Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп»

«Эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп»

«Ӑна нумайӑшӗ вулӗ [«нумайӑшӗ унталла та кунталла ҫӳрӗ, вара чӑн», ҪТ] пӗлӳ ӳсӗ» (ДАН. 12:4).

1, 2. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе халӗ те пӗрле пулнине тата вӗсене пуласлӑхра та пӑрахас ҫуккине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Даниил 12:4-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗплӗ тӗпчени мӗнле пиллӗхсем кӳрет?

 ЭСИР Райра тейӗпӗр. Кашни ир ҫывӑрса каннӑ хыҫҫӑн эсир ҫӗнӗ вӑйпа интереслӗ ӗҫсем тума хатӗр. Сирӗн нимӗн те ыратмасть. Чир-чӗр мӗнне эсир манса кайнӑ. Сирӗн куҫ ҫивӗч курать, хӑлха лайӑх илтет, хыпашлав туйӑмӗ аван ӗҫлет тата эсир шӑрша та, апат тутине те лайӑх туятӑр. Сирӗн вӑй вӗресе кӑна тӑрать, ӗҫ те сире савӑнӑҫ парать; сирӗн туссем нумай тата ним пирки те пӑшӑрханма кирлӗ мар. Ҫав пиллӗхсене эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗре тытса тӑма пуҫласан илме пултаратӑр. Христос Иисус, Турӑ суйласа лартнӑ Патша, хӑйӗн ҫыннисене пиллӗ те вӗсене Иегова ҫинчен калакан пӗлӗве илме пулӑшӗ.

2 Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑнаканӗсемпе, хӑйӗн ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе вӗрентсе ҫӳрекенӗсемпе, пӗрле пулӗ. Турӑпа унӑн Ывӑлӗ хӑйсене шанчӑклӑ пулнӑ ҫынсене ӗмӗрсем хушши пулӑшса тӑнӑ. Пӗлӗте каяс умӗн Иисус хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакан вӗренекенӗсене сирӗнпе пӗрле пулӑп тесе шантарнӑ. (Матфей 28:19, 20 вуласа пар.) Ҫавӑн пек шантарса каланине тата хытӑрах ӗненме пуҫлас тесе Даниил 2 500 ҫул ытла каялла авалхи Вавилонра ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсене пӑхса тухар. Эпир пурӑнакан «юлашки вӑхӑт» ҫинчен Даниил пророк ҫырнӑ: «Ӑна нумайӑшӗ вулӗ [«нумайӑшӗ унталла та кунталла ҫӳрӗ, вара чӑн», ҪТ], пӗлӳ ӳсӗ» (Дан. 12:4). Ҫакӑнта «унталла та кунталла ҫӳрӗ» тесе куҫарнӑ еврей глаголӗн куҫӑмлӑ пӗлтерӗшӗ тӗплӗ тӗпчемелле текен шухӑша кӑтартса парать. Ҫавӑн пек тӗпчени тӗлӗнмелле пиллӗхсем кӳрет! Кам Ҫырӑва тӗплӗ тӗпчет, ҫавӑ Турӑ Сӑмахӗнчен чӑн, е тӗп-тӗрӗс, пӗлӳ илет. Ҫавӑн пекех, пророкла калани тӑрӑх, «чӑн пӗлӳ ӳсӗ». Ҫав пӗлӗве тупакансем ӑна йышӑнӗҫ те ҫав чӑнлӑхсене ыттисене вӗрентӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫынсем ҫав чӑнлӑхсене пур ҫӗрте те вӗренме пултарӗҫ. Халӗ эпир ҫак пророкла калани пурнӑҫланса пынине куратпӑр. Ҫакӑ пире халӗ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле пулнине, Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панине пурне те пурнӑҫлама пултарнине тата хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.

«ЧӐН ПӖЛӲ» УҪӐЛАТЬ

3. Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн «чӑн пӗлӳпе» мӗн пулнӑ?

3 Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн, Павел апостол малтанах каласа хунӑ пек, чӑн христианствӑра чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси пуҫланнӑ та ҫавӑ вара вут-ҫулӑм пек хӑвӑрт сарӑлма тытӑннӑ (Ап. ӗҫ. 20:28—30; 2 Фес. 2:1—3). Ҫавӑн хыҫҫӑнхи ӗмӗрсем хушшинче «чӑн пӗлӳ» Библи ҫинчен нимӗн те пӗлменнисем хушшинче кӑна мар, христиансем теекенсем хушшинче те ӳсмен. Христиан тӗнчинчи пуҫлӑхсем Ҫырӑва ӗненетпӗр тенӗ пулин те, вӗсем суяна — Турра чыссӑрлатакан «демонсен вӗрентӗвӗсене» — вӗрентнӗ (1 Тим. 4:1, ҪТ). Ҫавна пула ҫынсем, пӗтӗмӗшле илсен, Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлмен. Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен суя вӗрентӗвӗсем шутне Турӑ вӑл Виҫ-ипостаҫлӗ Турӑ, чун нихӑҫан та вилмест тата хӑш-пӗр чунсем вутлӑ тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗрӗпех асапланаҫҫӗ текен вӗрентӳсем кӗнӗ.

4. Христиансен ушкӑнӗ 1870 ҫулсенче «чӑн пӗлӗве» мӗнле шырама пуҫланӑ?

4 Анчах та 1870 ҫулсенче — «юлашки кунсем» пуҫланиччен пӗр хӗрӗх ҫул маларах — Пенсильванире (АПШ) Библие тӗплӗ тӗпчес тата «чӑн пӗлӗве» шырас тесе тӳркӑмӑллӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ пухӑннӑ (2 Тим. 3:1). Вӗсем хӑйсене Библи Тӗпчекенсем тенӗ. Ҫав ҫынсем «ӑсчахсем, ӑслӑ-тӑнлисем» пулман, ҫав ӑсчахсенчен, Иисус каларӑшле, пӗлӗве пытарнӑ пулнӑ (Матф. 11:25). Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ тата Туррӑн ирӗкне чӗререн тӑвасшӑн пулнӑ. Вӗсем, кӗлӗре Турӑран мӗн тумаллине ыйтса, Сӑваплӑ Ҫырӑва тимлӗ вуланӑ, сӳтсе явнӑ тата ун ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем Библири тӗрлӗ вырӑнсене пӗр-пӗринпе танлаштарнӑ тата ҫавӑн пек тӗпчевсем ирттернӗ ҫынсен ӗҫӗсене тишкернӗ. Ҫынсем ӗмӗрсем хушши пӗлмен чӑнлӑхсене Библи Тӗпчекенсем майӗпен ӑнланма пуҫланӑ.

5. «Авалхи богослови» ятлӑ трактатсен ярӑмне мӗнле тӗллевпе кӑларнӑ пулнӑ?

5 Библи Тӗпчекенсем хӑйсем пӗлме пуҫланӑ чӑнлӑхсемшӗн питӗ савӑннӑ пулин те, вӗсем мӑнкӑмӑлланса кайман. Ҫав чӑнлӑхсем яланах Библире пулнине вӗсем ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем ыттисене эпир темскер ҫӗннине тупрӑмӑр тесе тӑман (1 Кор. 8:1). Ун вырӑнне вӗсем вулакансене Библири чӑнлӑхпа паллаштарас тесе «Авалхи богослови» текен трактатсен ярӑмне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав трактатсенчен пӗрремӗшӗ ҫынсене Библи вӗренме пулӑшнӑ, ҫапла вара вӗсем «ҫынсен пӗтӗм суя йӑли-йӗркине» сирсе яма тата Иисуспа апостолсен чӑн вӗрентӗвне, урӑхла каласан, «авалхи богословине», йышӑнма пултарнӑ («Авалхи богослови», 1 №, 1889 ҫулхи апрель, 32 страница, акӑл.).

6, 7. а) Иегова Свидетелӗсем 1870 ҫулсенчен пуҫласа мӗнле чӑнлӑхсене пӗлсе пынӑ? ӑ) Эсир ӑнланса илнӗ чӑнлӑхсене хӑшне уйрӑмах хаклатӑр?

6 Ҫавӑнтанпа 100 ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн мӗн чухлӗ чаплӑ чӑнлӑха пӗлсе ҫитнӗ! a Ҫав чӑнлӑхсене вӗреннӗ чухне эпир ахаль фактсене кӑна мар пӗлсе пыратпӑр. Ҫав чуна хумхантаракан, ирӗклӗх паракан чӑнлӑхсем пирӗн пурнӑҫа лайӑхлатаҫҫӗ, пире телей кӳреҫҫӗ тата шанчӑк параҫҫӗ. Вӗсем пире хамӑра юратакан Турра, Иеговӑна, пӗлме тата унӑн ирӗкне ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем пире Иисус кам иккенне, вӑл мӗншӗн пурӑннипе вилнине тата халӗ вӑл мӗн туса пурӑннине ӑнлантарса параҫҫӗ. Ҫав хаклӑ чӑнлӑхсем пире Турӑ мӗншӗн хӗн-асап пулма панине, мӗншӗн эпир вилнине, мӗнле кӗлтумаллине тата чӑннипех телейлӗ пулас тесен мӗн тумаллине уҫса параҫҫӗ.

7 Халӗ эпир нумай ҫул хушши вӑрттӑнлӑхра пулнӑ тата ҫак юлашки вӑхӑтра пурнӑҫланса пыракан пророкла сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланма пултаратпӑр (Дан. 12:9). Ҫав пророкла каланисем Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн тӗрлӗ пайӗсенче, уйрӑмах, Евангелисенче тата Ӳлӗмхине кӗнекере пур. Иегова пире хамӑр куҫпа курма пултарайман ӗҫсен пӗлтерӗшне те ӑнланма пулӑшрӗ — сӑмахран, Иисус патшана мӗнле ларнине, пӗлӗтре вӑрҫӑ мӗнле иртнине тата Сатанана ҫӗр ҫине мӗнле сирпӗтсе антарнине (Ӳлӗм. 12:7—12). Ҫавӑн пекех Турӑ пире эпир курма пултаракан ӗҫсен пӗлтерӗшне — мӗншӗн вӑрҫӑсем пынине, ҫӗр чӗтреннине, эпидемисем, выҫлӑх пулнине тата мӗншӗн хальхи «йывӑр саманара» ҫынсем хӑйсене япӑх тытнине — ӑнланма пулӑшрӗ (2 Тим. 3:1—5; Лука 21:10, 11).

8. Хамӑр мӗн курма, илтме пултарнишӗн эпир кама мухтатпӑр?

8 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эсир кураканнине куракан куҫсем телейлӗ! Калатӑп сире: пророксемпе патшасем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ»,— тесе каланӑ сӑмахсене ӑнланма пире йывӑр мар (Лука 10:23, 24). Ҫавсене курма, илтме пултарнӑшӑн эпир Иегова Турра мухтатпӑр. Вӑл хӑйӗн святой сывлӑшӗпе, «Лӑплантараканӗпе», усӑ курса пире «пур тӗрлӗ чӑнлӑха» туллин ӑнланса илме пулӑшнӑшӑн эпир калама ҫук пархатарлӑ! (Иоанн 16:7, 13 вуласа пар.) Ҫав чӑнлӑхсем питӗ хаклӑ пулнине тата вӗсене ыттисене пӗлме пулӑшмаллине пирӗн нихӑҫан та манса каймалла мар.

«НУМАЙӐШӖ ЧӐН ПӖЛӖВЕ» ЙЫШӐНӖ

9. 1881 ҫулхи апрель уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗнче мӗн тума чӗнсе каланӑ пулнӑ?

9 1881 ҫулхи апрель уйӑхӗнче, «Хурал башнин» пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул тенӗ пек вӑхӑт иртсен, ҫав журналта 1 000 хыпарҫӑ кирлӗ тесе ҫырнӑ пулнӑ. Ҫав статьяра кӗнеке салатакансем, е пионерсем, пулса ырӑ хыпара сарма хӑйсен пӗтӗм вӑхӑчӗн ҫуррине е чылай пайне уйӑрма пултаракансене чӗнсе каланӑ. Вӗсене пур ҫӗре те кайса тӳркӑмӑллӑ христиансене — Турра юратакансене, анчах та тӗрӗс пӗлменскерсене — тупса вӗсене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха тата Библи вӗрентме ыйтнӑ.

10. Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансем пулма чӗнсе каласан, нумайӑшӗ мӗн тунӑ?

10 Ҫавӑн пек чӗнсе калани Библи Тӗпчекенсем чӑн христиансемшӗн ырӑ хыпар каласа ҫӳресси питӗ кирлине ӑнланнине кӑтартса панӑ. Анчах та тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен хыпарҫӑсен шучӗ 1 000 ҫитессе шанма йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра Библи Тӗпчекенсен тӗлпулӑвӗсене темиҫе ҫӗр ҫын кӑна ҫӳренӗ. Анчах та трактата е журнала вуласа тухнӑ хыҫҫӑн нумай ҫын ҫакӑ чӑнлӑх пулнине ӑнланса илнӗ те ыттисене пулӑшасшӑн пулнӑ. Сӑмахран, «Хурал башнин» кӑларӑмне тата Библи Тӗпчекенсем кӑларнӑ трактата вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Лондонри пӗр вулакан 1882 ҫулта ҫырса янӑ: «Турӑ пилленӗ, унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тумалли ӗҫе туса пӗтерес тесе мӗнле тата мӗн ҫинчен вӗрентсе ҫӳремеллине мана ӑнлантарса парӑр, тархасшӑн».

11, 12. а) Кӗнеке салатакансен тӗллевӗ хӑш енчен пирӗнни пек пулнӑ? ӑ) Кӗнеке салатакансем мӗнле майпа «классем», е пухусем, йӗркеленӗ?

11 Библи Тӗпчекенсен 1885 ҫул тӗлнелле 300 яхӑн кӗнеке салатакан пулнӑ. Ҫав сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансен тӗллевӗ пирӗнни пекех пулнӑ — Иисус Христосӑн вӗренекенӗсене хатӗрлесси. Анчах та вӗсен меслечӗсем пирӗннинчен уйрӑлса тӑнӑ. Халӗ эпир ялан тенӗ пекех пӗр ҫынпа Библи вӗренетпӗр. Кайран ӑна эпир пухӑва чӗнетпӗр. Анчах та ун чухне кӗнеке салатакансем публикацисене салатнӑ та унтан интересленекен ҫынсене Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗрентес тесе пӗр ушкӑна пуҫтарнӑ. Кашнипе уйрӑммӑн вӗренес вырӑнне вӗсем «классем», е пухусем, йӗркеленӗ.

12 Сӑмахран, 1907 ҫулта кӗнеке салатакансен ушкӑнӗ камӑн «Рассвет миллениума» пулнӑ (ҫак кӗнекесене «Исследования Писания» ятпа та пӗлеҫҫӗ), ҫавсене шыраса тупас тесе пӗр хулана ҫаврӑнса тухнӑ. «Хурал башнинче» пӗлтернӗ: «Вӗсене [интересленекен ҫынсене] пӗрин килӗнче пӗчӗк тӗлпулу ирттерме пӗрле пуҫтарнӑ. Вырсарникун кунӗпех кӗнеке салатакан вӗсемпе Туррӑн ӗмӗрхи планне сӳтсе явнӑ, тепӗр вырсарникун вара вӑл пуҫтарӑннӑ ҫынсене малашне те ялан пӗрле пухӑнма хавхалантарнӑ». Тӑвансем 1911 ҫулта ҫав йӗркене улӑштарнӑ. Алӑ сакӑр арҫын тӑван пӗтӗм Пӗрлешӳллӗ Штатсем тата Канада тӑрӑх ҫӳренӗ те ҫынсем умӗнче лекцисем тухса каланӑ. Вӗсем интересленекен ҫынсен, лекцисене килнисен, ячӗсемпе адресӗсене пухнӑ та вӗсене, камӑн та пулин килӗнче пӗрле пуҫтарӑнма пултарччӑр тесе, ушкӑнсене пухнӑ. Ҫапла майпа ҫӗнӗ «классем» йӗркеленнӗ. 1914 ҫул тӗлнелле Библи Тӗпчекенсен пӗтӗм тӗнчипе 1 200 пуху пулнӑ.

13. Хальхи вӑхӑтра «чӑн пӗлӳ» мӗн таран сарӑлнинче сире мӗн тӗлӗнтерет?

13 Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе пӗр 109 400 пуху тата 895 800 яхӑн тӑван пионер пулса ӗҫлет. Пӗр сакӑр миллион ҫын «чӑн пӗлӳ» илнӗ те ӑна пурнӑҫра тытса пырать. (Исаия 60:22 вуласа пар.) b Ҫак число тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен Иисус вӗренекенӗсене хӑйӗн ячӗшӗн «пурте курайми пулӗҫ» тесе малтанах каласа хунӑ. Вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене хӗсӗрлӗҫ, тӗрмене хупӗҫ, вӗлерӗҫ те тенӗ (Лука 21:12—17). Сатана, унӑн демонӗсем тата ҫынсем нумайӑшӗ хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Иеговӑн халӑхӗ хӑйне тума хушнӑ ӗҫе, вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе, питӗ ӑнӑҫлӑ туса пырать. Хальхи вӑхӑтра вӗсем ырӑ хыпара «пӗтӗм тӗнчипе» — тропикри джунглисенчен пуҫласа ҫурҫӗрти тундра таран, тусем ҫинче, пушхирте, хуласенче тата чи аякри ялсенче — пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ (Матф. 24:14). Турӑ пулӑшмасӑр ҫак ӗҫе тума май ҫук пулнӑ пулӗччӗ.

«ЧӐН ПӖЛӲ» ӲССЕХ ПЫРАТЬ

14. Пирӗн публикацисем урлӑ «чӑн пӗлӳ» мӗнле ӳссе пырать?

14 Ырӑ хыпар сарса ҫӳрекенсене пула, ҫавӑн пекех пичетлесе кӑларнӑ публикацисене пула «чӑн пӗлӳ» ӳссех пырать. Библи Тӗпчекенсем 1879 ҫулхи июль уйӑхӗнче ҫак журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмне пичетлесе кӑларнӑ, ун чухне вӑл «Сион хурал башни тата Христос пуррине пӗлтерекен хыпарҫӑ» ятлӑ пулнӑ. Пӗрремӗш номера пӗр коммерци фирми акӑлчан чӗлхипе кӑна пичетлесе кӑларнӑ тата унӑн тиражӗ 6 000 экземпляр пулнӑ. Ҫирӗм ҫичӗ ҫулхи Чарлз Тейз Рассела редактора суйласа лартнӑ, тепӗр пилӗк опытлӑ Библи Тӗпчекен ҫак журнал валли статьясем ҫырса тӑнӑ. Халӗ «Хурал башни» 195 чӗлхепе тухса тӑрать. Ҫак журнал — ҫӗр ҫинче чи анлӑ сарӑлнӑ журнал тата унӑн кашни кӑларӑмӗн тиражӗ 42 182 000 экземпляр. Иккӗмӗш вырӑнта — «Пробудитесь!» журнал, ӑна 84 чӗлхепе пичетлесе кӑлараҫҫӗ, унӑн тиражӗ — 41 042 000 экземпляр. Ҫавӑн пекех кашни ҫул 100 миллион кӗнекепе Библи пичетленсе тухать.

15. Пирӗн публикацисене пичетлеме укҫа ӑҫтан илеҫҫӗ?

15 Ҫак пысӑк ӗҫе харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ. (Матфей 10:8 вуласа пар.) Ҫакӑ пичет ӗҫӗпе ӗҫлекенсене тӗлӗнтерсех ярать, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫ хатӗрӗсем, хут, краска тата ытти япаласем мӗн хак тӑнине пӗлеҫҫӗ. Вефильри типографисем валли материалсем туянса тӑракан арҫын тӑван каланӑ: «Пирӗн типографисене пырсан, бизнесменсем ҫӗнӗ йышши технологипе ӗҫлекен, питӗ нумай публикаци пичетлесе кӑларакан пичет машинисене харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле тытса тӑма пулать тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене Вефильте ӗҫлекенсем ҫамрӑк пулни те, савӑнӑҫлӑ пулни те шалт тӗлӗнтерет».

ПӖТӖМ ҪӖР ИЕГОВӐНА ТУЛЛИН ПӖЛСЕ ҪИТӖ

16. Мӗншӗн «чӑн пӗлӳ» ӳссех пырать?

16 «Чӑн пӗлӳ» ӳссех пырать, мӗншӗн тесен Турӑ «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:3, 4). Ҫынсем чӑнлӑха пӗлччӗр, ҫапла вара хӑйне тӗрӗс пуҫҫапччӑр та пиллӗхсем илччӗр тет Иегова. «Чӑн пӗлӗве» уҫса панипе Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансене, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене, пӗрле пуҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пуррисене, «имсӗр-сумсӑр ҫынна», пухать (Ӳлӗм. 7:9).

17. Тӗрӗс пуҫҫапакансен шучӗ ӳссе пыни мӗн кӑтартса парать?

17 Юлашки 130 ҫул ытла ӗнтӗ тӗрӗс пуҫҫапасси анлӑ сарӑлса пыни Турӑ тата вӑл суйласа лартнӑ Патша, Иисус Христос, Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ертсе, йӗркелесе пынипе тата вӗрентсе тӑнипе вӗсемпе пӗрле пулнине уҫҫӑн кӑтартса парать. Вӗсен шучӗ ӳссе пыни Иегова пуласлӑхра мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫлассине те ҫирӗплетсе парать. «Шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ» (Ис. 11:9). Ҫавӑн чухне этемлӗх мӗнле чаплӑ пиллӗхсем илесси пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха!

[Сноскӑсем]

a Ҫавӑн ҫинчен эсир «Свидетели Иеговы — вера в действии. Часть 1. Из тьмы» тата «Свидетели Иеговы — вера в действии. Часть 2. Да воссияет свет» DVD фильмсене пӑхсан ытларах пӗлме пултаратӑр.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]