн мӗн ӗҫес?“ е „мӗн ҫиес?“, е „мӗн тӑхӑнас?“ тесе ан пӑшӑрханӑр — ҫакна пурне те суя тӗнлӗ ҫынсем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать» (Матф. 6:31, 32; Лука 21:34, 35).

10 Ултавлӑ пуянлӑхӑн танатине ҫакланас мар тетпӗр пулсан, пирӗн Агур пекех шухӑшламалла. Вӑл ҫырнӑ: «Чухӑнлӑх та, пуянлӑх та ан пар мана — паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар мана» (Ытар. 30:8). Агур укҫа-тенкӗ хӳтлӗх панине те, пуянлӑх улталама пултарнине те ӑнланнӑ. Ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене аркатма пултарнине эпир ӑнланатпӑр-и? Пурлӑхшӑн ытлашши пӑшӑрханатпӑр пулсан, хамӑр пурнӑҫра Патшалӑх интересӗсене мала хума пирӗн, тен, вӑхӑт та, вӑй та юлмӗ, кӑмӑл та пулмӗ. Ҫавӑнпа та Сатана лартса хунӑ пурлӑхшӑн ҫунас танатана ҫакланас мар тесе ҫирӗп шут тытӑр! (Еврейсем 13:5 вуласа пар.)

МӐШӐРА УЛТАЛАСА АСКӐН ӖҪ ТУНИ — ВӐРТТӐН АЛТСА ХУНӐ ШӐТӐК

11, 12. Христиансем ӗҫре мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ тӑвас танатана мӗнле ҫакланма пултараҫҫӗ?

11 Пысӑк чӗрчуна тытас текен сунарҫӑсем чӗрчунсем ҫӳрекен ҫул ҫине шӑтӑк алтса хураҫҫӗ. Шӑтӑк ан курӑнтӑр тесе ялан тенӗ пекех ӑна туратсемпе ҫӳхен витеҫҫӗ те ҫиелтен ҫӗр сапаҫҫӗ. Сатанан чи ӑнӑҫлӑ илӗртӗвӗсенчен пӗри ҫавнашкал таната евӗрлех. Ҫав таната вӑл — аскӑн ӗҫ (Ытар. 22:14; 23:27). Сахал мар христианин аскӑн ӗҫе ҫӑмӑллӑнах тума май паракан лару-тӑрӑва пулма панипе ҫав шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ. Авланнӑ е качча кайнӑ христиансенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен мӑшӑрӗсем пулман ҫынсем патне юратуллӑ, вырӑнсӑр, ытлашши ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнипе аскӑн ӗҫ тунӑ.

12 Ҫавӑн пек хутшӑнусем ӗҫре пуҫланса кайма пултараҫҫӗ. Пӗр тӗпчев кӑтартса панӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗсене улталанӑ хӗрарӑмсенчен ҫурри ытла тата арҫынсенчен виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗ пӗрле ӗҫлекенсемпе аскӑн ӗҫ тунӑ. Сирӗн, арҫынсен — хӗрарӑмсемпе, хӗрарӑмсен — арҫынсемпе ӗҫре калаҫма тивет-и? Ку ҫапла пулсан, сирӗн хушӑра мӗнле хутшӑнусем? Эсир ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки кӑна калаҫатӑр-и е калаҫӑва виҫерен тухса кайма паратӑр-и? Сӑмахран, пӗрле ӗҫлекен арҫынпа час-часах калаҫнӑ хыҫҫӑн христианкӑн ӑна хӑйӗнпе мӗн пулса иртнисене тата хӑйӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинчен те каласа парас килме пултарӗ. Е арҫын тӑван пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑмпа туслашса кайнӑ хыҫҫӑн ҫапла, тен, шухӑшлӗ: «Вӑл манӑн шухӑшсене хаклать, калаҫнӑ чухне мана тимлӗ итлет. Вӑл мана хисеплет. Эх, ман арӑм хӑйне манпа ҫавнашкал тытнӑ пулсанччӗ!» Ҫавнашкал лару-тӑрура христиансен мӑшӑрне улталаса аскӑн ӗҫ тӑвас хӑрушлӑх пысӑк пулнине куратӑр-и?

13. Пухура арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче вырӑнсӑр хутшӑнусем мӗнле пуҫланса кайма пултараҫҫӗ?

13 Арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче вырӑнсӑр хутшӑнусем пухура та пуҫланса кайма пултараҫҫӗ. Пурнӑҫра пулса иртнӗ пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Дэниелпа унӑн арӑмӗ Сара a тулли пионер пулса ӗҫленӗ. Дэниел, хӑй калашле, «тумастӑп тесе нихӑҫан та каламан старейшина» пулнӑ. Вӑл пухури кашни ӗҫе хапӑл туса йышӑннӑ. Вӑл пилӗк ҫамрӑк ҫынпа Библи вӗреннӗ — вӗсенчен виҫҫӗшӗ шыва кӗнӗ. Ҫав тин кӑна шыва кӗнӗ арҫын тӑвансене пулӑшсах тӑмалла пулнӑ. Дэниел теократи ӗҫӗсем пирки ерҫмен чухне вӗсене час-часах Сара пулӑшнӑ. Кӗҫех Дэниелпа унччен вӗреннӗ ҫынсене лӑплантармалла-йӑпатмалла пулнӑ чухне ҫавна Сара тума пуҫланӑ. Сарӑна хӑйне тимлӗх кирлӗ чухне Дэниелпа вӗреннисем унпа тимлӗ пулнӑ. Ҫавӑн пек лару-тӑру хӑрушӑ таната пек пулса тӑнӑ. «Нумай уйӑх хушши манӑн арӑм ыттисене пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйне пани унӑн кӑмӑл-туйӑмне те, Иеговӑпа ун хушшинчи хутшӑнусене те хавшатнӑ,— каланӑ Дэниел.— Ҫакӑ тата эпӗ те унпа тимлӗ пулманни инкек патне илсе ҫитерчӗ. Манӑн арӑм эпӗ унччен Библи вӗреннӗ арҫынсенчен пӗринпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ. Эпӗ шутсӑр ерҫӳсӗр пулнӑран Иеговӑпа унӑн хушшинчи хутшӑнусем начарланса пынине асӑрхаймарӑм та». Ҫавӑн пек инкек ан пултӑр тесен мӗн тумалла?

14, 15. Авланнӑ е качча кайнӑ христиансене мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ тӑвас танатана лекесрен сыхланма мӗн пулӑшӗ?

14 Мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ тӑвас танатана ҫакланас мар тесен мӑшӑрлӑ пурнӑҫра шанчӑклӑ пулни мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Иисус каланӑ: «Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матф. 19:6). Теократи ӗҫӗсем сирӗн мӑшӑртан кирлӗрех тесе нихӑҫан та ан шутлӑр. Унсӑр пуҫне эсир вӑхӑта час-часах мӑшӑрупа мар, хӑвӑр тӗллӗн кирлех мар ӗҫсене туса ирттеретӗр пулсан, ҫакӑ сирӗн хушӑри хутшӑнусем начарланса пынине кӑтартса парать, ҫавӑн пекех илӗртӳ патне тата йывӑр ҫылӑх тӑвасси патне те илсе ҫитерме пултарать.

15 Эсӗ старейшина пулсан, санӑн тивӗҫӳ — кӗтӗве пӑхасси. Петр апостол ҫырнӑ: «Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна» (1 Петр 5:2). Паллах ӗнтӗ, пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшмалла. Анчах та кӗтӳҫӗн тивӗҫне туса тӑрса упӑшкан тивӗҫӗсене тума манни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Пухури тӑвансене пулӑшса тӑни, ҫав вӑхӑтрах арӑмпа тимлӗ пулманни усӑсӑр кӑна мар, хӑрушӑ та пулнӑ пулӗччӗ. Дэниел калать: «Пухури ӗҫсене тума пӗтӗм вӑя парса хӑвӑн ҫемйӳне сиен кӳмелле ан пултӑр».

16, 17. а) Авланнӑ е качча кайнӑ христиансем хӑйсемпе пӗрле ӗҫлекенсене якӑлтатма парас мар тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ тӑвассинчен сыхланма пулӑшакан тӗслӗхсене пирӗн публикацисенчен илсе парӑр.

16 «Хурал башни» тата «Пробудитесь!» журналсенче авланнӑ е качча кайнӑ христиансене аскӑн ӗҫӗн танатине ҫакланасран сыхланма пулӑшас тесе пӗрре анчах мар канашсем панӑ. Сӑмахран, 2006 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналта ҫакӑн пек канаш пур: «Ӗҫре тата ытти вырӑнсенче ар ҫыхӑнӑвне кӗрессипе вӗҫленме пултаракан лару-тӑруран пӑрӑнӑр. Сӑмахран, арҫынпа хӗрарӑм иккӗшӗ кӑна ӗҫрен юлса ӗҫлени ҫылӑх тума май уҫса парать. Мӑшӑрланнӑ ҫыннӑн сӑмахӗсемпе те, ӗҫӗсемпе те никампа та ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма шутламаннине уҫҫӑн кӑтартмалла. Турра шанчӑклӑ ҫын, паллах, ыттисемпе якӑлтатса тӑмӗ е сӑпайсӑр ҫипуҫпа ҫӳренипе ыттисене хӑй ҫине пӑхтарасшӑн пулмӗ... Ӗҫ вырӑнӗнче мӑшӑрпа ачасен сӑнӳкерчӗкне курӑнмалли вырӑна лартсан, ҫакӑ пире те, ыттисене те, пирӗншӗн кам хаклӑ пулнине аса илтерсе тӑрӗ. Никама та хӑвӑрпа якӑлтатма ан парӑр, ҫавна тӳрех чарса лартӑр».

17 2009 ҫулхи апрельте тухнӑ «Пробудитесь!» журналти «Супружеская верность. Что это на самом деле?» статьяра хӑвӑн мӑшӑру пулман ҫынпа ар ҫыхӑнӑвне кӗресси ҫинчен шухӑшламалла та мар тенӗ. Статьяра ар ҫыхӑнӑвне кӗресси ҫинчен шухӑшлани мӑшӑрне улталаса аскӑн ӗҫ тӑвас хӑрушлӑх ҫыннӑн пысӑкрах пулма пултарать тесе палӑртнӑ (Иак. 1:14, 15). Эсир авланнӑ е качча кайнӑ пулсан, вӑхӑтран вӑхӑта ҫавӑн пек информацие мӑшӑрпа пӗрле сӳтсе явни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑл — Иегова хунӑ сӑваплӑ йӗрке. Мӑшӑрпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем ҫинчен калаҫма вӑхӑт уйӑрни вӑл — эсир сӑваплине хакланине кӑтартмалли чаплӑ май (Пулт. 2:21—24).

18, 19. а) Мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ туни мӗн патне илсе ҫитерет? ӑ) Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра шанчӑклӑ пулни мӗнле пиллӗхсем кӳрет?

18 Сирӗн ыттисемпе вырӑнсӑр, юратуллӑ хутшӑнусем аталанма тытӑннине эсир туйма пуҫларӑр пулсан, аскӑн ӗҫ туни тата мӑшӑра улталани мӗнле сиен кӳме пултарни ҫинчен шухӑшлӑр (Ытар. 7:22, 23; Гал. 6:7). Аскӑн ӗҫ тӑвакан Иеговӑна ҫиллентерет, ҫавӑн пекех хӑйӗнне те, мӑшӑрӗнне те чунне ыраттарать. (Малахия 2:13, 14 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та тасалӑхпа чыслӑха упракансем мӗнле пиллӗхсем илни ҫинчен шухӑшлӑр. Вӗсен ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑк пур кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсем халех чи лайӑх пурнӑҫпа, ҫав шутрах таса совесть пуррипе те, савӑнса пурӑнаҫҫӗ. (Ытарӑшсем 3:1, 2 вуласа пар.)

19 Псалом юрлакан юрланӑ: «Санӑн саккунна юратакансем питех те канӑҫлӑ, вӗсем такӑнас ҫук» (Пс. 118:165). Апла пулсан, чӑнлӑха юратӑр тата ҫак усал вӑхӑтра «хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр» (Эф. 5:15, 16). Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсене ярса тытас тесе Сатана нумай таната лартса тухнӑ. Анчах эпир хамӑра хӳтӗлеме пултаратпӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑмашкӑн тата «усалӑн хӗртсе яракан уххисене пурне те» сивӗтмешкӗн Иегова пире мӗн кирлине пурне те панӑ! (Эф. 6:11, 16.)

[Сноска]

a Ятсене улӑштарнӑ.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]