Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвӑра Патшалӑх гражданӗсем пек тытӑр!

Хӑвӑра Патшалӑх гражданӗсем пек тытӑр!

«Ырӑ Хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр» (ФЛП. 1:27).

1, 2. Павел Филиппӑри пухӑва панӑ канаш мӗншӗн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?

 ПАВЕЛ апостол Филиппӑри пухӑва «Ырӑ Хыпара тивӗҫлӗ пурӑнӑр» тесе чӗнсе каланӑ. (Филиппӑ 1:27 вуласа пар.) Павел усӑ курнӑ «пурӑнӑр» текен грек сӑмахне ҫавӑн пекех «хӑвӑра граждансем пек тытӑр» тесе те куҫарма пулать. Филиппӑри пухушӑн ҫак сӑмахсем уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Мӗншӗн? Филиппӑ хули Рим гражданлӑхне илнӗ ҫынсем пурӑнакан хуласен шутӗнче пулнӑ пулас. Филиппӑра тата империн ытти пайӗсенче пурӑнакан ҫынсем Рим гражданӗсем пулнипе мухтаннӑ, ҫавӑн пекех вӗсем Рим саккунӗсен хӳтлӗхӗнче пулнӑ.

2 Филиппӑ пухӑвӗнчи ҫынсен мухтанма тата витӗмлӗрех сӑлтав пулнӑ. Ҫав святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Павел ҫапла аса илтернӗ: «Пирӗн тӑван ҫӗр-шывӑмӑр [«гражданлӑх», ҪТ] вара — ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче» (Флп. 3:20, ҪХ). Вӗсем ҫынсем йӗркелесе янӑ пӗр-пӗр империйӗн гражданӗсем мар, Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем пулнӑ. Ҫакӑ вӗсене нимпе танлаштарайми хӳтлӗх, нумай пиллӗх панӑ (Эф. 2:19—22).

3. а) Кам Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗ пулма пултарать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Павел «хӑвӑра граждансем пек тытӑр» тесе чӗнсе калани пуринчен ытла пӗлӗтре Христоспа пӗрле патшара ларасскерсемпе ҫыхӑннӑ (Флп. 3:20). Анчах та ҫакӑ ҫӗр ҫинче Турӑ Патшалӑхне пӑхӑнса пурӑнас текен ҫынсемпе те ҫыхӑннӑ теме пулать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хӑйсене Турра халалланӑ христиансем пурте пӗр Патшашӑн, Иеговӑшӑн, ӗҫлеҫҫӗ тата вӗсен пӗрешкел нормӑсене тытса пурӑнмалла (Эф. 4:4—6). Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗр пуян ҫӗршывӑн гражданӗ пуласшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Апла пулсан, Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем пулма май пуррине пирӗн тата ытларах хакламалла мар-и-ха вара? Ҫавӑн пек чыс тунӑшӑн тата пархатарлӑрах пулас тесе мӗнле те пулин ҫӗршыв гражданӗ пулас тесен мӗн-мӗн тумаллипе Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем пулмашкӑн мӗн тумалли хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пуррине пӑхса тухар. Унтан эпир Турӑ Патшалӑхӗн гражданлӑхне малашне те тивӗҫлӗ пулас тесе пирӗн мӗнле виҫӗ япала тумаллине сӳтсе явӑпӑр.

ГРАЖДАНЛӐХ ИЛЕС ТЕСЕН МӖН-МӖН ТУМАЛЛА

4. Мӗн вӑл таса чӗлхе тата таса чӗлхепе «калаҫатпӑр» тени мӗне пӗлтерет?

4 Чӗлхе вӗренмелле. Хӑш-пӗр правительствӑсем хӑйсен гражданӗсем пулас текенсенчен ҫӗршывра калаҫакан тӗп чӗлхепе калаҫма ыйтаҫҫӗ. Гражданлӑх илнӗ хыҫҫӑн та ҫынсем ҫӗнӗ чӗлхепе лайӑхрах калаҫма вӗренес тесе нумай ҫул хушши тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем грамматикӑна хӑвӑрт вӗренсе ҫитме пултараҫҫӗ, анчах та сӑмахсене тӗрӗс калама вӗренмешкӗн вӗсене вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗ те хӑйӗн гражданӗсенчен ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме ыйтать. Ҫавна Библире «таса чӗлхе-ҫӑвар» тенӗ. (Софония 3:9 вуласа пар.) Кунта мӗнле чӗлхе ҫинчен сӑмах пырать? Ҫакӑ вӑл — Библире Турӑпа унӑн тӗллевӗсем ҫинчен калакан чӑнлӑх. Таса чӗлхепе «калаҫатпӑр» тени вӑл Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсене пӑхӑнса пурӑннине пӗлтерет. Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем Библири тӗп вӗрентӳсене хӑвӑрт пӗлсе ҫитсе шыва кӗме пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсен, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та, таса чӗлхепе лайӑхрах та лайӑхрах калаҫас тесе тӑрӑшмалла. Ҫавна вӗсем мӗнле тума пултараҫҫӗ? Пирӗнтен кашнин Библи принципӗсем ҫинчен мӗн пӗлнипе эпир хамӑра мӗнле тытни хушшинчи уйрӑмлӑха пӗчӗклетсех пымалла.

5. Иеговӑн организацийӗн историне мӗншӗн пирӗн нумайрах пӗлме тӑрӑшмалла?

5 Истори вӗренмелле. Пӗр-пӗр ҫӗршывӑн гражданӗ пулас текен ҫыннӑн хӑш-пӗр чухне ҫав ҫӗршывӑн историне пӗлмелле. Ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем пулас текенсен те ун ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшмалла. Авалхи Израильте ӗҫленӗ Корей ывӑлӗсен тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем Иерусалима, Турра пуҫҫапмалли вырӑна юратнӑ тата вӗсене хулан историне каласа кӑтартма килӗшнӗ. Вӗсене хулан тата пуҫҫапмалли вырӑнӑн чапӗпе илемӗнчен ытларах, вӗсен пӗлтерӗшӗ кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Иерусалим тӗрӗс пуҫҫапмалли тӗп вырӑн пулнӑран, вӑл Иеговӑн, «аслӑ Патшанӑн хули» пулнӑ. Шӑп ҫакӑнта ӗнтӗ Иеговӑн Саккунне вӗрентнӗ. Иерусалим Патши тытса тӑракан халӑха Иегова ырланӑ тата юратнӑ. (Псалом 47:2, 3, 10, 13, 14 вуласа пар.) Сирӗн, Корей ывӑлӗсем пекех, Иеговӑн ҫӗр ҫинчи организацийӗн историне вӗренес, ун ҫинчен ыттисене каласа парас кӑмӑл пур-и? Туррӑн организацийӗ ҫинчен тата Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Турӑ Патшалӑхӗ чӑнах та пуррине ӑнланса пыратӑр. Вара Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сирӗн сарас килсех тӑрӗ (Иер. 9:24; Лука 4:43).

6. Иегова пирӗнтен хӑйӗн саккунӗсемпе принципӗсене вӗренессе тата пӑхӑнса пурӑнасса кӗтни мӗншӗн тӗрӗс?

6 Саккунсене пӗлмелле. Ҫынсен правительствисем хӑйсен гражданӗсене ҫӗршывӑн саккунӗсене пӗлме тата пурнӑҫлама ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иегова та Патшалӑх гражданӗсенчен пуринчен те хӑйӗн саккунӗсемпе принципӗсене вӗренессе тата пӑхӑнса пурӑнасса кӗтни тӗрӗс (Ис. 2:3; Иоанн 15:10; 1 Иоанн 5:3). Ҫынсем кӑларнӑ саккунсенче час-часах ҫитменлӗхсем, тӗрӗсмарлӑхсем пулаҫҫӗ. Анчах та «Ҫӳлхуҫа саккунӗ пур тӗлӗшпе те паха» (Пс. 18:8). Эпир Библие кашни кунах вуласа тата Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсене вӗренсе савӑнатпӑр-и? (Пс. 1:1, 2.) Туррӑн саккунне пӗлмелли пӗр май вӑл — ӑна хамӑрӑн вӗренесси. Ҫавна пирӗншӗн никам та тума пултараймасть.

ПАТШАЛӐХ ГРАЖДАНӖСЕМ ТУРРӐН НОРМИСЕНЕ ЮРАТАҪҪӖ

7. Патшалӑх гражданӗсем ҫӳллӗ шайра тӑракан мӗнле нормӑсем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ?

7 Малашне те Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем пулас тесен, Туррӑн нормисене пӗлнисӗр пуҫне пирӗн вӗсене юратмалла та. Ҫынсен патшалӑхӗсен гражданӗсем нумайӑшӗ хӑйсем пурӑнакан ҫӗршывӑн саккунӗсемпе, нормисемпе килӗшетпӗр теҫҫӗ. Анчах та пӗр-пӗр хушӑва пурнӑҫласа тӑма меллӗ мар чухне тата хӑйсене никам та курман чухне вӗсем саккуна пӑсаҫҫӗ. Тӑтӑшах ҫавнашкал ҫынсем саккунсене «ҫынна юрасшӑн» кӑна пӑхӑнса тӑраҫҫӗ (Кол. 3:22). Патшалӑх гражданӗсем ҫӳллӗ шайра тӑракан нормӑсем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Эпир, хамӑра никам та курман чухне те, Туррӑн саккунӗсене савӑнсах пӑхӑнса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен ҫав саккунсене Паракана юрататпӑр (Ис. 33:22; Лука 10:27 вуласа пар).

8, 9. Эсир Туррӑн саккунӗсене чӑннипех юратнипе юратманнине мӗнле пӗлме пултаратӑр?

8 Эсир Туррӑн саккунӗсене чӑннипех юратнипе юратманнине мӗнле пӗлме пултаратӑр? Сирӗнпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки — калӑпӑр, сирӗн ҫипуҫ пирки — сире канаш пачӗҫ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнине тӗрӗслесе пӑхӑр. Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗ пулса тӑриччен сире, тен, тирпейсӗр е ыттисенче аскӑн шухӑшсем вӑратма пултаракан тумтир тӑхӑнса ҫӳреме килӗшнӗ. Турра юратасси ӳссе пынӑҫемӗн эсир тӑхӑнасса та ӑна чыс кӳрекен тумтир тӑхӑнса ҫӳреме вӗрентӗр (1 Тим. 2:9, 10; 1 Петр 3:3, 4). Тен, халӗ вара эсир хӑвӑр пирки сӑпайлӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳретӗп тесе шутлатӑр. Анчах та старейшина эсир тӑхӑнса ҫӳреме хӑнӑхнӑ тумтир пухури нумай хыпарҫӑна кӳрентерет терӗ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Эсир хӑвӑра тӳрре кӑларма, турткаланса тӑма е кутӑнлашма пуҫланӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Турӑ Патшалӑхӗн тӗп саккунӗ — унӑн пур гражданӗ те Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшать (1 Петр 2:21). Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен Павел апостол ҫырнӑ: «Пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫывӑх ҫыннӑмӑра ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн юраса пурӑнас пулать... Христос та Хӑйне юраса пурӑнман» (Рим 15:2, 3, ҪС). Пухура мир пултӑр тесе опытлӑ христианин ыттисен совеҫне канӑҫсӑрлатакан ӗҫсене тӑвассинчен пӑрӑнма хатӗр (Рим 14:19—21).

9 Тепӗр икӗ кирлӗ ыйту пӑхса тухӑпӑр: эпир ар ҫыхӑнӑвӗ тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнине. Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем маррисенчен хӑш-пӗрисем гомосексуализмра ним япӑххи те ҫук, порнографи сиен кӳмест теҫҫӗ, мӑшӑра улталани, хут уйӑрттарни кашнин хӑйӗн ӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Патшалӑхӑн гражданӗсем хӑйсен ӗҫӗсем мӗн патне илсе ҫитерме, ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшлама вӗреннӗ. Чӑнлӑха пӗличчен нумайӑшӗ аскӑн пурнӑҫпа пурӑннӑ, анчах та халӗ ҫав христиансем ар ҫыхӑнӑвӗпе мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Турӑ панӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Вӗсем Иеговӑн саккунӗсене юратаҫҫӗ тата ар ҫыхӑнӑвне кӗрсе аскӑнланса пурӑнакан ҫынсем Патшалӑх гражданӗсем пулма тивӗҫлӗ мар тенипе пӗтӗмпех килӗшеҫҫӗ (1 Кор. 6:9—11). Анчах та чӗре ултавлӑ пулнине христиансем ӑнланаҫҫӗ (Иер. 17:9). Ҫавӑнпа вӗсем Туррӑн саккунӗсене малалла та пӑхӑнса пурӑнма пулӑшакан ятарлӑ асӑрхаттарусем панӑшӑн пархатарлӑ.

ПАТШАЛӐХӐН ГРАЖДАНӖСЕМ АСӐРХАТТАРСА КАЛАНИСЕНЕ ТИМЛЕҪҪӖ

10, 11. Турӑ Патшалӑхӗ мӗн пирки вӑхӑтра асӑрхаттарса тӑрать тата ҫавӑн пек асӑрхаттарнисем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

10 Правительствӑсем хӑйсен гражданӗсене хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ, эмел сывлӑхшӑн хӑрушӑ тесе асӑрхаттарма пултараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, пур апат-ҫимӗҫ те, эмел те сиенлӗ мар. Анчах та мӗн те пулин сиен кӳме пултарсан, патшалӑх хӑйӗн гражданӗсене хӳтӗлес тесе вӗсене ҫав хӑрушлӑх ҫинчен пӗлтерме пултарать. Ҫакӑ вӑл патшалӑх тивӗҫӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗ те Туррӑн саккунӗсене пӑсма хӗтӗртекен тата унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултаракан хӑрушлӑхсем ҫинчен вӑхӑтра асӑрхаттарсах тӑрать. Сӑмахран, Интернета илер. Вӑл пире пӗр-пӗринпе хутшӑнма, вӗренме тата вӑйӑ-кулӑпа савӑнма май парать. Туррӑн организацийӗ ырӑ ӗҫсем тумашкӑн Интернетпа ӑнӑҫлӑ усӑ курать. Анчах та Интернетри сайтсем нумайӑшӗ хӑйсене тӗрӗс тытас текенсемшӗн сиенлӗ. Порнографи кӑтартакан сайтсем Патшалӑх гражданӗсемшӗн чӑн-чӑн хӑрушлӑх. Нумай ҫул хушши шанчӑклӑ та ӑслӑ чура ҫавнашкал сайтсем кӳрекен сиен ҫинчен асӑрхаттарсах тӑрать. Ҫавӑн пек асӑрхаттарса каланисемшӗн эпир питӗ пархатарлӑ!

11 Юлашки ҫулсенче урӑх йышши сайтсем анлӑ сарӑлма пуҫларӗҫ. Вӗсемпе питӗ асӑрхануллӑ усӑ курсан, вӗсем усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫав сайтсем, социаллӑ сетьсем теекеннисем, питӗ нумай сиен кӳме пултараҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курнӑ чухне ҫыннӑн «усал ҫынсемпе» хутшӑнасси пулма пултарать (1 Кор. 15:33, ҪС). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Туррӑн организацийӗ ҫавнашкал сайтсемпе усӑ курас тӗлӗшрен канашсем парать те. Шанчӑклӑ чура юлашки вӑхӑтра социаллӑ сетьсем пирки мӗн ҫырнине эсир пурне те вуласа тухнӑ-и? Ҫав статьясене вуласа тухмасӑрах ҫавнашкал сайтсене кӗни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ! a Ҫавна туни вӑл эмел пачки ҫине мӗн тума юраманнине ҫырса хунине вуламасӑрах хӑватлӑ эмеле ӑша янипе пӗрех.

12. Асӑрхаттарса каланисене сирсе яни мӗншӗн тӗрӗс мар?

12 Шанчӑклӑ чура асӑрхаттарса каланисене сирсе яракансем хӑйсене те, ҫывӑх ҫыннисене те сиен кӳреҫҫех. Ҫапла, хӑш-пӗрисем порнографи пӑхма хӑнӑхнӑ е аскӑн ӗҫ тунӑ, унтан вара Иегова вӗсен ӗҫӗсене курмасть тесе хӑйсене хӑйсем ӗнентернӗ. Иеговӑран хамӑр ӗҫсене пытарма пулать тесе шутлани вӑл — питӗ ӑссӑрла шухӑш! (Ытар. 15:3; Еврейсем 4:13 вуласа пар.) Турӑ ҫавӑн пек ҫынсене пулӑшасшӑн, ҫавӑнпа хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ҫыннисене вӗсене пулӑшу пама хавхалантарать (Гал. 6:1). Патшалӑх ҫынна пӗр-пӗр ӗҫ тунӑшӑн гражданлӑхсӑр хӑварма пултарнӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӳкӗчӗсене пӑсакансене, анчах та ҫавӑншӑн ӳкӗнменскерсене гражданлӑхсӑр тӑратса хӑварма пултарать  b (1 Кор. 5:11—13). Ҫапах та вӑл хӗрхенекен кӑмӑллӑ. Ӳкӗнекенсем, тӗрӗс маррине тума пӑрахнисем каллех Иеговӑн тусӗсем пулса тӑма тата Патшалӑх гражданӗсем шутӗнче тӑрса юлма пултараҫҫӗ (2 Кор. 2:5—8). Ҫавӑн пек юратакан Патшашӑн ӗҫлесе тӑма май пурри вӑл пысӑк чыс!

ПАТШАЛӐХ ГРАЖДАНӖСЕМ ПӖЛӖВЕ ХАКЛАҪҪӖ

13. Патшалӑх гражданӗсем пӗлӗве хакланине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

13 Нумай патшалӑх, гражданӗсем пӗлӳ илме пултарччӑр тесе, чылай вӑй хурать. Вӗсем вулама-ҫырма тата ӗҫе хӑнӑхтарма вӗрентекен шкулсем йӗркелеҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем шкулта илекен пӗлӗве хаклаҫҫӗ; вӗсем вулама, ҫырма тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ тата пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме май паракан профессисене алла илеҫҫӗ. Анчах та вӗсем Иегова хӑйӗн организацийӗ урлӑ парса тӑракан пӗлӗве ытларах хаклаҫҫӗ. Христиансен пухӑвӗ урлӑ Иегова лайӑх вулама вӗрентет. Ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ачисене вуласа пама хавхалантараҫҫӗ. Кашни уйӑхра шанчӑклӑ чура Библи тӑрӑх хатӗрленӗ «Хурал башни» тата «Пробудитесь!» журналсем пичетлесе кӑларать. Уйӑхсерен тухса тӑракан ҫав виҫӗ журналта вун-вун страница. Эсир кунне ҫав журналсенчи икӗ страницине вуласан, Иегова парса тӑракан пӗлӳрен усӑ илсех тӑма пултаратӑр.

14. а) Мӗнле пӗлӳ эпир илсе тӑратпӑр? ӑ) Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапас тӗлӗшрен панӑ канашсенчен хӑшӗсемпе усӑ курма сире килӗшет?

14 Кашни эрнере Патшалӑх гражданӗсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче вӗренеҫҫӗ. Утмӑл ҫул ытла ӗнтӗ Теократи ӗҫӗн шкулӗ унта вӗренекенсене Турӑ Сӑмахне ыттисене вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшать. Эсӗ ҫав шкула ҫырӑннӑ-и? Юлашки ҫулсенче шанчӑклӑ чура пӗтӗм ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫ питӗ кирлине палӑртать. Кашни эрнере ҫавӑн пек пӗрле вӗренни ҫемьене ҫирӗплетет. Пирӗн публикацисенче ҫемьепе пӗрле пуҫҫапмаллине мӗнле ирттермелли ҫинчен калакан канашсене тытса пыма май килет-и сирӗн? c

15. Мӗнле пысӑк чыса эпир тивӗҫлӗ пултӑмӑр?

15 Пӗр-пӗр ҫӗршывӑн гражданӗсем мӗнле те пулин политика партийӗ майлӑ пулни ҫинчен ыттисем умӗнче пӗлтерме хатӗр. Ҫавна тӑвас тесе вӗсем хӑш-пӗр чухне килтен киле те ҫӳреҫҫӗ. Патшалӑх гражданӗсем ырӑ хыпара урамсенче, килтен киле каласа ҫӳренипе Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ пулнине пӗтӗм тӗнчипе кӑтартаҫҫӗ. Унчченхи вӗренмелли статьяра Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑракан «Хурал башни» хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинчи чи анлӑ сарӑлнӑ журнал шутланать тенӗччӗ! Ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парасси — пирӗншӗн пысӑк чыс. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе эсир хастарлӑ хутшӑнатӑр-и? (Матф. 28:19, 20.)

16. Турӑ Патшалӑхӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

16 Кӗҫех Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗре тытса тӑракан пӗртен-пӗр правительство пулӗ. Унӑн саккунӗсем ҫынсен пурнӑҫӗн кашни енне йӗркелесе тӑрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра эсир Патшалӑхӑн лайӑх гражданӗ пулӑр-ши? Ҫавӑ халех эсир мӗн туса пурӑннинчен курӑнса тӑмалла. Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗнле йышӑну тусан та пурне те Иеговӑна мухтава кӑларас тесе тӑвӑр, ҫапла вара хӑвӑра Турӑ Патшалӑхӗн гражданинӗ пек тытнине ҫирӗплетсе парӑр (1 Кор. 10:31).

[Сноскӑсем]

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]